Тăратпăр çĕр çинче тĕреклĕ.
Ĕçпе те юрă-ташăпа...
Ай-хай епле пусать
инкеклĕ,
Пĕр хамшăн юрăхлă шăпа!
Мĕн эпĕ унсăр?
Вĕлтĕр çулçă.
Хаяр çил вĕрĕ — вĕç те ӳк.
Уртмахăм манăн йывăр пулчĕ.
Вăл кăçалах пушанас çук.
Пире, кунçул, сума сăватăн.
Тепре чухне эс ятлăн-çке.
Чĕвен тăрать-ха çилçунатăм,
Поэзи учĕ ятлăскер.
Ут куçĕсем вут-хĕм сапаççĕ.
Тапăртатать тăват уран.
Мана туссем лăплантараççĕ:
— Çырса пĕтмен-ха, пултаран.
Вĕсен халалĕ чуншăн çывăх,
Çапах пĕлетĕп хамăнне:
Хăш чух каять çиçенкĕ хывăх
Янравлă тĕшĕ вырăнне.
Ыйтмастăп гонорар пĕр пус та
Пуласлăхра пурăннăран.
Пĕр ĕмĕт çеç: нихçан ан пустăр
Ман сăвăсен хирне мăян.