Ир те каç сана сăнатăп,
Рита-рита-тай, —
эп сана телей сунатăп
нумайран нумай.
Ыттисем — калча пек...
Эсĕ — çамрăк вĕлтĕрен,
пĕр мана кăна тивмесĕр
айккипе çӳрен.
Эс пурришĕн, савнă йăмăк,
савăнатăп халь, —
нихăçан та эс ан йăмăх,
çăлтăр пек çутал.
Халь ӳсен-ха эс пĕр хушăн...
Халăх илемне
кăтартмалăх лайăх пулăн
пĕр-пĕр çуркунне.
Ман шутпа, илем те — ĕç вăл...
Тен, ĕмĕрлĕхе
йăмăксем халь ӳстереççĕ
ыр нарспилĕхе...