Пăрахут çурса йĕр турĕ
Куçкĕски пек Атăла.
Хыçалтан вара туп-тӳрĕ
Кăпăкланнă çул юлать.
Нихăçан та çухалмассăн
Шавласа çĕкленчĕ хум.
Çырана çитсе çапсассăн
Пĕтĕм вăйĕ пĕтрĕ ун.
Пăрахут куçран çĕтмерĕ —
Вăл хумхатнă шыв çинчен
Çĕтрĕ ун илемлĕ йĕрĕ,
Тăсăлмарĕ те инçе.
Мĕн тери телейччĕ йĕрĕм
Çакăн пек çухалмасан.
Юррăм пурăнтăрччĕ чĕрĕ,
Хам çĕре кĕрсен те ман.