Паян ĕç кунне çĕкленӳллĕ кăмăлпа пуçларĕ Мая Александровна. Килте пурте йĕркеллĕ, ĕçре те ку эрнере чăрмавсем çук. Пай пуçлăхĕ Николай Ефремович командировкăра. Никам та ăна илсе кил, куна туса пар, унта шăнкăравла тесе тинкене илмест. Юлашки вăхăтра интернетпа кăсăкланма пуçларĕ Мая Александровна. Питĕ аван япала иккен вăл. Тем те пĕлме пулать ун урлă. Ак ĕнер аякри тăванĕсен тăхăмĕсене шыраса тупрĕ. Лешсем Çĕпĕр çĕрĕ çинче пуçĕпех çухалнăччĕ. Мăн аслашшĕпе пĕртăванне кулак тесе çемйипех ăсатнă пулнă та, çавăнтанпа вĕсем çинчен нимĕн те пĕлмен халиччен. «Ав мĕнле вăл прогресс текенни. Ют çĕршывра ăсталанă пуян ăс-тăнлă техникăпа рехетленетпĕр вĕт. Пирĕн çĕршывра юлашки вăхăтра мĕнле прогресс пулчĕ-ши? Пĕтĕм прогресс — хаксем урнă юлан ут пек ĕрĕхнинче», — кулянса шухăшларĕ хĕрарăм.
Чăнкăр-чăнкăр! сас пачĕ кĕсье телефонĕ. СМСка килчĕ пулас. Кам та пулин шăнкăравласан ун телефонĕ: «Тыт, тыт хăвăртрах!» — тесе çухăрать. Упăшки шӳтлесе çапла туса панă ăна.
Хĕрарăм телефонне илчĕ те СМСка вулама пуçларĕ. Вуласа тухрĕ те лаках ларчĕ пукан çине. «Пуйăс ыран кăнтăрла иртсе икĕ сехет çурăра çитет вокзала. Эсĕ мана кĕтсе илессе шанса тăратăп. Санăн Николашка».
Хăй пурнăçĕнче пĕр çынна кăна Николашка тесе чĕннĕ Мая Александровна. Вăл хĕр чухнехи савнийĕ. Виçĕ çул çӳресен уйрăлчĕç вĕсен çулĕсем...
«Николашка, Николашка. Вун икĕ çултан аса илтĕн пулать. Ман телефон номерне тата ăçтан пĕлнĕ-ши?» — тĕлĕнчĕ Мая Александровна.
Мĕн тумалла? Тухмалла-ши ыран кĕтме, тухмалла мар-ши? Мĕн ĕçпе çӳрет-ши Николай пирĕн хулара? Маншăнах килес çук-ха вăл урăх хуларан. Енчен?..
Ма шăнкăравласа каламарĕ-ха вăл. Калаçмасран хăрарĕ-ши?
Çак самантран канлĕхне пачах çухатрĕ хĕрарăм. Алли те ĕç патне пымарĕ, чĕлхи-çăварĕ те çыхланчĕ. Тухма шутларĕ вăл вокзала. Ара, мĕн пулать тĕл пулнипе. Тĕл пулĕç те — уйрăлĕç. Иккĕшĕн те çемье. Пулни-иртни манăçнă. Манăçнă-ши? Апла пулсан мĕншĕн хĕрарăм чĕри кăкăртан сиксе тухас пек тăпăртатать?
Унăн ĕлĕкхи савнийĕн сăнĕ куç умне тухса тăчĕ. Анчах та çав сăн темшĕн шĕвек тĕтре ăшĕнче. Темле сирме тăрăшсан та тасалмасть çав тĕтре. Çапла. Вун икĕ çул вун икĕ кун мар çав. Вăхăт хăйĕннех тăвать.
Акă пуйăс палăртнă вăхăтра çитсе чарăнчĕ. СМСра çырнă вакун патнех пырса тăчĕ Мая Александровна. Пурте тухса пĕтрĕç темелле ĕнтĕ, анчах та Николашка çук та çук. Акă юлашкинчен пай пуçлăхĕн Николай Ефремовичăн пуçĕ курăнчĕ. Мая Александровна самантрах çурăмпа çаврăнса тăчĕ. Тĕлĕнмелле... Тен, пай пуçлăхĕ янă çав СМСкăна? Пулма пултараймасть. Вăл халиччен Мая Александровнăпа сăмах вылятса калаçман.
Николай Ефремович унта-кунта пăхкаларĕ, такама шырарĕ. Унтан сасăпах каласа хучĕ:
— Эх, телефон счечĕ çинче укçа çукки пăтăрмах пулчĕ. СМСкăна вуламан пулас арăм, — терĕ те салхуллăн такси çине ларса хула урамĕпе ярăнтарчĕ.
«Эх, анрашкасем! Пай пуçлăхĕ те, эпĕ те. Николай Ефремович йăнăшпа ман номер çине пуснă пулас. Эпĕ, ухмаххи, иртнине аса илсе чуна ыраттаратăп».
Вăл хăвăртрах ĕç вырăнне çитес тесе такси тытрĕ. «Пуçлăх малтан ĕçе те кĕрсе тухма пултарать, — пăшăрханса шухăшларĕ Мая Александровна. — Ĕç вырăнĕнче пулманшăн вăл мана самантрах чăнлăха тавăрĕ».