Пурнăç хумĕ хаяр,
хĕрхенмест никама та.
Пĕр çĕклет вăл çӳле,
шыв айне пĕр перет.
Турпасланĕ карап,
эсĕ çеç пурпĕрех
парăнмасăр ăна
кунĕн-çĕрĕн куматăн.
Йăлма пек путнине
калас çук нимĕнле те.
Кĕрешме пӳрнисем!
Пурăнар урăхла:
тек ан пултăр этем
хум çинчи турпасла,
пурнăç хумĕсене
вăл хăй йĕвенлетĕр!