Хам-хам-хам! Хам-хам-хам! Форточкăна хупрăм пулин те йытă сасси илтĕнме чарăнмарĕ. Çур ял илтмелле хамлатать те ăçтан канлĕх пултăр! Еврочӳрече илсе лартсан илтĕнмест теççĕ те — эпир çав териех пуян мар-ха. Пенси укçи ун валли çителĕксĕртерех.
Хулара пурăнакансен хăйсен нуши теççĕ. Пĕр пысăк çурта вĕллери хурт пек хĕсĕнсе кĕрсе лараççĕ те пĕри сас кăларма пуçласан стена урлă пурте илтеççĕ. Уйрăмах дрель тата пианино текен япаласем кӳршисен лăпкăлăхне сахал мар пăсаççĕ. Пианино текенни — юрĕ-ха, вăл, пурин килĕнче те çук, пур пулсан та хуçисем сăпайлă пулакан, каçхине е çĕрле хăйсен пултарулăхне «тĕрĕслекен» мар-ха. Дрелĕн сасси вара ытла та хăлхана çиет, çавăнпа та ăна юратмаççĕ те. Пĕри стена таврашне пăралама тытăнсан хваттерте ни телевизор пăхаймастăн, ни канлĕн апат пĕçерейместĕн. Пĕрре ман пĕлĕш кӳршĕ ремонт тума пуçланине кунĕн-çĕрĕн чăтайман хыççăн хăй те дрель туртса кăлартăм терĕ. Кайран вара мана: «Ун хыççăн ыттисен те чăтăмĕ пĕтрĕ пулас, шăтăк шăтаракансем подъездра тата виççĕн-тăваттăн тупăнчĕç», — лĕх-лĕх кулкаласа каласа пачĕ.
Хам-хам-хам! Хам-хам-хам-хам!
Пĕр шутласан, ялтах лайăх. Пахчана тухатăн та кайăк-кĕшĕк сассине итлесе киленетĕн. Вĕсем юрланă çемĕн ана-йăран çине тухса ĕçлес кăмăл та çуралать. Анчах кунта та лăпкăлăха пăсаканнисем пур. Дрель вырăнне — йытă таврашĕ. Пур. Çук мар ĕнтĕ. Сахал та мар. Пĕри вĕрме пуçласан теприсем ярса илеççĕ.
Хамăн йытă пулсанах — тухнă та пĕрре кăшкăрса пăрахнă ĕнтĕ... Чарăнмасан — патакпа та юнаса илме пулать — вара чарăнатех. Ку вара, пăвса вилменскерри — кӳршĕсен. Кăшкăрса пăх-ха ун çине, е патакпа хăратса пăх — каккуй чарăнма, вăйларах вĕрме тытăнать! Сасси тата хулăн. Ытла нумай юнаса тăрсан вара кӳрши хăй сиксе тухать. Йыттине пулăшма тухнăнах туйăнать. «Ман йытта ма вăрçтаран?» — тесе хай йыттинчен вăйлăрах саспа кăшкăра пуçлать. Сасси ăçтан кăна тухать-ши тулькăш, опера юрăçи тейĕн. Сăмах та чĕнейместĕн... Те столовăйра ĕçлесе сассине уçнă, пĕлместĕп.
Хам-хам-хам! Хам-хам-хам-хам!
Вĕсен унчченхи йыттиех аванччĕ. Пĕчĕккĕччĕ, сасси вăйлă марччĕ. Хам алла вĕрентнĕччĕ те нушта кăтартмастчĕ. Кайран вара, сиссе те юлаймарăм, çав пĕчĕк йытă таçта кайса çухалчĕ. Курăнма пăрахрĕ кӳршĕ пахчинче. Те йытта алла вĕрентни кӳрше килĕшмерĕ, пĕлме çук. Тепĕртакран вара çак йытă тупăнчĕ. Пысăк, çăмламас, сасси хулăм. Ним мар чĕрĕлле çисе ярать пуль. Юрать кӳршĕ хăй пахчине çӳллĕ картапа çыхса тухнă, вăл пулмасан чăн та инкек тухасси инçе мар.
Хам-хам-хам! Хам-хам-хам-хам!
Форточкăна тепре тĕрĕслерĕм. Хупах иккен. Хам-хам-хам! Хам-хам-хам-хам! Телевизора вăйлăрах ярас-ха эппин, вара ку йытă сасси вăйлах илтĕнмĕ пуль. Хăлхасăр тăрса юласчĕ мар кăна.