Çурхи пахча шăплăхĕнче
Шăпчăк юрă шăратать.
Эпир — иккĕн, урăх тĕнче,
Вăхăт шуни васкатать.
Ӳсĕрĕлнĕ пек туятпăр,
Çитрĕ самант уйрăлма.
Хамăра хамăр суятпăр:
«Вăхăт пур-ха урăлма…»
Шăпчăк юрласа ывăнчĕ,
Вĕçрĕ йăвине канма…
… Пахча сывлăмпа çăвăнчĕ, —
Вăхăт çĕр çине анма.