Каш кашлать лаштра йăмра,
Ăшă çилпе калаçать,
Ял çумĕнчи айлăмра
Вăл мăнаçлăн курăнать.
Авкаланă вуллине
Çил те тăвăл сахал мар,
Çиçĕм хăртнă тăррине,
Пурпĕр çирĕп-ха тымар.
Тĕрлĕ кайăк-кĕшĕке
Хӳтлĕх парать ват йăмра.
Тытрăм эп те кĕнеке,
Меллĕн лартăм сулхăнра.
Сурăх-путек шăрăхран
Пуçне чикнĕ çĕрелле,
Хӳтлĕх ыйтса йывăçран
Йăпшăнать вулли çӳмне.
Каш кашлать лаштра йăмра,
Ăшă çилпе тем пуплет.
Пур чĕр чуна шăрăхра
Хăй сулхăнне парнелет.
Хĕвел çитрĕ улăхса
Вĕçсĕр-хĕрсĕр тӳпене.
Çил те выртрĕ лăпланса
Ватă йăмра сăпкине.
Ыйхă пусрĕ пулинех
Мана, кĕтӳ ачине,
Пуçăм усăнчĕ кĕçех
Уçнă кĕнеке çине.
* * *
Куçăм хупăнчĕ. Анчах
Такам тĕртрĕ алăран.
Тусăм, Петĕр, ав, умрах,
Куктĕрриллĕ шăпăрлан:
— Атя, тусăм, хăвăртрах
Уттаратпăр кил енне,
Чăтăм пĕтрĕ шăрăхра,
Ав, тарасшăн ман ĕне!
Сан ĕнӳ те паçăрах
Тек пахкалать ялалла.
Атя, тăр та уттарах
Килелле, сулхăналла.
(Чим-ха, сурăх кĕтĕвне
Эп кĕтеттĕмччĕ паян.
Халь умра тăрать ĕне.
Тен, аташрăм шăрăхран?)
Çĕкленет çăра тусан,
Вăшлатать йăмра хулли,
Ик ĕне утать аран:
Çиллисем ытла тулли.
— Эх, часрах киле çитсе
Вĕçтересчĕ пĕвене,
Чун-чĕререн киленсе
Кантарасчĕ пĕвĕме.
Çакăн пек пупленĕ май
Темĕн илтрĕмĕр малта.
Шав тăрать: çари! нăй-най!
Пушар мар пуль те ялта?
Аслатиллĕ пĕлĕт пек
Курак карти явăнать.
Темĕнрен хăранă пек
Вăрман енне талпăнать.
Йытă-кушак нăйкăшса
Урнă евĕр чупкалать,
Чăххи-чĕппи çуйхашса
Сиксе-вĕçсе çухăрать.
Çĕкленет çăра тусан:
Ĕрĕхтерсе лав анать.
Çав тери хăранăран
Лаша куçĕ хĕм сапать.
Икĕ лавçă пуç çине
Лартнă михĕ тăхăнса,
Иртрĕç-кайрĕç мал енне
Хурах евĕр курăнса.
Хайхи пирĕн ĕнесем
(Ак,тамаша! Ах, инкек!)
Пит тискеррĕн мĕкĕрсе
Тапса сикрĕç урнă пек.
Петĕр пит çăмартине
Хăвăрт çапрĕ аллипе.
Тем пĕçертрĕ ĕнсене
Чикнĕ евĕрех йĕппе.
Пĕрре çапрăм, тепĕр хут,
Çухăртăм хăлаçланса.
Вĕлле хурчĕ, вун-вун хурт
Пире илчĕ çавăрса.
Инçех мар пĕве пурри
Пире çăлчĕ хуртсенчен,
Унта лартăмăр юри
Шапа пек, каç пуличчен.
Утрăмăр кĕç кил енне
Тусăмпа, шыçмакскерсем.
— Ай тур-тур! Ăçта ĕне? —
Ятлаçаççĕ аннесем.
Асилмен те, ĕненсем,
Мăйракаллисем çинчен.
Ăçтарах-щи мĕскĕнсем
Тарчĕç урнă хуртсенчен?
Хуртсене вара вăл кун
Пыл пухса илес шутпа
Хыт пăлхатнă икĕ чун —
Анукпа Марье аппа.
Ĕç йĕркине пĕлменрен,
Пыл рамкине ӳкерсен,
Пĕтĕм хурчĕ вĕллерен
Тухнă мар-и çĕкленсе?
Мĕн пур хаяр çилĕпе
Утан-çӳрен чĕр чуна
Ăшаланă сăннипе
Пыл хурчĕсем пĕр кана.
Тарса пĕтрĕç ирĕке
Ялти йытă-кушаксем.
Лекрĕç вара инкеке
Иртсе пыран лавçăсем.
Лаши хапха аркатса
Çитсе кĕнĕ пĕр киле.
Хуçа майри хăраса
Кайса ӳкнĕ çĕрелле:
Лавçăсен миххисенче
Кăмрăк пулнă-мĕн унччен!
Уйăраймăн вĕсене
Африка çыннисенчен!
Тăн çухатсан çак майра
Сехĕрленнĕ лавçăсем,
Питĕ кĕске хушăра
Ялтан тарнă, мĕскĕнсем.
Тватă кун иртсен кăна
Тупăнчĕ ула ĕне.
Çитнĕ инçетри яла
Ватă кинемей патне.
Ишсе вĕрлĕ хапхине
Çитсе кĕнĕ чĕтресе.
Лешĕ савнă ĕнене,
Турă панă пуль тесе...
…Çав кун инкек тӳснĕрен,
Çав тери хăранăран,
Йытă-кушак эрнерен
Киле таврăнчĕ аран.
Курак сасси тватă çул
Илтĕнмерĕ таврара.
Тĕлĕнтерчĕ çав ку чух
Пирĕн ялти мыскара…
Халь курак — карма çăвар —
Чарăнмасăр кранклатать.
Чим-ха, чим! Ку курак мар,
Петĕр тусăм ахăрать!
* * *
Ыйхăн тутлă ытамне
Эп сиретĕп майĕпен.
Паян мĕн-мĕн пулнине
Ас илетĕп чылайччен.
Шăрăх пуснă пулинех
Мана, кĕтӳ ачине.
Эпĕ выртнă пуçĕпех,
Уçнă кĕнеке çине.
Ӳçса хунă вырăна
Пăхрăм куçăма чарса:
«Синерти мыскара», —
Шăппăн илтĕм вуласа.
Золотов, Синер каччи,
Курнă çак мыскарана.
Эпĕ те, кĕтӳ ачи,
Лекрĕм çав саманана.
Кĕнеке шĕкĕлчесси
Чи юратнă ĕçĕм ман,
Анчах унта лекесси
Нихăçан асра пулман...
* * *
…Хускалмасть лаштра йăмра,
Тем каласшăн туйăнать.
Çулте, симĕс сăпкара,
Лĕп çил тутлăн анаслать.
Вăл хуллен сывланăран,
Хускалаççĕ çулçăсем.
Çил те курнă пуль паян
Тĕлĕнтермĕш тĕлĕксем.
Кунĕ шăрăх тăнăран,
Ыйхă пуснă пулинех,
Ман сурăхсем саланман,
Выртнă йăмра айĕнчех.
Халĕ лĕп çилпе танах
Тухрĕç сулхăн вырăнтан
Курăк çиме васкасах,
Каç енне сулăннăран.
Каш кашлать лаштра йăмра,
Ăшă çилпе калаçать.
Ял çумĕнчи айлăмра
Вăл мăнаçлăн курăнать.
Кашни чуна шăрăхра
Астарать вăл çумарах.
Çак мăнаçлă йывăçра
Темĕнле асам пурах.