Йĕтĕн татрĕ хĕрупраçĕ
Вăрманти уçланкăра.
Каччисем пура пураççĕ,
Туйлă кĕр çитет ара.
Вăрмантан уçланкăна
Авăнса чупать сукмак.
Кăнтăрла — итле кăна —
Ташăра хĕрет такмак.
Каччă:
Йĕтĕн тат, сарă хĕр,
Татмасан — сарăхĕ.
Сарăхсассăн кивелет,
Кивелсен, хак йӳнелет.
Качча тух, савни,
Мана тух, савни.
Эс ан ватăл сарăмсăр,
Юлăп эпĕ арăмсăр.
Хĕр:
Каччă, тăрăш.
Кас эс чăрăш.
Чăрăш кас та пура ту, —
Пӳрте кĕрĕ юрату.
Хĕр туп, каччă,
Авлан, каччă.
Эс сухал çаксассăн тин,
Сан аннӳ кураймĕ кин.
Вăрмана чупать сукмак.
Шăпланать каçчен такмак.
Унччен пуртă канас çук,
Татман йĕтĕн юлас çук.