Çурхи каç асамлă, çутă…
Тĕрлĕ сăрпала пуян.
Тулли уйăх мăнтăр, тутă…
Юмахри пекех туян.
Вутлă-çулăмлă хумсемлĕ
Кĕмĕл тумлă çут тӳпе.
Майĕ çук тĕнче илемлĕ! —
Киленмелĕх пур ӳтпе.
Талпăнать чĕрем, мăнтарăн,
Çурхи каçăн ытамне;
Уйăх çутипе ытарлăн
Манса кайрăм хам камне…