Эсĕ хирĕç ан тух эп киле таврăнсан,
Уçса хур алăка, тухса кай пахчана.
Кулленхи ал ĕçне сак çине хăварсам —
Тахçанах ман валли çыхакан чăлхана.
Çĕрулми калакне таянтар кĕтессе,
Кăранташ татăкне хур эс кантăк çине,
Эп ăнланăп хамах кĕсьери конвертсем
Ма тĕл-тĕл сарăхса, хуралса пĕтнине.
Сăмахпа эс каллех ӳпкелеймĕн мана:
Упкевӳ манăçать эп килте пулнă чух.
Ăсатса янă чух—ятламаççĕ çынна...
Эп киле таврăнсан эсĕ хирĕç ан тух.