«Сывă пул» тесе ална ан пар,
Питĕ йывăр маншăн çав сăмах.
Ху манпа пулсан та юнашар
Туйăнать таçта эс кайнăнах,
Ĕмĕрлĕх манран уйрăлнăнах.
«Ыранччен», «Тепре курнăçиччен»
Е тата «Тепре тĕл пуличчен»
Теме майĕ пур, чĕлхе — пуян.
Çавăнпа мана эс ăсатсан
Курнăçмашкăн шанчăк пур ыран.