Эп кăнтăртан илсе килсеччĕ йывăç,
Ӳссе çĕкленчĕ дача-пахчара.
Мĕнле илем! Çулçи-турачĕ йăвă.
Пăхатăп та — куç-пуçăм алчăрать.
Кунсен черечĕ вăрăм, вĕçсĕр-хĕрсĕр —
Çул хыççăн çул чуптарчĕ сиккипе.
Анчах та йывăç тĕлĕнтерчĕ: «хĕсĕр»?
Кӳмерĕ савнăç пĕртте çимĕçпе.
Мĕне пула? Камра шырас-ши айăп
Çапла килсе тухнишĕн ун шăпа?
Ку ыйтăва нимле те хуравлаймăп
Пуçа хĕссе ватсан та шухăшпа.
Тăван çĕрне, тен, асилет салхуллăн
Кунта темле курсан та пархатар.
Лере мĕн чухлĕ тус-юлташĕ юлнă,
Пĕрне те халь кураймăн юнашар.
Чун-чĕрине çунтарнă тепĕр хурлăх:
Телейлĕ «амăш» кун-çулне паман,
«Ачи-пăчипе» киленсе сад тăрăх
Теветлĕ юрă шăратса курман.
Мана мĕн? Тутлă çимĕç параймасть тăк
Мĕскершĕн кирлĕ пуш илем пире?
Çак туйăмпа пĕррехинче сасартăк
Касса пăрахрăм йывăçа тĕпрен.
Ахлатрĕ мĕскĕн. Укрĕ лăстăр-лăстăр.
Тăр-тăр чĕтреннĕн туйăнчĕ тĕнче.
Сивлеккĕн сăрăлтатрĕ: «Ăссăр, ăссăр!»
Ара, каллех суран сăн-питĕнче...
Чăнах, мĕн турăм?! Ма капла тискерлĕх
Ăша тăрук хытарчĕ шатăртах?!
Умри ӳкерчĕк çав тери синкерлĕ:
Чĕре тапса тухас пек кăкăртан.
Ай, ку мĕскер? Шывланнă йывăç тĕпĕ:
Тумлам-тумламăн сăрхăнать сĕткен.
Куççуль вĕт ку! Çын евĕр ăппăн-тĕппĕн
Хăй мĕскĕн шăппăн макăрать иккен.
Анчах кăшт вăхăт иртрĕ те — пăхатăп:
Тухма пуçланă çамрăк хунавсем!
Вĕçме те хатĕр — шутсăр савăнатăп:
Çу тăршшĕнче çĕкленчĕ çĕн илем.
Çук, çук! Текех алла илместĕп пуртă.
Парать-и, çук-и çимĕç — пур пĕрех
Тĕнче ырришĕн кĕрешме вăй пур тăк
Ешертĕр йывăç ĕмĕр чĕп-чĕрех!