Антун çуралса ӳснĕ ял таçтан инçетренех курăнса ларать. Унăн ячĕ те янăравлă — Йăмракасси. Çак ял ячĕ те мĕн авалтанах урамăн икĕ енĕпе лапсăркка йăмрасем кашласа ӳснинпех çыхăннă пулĕ. Антунсен килĕнче йăмраран асталанă катка пичкесем пайтах. Антунăн амăшĕ çак каткасемпе халĕ ĕлĕкхи евĕр пахча-çимěçсем тăварланă чухне усă курмасть. Анчах та вĕсене кăларса пăрахма е çунтарса яма та алли çĕкленмест унăн.
Марук аппа çамрăках мар пулин те, пурнăç таппипе пĕр тан пырать. Вăл пушă вăхăтра тĕрлĕ хаçат-журнал вулать. Халĕ хаçат-журналта темĕн çĕннине те пĕлме пулать. Марук аппан хаçатри юратнă кĕтесĕ — «Кивĕ япаласене çĕнелле усă курасси». Çакна пулах ĕнтĕ Марукăн пахчинче кивĕ катка пичкесем, лаша ураписем, шыв кĕвентепе витрисене йăтнă Нарспи те темĕнле асамлăх тĕнчине йыхăрать иртен-çӳрене.
Йăмра… Мĕнле асамлă йывăç вăл. Ăна юрăра та, сăвăра та, халап-юмахра та асăнмасăр хăвармаççĕ. Мĕн кăна ăсталамаççĕ-ши йамраран: катка пичке, сенĕк, кĕреçе аврисем, сĕтел-пукан тата ытти те.
Таврари ялта Йăмра Макарĕ пек ăста алăллă çын çук та пулĕ. Туй-çуй кĕрлет-и е ача пăтти, салтака ăсатмалла-и яш-кĕрĕме, пур çĕрте те Йăмра Макарĕ ăсталанă пичекепе сăра курки чи кирлĕ хатĕрсем пулнă. Пĕр пушă вахат та пулман Антун аслашшĕн. Вăл хайĕн ылтăн аллипе кашни çуртах йăмраран мĕн те пулин ăсталаса панă. Çавăнпах ăна Йăмра Макарĕ тесе чĕнме пуçланă.
— Эх, Макар, хăв çĕре кĕрсе çĕрсен те ылтăн аллу епле çерĕ-ши сан? — тетчĕ Мальва мăшăрĕпе савăнса. Анчах турă Макар арăмне вăхатсăр илсе кайнă-мĕн, юлнă вара вăл хăраххăн, Çуппи ывăлĕн çемйипе кăна.
Пурнăç урапи шав малаллах çаврăнать. Ваттисем çĕре кĕнĕ хыççăн япăхса кивелнĕ çурт вырăнне Марукпа Йăмра Макар ывăлĕ çĕнĕ çурт хăпартнă. Çурт çумĕнче тайăлса ӳсекен ватă йамра вĕсене çурт хăпартма чăрмантарнă имĕш. Çак ват йăмрана вĕсем нимĕн шухăшламасăрах, никампа канашламасăр хавăрт касса тӳнтернĕ.
— Йăмра каснă хыççăн сурăхсем те кĕтӳрен киле килмесĕр çухалса çуреме пуçларĕç. Те йăмра çуккипе, çурт тĕлне те арпаштарма пуçларĕ «лиска» выльăх, — тесе хуйхăрать Марук кин.
Çимĕк çывхарса килнĕ. Çут çанталăкăн чи ырă та илĕртӳллĕ вặхăтĕнче уявлатпăр ăна. Кунсем ăшă тăраççĕ. Вĕçен кайăксем чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхисемпе илемлĕ юрăсем шăрантараççĕ, Тавралăха тĕрлĕ тĕслĕ чечексем капăрлăх кĕртеççĕ. Эх, мĕн тери илемлĕ иккен тĕнче!
Çимĕкчен ватти те, вĕтти те çиччĕ шыва кĕнĕ, çичĕ тĕрлĕ курăк çинĕ, çичĕ тĕрлĕ йывăç тураттинчен сиплĕ милĕк хатĕрлесе мунча хутса çăвăннă. Çак йăла-йĕркене Антунсен çемйии питĕ çирĕп пăхăннă. Çимĕк мунчи хутнă чухне те хĕрӳллĕхĕ вăйлăрах пултăр тесе çак каснă йăмра вуттипех усă курнă.
Мунчаран тасалса тухнă хыççăн, кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ Марук çемçе тӳшек çине выртсан та, пăлхавлă туйăмĕсемпе аптранăскер, киле таврăнман выльăхĕсем çинчен шутласах тĕлĕрсе кайнă.
Тĕлĕкре ун умне унăн пăятамăшĕ Йăмра Макарĕ пырса:
— Кинĕм, пит ан пăшăрхан-ха. Килти выльăх килех таврăнать вăл. Анчах та çакна асра тыт: «Сирĕн кил-çуртри пĕтĕм инкек çак ватă йăмрана каснинчен пуçланнă. Пирĕн çурт умĕнчи ват йăмра усал-тĕселсенчен, инкек-синкекрен яланах сыхласа çирĕп вăй парса тăнă. Çуллахи кунсенче шăрăхран, вут-çулăмран, кĕрхи кунсенче хаяр çил-тăманран сыхланă. Хĕллехи сивĕ кунсенче хăйĕн вĕри те асамлă хăватне пирĕн еннелле сапаланă. Çуркунне чи малтанхи кăчкăна те вăлах çурса кăларнă. Малашнехи пурнăçра инкек-синкек аяккинчен пăрăнса ирттĕр тесен сирĕн çĕнĕ йăмра лартмалла», — тенĕ те куçран çухалнă.
Çак тĕлĕк Марук çемйине анчах мар, Йăмра Макарĕн ратнине те тарăн шухăша янă.
Çапла, чăнах та асамлă вал чăваш йăмри. Антун çурчĕ умĕнче ӳсекен лапсăркка йăмра йывăççи те çакнах çирĕплетет. Ун çине пăхсан чунра лăпкăлăх, канăçлăх çуралать. Çав вăхăтрах тата темĕнле вăрттăнлăх йăмра патнелле туртать.
Çитес кĕркунне лартасчĕ йăмра: кил-çурта сыхлатăр. Çак тĕллевпе çунатланчĕ Марук.