Мункун çитсе килчĕ,
Ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ,
Вут-шанкă çывăхарса çитрĕ.
Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм,
Хуншур çулĕпе вăрмана кайрăм.
Вăрмана çитрĕм — каç пулчĕ.
Вăш-вăш-вăш çил вĕрет,
Йывăç тăррисем каш-каш-каш.
Çурхи çил — сивĕ çил,
Сивĕ çил те шĕвĕ çил,
Шĕвĕ çил те шерпет мар,
Çтан кĕрет, çавăнтан чĕптет.
Ах тумаша! Мĕн тăвас?
Ăшăнас тетĕп — вуттăм çук,
Чĕркенес тетĕп — тумтирĕм çук,
Киле каяс — çул-йĕр çук.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ:
Сассине пачĕ — самая килчĕ.
Савăнтăм кайрăм — патне пытăм.
Патне пырсан та — пӳрт пулмарĕ:
Ват юман ăшĕнче калаçать,
Çын евĕрлĕ калаçмасть.
Кĕрес тесен — алăк çук,
Савăнас тесен — паллашу çук.
Итлеп-итлеп хам сассине,
Çынăн евĕрлĕ сасă мар.
Куç курать те — шăл витмест.
Утне çитмен туртине —
Чун кутнипе чун хутрăм.
Умра юманăм, алăра пурттăм.
Юмласа пăхрăм, юмана çапрăм —
Юман çурăлса шатăртатса кайрĕ,
Арçури тухса ӳкерсе кайрĕ,
Пĕтĕм вăрман кашласа кайрĕ.
Çанталăк питĕ тĕттĕмленсе килчĕ,
Куç-пуç шарса кайрĕ.
Сехре хăппи — Ехрем кĕсри.
Сехрем хăрнипеле сивве шăнни
Хамăн таçта тарса кĕчĕ,
Куç-пуç чарăлса кайрĕ.
Чухлама пуç тăнĕ çук,
Утса тухма халăм çук.
Икĕ пуслăх вăрманĕ çук,
Пĕр çĕклемелĕх шанки çук —
Çӳçĕме-пуçăма салатрĕ,
Çийĕпе-пуçăма хăвармарĕ.
Ун сикрĕм, кун сикрĕм,
Кума-кума хире тухрăм.
Уйăх çути çап-çутă,
Йĕри-тавра шап-шурă.
Хир качаки-мĕн курмарăм,
Шур хӳмене курах кайрăм.
Ялăм-йышăм ял тулли.
Килĕм-вутăм кил тулли.
Киле çитнĕ пулĕ терĕм,
Патне пытăм — нимĕн курмарăм,
Шуç тупанлĕ çул выртать,
Çулĕ çинче çурхи çурхах,
Çилçунатлă çуна ларать,
Çталла çил вĕрет, çанталла юхать.
Çуна çине ухах лартăм,
Çиле майлă вĕçтерех пуçларăм.
Туя тăрри — тумхах çул.
Алăри туям хуçăлах кайрĕ,
Хамăн ура тупань шăтах кайрĕ...
Вăл пулнă, ку пулнă,
Апла-капла нихăшĕ те пулман,
Тĕпсĕр-питсĕр хуплă пулнă.
1870-1890