Юрату юратăва курать
Куç шăрçин таса ялтравĕнче.
Çав ялтрав яланлăх упранать
Иксĕле пĕлмен чун варринче.
Чун вăл хĕмленет, кăварланать.
Хĕмпеле кăвар ан сӳнтĕрех:
Юрату илсе килен куна
Тутăр çутăрах, хĕвеллĕрех.
Хире-хирĕç куçпа куç пулсан,
Пĕрлĕхе чĕре патне чĕнсен
Кайтăр ӳтре юн вĕриленсе,
Иккĕленĕç иртсе кайтăр сан.
Уйăхĕ тухать хĕвел ансан,
Уйăх тĕл пулмашкăн йыхăрать,
Тутлăн чуптусассăн, курнăçсан
Чунпала чĕре çунат хушать.
Юрату курать юратăва,
Юрату хăраххăн пурнаймасть.
Иккĕн иккĕнех çав — пур хăват,
Пĕччен чух вут хут — çурт ăшăнмасть.