Алăк çумне сĕвĕнсе çав тери хурлăхлăн йĕрекен хĕре çынсем тĕлĕнсе те шеллесе пăхаççĕ. Мĕншĕн çав териех кулянать-ши çамрăк чун?
«Хамах, пĕтĕмпех хамах айăплă. Мĕншĕн çыхлантăм пулĕ çав мурпалан? Урăх йĕкĕт çукчĕ-и? Сахалччĕ-и хыçран чупакансем? Ухмах пуç, мĕншĕн çын савнийĕ кирлĕ пулчĕ мана?»
...Палланă сукмакпа (ăçтан астума пултарчĕ Полина çак сукмака?) хĕр хăй сисмесĕрех Атăл хĕрринелле утрĕ. Мăнаçлă та ватă юхан шыв пулăшма пултарнă пек туйăнчĕ ăна халĕ. Çапла, пĕтĕмпех паллă, çывăх вырăнсем кунта. Анчах ун чух çакăнта ирттернĕ вăхăтсенче Полинăн, çамрăк чун-чĕре темерĕн, юрлас килетчĕ, пурнăçа, çынсене, çут çанталăка юратас шухăшсем, чĕререн тухакан сăвăсем çуралатчĕç. Паян вара пачах урăхла йĕркесем шăрçаланаççĕ пуçра:
Пурăнаççĕ çынсем, сивĕ чунлă пулин те,
Ыррисем çук тесе калаймастăн.
Пур вĕсем хушшинче сан пекки те,
Мĕншĕн-ха чĕрене çунтаратăн?..
Полина ахаль те мĕн пур пулăма, киревсĕр ĕçсене çав тери чĕре патне çывăха илет. Сахал мар асăрхаттарнă, вăрçнă ăна çакăншăн Миша.
«Миша, ăçта эсĕ? Туятăн-и çак вăхатра эсĕ мана кирлине? Чĕре мана каллех пирĕн вырăна илсе килчĕ. Астăватăн-и, сахал мар çӳренĕ эпир кунта. Кашни каç чĕресем телейлĕн тапнине итлеттĕмĕр. Шурă пăрахутсене пăхса киленеттĕмĕр.
Аякка-аякка ларса каяс килетчĕ манăн санпа. Миша, Миша, Атăл шывĕ хаяррăн çырана килсе çапнă вăхăтсенче юриех унпа вылянса кĕрешнине те мантăн-ши? Йĕп-йĕпе пулаттăмăр хамăр, анчах чунсенче телейччĕ, юратуччĕ. Иксĕмĕр пĕрле пуласса шанса, кĕтсе хавхаланаттăмăр. Анчах...».
Юратать тесех шухăшлатчĕ Полина Мишăна. Хăш вăхăтра улшăнчĕ унăн кăмăлĕ?
Чăтма пултараймастчĕ çирĕп кăмăл-шухăшлă хĕр çăмăлттайсемпе вĕçкĕнсене. Пуш сăмах çапакансене самантрах вырăна лартатчĕ. Сашăна курсан та, вăл елпĕрсе калаçнине илтсен, ăна лăплантарма шутларĕ. Анчах... Хитре каччăна хирĕç калама пĕр сăмах та тупаймарĕ. Шанках хытса тăчĕ вăл яштака хитре яш умĕнче. Саша та тĕлĕнсе пăхрĕ хĕре.
Манчĕ Полина Мишăна. «Мĕскĕнленсе, сулланса ан çӳре. Урăх хĕр туп», — тесе хăваларĕ. Часах Сашăпа пĕрлешрĕç вĕсем.
Ăнмарĕ çемье пурнăçĕ. Хăйĕн упăшки мĕнлерех çын иккенне Полина часах ăнланса илчĕ. Сахал мар хĕре макăртнă иккен унăн юратăвĕ. Çавăнпах хĕр-тантăшĕсем пăрăнса çӳреме пуçларĕç унран. Кĕтмен-çĕртен тата çывăх тантăшĕ çав тери усал хыпар илсе килчĕ: Сашăн малтанхи хĕрĕ йывăр çын иккен: «Эппин вăл манпа паллашичченех урăххипе пурăннă?!.» Урăх нимĕн калама, ыйтма та пултараймарĕ улталаннăскер. Шан-н-н! тутарса пырса çапнăнах туйăнчĕç тантăшĕн сăмахĕсем.
Хура кушак чупса иртрĕ çакăн хыççăн çамрăк мăшăр хушшинче. Полина Сашăн ачаш юрату сăмахĕсем ултавлă, наркăмăшлă пулнине тинех ăнланса илчĕ. «Пулнă-иртнĕ, манăçĕ-ха...» — çапла та шухăшласа пăхрĕ çамрăк арăм. Анчах чĕрере канăçлăх пулмарĕ. Юрату пулман та пек туйăна пуçларĕ.
Миша каланă сăмахсем те аса килчĕç: «Асту, Полина, тĕпсĕр авăра сикетĕн, пурнăç çынни мар вăл, пĕлетĕп эпĕ ăна». Çакăн хыççăн Полина Сашăран уйрăлмах шут тытрĕ. Тем пекех тилмĕрчĕ, каçару ыйтрĕ упăшки, анчах чĕрери пăр катăкĕ ирĕлмерĕ. Асапланман тесен суйнă пулĕччĕ. Чĕрене ыраттарса, минтер çыртса макăрнисем — пайтах пулнă. Шăпах тата чĕре айĕнче çĕнĕ чун тапкаланма пуçларĕ. Ăна ашшĕсĕр йывăр пулассине питĕ аван ăнланать Полина. Хăй те çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Амăшĕ мĕн тери асапланнине çав тери лайăх астăвать. Анчах ултавçăпа ĕмĕр ĕмĕрлесси çинчен шухăшлас та килмест.
Çапла, сахал пурăнчĕç вĕсем Сашăпа. Пурнăç тути-масине нумай та астивсе курма ĕлкĕреймерĕç. Паян вара... Паян судра вĕсем тек арăмĕпе упăшки маррине пĕлтерчĕç.
Полина Мишăпа час-час ларнă чул катăкĕ çинчен тăчĕ, Атăл çинелле тинкерчĕ. «Пулăшсам мана, Миша, каçар, айăплă эпĕ»,.. — пăшăлтатрĕ тăртаннă тути.
Шанса, тем кĕтнĕн икĕ аллипе малалла туртăнчĕ Полина. Иртсе каякан пăрахут çине вĕçсе çитессĕнех туйăнчĕ ăна. Анчах çак самантра чĕре çумĕнчи пĕчĕк чун хăй çинчен аса илтересшăн пек пулса кăлт! тапса ячĕ. Çамрăк хĕрарăм пит-куçĕ çуталчĕ. «Мĕнех, пурăнатпăр. Хамшăн мар, пепкемçĕм, санăн пуласлăхушăн пурăнмалла манăн. Телейшĕн кĕрешмелле, юратушăн вутра та çунса курмалла»...