Вальăна
Çӳл тӳпере, сăнанă-и, çунать
кĕр çăлтăрĕ. Фиалка пек чечен.
Ку çăлтăр — сăвăçшăн пулсан — çунат,
юратакан çынсемшĕн вăл — чечек.
Хам ĕмĕрте, тен, эп те самаях
хуратрăм шур хута, — хăш чух тĕллевсĕр.
Ман сан çинчен çырас килет паян,
пĕр çуйхашусăр та пĕр ĕсĕклевсĕр.
Эс, Валя, сывлăм шывĕ пек таса.
Пĕр тумламран ирхи тĕнче пăхать, —
çаплах куллу та, куçусем те сан,
тен, пĕтĕçтернĕ пур çамрăклăха:
ку — Ева скульптури ӳсет хуллен,
ку — Нефертитин вилĕмсĕр сăн-пичĕ...
Анчах ăçтан художник хĕр чунне, —
пире ирĕксĕртен лартмасăр, — виçĕ!
Пур туссене те сан çинчен халех
çырса пĕлтерĕп тенĕччĕ.
Ĕнен,
ун вырăнне аса илетĕп тек
каллех çав алсăр статуйăсене.
Телейлĕскер, çӳретеп кĕвĕçсе...
Кĕр çăлтăрне курмарăн-и хальхаççăн?
(Ман юлташсем пĕлеççĕ — сăвăçсем
ялан сăмах çитменнипе аптраççĕ.)