Юбилейĕнче каланă сăмах
Ай, çап-çутă пĕлĕтсем шăваççĕ...
Ай, килсе çапать кĕç пăр та юр...
Сар кунпа ылмашăнать кĕр каçĕ —
Çыннăн та тем тĕрлĕ пурнăç пур.
Сан çулу та тикĕсех выртмарĕ,
Капăр роза ун çинче шăтман.
Шутласан, поэт шăпи çак мар-и? —
Чун çуннисĕр вăл та çуралман.
Юрĕ. Тĕксĕм сăрăсем çухалччăр
Асилӳн пытанчăк тĕпĕнче,
Урăх тĕслисем çиçсе çуталччăр
Вĕçсе иртнĕ çамрăклăх çинчен.
Чун туртни пире илсе çитерчĕ
Тутарсен чи чаплă хулине,
Аслă шкулăн савăнăçĕ-терчĕ
Йăлт витерчĕ яш чĕресене.
Вăхăтăн пулаттăмăр та шухă,
Пур пĕрех картран вĕçерĕнмен.
Тепĕр чух айван пулсан та шухăш,
Пач шухăшламасăр çӳремен.
Пĕр тĕллев, пĕр ĕмĕт те çак çеçчĕ,
Сăмахпа хăйса каламанни:
Тивĕçлĕ çынсем пулса ӳсесчĕ,
Тăнăç çеç тăринччĕ самани.
Усалпа ырра сăнанăçемĕн
Пуç çине ӳкетчĕ ĕмĕрхи:
Маçаксем юрланă кĕвĕ-çемĕ,
Аттесен те аннесен чĕлхи.
Астăватни: хумханса тыттартăн
Хусанкайăн пĕр кĕнекине,
«Халь эпир Хусанкайсемех мар та,
Пурнăç — малалла-ха» тенине?
Çавăнпах пуль, вăхăт тупăнсассăн,
Хут листи выртатчĕ те ума,
Пушлăхран килсе, асамлă саса
Кĕç пулатчĕ шĕл-кăвар сăмах.
...Кам утать, çав çитетех тееççĕ,
Кам шырать, çав чăнласах тупать.
Чĕрӳнте сан пурăнать поэзи,
Тапасса та уншăнах тапать.