Шăнса кӳ-щĕ пулас çил тути —
Питĕмрен чуптăвать пикенсех.
Кĕпе вĕççĕн кăна пикесем
Улăхра çулаççĕ каюти.
Ăшăнасшăн тытатăп çава.
Те çу кунĕ иртсе кайнăран,
Те çави ют алла хăнăхман, —
Хуть мĕн ту, юрламасть çав-çавах.
Хĕр кулать: «Пусарах кĕллипе...».
Юриех астарать, йĕкĕлтет.
Вăл пĕлет мĕншĕн эп килнине.
Камшăнах килнине те пĕлет.
Çур чечекĕ пекех кăн-кăвак
Мăшăр куçĕ — сапать шĕл-кăвар.
Сис, чĕреçĕм, пĕлетĕн хăвах,
Саншăн мар вăл çунать, саншăн мар...
Пулнă вăхăт, çаран утине
Çулнă эпĕ, юлманччĕ çынран.
Йăлтăр хĕмлĕ кăвак куçсене
Мĕншĕн, мĕншĕн ун чух тĕл пулман?
...Кĕрхи çил ман çума çулăхать,
Каç енне шĕвелет кун çути.
Çулса тăкăр, хĕрсем, улăха.
Пурпĕр çурмĕ чечек каюти.