I
Ăс-пуçĕ çавра çил пек çаврăнать, чĕри çурăлса каяс пек аташать. Ыран, ирхи апат çинĕ хыççăн, ликпункта каймалла! Хут вĕренме тытăнмалла! Çыннăн ачи-пăчи пур, ачи-пăчи мар — арăмĕ те пур, çийĕнчен тата сухалĕ те кĕскех мар — хут вĕренме яраççĕ! Самани çавăн пек!..
II
Ухливана урамра курсан — табак хутаççи шыраса çӳрет ĕнтĕ ку тесе шухăшлама пултаратăр. Табак хутаççи шырамасть. Ахаль вăл пуçне уснă. Савăнăçлă шухăшсенчен пушанса юлнăран унăн пуçĕ усăннă. Ликпункт, ликпункт пуçа устарать.
Ял Совет тĕлне çитрĕ. Пӳртне кĕчĕ. Ял Совет секретарĕ çырса ларакан сĕтел умне ним шарламасăрах пырса тăрса чарăнчĕ.
— Мĕн патне килтĕн? — тесе ыйтрĕ секретарĕ, аллинчи ручкине пăрахса.
Ухливан, сĕтел умĕнче тăрса шухăша кайнăскер, секретарĕн çинçе сассине илтмерĕ.
— Мĕн кирлĕ сана тетĕп.
— Мĕ-ĕн? — терĕ Ухливанĕ.
— Мĕн ĕçпе килтĕн тетĕп сана.
— Мĕн ĕçпе? Мĕн ĕçпеччĕ-ха?
— Пĕлместĕп çав, çавăнпа ыйтатăп.
— А-а! Аса илтĕм, — терĕ Ухливанĕ. — Пуç ыратать. Сăмса юхать... Халер ерчĕ!.. Хут вĕренме каймалла. Каймасан юрамĕ-ши? Халерпе чирлемен пулсан... Халер ерчĕ-çке-ха... Арăм та хам пекех сывă мар, кĕнеке хутаççи çĕлесе пама йĕп те тытаймасть.
— Кĕнеке хутаççи нимех те мар-ха... Халер... Халĕ, кĕркунне, халер пулма пултарать-и вара? Чăнах халер ерчĕ пулсан тухтăр патне кайса хут илсе килес пулать. Вара сываличчен вĕренме çӳремесен те юрать. Сывалсан çӳрĕн.
Тухтăрĕ хутне парас çукки паллах.
Ухливан ял Советĕнчен тухрĕ, ĕçĕ тухмарĕ. Хут вĕренессинчен хăтăлаймарĕ.
III
Пĕр кун иртсен иккĕмĕш кунне Ухливан хулана мĕшĕлтетсе çитрĕ. Халĕ ĕнтĕ сапаланса кайнă пуçĕнче пĕр шухăшран икĕ шухăш пулса тăнă: хут вĕренессинчен хăтăлас шухăш та ĕçлеме вырăн тупас шухăш. Çав пысăк шухăшсене йăтса пĕр учрежденин алăкĕ витĕр кĕрсе каять Ухливан.
— Сторожа илместĕр-и?
— Илме юрать те... Эсĕ хут пĕлетĕн-и-ха?
— Хутне пĕлместĕп те...
— Хут пĕлместĕн пулин те... илетпĕр эппин, — тет пуçлăх. — Эпĕ хам хутпĕлменлĕхе пĕтерекен ячейка секретарĕ те — хĕлле валли ĕç пулмасран хăранăччĕ. Халĕ ĕнтĕ сана илсен ĕç тупăнать, ячейкăра 69 член. 69-шĕ те харăс тытăнсан пĕр самантрах санăн хутпĕлменлĕхе пĕтерсе хуратпăр.
Их, Ухливан... кăна илтсессĕн... тухрĕ тарчĕ учрежденирен. Хулан пылчăклă урамĕ тăрăх ероплан пек вĕçтерчĕ ялалла.
Ухливан ĕмĕчĕ татăлнине сиссен хăлхи те хăйĕн параппан кантрине татса пăрахас тенĕ пулмалла — илтми пулнă. Ара, Ухливан хут вĕренме çӳресрен хăтăлас тесе вырăн шырама тухнăччĕ. Вырăнĕ тупăнчĕ, кашкăртан таракан упана çулăхнă пек, 69 çын харăс ăна хут вĕрентме тытăнасшăн пулнă. Юрать, тарса хăтăлчĕ.
Эх-хе-хей, Элекçей ашшĕ Ухливан, хут вĕренмеллех пулать пулĕ санăн!
IV
— Уф! — тесе чарăннă Ухливан уя тухсан. Сапаланнă шухăшĕсене пухнă та уринчи çăпатине каллех хула еннелле çавăрнă. Лешĕ хуçи хушнине итленĕ — тĕрме патне кайнă.
— Тĕрмене кĕрес тетĕп.
— Мĕн тума?
— Ларма.
— Мĕн айăп турăн?
— Туман та, тăвас тетĕп.
— Малтан ту, тумасăр илместпĕр.
— Лайăх-и халĕ тĕрмере ларма?
— Лайăххине калама пĕлместĕп... Юсанасса — юсанатăн ĕнтĕ унта. Хут пĕлместĕн пулсан — хут вĕрентеççĕ...
— Тĕрмере те хут вĕрентеççĕ-и? Ура çăмăл пултăрах... Апла пулсан кĕместĕп.
V
— У-у-у! — уласа йĕрет Ухливан арăмĕ.
— У-у-у! — уласа йĕреççĕ Ухливан ачисем. _ У-у-у! — уласа йĕрет Ухливан хăй.
— У-у-у! — уласа пырса тăчĕ кӳршĕ арăмĕ.
— Эсĕ тата мĕншĕн йĕретĕн?
— Эпĕ пĕлетĕп-им? Эсир йĕнине куртăм та... манăн та йĕрес килчĕ. У-у-у!..
Ухливан çар комиссариатне те уласах кĕрсе кайрĕ.
— Ма йĕрен? — тесе ыйтаççĕ комиссариатрисем.
— Салтаках каятăп. Илетĕр-и?
— Ирĕклĕн-и?
— Ирĕклĕн.
— Хăш çулта, хăш уйăхра çуралнă эс?
— Çулне калăп та, уйăхне калама пултараймастăп.
— Мĕншĕн?
— Хут пĕлместĕп.
— Хут пĕлменнисене салтакра вĕрентеççĕ. Унтан хăрамалли çук. Пит лайăх вĕрентеççĕ.
— Салтакра та-и?
Ниçта та хут вĕренессинчен хăтăлмалли çук. Кутамкка ăшне пытанас — ăна йăтса каяканни пулмĕ. Йăтаканни тупăнĕ хăть... пĕр-пĕр учитель тупĕ те килне йăтса кайĕ, килĕнче сана кутамккаран туртса кăларса вăйпах хут вĕрентме тытăнĕ... Вĕренесех пулать вара Ухливанăн.
VI
Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман. Сĕм вăрман лăпкă паян, кашламасть, мĕншĕн тесен хăйĕн ăшĕнче вăл хут вĕренесрен тарса çӳрекен дезертира пытарнă. Дезертирĕ мăн юман хăвăлĕ ăшĕнче эрешмен пек хутланса ларнă. Ухливан аллинче пилĕк çăкăр чикнĕ кутамкки, хăйне мĕншĕн кунта илсе килни çинчен пĕлесшĕн, пĕр хускалмасăрах шухăша кайса ларать.
Кĕрст! тутарчĕç çывăхрах кашкăр вырăнне çăхан тытакан сунарçăсем пăшалпа.
Пуçне хăвăл маччине кĕрст! перĕнтерсе сиксе тăчĕ Ухливан.
— Хурах, хурах! Пăшалпа персех хут вĕрентеççĕ... Кăшкăрать:
— Хурах, хурах! Çăлăрах! Хут вĕрентеççĕ! Пĕтетĕп! Юмахри арçури сасси тейĕн вăрмана çурса каякан Ухливан сассине:
— Хурах! Хурах! Çăлăрах!
Пит кичем мăн çын хурах кăшкăрни. Калама çук кичем. Кичемрен ĕнтĕ «хурах» тенĕ сасса илтсессĕн Ухливанăн тула тухса кайнă арăмĕ пӳрте чупса кĕнĕ. Кӳршĕсем пуртă-сенĕксем йăтса пынă.
— Хурах!.. Хурах! — кăшкăрса выртнă Ухливанĕ тӳшек çинче.
— Мĕн пулнă?
— Тĕлĕк курнă.
Кунта каланисене пĕтĕмпех Ухливан тĕлĕкре курнă-мĕн. Ах, мур. Эпир чăн тесе. Унăн хут вĕренме каяс килмен, çавăнпа çак тĕлĕкпе аташса выртнă.
Ун пеккисем пирĕн çеçкеленсе чечекленекен Чăваш çĕршывĕнче пĕр Ухливан пичче анчах мар, тата темиçе çын пулни çинчен пĕлетĕп эпĕ. Пĕрремĕш пилĕкçуллăх вăхăтĕнче вĕсем хут пĕлнин уссине ăнланса илсе ликпунктсенче вĕренсе тухрĕç. Ĕлĕкхи Ухливан халĕ Шолохов çырнă «Уçнă çерем» ятлă пысăк романа вуласа тухнă та вулав çурт пуçлăхĕнчен Пушкинăн «Евгений Онегин» ятлă сăвăллă романне ыйтать.