1
Кĕркуннехи лăпкă, ним сас-хурасăр каç пулнă. Шăп çурçĕр çитнĕ. Вăрманта пите нӳрле те сивĕ пулнă. Çĕрме пуçланă вĕтĕ çулçăсемпе витĕннĕ хура шурлăхсенчен çăра тĕтре йăсăрланса хăпарнă.
Тӳпере шурă уйăх çакăнса тăнă. Вăл питĕ вăйлăн çутатнă, анчах унăн çутти тĕтре витер аран çапса тухнă. Чалăшшăн ӳкекен уйăх çуттинче йывăç тĕмĕсем капланнă, шурлăхсенчен хăпаракан пăс йывăç тăррисем çийĕпе тĕлĕнмелле явăна-явăна ишнĕ.
Вăрманĕ кунта пĕр пек пулман. Уйăх çуттинче пĕрре темĕн пысăкĕш чăрăшăн хуп-хура, нумай хутлă çурт евĕрлĕ мĕлки курăннă, тепре сасартăк пĕр ĕрет илемле шурă хурăнсем палăрнă, унтан уçланкăра, татăк-татăк пĕлĕт çинче уйăх çуттипе шуралнă ăвăссен çара тураттисем усăнса тăна.
Вăрман сайрарах пулнă вырăнсенче пур çĕрте те уйăх çути сарнă шурă пир тăрăхĕсем пек курăнса выртнă.
Пĕтĕмĕшпе илсе каласан, кунта юмахри пек илемлĕ пулнă; çавăн пек илем вырăс çыннин чĕришĕн чăнах çав тери çывăх та хаклă, вăл тĕрлĕрен асаилӳсем çуратать: акă Иван-патша кашкăр çинче утланса пырать, Иван-патши пуçĕ çинчи пĕчĕкçеç çĕлĕкне чалăшшăн лартнă, хĕвне вут-кайăкăн тĕкне тутăрпа чĕркесе чикнĕ; ак тата арçурин темĕн пысăкĕш çăмламас урисем; акă чăх урисем çинче тăракан юмахри пĕчĕк пӳрт аса килет, — тата, тата темĕн те пĕр!
Анчах та çак сĕм çĕрлехи шăплăхра, разведкăран таврăнакан виçĕ салтак Полесье вăрман тăрăхĕнчи чăтлăхăн илемĕ çинчен пачах та шухăшламан.
Боевой задание пурнăçласа, вĕсем пĕр тавлăк ытла нимĕçсен тылĕнче пулнă. Вĕсене тăшманăн тĕрлĕ сооруженийĕсене тупса, вĕсем ăçтарах вырнаçнине картă çине паллă туса килме хушнă.
Ку ĕç — питĕ йывăр та хăрушă пулнă. Вĕсем пĕрмаях тенĕ пекех упаленсе пынă. Пĕррехинче вĕсем виçĕ сехет хушши шурлăхра, сивĕ те шăршлă пылчăк ăшĕнче, çиелтен сарă çулçăсем сапаласа витнĕ плащ-палаткăсемпе хупланса, ним хускалмасăр выртнă.
Хырăм выçсан фляжкăсенчи сивĕ чейпе сыпса сухари çинĕ.
Анчах пуринчен те йывăрри — çак хушăра пĕрре те чĕлем туртма май килменни пулнă. Пурте пĕлеççĕ вĕт: салтак çимесĕр те, çывăрмасăр та нумай тӳсме пултарать, анчах лайăх та хаяр табак чĕркесе пĕр-икĕ хут ĕммеллех унăн. Ку пуринчен те хаклăрах вара. Çитменнине, ку салтаксем виççĕшĕ те чĕлĕм туртма питĕ юратаканскерсем пулнă. Çавăнпа та, боевой задание çав тери лайăх пурнăçланă пулин те, аслин сумкинче нимĕçсен батареисене вуннăран та ытла палăртса, вĕсем ăçтарах тăнине тĕплĕн пĕлсе паллă тунă картă выртнă пулин те, разведчиксем темĕнле хаяр, кăмăлсăр пулнă.
Хамăрăн малти лини патнелле çывхарнăçемĕн вĕсен ытларах та ытларах чĕлĕм туртас килнĕ. Пурте пĕлеççĕ — кун пек чухне пĕр-пĕр сирĕп сăмах каласа хуни е шӳт туса илни питĕ пулăшать. Анчах та халĕ ăна та, кăна та тума юраман, çав тери шăппăн пымалла пулнă. Пĕр-пĕринпе сăмах хушса илме мар — сăмса шăнкарма та юраман, мĕншĕн тесен кашни сасă вăрманта калама çук хыттăн янăраса кайнă.
Уйăхĕ те кансĕрленĕ. Вĕсен питĕ вăраххăн, умлăн-хыçлăн, пĕр-пĕринчен вунвиçшер метрта, уйăх çутти ӳкекен вырăна тухасран сыхланса, кашни пилĕк утăмранах итлеме чарăнса тăра-тăра пымалла пулнă.
Малта асли утса пынă; вăл хуллен кăна аллине хускатса командăсем панă: аллине пуç çинелле çĕклет — пурте çав самантрах чарăнса хытнă пек пулса тăраççĕ; аллине аяккалла сулса аялалла кăтартать — пурте хăвăрт та пĕр шавсăр çĕре выртаççĕ; аллипе малалла сулать — пурте малалла шăваççĕ; каялла кăтартсан — пурте ерипен каялла пыраççĕ.
Малти лини патне çитесси пĕр-икĕ километртан ытла юлман пулин те, разведчиксем малтанхи пекех асăрханса, пур еннелле пăхса, сăнаса пынă. Чăннипе каласан, вĕсем халĕ тата ытларах асăрханса, чарăна-чарăна пынă-и тен.
Вĕсем хăйсен çулĕн чи хăрушă сыпăкне пырса кĕнĕ.
Ĕнер каçхине, салтаксем разведкăна кайма тухнă чух, кунта нимĕçсен инçетри тылĕ пулнă-ха. Анчах унтанпа лару-тăру улшăннă. Кăнтăрла, çапăçу хыççăн, нимĕçсем каялла чакнă. Çавăнпа та халĕ кунта, çак вăрманта, пуш-пушах пулмалла. Анчах та ку туйăнма кăна пултарнă. Кам пĕлет, тен нимĕçсем кунта хăйсен автоматчикĕсене пытарса хăварнă. Кашни минутрах засада çине пырса тăрăнма пулать. Паллах, разведчиксем — хăйсем виççĕн кăна пулнă пулин те — засадăран хăраман. Вĕсем питех те асăрхануллă, опытлă пулнă тата хуть те хăш самантра та çапăçма пултарнă. Вĕсен кашнийĕннех автомат, нумай патронсем тата тăватшар ручной граната пулнă. Анчах та çапăçма халĕ мĕн пулсан та юраман. Вĕсен задачи çакăн пек пулнă: хамăр енне мĕн май килнĕ таран шăппăн, никам асăрхамалла мар каçса, управлени взвочĕн командирне нимĕçсен батареисем ăçтарах тăнине паллă тунă хаклă картăна часрах çитерсе памалла. Ыранхи çапăçу ăнăçлăн пуласси çавăнтан килнĕ.
Таврара калама çук шăп пулнă. Кун пек шăплăх питех те сайра хутра пулать. Таçта инçетре темиçе хут тупăран пенине тата аякра пулемётран кĕскен кăна персе янине шутламасан, тĕнчере нимĕнле вăрçă та çук тесе калăн.
Анчах вăрçăра нумай пулса курнă кирек хăш салтак та вăрçă шăпах çакăнта, çак питех те лăпкă вырăнта пытанса ларнине кăтартакан пиншер паллăсене часах асăрхама пултарнă.
Урасем айĕнче телефонăн хĕрлĕ шнурĕ палăрмалла мар тăсăлса выртнă, вăл таçта çакăнта, инçетре те мар тăшманăн команднăй пункчĕ е застави пурри çинчен систернĕ. Хуçăлнă темиçе хурăн тата таптанă йывăç тĕмĕсем кунта нумай та пулмасть танк е хăй тĕллĕн çӳрекен тупă иртсе кайнине палăртнă, искусственнăй тата çунăк çăвăн сирĕлсе пĕтеймен шăрши çав танк е хăй тĕллĕн çӳрекен тупă — нимĕçсен пулнине пĕлтернĕ.
Темиçе çĕрте вутă пуленкки пек купаланă минăсем е артиллери снарячĕсем выртнă, вĕсене пур енчен те чăрăш тураттисемпе витсе палăрми туса хунă. Анчах та паллă пулман: вĕсене те пăрахса хăварнă, те юриех ыранхи çапăçу валли хатĕрлесе хунă, çавăнпа та вăл купасем тĕлĕпе уйрăмах асăрханса иртмелле пулнă.
Сайра-хутра çула урлă пӳлсе снаряд хуçса антарнă çĕр çулхи хыр йывăççи выртнă. Хăш чух разведчиксем кукăр-макăр та тарăн алтнă окопсем çине е пĕр ултă хут пĕренесемпе витсе тунă командир блиндажĕ çине пырса тăрăннă, — блиндажăн алăкĕ хĕвеланăç еннелле пулнă. Унăн алăкĕ хĕвеланăçнелле тухни блиндаж пирĕн мар, нимĕçсен иккенне питех те лайăх кăтартса панă. Анчах пушă-и вăл, е кам та пулин пур унта — паллă пулман.
Час-часах урасем çĕре пăрахнă противогаз çине, взрывпа ванса кайнă нимĕç каски çине пуснă.
Пĕр вырăнта, тĕтреллĕ уйăх çуталнă уçланкăра, сапаланса выртакан йывăçсем хушшинче разведчиксем авиабомба çурăлнипе пулнă темĕн пысăкĕш воронкăна курнă. Çав воронкăра хуралса кайнă сăнлă, куçĕсем путса ларнă темиçе нимĕç вилли выртнă.
Пĕррехинче çутатакан ракета вĕçсе хăпарнă; вăл нумайччен йывăç тăррисем çийĕнче çакăнса тăнă, вара унăн чĕтĕрекен çутти, уйăх çутипе хутăшса, вăрмана витĕрех çутатнă. Кашни йывăçранах çĕр çине вăрăм мĕлкĕ ӳкнĕ, вăрман сасартăк тата çӳллĕрех пулса кайнăн туйăннă. Ракета сӳничченех виçĕ салтак йывăç тĕмĕсем хушшинче ним хускалмасăр тăнă. Сарă-симĕс тĕслĕ, çиелтен пысăк пăнчăсемпе тĕрĕлесе пĕтернĕ плащ-палаткăсем пĕркеннипе, вĕсем хăйсем те çулçисене тăкма пуçланă йывăçсем пек курăннă. Плащ-палаткисем айĕнчен вĕсен автомачĕсем çеç курăннă.
Çапла майпа разведчиксем хăйсем вырнаçнă тĕлелле ерипен шуса пынă.
Сасартăк вĕсен асли чарăнса тăнă та аллине çĕкленĕ. Çав самантрах ыттисем те чарăнса, хăйсен командирĕ çинчен куç илмесĕр пăхса тăнă. Асли пуçĕ çинчи капюшонне каялла илсе, хăйне иккĕлентерекен кăштăртатнă саса еннелле хăлхине çавăрса, нумайччен итленĕ. Çав асли пĕр çирĕм икĕ çулхи çамрăк çын пулнă. Анчах хăй çамрăк пулнă пулин те, батарейăра вăл нумай пĕлекен салтак вырăнĕнче шутланнă. Вăл сержант пулнă. Юлташĕсем юратнă ăна, çав вăхăтрах унтан кăшт кăна хăранă та.
Сержант Егорова — аслин хушамачĕ çавăн пек пулнă — сасартăк! чарса тăратнă сасă пит те тĕлĕнмелле пек туйăннă.
Хăй пит опытлă пулнă пулин те, Егоров çав сасă мĕне пĕлтернине ниепле те ăнланса илеймен.
«Мĕне пĕлтерет-ха ку?» — тесе шухăшланă Егоров, çав тери тинкерсе итлесе. Вара вăл хăй каçхи разведкăсене çӳренĕ вăхăтра нумай чухне илтнĕ пур иккĕлентерекен сасăсене те аса илме тытăннă.
«Пăшăлтатни-и ку? Çук. Кĕреçепе хуллен чавни-и? Çук. Подпилкăпа сĕрнĕ сас-и? Çук».
Тĕлĕнмелле, ним майлă та мар сасă таçта çывăхрах, сылтăмра, кĕтмĕл йывăççин тĕмĕ хыçĕнче вăхăчĕ-вăхăчĕпе татăлса хуллен илтĕнсе тăнă. Хушăран вăл таçтан, çĕр айĕнчен тухнă пек туйăннă.
...Тата тепĕр икĕ минут итлесе тăрсан, Егоров каялла çавăрнмасăрах аллипе паллă пачĕ те, кайри икĕ разведчик ун патне майĕпен, пĕр сасăсăр, мĕлкесем пек çитсе тăчĕç. Егоров сасă илтĕннĕ еннелле аллипе кăтартса итлеме хушать. Разведчиксем итлеççĕ.
— Илтĕнет-и? — тутисене хускатса çеç ыйтать Егоров.
— Илтĕнет, — çавăн пекех сассăр калать салтаксенчен пĕри. Егоров хăйĕн типшĕмрех, уйăх çутатнă тĕксĕм пичĕпе юлташĕсем еннелле çавăрăнса тăчĕ.
— Мĕн?
— Ăнланма çук.
Пĕр хушă вĕсем виççĕшĕ те пӳрнисене автоматсен спусковой крючокĕсем çине хурса итлесе тăчĕç. Сасăсем çаплах илтĕнеççĕ, анчах халĕ те ăнланмалла мар. Пĕр самантлăха вĕсем сасартăк улшăнчĕç. Салтаксене виççĕшне те çĕр айĕнчен тухакан юрă сасси илтĕннĕн туйăнчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç, анчах сасăсем каллех малтанхи пек пулса тăчĕç.
Вара Егоров юлташĕсене паллă парса выртма хушрĕ, хай те тăм ӳкнипе шуралма пуçланă çулçăсем çине хырăмĕпе выртрĕ. Унтан вăл çăварне кинжал хыпса, пĕр шавсăр, пластунла малалла шуса кайрĕ.
Тепĕр минутран вăл кĕтмĕл йывăçсин тĕттĕм тĕмĕ хыçнелле кĕрсе çухалчĕ, тата тепĕр минутран (вăл сехет пекех варăм туйăнчĕ) разведчиксем ерипен кăна шăхăрнине илтрĕç. Ку ĕнтĕ Егоров вĕсене хăй патне чĕннине пĕлтернĕ. Вĕсем упаленсе кайрĕç те, сержант кĕтмĕл хушшинчи пĕчĕк окоп тĕпнелле пăхса чĕркуçланса тăнине курчĕç.
Пĕчĕк окопран уççăнах такам мăкăртатни, хăйкăлтатни, ыйха тĕлĕшĕпе йынăшни илтĕннĕ. Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланса, разведчиксем окоп йĕри-тавра чĕркуçланса тăчĕç, аллисемпе хăйсен плащ-палаткисене туртса сарса çутă курăнман хӳшĕ евĕр туса хучĕç. Егоров электричество фонарĕ тытнă аллине окопалла антарчĕ.
Вĕсем тĕлĕнмеллех мар, анчах çав вăхăтрах ытла та хăрушă картина курчĕç.
Пĕчĕк окопра арçын ача çывăрнă.
Аллисене кăкăрĕ çине хытă чăмăртаса, çĕрулми пек хуралнă урисене хутлатса, ача симĕс тĕслĕ, шăршлă шывра выртса çывăрнă çĕртех йывăррăн аташнă. Тахçантанпах касман, вараланчăк çӳçсемпе хупланса ларнă пуçĕ каялла пăрăнса выртнă. Ырхан пырĕ сиккеле-сиккеле илнĕ, сивчир шатрисем тухса тулнă çăварĕнчен хăйкăлтатакан сасăсем тухнă. Вăл темĕскер мăкăртатнă, ăнланмалла мар сăмахсем каланă, йынăшнă. Унăн чакăр куçĕн хупаххисем сывăмар, чирлĕ тĕслĕ пулнă. Куç хăрпăкĕсем çыпăçса ларнă. Питне тăрмаласа, кăвакартса пĕтернĕ. Сăмси çинче юн хытса ларнă.
Ача çывăрнă, анчах та унăн асаплă пит-куçĕ çинче вăл çав тери хăрушă тĕлĕксем курни палăрнă. Кашни минутрах унăн сăнĕ улшăнса тăнă: пĕрре пит те хăранипе хытса ларнă; тепре ним тума аптăранă пек, унтах тӳсме çук хуйхăрнă пек курăннă, куç харшийĕсем çӳлелле çĕкленнĕ, куççулĕсем юхса аннă; сасартăк тата шăлĕсем шатăртатма тытăннă, сăнĕ çав тери хаярланса кайнă, чышкисем хыттăн чăмăртаннă — чĕрнисем алтупаннех кĕрсе кайнă, вара ачан пырĕнчен хăрлатакан сасăсем пăчăртанса тухнă. Унтан тата вăл тăруках ăнран кайнă пек пулнă, мĕскĕнĕн, ачалла кулса илнĕ те, темĕнле ăнланмалла мар юрă юрлама тытăннă.
Ача пит те йывăррăн çывăрнă, çав вăхăтра унăн тĕлĕксем курнипе асапланакан чунĕ ӳт-пĕвĕнчен çав тери инçетре пулнă пек туйăннă, çавăнпа та вăл пĕр хушă нимĕн те, разведчиксем ун çине çиелтен тинкерсе пăхса тăнине те, хăйĕн питне çутатса тăракан электричество фонарĕн çуттине те туйман.
Анчах сасартăк ачана шалтан темĕскер пырса çапнă пек, çĕклесе ывăтнă пек пулчĕ. Вăл вăранчĕ те вăштах çиксе тăрса ларчĕ. Унăн куçĕсем тискеррĕн ялтăртатса илчĕç. Самантрах вăл таçтан вĕçне çивĕчлетнĕ пысăк пăта туртса кăларчĕ. Егоров аллине пĕрре тăснипех ачан вĕри аллине тытса, чарма тата аллаппипе унăн çăварне хупласа лартма ĕлкĕрчĕ.
— Ан шавла Хамăр çынсем, — тесе пăшăлтатса илчĕ Егоров.
Халĕ тин ача çакна асăрхаса илчĕ: салтаксен шлемĕсем вырăссен пулнă, автомачĕсем — вырăссен, плащ-палаткисем — вырăссен, хăй патнелле пĕшкĕннĕ сăн-питсем те вырăссен, тăван сăнсем пулнă.
Унăн ырханланнă пичĕ çинче хуллен кăна савăнăçлă кулă çутăлса илчĕ. Вăл темĕскер каласшăн пулчĕ, анчах ик сăмах çеç калама ĕлкĕрчĕ:
— Хамăр çынсем… — терĕ.
Вара çавăнтах ăнне çухатрĕ.
2
Батарея командирĕ капитан Енакиев хыр тăрринче, çирĕп туратсем хушшинче хăмасенчен çапса тунă пысăках мар площадка çинче ларнă. Виçĕ енчен площадка уçă пулнă. Тăваттăмĕш енчен — хĕвеланăç енчен — ун çине темиçе хулăн шпал хунă, вĕсем пульăсенчен хӳтĕленĕ. Çӳлти шпалĕ çумне стереотруба çирĕплетсе лартнă; унăн мăйракисем çумне темиçе турат çыхнă, çавăнпа та вăл хăй те мăйракаллă турат пек курăннă.
Площадка çине кĕрес тесен икĕ пит те вăрăм тата ансăр пусмасем тăрăх хăпармалла пулнă. Пĕри, самаях сĕвекки, çур йывăç çӳллĕшне çитнĕ. Кунтан вара пит те чăнкă çакăнса тăракан иккĕмĕш пусма тăрăх хăпармалла пулнă.
Енакиев капитансăр пуçне площадка çинче икĕ телефонист — пĕри пехота, тепри артиллери телефонисчĕсем пулнă. Вĕсем хăйсен сăран пуркăллă телефон аппарачĕсене хыртан çакса янă. Вĕсемсĕр пуçне тата кунта боевой участокăн начальникĕ, стрелковăй батальон командирĕ капитан Ахунбаев пулнă.
Площадка çинче тăватă çынтан ытла вырнаçман пирки юлашки икĕ артиллерист пусма çинче тăнă: пĕри — управлени взвочĕн командирĕ лейтенант Седых, тепри — эпир паллашма ĕлкĕрнĕ сержант Егоров. Лейтенант Седых çӳлти картлашкасем çинче, площадкăн хăмисем çине чавсаланса тăнă, сержант Егоров — унтан аяларах тăнă, унăн шлемĕ лейтенантăн аттисене сĕртĕннĕ.
Батарея командирĕ капитан Енакиевпа батальон командирĕ капитан Ахунбаев питĕ васкавлă, питĕ кирлĕ ĕç тунă: вĕсем таврари вырăнсене пăхса хăйсен карттисем çине паллă тунă, артиллеристсен разведки илсе килнĕ даннăйсене тĕрĕсленĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ карандашсемпе урлă та пирлĕ паллă туса тухнă çав карттăсене вĕсем площадка хăмисем çине юнашар сарса хунă. Капитансем иккĕшĕ те, аллисене карандашсем, резинкăсем тата линейкăсем тытса картăсем çинче хăяккăн чалăшса выртнă.
Капитан Ахунбаев, симĕс шлемне ĕнси çинелле шутарса лартса тĕксĕмрех сарлака çамкине пĕркелентерсе, витĕр курăнакан линейкăна хăйĕн картти тăрăх пуклакрах пӳрнисемпе унталла та кунталла шутаркаланă. Вăл пĕрре хĕрлĕ карандашпа чĕркеленĕ, тепре резинкăпа сăтăрнă, çав вăхăтрах Енакиев çине чалăшшăн пăха-пăха илнĕ. Хăйĕн куçĕсемпе ăна вăл: «Ну, мĕн-ха эсĕ, савнă тусăм, ĕçе тăсатăн? Айта малалла. Ĕçе хăвăртрах тăвар», тенĕ пек пулнă.
Вăл яланхи пекех хĕрӳленнĕ, тарăхарах панине пытарма пĕлеймен.
Çапăçу умĕнхи çак юлашки сехетсенче, тен минутсенче, ăна пур ĕçсем те çав тери вăраххăн пулса пынă пек туйăннă. Унăн ăшчикки вĕресе тăнă.
Капитан Енакиевпа капитан Ахунбаев тахçантанпах вăрçăра туслашнă çынсем пулнă. Юлашки икĕ çул хушшинче вĕсем пур çапăçусенче те пĕрле пулнă. Дивизире пурте çакна хăнăхса çитнĕ: Ахунбаевăн батальонĕ ăçта çапăçать, Енакиевăн батареи те çавăнтах çапăçать.
Енакиевпа Ахунбаев, ялан пĕрле пулса, пысăк та чаплă çула утса тухнă. Вĕсем нимĕçсене Духовщина патĕнче çĕмĕрнĕ, Смоленск патĕнче аркатнă, пĕрлех Минска çавăрса илнĕ, тăшмана тăван çĕр çинчен пĕрле хăваланă. Пĕрре те, иккĕ те, виççĕ те мар пирĕн столица — Мускав, тăван çĕршыв ячĕпе, Ахунбаев батальонĕпе Енакиев батареи çапăçнă фронта чысласа, Кремль çинчи каçхи пĕлĕтсене çулăмлă залпсемпе çутатнă.
Походсенче вĕсем нумай çăкăр-тăвар пĕрле çинĕ, пĕр флягăран сахал мар шыв ĕçнĕ. Пĕр плащ-палаткăпа витĕнсе, çĕр çинче юнашар çывăрнисем те пулнă. Пĕр-пĕрне вĕсем тăвансем пекех юратнă. Анчах çапах та служба енĕпе пĕри теприне ачашламан, яланах: «туслăх вăл — туслăх, анчах служба вăл — служба», тенине çирĕп тытнă. Пĕр-пĕрин умĕнче хăйсен тивĕçлĕхне те çухатман. Кăмăлĕсем те расна пулнă вĕсен.
Ахунбаев хĕрӳ, хастарлă тата питех те теветкеллĕ çын пулнă. Енакиев та хăйĕн тусĕнчен, Ахунбаевран кая мар паттăр пулнă, анчах ытлашши хĕрӳ пулман, хăйне хăй çирĕпрех тытма пĕлнĕ, пур ĕçе те тĕплĕн шутласа тунă, — лайăх артиллеристăн çавăн пек пулмалла та ĕнтĕ.
Халĕ ĕнтĕ капитан Ахунбаев, Енакиевăн разведчикĕсем тупса килнĕ даннăйсене хăйĕн картти çине куçарса, разведка пĕлнĕ вырăнсен схемисене кашни ротăранах илме килнĕ связнойсене часрах каялла яма васканă. Связнойсем аялта, йывăç патĕнче кĕтсе тăнă.
Наступлени пуçламалли приказа илмен пулнă-ха, анчах та нумай паллăсем тăрăх вăл питех те час пуçланассине чухласа илме май пулнă. Вăл пуçланиччен Ахунбаев епле пулсан та ротăсене çитсе вĕсем çапăçăва мĕнле хатĕррине хăй тĕрĕслесшĕн пулнă.
Анчах Ахунбаевăн витĕр курăнакан линейки картă тăрăх хăвăрт шунă пулсан та, унăн хĕрлĕ карандашĕ картă çинчи кăтра вăрман паллисемпе юханшывсен сенкер йĕрĕсем хушшине çаврашкасем, тăваткĕтеслĕхсем, хĕрессем васкасах лартса пынă пулсан та, ĕç капитан тăвас тенĕ пек хăвăрт пулса пыман. Ахунбаев картă çине пĕр-пĕр паллă лартма тăрсан кашнинче тенĕ пекех, капитан Енакиев ăна кивелнĕ сăран перчетке тăхăннă пысăках мар типшĕм аллипе хуллен, анчах çирĕппĕн сулса чарнă.
— Чимĕр-ха. Пĕр минут тăхтăр, эпĕ тĕрĕслесе пăхас тетĕп. Лейтенант Седых!
— Эпĕ кунта.
— Хăвăрăнне пăхăр-ха. Вунтăххăр та пиллĕкмĕш квадрат. Уйрăмăн тăракан йывăçран хĕрĕх пилĕк метр çурçĕрпе хĕвелтухăç еннерех. Эсир унта мĕн асăрханă?
Васкамасăр, анчах та мĕшĕлтетмесĕр, лейтенант Седых хăй кăкăрĕ тĕлĕнчи хăмасем çинче выртакан планшеткине çывăхарах шутарса пынă, сахал çывăрнипе тăртаннă, хĕрелсе кайнă куçĕсемпе тинкерсе пăхнă та ӳсĕркелесĕ илсе çапла каланă:
— Унтă çĕр ăшне чавса лартнă çĕмрĕк танк пур, ăна тăшман вырăнтан хускалман огневой точка туса хунă, — тенĕ.
— Ăна эсир ăçтан пĕлнĕ?
— Разведка донесенийĕ тăрăх.
— Тĕп-тĕрĕс çапла, — тенĕ капитан Ахунбаев хăвăрттăн, ниçта кайса кĕрейменнипе плащ-палаткăн мăйĕ çинчи кантрине пĕрре салтса, тепре çыхса. — Манăн разведка та çавнах пĕлтерет. Апла тăк иккĕлле шухăш пулма пултараймасть. Хăюллăнах паллă туса хума пулать.
— Çапах та пĕр минут тăхтăр-ха, — тенĕ капитан Енакиев, кăштах шухăшласа. Вăл пĕшкĕнсе площадка хĕрринчен аялалла пăхнă. — Сержант Егоров!
— Кунта, капитан юлташ, — сасă панă сержант Егоров пусма çинчен.
— Вунтăххăр та пиллĕкмĕш квадрат çинче мĕнле çĕмрĕк танк унта сирĕн? Эсир шухăшласа кăлармастăр-и?
— Çук.
— Хăвăрах куртăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс, хам куртăм.
— Хăвăр куçпах-и?
— Тĕп-тĕрĕс, хам куçпах. Унталла кайнă чух та куртăм, каялла килнĕ чух та куртăм. Çав вырăнтах тăрать.
— Апла пулсан — вĕсем мĕн-ха? Унтан вырăнтан хускалман огневой точка тунă-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Вырăнтан хускалман огневой точка тунă.
— Ăçтан паллă вăл?
— Вĕсем ун тавра çĕр чаваççĕ.
— Çĕр ăшне чавса лартаççĕ-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Тен ăна вĕсем урăх çĕре илсе каясшăн пулĕ?
— Пĕртте апла мар. Эпир унта чухне вĕсем шăпах ун патне машинăпа боеприпассем илсе пычĕç.
— Хăвăрах куртăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Хам куçпах куртăм. Вĕсем ешĕксене пушатрĕç. Çавăн чухнех эпир ăна сăнаса палăртрăмăр.
— Аван. Урăх нимĕн те кирлĕ мар.
— Тĕрĕс! Тĕрĕс! — савăнса каланă та шăл витĕр капитан Ахунбаев, çавăнтах картă çине пĕчĕкçеç хĕрлĕ тăваткĕтеслĕх туса хунă. Атту тата сасартăк, пĕр-пĕр тĕл ăçтине тепĕр хут тĕрĕслесе, капитан Енакиев аллипе ерипен, анчах çирĕппĕн сулса илсе, стереотруба умне чĕркуçланса тăнă та — тĕтрелле, сăйлă-сăйлă горизонт тăрăх унталла та, кунталла та пăхнă, пĕрмаях картă çинчи паллăсене тĕрĕсленĕ, ун çине целлулоидран тунă çаврашкана хура-хура пăхнă. Ахунбаева капитан Енакиев çав тери вăрахăн тăрмашнă пек туйăннă.
Çак вăхăтра Ахунбаев, ниçта кайса кĕрейменнипе, шăлĕсене шатăртаттарма хатĕр пулнă, анчах хăйĕн тусне пит те лайăх пĕлнипе тытăнса тăнă. Хуть шатăртаттар, хуть ан шатăртаттар, — пурĕпĕр усси пулас çук.
Капитан Енакиев çине, унăн кивĕ, анчах çав тери тирпейлĕ, тăп-тăп ларакан, хура петлицăллă, ылттăн тӳмеллĕ шинелĕ çине, унăн хытă, хĕрри хура, кăштах куçĕ çинерех антарса лартнă тăваткăл сăмсаллă картусĕ çине, çиелтен салтак пуставĕпе тирпейлĕн çĕлесе лартнă фляжки çине, шинелĕн иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ çине, унăн çирĕп, çӳхе, анчах хуть те епле çанталăкра йăлтăртатакан пуличченех тасатса янă аттисем çине пĕрре пăхса илсенех — ку çын мĕн тери тӳре кăмăллă, тĕрĕс, тата вăл нихçан та хăй шухăшĕнчен пăрăнас çуккине пĕтĕмĕшпех ăнланма пулнă.
Çав ирхине тĕксĕм, сивĕ пулнă. Тул çутăлнă чух ӳкнĕ тăм çĕр çинчен нумайччен ирĕлмесĕр выртнă. Вăл нӳрлĕ те кăвак, супăнь шывĕ пек пăтранчăк сывлăшра ерипен пăсланса çухалса пынă.
Вăрман хĕрринчи йывăçсем ним хускалмасăр тăнă. Анчах, та ку ултавлăн курăннă. Хыр тăрри тăтăшах пĕр майлă çавăрăнса сулкаланнă, унпа пĕрлех площадка та сулкаланнă, вăл пысăк шывçавăрăнăшĕ тавра ярăнса çӳрекен сулă пек туйăннă.
Тупăсенчен пенипе, снарядсем çурăлнипе сывлăш пĕрмаях кисренсе хумханса тăнă. Сывлăш пĕрмай çавăн пек кисренсе тăнине туйма çеç мар, курма та пулнă. Тупăран кашни пемессеренех вăрманта йывăçсем силленсе илнĕ, сарă çулçăсем ытларах пĕтĕрĕнсе, явăнса тăкăннă.
3
Хăнăхман çынна кунта пысăк çапăçу пулнă пек, вăл хăй çав пысăк çапăçăвăн шăп варринче тăнă пек туйăнма пултарнă. Тĕрĕссипе — ку артиллери яланхи пек перкелешни çеç пулнă, çитменнине вăл перкелешӳ ытла вăйлах та пулман. Пĕр-пĕр батарея, — пирĕн-и, нимĕçсен-и — çĕнĕ тĕле персе лектерес тесе темиçе снаряд кăларса янă. Çав батарейăна тăшманăн наблюдателĕсем асăрхаса палăртнă та, çак тĕле таçта хыçалта тăракан уйрăм контрбатарея взвочĕ пеме тытăннă. Вăл взвода персе салатас тесе, ыттисем пеме тытăннă. Вара çав участокра пит вăйлă перкелешӳ тапраннă, — хуть те хăлхана питĕрсе ларт. Пур енчен те пĕчĕк калибрлă тупăсем пенĕ, унтан кăшт пысăкрах калибрлисем, вăтаммисем, шултрарах калибрлисем, унтан пысăккисем, питĕ пысăккисем, чи пысăккисем, хăш чух тата пысăкран та пысăккисем, инçетри тылра кăшт çеç илтĕнмелле ухлатаканнисем пенĕ, вĕсен калама та çук пысăк снарячĕсем сасартăках ӳлесе, шатăртатса пĕр-пĕр хăйăрлă вырăна пырса ӳкнĕ, кунта вара хăйăрпа пĕрле курăксем, йывăçсем çӳлелле сирпĕнсе, аялалла хура стена пек ишĕлсе аннă, ун варринче çиçĕм çиçнĕ пек хĕм йĕрĕсем курăннă.
Хăш чухне таçтан инçетрен, пачах та кĕтмен енчен осколок — снаряд ванчăкĕ вĕçсе пырса çĕре çапăннă, рикошет тунă, çавăрăннă, шатăртатнă, ӳленĕ те — хаяр сасăпа йынăшса аяккалла, хăй çулĕ çинчи йывăç турачĕсене хуçса вĕçсе кайнă.
Анчах та хыр тăрринче картăпа ĕçлекен çынсем çаксене пĕртте илтмен, курман пекех пулнă. Сайра-хутран кăна, хăш вырăнта та пулин тупăсенчен пени ытлах та вăйланса кайсан, телефонист хăйĕн сăран пуркинчи аппарачĕн аврине çавăрса, хуллен кăна ыйтнă:
— Фиалкăна пар-ха. Ку фиалка-и? Пукан калаçать. Линие тĕрĕслетĕп. Мĕн пулса иртет унта сирĕн? Халлĕхе шăпах-и? Ну, юрĕ. Пирĕн те шăпах. Çапăçăр çаплах, сывă пулăр.
Юлашкинчен, ĕçе пĕтерсен, капитан Ахунбаев тӳрех хĕпĕртесе кайрĕ. Вăл картăна хăвăрт кăна полевой сумкине чикрĕ, плащ-палаткăн усăнса аннă кантрине мăйĕ çине хурса карт туртса çыхрĕ те, хăйĕн кĕске те çирĕп, кăшт кукăртарах урисем çине сиксе тăрса аялалла, хăйĕн вестовойне кăшкăрчĕ:
— Лаша пар!
Унтан сехечĕ çине пăхса илчĕ.
— Тĕрĕслĕр. Манăн тăххăр та вунулттă. Сирĕн?
— Тăххăр та вунтăваттă, — терĕ капитан Енакиев, алли çине кăшт кăна пăхса илсе.
Капитан Ахунбаевăн пырĕнчен темĕнле кĕске те çавăнăçлă сасă тухрĕ.
— Кая юлатăр, капитан Енакиев.
— Пĕртте апла мар. Эпĕ кая юлмастăп. Эсир вăл... хăвăрăн йăлăрпа, васкатăр.
— Зайцев, тĕрĕс вăхăт кала! — хыттăн кăшкăрчĕ Ахунбаев.
Телефонист çав самантрах полкăн команднăй пунктне шăнкăртаттарчĕ те: халĕ вăхăт тăхăр сехет те вунтăватă минут, тесе пĕлтерчĕ.
— Эсех çиеле тухрăн, вăрçă турри, — терĕ лăпкăн Ахунбаев. Унтан хăйĕн сехечĕн стрелкисене куçарса Енакиев сехечĕпе пĕр пек турĕ.
— Хальхинче санăнни пекех пултăр эппин. Сывпул, комбат. Плащне кăштăртаттарса, вăл хăйне çул панă артиллеристсем çумĕпе иртсе икĕ пусми тăрăх та пĕрре те чарăнмасăр анса кайрĕ. Анса çитсен карттине адьютантне ывăтса пачĕ, хăй лаши çине сиксе утланчĕ те вĕçтерсе кайрĕ, — сарă çулçăсем çеç тăкăнса юлчĕç.
Кун хыççăн капитан Енакиев хăйĕн куллен çырса пымалли кĕнеки çине пиçиххи пек тăхăнтарнă резинкăна хывса илчĕ те, стереотруба патне куçса ларчĕ. Кĕнекере тупăпа пемелли тĕлсене çырса хунă. Çав тĕлсене пурне те персе пăхнă ĕнтĕ. Анчах капитан Енакиевăн вăл тĕлсене тата лайăхрах персе пăхасси килнĕ. Вăл çапла шутланă: кирлĕ самантра батарея пирвайхи снарядсемпех лектертĕр, тĕлсене тепĕр хут шыраса хаклă вăхăта сая ямалла ан пултăр, тенĕ. «Тĕлсене хыпашласа тухасси», паллах, йывăр ĕç пулман, анчах та вăл нумай мала, пехота линийĕ çинех кăларса пит лайăх пытарса лартнă хăйĕн батареи хăйне хăй вăхăт çитичченех палăртасран хăранă. Пĕтĕм задача халĕ çакăн пек пулнă: çапăçăвăн чи юлашки, ĕçе татса паракан тапхăрĕнче кĕтмен çĕртен тата пуринчен те сахалтарах кĕтнĕ вырăна пеме тытăнмалла. Капитан Енакиев шучĕпе — ун пек вырăн боевой участокăн сылтăм флангĕнче, икĕ çул юппипе çамрăк юмансем ӳсекен самаях тарăн çырма хушшинче пулнă.
Çав самантра ку вырăн нихăш енчен те интереслă пулман. Вăл пуш-пушах пулнă. Унта ни огневой точкăсем, ни окоп-траншей таврашĕсем пулман. Çапăçу хирĕсенче çавăн пек интереслĕ мар, нимĕнпе те паллă мар вырăнсем чылай пулаççĕ. Çапăçу вĕсен телĕнче тытăнса тăмасăрах иртсе каять. Капитан Енакиев çакна пĕлнĕ, анчах та вăл ĕçсем малашне мĕнле пулса пырассине тĕп-тĕрĕс шухăшласа пĕлме тăрăшнă.
Çитес çапăçу мĕнле пуласси тата вăл мĕнле аталанса пырасси çинчен çĕрмĕш хут пур енчен те шухăшласа, капитан Енакиев ялан çакăн пек картина курнă: Ахунбаев батальонĕ нимĕçсен оборона линине татать те, пулма пултаракан контратакăран сыхланса сылтăм фланга маларах кăларать. Унтан вăл, пăшăрханса, хăйĕн центрне малалла кăларса сăртăн оборона тума май паракан вырăнĕнче, çул юппи тĕлĕнче çирĕпленсе тăрать, вара, майĕпе резервсене пĕр çĕрелле пухса, çула тăрăх тепре татăклăн пырса çапма хатерленет. Шăп та ĕнтĕ çак вырăнтан инçетре мар, çул юппипе çырма хушшинче капитан Ахунбаев чарăнса тăрать. Вăл çав тĕлте чарăнса тăмаллах, мĕншĕн тесен çапăçăвăн шалти йĕрки çапла тума хушать; патронсен запасне тултармалла, аманнисене пуçтармалла, ротăсене йĕркене кĕртмелле, пуринчен ытла тата — тăшмана тепĕр хут пырса çапмашкăн боевой йĕркесене улăштармалла. Çаксене валли, нумай пулмасан та, вăхăт кирлĕ. Çавăн пек чарăнса тăнипе нимĕçсем усă кураççех, урăхла пулма та пултараймасть. Паллах, вĕсем усă кураççĕ. Вĕсем танксем ярĕç, — танксен атакине тумашкăн ку чи лайăх вăхăт. Вĕсем çырмара пытарнă хăйсен танкĕсен резервне кĕтмен çĕртен кăларса ямалла. Çырмара нимĕç танкĕсем пытанса тăрасси пирки Енакиев капитанăн нимĕнле сведенисем пулман пулин те, вăл пĕртте иккĕленмен. Танксем çырмара пытанса тăрассине вăл хăйĕн пысăк опытне тата маневрăн чее меслечĕсене пĕлнине пула чухланă. Çитменнине, вăл вĕт артиллери офицерĕ пулнă, — лайăх артиллерист-офицер яланах фактсене хăвăрт танлаштарса тĕп-тĕрĕс выводсем тума пултарать.
«Тен, çапах та тĕрĕслесе пăхас, мĕн пулать — мĕн килет?" тесе ыйтнă капитан Енакиев хăйĕнчен хăй, стереотру6а окулярĕсене кирлĕ пек çавăркаласа.
Тĕтрелле горизонт çутăлса, лайăхрах курăнакан пулса пынă. Тĕксĕмĕн палăрнă япаласем халĕ ĕнте уççăнах курăннă. Стереотруба витĕр пăхнипе малта курăнакан вырăнсем куçсем патнех çывхарса килчĕç, вĕсем темиçе сийлĕ пулса, театрти декорацисем пек курăнса тăчĕç.
Чи малта, фокус тулашĕнче, сăнамалли пункт вырăнаçнă хыр йывăçĕ тăрри пăтранчăк курăннă. Çав хырăн пĕр турачĕ тĕлĕнмелле çывăхарса, темĕн пысăкĕш йĕпписемпе тата икĕ темĕн пысăкĕш икеллисемпе куçа кĕрсе каяссăнах туйăннă.
Ун хыççăн хир пуçланнă. Вăл хирĕн анат енĕпе пирĕн малти линин хумлă йĕрĕ пит те лайăх палăрса тăнă. Унти пур окопсене, траншейăсене, пурне те ним палăрми туса лартнă, çав тери опытлă куç çеç асăрхама пултарнă вĕсене. Капитан Енакиев амбразурăсем, траншейăсем, пулемет йăвисем хăш тĕлте пулнине куçпа курнинчен ытла, ăсĕпе тавçăрса илнĕ.
Унăн çӳлти хĕррипе, пирĕн окопсемпе тĕлме-тĕл, нимĕçсен окопĕсем тăсăлнă, анчах та вĕсем вĕтĕреххĕн курăннă. Вĕсем хушшинчи «мертвое пространство» (пушă вырăн), стереотруба çывхартнипе, çав тери пĕчĕкленсе ларнă, вăл вуçех те çук пек туйăннă.
Унтан та леререх капитан Енакиев нимĕçсен тылĕсенĕ курать. Вĕсем тĕтрепе витĕннĕ. Капитан Енакиев вăл вырăнсене çиелтен кăна пăхса иртет. Ăна çаралса кайнă пĕчĕк вăрман тĕмĕсем, пĕр-пĕрин çине çыпăçтарнă евĕрлĕ сăртсем, ишĕлсе аннă çуртсем курăнаççĕ.
Юлашкинчен капитан Енакиев икĕ çул юппипе çырма хушшинчи вырăна сăнама пуçлать, — ăна вăл хăйĕн кĕнеки çине «цель номер 17» тесе çырса хурать.
Çав нимĕнпе те паллă мар пушă вырăна вăл çав тери тинкерсе пăхрĕ, вара унăн шухăшĕнче — паянхи ир миçемĕш хут ĕнтĕ! — çав вырăн Ахунбаевăн куçса пыракан цепĕсемпе, çырмаран пĕрин хыççăн тепри шуса тухакан нимĕç танкĕсен пĕчĕк мĕлкисемпе тулчĕç.
«Е тĕрĕслеме кирлĕ мар-ши?» — тесе шухăшлать Енакиев, стереотруба фокусне çав вырăна епле пулсан та тĕрĕсрех илсе пыма тăрăшса. Ку вăл хăюсăрланни пулман. Ку вăл иккĕленни те пулман. Çук. Вăл нихăçан та иккĕленмен. Халĕ те иккĕленмен. Вăл шухăшланă. Вăл епле пулсан та тĕрĕсрех пĕлме тăрăшнă. Вăл хăйĕншĕн халĕ мĕн тусан усăллăрах пулассине тĕп-тĕрес палăртма тăрăшнă: вунçиччĕмĕш номерлĕ тĕле, хăйĕн батарейине вăхăтченех палăртмалла пулсан та тӳрех тивертмелле персе пăхас-и, е çапăçăвăн чи юлашки самантĕнче, тен ĕçе татса паракан самантра, корректировка тума темиçе минут çухатмалла пуласран шикленсен те, батарейăна юлашки минутченех палăртас мар?
Анчах çак вăхăтра аялта сасăсем илтĕнчĕç, пусма сулланма тытăнчĕ, шпорсем чăнкăртатни илтĕнчĕ те площадка çине, йывăррăн сывласа, питĕ çамрăк, каçăр сăмсаллă, хура куçхаршиллĕ офицер сиксе хăпарчĕ. Ку — çыхăну офицерĕ пулнă. Вăл пĕтĕм вăйранах çирĕп сăнарлă пулма тăрăшнă, анчах унăн сăнĕнче çапах та ачалла хĕрӳллĕх палăрнă.
Вăл шпорĕсене чанклаттарса илчĕ, аллине хăвăрт кăна картус сăмси патне тытса илсе аялалла усрĕ те, капитан Енакиева пакет пачĕ.
— Полк тăрăх приказ… — терĕ вăл çирĕппĕн, анчах та тӳссе тăраймарĕ, хура куçĕсене ялкăштарса илсе, хумханса хушса хучĕ:
— ... наступлени çинчен! — терĕ.
— Хăçан? — тесе ыйтрĕ Енакиев.
— Тăхăр сехет те хĕрĕх пилĕк минутра. Сигнал — икĕ кăвак ракета тата сарă ракета. Унта çырнă. Кайма ирĕк парар?
Енакиев сехечĕ çине пăхса илчĕ. Тăхăр сехет те ватăр пĕр минут пулнă.
— Кайăр, — терĕ вăл.
Çыхăну офицерĕ шпорĕсене чанклаттарса илчĕ, йăрст тăсăлса тăчĕ, аллине картус сăмси çумне тытса хăвăрт сулса антарчĕ те — вăшт кăна çавăрăнса тăчĕ. Кусене вăл çав тери чаплăн, хăй йывăç тăрринче мар, артиллери училищин столовăйĕнче тăна пекех туса илчĕ. Унтан пусмасем тăрăх пĕр чарăнмасăр, шпорĕсемпе пусманăн урлă патакĕсенчен çаклатса анса кайрĕ.
— Лейтенант Седых, — терĕ Енакиев.
— Эп кунта, капитан юлташ.
— Эсир илтрĕр-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Команднăй пункт кунта. Манпа мĕнпур взводсем хушшинче çыхăну — телефон тăрăх. Малалла кайнă чух пралука пĕртте чарăнса тăмасăр тăсса пымалла. Взводсенчен пĕр минут та уйăрăлмалла мар. Телефон çыхăнăвĕ пăсăлас-тăвас пулсан радио тăрăх уççăнах калаçăр. Кашни рота командирĕ çумне икĕ çын парăр — пĕри связной, тепри наблюдатель. Лару-тăрура мĕнле улшăнусем пулни çинчен çавăнтах провод тăрăх, радио тăрăх е ракетăсемпе пĕлтерсе тăрăр. Задачăна ăнлантăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Ыйтусем пур-и?
— Çук.
— Хушнине тăвăр.
— Итлетĕп.
Лейтенант Седых пĕр картлашка аяларах анчĕ, анчах сасартăк чарăнса тăчĕ.
— Капитан юлташ, пĕлтерме ирĕк парăр-ха. Пуçран тухсах ӳкнĕ. Çав ачапа мĕн тума хушатăр?
— Епле ачапа? — капитан Енакиев тĕксĕмленчĕ, анчах çавăнтах аса илчĕ:
— Э, чăнах та-çке!
Ача çинчен ăна унчченех пĕлтернĕ пулнă, анчах вăл ун чух нимĕн те татса каламан.
— Вара вăл ача пирки сирен унта ĕçсем мĕнле-ха? Ăçта вăл?
— Халлĕхе ман патăмра, управлени взвочĕ çумĕнче. Разведчиксем патĕнче.
— Тăна кĕчĕ-и?
— Аптăрамасть пек.
— Мĕн каласа кăтартать-ха вăл?
— Нумай каласа парать. Акă сержант Егоров манран авантарах пĕлет.
— Чĕнĕр кунта Егорова.
— Сержант Егоров! — кăшкăрчĕ лейтенант Седых аялалла пăхса. — Батарея командирĕ патне!
— Кунта! — çав самантрах сасă пачĕ те Егоров, унăн йывăç турачĕсемпе витсе хупланă шлемĕ площадка çинче курăнчĕ.
— Мĕнле унта сирĕн ачапа? Сывлăхĕ мĕнле унăн? Каласа парăр.
Капитан Енакиев «пĕлтерер» темерĕ, «каласа парăр», терĕ, çавăнпа та сержант Егоров, çын кăмăлне пит час пĕлме пултараканскер, халĕ килти пек калаçма юранине тавçăрса илчĕ. Унăн темиçе каç çывăрманнипе хĕрелсе кайнă ывăннă куçĕсем, хăй кулман пулин те, уççăн та тӳррĕн пăхса кулса тăчĕç.
— Ĕçĕ мĕнле пулни паллах ĕнтĕ вăл, капитан юлташ, — терĕ Егоров. — Ашшĕ вăрçă пуçлансан малтанхи кунсенчех фронтра вилнĕ. Вĕсен ялне нимĕçсем йышăннă. Амăшĕ ĕнине парасшăн пулман, — амăшне те вĕлернĕ. Асламăшĕпе пĕчĕк йăмăкĕ выçăпа вилнĕ, ку вара пĕчченех тăрса юлнă. Унтан нимĕçсем вĕсен ялне çунтарса янă. Ку хутаç йăтса ыйткалама тухса кайнă. Таçта çул çинче полевой жандармсен аллине лекнĕ. Ăна вăйпах хăйсен ача-пăчасене пухакан хăрушă изоляторне янă. Унта ăна кĕсен-çăпан, кĕçе ернĕ, шатраллă тифпа чирленĕ, — кăшт çеç вилсе кайман, аран-аран сывалкаланă. Унтан тухса тарнă. Икĕ çул хушши çапкаланса çӳренĕ, вăрмансенче пытанса пурăннă, ялан фронт урлă хамăрăннисем патне каçас ĕмĕтпе пурăннă, анчах фрончĕ инçе пулнă. Этем сăн-сăпатне çухатнă, çӳçĕ темĕн тăршшĕ ӳснĕ. Хаярланса кайнă. Кашкăр çури тейĕн. Хăйĕн сумкинче пĕрмаях çивĕч вĕçле пăта чиксе çӳренĕ. Епле пулсан та çав пăтапа пĕр-пĕр фрица вĕлерме ĕмĕтленнĕ. Тата эпир унăн сумкинче çĕтĕлсе пĕтнĕ букварь тупрăмăр. «Мĕн тума кирлĕ сана букварь?» — тесе ыйтатпăр. «Вулама манса каясран», тет. Ну, мĕн калăн ĕнтĕ ăна!
— Миçе çулта-ха вăл?
— Вуниккĕ тултарса вунвиççе кайнă, тет. Анчах сăнран пăхсан ăна ниепле те вунă çултан ытла памалла мар. Выçса çитнĕ, имшерленсе кайнă. Шăммипе тирĕ кăна юлнă.
— Апла, — терĕ капитан Енакиев шухăша кайса. — Вуникĕ çулта. Эппин, çак пĕтĕм ĕç пуçланнă чух вăл тăххăр та тултарман.
— Ачаллах хурлăх курнă çав, — терĕ Егоров, ассăн сывласа. Вĕсем пĕр хушă ним чĕнмесĕр, лăпланма пуçланă артиллери сассине итлесе тăчĕç. Çапăçу умĕн яланах çавăн пек пулать вăл. Часах пĕтĕмпех шăп пулчĕ, анчах вăл ултавлă шăплăх пулнă.
— Епле, аван-и ачи? — ыйтрĕ капитан Енакиев.
— Пите лайăх ача. Çивчĕ, çав тери ăслăскер! — терĕ Егоров килти пекех, хавхаланса.
Капитан сăнĕ тĕксĕмленчĕ те вăл тепĕр еннелле çавăрăнса тăчĕ.
Тахçан Енакиев капитанăн та Костя ятлă ывăл пулнă. Чăн та, кунтан кĕçĕнрех ĕнтĕ. Халĕ вăл çичĕ çулта пулатчĕ. Капитан Енакиевăн çамрăк арăм та, амăшĕ те пулнă. Вĕсене пурне те вăл пĕр кунта, виçĕ çул каялла çухатнă. Барановичи хулинче, тревога йĕркипе чĕннĕ тăрăх, вăл хăй хваттерĕнчен тухса батарейăна кайнă, çавăнтан вара хăйĕн çуртне те, ывăлне те, арăмне те, амăшне те курман. Нихăçан та курас та çук.
Вĕсем виççĕшĕ те, хĕрĕх пĕрремĕш çулхи июнь уйăхĕнчи хăрушă ир, Минск еннелле каякан çул çинче пĕтнĕ. Вăл ирхине пирĕн çĕршыва килсе кĕнĕ хурахсенчен хăтăлма тăрăшса Минск çулĕ тăрăх çурран каякан стариксене, хĕрарăмсене, ачасене нимĕçсен штурмовикĕсем тапăнса вĕлерсе пĕтернĕ.
Вĕсем вилни çинчен капитан Енакиева хăйĕн авалхи тусĕ каласа панă. Вăл ун чухне хăйĕн чаçĕпе çав çул çывăхĕнче пулнă. Мĕнле вилнине вăл пĕтĕмпех каласа паман, мĕншĕн тесен ку ытла та хăрушă пулнă. Капитан Енакиев ун çинчен хăй те ыйтман. Унăн ыйтма хал çитмен, анчах вĕсем епле вилнине вăл хăй куçĕпе курнă пекех курса тăнă. Çав хăрушă картина ун куçĕ умĕнчен кайман. Çулăм, тĕтĕм, сывлăша çуракан взрывсем, пулеметсем шатăртатни, ăнран тухнă, ним тума пĕлмен çынсем корзинăсемпе, чемодансемпе, ача-пăча ураписемпе, çыхăсемпе чупкалаççĕ, çавăнтах тăватă çулхи пĕчекçеç ача, матрос картусне тăхăннăскер, çĕртен кăларса ывăтнă хыр тĕпĕсем хушшинче, кăвакарса кайнă аллисене саркаласа юнлă кипке татăкĕ пек выртать.
Пуринчен ытла капитан Енакиева çав матроссем тăхăнакан кăвак картус, — амăшĕн кивĕ жакеткинчен асламăшĕ çĕлесе панă çĕнĕ лентăллă картус, уççăн курăнса тăнă.
Çав çулла, хăй вăтăр икĕ çулта çеç пулнă пулин те, капитан Енакиевăн тăнлавĕсем çинчи çӳçĕсем кăвакарнă, вăл сахалтарах калаçакан пулнă, кăмăлĕ хытнă. Полкра унăн хуйхи çинчен сахалăшĕ пĕлнĕ. Ун çинчен вăл хăй те никама та каламан. Анчах пĕччен юлсан, вăл яланах арăмĕ çинчен, амăшĕ çинчен, ывăлĕ çинчен шухăшланă.
Ывăлĕ çинчен вăл чĕрĕ çын çинчен шухăшланă пекех шухăшланă. Ачи унан шухăшĕнче ӳссе пынă. Кашни минутрах вăл хăйĕн ывăлĕ халĕ миçе çулта, миçе уйăхра пулассине, вăл мĕнле сăнлă пулассине, епле калаçассине, мĕнле вĕренессине туйнă. Халĕ ĕнтĕ унăн ывăлĕ çырма тата вулама пĕлнĕ пулĕччĕ, унăн матрос картусĕ ăна юраман пулĕччĕ. Халĕ вăл картус амăшĕн комодĕнче, Костьăн пĕчĕкленсе юлнă ытти япалисем хушшинче выртатчĕ ĕнтĕ. Тен, асламăшĕ унтан пĕр-пĕр урăх усăллă япала, калăпăр, перосем чикмелли пĕчĕк хутаç е пушмак тасатмалли çемçе татăк туса хурĕччĕ.
— Мĕн ятлă вăл? — терĕ капитан Енакиев.
— Ваня.
— Ваня кăна-и?
— Ваня кăна, — хавассăн ответ пачĕ те сержант Егоров, унăн сăн-пичĕ кăмăллăн кулса илчĕ. Унăн хушамачĕ те питĕ килĕшӳллĕ: Ваня Солнцев.
— Ну, акă мĕн эппин, — терĕ Енакиев, кăштах шухăшласа тăрсан. Ăна тыла ăсатас пулать.
Егоровăн сăнĕ тăруках улшăнчĕ.
— Шел, капитан юлташ.
— Епле вара — шел? — хыттăн ыйтрĕ Енакиев. — Мĕншĕн шел?
— Тылра ăçта кайса кĕтĕр-ха вăл? Унта унăн пĕр тăванĕ те çук. Тăлăх вăл. Пĕтет вара.
— Пĕтмест. Тăлăхсене валли ача çурчĕсем пур.
— Вăл çапли — çапла та-ха, — терĕ Егоров, çаплах килти майлă калаçса. Анчах капитан Енакиевăн сассинче вăл командирла калаçма тытăнни илтĕнчĕ.
— Мĕн?
— Вăл çапли — çапла та-ха, — терĕ Егоров, пусман сулланкалакан картлашкисем çинче пĕр ура çинчен тепĕр ура çине пускаласа. — Çапах та, епле калас... ăна эпир хамăр патра, управлени взводĕнче хăварма шутланăччĕ. Ачи пит ăслăскер. Чăн-чăн разведчик.
— Ну, эсир кăна ытлашши шухăшласа кăлартăр, — терĕ Енакиев, кăшт тарăхнăрах сасăпа.
— Пĕртте апла мар, капитан юлташ. Питĕ шухăшлама пĕлекен ача. Тавралăха пысăк разведчик пекех пĕлме пултарать. Тепĕр разведчикран ирттерме пултарать. Хăех ыйтать: «Мана эсир, пиччесем, разведчик пулма вĕрентĕр-ха, тет. Эпĕ сире валли ăçта пемелли тĕлсене пĕлсе килĕп, тет. Эпĕ кунта кашни йывăç тĕмнех пĕлетĕп», тет.
Капитан кулса илчĕ.
— Хăй ыйтать. Вăл ыйтма пултарĕ. Юрамасть. Тата эпир хамăр çине епле ответлăх илме пултаратпăр-ха? Вăл вĕт пĕчĕк çын, чĕрĕ чун. Сасартăк, унпа мĕн те пулин пулса тăрсан? Вăрçăра персе вĕлерме те пултараççĕ, ун пек те пулать. Çапла вĕт, Егоров?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Куратăр ĕнтĕ. Çук, çук. Ăна çапăçма ир-ха, ӳстĕр малтан. Унăн халĕ вĕренес пулать. Пирвайхи машинăпах тыла ăсатăр.
Егоров пĕр хушă чĕнмерĕ. Унтан:
— Тарать вăл, капитан юлташ, — терĕ иккĕленерех.
— Епле — тарать тата? Мĕншĕн эсир ун пек шухăшлатăр?
— «Эхер те эсир мана тыла ăсатма тăрсан, эп сирĕнтен çул çинче пурĕпĕр таратăп», тет.
— Çаплах каларĕ-и?
— Çаплах каларĕ.
— Ну, эпир ăна курăпăр-ха, — терĕ капитан Енакиев. — Ăна тыла ăсатма хушатăп. Кунта çапкаланса çӳремелле мар унăн.
Килти майлă калаçу пĕтрĕ. Сержант Егоров яштах тăсăлса тăчĕ.
— Итлетĕп.
— Ĕç те пĕтрĕ, — терĕ капитан Енакиев кĕскен кăна.
— Кайма ирĕк парăр?
— Кайăр.
Сержант Егоров пусма тăрăх аннă вăхăтра инçетри вăрман хыçĕнчен ерипен кăна шупка-кăвак çăлтăр ярăнса хăпарчĕ. Вăл сӳнме те ĕлкĕреймерĕ — ун йĕрĕпех тепĕр кăвак çăлтăр ярăнса тухрĕ, унтан виççĕмĕш — сарăскер хăпарчĕ.
— Батарея, çапăçма! — терĕ капитан Енакиев ытла хытах та мар сасăпа.
— Батарея, çапăçма! — янăравлăн кăшкăрчĕ телефонист трубкăран.
Çавăн пек янăравлăн кăшкăрни ку таранччен шăппăн ларнă вăрмана çывăхри тата инçетри çĕршер сасăсемпе тултарчĕ.
4
Çав вăхăтра Ваня Солнцев разведчиксен палаткинче, чăрăш тураттисем çинче, çара урисене хăй айне авса, котелокран пысăк йывăç кашăкпа вĕри те тĕлĕнмелле тутлă, çĕрулми, сухан, сысна какайĕ, пăрăç, ыхра тата лавровăй лист ярса пĕçернĕ яшка çисе ларнă.
Вăл çав тери васкаса, каçса кайсах çинĕ, çавăн пирки чăмламан какай татăкĕсем текех пырне ларнă. Çăтса янă чух вара унăн шĕвĕртерех çирĕп хăлхисем тахçантанпах касман вăрăм çӳçĕсем айĕнче каллĕ-маллĕ хусканса тăнă.
Йĕркеллĕ пурăнакан хресчен çемьинче çуралса ӳснĕскер, Ваня Солнцев хăй халĕ аван мар çинине питĕ лайăх, пĕлнĕ. Йĕркĕ тăрăх, унăн васкамасăр çимелле, хушăран кашăкне çăкăрпа шăлса илмелле, ытлашши мăшлатмалла мар тата тутисемпе чаплаттармалла мар пулнă.
Йĕрке тăрăх тата унăн вăхăтран вăхăта котелока хăй умĕнчен аяккалла тĕртсе лартса: «Çăкăр-тăваршăн пит пысăк тав. Тăрантăм, çитет», — темелле, вара хăйне: «Тархасшăн, çи-ха тата», — тесе виçĕ хут ыйтмасăр та çиме тытăнмалла пулман.
Çаксене пурне те Ваня ăнланнă, анчах вăл хăйĕнпе ним тума та пултарайман. Хырăм выççи пур йĕркесенчен те вăйлăрах пулнă.
Хăрах аллипе хăй патнех шутарса лартнă котелока хĕрринчен çирĕппĕн тытса, Ваня тепĕр аллинчи кашăкпа пĕр чарăнмасăр ĕçленĕ, çав вăхăтрах касса хунă ыраш çăкăрĕн пысăк чĕллисем çинчен куç илмен, — вĕсене тытма унан алли пушă пулман.
Хушăран унăн выçă пурăннипе кăштах тĕссĕрленнĕ пек курăнакан кăвак куçĕсем хăйне çитерекен салтаксем çине, вĕсенчен каçару ыйтнă пек пăха-пăха илнĕ.
Палаткăра вĕсем иккĕн пулнă: шăпах сержант Егоровпа пĕрле Ваньăна вăрманта тупса килнĕ разведчиксем. Пĕри вăрăм пӳллĕ, кăмăллă санлă, катăк шăллă, крепле пек вăрăм алăллă «Шкелет» тесе чĕннĕ ефрейтор Биденко пулнă, тепри — çавăн пекех ефрейтор, çавăн пекех пысăк та тĕрекле çын, самăр, çаврака питлĕ Горбунов, Çĕпер çынни. Унăн пит çăмартисем хĕрлĕ, куç харшисем сарă, пуçĕ çинче сысна шăрчĕ пек тăнă çӳç пулнă, ăна «Чалдон» тесе чĕннĕ.
Çакă икĕ тĕреклĕ те паттăр çын улттăн пурăнмалли палаткăна аран вырнаçкаланă. Урисем тула тухса каясран вĕсен питех те кукленсе выртмалла пулнă.
Вăрçăччен Биденко Донбасра шахтер пулса ĕçленĕ. Çĕр кăмрăк тусанĕ унăн хурарах ӳчĕ ăшне çав тери хытă кĕрсе ларнă та, вăл халĕ те симĕсрех тĕслĕн курăннă.
Горбунов вăрçăччен Байкал кӳлли леш енче вăрман касса пурăннă. Çак таранччен те унтан тап-таса, халĕ çеç çурнă хурăн вутти шăрши кĕнĕ пек туйăннă. Ахаль те вăл темĕнле шурă хурăнран тунă пек курăннă.
Вĕсем иккĕшĕ те ырă шăршăллă чăрăш турачĕсем çинче, хулпуççийĕсенчен ваткăллă фуфайкăсем уртса ярса, Ваня апата мĕнле хыпнине пăхса ларнă.
Хăш чух, ача хăй ытлашши çăткăнланса çининчен вăтаннине сиссе, калаçма юратакан Горбунов ăна ырă кăмăлпа асăрхаттарнă:
— Эсĕ, пĕчĕк кĕтӳçĕ, ан хăра. Ан имен. Тăраничченех çи. Çитмесен — эпир сана тата ярса парăпăр. Апат-çимĕç енчен эпир тĕреклĕ пурăнатпăр.
Ваня кашăка çулла çулла çинĕ, салтаксен çемçе çăкăрне пысăккăн çырта-çырта илнĕ, ăна ĕнтĕ вăл çак икĕ пысăк çыннăн палаткинче нумайранпа пурăннă пек туйăннă. Нумай та пулмасть — пĕтĕмпе те ĕнер кăна — вăл хăрушă сивĕ вăрман тăрăх, тĕнчипе тăр пĕччен, сĕм çĕрле, выçă, чирлĕ, кашкăр çури пек пытанса, малта вилĕмсĕр пуçне нимĕн те курмасăр çӳренине халĕ ĕненес те килмен.
Виçĕ çул хушши кĕлĕмçĕ пулса, темĕн тĕрлĕ кӳрентерӳсене тӳссе, пĕрмай хăраса, пăлханса, чун-чĕре пуш-пушах пулнине тӳссе пурăнни иртсе кайнине те ĕненес килмен унăн.
Çак виçĕ çул хушшинче Ваня хăрушă мар çынсем патĕнче пĕрремĕш хут пулнă. Палаткăра çав тери аван пулнă. Çанталăк начар, тĕтреллĕ пулнă пулин те, сарă пир витĕр палаткăна хĕвел çутти манерлĕ пĕр пек тикĕс çутă кĕрсе тăнă.
Чăн та ĕнтĕ, пысăк çынсем пуррипе палаткăра тăвăртарах пулнă, анчах кунта пур япаласене те тирпейле, йĕркеллĕ вырнаçтарса, çакса хунă.
Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче пулнă. Лайăх тасатса çу сĕрнĕ автоматсем палаткăна шал енчен тытса тăракан сарă патаксем çинче çакăнса тăнă. Шинельсемпе плащ-палаткăсене тирпейлĕн, пĕр лутăркамасăр хутлатнă та, вĕсем халĕ çеç хуçса кĕнĕ чăрăшпа кĕтмĕл тураттисем çинче выртаççĕ. Противогазсемпе япала чикмелли михĕсене пуç вĕçне минтерсем вырăнне хунă, çиелтен вĕсене таса пир алшăллисемпе витнĕ. Палаткăран тухнă çĕрте фанерăпа витнĕ витре тăнă. Фанера çинче консерва банкисенчен тунă кружкăсем, целлулоидран тунă супăнь коробкисем, тĕрлĕ тĕслĕ шăтăклă-шăтăклă футлярсем ăшне хунă шăл тасатмалли пастăпа щеткăсем пите йĕркеллĕн выртнă. Аллюминирен тунă чашкăра сухал хырмалли помазок выртнă, кунтах пĕчĕкçеç çаврака тĕкĕр çакăнса тăнă. Пĕр-пĕрне хирĕç шăрчĕсемпе тăрăнтарнă атă тасатмалли щеткăсем, вĕсем патĕнчех пĕр коробка вакса пулнă. Паллах, унта «летучая мышь» текен фонарь те пулнă.
Çумăр шывĕ юхса ан кĕтĕр тесе, палаткăн тулаш енчен пысăк мар канав алтнă. Пур патакĕсене те çĕре çирĕппĕн çапса кӳртнĕ. Пирĕсене пурне те пĕр пек тикĕс туртса карнă. Пĕр сăмахпа каласан, пурне те инструкцире кăтартса панă пек тунă.
Ахальрен мар çав разведчиксем хуçалăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ пулнипе петĕм батарейипех чапа тухнă. Вĕсен яланах сахăр, çухари, çу запасĕ чылаях пулнă. Хуть те хăш самантра та вĕсен йĕп, çип, тӳме е пĕçермелĕх чей тупăнма пултарнă. Табак çинчен калаçмалли те çук вара. Туртмалли вĕсен нумай тата тĕрлĕ йышши пулнă: фабрикăра тунă ахаль махорка та, Сухумири йăваш табак та, Пенза патĕнче килте лартса ӳстернĕ табак та, «Путина» ятлă пирус та, унсăр пуçне тата тăшманран тытса илнĕ трофейлă пĕчĕк сигарăсем те пулнă, анчах вăл сигарăсене разведчиксем юратман, вĕсене нимĕн те çук чухне çеç туртнă, туртсан та йĕрĕннĕ.
Анчах разведчиксем пĕр çакăнпа çеç мар пĕтĕм батарейипех чапа тухнă.
Чи малтан, вĕсем çапăçу ĕçĕсемпе чапа тухнă, вĕсем çинчен хăйсен чаçĕнче кăна мар, ытти чаçсенче те пĕлнĕ. Разведкăна çав тери хăюллă та ăста тăвас тĕлĕшпе никам та вĕсемпе танлашма пултарайман. Тăшманăн тылне кĕрсе кайса вĕсем пите кирлĕ сведенисем тупса килнĕ, — хăш чухне вĕсенчен дивизи штабĕнче те тĕлĕннĕ. Дивизи разведкин начальникĕ вĕсене: «капитан Енакиевăн профессăрĕсем» тесе кăна чĕннĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, вĕсем пит те паттăр çапăçнă. Вара çав йывăр та хăрушă ĕç хыççăн вĕсем йĕркеллĕ канма пĕлнĕ.
Сержант Егорова шутламасăр, вĕсем улттăн пулнă. Разведкăна ялан тенĕ пекех мăшăрăн-мăшăрăн, ик кун сиктерсе виççĕмĕшĕнче кайнă. Пĕр кунхине пĕр мăшăрĕ наряда кайнă, тепĕр кунне каннă. Сержант Егорова илес пулсан — вăл хăçан каннине никам та пĕлмен.
Паян Горбуновпа Биденко, — уйăрăлми туссем, ялан пĕрле пĕр мăшăр пулса çӳрекенсем, — каннă. Иртенпех çапăçу пынă пулин те вăрманти сывлăш чĕтренсе кăна тăнă пулин те, штурмовиксем хăлхана хуплас пек ĕрлесе, йывăç тăррисене тăкăннă пекех пĕрисем — ĕçе, теприсем — ĕçрен вĕçсе килсе тăнă пулин те, разведчиксем Ваньăпа пĕрле тивĕçлипе лăпкăн каннă. Вĕсем ĕнтĕ Ваньăна юратма ĕлкĕрнĕ, ăна ачашласа «пĕчĕк кĕтӳç» тесе ят панă.
Чăн та ĕнтĕ, килте тĕртсе тунă пире сухан хуппипе пĕветсе çĕленĕ йĕм, çĕтĕк пиншак тăхăннă, хулпуççи урлă хутаç çакнă, çара ураллă, вăрăм çӳçлĕ ача авалхи букварьсенче ӳкерсе кăтартакан кĕтӳç ачи тĕслех пулнă. Унăн сăнĕ те — тĕксĕм, хитре тӳрĕ сăмсаллă та пысăк куçлăскер, кивĕ пӳрт çине витнĕ улăм пек çӳç айĕнчен курăнса тăраканскер, шăп та шап ялти пĕчĕк кĕтӳçĕнни пек пулнă.
Котелока пушатсан, Ваня ăна çăкăр хыттипе шăлса типĕтрĕ. Çав çăкăр хыттипех вăл кашăкне те шăлса тасатрĕ, çăкăрне çисе ячĕ, унтан ура çине тăрса пысăк çынсене пуç тайрĕ те çĕрелле пăхса:
— Питĕ пысăк тав сире. Тем пекех кăмăл тулчĕ, — терĕ.
— Тен, тата çийĕн?
— Çук, тăрантăм.
— Атту эпир сана тата тепĕр котелок ярса пама пултаратпăр, — терĕ те Горбунов, кăшт мухтанарах куçне хĕссе илчĕ. — Пирĕншĕн пулсан вăл нимĕн те мар. Çапла-и, пĕчĕк кĕтӳç?
— Ман хырăма кĕмест ĕнтĕ, — терĕ те Ваня вăтанарах, унăн кăвак куçĕсем хăвăрт та вылянчăклăн çутăлса илчĕç.
— Çиес килмест пулсан — ан килтĕр эппин. Хăвăн ирĕк. Пиирĕн йĕрки çавăн пек, эпир никама та ирĕксĕрлеместпĕр, — терĕ Биденко, сăмаха ялан тĕрĕс калама юратаканскер.
Анчах кăшт мухтанма, разведчиксен пурнăçне пур çынсем те ырланине юратакан Горбунов çавăнтах:
— Ну, Ваня, сана пирĕн апат мĕнле пек туйăнчĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Пите лайăх апат, — терĕ ача, кашăка котелок ăшне аврипе аялалла хурса. Унтан вăл сĕтел çитти вырăнне сарнă «Суворовский натиск» ятлă хаçат çине ӳкнĕ çăкăр тĕпренчĕкĕсене пуçтарма тытăнчĕ.
— Чăнах лайăх вĕт? — хавхаланчĕ Горбунов. — Эсĕ, тăванăм, кун пек апат пĕтĕм дивизийĕпе никам патĕнче те тупаймастăн. Питĕ чаплă апат пирĕн. Эсĕ, тăванăм, пуринчен ытла пиртен, разведчиксенчен çирĕпрех тытăнса тăма тăрăш. Пирĕнпе нихçан та пĕтместĕн. Килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп.
— Тĕрĕс. Пĕтместĕн вара. Эпир сана мунчана илсе кайса çăвăпăр. Çӳçĕсене касса ярапăр, çар тумтирĕ çĕлетсе парăпăр, сан çар çыннин тĕсĕ пултăр.
— Разведкăна илсе кайăр-и тата, пичче?
— Разведкăна та илсе кайăпăр. Санран питĕ чаплă разведчик тăвăпăр.
— Эпĕ, пичче, пĕчĕккĕ вĕт. Эпĕ пур çĕре те кĕрсе кайма пултаратăп, — хаваслансах кайрĕ Ваня. — Эпĕ ку таврара кашни йывăç тĕмине пĕлетĕп.
— Апла пулсан, питех те лайăх.
— Автоматран пеме вĕрентĕр-и тата мана?
— Мĕншĕн вĕрентес мар. Вăхăт çитсен — вĕрентĕпĕр.
— Манăн, пичче, пĕрре кăна персе пăхасчĕ, — терĕ Ваня, тупăсенчен таттисĕр пенĕ пирки хăйсен чĕн çаккийĕсем çинче сулкаланса тăракан автоматсем çине çав тери хапсăнса пăхса.
— Перĕн-ха. Ан хăра. Уншăн ĕç тăмĕ. Эпир сана пĕтĕм çар наукине вĕрентĕпĕр. Чăн малтан, паллах, сана пур йышши довольстви те илмелле тăватпăр.
— Вăл мĕнле пулать тата, пичче?
— Вăл, тăванăм, акă мĕнле. Сержант Егоров сан çинчен Седых лейтенанта пĕлтерет. Лейтенант Седых батарея командирне, Енакиев капитана пĕлтерет, капитан Енакиев сана довольстви памалла тăвасси çинчен приказ пама хушать. Çав числоран пуçласа вара сана пур йышши довольстви те пама пуçлаççĕ: кĕпе-тумтир, апат-çимĕç, укçа. Ăнланатăн-и?
— Ăнланатăп, пичче.
— Ак епле тăваççĕ пирĕн, разведчиксен... Чим-ха! Эсĕ ăçта кайма хатĕрлентĕн?
— Котелокпа кашăка çума. Пире анне апат çинĕ хыççăн яланах чашкă-тирке çума, унтан шкапа пуçтарса хума хушатчĕ.
— Тĕрĕс хушнă, — терĕ Горбунов çирĕппĕн, — çар службинче те çавăн пекех.
— Çар службинче тарçăсем çук, — вĕрентмелле хушса хучĕ яланах тĕрĕс сăмах калакан Биденко.
— Анчах эсĕ чашкă-тиркĕ çума тăхта-ха. Эпир халех чей ĕçетпĕр акă, — терĕ Горбунов тулли кăмăлпа. — Чей ĕçме юрататăн-и?
— Юрататăп, — терĕ Ваня.
— Тĕрĕс тăватăн. Пирĕн, разведчиксен, йĕрки çавăн пек, — апат çинĕ хыççăнах чей ĕçмелле. Урăхла юрамасть! — терĕ Биденко. — Паллах, сахăрне çыртса мар, ярса ĕçетпĕр, — хушса хучĕ вăл лăпкăн. — Кун пирки эпир туртăнса тăмастпăр.
Часах палаткăна пысăк пăхăр чейник илсе кĕчĕç. Разведчиксем унпа уйрăмăнах мухтаннă, ытти батареецсем çав чейнике ытла та хапсăннă.
Сахăра разведчиксем чăнах та хĕрхенмеççĕ иккен.
Нумай калаçма юратман Биденко хăйĕн миххине салтрĕ те, «Суворовский натиск» хаçат çине пĕр пысăк ывçă сахăр катăкĕсем кăларса хучĕ. Ваня куçне пĕрре хупса илме те ĕлкереймерĕ — Горбунов унăн кружки ăшне икĕ пысăк купа сахăр шăмпăлтаттарчĕ, унтан, ача мĕн тери хавасланнине курсан, виççĕмĕш купине те ячĕ. Акă, кур пире, разведчиксене! терĕ вăл.
Ваня шăвăç кружкăна икĕ аллипе ярса илчĕ. Çав тери хĕпĕртенипе вăл куçĕсене те хĕссе лартрĕ. Ăна темĕнле юмахри пек тĕлĕнмелле тĕнчене лекнĕ пек туйăнчĕ.
Таврара чăнах та юмахри пек пулнă. Тĕксем кун пулин те хĕвелпе çутатнă пек курăнакан палатка та, çывăхри çапăçăвăн кĕрлевĕ те, ывçи-ывçипе сахăр ывăтакан çак темен пысăкăш çынсем те, пама пулнă «пур йышши довольстви — кĕпе-тумтир, апат-çимĕç, укçа» та, кружка çине пысăк хура саспаллисемпе пичетленĕ «свиная тушонка» тесе çырнă сăмахсем те, пурте юмахри пек пулнă.
— Кăмăла каять-и? — тесе ыйтрĕ Горбунов, ача чее тутисене тăсса, çав тери савăнса ĕçсе ларкине кăмăллăн пăхса.
Ку ыйтăва хирĕç Ваня йĕркеллĕ ответ та параймарĕ. Унăн тутисене вут пек вĕри чей пĕçерет — çăварне уçаймасть. Çак ытла та лайăх çынсем патĕнче пурăнма юлас пирки унăн чĕри питех те савăннă, — вĕсем ăна çӳçĕсене касса яма, тумлантарма, автоматран пеме вĕрентме пулнă-çке-ха.
Унăн пуçĕнче пур сăмахсем те пăтрашса кайрĕç. Вăл, куç харшисене çӳлелле çĕклесе, куçĕсене чарса пăрахрĕ те темиçе хутчен пуçне тайса илчĕ, ку ĕнте вăл çав тери кăмăллă пулнине, чĕререн тав тунине пĕлтернĕ.
— Ача вĕт, — терĕ те Биденко хĕрхеннипе, ассăн сывласа илсе хăйĕн пысăк, тĕтĕмпе хуралнă пек курăнакан пӳрнисемпе пирус çавăрма тытăнчĕ. Хутне çавăрса хатĕрлесен вăл табак хутаççинчен Пенза табакне тултарчĕ.
Çав хушăра çапăçу шавĕ темиçе хут та улшăнчĕ.
Малтан вăл çывăхрах, хум çапнă пек пĕрпеккĕн илтĕнсе тăчĕ. Унтан шав пĕртак аяккарах кайрĕ, вăйсăрланчĕ, анчах çавăнтах ирхи пекех вăйлан кĕрлеме пуçларĕ. Халĕ çав шавра çĕнĕ, васкавлă сасăсем илтĕнчĕç — авиабомбăсем çав тери хытă кĕмсĕртетрĕç, вĕсем таçта пĕр вырăна, пĕр купана йăтăнса анчĕç, чĕтĕрекен çĕре темĕн пысăкăш мăлатуксемпе çапнă пекех туйăнчĕ.
— Пирĕннисем епле тĕвеççĕ, — асăрхаттарса илчĕ Биденко калаçнă хушăра.
— Лайăх тӳпелеççĕ, — терĕ Горбунов ырласа.
Ку чылай вăхăта пычĕ.
Унтан пĕр хушă пĕтĕмпех лăпланчĕ. Çав тери шăп пулса тăчĕ ĕнтĕ — вăрманта улатакка Морзе азбукипе телеграмма панă пек таклаттарни илтĕнчĕ.
Шăп пулнă вăхăтра пурте ним чĕнмесĕр, итлесе ларчĕç.
Унтан инçетрен винтовкăсенчен час-час пенисем илтĕнчĕç. Пени вăйлансах, çирĕпленсех пычĕ. Уйрăмăн-уйрăмăн пенĕ сасăсем пĕрлешме пуçларĕç. Юлашкинчен вĕсем пĕрлешсех кайрĕç. Пĕтĕм фронт тăрăх пĕр харăсах, вуншар вырăнсенче пулемётсем шатăртатма тапратрĕç, вара вăрçăн хăрушă машини сасартăк йынăшма, шăхăрма, ӳлеме, пĕтĕм вăйран ĕçлекен ротаци машини пек шаккама тытăнчĕ. Çак хăрушă, ним ăнланмалла мар шавра пит те хăнăхнă хăлха çеç нумай çынсен килĕшӳллĕ хорĕ питĕ инçетре: «а-а-а...» тесе юрланине уйăрса илме пултарнă.
— Хирсен патши атакăна кайрĕ, — терĕ Горбунов, — халех акă вăрçă турри юрласа ăна пулăшма тытăнать.
Вара, унăн сăмахĕсене çирĕплетнĕ пек, каллех пур енчен те çĕршер тĕрлĕ тупăсем пĕр харăс кĕрĕслеттерме пуçларĕç.
Биденко хăлхине çапăçу шавĕ еннелле çавăрса, нумайччен тинкерсе итлесе ларчĕ.
— Анчах та пирĕн батарея сасси илтĕнмест-ха, — терĕ вăл юлашкинчен.
— Çапла çав, шарламасть, — терĕ Горбунов.
— Пирĕн капитан кĕтсе тăрать пулас-ха.
— Вăл — яланах çавăн пек. Кайран ухлаттарать акă.
Ваня хăраса кайнă кăвак куçĕсемпе пĕрре пĕр пысăк çын çине, тепре теприн çине пăхса, вĕсен сăнĕсем тăрăх халĕ пулса иртекен ĕçсем пирĕншĕн лайăх е лайăх маррине ăнланса илме тăрăшрĕ. Анчах, ăнланма пултараймарĕ пулин те, ыйтма хăймарĕ.
— Пичче, — терĕ вăл юлашкинчен Горбунов еннелле çавăрăнса, мĕншĕн тесен ăна вăл çемçе кăмăллăрах пек туйăннă. — Кам кама çĕнтерет: эпир нимĕçсене-и, е нимĕçсем пире-и?
Горбунов кулса ячĕ те, ачана хуллен кăна пуçĕнчен лăпкаса илчĕ.
— Эх, эсĕ те çав!
Биденко чăнласах каларĕ:
— Эсе, Чалдон, чăнах та радистсем патне кайса пĕлсе кил-ха, мĕн илтĕнет унта? — терĕ.
Анчах çак вăхăтра темĕнле çын васкаса утса килни илтĕнчĕ. Самантранах палаткăна сержант Егоров пĕшкĕнсе кĕчĕ.
— Горбунов!
— Эпĕ.
— Хатĕрлен. Халĕ кăна пехотнăйĕнче Кузьминскине вĕлернĕ. Ун вырăнне тăратăн.
— Пирĕн Кузьминскине-и?
— Çавна çав. Автоматран. Вунпĕр пуля лекнĕ. Хăвăртрах.
— Халех каятăп.
Горбунов, пĕшкĕнсе, васкавлăн шинель тăхăннă тата снаряженисене çакнă вăхăтра сержант Егоровпа ефрейтор Биденко нимĕн чĕнмесĕр пĕр вырăна — халĕ вĕлернĕ разведчик Кузьминский выртнă çĕрелле пăхса тăчĕç.
Ку вырăн ыттисенчен нимĕнпе те уйрăм пулман. Ăна та, ыттисем пекех тирпейлĕн, симĕс плащ-палатка сарнă, пуç вĕçĕнче çавнашкалах пиртен тунă алшăллипе витнĕ япаласен миххи тăнă; анчах алшăлли çинче виçкĕтеслĕ икĕ çыру тата нумай тĕслĕ сăрсемпе пичетленĕ «Красноармеец» журналăн номерĕ выртнă, — вĕсене фронтри почтальон Кузьминский çук чух илсе пынă.
Кузьминскине Ваня пĕрре кăна, тул çутăлнă чух курнă. Кузьминский сменăна кайма васканă. Вăл та, халĕ Горбунов тумланнă пек, пĕшкĕнсе хăйĕн снаряженине пуç урлă тăхăннă, пăхăртан тунă шомполăн пысăк унки курăнса тăракан револьвер кабурĕ тĕлĕнчи шинель хутламĕсене тӳрлетнĕ.
Кузьминскин шинелĕнчен салтак апачĕн шăрши кĕнĕ. Анчах Кузьминскине хăйне Ваня лайăххăн курса юлма ĕлкĕреймен, мĕншĕн тесен Кузьминский çавăнтах тухса кайнă. Вăл, часах каялла тавăрăнмалла çын пек, никампа та сывпуллашмасăрах тухса кайнă. Вăл ĕнтĕ урăх нихçан та тавăрăнас çуккине халь пурте пĕлнĕ, çавăнпа та унăн пушанса юлнă вырăнĕ çине ним чĕнмесĕр пăхса тăнă.
Палаткăра темĕнле пушă, кичем те тĕксĕм пулса кайрĕ.
Ваня хуллен кăна аллине тăсрĕ те, «Красноармеец» журналăн çĕнĕ, чăштăртатакан хутлă номерне тытса пăхрĕ. Сержант Егоров Ваньăна тинех асăрхарĕ. Ача вăл куласса кĕтсе хăй те кулма хатĕрленчĕ. Анчах сержант Егоров ун çине сиввĕнтерех пăхса илчĕ те, Ваня тӳрех темскер ырă мар ĕç пулнине туйса илчĕ.
5
— Эс халĕ те кунта-и? — терĕ Егоров.
— Кунта, — хайĕн нимĕнле айăп çуккине пĕлнĕ пулин те, айăпа кĕнĕ пек пăшăлтатса илчĕ Ваня.
— Ăна ăсатмалла пулать, — терĕ сержант Егоров, капитан Енакиев пекех тĕксĕмленсе. — Биденко!
— Эпĕ!
— Хатĕрлен.
— Ăçта кайма?
— Батарея командирĕ ачана тыла ăсатма хушрĕ. Çула май каякан машинăпа эс ăна фронтăн иккĕмĕш эшелонне çитеретĕн. Унта командира распискăпа парса хăваратăн. Пĕр-пĕр ача-пăча çуртне ăсаттăр вăл ăна. Ачан кунта çапкаланса çӳремелле мар. Юрамасть!
— Ак сана япала! — терĕ Биденко, хăй кӳреннине пытармасăр.
— Капитан Енакиев çапла хушрĕ.
— Шел. Ачи çав тери çивчĕскер.
— Шел-и, шел мар-и, çапах та юрамасть.
Сержант Егоров тата ытларах тĕксĕмленчĕ. Унăн хăйĕн те ачапа уйăрласси килмен, вăл ăна шелленĕ. Хăй те вăл çĕрлех Ваньăна хăй патĕнче связной вырăнĕнче хăварса, кайран унтан лайăх разведчик тума шутласа хунă.
Анчах та командир приказне сӳтсе явма юрамасть. Капитан Енакиев лайăхрах пĕлет. Каларĕ пулсан — вăл хушнине ту.
— Юрамасть, — терĕ Егоров тепĕр хут çирĕппĕн, ку ыйту пĕтĕмпех татăлнине систерсе. — Хатĕрлен, Биденко.
— Итлетĕп.
— Ну, çапла тăк çаплах ĕнте вăл, — терĕ Горбунов, лутăрканса çуталсах кайнă наган кабурĕ айĕнчи шинель хутламĕсене тӳрлетсе.
— Ан хуйхăр, пĕчĕк кĕтӳç. Капитан Енакиев хушнă пулсан, ăна тăвасах пулать. Çарти дисциплина çавăн пек. Машинăпа çӳресе курăн хуть. Çапла мар-и? Сывпул, тăванăм.
Çак сăмахсемпе Горбунов палаткăран хăвăрт, анчах ытлашши хыпаланмасăр тухса кайрĕ.
Ваня, пĕчĕкскер, кӳренсе, ним тума аптраса тăчĕ. Сивчир кĕсенĕсем тухса тулнă тутисене çырткаласа, вăл пĕрре тумланакан Биденко çине, тепре вĕлернĕ Кузьминскин вырăнĕ çинче куçĕсене хупса, аллисене чĕркуççисем хушшине хурса, пушă минутпа усă курса тĕлĕрсе ларакан сержант Егоров çине пăхрĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те — Биденко та, Егоров та — ачан чĕринче мĕн пулса иртнине пит лайăх ăнланнă. Халĕ çеç, пĕр икĕ минут каялла кăна пурте çав тери аван пулнăччĕ, халĕ сасартăк начар, аван мар пулса тăчĕ.
Ах, епле паха, епле ырă пурнăç пуçланнăччĕ Ваньăшăн: вăл çав тери паттăр, ырă кăмăллă разведчиксемпе паллашнă, вĕсемпе пĕрле апат çимелле, сахăрне кружка ăшне ярса чей ĕçмелле, вĕсемпе пĕрле разведкăна çӳремелле, мунчара çапăнмалла, автоматран пемелле, вĕсемпе пĕр палаткăра çывăрмалла пулатчĕ; кĕпе-тумтир илмелле — атă, погонлă гимнастерка (погонĕсем çинче — пĕчĕк тупă кĕпçисем), шинель, тен компаспа револьвер-наган, патронсем те пулатчĕç.
Виçĕ çул хушши Ваня йытă пек сĕтĕрĕнсе, килсĕр, çемьесĕр пурăннă. Вăл çынсенчен те хăранă, пĕрмай выçă пурăннă. Юлашкинчен ыра кăмăллă çынсене тупнă, вĕсем ăна çăлнă, ăшăтнă, çитернĕ, юратнă. Анчах шăп çак самантра, пурнăç пур енчен те лайăхланнă пек туйăннă чухне, вăл тинех тăван çемьене лексен — пĕррех! — çавсем пĕтĕмпех пĕтсе лараççĕ. Халĕ ĕнтĕ çавсем пурте тĕтре пек сирĕлсе каяççĕ.
— Пичче, — терĕ вăл куççулĕсене çăта-çăта, Биденкона хуллен кăна шинелĕнчен тытса. — Пичче, тетĕп! Итлĕр-ха, ан илсе кайăр мана. Кирлĕ мар.
— Хушнă.
— Егоров пичче... сержант юлташ! Мана ăсатма ан хушăр. Эпĕ сирĕн патăртах пурăнам, — терĕ ача, ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр. — Эпĕ яланах сирĕн котелокăрсене çăвăп, шыв илсе килĕп...
— Юрамасть, юрамасть, — терĕ Егоров ывăннă пек пулса. — Ну, эсĕ мĕн тата, Биденко! Хатĕр-и?
— Хатĕр.
— Апла пулсан ачана ил те — кай. Халĕ шăпах полкăн пилĕк тоннăллă грузовикĕ пушă гильзăсем тиесе каять. Ĕлкĕретĕр-ха. Атту пирĕннисем тăватă километр малалла кайнă. Халĕ çирĕпленсе тăраççĕ. Часах тылсем малалла шума пуçлаççĕ. Ун чух вара ачана ăçта чикĕпĕр эпир?
— Пичче! — тесе кăшкăрса ячĕ Ваня.
— Юрамасть, — терĕ те Егоров, кăмăлĕ хуçăласран тепĕр еннелле çавăрăнса тăчĕ.
Ача пĕтĕм ĕç пĕтсе ларнине ăнланса илчĕ. Унпа çак çынсем, хăйне нумай та пулмасть тăван ывăлне юратнă пекех юратнă, ăна ырă кăмăлпах пĕчĕк кĕтӳçĕ тесе чĕннĕ çынсем хушшинче халĕ стена ӳссе ларнине ăнланчĕ.
Вĕсен куçĕсем, вĕсен сассисем тăрăх ача вĕсем ăна халĕ юратнине, хĕрхеннине аванах туйрĕ. Анчах вăл çакна та аванах сисрĕ: унпа вĕсем хушшинчи стенана пуçпа пырса çапсан та, ăна çĕмĕрсе каçма çук.
Вара сасартăк ачан чĕринче мăнкăмăллăх çĕкленсе хăпарма тытăнчĕ. Унăн сăнĕ хаярланчĕ. Вăл тăруках начарланнă пек пулчĕ. Пĕчĕкçеç янаххи çӳлелле çĕкленчĕ, куçĕсем ялкăшса илчĕç, шăлĕсене çыртса лартрĕ.
— Эп каймастăп, — терĕ ача хаяррăн.
— Ним те мар, каятăн, — терĕ Биденко ăшă кăмăлпа. — Пăх-ха эсĕ, епле хаярскер. Каймастăп. Машина çине лартатăп та — илсе каятăп, чиперех пыратăн.
— Эпĕ пурпĕрех таратăп.
— Ну, тăванăм, ку пулаймасть пулĕ. Манран ку таранччен никам та тарман-ха. Айта-ха часрах, атту машинран юлма пултаратпăр.
Бнденко ачана çаннинчен тытрĕ, анчах та ача аллине çилĕпе туртса илчĕ.
— Ан тивĕр, эп хамах пыратăп.
Унтан вăл çара урисемпе çирĕппĕн пусса палаткăран тухрĕ.
Вăрманта çав вăхăтра обозниксем урапасем çине тиенĕ тĕрлĕ япаласене çыхнă ĕнтĕ, шоферсем машинăсене хута янă, салтаксем çĕртен палаткăсен шалçисене туртса кăларнă, телефонистсем проводсене катушкăсем çине чĕркенĕ.
Шинель çийĕнчен шурă халат тăхăннă повар йывăç тункати çинче васкасах хĕп-хĕрлĕ така какайне туранă.
Пур çĕрте те пушă ешĕксем, улăм, хĕррисене касса пĕтернĕ пушă консервă банкисем, хаçат татăкĕсем йăваланса выртнă, пĕр сăмахпа — пур çĕрелле пăхсан та тылсем наступлени тăвакан чаçсем хыççăн хускалса тухни палăрнă.
6
Тепĕр кунне, каç пулсан, Биденко хăйĕн чаçне тавăрăннă. Вăл питĕ çилĕллĕ те выçă пулнă.
Ку хушăра фронтра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Наступлени хăвăрттăн сарăлса пынă. Нимĕçсене хăваласа, пирĕн çар хĕвеланăçнелле нумай мала кайнă.
Ĕнер çапăçу пулнă çĕрте паян иккĕмĕш эшелонсем тăнă. Ĕнер иккĕмĕш эшелонсем тăнă çĕрте паян шăп та пуш-пушах пулнă. Малти лини вара халĕ ĕнер нимĕçсен инçетри тылĕсем пулнă вырăнпа иртнĕ.
Вăрман нумай кайра юлнă. Вăрманта пуçланнă çапăçу халĕ уçă вырăнта, хирсем, шурлăхсем, вĕтлĕх вăрманпа витĕннĕ пысăк мар тĕмескесем хушшинче пынă.
Разведчиксен команди халĕ палаткăра вырнаçман, вăл нимĕç офицерĕсен пулнă блиндажа — питĕ лайăх, çиелтен тăватă хут шултра пĕренесемпе тата çеремпе витнĕ çирĕп сооружение йышăннă.
Хуçалăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ разведчиксем ку блиндажа малтанах, вăл нимĕçсем йышăнса тăнă çĕрте пулнă чухнех, унта нимĕç офицерĕсем пурăннă вăхăтрах хăйсене валли сăнаса хунă. Нимĕçсен огневой позицийĕсем хăш вырăнта пулнине паллă тунă чухнех разведчиксем çак блиндажа палăртнă, мĕншĕн тесен вĕсене вăл пит те килĕшнĕ.
Биденко çул çинче никамран ыйтмасăрах, пĕр хăйĕн нихăçан йăнăшман разведчик туйăмне пула кăна блиндажа, çитнĕ чух, пачах та тĕттĕм пулнă ĕнтĕ.
Хĕвеланăç енчи горизонтра янăравлăн кĕмсĕртетнĕ, уланă. Унта тăтăшах вăрăм та хăрушă çутăсем курăнса тăнă, вĕсем хура пĕлĕтсем хушшинче ялкăшнă.
Чус хăмапа витнĕ çĕр картлашкасем тăрăх аялалла анса, Биденко пысăк блиндажа кĕрсе тăчĕ.
Чăн малтан ун куçне карбидпа çунакан çĕнĕ лампа курăннă, — вăл мачча айĕнчен питĕ вăйлăн çутатса тăнă, анчах унăн çути темĕнле куçа çиекенскер, химиллĕ, симĕсрех çутă пулнă. Нимĕçсем, васканипе, ăна илсе кайма ĕлкĕреймен пулмалла.
Стенасем тăрăх, ятарласа хăма сарса тунă шăтăксенче, кĕнекесем пек ĕретĕн-ĕретĕн, нимĕçсен вăрăм йывăç авăрлă ручной гранатисем тăнă.
Блиндаж варринче апат çимелли сĕтел пулнă, унăн урисене çĕрех çапса кӳртнĕ. Кĕтесре нимĕçсен чугунран тунă походнăй кăмаки çуннă, вăл хĕп-хĕрлĕ пуличченех хĕрсе кайнă. Унпа юнашар нимĕçсемех хатĕрленĕ вутă выртнă.
Пур япаласене пăхсан та, нимĕçсем кунта питĕ тĕплĕн, хуçалла вырнаçни, кунта хĕл каçма шутлани палăрнă. Вĕсем стена çине йывăç рамкăллă картина та çакса янă. Ун çинче шĕвĕр тăрăллă илемлĕ çурт, ун тавра чечекленекен улмуççисене сăрласа ӳкернĕ пулнă. Çак пĕтĕм шупка-хĕрлĕ картина урлă хĕрле саспаллисемпе: «Фрюлинг ин Дейтчланд», тесе çырнă, ку вăл «Германири çуркунне» тени пулать.
Ытти енчен блиндаж вырăссем пурăннă тĕслĕ пулса çитнĕ ĕнтĕ: вырăс артиллерисчĕсен шинелĕсемпе, попонăсемпе, палаткăсемпе пĕр хутламасăр витнĕ койкăсен пуçĕнче симĕс михĕсем тăнă, вĕсене таса алшăллисемпе витнĕ, кăмака çинче чаплă пăхăр чейник ăшăнса тăнă, «Суворовский натиск» хаçатсемпе витнĕ сĕтел çинче, пысăк çăкăрпа юнашар, йывăç кашăксем йĕрккеллĕн выртнă, кружкăсем тăнă, лайăх тасатнă, çиелтен çупа сĕрнĕ вырăс хĕç-пăшалĕ кĕтессенче симĕс шлемсем айĕнче çакăнса тăнă.
Блиндажра тăп-тулли халăх пулнă. Кун пекки сайра пулать, анчах та паян пур разведчиксем те пĕр çĕре пухăннă. Биденко кунта урăх çынсене асăрхарĕ. Вĕсем ытти взводсенчен пынă палланă юлташсем, земляксем пулнă. Вĕсем хăна тума юратакан разведчиксем патне лайăх табак туртма тата чаплă чейникрен çав тери тутлă, шерпет пек чей ĕçме пынă.
Çаксене кура Биденко хăй çук чухне дивизире чаçсем улшăннине, вĕсен батареи çак вăхăтра резервра пулнине ăнланса илчĕ.
Пурте тенĕ пекех чĕлĕм туртнă, вĕри пуличченех хутнă блиндаж çирĕп салтак сывлăшĕпе тулса ларнă, — ун пек чух «хуть те пуртă çакса яр», теççĕ.
— Э, салам, Вася! — терĕ Горбунов, хăйĕн тусне курсан. Вăл халĕ хăйĕн чи юратнă ĕçне тунă — юлташĕсене хăналанă. Çăкăра кăкăр патне тытса, вăл хулăн чĕлĕсем каснă. — Ну, мĕнле, ачана леçсе патăн-и? Лар сĕтел хушшине. Лăйăх чей вĕренĕ çĕре çитрĕн.
Вăл гимнастеркине хывса, аялти кĕпепе çеç ларнă, вĕçертсе янă çухи айĕнчен унăн хăватлă, сарлака кăкăрĕ курăнса тăнă.
— Эпир, тăванăм, паян резервра. Канатпăр. Хывăн, Вася, ăшăн. Акă санăн койку, эп ăна тирпейлесе хутăм. Ну, пирĕн çĕне хваттер саншăн мĕнле пек? Кун пек хваттере эсĕ, тăванăм, пĕтĕм дивизийĕпе те тупаймастăн. Ку — уйрăм йышшискер!
Биденко нимĕн чĕнмесĕрех хывăнчĕ, хăй койки патне пычĕ, снаряженийĕпе шинельне ун çине ывăтрĕ те, кăмака умне кукленсе ларса, пысăк хура аллисене ун патнелле тăсрĕ.
— Ну, фронт штабĕнче мĕн илтĕнет унта, Вася? Нимĕçсем мир тума ыйтмаççĕ-и-ха?
Биденко ним те чĕнмерĕ, никам çине пăхмасăрах мăшлаткаласа ларчĕ.
— Тен, чĕлĕм туртса яратăн? — терĕ Горбунов, хăйĕн тусĕ çав тери кăмăлсăр пулнине асăрхаса.
— Э, кантăр вăл пĕтĕмпех шуйттан патне, — кĕтмен çĕртен мăкăртатса илчĕ те Биденко, хăйĕн койки патне кайса хуллен кăна ӳпне выртрĕ.
Биденкопа темĕнле кӳренмелли ĕç пулни аванах паллă пулнă, анчах та разведчиксем ют çын ĕçĕсене ытлашши пĕлесшĕн çуннине те аван мар тесе шутланă. Çын шарламасть пулсан, калаçма кирлĕ мар тесе шутлать эппин. Кирлĕ мар тесе шутлать пусан — кирлĕ те мар: кăмăлĕ пулсан хăех каласа парать, — çынна чĕлхинчен мĕншĕн туртас?
Çавăнпа та Горбунов, пĕртте кӳренмесĕр тата хăй нимĕн те сисмен пек пулса, хăйĕн ĕçне тума тытăнчĕ, çав вăхăтрах батареецсене ĕнер хăйне пехотинецсен цепĕнче, Кузьминский вырăнне тăрсассăн, кăшт çеç вĕлерменни çинчен каласа пачĕ:
— Эпĕ ракетница тытсаттăм. Пирĕннисем кăшт маларах пеме пуçлаччĕр тесе, пĕр симĕс ракета ярасшăнччĕ. Сасартăк манпа юнарах мина ӳкрĕ те — пĕррех кĕрслетрĕ. Çывăхрах, урасем патĕнчех çурăлса кайрĕ. Мана сывлăшпа пĕррех çапрĕ. Ураранах персе ӳкерчĕ. Ниепле те ăнланаймастăп — ăçта пĕлĕт, ăçта çĕр. Пуç та пăтранса кайрĕ. Унтан куçсене уçатăп та — çĕр манăн куç умĕнчех курăнса кайрĕ. Эпĕ выртатăп иккен.
Горбунов савăнса кулса ячĕ.
— Туятăп — пĕтĕмпех çĕмĕрĕлсе пĕтнĕ эпĕ. Ну, тетĕп, туянтарчĕç мана, тек тăрас çук эпĕ. Хама хам пăхатăп та — ним пулнине те курмастăп. Юн ниçта та çук. Эппин, тетĕп, мана тăпрапа çапнă. Анчах шинель çинче ултă шăтăк пур. Шлема пĕр чышкă вырнаçмалăх лапчăтса лартнă. Тата, ăнлан-ха эсĕ, сылтăм аттăн кĕлине патах татса кайнă. Бритвăпа каснă пекех тунă. Пулать те вĕт çавăн пек ухмахла япала! Анчах ӳте — юри кулнă пекех — чавса та илмен. Авă, атă кĕлине епле тăпăлтарса илнĕ. Пăхăр-ха, ачасем.
Савăнăçлăн кулса, Горбунов хăнасене хăйĕн аттине кăтартрĕ. Хăнасем ăна тĕпленех пăхрĕç, хăшĕсем пӳрнисемпе те хыпашларĕç.
— Чăн та йытăлла ĕç, — терĕ пĕри.
— Чăн та йытăлла ĕç, — терĕ тепри, Горбунов сĕтел çине кăларса хуракан сахăр çине хăяккăн пăхса. — Пирĕнпе те çавнашкалах пулчĕ. Эпир Борисов патĕнче Березина урлă каçнă чухне пирĕн взводри Теткин красноармеецăн пиçиххине осколок тивсе татнă. Хайне чĕрсе те кайман. Ун пеккине малтанах пĕлме çук çав.
— Кузьма, — терĕ сасартăк Биденко хăйĕн койки çинчен йывăр чирлĕ çын сасси пек сасăпа, — илтетĕн-и, Кузьма, сержант Егоров ăçта вара?
— Сержант Егоров паян дежурнăй, — терĕ Горбунов, — вăл постсене тĕрĕслеме кайрĕ.
— Часах таврăнать пулĕ?
— Чей вĕренĕ тĕле çитме пулчĕ.
— Апла эппин, — терĕ те Биденко, шăлĕ ыратнă пек ахлатса илчĕ.
Вăл ахлатнинче уççăнах хăйне хĕрхенме ыйтни илтĕнчĕ.
— Эсĕ мĕн асапланатăн çак? — терĕ Горбунов ни ăшшăн мар, ни сиввĕн мар. Çапла каланипе вăл пĕлесшĕн çуннине мар, ахальтен çеç ыйтнине палăртасшăн пулчĕ.
— Э, кайтăр вăл пĕтĕмпех шуйттан патне! — терĕ сасартăк Биденко каллех, çилĕпе.
— Чей ĕç, — терĕ Горбунов. — Тен, çăмăлланĕ.
Биденко сĕтел умне пукан çине ларчĕ, анчах кружкăна тĕкĕнмерĕ те. Вăл куçĕсемпе кăмака еннелле пăхса нумайччен нимĕн те чĕнмерĕ.
— Ăнланатăн-и, епле мыскара пулса тухрĕ, — терĕ вăл юлашкинчен çинçе сасăпа, юриех кулнă пек пулса. — Пĕлместĕп те ĕнтĕ, сержант Егорова темĕнле каламалла.
— Мĕн вара?
— Приказа пурнăçа кĕртеймерĕм.
— Епле апла?
— Ачана фронт штабне çитереймерĕм.
— Ан култар!
— Тĕрес калатăп! Сыхлаймарăм. Тарчĕ.
— Епле тарчĕ? Кам?
— Ара çав ача. Пирĕн Ваня. Пĕчĕк кĕтӳçĕ.
— Çул çинче тарчĕ пулать?
— Тарчĕ çав.
— Санран-и?
— А-ха.
Горбунов пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ, унтан сасартăк хайĕн пĕтĕм самăр кĕлеткипе чĕтренсе, ахăлтатса кулма тытăнчĕ.
— Епле-ха ун пекех пулса юлтăн эсĕ Ваяя, э? Ну, чим халĕ, Егоров килсен тăна кӳртĕ сана. Мĕнле пулчĕ-ха вăл?
— Çавăн пекех пулчĕ вĕт. Тарчĕ те — ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Акă сана чаплă разведчик! «Манран никам та тарайман-ха», тесе мухтанаттăн, анчах пĕчĕк ача тарнă. Ай, Ваня! Ай, пĕчĕк кĕтӳçĕ!
— Ăслă ача, — терĕ Биденко, майĕпен кулса.
— Ăслă пулмалла çав — çакăн пек профессора улталама пултарнă пулсан. Çапах та, Вася, ĕçĕ мĕнле пулни çинчен каласа пар-ха эсĕ.
— Тарчĕ те — тарчĕ. Мĕн каласа кăтартмалли пур унта.
— Çапах та епле? Эсĕ, тăванăм, чăннипе каласа пăр. Пурпĕрех пĕлетпĕр.
— Э, кайтăр вăл шуйттан патне! — терĕ те татах Биденко аллипе сулса, хăйĕн койки çине кайса стена еннелле пăхса выртрĕ. Урăх унтан нимĕн те ыйтса пĕлме пулмарĕ.
Çак питех те тĕлĕнмелле ĕç мĕнле пулса иртни çинчен кайран тин пĕлнĕ.
7
Ĕçĕ çапла пулнă.
Грузовик пушă гильзăсене чанкăртаттарса, йывăç тымарĕсем çинче сиккелесе вăрман тăрăх пĕр пилĕк километр кайсассăн, Вана сасартăк грузовикăн çӳллĕ хĕррисенчен тытса, пит-куçне çав тери хаярлатнă та, машина çинчен мăк ăшне сиксе кутăн-пуçăн çавăрăнса илнĕ.
Ку ытла та хăвăрт пулса иртнĕ, çавăнпа та Биденко малтанах ним тума аптăранă. Малтанхи самантрах ăна ача машина çул кукăрĕнче пăрăннă чух тухса ӳкнĕн туйăннă.
— Эй, асăрханарах эсĕ! — тесе кăшкăрнă Биденко, чышкипе шофер кабининчен шаккаса. — Чарăн, шуйттан. Ачана çухатрăмăр.
Шофер питĕ хăвăрт каякан машинăна чарса тăратиччен, Биденко ача епле ура çине сиксе тăнине, хăйĕн хутаççине тытса, мĕнпур вăйпа чупса вăрманалла кĕрсе кайнине курса юлнă.
— Эй! Эй! — каçса кайсах кăшкăрнă ефрейтор.
Анчах Ваня каялла çавăрăнса та пăхман.
Алли-урисемпе вĕлтлеттерсе, вăл йывăç тĕмĕсем хушшипе, сăртсем тăрăх ыткăннă кăна, часах çăра чăтлăха кĕрсе çухалнă.
— Ваня-а-а! — кăшкăрнă Биденко, хăйĕн темĕн пысăкăш аллисене çăварĕ патне тытса. — Пĕчĕк кĕтӳ-ӳ-ӳç! Тăхта-а-а!
Анчах Ваня чĕнмен, Биденко сасси çеç сыпăкăн-сыпăкăн янраса кайнă вăрман тăрăх: «А-а-а! А-а-а!..»
— Ну, тăхта, шуйттан çури, — тенĕ те вара Биденко çилĕпе, шофера кăштах кĕтсе тăма ыйтса, пысăк утăмсемпе, хăрăк туратсене шатăртаттарса, Ваня хыççăн вăрманалла утнă.
Ачана часах тытасси пирки вăл иккĕленмен. Чăнах та ĕнтĕ: ватă, опытлă разведчикшăн, капитан Енакиевăн чи паллă «профессăрĕсенчен» пĕришĕн вăрмана тарнă ачана тытасси йывăр ĕç-и? Ун çинчен калаçма та кулăшла.
Ваня супса ан çӳретĕр, тавăрăнтăр, тесе пур еннелле те кăшкăрсан, ефрейтор Биденко ăна çар наукин пур йĕркисем тăрăх шырама тытăннă.
Чи малтан, вăл грузовика тăратса хăварнă вырăна хуть те хăш самантра та тупма май пултăр тесе, компас çине пăхса илнĕ. Унтан компасăн линейкине ача тарнă еннелле çавăрнă. Анчах та Биденко азимут тăрăх кайман, мĕншĕн тесен ача вăрман тăрăх компасăр кайса, епле пулсан та, сылтăм еннелле пăрăнма пуçлассине пĕлнĕ. Кăна Биденко хăйĕн опычĕ тăрăх лайăх пĕлсе тăнă. Компассăр тĕттĕмре е начар курăннă чух этем яланах сехет стрелки çавăрăннă май çавăрăнма тытăнать.
Çавăнпа та Биденко, кăштах шухăшласа тăрса тата вăхăт мĕн чухлине пăхса, сылтăмарах илнĕ те, ача çулне тӳррĕн пӳлсе илме кайнă.
«Çавăнта вара эпĕ сана, савнă тусăм, çавăрса илетĕп те ĕнтĕ» — тесе савăнсах шухăшланă Биденко.
Вăл хăй йывăç темĕ хыçĕнчен Ваня умне ним сассăр тухса тăрассине, ăна аллинчен тытса: «Çитĕ, тусăм. Вăрманта уçăлса çӳрерĕн ĕнтĕ, çитĕ. Айта-ха каялла, машина çине. Анчах та асту эсĕ — урăх ун пек ан алхас, мĕншĕн тесен пурĕпĕрех ĕç тухас çук. Ефрейтор Биденкоран тарма пултаракан çын çĕр çинче çуралман-ха. Эс çакна ĕмĕрлĕхех асту», — тесе калассине куçпа курнă пекех курса пынă.
Çакăн пек ырă шухăшласа вăл савăнăçлăн кулнă. Тĕрĕссипе каласан, унăн ачана тыла леçсе ярасси килмен. Ытла та кăмăла кайнă ăна кăвак куçлă, сарă çӳçлĕ, начаркка, çав вăхăтрах мăнкăмăллă, вăхăчĕ-вăхăчĕпе хаяр, чăн-чăн пĕчĕк кĕтӳçĕ пек ача.
Биденко ăшĕнче Ваньăна питĕ ачашшăн, ăшă кăмăлпа юратнă. Çав юратура хĕрхенни те, мăнкăмăлланни те, ачан малашнехи пурнăçĕшĕн хăрани те пулнă. Тата темскер пулнă, анчах Биденко ăна ăнланса илеймен.
Ваня çинчен шухăшласан ефрейтор Биденко хăй пĕчĕк чухне мĕнле пулнине, ĕнесене çитерме çӳренине аса илнĕ.
Ăна ирхи вăхăт, ешерекен симĕс улăх тăрăх сарăлнă сĕт пек тĕтре аса килнĕ. Кĕмĕл пек сывлăм тумламĕсем — симĕссисем, кăваккисем, çулăм пек хĕрлисем — аса килнĕ. Акă унăн аллинче — шăхличĕ — вăл ăна çăвара хыпса вĕрет, çав тери таса, çав тери ачаш та савăнăçлă сасăсем кăларать.
Пуринчен ытла Биденко Ваньăна вăл машинăран сиксе тухсассăн хытă юратма тытăннă.
«Хăюллă, шуйттан çури. Нимĕнрен те хăрамасть. Чăн-чăн салтак, — тесе шухăшланă Биденко. — Шел, питĕ шел ăна леçсе яма. Анчах нимĕн тума та çук: хушнă».
Çавăн пек шухăшласа, разведчик вăрмана шалтан шала кĕрсе пынă. Ун шучĕпе, вăл ĕнтĕ тахçанах ачана тĕл пулмалла. Анчах ача курăнман.
Биденко час-часах чарăнса тăнă, кĕрхи вăрманăн шăплăхне итленĕ. Анчах, сăмах майĕн каласан, унăн хăнăхнă хăлхисемшĕн варман ытла шăп пулман. Биденко вăрманта тĕрлĕ тĕслĕ, хăлхана илтĕнмелле мар сасăсене уйăрса илнĕ. Анчах çав сасăсем хушшинче вăл ача утнă сасăсене пĕрре те илтмен.
Ача çухалмаллипех çухалнă.
Унăн ури йĕрĕсем ниçта та пулман, Биденко ахалех кашни йывăç тĕмне, кашни уйрăм йывăçа тишкĕрсе пăхнă. Çĕр çине выртса, вăл ӳкнĕ çулçăсене, курăксемпе мăка та сăнанă. Ниçта та нимĕн те пулман. Калăн — ача таçта сывлăшпа вĕçсе кайнă.
Чи ăста разведчик та çакăн пек йĕр хăвармасăр ниçта та кайма пултарайман пирки Биденко кирек кампа та тупăшма пултарнă.
Аптăранипе Биденко вăрман тăрăх пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле утнă. Тарнă ачан мĕншĕн-ха пĕр йĕрĕ те юлман, тесе шухăшласа пуçне çĕмĕрсех пынă.
Пĕрре вăл питĕ килĕшӳсĕр япала та туса илнĕ. Сассине улăштарса, вăл хĕрарăм пек кăшкăрнă:
— Ванюшка-а! Ау-у-у! Çитĕ выляма-а-а! Кайма вăхăт çитрĕ-ĕ-! — тенĕ.
Анчах çавăнтах хăйĕнчен хăй йĕрĕннĕ.
Вăл сехет çине пăхнă та ачана ĕнтĕ икĕ сехет ытла шыранине пĕлнĕ. Вара уншăн ача чăнах та тарни, ăна халĕ тин тавăрас çукки паллă пулнă.
Ватă разведчик нихçан та çакăн пек намăс курман. Халĕ унăн Егоров сержанта мĕн каламалла пулать-ха? Унăн куçĕнчен мĕнле пăхмалла? Юлташсем çинчен каламалли те çук: кулса тăна ярĕç. Хуть те çĕр тĕпне анса кай.
Анчах урăх нимĕн тумалли те юлман. Арçури пек, кунта çĕрлечченех çӳремелле мар ĕнтĕ.
Биденко компас çине пăхса илнĕ те, ӳсĕркелесе каялла, машина патне утнă. Анчах машини — ку çапла пуласса вăл кĕтсех тăнă — вырăнта пулман ĕнтĕ. Вăл кайнă. Васкавлă боевой задание пурнăçа кĕртмелле пирки, шофер çавăн чухлĕ вăхăт кĕтсе тăма пултарайман. Тепĕр тесен, халĕ машина кирлĕ те пулман.
Анчах каялла кайма тапраниччен, Биденко ларса чĕлĕм туртма тата пуртенккине салтса çĕнĕрен чĕркеме шутланă.
Вăл вăрманта майлăрах тунката шыраса тупнă та, ун çине ларнă. Анчах вăл чĕлĕм чĕркеме хут тытса хутаççинчен табак илме хатĕрленнĕ кăна — сасартăк çӳлти туратсем хушшинче темскер кăштăртатнă та, çӳлтен ун пуçĕ çине темĕнле япала персе аннă. Биденкона ку темĕнле кайăк ӳкнĕ пек туйăннă. Анчах, лайăхрах пăхсассăн, вăл ахлатсах янă. Ку хайхи «пĕчĕк кĕтӳçĕ» хăйĕн хутаççинче чиксе çӳренĕ хуплашкасăр букварь пулнă иккен.
Биденко çӳлелле пăхнă та, чи çӳлте, симĕс туратсем хушшинче хăй палланă, килте тĕртнĕ пире пĕветсе çĕленĕ кĕрентерех тĕслĕ йĕме курах кайнă. Йĕм пĕççинчен çĕрулми пек вараланчăк çара урасем курăннă.
Çав самантрах Биденко хăйне çĕлен сăхнă пек сиксе тăнă та, табак хутаççине те, чĕрсе илнĕ хутне те, кăларса хатĕрлене зажигалкине те çĕре ывăтса, пĕр минут хушшинчех йывăç тăррине хăпарса кайнă.
Ваня хускалман. Биденко туратран аллисемпе уртăннă та, çывăрнине курнă. Вăл сарă-кĕрен тĕслĕ, смалаллă турат çине утланса ларнă, аллипе йывăçа ыталаса, пуçне ун çумне тĕрентерсе, ача ыйхипе пит те тутлă çывăрнă. Унăн сенкертерех пичĕ çине куç харши мĕлки ӳкнĕ, сивчир кĕсенĕсем тухнă тутисем йăвашшăн кулнă. Ача хуллен кăна харлаттарса çывăрнă.
Биденко пĕтĕмпех ăнланса илнĕ ĕнтĕ. «Пĕчĕк кĕтӳç» ăна çав тери лайăх улталанă иккен. Разведчикран тарса пĕтĕм вăрман тăрăх чупса çӳрес вырăнне Ваня урăхла тунă: вăл вăрманта курăнми пулсанах çӳллĕ йывăç тăррине хăпарса кайнă та, шав-тавраш иртсе кайиччен çавăнта ларма, унтан вара анса хăйĕн çулĕпе кайма шут тытнă. Çĕтĕлнĕ михĕрен çав букварь тухса ӳкмен пулсан, паллах никам та тупаймастчĕ.
«Ах, епле чеескер! Ну, тилĕ те вĕт, каласа парам эп сире! Нимĕн те калаймăн — пултарать!» — тесе шутланă Биденко Ваня çине савăнса пăхса.
Биденко ачана хулпуççинчен çирĕппĕн ыталаса илнĕ те, ăна çывăракан питĕнчен çывăхранах пăхса, ачашшăн кăна:
— Айта-ха, пĕчĕк кĕтӳçĕм, аяла анар, — тенĕ.
Ваня куçĕсене хăвăрт уçнă, унтан салтака курнă та — аяккалла туртăннă. Анчах Биденко ăна çирĕп тытса тăнă. Ача тин çăлăнас çуккине ăнланса илнĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ, — тенĕ вăл çывăрнипе тытăнса ларнă салхуллăрах сасăпа.
8
Тепĕр пилĕк минутран, букваре, махоркăна тата зажигалкăна пуçтарса илсе, вĕсем фронтăн иккĕмĕш эшелонне çула май каякан машина çине ларма пулмĕ-ши тесе, çул шыраса вăрман тăрăх утса пынă.
Ваня малта утнă, Биденко ун хыçĕнчен пĕр утăм каярах, куçне ача çинчен пĕр самантлăха та илмесĕр пынă.
— Çитĕ, тусăм, — тенĕ Биденко ăс памалли сасăпа, — вăрманта уçăлса çӳрерĕн ĕнтĕ, халĕ çитет. Мĕншĕн тесен пурĕпĕрех ĕç тухас çук. Манран тарма пултаракан çын çĕр çинче çуралман-ха. Эс çакна ĕмĕрлĕхех асту.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр, — тенĕ ăна хирĕç Ваня хаяррăн, каялла çавăрăнса пăхмасăрах, — çав манăн букварь пулман пулсан эсир мана нихçан та тытас çукчĕ.
— Ан шарла. Тытаттăм.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр.
— Чăнласах калатăп. Манран никам та тарайман-ха.
— Эпĕ çапах та тартăм.
— Тарайман пулăттăн...
— Пулăттăн та пулмăттăн…
— Ак сана «пулмăттăн».
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр.
— Ан янăраса пыр.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр, — тесе çине тăрсах каласа пынă Ваня.
— Пĕтĕм вăрмана ухтарнă пулăттăм та — тупаттăм.
— Мĕншĕн ухтармарăр-ха вара?
— Ухтармарăм çав. Нумай ыйтсассăн — чĕлхӳ сӳсленсе кайĕ. Эпĕ сана паллăсем тăрăх тупаттăм.
— Мĕншĕн тупаймарăр-ха вара?
— Эпĕ сана тупрăм.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Эпĕ сирĕнтен чеерех. Эсир мана компас тăрăх шырарăр, çапах та тупаймарăр.
— Мĕн сӳпĕлтететĕн чĕлхӳпе! Эпĕ хăçан шыранă сана компас тăрăх?
— Шырарăр çав: эсир мана курмарăр, эпĕ йывăç çинчен сире куртăм.
— Мĕн куртăн вара эсĕ?
— Ман йĕр çине компас лартса пăхнине куртăм.
«Акă, шуйттан çури, пурне те асăрхать вăл», — тесе шухăшланă Биденко ачана çав тери юратса. Вара сассине юри хытарса, çапла каласа хунă:
— Ку вăл, тăванăм, эсĕ ăнланмалли ĕç мар. Эпĕ компас тăрăх машина хăш вырăнта тăнине çеç палăртса хăвартăм. Санăн ĕç çук унта.
Биденко кунта кăштах суйса илнĕ, анчах ăна ку та пурĕпĕр пулăшайман.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр, — тенĕ Ваня каллех, çине тăрса. — Эсир мана тытас тесе компас тăрăх шырарăр. Эпĕ пĕлсех тăратăп ăна. Анчах сирĕн ĕç тухмарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ сиртен чеерех пултăм. Эпĕ сире хуть те епле вăрманта та, хуть кăнтăрла, хуть çĕрле нимĕнле компассăрах тупнă пулăттăм.
— Ну, тăванăм, эсĕ куна ытлашши иртĕнсе калатăн.
— Тавай тавлашатпăр.
— Асту, санпа тавлашатăп пулĕ. Çамрăк-ха.
— Ну, ахаль туса пăхăпăр эппин. Тавлашмасăр. Эсир ман куçа мĕнпе те пулин çыхăр та, манран тарса пытанăр. Пĕр пилĕк минутран эпĕ сире шырама тытăнатăп.
— Ну, тупаймастăн та вара.
— Çук, тупатăп.
— Нихçан та тупаймастăн!
— Тĕрĕслесе пăхăпăр.
— Ну, тавай эппин! — кăшкăрса янă Биденко, мĕншĕн тесен ун ăшĕнче сасартăк разведчик хĕрӳлĕхĕ вĕреме пуçланă. — Ниепле те тупаймастăн! Анчах та чим-ха… — тенĕ вăл кăшт иккĕленерех. — Мĕн пулса тухать-ха ку? Эпе санран вăрмана тарса пытанатăп, эсĕ вăл вăхăтра манран каллех таратăн? Э-э, çук, ачам. Сан çине пăхатăп-пăхатăп та, ытла та чее иккен эсĕ.
Ваня кулса янă.
— Тарасран хăратăр-и?
— Нимĕнрен те хăрамастăп, — тенĕ Биденко салхуллăн. — Эсĕ ытлашши нумай сӳпĕлтететĕн. Сана итлесе манăн пуç та ыратакан пулчĕ ĕнтĕ.
— Эсир ан хăрăр, — тенĕ ача хавассăн, — эпĕ сиртен пурĕпĕрех таратăп.
Ефрейтор Биденко ачан çак хавассăн каланă сăмахĕсенче вăл хăйне хăй çав тери шаннине, хăюллă кăмăл пулнине сиснĕ, çавăнпа хирĕç нимĕн те каламан пулин те, ачана хытă асăрхаса пыма шутланă.
Вăл Биденко умĕнчен хăйĕн çирĕп çара урисемпе çивĕччĕн утса пырса, хăйне разведчиксем кӳрентернĕшĕн тавăрнă пек, тарăхтармалла калаçса пынă:
— Курăр акă, таратăп. Эсир мана хуть те хăвăр çумма çыхса лартăр. Пурĕпĕрех таратăп.
— Мĕн тесе шутлатăн тата эсĕ? Çыхатăп. Эпĕ ун пек ĕçсене часах туса хуратăп. Курăпăр вара эсĕ мĕнле тарнине.
Биденко шухăша кайнă.
— Тупата туршăн! — тенĕ вăл сасартăк татăклăн. — Акă, кантăра илетĕп те, кăкаратăп.
Биденкон, кашни тĕплĕ разведчикĕнни пекех, хăй çумĕнче пĕр пилĕк метр тăршшĕ çинçе те çирĕп кантăра пулнă. Вăл хăйсем машина çине ларсан Ваньăна хăй çумне кăкарса лартас тесе чăнласах шухăшлама пуçланă. Каясса чылай инçе каймалла пулнă. Çул çинче аван кăна çывăрса илме те май килнĕ. Анчах та, çак ача кашни минутрах машина çинчен сикме пултарать пулсан, епле çывăратăн-ха!
«Мĕн вара, чăнах, — тесе шухăшланă Биденко, — çыхса лартатăп та — ĕçĕ те пĕтрĕ. Кайран, вырăна çитсен, салтатăп. Нимĕн тума та çук унпа».
Вĕсем çул çине тухса çула май каякан машина çине ларсан Биденко чăнах та кĕсьинчен тирпейлĕн чĕркесе хунă кантăра кăларнă.
— Ну, асту, пĕчĕк кĕтӳçĕ, эпĕ сана халех кăкаратăп, — тенĕ вăл хавассăн, ачана кӳрентерес мар тесе, ĕçе шӳтлĕрех тума тăрăшса.
Анчах Ваня кӳренме шухăшламан та. Хăйĕнпе шӳтлĕрех калаçнине курса вал хăй те çав майлах тавăрса каланă:
— Çыхăрах, пичче, çыхăрах. Анчах тĕввине çирĕпрех тăвăр, эп салтмалла ан пултăр.
— Ман тĕвве салтаймăн, тăванăм. Эпĕ йĕкĕр тĕвĕ тăватăп, ăна «тинĕс тĕвви — иккĕлле тĕвĕ», теççĕ.
Çак сăмахсемпе Биденко кантăрăн пĕр вĕçне Ваньăн аллинчен чавсинчен çӳлерех «тинĕс тĕввипе» — ыраттармалла мар, анчах çирĕппĕн çыхса лартнă, кантăран тепĕр вĕçне хăйĕн алли тавра чĕркенĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, тăванăм, пĕчĕк кĕтӳçĕм, санăн ĕçӳсем начар. Тин тараймастăн.
Ача ăна хирĕç нимĕн те чĕнмен. Вăл куçĕсене хупнă, — куçĕсенче темĕнле кăвак çутăсем сиккеленĕ.
Грузовикĕ питĕ лайăх, пысăк, çиелтен брезентпа витнĕскер пулнă, — Америкăран кӳрсе килнĕ вĕр-çĕнĕ «студебеккер». Вăл вырăна çитичченех пушăлла кайнă. Малтанах ун çинче Биденкопа Ваня çеç ларса пынă. Вĕсем шофер кабини çумнех, пушă михĕсем çинче питĕ лайăх вырнаçнă, кунта пĕртте сиктермен.
Биденко темиçе хутчен те ачапа сăмах тапратма тытăннă, анчах Ваня нимĕн те чĕнмен.
«Пăхăр-ха тархасшăн, епле мăнкăмăллă, — тесе шухăшланă Биденко йăл кулса. Хăй пĕчĕккĕ, анчах — хаяр. Пурăнăçра нумай тӳснĕ курăнать».
Вара вăл каллех хăй ача чухне мĕн-мĕн курнисене аса илме пуçланă.
Çав хушăра кашни контроллĕ пункт патĕнчех машина çине çĕнĕ çынсем ларнă. Часах машина туллиех пулнă.
Кунта малти линирен килекен, халĕ çеç çапăçуран тухнă салтаксем те пулнă. Вĕсене шлемĕсем тăрăх тата мăйĕсенчен çыхса янă кĕске те вараланчăк плащ-палаткăсем тăрăх тӳрех паллама пулнă.
Ансăр кĕмĕл погонлă тăвăр шинельсем тата çĕнĕ, хытă картуссем тăхăннă икĕ интендант пулнă.
Военторгра ĕçлекен хĕр ларнă. Вăл хăй çине резинăланă плащ урисене кĕске кунчаллă керзовăй атă тăхăннă. Унăн ялти хĕрарăмсем пек çыхса янă тутăр айĕнчен курăнакан çаврака та хĕрлĕ пичĕ купăста пуçĕ пек туйăннă.
Темиçе латчик-истребительсем, пит те хаваслă калаçаканскерсем, пулнă. Вĕсем авиаци заводĕнчи хулăн кĕленче юлашкисенчен тунă çап-çутă портсигарсенчен пĕрмаях пируссем кăларса туртнă.
Тата хĕрарăм — çарти хирург, мăнтăр, ватăлма пуçланă, çаврака куçлăхпа, кăвак çӳçне кĕскен кастарнă, пуçĕ çине кăвак берет тăхăннăскер ларса пынă.
Пĕр сăмахпа каласан, кусем пурте вăрçа çулĕсем тăрăх çула май каякан машинăсем çине ларса çӳрекен çынсем пулнă.
Тĕттĕмленнĕ.
Машина çине карнă брезент çинче çумăр кĕрлеме пуçланă. Анчах инçе каймалла пулнă-ха. Çавăнпа та çынсем майпенех тĕлĕрсе çывăрса кайма пуçланă, кам мĕнле пултарнă — çавăн пек вырнаçнă.
Кантăрана яваласа тытнă аллине пуçĕ ăйне хурса, ефрейтор Биденко та тĕлĕрме тытăннă. Анчах унăн ыйхи питĕ çăмăл пулнă. Вăхăтран вăхăта вăл вăраннă та, кантăраран туртса пăхнă.
— Ну, мĕн кирлĕ сире? — ыйхăллă сасăпа ыйтнă Ваня. — Эпĕ кунтах-ха.
— Çывăратăн-и, пĕчĕк кĕтӳçĕм?
— Çывăратăп.
— Юрĕ. Çывăр. Эпĕ куна ахаль çеç: линие тĕрĕслетĕп. Вара Биденко каллех çывăрса кайнă.
Пĕринче ăна сасартăк Ваня хăйĕн çывăхĕнче çук пек туйăннă. Вăл хăвăрт тăрса ларнă, кантăраран туртнă, анчах ответ пулман. Ефрейтор çамки çине сивĕ тар тапса тухнă. Вăл чĕркуççи çине тăрса, яланах хатĕр тытнă электричество фонарне çутнă.
Çук. Нимĕн те пулман иккен. Пурте йĕркеллĕ. Ваня малтанхи пекех, чĕркуççисене куклетсе юнашарах çывăрнă. Биденко ăна питĕнчен çутатнă. Ачан сăнĕ лăпкă пулнă. Вăл çав тери хытă çавăрнă, пичĕ патнех илсе пынă электричество фонарĕн çутти те ăна вăратма пултарайман.
Биденко фонарьне сӳнтернĕ те, хăйсем Ваньăна тупнă каçа аса илнĕ. Ун чухне те ăна питĕнчен фонарьпе çутатса пăхнăччĕ. Анчах ун чухне еплеччĕ унан сăнĕ: асаплă, чирлĕ, хыткан, хăрушă. Епле вăл ун чухне сасартăк картах сикрĕ! Епле тискеррĕн пăхрĕç унăн куçĕсем! Епле хытă хăрани палăрчĕ вĕсенче!
Ку вĕт пĕтĕмпе те темиçе кун каялла çеç пулнă. Анчах халĕ ача лăпкăн çывăрать, кăмăллă тĕлĕксем курать. Акă мĕне пĕлтерет вăл юлашкинчен хамăр çынсем патне лекни. Тăван килте стенасем те сыватаççĕ, тесе тĕрĕс калаççĕ çав çынсем.
Биденко выртнă та, грузовик сиккелесе пынă май каллех тĕлĕрсе кайнă.
Халĕ вăл чылай вăхăт татах лăпкăн çывăрнă, анчах вăрансассăнах кантăраран туртса пăхма манман. Ваня сасă паман.
«Çывăрать пулĕ-ха, — тесе шухăшланă Биденко, — ĕшеннĕ вĕт вăл».
Биденко тепĕр еннелле çавăрăнса выртнă, тата кăштах çывăрнă, унтан каллех кантăраран туртнă.
— Итлĕр-ха, эпĕ ăнланаймастăп, мĕн пулса иртет кунта? Хаçан пĕтет ку? — тесе мăкăртатакан хĕрарăмăн хулăн сасси илтĕнет тĕттĕмре, — Мĕншĕн мана кантрапа çыхнă? Мĕншĕн мана турткалаççĕ? Кам мана текех çывăрма памасть?
Биденкон çан-çурăмĕ сăрăлтатса кайнă.
Вăл электричество фонарне çутнă та, унăн куçĕсем хуралсах кайнă: машина çинче ача çук, кантăрана хĕрарăм-хирургăн аттинчен çыхнă. Хирург урайĕнче ларнă, электричество фонарĕн çутти унăн куçлăхĕсене çеç çутатса ялтăртаттарнă.
— Эй, шофер! Чарăн! — тесе кăшкăрса янă Биденко, шоферăн кабинине мĕн пур вăйран шаккаса.
Машина чарăнассине кĕтмесĕрех, вăл такамсен аллисемпе урисем, михĕсемпе чемодансем тăрăх пырса çĕрелле ыткăннă. Вăл пĕррех машин çинчен шоссе çине сиксе аннă.
Каçĕ сĕм тĕттĕм пулнă, нимĕн те курăнман. Çӳлтен сивĕ çумăр кастарнă. Хĕвеланăçĕнчи горизонтра, инçетре, артиллери çапăçăвĕн çуттисем палăрнă.
Шоссе тăрăх унталла та, кунталла та вуншар, çĕршер грузовой тата çăмăл машинăсем, транспортерсем, тягачсем, тупăсем, бензин турттаракан машинăсем чупнă. Вĕсем хăйсен фарисемпе çул çинчи шыв лупашкисене çутата-çутата малалла кайнă.
Биденко пĕр хушă аллисемпе урисене кăштах саркаласа тăнă. Унтан пĕтĕм вăйпа сурнă та:
— Э, кайтăрах вăл шуйттан патне! — тенĕ.
Вара васкамасăр каялла, çывăхри регулировщик патнелле утнă. Унта вăл малти лини еннелле каякан çула май машина çине ларма шутланă.
9
— А ну, каччă, пăрăн-ха хапха патĕнчен. Кунта ют çынсен тăма юрамасть.
— Эпĕ ют çын мар.
— Мĕнлескер тата эсĕ?
— Эпĕ хамăр çын.
— Епле хамăр çын?
— Совет çынни.
— Совет çынни пулин. Калатăп сана: юрамасть. Юрамасть пулсан — юрамастех ĕнтĕ. Иртсе кай хăвăн çулупа.
— Пичче, кунта штаб-и?
— Хуть те мĕн пултăр.
— Манăн начальник патне кĕмелле.
— Мĕнле начальник патне?
— Чăн асли патне.
— Нимĕн те пĕлместĕп. Иртсе кай.
— Кӳртĕр ĕнтĕ, пичче. Мĕнех вара сире уншăн?
— Кай, кай. Манăн санпа калаçса тăмалли çук. Курмастăн-и, эпĕ постра тăратăп.
— Эсир манпа ан та калаçăр, пичче. Мана начальник патне кӳртĕр те — ĕçĕ те пĕтрĕ.
— Ха, епле çивчĕ эсĕ, — терĕ часовой кулса. Унтан сасартăк хаярланса кăшкăрса пăрахрĕ: — Кунта нимĕнле начальник та çук.
— Тĕрĕс мар сирĕн сăмахăр. Начальник пур.
— Эсĕ ăçтан пĕлетĕн?
— Тӳрех курăнать. Пӳрчĕ лайăх. Кил хушшинче йĕнĕрленĕ лашасем тăраççĕ. Авă темĕнле инке самовар çĕклесе кĕрсе кайрĕ. Хапха патĕнче часовой тăрать.
— Пĕтĕмпех курать-çке вăл. Сан çине пăхатăп та эпĕ — ытлашши сивĕч эсĕ.
— Кӳртĕр, пичче!
— Асту, эпĕ акă халех шăхăртса караул начальникне чĕнсе кăларатăп та, вăл сана йăпăртах кунтан тытса каять.
— Ăçта тытса каять?
— Кирлĕ çĕре. Ну! Кама калатăп эпĕ? Пăрăн хапха патĕнчен. Юрамасть — акă сана манăн пĕтĕм сăмах.
Ваня аяккарах пăрăнса кайрĕ. Вăл кивĕ арман чулĕ çине ларчĕ, янаххине ал тупанĕ çине хучĕ те, хапха çинчен куç илмесĕр пăхса, чăтăмлăн кĕтме тытăнчĕ. Часовой мăйĕ çинчи, автомат чĕнне тӳрлетрĕ те, пӳрт умĕнчи карта çумĕпе, хĕрлерех сăранпа тĕпленĕ шурă çăматтисемпе çемçен пусса каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ.
Биденкоран иккĕмĕш хут тарсан, Ваня разведчиксен палатки тăнă вăрмана шырама тытăннă. Ваньăн нимĕнле çирĕп план та пулман. Унăн чунĕ хăйне малтанах çав тери лайăх, ăшшăн йышăннă çынсем — разведчиксем патне туртнă.
Вĕсем ăна тыла ăсатни пĕр-пĕр йăнăш пирки кăна пулнă пек, вăл йăнăша çăмăллăнах тӳрлетме май пулас пек туйăннă. Тепре лайăхрах ыйтса пăхмалла çеç.
Анчах та, Ваня тĕрлĕ вырăнсене уйăрса илме, çулсене тупма çав тери ăста пулнă пулин те, вăл çав вăрманпа çав палаткăна ниепле те шыраса тупайман. Ытла та пурте хĕвеланăçнелле куçса кайнă. Ытла та пурте улшăннă, палламалла мар пулса тăнă.
Ваня хăй çав таврарах, тен юнашарах çӳренине пĕлнĕ, — анчах ни çав вăрман, ни çав палатка пулман. Вăрманĕ ĕнтĕ çавăн пекех туйăннă. Анчах халĕ вăл пĕтĕмпех пушă пулнă.
Икĕ кун хушши ача темĕнле халиччен пĕлмен çĕнĕ çулсемпе чаçсем тăрăх, çунтарса янă ялсем тăрăх çӳренĕ, тĕл пулакан çар çыннисенчен разведчиксен палаткине мĕнле тупмалли çинчен ыйтнă. Анчах та вăл лешсем мĕнле разведчиксем пулнине, вĕсем хăш чаçрисем пулнине пĕлмен пирки — ăна никам та нимĕн те калама пултарайман.
Кунсăр пуçне, çар çыннисем пурте питĕ шанманскерсем, калаçма юратманскерсем пулнă.
Ваня ыйтнисене хирĕç вĕсем пуринчен ытларах çапла ответсем панă:
— Пĕлместĕп.
— Мĕн тума кирлĕ сана?
— Комендант патне кай.
— Юрамасть.
Тата ытти çавăн майлă сăмахсем çеç каланă. Ваня ĕнтĕ аптрасах çитрĕ, чăнах та тылри пĕр-пĕр хулана кайса хăйне ача-пăча çуртне илме ыйтас мар-ши, тесе те шухăшлама пуçларĕ.
Юлашкинчен вăл, çав тери çирĕп кăмăллă пулнă пулин те, çавăн пекех тăватчĕ пулĕ, анчах вăл часах пĕр арçын ачапа тĕл пулнă.
Çав ача Ваньăран нумаях аслă пулман. Вăл пĕр вунтăваттăра пулнă, сăнран пăхсан — унтан та кĕçĕнтерех. Анчах та — турăçăм! — епле ача пулнă вăл!
Кун пек чаплă ачана Ваня çуралнăранпа та курман. Вăл гварди кавалерин пĕтĕм походнăй формине тăхăннă. Шинелĕ — вăрăм, ура тупанĕ таранах, юбка пек, пуçĕ çинче — хура така тирĕнчен çĕленĕ хĕрлĕ тăрăллă çаврака çĕлĕк, погонĕсем çинче — пĕчĕк йĕнер пускаçĕсем урлă — хĕресленнĕ икĕ хĕç кĕлетки, атă кĕлисем çинче — шпорсем, юлашкинчен — çар çыннине илем кӳртекен чи чаплă япала — çурăмĕ хыçнелле уртса янă хăмаç пек хĕрле башлык пулнă.
Илемлĕ çӳçлĕ пуçне кăштах чалăштарса, ача пысăках мар казак хĕçне тасатса тăнă. Ăна вăл вăрманти çемçе çĕр ăшне аври таранах чике-чике кăларнă.
Кун пек ачапа калаçма мар, ун çывăхне пыма та хăрушă пулнă. Анчах Ваня хăравçах пулман. Нимĕн те пулман пекех, вăл çав чаплă ача патне пынă та, урисене сарса, аллисене каялла тытса, ун çине пăхма тытăннă.
Анчах çар ачи ун çине хăрах куç харшипе те хускатман. Ваня çине вуçех те çавăрăнса пăхмасăр вăл хăйĕн ĕçне тунă. Хушăран вăл, пите пысăк ĕç тăвакан çын пек, шăл витĕр суркаласа илнĕ. Ваня шарламан. Леш ача та чĕнмен. Ку чылайччен çавăн пек пулса пынă. Юлашкинчен çар ачи тӳссе тăрайман.
— Мĕн тăратăн? — тенĕ вăл сиввĕн.
— Тăрас килет те — тăратăп, — тенĕ Ваня.
— Кай, ăçтан килнĕ — çавăнта.
— Ху кай. Вăрман сан мар.
— Манăн çав.
— Епле вăл?
— Çаплах. Кунта пирĕн подразделени тăрать.
— Мĕнле подразделени?
— Сан ĕç çук унта. Куратăн — пирĕн лашасем.
Ача илемлĕ çӳçлĕ пуçĕпе каялла сулса кăтартнă та, Ваня йывăçсем хыçĕнче чăнах та карлăк çумне кăкарнă лашасене тата кавалеристсен хура буркисемпе хĕрлĕ башлыкĕсене курнă.
— Эсĕ кам пулатăн вара? — ыйтнă Ваня.
Ача, кăштах каçăрăлса, хăйĕн хĕçне йĕннине шарт кăна чиксе хунă, сурнă та — сурчăкне аттипе таптанă.
— Çарти званисен паллисене ăнланатăн-и? — тенĕ ача тăрăхларах.
— Ăнланатăп! — тенĕ Ваня хăй нимĕн ăнланман пулин те.
— Апла пулсан — акă, — тенĕ ача çирĕппĕн, хăйĕн погонĕ çине кăтартса. Унăн погонĕ урлă шурă хăю çĕлесе лартнă иккен. — Гварди кавалерин ефрейторĕ. Ăнлантăн-и?
— Ха! Ефрейтор! — кӳрентермелле кулса каланă Ваня. — Курнă эпир ун пек ефрейторсене!
Ача çилленсе пуçне ывăтса илнĕ.
— Тĕп-тĕрĕс калатăп — ефрейтор, — тĕнĕ вăл.
Анчах та ку уншăн сахал пек туйăннă. Вăл шинельне уçса янă. Вара Ваня унăн гимнастерки çинче кăвак пурçăн хăюран çакнă пысăк медаль курнă.
— Куртăн-и?
Ваня пусăрăнсах ларнă. Анчах вăл çакна пĕртте палăртман.
— Тем чаплă япалах пулĕ пит, — тенĕ вăл кулса, анчах хăй çав вăхăтрах кĕвĕçнипе йĕрсе ярас патнех çитнĕ.
— Чаплă-и, чапла мар-и, çапах та медаль, — тенĕ ача, — за боевые заслуги. Эсĕ, ху тĕрĕс-тĕкĕл чух, ăçтан килнĕ, çавăнта кай.
— Ытлашши ан вĕçкĕнлен. Атту ху туянатăн акă.
— Камран? — куçĕсене хĕснĕ чаплă ача.
— Манран.
— Санран? Çамрăк-ха ас, тăванăм.
— Санран çамрăках мар ĕнтĕ.
— Миçе çулта вара эсĕ?
— Унта сан ĕçĕ çук. Эсĕ ху миçере?
— Вунтăваттăра, — тенĕ ача, кăштах суйса.
— Хе! — тенĕ те Ваня, шăхăрса янă.
— Мĕн — хе?
— Епле салтак вара эсĕ?
— Ыттисем пекех. Гварди кавалерин салтакĕ.
— Кала тата! Юрамасть ун пек.
— Мĕн юрамасть?
— Ытла çамрăк.
— Санран аслăрах ĕнтĕ.
— Пурĕпĕр юрамасть. Ун пеккисене илмеççĕ.
— Анчах та мана илчĕç.
— Епле илчĕç-ха вара сана?
— Çаплах акă, илчĕç.
— Довольстви те памалла турĕç-и?
— Епле пултăр-ха тата.
— Тыттаратăн.
— Ун пек йăла çук манăн.
— Тупа ту.
— Гвардеецăн чăн-чăн сăмахне паратăп.
— Пур йышши довольстви те илмелле турĕç-и?
— Пур йышшине те.
— Хĕç-пăшал та пачĕç-и?
— Епле пултăр-ха тата. Мĕн памаллине пĕтĕмпех пачĕç. Ман хĕçе куртăн-и? Чаплă хĕç вăл, тăванăм. Златоустра тунăскер. Пĕлессӳ килет пулсан — ăна кустăрма пекех авма та пулать, çапах хуçăлмасть. Ку мĕн-ха вăл! Манăн тата бурка пур. Бурки — тĕлĕнсе каймалла вара. Питĕ илемлĕ. Анчах эпĕ ăна çапăçура çеç тăхăнатăп. Халĕ вăл ман хыççăн обозра çӳрет.
Ваня сурчăкне çăтнă та, обозра çӳрекен бурка хуçи çине самаях хурлăхлăн пăхса илнĕ.
— Мана илмерĕç çав, — тенĕ Ваня салхуллăн, — малтан илчĕç, угтан — юрамасть, терĕç. Эпĕ вĕсем патĕнче пĕрре палаткăра та çывăртăм. Артиллери разведчикĕсем патĕнче.
— Эппин, эс вĕсене кăмăла кайман, — тенĕ чаплă ача йĕкĕлтесе, — сана вĕсем ывăл вырăнне илесшĕн пулман — кăмăла кайман.
— Епле вăл ывăл вырăнне? Мĕнле ывăл вырăнне?
— Вăл паллă ĕнтĕ. Полк ывăлĕ вырăнне. Унсăр юрамасть.
— Эсĕ — ывăл-и мĕн?
— Эпĕ ывăл. Эпĕ, тăванăм, хамăр казаксем патĕнче иккĕмĕш çул ĕнтĕ ывăл вырăнĕнче шутланатăп. Вĕсем мана Смоленск патĕнчех йышăнчĕç. Мана, тăванăм, майор Вознесенский хăй илчĕ, хайĕн хушаматне çыртарчĕ, мĕншĕн тесен эпĕ тăлăх ача. Çавăнпа та мана халĕ гварди ефрейторĕ Вознесенский, тесе чĕнеççĕ, хам эпĕ Вознесенский çумĕнче связной пулса çӳретĕп. Вăл ман, тăванăм, пĕрре хăйĕнпе пĕрле рейда та илсе кайрĕ. Пирĕн казаксем унта нимĕçсен тылĕнче, çĕрле пысăк шав турĕç. Нимĕçсен штабĕ тăнă пĕр яла ыткăнса кĕчĕç те — пуçларĕç! Нимĕçсем урама аялти йĕмĕсемпе çеç сике-сике тухрĕç! Эпир унта вĕсене пĕр çĕр аллă пуç ытла шаккаса хутăмăр. Купăста туранă пекех турарăмăр.
Ача хăйĕн хĕçне йĕннинчен кăларса, Ваньăна хăйсем нимĕçсене мĕнле туранине кăтартса панă.
— Эсĕ те турарăн-и? — тĕленнипе чĕтерекен сасăпа ыйтнă Ваня.
Ача: «Епле пултăр-ха тата», тесе калама тăнă, анчах гвардеец совеçĕ тытса чарнă пулмалла ăна.
— Çук, — тенĕ вăл вăтанарах, — тĕрĕссипе каласан, эпĕ тураман. Манăн ун чухне хĕç те пулман. Эпĕ станковăй пулеметпа пĕрле тачанка çинчеччĕ... Ну, эсĕ эппин ăçтан килнĕ — çавăнта кай, — тенĕ сасартăк ефрейтор Вознесенский, таçтан килсе тухнă пит те шанмалла мар гражданинпа ытлашши туслă калаçнине тавçăрса илсе. — Сывпул, тăванăм.
— Сывпул, — тенĕ те Ваня салхуллăн, аяккалла пăрăнса кайнă.
«Эппин, эпĕ вĕсене кăмăла кайман» — тесе шухăшланă вăл хурланса, анчах çав самантрах хăйĕн пĕтĕм чĕрипе ку тĕрĕс маррине ту йса илнĕ.
Çук, çук. Унăн чĕри улталанма пултарайман. Унăн чĕри вăл разведчиксене питех те кăмăла кайни çинчен каланă. Пĕтĕм айăпĕ батарея командирĕ капитан Енакиев çинче, анчах вăл Ваньăна нихçан та курман вĕт.
Вара Ваньăн пуçне пĕр-пĕр аслă начальник патне çитсе, ăна капитан Енакиев çинчен жалоба парас шухăш килсе кĕнĕ.
Çапла майпа вăл юлашкинчен пĕр пӳрт патне çитсе тухнă. Унăн шучĕпе, çав пӳртре темĕнле питĕ пысăк начальник пулмалла.
Ваня арман чулĕ çинче ларса, пӳрт çинчен куç илмесĕр, çав начальник тухмĕ-ши, тесе чăтăмлăн кĕтнĕ.
Кăшт вăхăт иртсен, утнă çĕртех çемçе сăран перчетке тăхăнса, крыльца çине офицер тухнă та:
— Соболев, лаша пар! — тесе кăшкăрнă.
10
Кĕтес хыçĕнчен салтак йĕнерленĕ икĕ лашана чĕлпĕрĕсенчен хăвăрт çавăтса тухни тăрăх ача тӳрех ăнланса илчĕ: ку начальник — чи асли мар пулсан та, капитан Енакиева çителĕклех тыткалама пултаракан аслă начальник пулĕ, терĕ.
Унăн погонĕсем çинчи çăлтăрсем те çавнах кăтартнă. Вĕсем питĕ нумай пулнă. Кашни ылттăн погонĕ çинче, пĕчĕк тупăсене шутламасăр, тăватшар пулнă.
«Ватă мар пулсан та, генерал пулĕ-ха», — тесе шутланă Ваня, унăн çӳхе, лайăх тасатнă, шпорлă аттисем çине, кивĕ, анчах пит те тăп-тăп ларакан шинелĕ çине, иккĕмĕш тӳминчен çакса янă электричество фонарĕ, мăйĕнчен çакнă бинокль çине тата компаслă полевоя сумки çине юратса пăхса.
Салтак лашасене хапхаран урама илсе тухрĕ те, вĕсене калинкке умне тăратрĕ. Офицер лаша патне пычĕ, анчах утланса лариччен малтан лашине çирĕп те илемлĕ мăйĕнчен лăпкаса илсе, пĕр катăк сахăр хыптарчĕ.
Пур енчен пăхсан та, унăн кăмăлĕ питĕ аван пулнă. Паян ăна полк командирĕ хăй патне чĕнтерсен, вăл, тĕрĕссипе каласан, пĕртак шикленнĕ. Хăйĕн служби енĕпе унăн нимĕнле çитменлĕхсем те пулман пулин те вăл хайне ятласса кĕтнĕ. Пысăк начальниксем хăйсем патне сасартăк чĕнтерсен, яланах çавăн пек туйăнать вăл.
Анчах та полкăн çирĕп кăмăлла командирĕ ăна нихăш енчен те ятламан. Пачах урăхла пулнă: вăл унăн батарейин лайăх ĕçне асăннă тата юлашки çапăçура уйрăмах палăрнă пĕр вунă артиллериста награда памашкăн çырса пама хушнă. Пуринчен ытла полковник — çынсене питех те мухтама юратман çын — нимĕç танкĕсен резерви çине сасартăк çав тери вăйлă огневой налет тунăшăн мухтанă. Ку налета капитан Енакиев питĕ тĕплĕн шухăшласа хатĕрленĕ пулнă, çавă вара, юлашкинчен, тăшмана çĕнтерме май панă.
Полковник капитана хăйĕн походри самоварĕнчен чей ĕçтернĕ, — ку вара полкра питĕ пысăк чыс вырăнне шутланнă. Вăл капитан Енакиева алăк умне çитичченех ăсатнă та, юлашкинчен тата тепĕр хут:
— Пĕтĕмĕшпе илсен — аван çапăçатăр, — тенĕ. — Маттур, капитан Енакиев. — Çакна хирĕç капитан Енакиев, хумханнипе хĕрелсе кайса:
— Совет Союзне служить тăватăп, полковник юлташ! — тенĕ.
Çаксем пурте çав тери савăнтарнă, — капитан Енакиев хăйĕн офицерĕсене полк командирĕ вĕсен батарейине мухтани çинчен каласа пама ытла та кăмăллă пулать-çке, тесе шухăшланă.
— Пичче, — сасартăк илтрĕ вăл такамăн сассине.
Вăл сасă еннелле çавăрăнчĕ те, Ваньăна курчĕ. Ваня ун умĕнче аллисене тăсса, кăвак куçĕсемпе мăчлаттармасăр пăхса тӳп-тӳрĕ тăчĕ.
— Сирĕнпе калаçма ирĕк парсамăрччĕ, — терĕ Ваня, епле пулсан та салтак майлăрах пулма тăрăшса.
— Ну, мĕн тата, калаç, — терĕ капитан хавассăн.
— Пичче, эсир начальник-и?
— Çапла. Командир. Мĕн вара?
— Камăн командирĕ вара эсир?
— Батарея командирĕ. Хамăн салтаксен, хамăн тупăсен командирĕ.
— Офицерсемшĕн те командир-и эсир?
— Мĕнле офицерсем вĕт. Сăмахран каласан, хамăн офицерсемшĕн эпĕ командир.
— Капитамсемшĕн те командир-и?
— Капитансемшĕн эпĕ командир мар.
Ача сăнĕ çинче унăн кăмăлĕ çав тери хуçăлни палăрчĕ.
— Эпĕ ĕнтĕ çапла шутланăччĕ: эсир капитансемшĕн те командир пулĕ, тенĕччĕ.
— Сана вăл мĕн тума кирлĕ?
— Кирлĕ çав.
— Çапах та, мĕн тума?
— Эсир капитансемшĕн командир мар пулсан, калаçмалли те çук. Мана, пичче, пур капитансене те приказ пама пултаракан командир кирлĕ.
— Пур капитансене те мĕнле приказ памалла вара? Ку питĕ интереслĕ.
— Пур капитансене те приказ пама кирлĕ мар. Пĕрне çеç памалла.
— Кама вара вăл?
— Енакиев капитана.
— Мĕнле, мĕнле каларăн эсĕ? — тĕлĕннипе хыттăн ыйтрĕ Енакиев.
— Енакиева.
— Хм... Мĕнле капитан вара вăл?
— Вăл, пичче, разведчиксен командирĕ пулса тăрать. Вĕсен вăл чи асли. Вăл мĕн хушать, лешсем пурне те тăваççĕ.
— Мĕнле разведчиксен?
— Мĕнлисен пулни паллах ĕнтĕ. Артиллери разведчикĕсен. Нимĕçсен огневой точкисене паллă тăваканнисен. Эх, пичче, хаяр вара вĕсен капитанĕ. Аптăрамалла.
— Эсĕ вăл хаяр капитана хăçан та пулсан курнă-и?
— Пĕтĕм инкекĕ — çавă çав. Курман эпĕ ăна.
— Вăл сана курнă-и?
— Вăл та мана курман. Вăл мана тыла илсе кайса комендант аллине пама хушнă.
Офицер куçĕсене хĕсрĕ те, ача çине тинкерсе, тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Чим-ха... Чим. Эсĕ мен ятлă?
— Эпĕ-и? Ваня.
— Ахаль — Ваня çеç-и? — кулса илчĕ офицер.
— Ваня Солнцев, — тӳрлетсе каларĕ ача.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ-и?
— Тĕрес! — терĕ Ваня тĕлĕнсе. — Мана разведчиксем «пĕчĕк кĕтӳçĕ» тесе ят пачĕç. Эсир ăçтан пĕлетĕр ăна?
— Эпĕ, тăванăм, капитан Енакиевăн батарейинче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех пĕлетĕп. Анчах та кала-ха эсĕ мана, савнă тусăм, капитан Енакиев сана тыла леçсе хăварма хушнă пулсан, эсĕ епле майпа кунта килсе лекрĕн?
— Эпĕ тартăм, — хуллентерех ответ пачĕ Ваня, хăй именнĕ пек пулнине кăтартма тăрăшса.
— Ах, ав епле! Мĕнле тартăн-ха эсĕ?
— Шут тытрăм та — тартăм.
— Тăруках шут тытрăн та, тăруках тартăн-и?
— Çук, тăруках мар, — терĕ те Ваня, пĕр урипе тепĕр урине хыçса илчĕ. — Эпĕ унтан икĕ хут тартăм. Малтан эпĕ унтан пĕрре тартăм, анчах вăл мана тупрĕ. Кайран вара тепре тартăм та, вăл мана текех тупаймарĕ.
— Кам вара вăл?
— Биденко пичче. Ефрейтор. Вĕсен разведчикĕ. Тен, пĕлетĕр ăна?
— Илтнĕ, илтнĕ, — терĕ Енакиев, тата ытларах тексĕмленсе, — анчах та манăн эсĕ Биденкоран тарнине ĕненесех килмест. Çынни ун пек мар вăл. Ман шутпа, чунăм, эсĕ темĕскер шухăшласа кăларатăн. Э?
— Пĕртте суймастăп, — терĕ Ваня, яштах тăсăлса тăрса. — Нимĕн те шухăшласа кăлармастăп. Тĕп-тĕрĕс калатăп.
— Илтрĕн-и, Соболев? — хăйĕн лашине пăхакан салтак еннелле çавăрăнса ыйтрĕ капитан. Лешĕ унччен хăйĕн командирĕ пĕчĕк ачапа калаçнине çав тери тĕлĕнсе итлесе тăнă.
— Тĕрĕс, илтрĕм.
— Мĕн калăн-ха ĕнтĕ эсĕ? Биденкоран ача тарасси пулма пултарать-и?
— Ĕмĕрте те çук, — ахăлтатса кулса ячĕ Соболев. — Биденкоран çакăн пек шăхличĕ мар, пĕр пысăк çын та тараймасть. Вăл, капитан юлташ, — ун пек каланăшăн каçарăр та, — пĕртак кăна юптарать.
Ваня тарăхнипе кăвакарсах кайрĕ.
— Вырăнтан хусканам мар! — терĕ те ача çирĕппĕн, салтак çине сиввĕн пăхса илчĕ.
Унтан вĕриленсе, хĕрелсе кайса, ватă разведчика епле улталани çинчен хăвăрт-хăвăрт, пĕр ĕç çинчен вуннăмĕш çине куçса, каласа пама тытăнчĕ.
Ваня кантăрапа пулса иртнĕ ĕç çинчен калама пуçласан, капитан чăтса тăраймарĕ. Вăл куççулĕсене перчеткепе шăлса илчĕ те, çав-тери янăракан хулăн сасăпа кулса ячĕ. Ăна илтсе лашасем те хăлхисене тăратса ташла пуçларĕç. Соболев, хăйĕн командирĕ умĕнче ытлашши хыттăн кулма хăймасăр пуçне пăркаласа, çăварне аллипе хупласа, пĕрмай:
— Ай, Биденко! Ай, чаплă разведчик! Ай, профессор! — тесе кулчĕ.
Ваня хăй çар ачипе тĕл пулни çинчен каласа пама тытăнсан, капитан Енакиев сасартăк тĕксĕмленчĕ, шухăша кайрĕ.
— Вĕсем мана хăйсен ывăлĕ вырăнне илчĕç, тет, — салхуллă каласа пачĕ Ваня çар ачи çинчен, — вĕсем патĕнче эпĕ халь полк ывăлĕ, тет. Эпĕ вĕсемпе пĕрле пĕрре рейда та кайрăм, тачанка çинче станковăй пулемётпа пĕрле пытăм, тет. Мĕншĕн тесен эпĕ хамăрăннисене кăмăла кайнă, тет. Эсĕ хăвăрăннисене кăмăла кайман пулас, тет.
Çак тĕлте Ваня тарăнăн сывласа илчĕ те, хăйĕн айван, çав тери илемлĕ куçĕсемпе капитанăн куçĕсенчен пăхрĕ.
— Анчах та вăл, пичче, эпĕ хамăрăннисене кăмăла кайман тесе суять. Эпĕ хамăрăннисене пит те кăмăла кайрăм. Тĕрĕс калатăп. Вĕсем мана хĕрхенетчĕç. Анчах вĕсем Енакиев капитана хирĕç нимĕн тума та пултараймарĕç.
— Апла, çакăн пек пулса тухать, эппин: эс пурне те кăмăла кайнă, пĕр капитан Енакиева çеç кăмăла кайман?
— Çапла çав, пичче, — терĕ Ваня, куçĕсене, айăпа кĕнĕ пек мăчлаттарса. — Пурне те кăмăла кайрăм, капитана кăмăла каймарăм. Анчах вăл мана пĕрре те курман. Çынна курмасăр ун çинчен мĕн те пулин калама юрать-и-ха, апла? Вăл ман çине пĕрре те пулин пăхса илнĕ пулсан, тен, эп ăна та кăмăла кайнă пулăттăм. Çапла-и, пичче?
— Эс çапла шутлатăн-и? — терĕ капитан кулса. — Ну, юрĕ эппин. Курăпăр.
Вăл хăвăрт кăна урипе йĕнер тимĕрĕ çине пусрĕ те, лаши çине утланса ларчĕ.
— Ачасемпе выртмана çӳренĕ-и эсĕ? — çиреппĕн ыйтрĕ вăл куçĕсемпе кулса, çав хушăрах чĕлпĕрсене лайăхрах тытса.
— Епле çӳремен пултăр. Çӳренĕ, пичче.
— Лаша çинче ларса пыма пултаратăн-и? Ну-ка, Соболев, ларт-ха хăвăн патна.
Ваня куçĕсене мăчлаттарса илме те ĕлкĕреймерĕ — салтакăн вăйлă аллисем ăна çĕртен çĕклерĕç те, хăй умне лаша çине лартрĕç.
— Разведчиксем патне! — команда пачĕ те капитан Енакиев, вĕсем сиккипех ыткăнчĕç.
— Биденкоран тарнă, анчах манран тараймăн, тăванăм, — терĕ ординарец, ачана хăй çумне çирĕппĕн, анчах асăрхануллăн пăчăртаса.
— Манăн хамăн та тарас килмест, — терĕ Ваня савăнăçлăн.
Вăл хăйĕн пурнăçĕнче темĕнле питĕ пысăк, телейлĕ улшăну пулса пынине туйрĕ.
Разведчиксен блиндажĕ патне çитсе тăрсан капитан лаша çинчен сиксе анса, чĕлпĕрсене салтака ывăтса пачĕ.
— Кĕтсе тăрăр, — терĕ те вăл, шпорĕсемпе чанкăртаттарса пусма картлашкисем тăрăх аялалла чупса анчĕ.
11
Разведчиксем пурте килтех пулса, çак вăхăтра шăпах «качакалла» вылянă. Вĕсем шăмăсемпе сĕтел çине çав тери хытă çапнă, çавăнпа та аякран итлекен блиндажра пистолетсенчен переççĕ, тесе шутлама та пултарнă.
— Встать! Смирно! — тесе кăшкăрчĕ дневальнăй, батарея командирĕ кĕнине курсан.
Разведчиксем шăмăсене сĕтел çине пăрахса, ура çине хăвăрт сиксе тăчĕç. Ефрейтор Биденко, çав кун отделенири дежурнăй пулнипе, çар йĕрки тăрăх çĕлĕк тăхăннă тата çумне хĕçпăшал çакнăскер, капитан патне васкаса пырса рапорт пачĕ:
— Капитан юлташ! Сире шанса панă батарейăн управлени взводĕнчи разведчиксен команди Команда халĕ резервра тăрать. Çынсем канаççĕ. Дежурство вăхăтĕнче нимĕн те пулман. Дежурнăй ефрейтор Биденко.
— Сывлăх сунатăп, артиллеристсем!
— Сывлăх сунатпăр, капитан юлташ! — пĕр харăс кăшкăрса каларĕç разведчиксем.
Кун хыççăн капитан Енакиев яланхи пекех «вольно» тесе команда пачĕ те, кашнинех хăйĕн ĕçне тума хушрĕ. Анчах халĕ вăл хăйне лартса панă пукан çине ним шарламасăрах ларчĕ, чылай хушă «Германири çуркунне» текен картина çине пăхрĕ.
Батареецсем хăйсен командирне питĕ лайăх вĕренсе çитнĕ. Артиллери картусĕн тӳрĕ сăмси айĕнче унăн куç харшисем пĕр çĕрелле пухăнни çине пăхсанах, вăл куçĕсене хĕссе пăхнине, кĕске мăйăхĕсем айĕнчи çирĕп тутисем сиввĕнтерех кулнине курсанах, вĕсем паянхи кун ĕç лайăх кăна ятламасăр иртес çуккине пĕлсе тăнă.
— Эппин, нимĕн те пулман, тетĕр? — ыйтрĕ , капитан хывнă перчеткипе сĕтел çинче сулкаласа.
Батарея командирĕ сăмаха ăçталла пăрнине тӳрех тавçăрса илсе Биденко ним те чĕнмерĕ.
— Мĕншĕн-ха эсир ним те чĕнместĕр?
— Пĕлтерме ирĕк парăр...
— Пĕлтермесен те пултаратăр. Хамах пĕлетĕп. Питĕ лайăх манăн разведчик, ăна пĕчĕк ача улталама пултарнă пулсан. Отделени командирне пĕлтертĕр-и?
— Пĕлтертĕм.
— Вара мĕн?
— Отделени командирĕ мана черетсĕр наряд пачĕ.
— Сахал. Калăр ăна: эпĕ сире хамран тата икĕ наряд хушса пама приказ паратăп. Пĕтĕмпе — виççĕ пулать.
— Итлетĕп.
Капитан Енакиев пĕр вăхăт хушши хăйĕн умĕнче тӳп-тӳрĕ тăракан салтаксем çинчен куç илмесĕр пăхрĕ.
— Ларăр, ăмăрткайăксем, — терĕ те вăл юлашкинчен, шинельне вĕçертсе ячĕ. Çакăнпа ĕнтĕ вăл официальнăй калаçу пĕтнине, халĕ харпăр хăйне килти пек тытма юранине пĕлтерчĕ. — Канăр. Эпĕ çакна илтрĕм: эсир питĕ тĕпле мужиксем, теççĕ, сирен Пензăра килте лартса тунă табак пур, тет. Сирĕн хуть мана турттарса пăхасчĕ.
Вăл çак сăмахсене каласа та пĕтереймерĕ, ун патнелле харăсах пилĕк табак хутаççи, пилĕк хаçат татăкĕ, вăл хушсанах чĕртме хатĕр пилĕк зажигалка тытнă алăсем тăсăлчĕç. Пур енчен те сасăсем илтĕнчĕç:
— Манăнне илĕр, капитан юлташ. Манăн кăшт йăвашрах пек.
— Манăнне тутанса пăхăр. Манăн кĕтмĕлпе хутăш.
— Ирĕк парăр, капитан юлташ, эп сире çавăрса парам. Манран çинçе никам та чĕркеме пултараймасть.
— Тен, çăмăл табак туртас тетĕр? Манăн Сухуми табакĕ, финик пек тутли пур.
— Пуян пурăнатăр, пуян, — терĕ капитан, камăнне илесси çинчен шухăшлакаласа. — Эсĕ, Биденко, хăвăн табак хутаççине кăлăхах сĕнетĕн. Санран эпĕ пурпĕрех илместĕп. Санăн табакна туртăн та кайран — кам пĕлет — çывăрса кайса тĕнчере мĕн пуррине пĕтĕмпех çухатăн.
— Тĕрĕс, — куçне хĕссе илчĕ Горбунов. — Тĕрĕс. Пĕлсех тăратăп: вăл хăйĕн табакне туртнă хыççăн машина çинче çывăрса кайнă та, пирĕн пĕчĕк кĕтӳçе çухатнă.
— Эпĕ çавна систеретĕп те ĕнтĕ, — терĕ капитан.
— Капитан юлташ, — терĕ Биденко хурланса. — Вăл ахаль ача пулсассăнччĕ. Ача мар вĕт вăл, чăн-чăн шуйттан çури. Тĕрĕссине калатăп.
— Чăнах та лайăх ача-и вăл? — ыйтре капитан, Пенза табакне туртса. — Сире вăл мĕнле пек туйăнчĕ, тăвансем?
— Ачи çинчен калаçмалли те çук ĕнте, — терĕ Горбунов, кăмăллăн кулса. Ваня çинчен калаçнă чух пур разведчиксем те савăнăçлăн кулнă. — Ăслă ача, пĕр сăмахпа каласан — вăл салтак пулма çуралнăскер. Эпир унтан пите чаплă разведчик тунă пулăттăмăр. Анчах та — турă çырман пулас çав.
— Шеллетĕр-и? — терĕ капитан Енакиев.
— Çук. Мĕнех ĕнтĕ. Шел-и, шел мар-и. Паллах, вăл тылра та çухалас çук. Чăннипе каласан — шел те, тес пулать. Унăн чĕри чăн-чăн çар çыннин чĕри. Унăн чăн вырăнĕ çарта пулмалла.
— Шухăшласа кăлармастăн-и?
— Мĕн шухăшласа кăлармалли пур унта? Вăл тӳрех паллă. Анчах сире, пирĕн батарея командирне, лайăхрах курăнать ĕнтĕ вăл.
— Эсир тата мĕншĕн нимĕн те каламастăр, ачасем? — терĕ капитан Енакиев, салтаксем çине пăхса. — Сире мĕнле пек туйăнчĕ вăл ача?
Разведчиксем çав самантрах кăмăллăн йăл-йăл кулса илчĕç. Кашни салтак уйрăмăн мар, пĕтĕм команда кулнă пек пулчĕ.
— Пăхăр. Шухăшлăр. Сирĕн пурăнмалла пулать унпа, ман мар.
— Килĕшӳллĕ ача. Пĕр сăмахпа — «пĕчĕк кĕтӳçĕ», сар хĕвел, — тесе калаçма тытăнчĕç капитан хăйĕн сăмахне ăçталла пăрса пынине халĕ те ăнланса илеймен разведчиксем.
Капитанĕ вара вĕсем çине çирĕппĕн пăхса илчĕ те, чылай вăхăт шарламасăр шухăшласа тăнă хыççăн, хыттăн каласа хучĕ:
— Ну, юрĕ. Анчах та астăвăр — сирĕншĕн вăл вылямалли япала мар, вăл чĕрĕ чун. Эй, Соболев! — тесе кăшкăрчĕ вăл алăк патнелле пырса. — Илсе кӳрт кунта пĕчĕк кĕтӳçе.
Алăкран, пурне те тĕлĕнтерсе, Ваня кĕрсе тăрсан, капитан ачана хулпуççинчен çирĕппĕн тытса:
— Илĕр хăвăрăн пĕчĕк кĕтӳçĕре, — терĕ. — Халлĕхе сирĕн патăрта пурăнтăр. Кайран курăпăр.
12
Капитан Енакиев блиндажран тухсассăнах, разведчиксем Ваньăна çавăрса илчĕç. Пурин те вĕсен çак пĕтĕм ĕç мĕнле пулса тăнине пĕлесси килнĕ.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕм! Хаклă тусăм! — кăшкăрса ячĕ Горбунов.
— Ну, каччă, каласа пар-ха! — терĕ Боденко кăмăллăн. — Ăçтан килсе тухрăн эсĕ? Ăçта илсе çӳрерĕç сана шуйттансем? Епле тупрĕ сана капитан Енакиев?
— Хăшĕ вăл капитан Енакиев? — терĕ Ваня тĕлĕнсе.
— Ара, сана пирĕн пата илсе килекенни.
— Вăл капитан Енакиев пулчĕ-и?
— Çавă çав.
— Айтурух!
— Эсĕ пĕлмен те-и?
— Ăçтан пĕлем-ха! — кăшкăрса ячĕ Ваня, куçĕсене мăчлаттарса. — Пĕлнĕ пулсан... Çук, кăшт çеç сиснĕ пулсан та... Пичче, вара çав чăнах та капитан Енакиев пулчĕ-и?
— Паллах.
— Батарея командирĕ-и?
— Тĕп-тĕрĕс. Шăп çавă.
— Ай, пичче, терес мар сирĕн сăмахăр.
— Чим-ха, пĕчĕк кĕтӳç, — пĕтĕм кăмăлтан йăл кулса каларĕ Горбунов. — Эсĕ ан кăшкăр-ха, эсĕ пире йĕркипе каласа пар.
Анчах Ваня питĕ хумханса кайнă пулмалла, вăл икĕ сăмах те çыхайман. Йăлтăртатакан куçĕсене чарса вăл разведчиксен çĕнĕ блиндажне йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Ăна ку блиндаж пирвайхи хут вĕсемпе пĕрле çывăрнă палаткăна пĕлнĕ пекех лайăх пĕлнĕ пек, тăван кил пек туйăнчĕ.
Тирпейлĕн сарса хунă шинельсемпе плащ-палаткăсем çавсемех, пуç вĕçне хунă япала миххисем те çавсемех, пиртен тунă алшăллисем те çавсемех. Пăхăр чейник те, Горбунов васкарах сĕтел çине кăларса хума тытăннă сахăр та çавсемех пулнă.
Чăн та, нимĕçсенчен юлнă карбидлă лампа урăх пулнă. Вăл хăйĕн йӳçек, химиллĕ çутипе куçсене каснă, çав çутă, лампа пекех, трофейласкер пек туйăннă. Ача ун çине куçĕсене хĕссе, сăмсине пĕркелесе пăхса, пĕр сăмах та калама пултарайман пек пулса тăчĕ.
Анчах, тĕрĕссипех каласан, вăл хăй пӳрт патĕнче калаçма пуçланă офицер — капитан Енакиев пулнине тахçанах тавçăрса илнĕ, çапах та систермен.
Ахальрен мар салтаксем вăл разведчик пулса çуралнине тӳрех асăрханă. Чăн-чăн разведчикăн пĕрремĕш законĕ вăл: пĕлсен шарламанни — пĕлмесĕр сӳпĕлтетиччен авантарах, тени пулать.
Çапла вара Ваньăн пурнăçĕ çав тери кĕске вăхăтрах виçĕ хутчен тĕлĕнмелле улшăнчĕ.
13
Шурлăхсем çине кăвакрах тĕксĕм шурăмпуç çути çапнă. Хура, çĕрĕк çарансем хушшинче, вĕтĕ вăрмансем хушшинче татнă, анчах пуçтарман йĕтĕнĕн тикĕс мар куписемпе витĕннĕ уйсем хушшинче шурлăхсем тăхлан пек курăнса çутăлса выртнă.
Вĕтлĕхре çĕр каçнă, шăнса кӳтнĕ кураксем вăраннă та выççăн кранклатса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вĕçе-вĕçе куçнă. Вĕсем каçхи нӳрлĕхе пула йывăрланнă çуначĕсемпе кахаллăн сулкаланă.
Уйрăмах лупашкаллă вырăнсенче, çĕр çинче, çăра шурă тĕтре выртнă. Тĕмескесен тăррисем, вĕсем çинчи кивĕ курăксем тĕтре ăшĕнче ишсе çӳренĕн туйăннă.
Таврара, мĕн куç курнă таран, пĕтĕмпех вилнĕ пек пушă, питĕ шăп пулнă.
Инçетре, хĕвелтухăçĕнче кăна тĕтреллĕ сывлăш вăхăтран-вăхăта чĕтренсе илнĕ, — такам унта питĕ пысăк алăка çемçен уçса хупнă пек пулнă.
Анчах та камăн та пулин хăнăхнă куçĕ тĕтре витĕр курăнакан тĕмескесем çине уйрăмах тинкерсе пăхас пулсан, вăл тен, икĕ тĕмеске пĕр-пĕринпе ытла çывăх вырăнаçнине асăрханă та пулĕччĕ. Çав çиелтен курăк ӳссе ларнă икĕ тĕмеске — Биденкопа Горбуновăн шлемĕсем пулнă. Виçĕ сехет хушши ĕнтĕ вĕсем лачака хушшинче выртнă. Хăйсем çине вĕсем çиелтен курăк пайăркисем çĕлесе лартнă плащ-палаткăсем витнĕ.
Сайра-хутра вĕсем кĕскен кăна калаçкаласа илнĕ.
— Мĕн те пулин курăнать-и?
— Пушах.
— Манăн та пушах. Пĕр чĕрĕ чун та çук.
— Ĕç начар.
— Çапла çав. Ырлама çук.
Вĕсем нимĕçсен тылĕнче, фронт линийĕнчен пĕр вунвиçĕ километрта пулнă. Кашни минутрах вĕсен пичĕ-куçĕсем улшăннă, пăшăрханни, салхуланни палăрнă.
— Курăнмасть-и?
— Курăнмасть.
— Паçăрах вăхăт ĕнтĕ.
— Итле-ха, сехет çине пăхса ил-ха. Манăн чарăнса ларнă, шуйттан. Ăçта та пулин перĕнтертĕм пулмалла. Мĕн чухлĕ вăхăт ирттертĕмĕр ĕнтĕ кĕтсе.
Горбунов сехетлĕ аллине куçĕ патне илсе пычĕ. Кăна вăл çав тери асăрханса, ерипен турĕ, — унăн шлемĕ çинче пĕр курăк та хусканмарĕ.
— Çиччĕ те вăтăр иккĕ. Эппин, эпир виçĕ сехет ытла кĕтетпĕр.
— Э-э!
Пĕр вунпилĕк минут, тен, унтан та ытларах-и, вĕсем каллех ним шарламасăр выртрĕç.
— Итле-ха, Вася.
— Итлетĕп.
— Эхер те ăна унта нимĕçсем çавăрса тытрĕç пулсан? Горбунов тинех Биденкона тахçантанпах асаплантарнă шухăша каласа пачĕ. Анчах Биденко шăлĕсене тата хытăрах çыртса лартрĕ. Çавна пула унăн тĕксĕм янахĕсем тата ытларах палăракан пулса тăчĕç. Куçĕсем хĕсĕнчĕç, хаярланса кайрĕç.
— Кранклатса ан вырт-ха çăхан пек. Чĕлхӳпе сӳпĕлтетиччен — сăна лайăхрах.
— Эпĕ ахаль те сăнатăп. Анчах, пуш-пушах пулсан, мĕн тăвас-ха?
Вĕсем каллех нумайччен шарламарĕç, пĕтĕм куç вăйĕпе пăхса выртрĕç. Сасартăк Горбунов хускалчĕ, пуçне кăштах çĕклерĕ.
Ку хускану асăрхамалла та мар пулчĕ. Анчах та Горбунов çав тери пăшăрханни палăрчĕ. Питĕ инçене куракан çыннăн куçĕсем пек, унăн куç шăрçисем тӳрех пĕчĕкленсе, йĕп вĕçе пек пулса юлчĕç.
Биденко ăнланчĕ: Горбунов темĕнле питех те ырламалла мар япала курать.
— Мĕн унта, Кузьма? — шăппăн, тутисемпе хускатса çеç ыйтрĕ Биденко.
— Лаша, — çавăн пекех шăппăн ответ пачĕ Гор6унов.
— Пирĕн-и?
— Пирĕн пулас. Чим-ха. Йывăç тĕмĕсем хушшине кĕрсе кайрĕ — курăнмасть. Халех тухать акă. Хӳрипе сулкалать. Утать. Акă, тухрĕ. Тĕрĕсех — пирĕн Серко!
— Мĕн калатăн эсĕ! — чутах кăшкăрса яратчĕ Биденко.
— Серко. Халĕ лайăхах курăнать.
— Ну, апла пулсан, халех пĕчĕк кĕтӳç те курăнать акă. Каларăм вĕт эпĕ сана. Эсĕ кранклатса выртатăн тата.
Савăннипе Биденко ытти чух ниепле те апла хăтланас çук. Халĕ вăл вăшт кăна çавăрăнса урăхла майлă выртрĕ те, хăйĕн тусĕ пăхнă еннелле пăхма тытăнчĕ.
Вĕсем иккĕшĕ те çĕр çумнех лăпчăнса выртнă пирки таврана питех те сахал курнă. Горизонт çывăхах пырса тăнă пек туйăннă, — çав горизонт тăрăх, тĕтĕм пек курăнакан йывăç тĕмĕсем хушшипе, шыçса кайнă малти урипе уксакласа, кăвак ырхан кĕсре утса пынă.
Чăнах та, ку Серко пулнă. Анчах ун патĕнче «пĕчĕк кĕтӳçĕ» пулман.
— Кая юлнă пирĕн ача. Ывăннă пулĕ ĕнтĕ. Халех курăнать акă.
— Ывăннă пулĕ çав.
Вара разведчиксем иккĕшĕ те питĕ тимлĕн, итлеме тытăнчĕç. Вĕсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пĕрле этем ури сассине илтме тăрăшрĕç, анчах та этем ури сассисем илтĕнмерĕç.
Горбунов кĕçех аллине çăварĕ патне тытса темиçе хутчен хир кăвакалĕ пек нартлатса илчĕ, анчах çак сасса хирĕç никам та сасă памарĕ.
— Илтмерĕ вăл. Эсĕ хытăрах нартлат.
Горбунов хытăрах та хытăрах нартлатрĕ, анчах каллех никам та сасă памарĕ. Биденко мĕн май килнĕ таран асăрханса, çав тери майĕпен çĕкленсе чĕркуççи çине тăчĕ.
Горизонт тӳрех каялла чакса кайнă пек пулчĕ, анчах унăн куçĕ умне тухса тăнă шурлăхлă, лачакаллă тӳрем çĕрте малтанхи пекех, пĕр чĕрĕ чун та палăрмарĕ.
— Алхасать пирĕн каччă. Палăртмасăр килсе тухасшăн, — терĕ Биденко, Горбунов çине пăшăрханса пăхса. Вăл ун çине хăйĕн шухăшĕ тĕрĕссине çирĕплеттересшĕн пулнă пек пăхрĕ, анчах хăйĕн шухăшне хăй те ĕненмерĕ.
Горбунов чĕнмерĕ.
— Ну, Кузьма, нартлат-ха тепре. Тен сасă парĕ.
Горбунов каллех нартлатрĕ. Каллех никам та чĕнмерĕ.
— Ваня-а-а! Пĕчĕк кĕтӳç! — тесе чĕнчĕ Биденко, асăрханма кирли çинчен манса кайсах.
— Хуть кашкăр, хуть ан кăшкăр… — терĕ Горбунов салхуллăн. — Мĕн пулни паллă ĕнтĕ.
Çав вăхăтра ырхан лаша çывхарсах пычĕ. Кашни икĕ утăмранах вăл чарăнса тăрса, сарă шăлĕсемпе пĕр-икĕ çĕрĕк курăк та пулин çыртса илес тесе вăл вăрăм, ырхан мăйне çĕрелле тăсрĕ. Унăн усăнчăк кăвак тутисенчен резина пек вăрăм сурчăк усăнса тăнă. Патак пек шăмăллă урисем чĕтĕренĕ. Куçĕсенчен çӳлерех çемçе хура шăтăксем хуралса тăнă. Пĕр куçне пĕтĕмпех шурă илнĕ.
— Серко, Серко, — тесе чĕнчĕ те Горбунов хуллен кăна шăхăрчĕ.
Лаша пĕр хăлхине ерипен тăратрĕ те, разведчиксем патне уксакласа пычĕ. Вĕсем патне çитсен вăл пуçне усса чарăнса тăчĕ. Хăй хуçине çухатнă лаша яланах çавăн пек хурлăхлă пулать, ниçта кайма пĕлмест.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ ăçта-ха, Серко? — тесе ыйтрĕ Биденко. — Ăçта çухатрăн эсĕ ăна?
Серко ним хускалмасăр, ыратакан урине çĕклесе тăчĕ. Унăн урисем шурлăхри хура пылчăкпа вараланса пĕтнĕ. Сарăрах кăвак çăмлă ватă ӳчĕ аяк пĕрчисем çинче чĕтренкелесе тăнă. Кĕленче пекех курăнакан шурă илнĕ куçĕ ним тĕлсĕр çĕрелле пăхнă. Сайраланса юлнă хӳри кăна енчен енне сулăнкаланнă.
Серко обозра çӳрекен ватă, ăслă лаша пулнă. Калаçма пĕлнĕ пулсан, разведчиксене вăл нумай каласа кăтартнă пӳлĕччĕ. Анчах вĕсем ахаль те нумай ăнланса илчĕç. Епле пулсан та, вĕсем чи кирлине ăнланчĕç: «пĕчĕк кĕтӳçĕпе» хурлăхлă ĕç пулса тăнă.
Виçĕмкун каçхине Биденкопа Горбунов, хăйсемпе пĕрле Ваньăна илсе, разведкăна кайнă. Вĕсем ăна пĕрремĕш хут, ачана хăйсемпе пĕрле илни çинчен командăна пĕлтермĕсĕрех илсе кайнă.
Вĕсене тăшман йышăнса тăнă вырăнсене епле те пулсан шаларах кĕрсе, малалла каймалла пулсассăн хăйсен батарейине шурлăхсем урлă хăвăртрах та лайăхрах илсе тухмалли çулсене пĕлсе палăртма хушнă.
Разведчиксен огневой взводсене валли лайăх позицисем шыраса тупмалла, пулас наблюдательнăй пунктсене валли ни паха, инçене курма май паракан вырăнсем палăртмалла, тăшманăн оборона сооруженийĕсене сăнаса пĕлмелле, пуринчен ытла — нимĕçсен резервисем мĕн чухлĕ пулни тата вĕсем мĕнле вырăнаçни çинчен сведенисем пухмалла пулнă. Паллах ĕнтĕ, каялла тавăрăннă чух лайăх кăна «чĕлхе» — штабри е артиллери офицерне тытса пырсан, япăх пулмĕччĕ. Анчах ку — телей пулсан çеç пулать. Ваньăна вĕсем çул кăтартса пыраканни вырăнне илнĕ, мĕншĕн тесен вăл çак шурлăхлă, сӳреме кансĕр вырăнсене питĕ лайăх пĕлнĕ.
Тепĕр тесен, Ваньăна çакăнччен мунчара çума, çӳçне касса тумлантарма ĕлкĕрнĕ пулсан, разведкăна илсе кайман та пулĕччĕç. Анчах «пĕчĕк кĕтӳçĕн» ĕçĕ ăннă. Кĕтмен çĕртен, — фронтра яланах çавăн пек пулать ĕнтĕ, — батарейăна резервран тӳрех çапăçăва кĕртсе янă. Вара пĕтĕмпех пăтранса кайнă. Тылсем кая юлнă. Халлĕхе нимĕнле мунча çинчен те калаçу пулма пултарайман. Вара Ваня управлени взвочĕпе пĕрле малтанхи пекех пынă — вăл вăрăм, тураман çӳçлĕ, çара уран, пиртен çĕленĕ хутаç çакнă, чăн-чăн ялти пĕчĕк кĕтуçĕ пек пулнă.
Хăйсен тылĕнче çак ачана тĕл пулнă мĕнле нимĕç ăна тăшманăн разведчикĕ тесе шутлĕ? Кун пек сăн-пуçпа Ваня никама иккĕлентермесĕрех хуть ăçта та кĕрсе кайма пултарнă. Çул кăтартса пыма унран лайăх çын пулма та пултарайман.
Кунсăр пуçне, Ваня разведкăна илсе кайма хăй питĕ хытă ыйтнă. Вăл тек-текех тархасласа: «Пичче, илсе кайăр мана хăвăрпа пĕрле. Ну, мĕнех вара вăл сирĕншĕн? Эпе кунта кашни йывăç тĕмне пĕлетĕп. Эпĕ сире пĕр нимĕç те асăрхамалла мар вырăнсемпе илсе кайăп. Эсир мана тав тăвăр кăна уншăн. Пичче!» — тенĕ.
Вăл разведчиксем хыççăн пĕр утăм юлмасăр çӳренĕ. Хăйĕн таса куçĕсемпе вĕсен куçĕсенчен çав тери тархасласа, шанчăкпа пăхнă. Вĕсен çаннисенчен хăюсăр пырса тытнă... Пĕр сăмахпа, вĕсем ăна хăйсем шут туса, хăйсем çине шанса илсе кайнă.
Чăн-чăн лайăх разведчиксем пулса, вĕсем малтанах ку ĕçе пур енчен те тĕплĕн сӳтсе явнă. Вĕсем Ваня хăйсене çул кăтартса пыраканни пулать, тесе, ăна пĕр паллă ĕç тума хушнă.
Вăл боевой ĕç çакăн пек пулнă: «пĕчĕк кĕтӳçĕ» разведчиксен умĕнчен çул кăтартса пымалла, хăрушлăх пулсан — систермелле.
Ваня тата ытларах кĕтӳçĕ майлă пултăр, нимĕçсем йышăннă вырăнти ĕçсĕр çапкаланса çӳрекен çын пек ан пултăр, ун пирки никам та ан иккĕлентĕр тесе, лаша илме шухăшласа кăларнă. Ачан хăй хыççăн лаша çавăтса пымалла пулнă. Лаши унăн тарнă имĕш, халĕ ĕнтĕ вăл ăна шыраса тупнă та киле тавăрăнать.
Çакна валли юрăхлă лаша полкăн иккĕмĕш эшелонĕнчи обозниксем патĕнче тупнă. Вăл ватă, аманнă, кăвак лаша, тахçанах списокран кăларса пăрахмаллискер пулнă. Ăна Серко тесе чĕннĕ. Ваня хăйне валли чăн-чăн кĕтӳçĕ пушши явнă, хăйĕн лаши — Серко валли кантăраран йĕвен тунă та, çурçĕр иртсен, тул çутăлас умĕн, виçĕ разведчик — вăл шутра Ваня та хăйĕн ырхан лашипе — пысăк чăрмавсăрах фронт линийĕ урлă каçса кайнă.
Ваня лашана çавăтса малта нимĕн пытанмасăрах пынă, ун хыççăн, пĕр çĕр метр каярахра, умлăн-хыçлăн, пĕр йĕрпе, Горбуновпа Биденко асăрханса упаленсе пынă.
Çапла майпа пĕр тăватă километр пек кайсан, Ваня сасартăк нимĕçсен пикечĕ тĕлне пырса тухнă.
Вăл пачах та хăраман, тесе каласан — тĕрĕс мар пулĕччĕ. Хăй умне тăруках тĕттĕмрен, çĕр айĕнчен тухса тăнă пек, плащсем тата хуран евĕрле каскăсем тăхăннă виçĕ хура мĕлкĕ тухса тăрсан, Ваня калама та çук хăранă. «Нимĕçсем айĕнче» пурăннă вăхăтра курнă пур асапсене те вăл ытла та лайăх астунă-ха.
Унăн урисем авăнса илнĕ, юн пырса çапнипе пичĕ вĕриленсе кайнă, куçĕсем хуралса килнĕ. Вăл пĕтĕм кĕлеткипе чĕтреме тытăннă, шаккама пуçлана шăлĕсене пур вăйран чарма тăрăшнă.
Электричество фонарĕн çутти унăн пĕчĕк те çĕтĕк-çатăк кĕлетки тăрăх шуса илнĕ, тĕттĕмре юмахри хăрушă чĕрчун пек тăракан шурă ырхан лашана çутатнă.
— Ну, мĕн шуйттанĕшĕн çĕрле çапкаланса çӳретĕн эсĕ, путсĕр, — тесе кăшкăрнă нимĕçĕн хаяр, шăнса пăсăлнă сасси.
Çак кранклатакан, намăссăр, йĕрĕнчĕк, çав вăхăтрах хаяр сасăра ачана нимĕç коменданчĕсен, надзирательсен, хирти жандармсен, караул начальникĕсен, патрульсен вуншар, çĕршер усал сассисем илтĕннĕ, — вĕсене вăл лайăх пĕлнĕ, вăл вĕсенчен тапкăпа çупкă çав тери нумай çинĕ-çке.
Ваня пуçне хăвăрт кăна çухи ăшнелле чиксе, хăйне халех çапасса кĕтсе куçĕсене хупнă. Чăнах та, ăна çав самантрах хĕнеме тытăннă. Ăна хыçалтан атăпа питĕ хытă тапнă, кранклатакан, хăйлатакан сасă нимĕçле кăшкăрнă:
— Мĕншĕн-ха нимĕн те чĕнместĕн, ирсĕр? Кала ыйтнă чух. Атту тепре лектеретĕп акă!
Ача нимĕçле ăнланман. Анчах çак сăмахсем мĕне пĕлтернине вăл хăйĕн ӳт-тирĕ çинче çителĕклех вĕренсе çитнĕ ĕнтĕ.
Вара унăн хăрани иртсе кайнă. Пĕтем чунĕ-чĕри вĕриленсе хаярланса çитнĕ. Епле-ха капла? Ăна, Хĕрлĕ Çар салтакне, капитан Енакиевăн чапа тухнă батарейин разведчикне, темĕнле фашистла йĕксĕк атăпа тапма хăйрĕ!
Ваня куçĕсем юнпа тулчĕç. Тепĕр самантранах вăл нимĕç çине сиксе ларса ăна ирсĕр питĕнчен чышкисемпе хĕнеме, унăн пырне шăлĕсемпе кышлама тытăннă пулĕччĕ. Вăл хăй пĕччен маррине пĕлет. Вăл çывăхрах хăйĕн тусĕсем, хăйĕн çапăçури юлташĕсем пуррине пĕлет. Пĕрре кăшкăрсанах вĕсем ăна пулăшма ыткăнса, нимĕçсене пĕр çын юлмиччен вĕлерсе тăкаççĕ. Анчах ача хăй тарăн разведкăра пулнине те, кунта пĕчĕк шăв-шавах группăна палăртса, боевой задание пурнăçа кӳртессине пĕтерсе лартма пултарассине те питĕ лайăх пĕлнĕ.
Çавăнпа та вăл пĕтĕм шалти вăйне пухса хăйĕн çиллипе мăнкăмăллăхне пусарчĕ. Вăл хăйне çĕрле, хăйĕн лашипе пĕрле аташса кайнă пĕчĕкçеç ухмахрах кĕтӳçĕ пек кăтартма тытăнчĕ.
— Ай, пичче, ан хĕнĕр! — хурлăхлăн нăшăкларĕ вăл, куççулĕсене шăлнă пек туса. — Эп хамăн лашана шырарăм. Кунĕпе, çĕрĕпе сулланса çӳрерĕм. Аташса кайрăм. У, холера! — кăшкăрса ячĕ вăл, Серко çинелле хайĕн пушшипе сулса. — Вилĕм те çук сана валли!
Вăл каллех нăшăклатма тытăнчĕ.
— Ярăр мана, пичче. Эп урăх нихçан та кун пек тумастăп. Мана килте анне кĕтет, — çак сăмахсенчен вăл хăй тем пекех йĕрĕннĕ пулсан та, нимĕçĕн аллине чуптăвасшăн пулнă пек, тытма пикенчĕ.
— Кай шуйттан патне, ухмах! — терĕ нимĕç, кăштах çемçелсе. — Хăвăн сăхăмна ил те, кай кунтан. Тек нихçан та çĕрле çапкаланса ан çӳре. Çакатпăр.
Вăл ачана хыçалтан чĕркуççипе тапса илчĕ, лашине çурăмĕнчен автоматпа çапрĕ, вара нимĕçсен хуралĕ тĕттĕмре çухалчĕ.
Ваня, хăрушлăх иртсе кайнине, тусĕсене систерсе, хуллен кăна кăвакалла нартлатса илчĕ. Разведчиксем малалла хускалса кайрĕç.
Пĕр сăмахпа ку ĕçрен вĕсем тĕрĕс-тĕкел хăтăлчĕç.
14
Малалла ĕç тата лайăхрах пулса пычĕ.
Ир пулчĕ. Кăнтăрла ытлашши нимĕнех те пулса иртмерĕ. Ваня ку вырăнсене чăнах та питĕ лайăх пĕлнине разведчиксем хăйсем курса ĕненчĕç ĕнтĕ. Çул кăтартса пыраканăн ĕçне вăл питĕ тĕрĕс те ăслăн туса пынă.
Биденкопа Горбунов ăçта та пулин кивĕ арпалăхра е йывăç тĕмĕсем хушшинче пытанса ларнă вăхăтра Ваня хăйĕн ырхан лашипе малалла кайса таврари вырăнсене пăхса çӳренĕ, унтан каялла таврăнса кăвакалла нартлатнă та — çул çинче никам та çук, ан хăрăр, тесе систернĕ.
Кун пек ĕçлеме пит аван пулнă, ĕç хăвăрт пынă. Ваньăна кĕтсе ларнă чух разведчиксем, яланхи пекех, вăхăт ахаль сая яман. Вĕсем çул çинче мĕн-мĕн курса пĕлнисене, асăрханисене пĕтĕмпех картă çине ӳкернĕ. Вĕсем ĕнтĕ питĕ нумай кирлĕ сведенисем тупнă. Капитан Енакиевăн батарейине панă участокра вĕсем нимĕçсен оборонине пĕтĕмĕшпех тĕплĕн, йĕркеллĕн разведка тунă. Халĕ пысăках мар шурлăхлă юханшыва разведка туса, орудисене леш енчи çырана шыв урлă кĕперсĕрех, вăрттăн каçарма килекен вырăнсене картă çинче паллă тăвасси çеç юлнă. Нимĕçсен оборонине ăнăçлăн çĕмĕрме ку питех те кирлĕ пулнă. Вăл капитан Енакиева хăйĕн тупписене тĕп маршрут тăрăх кĕтмен çĕртен, разведка туса вăхăта çухатмасăрах, нумай мала илсе тухса, нимĕçсен чакакан колоннисене хыçранах пĕрсе çĕмĕрсе пыма май панă.
Анчах та кун пек йывăр разведкăна, пуринчен ытла шыв урлă кĕперсĕр каçмалли вырăнсене тупма, шыв тĕпĕ мĕн тери çирĕппине тĕрĕслесе пĕлме, шыв мĕн тарăнăш пулнине пĕлме — кăнтăрла май килмен. Ку ĕçсене тума каç пуласса кĕтмелле пулнă. Çавăнпа та Горбунов, группăра асли пулнăскер, çаран çинче, шурлăхсем хушшинче çĕр каçма, тул çутăлас умĕн вара юханшыв патне çитсе, ирхи тĕтрепе усă курса çырансене пăхса тухма, кĕперсĕр каçма май пур вырăнсене тупма, вĕсене виçсе пăхма, унтан çаксене пурне те карта çине паллă тума приказ пачĕ. Çакăн хыççăн вара киле те тавăрăнма юранă.
Вĕсем çавăн пек турĕç те вара. Çаран çинче çĕр каçрĕç, унти, тул çутăличчен пĕр икĕ сехет малтан, Ваня Серкона чĕлпĕрĕнчен çавăтса, яланхи пекех мала кайрĕ.
Биденкопа Горбунов ăна кĕтсе тăрса юлчĕç. Юханшыв патне çитме инçе пулман, çавăнпа та, вĕсен шучĕпе, Ваня нумай пулсан та тепĕр сехетрен тавăрăнмалла-мĕн.
Анчах пĕр сехет иртрĕ, унтан иккĕ, виççĕ иртрĕ, çапах та Ваня тавăрăнмарĕ. Ун вырăнне Серко пĕчченех уксахласа килчĕ. Вара разведчиксем ăнланса илчĕç: Ваньăпа ырă мар ĕç пулса тăнă. Ăна çăлма каймалла пулать.
Биденкопа Горбунов кăшт пĕр-пĕрин çине пăхса тăчĕç. Вĕсем пĕр сăмах та калаçмарĕç. Анчах та пĕр-пĕрне ăнланмашкăн вĕсене нимĕнле сăмах та кирлĕ пулман. Ахаль те пĕтĕмпех лайăх ăнланмалла пулнă. «Пĕчĕк кĕтӳçе» вĕсен халех, уншăн хăйсен пуçĕсене хумалла пулсан та, шырама каймалла пулнă.
Горбунов асли пулса, Биденкона аллипе сулса хăй хыççăн пыма хушрĕ. Вĕсем çаран тăрăх асăрханса, çемçен, тĕмеске патĕнчен тĕмеске патне упаленсе пычĕç, хăш чух çеç йĕри-тавралла пăхса илме чарăнкаларĕç.
Вĕсен телейне, тул çутăлас умĕн çĕкленсе хăпарнă тĕтре сирĕлмерĕ. Сирĕлме мар — вăл тата ытларах çăралнă пек пулчĕ. Шурлăхлă айлăм вырăнта вăл пĕрмай явăнса, курăнмалли япаласене пурне те пытарса тăчĕ. Анчах тĕтре пулман пулсан та, разведчиксене никам та курман пулĕччĕ. Кунта никам çӳремен пушă вырăн пулнă. Вăл пачах та иртсе çӳреме май çук вырăн пек туйăннă.
Сасартăк Биденкопа Горбунов хыçĕнче темскер шаплатни илтенчĕ. Разведчиксем каялла çавăрăнса пăхрĕç. Вĕсем хыççăн, аманнă урине уксахласа, Серко утса пырать иккен. Тĕтре витĕр вăл темĕн пысăкăш курăнать.
— Каялла кай, Серко! Ан палăрт пире, — терĕ Биденко, кăмăллăн кулса. — Кама калатăп, ватсупнă? Тавăрăн каялла. Кай!
Анчах Серко пуçне усса, шурă илнĕ куçĕпе салхуллăн пăхса, çаплах вĕсем хыççăн утнă. Вăл: «Ан пăрахăр мана, ырă çынсем. Çак çĕрĕк, йĕпе улăхра, çак хăрушă сĕт пек тĕтрере эпĕ пĕччен мĕн тăвăп-ха? Хĕрхенĕр ватă лашана!» — тесе каласшăн пек туйăннă.
Разведчиксем çавна ăнланнă. Ырă та лăпкă выльăха пăрахса хăварма вĕсене тем пекех шел пулнă пулин те, ним тума та мак килмен. Лашана кура, тăшман вĕсене хăйсене палăртма пултарнă, вара разведчиксем пĕр минутрах пĕтмелле пулнă.
— Эх, савнă тусăм, — терĕ те Биденко ассăн сывласа, лаша патне упаленсе пычĕ.
Вăл кĕсьинчен чĕн татăкĕ кăларса ватă лашан вăйсăр, шыçса кайнă урисене хăвăрт тăлларĕ.
— Шеллетпĕр эпир сана, тăванăм, анчах нимĕн тума та çук. Çӳрекеле халлĕхе çакăнта. Тен, кайран курăпăр та-и.
Вара разведчиксем малалла упаленсе кайрĕç.
Серко вĕсем хыççăн чупма пикенчĕ, анчах урисене тăлăпа хытă çыхса лартнă пирки вăл пĕр утăм та тăваймарĕ. Вара лаша сикесшĕн пулчĕ. Вăл мĕнпур хавшак вăйне пухрĕ, анчах та унăн вăйĕ питĕ сахал пулнă. Серко кайри урисене çеç кăшт малалла ярса пусма пултарчĕ, вара çавăнтах чарăнса тăрса йывăррăн сывласа ячĕ, — хыткан аяк пĕрчисем çеç çĕклене-çĕклене илчĕç.
Разведчиксем Ваня çĕрле кайнă еннелле упаленсе пычĕç. Хăшпĕр вырăнсенче, путакан çĕр çинче, унăн çара урисен йĕрĕсĕм халĕ те уççăнах курăнса тăнă-ха.
Биденко çав йĕрсем çине пăхса çапла шухăшларĕ:
«Эх, путсĕр çынсем те çав эпир. Ача валли çак таранччен те урана тăхăнмалли тупса параймарăмăр. Ну, юрĕ ентĕ. Ăна тупса чаçе чипер тавăрăнсан, пĕтĕм обмундировани туса парăпăр. Виçсех çĕлеттерĕпĕр. Питĕ капăр çӳрекен пулĕ вăл пирĕн», — терĕ.
Шурлăх пуçлансан, йĕрсем пачах çухалчĕç. Халĕ разведчиксем компас тăрăх юханшыв еннелле пычĕç. Таврара çав-çавах тĕтреллĕ, пуш-пушах. Юханшыв чăнах та инçетре пулман иккен.
Разведчиксем часах улăхлă лутра çыран курчĕç. Шыв хĕрринче çыран çăра хăмăшпа витĕннĕ. Леш енчи çӳллĕ çыранра вăрман кăвакăн курăнса тăнă.
Кунтан малалла кайиччен, Горбуновпа Биденко нумайччен тавралăха сăнаса выртрĕç. Юханшыв çыранĕ пуш-пушах пулин те, шиклентернĕ. Йĕпе улăхра грузовиксен йĕрĕсем пит нумай палăрнă. Тикĕт пек хуп-хура выртакан çĕнĕ йĕрсенчен грузовиксем ку вырăнпа нумай та пулмасть иртсе кайнине ăнланма пулнă. Тен, вĕсем кунта пĕр-пĕр япала илсе килнĕ, анчах пуринчен ытларах — строительство валли йывăç илсе килнĕ пулмалла, мĕншĕн тесен улăхра хăшпĕр вырăнсенче çĕнĕ турпас куписем выртни курăннă.
Таçта инçетре те мар, нумай та пулмасть кĕпер тунă пек курăннă. Епле пулсан та, вăл кĕперĕ çакăнтах пулнă, ăна хăмăшсем пытарса тăнă çеç. Кĕпер пулсан — ăна хураллакансем те пулнах ĕнтĕ. Çавăнтан пит те сыхланмалла. Леш енчи вăрмана илсен, унта çар чаçĕ тăнă е штабсем вырнаçнă пулмалла: вăрман çийĕнче темиçе вырăнта тĕтĕм йăсăрланнă. Тепĕр çĕрте тата, йывăç тĕпĕсем хушшинче, темĕнле сооружени палăрнă, ăна çиелтен маскировка тумалли сеткăпа витнĕ. Ку вăл е тупă лартмалли блиндаж, е наблюдательнăй пункт, е пуç курăнмиех кĕрсе тăмалли пехотнăй окоп пулма пултарнă.
Нимĕçсем кунта вăйлăн çирĕпленсе, нумай вăхăт хушши оборонăра тăма хатĕрленнĕ пулас.
Çакна пĕлни питĕ кирлĕ пулнă, çавăнпа та разведчиксем тавралăха калама çук тинкерсе сăнарĕç, мĕн курнине пĕтĕмпех астуса юлма тăрăшрĕç. Кайран, май килсен, вĕсен çаксене аса илсе пĕтĕмпех картă çине паллă тумалла.
Епле пулсан та, кунта текех тытăнса тăма юраман, кунтан часрах каймалла пулнă. Анчах вĕсем васкамарĕç. Юлташа çавнашкал хурлăхра пăрахса хăварса вĕсем хăйсен чаçне Ваньăсăрах тавăрăнма пултарнă-и-ха? Тепĕр енчен — вĕсем мĕн тума пултарнă тата?
Акă, вĕсем хăйсен ачи килсе курнă пĕчĕк юханшыв патне çитрĕеç. Акă, вĕсем те çав юханшыва кураççĕ. Анчах малалла мĕн?
Ачан йĕрĕсем çухалнă. Ăна чăннипех нимĕçсем тытнă пулсан, вĕсем, паллах ĕнтĕ, ăна тахçанах пĕр-пĕр хирти комендатурăна илсе кайнă. Анчах, тепĕр енчен, — чирлĕ ырхан лашана çавăтса пыракан ялти çĕтĕк-çатăк ачана мĕн тума тытса каймалла пулнă нимĕçсен? Ун пек совет ачисем, кĕлмĕçе тухса выçăпа асапланса çӳрекенскерсем, сахал-и вĕсен тылĕнче? Пурне те тытса пĕтереймĕн. Унтан — ăçта хурса пĕтерес вĕсене, кам тăрмашса чăрманĕ вĕсемпе? Халĕ нимĕçсен вĕсемпе аппаланма вăхăт çук, харпăр хăйĕн тирĕсене хăтармалла.
Çук, Ваньăна нимĕçсем тытса кайнине ниепле те ĕненес килмест. Тата, тытса кайнă пулсан та, ăна айăпламалли мĕнле сăлтав тупăнма пултарнă? Пĕр сăлтав та пулман. Ун çумĕнче çĕтĕк хутаç та букварь кăна, пĕтĕмпе те çавă çеç.
Апла пулсан, ăçта кайса кĕнĕ-ха вăл? Мĕншĕн лаша пĕчченех тавăрăнчĕ? Тен, Ваня хăй кайрĕ пулĕ вĕсенчен уйрăлса? Тӳсеймен — йăлăхса çитнĕ?.. Ку пачах та пулма пултарайман. Ваня ун пек мар!
Çакăн пек шухăшласан пуринчен те тĕрĕсрех пулать пулĕ: вăл юханшыв патне çитнĕ, каялла тавăрăннă чухне аташса кайнă... Ваня аташнă. Çук, кун çинчен шухăшлама та кулăшла.
Вăхăт малалла шунă. Мĕн те пулин тумаллах пулнă.
Биденкопа Горбунов çамрăк юманлăхра, кĕрен çулçисене тăкма ĕлкереймен йывăçсем хушшинче, йĕри-тавра пăхкаланă.
Сасартăк Биденко хăйĕн куçĕсем патĕнчех пĕр япала курнă та кăшт çеç кăшкăрса яман. Ку — химически карандаш, çиелтен «Химуголь» тесе çырнă пĕчĕкçеç химически карандаш пулнă. Ăна Биденко нумай та пулмасть Ваньăна парне панă. Ваня карандашне пĕрмаях хăйĕн хутаçĕнче чиксе çӳренĕ.
— Кузьма, — терĕ Биденко шăппăн, карандаш çине кăтартса.
Горбунов пăхрĕ те ахлатсах ячĕ.
Çав самантрах вĕсене ĕç мĕнле пулнине пур енчен те, кăтартса паракан тĕрлĕрен вак паллăсем темĕн чухле курăнчĕç. Салтаксем вăл паллăсене хăйсем ку таранччен ытла та çывăх пулнă пирки кăна асăрхаман.
Вĕсем туратран çакăнса юлнă кăвак лаша çăмне курчĕç. Вĕсем туртса пĕтермесĕрех çĕр ăшне таптаса лартнă нимĕç сигаретине, хуçса пăрахнă йывăç тĕмĕ çинчен тăкăннă çулçăсен купине курчĕç. Юлашкинчен, вĕсем кăшт аяккарахра Ваньăн кантраран тунă пушши выртнине курчĕç.
Таврари çĕре салтаксем тимĕрленĕ аттисемпе таптаса пĕтернĕ.
Çаксене пурне те курсан, разведчиксен куçĕ умне çак вырăнта темиçе сехет каялла пулса иртнĕ çав тери хăрушă картина тухса тăчĕ.
Халĕ вĕсемшĕн пĕтĕмпех паллă пулнă.
Вĕсем тĕрес çул суйласа килнĕ. Шăп çакăнталла килнĕ иккен Ваня хăйĕн лашипе. Вăл çак йывăç тĕмĕсем патне çитнĕ. Шăп та вара çакăнта, халĕ Горбуновпа Биденко выртнă çĕрте, Ваньăна нимĕçсем ярса тытнă. Пур паллăсем тăрăх та Ваньăна нимĕçсем сасартăк, кĕтмен çĕртен, питĕ хаяррăн пырса тытнă.
Таптаса пĕтернĕ çĕр, хуçăлнă йывăç тĕмĕсем, хутаçран тухса ӳкнĕ карандаш, аяккалла илсе ывăтнă пушă, туртса пĕтереймен сигарета — çаксем пурте ача çав тери вăйлăн хирĕç тăнине кăтартнă. Унтан вĕсем ăна сĕтĕрсе кайнă. Халĕ разведчиксем çĕр çинче Ваньăна ăçталла сĕтĕрсе кайнине кăтартакан йĕрсене уççăнах курнă.
Йĕрсем хăмăшсем еннелле, Биденкопа Горбунов шухăшĕпе кĕпер пулмалли çĕрелле пынă. Апла пулсан, нимĕçсем ачана кĕпер урлă, леш енне илсе кайнă. Унта, пур паллăсем тăрăх та, вĕсен штабĕ е комендатури пулнă.
Разведчиксем малалла мĕн тумалли çинчен шутлама тытăнчĕç.
Вĕсем хăвăрт, анчах та тĕплĕн, пур енчен те, разведчик-артиллеристсене тивĕçлĕ пек сӳтсе яврĕç. Унтан вĕсен мĕн тумаллине татăклăн йышăнасси çеç юлчĕ.
Биденкопа Горбунов çар званийĕ енĕпе те, вăрçă ĕçĕсем тĕлĕшĕпе те, служба срокĕ тĕлĕшĕпе те пĕр тан пулнă, анчах хальхи разведкăна Горбунова начальник туса янă. Çавăнпа та юлашки сăмаха унăн каламалла пулнă. Вара çав юлашки сăмах — приказ пулнă, ун пирки текех калаçма юраман.
Хăйĕн татăклă сăмахне каличчен малтан, Горбунов тарăн шухăша кайрĕ. Биденко тусĕ пирки иккĕленмен. Вăл хăйĕн тусĕ пит те лайăх сăмах каласса ĕненнĕ. Анчах Горбунов хăй шухăшне каласа парсан, вăл малтан тĕленсех кайнă. Вăл хуть мĕне те кĕтме пултарнă, анчах кун пеккине кĕтмен.
— Акă мĕн, Василий, — терĕ Горбунов çирĕппĕн. — Ĕçсем çакăн пек пулнă пирки пирĕн уйăрăлмалла пулать. Ăнланатăн-и? Эсĕ чаçе каялла каятăн. Хатĕрлен. Эпĕ кунта юлатăп.
— Епле апла? Мĕнле приказ паратăн эсĕ? — ăнланман пек ыйтрĕ Биденко.
— Сана чаçе тавăрăнма приказ паратăп. Эпĕ юлатăп.
— Кузьма! — тесе кăшкăрчĕ Биденко.
— Сăмах пĕтрĕ, — терĕ Горбунов кĕскен, куç харшисене пĕрсе.
Биденко вара урăх ним çинчен те калаçмалли çуккине ăнланчĕ. Çапах та вăл хăй шухăшне каласа пама тăчĕ:
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ епле вара?
— Эпĕ кунта юлатăп. Ăна хăтарма тăрăшатăп.
— Эпĕ мĕнле?
— Эсĕ чаçе каятăн.
— Эпĕ, Кузьма, çапла шухăшлатăп: эпир кунта иксĕмĕр те юлăпăр.
— Пĕрре каланă сана, — тесе татса хучĕ Горбунов.
— Епле-ха эпĕ тавăрăнам пĕчĕк кĕтӳçĕсĕр, — тархасланă пекех ӳкĕтлеме тытăнчĕ Биденко. — Çук, тăванăм. Кун пек ĕç тухмасть. Хуть те мĕн кала, эпĕ вăл ачана пăрахмастăп. Пуçа хуратăп, çапах та хăтаратăп. Мĕнле пулать-ха вара ку? Вăл маншăн тăван ывăл пекех вĕт!..
— Вăл пирĕншĕн те тăван ывăл. Анчах служба пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Пĕлетĕн-и, кама служить тăватпăр? Совет Союзне. Пĕлетĕн ĕнтĕ. Чаçе каятăн. Эпĕ кунта юлатăп.
— Чаçе каймастăп эпĕ, — терĕ Биденко, куçĕсене хаяррăн хĕссе.
— Приказ паратăп, — терĕ Горбунов. — Итлеместĕн пулсан, эпĕ санпа мĕн тумаллине пĕлетĕп. Ăнлантăн-и? Итле-ха, Вася, — терĕ вăл тăруках çемçен. — Эп ăнланмастăп-и мĕн? Эп ăнланатăп, тусăм. Анчах мĕн тăвăн-ха? Батарея пирĕн даннăйсене кĕтет. Ниушлĕ вара эпир ăна суккăр пек туса, маршрутсăр хăваратпăр? Ан ухмахлан, Вася. Эп кунта юлатăп, эсĕ чаçе кай. Пирĕн даннăйсене çитерсе паратăн. Асту, чипер çитнĕ пултăр. Сыхлан, йĕркеллĕн асăрханса кай, нимĕçсем çине пырса ан тăрăн. Сан çине — чул хӳме çине шаннă пекех шанатăп. Командира обстановка çинчен каласа паратăн. Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм, — терĕ Биденко, шăлĕсене çыртса.
Ăна нумай каласа тăма кирлĕ пулман. Вăл Горбунов вырăнĕнче пулнă пулсан, хăй те çавăн пекех тумалла. Вăл лайăх ăнланнă: вĕсенчен пĕрин разведкăра пухнă даннăйсене чаçе çитерсе памалла. Горбунов документсемпе ăна кайма хушни те ăнланмалла япала. Горбунов — группа командирĕ пулнă. Вăл хăйĕн кашни çыннишĕн ответ тытать. Вăл «пĕчĕк кĕтӳçе» çăлма пур майсемпе те усă курмасăр чаçе каялла тавăрăнма пултарнă-и-ха?
— Хушнине ту, — терĕ Гор6унов, паллăсем тунă картăна Биденкона парса.
— Телейлĕ çит, Кузьма.
— Вĕçтер, Вася.
— Итлетĕп.
Урах пĕр сăмах каламасăрах, Биденко упаленсе каялла кайма тытăнчĕ. Юлашкинчен вăл хăмăр çĕрпе пĕрлешсе, тĕтре ăшне путса куçран çухалчĕ.
Горбунов пĕчченех юлчĕ.
«Пĕчĕк кĕтӳçĕпе» мĕн пулнă-ха? — тесе шухăшлать вăл пуçне çĕмĕрсе. — Ну, мĕнех ĕнте вара, — тесе лăплантарма тăрăшать хăйне хăй. — Ăна нимĕçсем тытнă. Комендатурăна е штаба сĕтĕрсе кайнă. Ну, допрос тăвĕç. Мĕн пĕлме пултараççĕ-ха унтан? Ваня разведчик пулнине кăтартакан паллăсем нимĕçсен пачах та çук вĕт. Ача та ача. Тытса тăрĕç-тăрĕç те — ярĕç. Пуринчен ытла вăл нимĕçсем патĕнчен тухнине асăрхамасăр юлас марччĕ. Вара чаçе пĕрле таврăнăпăр. Аван пулать ун пек тусан».
Анчах хăйне çапла лăплантарса, Горбунов хăй ăшĕнче ĕç кун пекех çăмăл пулманнине, вăл нумай начартарах пулнине туйнă.
Темĕскер, Горбунов пĕлменни, вăл тавçăрса илейменни пулнă, анчах та мĕн вăл?
Чăнах та, Горбунов пĕр япалана пĕлмен. Вăл çавна пĕлнĕ пулсан, хăранипе чĕтĕресе кайнă пулĕччĕ. Вăл Ваня Солнцевăн кăмăлне, унăн ăс-тăнĕ мĕн тери çивчĕ пулнине, вăл мĕн тери кĕтмен япаласем шухăшласа кăларма пултарнине, вăл ачалла мăнкăмăллă пулнине пĕлмен. Çакăн пек пулни ăна кăшт çеç пĕтерсе хуман.
Ваня Солнцевшăн ăна çул кăтартса пыракан туса разведкăна илсе кайни сахал пулнă. Çул кăтартса пыракан пуласси — хисеплĕ, ответлă ĕç пулнине пĕлнĕ вăл. Анчах ку уншăн сахал пулнă. Унăн ытлашши вĕри, тăранма пĕлмен чĕри тата ытларах ыйтнă. Унăн чапа тухас, пурне те тĕлĕнтерес килнĕ.
Разведкăна тухса каяс умĕн Ваня — никама систермесĕр — хăйне валли компас тупнă. Кайран паллă пулнă тăрăх — ăна вăл, нумай шухăшласа тăмасăрах, пĕр разведчикăнне çаклатнă. Тĕрĕсрех каласан, вăл ăна, разведкăран тавăрăнсан каллех вырăна хуратăп, тесе, хуçи куриччен койка çинчен илнĕ. Кун пек тунине вăл пĕртте аван мар тесе шутламан, мĕншĕн тесен çав разведчик ăна хăй компасне илсе çӳреме яланах панă, унпа мĕнле усă курмаллине те хăех вĕрентнĕ. Карандашĕ Ваньăн унчченех пулнă. Çырса пымалли кĕнеке вырăнне вал букварьпе усă курма шут тунă.
Çапла майпа кирлĕ пек хатĕрленсе çитсе, «пĕчĕк кĕтӳçĕ» чăн-чăн разведчик пекех ĕçе тытăннă.
Разведка вăхăтĕнче, мала кайнă Ваня тавăрăнасса кĕтсе ларса, Горбуновпа Биденко ача унта вĕсемсĕр мĕн туса çӳренине пачах та пĕлмен. Вĕсем çапла шутланă: Ваня хăйĕн лашипе мала каять, унта таврари вырăна «сăнаса пĕлет», унтан тавăрăнса çул хăрушă е хăрушă марри çинчен пĕлтерет.
Анчах Ваня çакна çеç мар тунă. Разведчиксем пек пулма тăрăшса, вăл тата хăй темĕн сăнанă. Мăшлатса, çамкине пĕркелентерсе, вăл компаспа тăрмашнă, азимут лартнă. Хăйĕн букварĕн хĕррисенче вăл пĕр хăй кăна ăнланма пултаракан армак-чармак паллăсем туса ориентирсемпе тĕлсене çырса пынă.
Юлашкинчен вăл хăй пулнă вырăнăн планне ӳкерме те тытăннă. Чалăш-чăлăш паллăсемпе, анчах самаях тĕрĕс туса, вăл çулсене, вăрмансене, юханшывсене, шурлăхсене ӳкерсе илнĕ.
Шăп çак ĕçе тунă вăхăтра ĕнтĕ ăна нимĕçсен комендант патрулĕ пырса тытнă. Хăйĕн компасĕпе тата букварĕпе вĕтĕ юманлăхра вырăнаçса, вăл юханшывлă тата çĕнĕ кĕперлĕ вырăнăн планне туса ларнă. Хăмăшсем хушшинче Ваня çав кĕпере чăнах та курнă иккен.
Кайран мĕн пулнине тавçăрса илме йывăр мар ĕнтĕ.
Ваня çав тери хаяррăн, мĕнпур вăйпа хирĕç тăнă. Анчах та нимĕçсен комендант патрулĕн икĕ салтакне хирĕç пĕчĕк арçын ача мĕн тума пултарнă-ха?
Ваньăн аллисене çурăм хыçнелле пăрса лартса, прикладсемпе çапа-çапа, нимĕçсем ăна çĕнĕ кĕпер урлă сăрт çинелле, вăрмана илсе кайнă.
Кунта ăна тарăн тĕттĕм блиндажа кӳртсе янă та, тулаш енчен питĕрсе лартнă.
15
Кăшт вăхăт иртсен Ваня патне салтак пырса ăна урăх блиндажа допроса илсе кайнă.
Ку блиндаж çинче, хырсем хушшинче, маскировка тумалли çетка çакăнса тăнă, шалта ирĕк те ăшă пулнă, электричество лампи çуннă. Кĕтесре радио мăрлатнă.
Блиндаж варринче, урисене çĕре çапса лартнă хыр сĕтел хушшинче, пĕр арçынпа хĕрарăм юнашар ларнă.
Арçынĕ — нимĕç офицерĕ пулнă, вăл тăвăр френч тăхăннă, френчĕн çухи сарлака, хура бархатран тунăскер пулнă, ăна хĕррипе кĕмĕл хăюпа çĕлесе тухнă, çавăнпа та вăл офицер темĕнле вилнĕ çын тĕслĕ пулнă. Нимĕçĕн сăн-питне Ваня курман, мĕншĕн тесен питне вăл пӳрнине çĕрĕ тăхăннă пылчăклă, хура чĕрнеллĕ аллипе хупласа ларнă. Ваня унăн кăркка мăйĕ пек хĕрлĕ те хыткан мăйне, сарăрах çӳçĕсене тата хутланса ларнă пысăк хăлхине çеç курнă.
Офицер нумайранпа çывăрманнипе пит те ĕшеннĕ пек тата ытлашши вăйлă çутă çине тарăхнă çын пек курăннă. Унăн хура пуставран çĕленĕ, сарлака та авăнчăк, хура лутук пек пысăк сăмсаллă картусĕ хăй хыçĕнче çакăнса тăнă.
Çак картус, уйрăмăнах тата нимĕçĕн ашланса ларнă çăмлă хăлхи ачан кăмăлне ытла та хуçрĕ, вăл темĕнле пысăк инкек пуласса сисрĕ.
Хĕрарăмне илсен, Ваня темĕншĕн хăй ăшĕнче тӳрех «учительница» тесе шутларĕ пулин те, вăл кам иккенне ăнланса илме пултараймарĕ.
Çав хĕрарăм каюра тирĕнчен çĕленĕ кивĕ кофта тăхăннă, кофтин çухине тĕрлĕ пусма татăкĕсемпе чечеклетсе илемлетнĕ. Унăн çыхса тунă юбки чĕркуççийĕсем тĕлĕнче тăсăлса сарăлнă, уринче унăн кăвак резина атă пулнă. Мăйрака пек çӳлелле туса çыхнă сарă çӳçесем ытла та çӳллĕ ансăр çамки çинелле купаланнă, мăнтăр сăмси çинче куçлăх йĕрĕ хĕп-хĕрлĕ палăрса тăнă. Халĕ вăл куçлăхне алăра тытса, çемçе сăран татăкĕпе тасатнă. Унăн шĕвек-сенкер куçĕсем темĕнле малалла тухса тăнă.
Ваньăна сĕтел умне пырса тăратрĕç те, вăл çав самантрах сĕтел çинче хăйĕн компасĕпе кивĕ букварьне курчĕ. Букваре шăпах вăл юханшыва, кĕпере, вăрман тĕмескиллĕ вырăна ӳкерме пуçланă тĕлте уçса хунă.
Хĕрарăм хăвăрт кăна хулăн кĕленчеллĕ ылттăн куçлăхне тăхăнчĕ, чĕнтĕрленĕ пĕчĕк тутăр çине сăмсине шăнкарчĕ те калаçма вĕренне шăнкăрч сассипе, вырăс сăмахĕсене тĕрес калама тăрăшса:
— Кунтарах кил те, ачам, эпĕ ыйтнисене хирĕç пĕтĕмпех каласа пар, — терĕ. — Эсĕ мана ăнлантăн-и? Эпĕ санран ыйтăп, эсĕ мана ответ парăн. Çапла-и? Калаçса татăлтăмăр-и?
Анчах та Ваня хăйне мĕн каланине начар ăнланнă. Нимĕç салтакĕсемпе тӳпелешнĕ хыççăн унăн пуçĕ шавланă, куçĕсем тĕксĕмленнĕ. Çурăм хыçнелле çыхса лартнă аллисем кӳтнипе чавсисем хытă ыратнă.
— Ачам, эсĕ асапланатăн-и?
Ваня чĕнмерĕ.
— Салтса ярăр усалăн аллине, — терĕ хĕрарăм нимĕçле питĕ хăвăрт, унтан ылттăн шăлне кăтартса юриех кулса илчĕ те, вырăсла хушса хучĕ: — Салтăр ачан аллисене. Вăл тӳрленме сăмах парать. Текех вăл пирĕн салтаксемпе çапăçмасть, вĕсен аллисене çыртмасть. Вăл çилленнĕ çеç ун чух. Çапла-и, ачам?
Ваньăн аллисене салтса ячĕç, анчах та вăл нимĕн те чĕнмерĕ, куç харшисем айĕпе йĕри-тавралла вăшт-вашт пăхкаласа кăна илчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ каллех ылттăн шăлне кăтартса, — халĕ ĕнтĕ, ачам, пирĕн пата çывăхарах кил. Ан хăра пиртен. Эпир санран ыйтатпăр çеç, эсĕ пире ответ паратăн. Çапла-и? Ну, халь кала ĕнтĕ пире, кам эсĕ, мĕн ятлă, ăçта пурăнатăн, санăн аçу-аннӳ кам, эсĕ çак çирĕплетнĕ района мĕн тума килсе кĕтĕн тата?
Ваня салхуллăн çĕрелле пăхрĕ.
— Эп нимĕн те пĕлместĕп. Мĕн кирлĕ сире манран? Эпĕ сире тивмен, — терĕ вăл нăшăклатса. — Эпĕ хамăн лашана шырарăм. Аран-аран тупрăм. Кунĕпе, çĕрĕпе çапкаланса çӳрерĕм. Аташса кайрăм. Унтан канма лартăм. Сирĕн салтаксем мана хĕнеме тапратрĕç. Мĕн айăпшăн?
— Ну, ну, юрĕ, ачам. Ытла хаяррăн калаçма кирлĕ мар. Салтаксем вĕсем хăйсен ĕçне тунă та, çавнашкалах кăшт çиленнĕ. Урăх нимĕн те мар. Анчах та пирен пĕлес килет, кам пулатăн эсĕ, ăçтисем, санăн аçу-аннӳ кам?
— Эпĕ тăлăх.
— Эх! Мĕскĕн ача! Санăн аçу-аннӳ вилнĕ, çапла-и?
— Вĕсем вилмен. Вĕсене вĕлерчĕç. Сирĕннисемех вĕлерчĕç, — терĕ Ваня, нимĕç хĕрарăмĕн пĕчĕк тар пĕрчисем йăлтăртатса тăракан мăнтăр сăмси çине хаяррăн пăхса.
Нимĕç хĕрарăмĕ унăн-кунăн турткаланса илчĕ те мăнтăр сăмсине тутăрпа шăлкалама тытăнчĕ.
— Çапла, çапла. Вăрçă çавăн пек вăл, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ. — Ку пит те хурлăхлă, анчах кӳренме кирлĕ мар. Куншăн никам та айăплă мар. Пур çĕрте те тăлăхсем нумай. Мĕскĕн ача! Анчах та эсĕ ан хуйхăр. Эпир сана вĕрентсе ӳстерĕпĕр. Эпир сана ача çуртне вырнаçтарăпăр. Лайăх ача çуртне вырнаçтарăпăр. Унтан, тен, шкула та кайăн. Пурăнăç валли тĕплĕ професси илĕн. Санăн çавăн пек кăмăл пур-и? Çапла-и?
— Фрау Мюллер, — терĕ офицер нимĕçле, тарăхнипе тухакан усал сасăпа, хăйĕн шатраллă çамкинчен пӳрнисемпе шаккаса. — Кирлĕ мара калаçма пăрахăр. Ку никамшăн та интереслĕ мар. Манăн çакна пĕлес пулать: вăл ирсĕрскер, ăçтан компас тупнă тата пирен çирĕплетнĕ районăн схемине ӳкерсе илме кам янă ăна?
— Халех, çак самантрах, господин майор. Анчах та эсир вырăс ачин чунне пĕлместĕр вĕт. Эпĕ ăна лайăх пĕлетĕп. Ман çине шанма пултаратăр. Малтан эпĕ унăн ăшне-чунне кĕрсе каятăп, хама ĕненсе шанакан тăватăп, кайран вăл мана пĕтĕмпех каласа парать. Мана шанма пултаратăр. Эпĕ вăл халăх хушшинче вунă çул пурăннă.
— Юрĕ. Анчах та кирлĕ мара ан калаçăр. Мана ку йăлăхтарса çитерчĕ. Часрах кĕрсе кайăр та унăн ăшне-чунне, часрах калатăр вăл усал: компас кам панă ăна тата пирĕн çар объекчĕсен схемисене ӳкерме кам вĕрентнĕ. Эпĕ кунта ĕçе пит лайăх пĕлсе тунине куратăп. Тĕпчесе пĕлĕр!
— Çапла ĕнте, ачам, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ вырăсла, тӳсĕмлĕн кулнă май ылттăн шăлне каллех кăтартса, — эпĕ сана юратнине тата эпĕ сана ырă суннине эсĕ хăвах куратăн ĕнтĕ. Манăн аттепе анне нумай вăхăт хушши Российăра пурăннă, эпĕ хам та кунта вунă çул ытла пурăннă. Куратăн-и, эпĕ вырăсла мĕнле калаçатăп? Санран нумай авантарах. Эпĕ пĕтĕмпех, пĕтĕмпех вырăс хĕрарăмĕ. Эсĕ мана йăлтах шанма пултаратăн. Манпа эсĕ хăвăн тăван аппупа калаçнă пекех уççăн, ним пытармасăр калаçма пултаратăн. Ан хăра. Мана хăвăн аппу тесе чĕн. Маншăн ку кăмăллă çеç пулать. Халĕ ĕнтĕ, ачам, каласа пар мана, ăçтан илтĕн эсĕ ку компаса?
— Тупрăм.
— Ай-ай-ай! Аван мар хăвна юратакан аппуна улталама. Санăн çакна ăнланас пулать: суйни çыннăн тивĕçлĕхне ӳкерет. Халĕ ĕнтĕ тата тепĕр хут шухăшласа пăх та — кала: ăçтан илтĕн эсĕ ку компаса?
— Тупрăм, — терĕ Ваня тата тепĕр хут çирĕппĕн.
— Апла пулсан, компассем кунта кăмпасем пек çĕрте ӳсеççĕ, тесе шутлама пулать? — Кам та пулин çухатнă та, эпĕ тупрăм.
— Кам çухатнă-ха?
— Пĕр-пĕр салтак çухатнă.
— Кунта нимĕç салтакĕсем çеç пур. Нимĕç салтакĕсен нимĕç компасĕсем пулаççĕ. Анчах ку — вырăссен компасĕ. Çакна хирĕç мĕн калăн, ачам?
Ваня хăй йăнăш тунине сиснипе тарăхса, нимĕн чĕнмесĕр тăчĕ.
— Ну, мĕнле пулчĕ-ха вăл?
— Пĕлместĕп.
— Эсĕ пĕлместĕн? Питĕ аван. Эпе ăнланатăп. Эсĕ хăвна компас панă çынсем çинчен пĕлтересшĕн мар. Эсĕ каламастăн. Куншăн сана мухтама тивĕç. Анчах та сана компас панă çынсем — лайăх мар çынсем. Вĕсем пит те лайăх мар çынсем. Вĕсем преступниксем. Анчах эсĕ преступниксене мĕн тунине пĕлетĕн-и? Эсĕ преступник пуласшăн мар вĕт? Çапла мар-и? Кала ĕнтĕ пире, кам пачĕ сана компас?
— Никам та паман.
— Епле-ха тата?
— Тупрăм.
— Юрĕ. Эпĕ сана ĕненетĕп. Эсĕ тĕрĕснех калатăн, тейĕпĕр. Апла пулсан, каласа пар-ха, сана çакăн пек хитре ӳкерчĕксем тума кам вĕрентрĕ?
— Мĕнле ӳкерчĕксем? Эсир мĕн çинчен ыйтнине эпĕ ăнланмастăп, — терĕ Ваня çаннипе сăмсине шăлса.
— Кил-ха кунта. Çывăхарах. Ан хăра. Эпĕ сана тивместĕп. Çакă вăл кам кĕнеки?
— Мĕн камăн? — терĕ те Ваня, нăшăклама тытăнчĕ. — Мĕн ыйтатăр эсир манран — ăнланаймастăп.
— Кам кĕнеки çакă? — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ, тӳсеймесĕр.
— Букварь-и?
— Букварь çав. Камăн вăл?
— Манăн.
— Ун çине кам ӳкернĕ?
— Мĕн ӳкернĕ?
— Эсĕ, ачам, пĕлмĕш ан пул. Кам тунă çак схемăна?
— Хăш схемăна? — каллех нăшăклама пуçларĕ Ваня. — Эпĕ сирĕн ниепле схемăна та пĕлместĕп. Эпĕ лаша çухатрăм. Çĕрĕн-кунĕн сĕтĕрĕнсе çӳрерĕм. Эсир ярăр мана, аппа. Мĕн тунă эпĕ сире?
— Кил кунта, тетĕп эпĕ сана! — кăшкăрса ячĕ те нимĕç хĕрарăмĕ, унăн куçлăх айĕнчи куçĕсем чармакланса чарăлса кайрĕç.
Вăл ачана хăйĕн хыпкăч пек хытă пӳрнисемпе хулпуççинчен ярса тытрĕ, сĕтел патнелле туртса илсе сăмсипе букварь çине тăрантарчĕ.
— Ак çакă. Кам ӳкернĕ ăна?
Мĕн калама пултарнă Ваня? Ытла та уççăн курăнса тăнă-çке вăл мĕн-мĕн туни. Нимĕн чĕнмесĕр, кăвакарса кайса пăхрĕ Ваня букварĕн çĕтĕлсе пĕтнĕ страници çине. Вăл страницăри ӳкерчĕксемпе саспллисем çийĕн чалăш-чăлăш, анчах самаях пĕлсе, химически карандашпа çĕнĕ кĕпере, каçма май пур вырăнсене палăртнă, юханшыв схемине тунă.
Уйрăмăнах Ваня шыв урлă каçмалли ăшăх вырăнсемшĕн савăннă. Вĕсене вăл хăй тĕрĕслесе пĕлнĕ те, разведчиксем ӳкернĕ пекех ӳкерсе хунă. Каçма май пур кашни ăшăх вырăн тĕлне вăл урлă йĕр туса хунă, ун çине хулăн цифра лартнă, ку вăл шыв пĕр метр тарăнăш пулнине пĕлтернĕ, йĕр айне — шыв тĕпĕ мĕнле пулнине пĕлтерекен саспалли лартнă: Х=хытă.
Ваня тунма нимĕнле май та çуккине, вăл хăй пуçĕпех пĕтнине ăнланса илчĕ.
— Кам ӳкернĕ çакна? — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ тепĕр хут, хытă карăнтарнă йĕс хĕлĕх пек чĕтренĕ сасăпа.
— Пĕлместĕп, — терĕ Ваня.
— Эсĕ пĕлместĕн эппин? — терĕ те нимĕç хĕрарăмĕ, унăн пичĕ çине малтан темĕнле хĕрлĕ панчасем тухрĕç, унтан вăл пĕтĕмпех çĕр çырлинчен тунă супăнь тĕслĕ пулса тăчĕ.
Сасартăк нимĕç хĕрарăмĕ хăйĕн тимĕр пек пӳрнисемпе ачана хăлхисенчен хăвăрт кăна çавăрса тытрĕ те унăн пуçне çӳлелле çĕклерĕ.
— Уç çăварна. Эп хушатăп сана. Халех çăварна уç та чĕлхӳне кăтарт.
Ваня хăйне мĕн тăвасса ăнланчĕ те шăлĕсене çыртса лартрĕ. Вара ăна нимĕç хĕрарăмĕ çав тери вăйлă та çирĕп чĕркуççийĕсемпе хĕстерчĕ, унăн çăварне шĕвĕр пӳрнисене чиксе ярса, çеклĕсемпе туртнă пек ик еннелле турта пуçларĕ.
Ваня ыратнипе кăшкăрса ячĕ, пĕр самантлăха чĕлхине кăтартрĕ.
— Халĕ эпир пĕлетпĕр!
Ваньăн чĕлхи пĕтĕмпех кăн-кăвак пулнă, мĕншĕн тесен схема ӳкернĕ чух вăл химически карандаша пĕрмаях чĕлхипе йĕпетнĕ.
— Халĕ ĕнтĕ, — терĕ нимĕç хĕрарăмĕ, хăйĕн мăнтăр та хĕрлĕ пӳрнисене юбки çумне йĕрĕнчĕклĕн шăлса, — эпир санран ыйтăпăр, эс вара пире ответсем пар. Çапла-и? Топографи схемисем тума кам сана, вăл çынсем ăçта, тата вĕсене мĕнле тупмалла? Эсĕ мана ăнлантăн-и? Сана эпир шанчăклă виçĕ çын парăпăр, эсĕ вĕсене çул кăтартса пырăн.
Ваня сĕтел сумĕнчех тăчĕ. Вăл пĕрмай тутисене çыртса, пуçне усса тăнă пирки, унăн куç хăрпăхĕсем çинчен пăрçа пек куççулĕсем тăкăнчĕç. Вĕсем букварьте ӳкернĕ пĕрене тата ун çине лартнă пуртă ӳкерчĕкпе чалăш йĕрсем тăрăх илемлĕн кăна: «Чурасем эпир мар. Эпир чурасем мар», тесе çырнă сăмахсем хушшинчи шурă вырăна тунă схема çине ӳкрĕç.
— Кала, — терĕ те нимĕç хĕрарăмĕ майпен, сăмсипе сывлама тапратрĕ.
— Каламастăп, — терĕ унтан та майпентерех Ваня.
Çав самантрах вăл, офицерăн çĕрĕ тăхăннă пӳрнеллĕ алли ерипен аялалла шуса ансан шатраллă, шĕвĕр те хĕрлĕ сăмсаллă, карăкăнни пек пĕчĕк çеç янахлă сăн-питне курчĕ.
Офицерăн куçĕсем мĕнлине Ваня асăрхаса юлма ĕлкĕреймерĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕрре çутăлса илсенех, хăлхаран çав тери хытă çапса янипе ача стена пăтнелле вăркăнчĕ.
Ваня пуçĕпе пĕренене пырса çапăнчĕ, анчах та ӳкме ĕлкĕреймерĕ. Ăна çавăнтах, пĕрре туртсах, сĕтел патнелле тĕртсе ячĕç, варă иккĕмĕш хут, малтанхи пекех çав тери хытă çапса ячĕç. Анчах ăна каллех ӳкме памарĕç.
Вăл сĕтел умĕнче сулăнкаласа тăчĕ, халĕ ĕнтĕ букварь çине ун сăмсинчен юн тумласа: «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар», тесе çырнине хупларĕ.
Ачан куçĕ умĕнче куçа алчăратса яракан шурă тата хура пăнчăсем пĕр тăтăш йĕр пулса тăсăлса выртрĕ. Хăлхисем унăн пушă хуран пек, çав хурана тул енчен мăлатукпа çапса тăнă пек янăранă. Вара Ваня питех те шăппăн, питех те инçе пек туйăнакан сасса илтрĕ:
— Халĕ калатăн-и ĕнтĕ эсĕ?
— Аппа, ан хĕнĕр мана! — тесе кăшкăрса ячĕ ача, çав тери хăранипе пуçне аллисемпе хупласа.
— Халĕ калатăн-и эсĕ? — тепĕр хут ачашшăн каларĕ инçетри сасă.
— Каламастăп, — терĕ ача тутисене аран хускатса.
Ăна каллех çапса стена патнелле вăркăнтарчĕç. Ваня урăх вара нимĕн те астумарĕ. Вăл хăйне икĕ салтак блиндажран епле сĕтĕрсе тухнине те, нимĕç хĕрарăмĕ ун хыçĕнчен:
— Чим-ха, маттурăм! Эсĕ виçĕ кун хушши шывсăр, çимесĕр ларсан калаçма пуçлатăн акă, — тесе кăшкăрса юлнине те илтмерĕ.
16
Ваня сĕм тĕттĕмре, пĕтĕм çĕре чĕтрентерекен хăрушă сасăпа вăранчĕ. Çĕр чĕтĕренипе ăна çĕкле-çĕкле пăрахрĕ, стена патĕнчен аяккалла ывăтрĕ. Çӳлтен кăшăртатса хăйăр юхса анчĕ. Вăл пĕрре çинçе йĕрсемпе юхрĕ, тепринче çав тери нумай йăтăна-йăтăна анчĕ. Ваня хăйĕн çинче йывăр хăйăр выртнине туйрĕ. Вăл ĕнте çурри таран хайăр айне пулнă. Вара, хăйăр айĕнчен тухма тăрăшса, мĕнпур вăйне пухса аллисемпе ĕçлеме пуçларĕ. Вăл хăйĕн чĕрнисене хуçса пĕтерчĕ. Вăл мĕн вăхăт хушши тăнсăр выртнине те пĕлмен. Нумаях выртнă пулмалла çав, мĕншĕн тесен унăн хырăмĕ çав тери выçнă, кăмăлĕ пăтраннă.
Пăр пек нӳрлĕ сывлăшра унăн ăшчикки витерех шăнса кайнă. Сивĕпе шăлĕсем шакканă. Пӳрнисем кӳтсе çитнĕ, аран-аран авăннă. Пуçĕ халĕ те ыратнă, анчах мĕн пулнине вăл чиперех астунă.
Вăл хăйне допрос умĕн питĕрнĕ блиндажрах выртнине, таврара бомбёжка пулнине лайăх тавçăрса илнĕ.
Чĕтĕрекен стенасем çине пыра-пыра тăрăнса, вăл алăк шырама упаленсе кайрĕ. Ăна вăл нумайччен шырарĕ, çапах та юлашкинчен тупрĕ. Анчах алăка тул енчен питĕрнĕ пулнă та, вăл уçăлмарĕ.
Сасартăк çывăхра, пуç тăрринчех çав тери хăрушă та вăйлă взрыв илтĕнчĕ, ача пĕр вăхăтлăха илтми пулса ларчĕ. Çӳлтен темиçе пĕрене персе анчĕ, вĕсенчен пĕри ăна кашт çеç пуçран çапмарĕ.
Хăма алăк тăпсисенчен татăлса сирпĕнсе турпас пек вакланчĕ. Мачча çине сарнă пĕренесем тĕрлĕ çĕрелле ыткăннипе блиндажа куçа йăмăхтаракан кăнтăрлахи çутă çапрĕ. Çав самантрах нумай пулемётсем пĕр харăс пени илтĕнчĕ, — вăл пулемётсем çывăхрах пулнă, пĕр-пĕринпе ăмăртса пенĕ пек туйăннă.
Ваня ларакан блиндажа аркатса тăкнă бомба — юлашки пулнă. Халĕ ĕнтĕ шăплăхра пур енчен те вăйлăн ĕçлекен вăрçă машинин сасси уççăнах илтĕннĕ. Унăн хаяр шавĕнче ачан каллех илтме пуçланă хăлхисем çын сассисен килĕшӳллĕ те çепĕç хорĕ таçта инçетре: «а-а-а-а!» тесе, юрланă евĕр кăшкăрнине уйăрса илнĕ.
Вара Ваня, хăй сисмесĕрех, разведчиксем патĕнче пĕрре илтнĕ сăмаха: «Хирсен патши атакăна кайрĕ», тенине тепĕр хут астуса илнĕ.
Ишĕлсе аннă çĕр картлашкасем тăрăх Ваня блиндажран чакаланса тухрĕ те çĕр çумне йăпшăнса выртрĕ. Вăл хăй умĕнче вăрман курчĕ, — вăл нумаях та пулмасть нимĕçсем хăйне сĕтĕрсе килнĕ вăрман пулнă. Ун чухне ку вăрманта çирĕп йĕрке, лăпкă пулнă. Пур çĕрте те паркри пек, çулсем туса вĕсене юханшыв хăйăрĕпе сапса тухнă; канавсем урлă хитре пĕчĕк кĕперсем хывнă, вĕсен карлăкĕсене шурă хурăн тураттисенчен тунă; штаб блиндажĕсем çинче маскировка тумалли сеткăсем çакăнса тăнă, вĕсем çине тăват кĕтеслĕ симĕс пусма тăрăхĕсем çĕлесе лартнă; йăрăм-йăрăмлă «кăмпасем» айĕнче ăшă тумланнă часовойсем тăнă; пур еннелле те хура тата хĕрлĕ телефон провочĕсем тăсăлнă; чашăк-тирĕк çĕкленĕ хĕрсем çӳренĕ; таçта чăтлăхра походнăй электричество станцийĕ чĕтĕренсе тăнă; ятарласах алтнă тарăн шăтăксенче штаб автобусĕсемпе çăмăл «оппель-адмиралсем» тăнă, вĕсене çиелтен туратсемпе витсе хунă.
Нимĕçсен халĕ çак пит те тирпейле майласах лартнă штабĕн вăрманне палламалла мар çĕмĕрсе тăкнă иккен.
Тĕтĕмпе йăсăрланакан сарăрах хĕрлĕ воронкăсем — снарядсемпе бомбăсен шăтăкĕсем тавра тымарĕпех кăкласа пăрахнă хырсем, автомобильсен тĕрлĕ тесле ванчăкĕсем, çунса кайнă тата йăсăрланакан шинеллĕ нимĕç виллисем выртнă. Питĕ çӳлте, туратсем çинче маскировка тумалли сеткăсен çĕтĕкĕсем сулланкаланă. Сывлăш чыхăнтаракан тар шăршипе тулнă.
Пушăпа çапнă чухнехи пек сасăпа шăхăрса, пульăсем вĕçнĕ, вĕсем йывăçсен хупписене хăйпăтса, туратсене касса татса кайнă.
Ваня çавăнтах ăнланса илчĕ: нимĕçсем вăрмантан тасалнă иккен, анчах пирĕннисем çитсе кĕмен-ха. Ку вăл питех те кĕске, анчах пите вăрăм пек туйăнакан вăхăт пулнă. Ку вăхăтра батарейăсем васкасах позицисене улăштараççĕ, миномётчиксем хăйсен миномёчĕсене хулпуçсисем çине хураççĕ, телефонистсем хăйсен катушкисене сӳтсе чупаççĕ, çыхăну офицерĕсем броневиксем çине хăпарса ларса ыткăнса иртеççĕ, минёрсем хăйсен умĕнче минăсене шырамалли хатĕрĕсене тытса утаççĕ, стрелоксем винтовкисене алла тытса пилĕк минут каярах тăшман пулнă вырăнсемпе пĕшкĕнмесĕрех чупса иртсе каяççĕ.
Çĕр çумне лапчăнса выртса, Ваня хамăрăннисем курăнасса кĕтрĕ. Унăн чĕри çав тери хытă тапрĕ.
Акă, вĕсем тинех курăнчĕç.
Пуринчен малтан вараланса, çурăлса пĕтнĕ, сулкаланса пыракан плащ-палатка тăхăннă пысăк салтак курăнчĕ. Вăл йывăç хушшисемпе чупса иртрĕ. Чĕркуççи çине ларчĕ, автоматăн дискне хăвăрт улăштарчĕ те выртса тĕллеме пуçларĕ.
Ваньăна вăл çав тери нумай вăхăт тĕлленĕ пек туйăнчĕ. Анчах чăннипе — вăл пĕтĕмпех те темиçе секунда хушши çеç тĕлленĕ. Вăл кама пемеллине суйланă. Юлашкинчен салтак спусковой крючок çине пусрĕ. Çаврака хура дисклă автомат кĕске черет кăларса янипе чĕтренсе илчĕ.
Вара çав самантрах Ваня салтака палласа илчĕ. Вăл Горбунов пулнă. Епле улшăннă вăл! Вăл çав-çавах паттăр, тĕреклĕ, сарлака, кăшт хулăнтарах пулнă, анчах ăçта кайса кĕнĕ-ха унăн ырă кăмăллă, уçă, лăпкă кулли? Халĕ унăн шурă куç харшиллĕ, çапăçăва пула вĕриленсе кайнă, пăшăрханнă, хăрăмпа хуралнă сăнĕ хаяррăн курăннă.
Ку Гор6унов пĕртте Ваня ялан курма хăнăхнă Горбунов тĕслĕ пулман. Ваня курса пурăннă Горбунов яланах яп-яка хырăннă, шурă ӳтлĕ, хĕрлĕ сăнлă, ырă кăмăллă çын пулнă.
Анчах та леш Горбунов ахаль çеç лайăх пулнă пулсан, ку Горбунов ытармалла мар лайăх пулнă.
— Горбунов пичче! — тесе кăшкăрчĕ Ваня çинçе сасăпа, çапăçу шавĕнчен хытăрах кăшкăрма тăрăшса.
Анчах çав самантрах вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Горбуновăн пичĕ çинче савăнăçлă кулă — ĕлĕкхи пек, эртельри пек ырă кулă çутăлса илчĕ, унăн катăк шăлĕсем те курăнчĕç.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ! Ванюшка! — тесе кăшкăрчĕ Горбунов пĕтĕм вăрмана илтĕнмелле хăйĕн паттăр, анчах кăштах хĕрарăмăнни пек çинçерех сассипе. — Ах, йĕксĕк! Пăх-ха эсĕ ăна — чĕрĕ! Эпĕ сана пуçĕпех пĕтрĕн пуль тесе. Чĕререн юратнă тусăм, ну мĕн калăн ĕнтĕ сана, — тĕре вăл, пĕр иккĕ сикнипех Ваня патне çитсе. — Ну, тăванăм, мыскара кăтартрăн та эсĕ пире!
Вăл ачана хытă ыталаса илчĕ, хăй çумне пăчăртарĕ, унтан вĕри аллисемпе пит çăмартисенчен тытрĕ те, салтакăн хытă тутисемпе ача тутинчен икĕ хут чуптурĕ.
Унăн çапăçура вĕриленнĕ пысăк, тарласа кайнă ӳт-пĕвĕн ăшшине туйсан, Ваня калама та çук савăнчĕ.
Хăйĕнпе халĕ пулса иртнисем пурте Ваньăна тĕлĕк пек, юмах пек туйăнчĕç. Унăн Горбунов çумне тата хытăрах пăчăртанас, ун плащ-палатки айне пытанас та нумайччен ларас килчĕ, — хуть те пилĕк сехет лармалла пултăр. Анчах та вăл хăй салтак пулнине, салтака ун пек ухмахла япаласем туни килĕшменнине аса илчĕ.
— Горбунов пичче, — терĕ вăл хăвăрттăн, — кунта, вăрманта, пĕр штаб блиндажĕ пур, мана унта вĕсем допрос турĕç. Леш пирĕн карбиднăй лампăллă блиндажран нумай лайăхрах. Пĕр-икĕ хут пысăкрах.
— Мĕн калатăн эсĕ!
— Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăп.
— Ăшă-и? — иккĕленерех ыйтрĕ Гор6унов.
— Э-э! Унтан ăшă пулни кирлĕ те мар. Вĕсен тата унта радио та пурччĕ-ха. Пĕрмаях юрлатчĕ.
— Радио? Ку пире пит те кирлĕ, — тесе хыпаланма тытăнчĕ Горбунов, хуçалăхшăн тăрăшас кăмăл çĕкленнине туйса. — Ăçта-ха вăл блиндаж, кăтарт!
— Кунтах, инçе мар.
— Апла пулсан айта, йышăнăпăр. Атту ыттисем хăйсене валли тытса илме пултараççĕ. Эпĕ тахçанах хамăр команда валли радиоллă блиндаж тупасшăнччĕ-ха. Пирĕн батарея шăпах çак тĕлелле килмелле.
Вĕсем блинлаж патнелле чупрĕç.
— Çакă-и? — ыйтрĕ Горбунов.
— Çакă, — терĕ Ваня, куçĕсене йĕрĕнчĕклĕн хĕссе.
Горбунов шăлавар кĕсьинчен ятарласах çак ĕçе тума чиксе килнĕ кăмрăк катăкне кăларчĕ те, алăк çине шултăра саспаллисемпе çырса хучĕ:
— «Н-ски артполкăн никам çĕнтерейми батарейин управлени взводĕнчи разведчиксен команди йышăннă. Ефрейтор Горбунов».
Çав вăхăтра вăрман витĕр, йывăçсем хушшипе унăн-кунăн пăрăнкаласа, хыçалтан çитмĕл ултă миллиметрлă тупăсем кăкарнă грузовиксем вĕçтерсе пычĕç.
Ку капитан Енакиевăн батарейи огневой позицине улăштарнă.
17
— Ну, пĕчĕк кĕтӳçĕ, пĕтрĕ санăн ĕçӳ. Çапкаланса çӳрерĕн, çитет. Халĕ ĕнтĕ эпир санран чăн-чăн салтак тăватпăр.
Çавăн пек сăмахсемпе ефрейтор Биденко обмундировани тултарнă пысăк çыхха койка çине пăрахрĕ. Унтан вăл çав çыхха çирĕппĕн туртса лартнă вĕр-çĕнĕ чĕн пиçиххие вĕçертрĕ. Япаласем саланчĕç те, Ваня вĕр-çĕнĕ шăлавар, погонлă вĕр-çĕнĕ гимнастерка, аялтан тăхăнмалли кĕпе-йĕм, пуртенкке, япаласем хумалли хутаç, шинель, хĕрлĕ çăлтăрлă малахай-çĕлĕк, пуринчен те хаклăраххи — атă курчĕ. Пĕчĕкçеç, çав тери хитре, сăран тĕплĕ атă, унăн тĕпне рашпильпе тип-тикĕс якатнă та шурă йывăç пăтасем курăнса тăнă.
Ваня ку саманта нумайранпа кĕтнĕ. Ун çинчен вăл пермаях ĕмĕтленнĕ. Анчах та çав самант çитсен, ача хăйĕн куçĕсене те ĕненмерĕ. Вăл сывлайми пулса ларчĕ.
Çак пур калама çук паха, çирĕп çĕленĕ, çĕнĕ япаласем — тем пек пуянлăх! — халĕ пĕтĕмпех унăн хăйĕн пулни пачах та ĕненмелле мар пек туйăннă.
Ваня тĕкĕнме хăяймасăр обмундировани çине пăхса тăчĕ. Пуринчен ытла унăн погонсем çинчи пĕчĕкçеç тупăсене тытса пăхасси килчĕ. Пӳрнисем вĕсем патнеллех туртăнчĕç, анчах тупăсем тытма çук вĕри пулнă пекех — вăл пӳрнисене каялла туртса илчĕ.
Ваня, куç харшисене чĕтретсе, пĕрре япаласем çине, тепре Биденко çине пăха-пăха илчĕ.
— Ку пĕтĕмпех мана-и? — терĕ вăл юлашкинчен хăюсăр.
— Кама пултăр тата.
— Çук, эсир чăннине калăр, Биденко пичче.
— Чăннине калатăп.
— Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăр-и?
— Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăп.
— Разведчикăн чăн-чăн сăмахне те паратăр-и?
— Ку вăл паллах ĕнтĕ, — терĕ Биденко, кулса ярас мар тесе юриех тĕксĕмленнĕ пек пулса. — Эпĕ саншăн ведомость çине те алă пусрăм.
— Ух, мĕн чухлĕ япала вĕт!
— Япала довольствийĕ, — терĕ Биденко йăл кулса. — Мĕн чухлĕ пама тивĕç, çавăн чухлĕ панă. Ытла та мар, кая та мар.
Хале тин, «ведомость», «япала довольствийĕ» текен ытла та тĕлĕнмелле сăмахсене илтсен, Ваня çак ĕçсем тĕлĕкре мар, чăнахах пулса иртнине ăнланса илчĕ. Япаласем чăнах та унăн пулнă.
Вара вăл пĕр васкамасăр, чăн-чăн хуçа пек, япаласене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна иле-иле хучĕ, кашни япалине уйрăмăн çутă еннелле тытса пăхрĕ.
Юлашкинчен, пурне те тытса пăхсан:
— Обмундированине тăхăнма та юрать-и ĕнтĕ? — терĕ.
Анчах Биденко пуçĕпе сулчĕ те, кулса ячĕ.
— Ха, епле çивĕч эсĕ. «Тăхăнма»! Кăмăла кайнă ăна! Çук, тăванăм, малтан эпир санпа мунчана кайса килетпĕр-ха, унтан санăн лупас пек çӳçĕсене касса тăкатпăр, кайран тин вара санран салтак тăватпăр.
Ваня йывăррăн сывласа илчĕ, анчах нимĕн те чĕнмерĕ. Унăн епле пулсан та обмундированине часрах тăхăнса чăн-чăн салтак пулас килнĕ пулин те, вăл аслине хирĕç калама хăяйман. Пĕтĕмĕшпех ăнланса çитмен пулин те, вăл çар дисциплини мĕн иккенне туйма пуçланă. Вăл ĕнтĕ мĕн хушнине пĕр сăмахсăрах итлеме вĕреннĕ. Вăл ĕçе хăй ирĕкĕпе туни мĕне пĕлтернине тата вăл мĕн патне илсе пыма пултарнине хăйĕн опычĕпех пĕлнĕ. Никамран ыйтмасăр топографи ĕçне тытăннине пула Биденкопа Горбунова çав тери пăшăрхантарнăшăн ăна вĕсем умĕнче паян кун та намăс пулнă. Горбунов Ваньăна шыраса икĕ талăк хушши нимĕçсен «штаб вăрманĕнче» пытанса çӳренĕ, ăна унта кашни минутрах нимĕçсен патрулĕ тытма, унтан вĕлерме те пултарнă.
Ача çакна пĕлнĕ. Анчах нумайăшне пĕлмен-ха вăл. Сăмахран, вăл Горбунов тем пулсан та чаçе Ваньăсăр таврăнмастăп, тесе çирĕп сăмах панă. Горбунов Ваньăна разведкăна никам ирĕк памасăрах илсе кайнă, çавăнпа та уншăн батарея командирĕ умĕнче хăйĕн пуçĕпех ответ тытнă. Çавнашкалах тата Биденко чаçе тавăрăнсан разведкăра мĕн пулса иртни çинчен команда тăрăх пĕлтерсен, капитан Енакиев калама çук çилленни çинчен те Ваня пĕлмен. Вăл лейтенант Седыха, управлени взвочĕн командирне айăпласа суда парасшăн пулнă, ачана шырама халех пилĕк разведчика кăларса яма приказ панă. Вĕсен телейне çав кунах çĕнĕ наступлени пуçланнă та ĕç хăй тĕллĕнех пулса тăнă.
Халĕ нимĕçсен фронтне çĕр километр сарлакăш ытла татса кĕнĕ. Малтанхи кунах пирĕн çарсем çапăçусемпе вăтăр километр малалла кайнă, нимĕçсене пĕрре те чарăнса тăрса хăйсен ĕречĕсене йĕркене кӳртме паман.
Çавăнпа та çак паха кун вĕçленнĕ тĕле нимĕçсен «штаб вăрманĕ» (ăна картăсем çинче тата донесенисенче çапла каланă) инçетри тыл пулса юлнă, пирĕн çарсем пĕрре чарăнса тăмасăр, нимĕçсене вăйлăран вăйлă çапа-çапа малалла шунă, çавăнпа та Горбунов хăйсен команди валли йышăннă блиндаж кирлĕ те пулман.
Çапах та, Ваня çав ылханлă блиндажа кĕрсе пăхрĕ. Нимĕçсене çав тери васкавлăн тухса тарнă та, блиндажри япаласем мĕнле пулнă — çаплипех юлнă. Хăма стена çинчи хура картус та çавăнтах çакăнса тăнă.
Ваня сĕтел çинче хăйĕн хутаçне, компасне тата букварьне тупнă. Букварĕ çак таранчченех: «Чураçем эпир мар. Эпир чурасем мар» тесе çырнă, Ваня схема ӳкернĕ страница тĕлĕнче уçăлса выртнă, çав страница çинче юн типсе хытса ларнă.
Наступлени хăвăрт пынă. Тылсем кая юлнă. Çавăнпа та Ваньăн обмундированийĕ çитиччен чылаях нумай вăхăт иртнĕ. Унтан тата обмундирование ачан пĕвĕ тăрăх виçсе пĕчĕклетмелле пулнă.
Кашни кун малалла кайса пынă чух çавна тума май та пулман, темелле. Çапах та разведчиксем çул çинчех лайăх çĕвĕçĕ, сапожник, тата пуринчен ытла — машинкăллă парикмахер тупма пур вăя хунă.
Хуçалăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ Горбунов вĕсене хăналас енчен те тытăнса тăман. Хăналама сысна какайĕнчен тунă консерва та, трофейлă сигарета та, чылай сахăр, пĕр фляжка тап-таса авиаци спирчĕ ĕçе кайнă.
Çĕвĕçе, сапожнике тата парикмахера гвардейски минометчиксен иккĕмĕш эшелонĕнче шыраса тупнă, вĕсене юратнă хурăнташсене пăхнă пек, апат-çимĕçе ним хĕрхенмесĕр хăналанă. Уншăн вара Ваньăн обмундированийĕ чи кĕске вăхăтрах хатĕр пулнă — ку пур разведчиксене те савăнтарнă. Тумтирсем тăп-тăп, илемлĕ пулнă. Ваньăн аттисене курма вара кӳршĕри блиндажсенчи салтаксем те пынă.
Халĕ пĕтĕм ĕç мунча тата парикмахер пирки тытăнса тăнă.
Çĕрпӳртре тунă мунчана хутса янă ĕнтĕ, анчах машинкăллă парикмахера кĕтнĕ-ха. Юлашкинчен вара парикмахер та çитнĕ, ăна Горбунов ертсе килнĕ.
— Ну-ка, тусăмсем. Кăштах хĕсĕнме ыйтатăп, — пĕр вырăнне пушатăр. Унсăрăн парикмахер юлташа ĕçлеме кансĕр пулать. Ăна ĕçлеме кирлĕ условисем тумалла, — терĕ Горбунов, парикмахер валли вырăн туса парса тата тăвăр çĕрпӳртĕн варрине осколочнăй гранатăсенчен пушатнă ещĕке лартса. — Кил кунта, Ваня. Лар. Ан хăра. Халех парикмахер юлташ санăн çӳçне касса ярать.
Çĕнĕ, илемлĕ те ырă пурнăçа кĕрекен çын пек хумханса, Ваня ещĕк çине ларчĕ те, аллисене хăюсăр кăна чĕркуççисем çине хучĕ.
Çак питех те паллă минутра пурте ун çине, салтак пулма хатĕрленнĕ çара ураллă «пĕчĕк кĕтӳçĕ» çине пăхрĕç.
Парикмахерĕ ытла çамрăк çынах пулман. Унăн куçĕсем кăштах хĕрелнĕ, анчах кăмăллăн пăхнă, сарăрах сăнĕ йăвашшăн кулнă. Çар званийĕ тĕлĕшĕпе вăл сержант пулнă, анчах унăн погонĕсем курăнман, мĕншĕн тесен вăл хулăн шинель çийĕнчен питĕ ансăр та питĕ кĕске — ачанни пек катан пиртен çĕленĕ халат тăхăннă, халатăн кăкăрĕ çинчи кĕсьинчен аллюминирен тунă тура курăнса тăнă.
Вăл Военторг парикмахерĕ пулнă. Унăн хушамачĕ Глазс пулнă. Анчах та ăна хушаматпа сайра чĕннĕ, пуринчен ытларах ăна «Саккăр та хĕрĕх» тенĕ.
Ку ята Глазс сержанта Орёл хули таврашĕнче, вăл пĕрре хăйсем патне пынă писателĕн сухалне хырнă чух панă.
Писателе вăл çав вăхăтри донесенисенче «чугун çултан çурçĕрпе хĕвеланăç енче тăракан ятсăр сăрт» тесе çырнă тĕмескен кай енне, курăк çине лартнă.
Сухал хырасси нимĕçсен малти линийĕнчен пĕр пилĕкçĕр метрта пулса иртнĕ. Нимĕçсем çав «ятсăр сăрт» çине пĕрмаях минометран «хăратмалла» персе тăнă.
Анчах сержант Глазс уçă сывлăша юратнă, çавăрăнкаламалла та мар ансăр шăтăкра асапланиччен ирĕкре ĕçлеме кăмăлланă. Çитменнине, нимĕçсем «хăратмалла» персе тăни вырăссене пĕртте хăратман.
Сержант Глазс писателе уйрăмах çав тери чĕререн тăрăшса хырнă, сухал хырас ĕçе Военторгра лайăх туса пынине кăтартма тăрăшнă. Писателе вăл икĕ хутчен питĕ тĕплĕн хырнă — пĕрре сухала май, тепре сухала хирĕç. Вăл ăна тата виççĕмĕш хут хырасшăн пулнă, анчах та писатель:
— Кирлĕ мар, — тенĕ.
Унтан Глазс писателĕн ĕнсине хырнă та унăн тăнлавĕсене епле касма кăмăл пуррине ыйтнă: тӳррĕн-и, чалăшшăн-и, е Севастопольри пек çурма-бакенбард тумалла-и? — тенĕ вăл.
— Пурĕпĕрех, — тенĕ писатель, ятсăр сăрт тăрринче минăсем çурăлнине итлесе.
— Апла пулсан, эпĕ сире чалăшшăн хырса ярăп. Пирĕн гвардеец-минометчиксем пурте тенĕ пекĕх чалăшшăн хыртараççĕ.
— Чалăшшăн хырăр эппин, — тенĕ писатель.
— Ыраттармасть-и? — тесе ыйтнă Глазс, писателĕн сассинче каштах тарăхнине туйса.
— Эпĕ васкатăп, — тенĕ писатель.
— Тата пилĕк минут. Унтан ытла мар, — тенĕ Глазс. — Манăн сирĕн тăнлавсене кирлĕ пек хырса ямалла. Сирĕн Военторг парикмахерĕсем епле ĕçленине пĕлмелле вĕт. Тен, вăл сире валли статья çырмалли юрăхлă материал пулĕ.
Глазс писателĕн иккĕмĕш тăнлавне хырсан, вĕсенчен инçетре те мар мина ӳксе çурăлнă.
— Ан пăшăрханăр, — тенĕ Глазс, — вăл ним тĕлсĕр перет. Ку вăл никама та хăратмасть. Пудра сапма юрать-и?
— Сирĕн пудра та пур-и вара? — тĕлĕннĕ писатель.
— Паллах пур. Культурăллă парикмахерски валли мĕн кирлĕ — вĕсем пĕтĕмпех пур пирĕн.
— Одеколон та пур-и вара? — тата ытларах тĕлĕннĕ писатель.
— Паллах пур, — тенĕ Глазс — Сапма ирĕк парăр?
— Сапăр, — тенĕ писатель.
Глазс кĕсьинчен кĕленче кăларнă, ун ăшне пĕчĕк трубка чикнĕ те, ун витĕр вĕрсе писателĕн питне одеколонпа сапнă. Вăл ĕнтĕ писателĕн питне алшăллипе шăлса типĕтме хатĕрленнĕ, анчах сасартăк тинкерсе итленĕ те:
— Халĕ акă эпĕ сире пĕр минутлăха шăтăка анма сĕнетĕп, — тенĕ.
Вĕсем шăтăка сиксе анма ĕлкĕрнĕ çеç — юнашарах мина çурăлса кайнă та Глазсăн курăк çинче хăварнă пур хатĕрсене те — кăпăк сĕрмеллине, пĕчĕк чашкăна, хăйрамаллине тата тĕкĕре пĕр самантрах пĕтерсе хунă.
Кĕрентерех тĕтĕме çил вĕçтерсе кайсан, писатель куллине пытармасăрах:
— Мĕн чухлĕ тӳлеме хушатăр? — тесе ыйтнă.
Вара парикмахер хĕрелнĕ куçĕсемпе пĕлĕтелле пăхнă та пĕр хушă тутисемпе хускаткаласа тăнă хыççăн:
— Саккăр та хĕрĕх, — тенĕ.
Писатель тĕлĕнсе кайнă. Фронтра сухал хырнăшăн укçа илмеççĕ пулĕ, тесе шутланă вăл.
— Хаклăрах мар-и? — тенĕ вăл йăл кулса.
— Хаксем çавăн пек, — тенĕ Глазс хулпуçийĕсене сиктеркелесе. Кирлĕ пулсан эпĕ сире военторг прейскурантне кăтартма пултаратăп. Эхер те сирĕн çумăрта укçăр çук пулсан, кĕтме пултаратăп. Ан пăшăрханăр. Кайран парăр. Нимĕнех те мар-çке!
Акă мĕнлескер пулнă «пĕчĕк кĕтӳçе» хырма килнĕ çын.
Вăл хăйĕн хатĕрĕсене чĕркенĕ алшăллине салтрĕ те, хатĕрĕсене пушă койка çине пит те йĕркеллĕн хурса тухрĕ, алшăллине Ваньăн мăйĕ тавра çыхрĕ.
— Мунча кĕменни нумай пулать-и? — тесе ыйтрĕ вăл ачаран.
— Хĕрĕх пĕрремĕш çултанпа, — терĕ Ваня.
— Ытла нумаях пулмасть иккен, — терĕ «Саккăр та хĕрех».
Пурте кăмăллăн кулса ячĕç. «Саккăр та хĕрĕх» пит те паллă çын пулни, хăй ĕçĕнче профессор вырăнĕнче шутланни, хăй кунта килнипе пысăк чыс туни тӳрех паллă пулчĕ.
— Çĕр грамне халĕ ĕçетĕр-и, е ĕç хыççăн-и? — тесе ыйтрĕ Горбунов, койка çине фляжка, кружка, икĕ пысăк çăкăр чĕлли тата сысна какайĕнчен тунă консерва банкине уçса лартса.
— Вăрçăччен пирĕн Бобруйскра ăслă çынсен малтан ĕçлес, унтан вара ĕçес йăла пурччĕ, — терĕ парикмахер кулкаласа. — Ку çамрăк çынпа мĕн тăвăпăр?
— Ачанне çӳçне касас пулать, — терĕ Биденко хĕрарăм сассипе, «пĕчĕк кĕтӳçĕ» çине ачашшăн пăхса.
— Ку паллă вăл, — терĕ «Çаккăр та хĕрĕх», — анчах çакăн пек ыйту тухса тăрать: мĕнле касмалла-ха ăна? Касма тĕрлĕрен пулат. Нулевой номерпе, пуç тури çинчен касса «боксла», мала çӳç хăварса тата урăхла та.
— Мала çӳç хăварса касăр, — терĕ Ваня.
— Мĕншĕн-ха мала çӳç хăварса касмалла?
— Эпĕ пĕр ачанне, гвардейски кавалеристăнне çавăн пек каснине куртăм. Вĕсен полк ывăлĕнне. Ефрейтор Вознесенскинне. Питĕ хитре кăтрашки!
— Пĕлетĕп. Манăн ĕç вăл, — терĕ парикмахер.
— Çук, артиллериста ун пек килĕшмест, — терĕ Биденко çирĕппĕн. — Кавалериста чăнах та килĕшет ĕнтĕ. Анчах батарееца — çук. Батарееца ноль-нольпе касас пулать. Яп-яка пултăр.
— Ну, тăванăм, эпĕ ун пек шутламастăп, — терĕ Горбунов.
— Нольпе касни вăл пехотинеца ытларах килĕшет, анчах артиллериста — ниепле те килĕшмест. Унăн пуçĕ яп-яка пулсан, вăл мĕнле вăрçă турри пулать-ха? Артиллериста «боксла» кассан лайăхрах пулĕ. Ку килĕшӳллĕрех.
— «Боксла» — авиаци валли вăл, — терĕ кĕтесрен тахăшĕ.
— Авиаци валли? Чăн та пулĕ çав. Апла пулсан пуç тури çинчен касас пулать.
— Ку вара ытла та танкистла пулать.
— Тĕрес, тăвансем! Ытла та, бронетанковăй сăн пулать апла пирĕн Ваньăн. Ун пек юрамасть. Ăна çавăн пек касмалла: пĕрре пăхсанах вăл артиллерист пулни палăртăр.
Ваньăн çӳçне мĕнле касмалли çинчен разведчиксен пĕтĕм команди чылай вăхăт сӳтсе яврĕ. Парикмахер тӳсĕмлĕн итлесе тăчĕ. Анчах та юлашкинчен, çӳçе артиллеристла мĕнле касмаллине никам та лайăххăн пĕлменни палăрсан, — «Саккăр та хĕрĕх» çемçен кулса ячĕ те:
— Аван, — терĕ. — Халĕ эпĕ ăна хам шухăшланă пек касса яратăп. Ачам, пуçна пĕшкĕрт-ха.
Çак сăмахсемпе вăл кĕсьинчен аллюминирен тунă пуç тури кăларчĕ.
— Анчах та кăтрашка тумалăх пултăр, — терĕ Ваня тархасланă сасăпа.
— Тăнлавĕсене те чалăшрах тума ан манăр, — хушса хучĕ Горбунов.
— Ан пăшăрханăр, — терĕ те парикмахер, унăн çӳле çĕкленĕ аллинче хачă янăраса чăнкăртатма пуçларĕ.
Алшăлли çине Ваньăн çӳçе пайăркан-пăйăркан тăкăнма тытăнчĕ.
«Саккăр та хĕрĕх» çӳç касма пит те лайăх пултарнă, ăна пурте пĕлнĕ. Анчах та кунта вăл хăйĕн ăсталăхне тата та ытларах кăтартрĕ. Ачан çӳçне апла та капла та, пур майсемпе те, пур меслетсемпе те касрĕ.
Фокусник пек ăста парикмахерăн аллинчи хатĕрĕсем улшăнса çеç пычĕç. Пĕрре хачă вылярĕ, тепре машинка юрларĕ, унтан сасартăк тăнлавсем çумĕнче бритва çиçĕм пек ялтăртатса илчĕ.
Алшăлли çинче касса пăрахнă çӳç купи пысăкланса пынă май: ачан пуçĕ юмахри пек улшăнса пычĕ.
Сивĕ хачăпа тура хăйĕн çара пуçĕ çумне сĕртĕннипе Ваня йăшăлтатса, хуллен кулкаласа ларчĕ. Хăйсен «пĕчĕк кĕтӳçи» вĕсен куçĕ умĕнчех пĕчĕк салтак пулса пынине курса разведчиксем те кăмăллăн кулкаларĕç.
Çӳç айĕнчен тухнă шĕвĕр хăлхисем унан кăшт пысăкрах пек, мăйĕ кăшт çинçерех пек курăнчĕ, анчах та çамки уçă, çаврака, çирĕп кăмăллă çынăн çамки пекех. Çамки çине парикмахер пысăках мар, пит илемлĕ çӳç пайăрки хăварчĕ.
Çамки çине кăтралатма хăварнă çӳç пайăрки разведчиксене нимĕнрен те ытла кăмăла кайрĕ. Ку шăпах ĕнтĕ кирли пулнă. Кавалеристсен пек пысăк çӳç пайăрки мар, йĕркеллĕ, тирпейлĕ артиллерист çӳçĕ пайăрки пулнă вăл.
— Ну, тăванăм, ĕç пулса çитрĕ! — тесе кăшкăрса ячĕ Горбунов савăннипе. — Пирĕн пĕчĕк кĕтӳçĕ пуçĕ çинчи лупас тăрри сирпĕнчĕ.
Ваньăн хăй çине часрах тĕкĕр витĕр пăхасси килчĕ, анчах та парикмахер, чăн-чăн артист тата ĕçе тĕплĕ тăвакан художник пек пулса, хăйĕн произведенине кирлĕ пек туса çитерме тăрăшса тата нумайччен тăрмашрĕ.
Юлашкинчен вăл Ваньăн пуçне пĕчĕк шăпăр пек щеткăпа шăлса илчĕ те питне трубка витĕр одеколон сапрĕ. Ваня куçĕсене хупма ĕлкĕреймерĕ. Одеколон куçсене чĕпĕтсе илчĕ, унăн куççулĕсем шăпăртатса анчĕç.
— Пулчĕ, — терĕ парикмахер, Ваня çинчен алшаллине сĕвсе илсе, — пăхса савăн ĕнтĕ.
Ваня куçĕсене уçрĕ те хăй умĕнчех хыçалтан хитре хут çыпăçтарнă пĕчĕк тĕкĕр, тĕкĕр çинче темĕнле ют, анчах та çав тери палланă ача сăнне курчĕ. Ачи çара пуçлă, пысăк хăлхаллă, çамки çинче пĕчĕкçеç шурă çӳç пайăркиллĕ, савăнăçлăн пăхакан кăвак куçлă пулнă.
Ваня хăйĕн сивĕ ывçă тупанĕпе вĕри пуçне шăлкаласа илчĕ, чикекен çӳç унăн ывçă тупанне те, пуçне те кăтăклантарчĕ.
— Пайăрка, — терĕ те ача савăнăçлăн, пӳрнипе пурçăн пек çемçе çӳçне якатса пăхрĕ.
— Пайăрка мар, пайăрка пекки, — терĕ Биденко вĕрентӳллĕн.
— Ну, пайăрка пекки пултар эппин, — терĕ ачашшăн кулса Ваня.
— Халĕ ĕнтĕ, тăванăм, мунчана каятпăр!
18
Чаплă ăста хăйĕн ĕç хатĕрĕсене алшăллипе чĕркенĕ, унтан хăй ĕçлесе илнĕ çĕр грама ĕçсе çырткаласа ларнă вăхăтра Горбуновпа Биденко ачана мунчана илсе кайрĕç.
Мунчи нимĕçсен пĕчĕк блиндажĕнче çеç пулнă пулин те, унта тимĕр пичкерен тунă кăмака тата çавăн пекех тимер пичкерен тунă катка çеç пулнă пулин те (çавăн пирки вĕри шывран кăштах бензин шăрши кĕнĕ), виçĕ çул хушши çăвăнман Ваньăшăн çав мунча рай пекех туйăннă.
Туссем иккĕшĕ те — Горбунов та, Биденко та мунча тĕлĕшĕпе пысăк ăстасем пулнă. Вĕсем хăйсем те çăвăнма юратнă, ыттисене те çăвăнтарма юратнă.
Ачана вĕсем çав тери лайăх çурĕç.
Кун валли Горбунов хăйĕн япала миххи тĕпĕнче кирлĕ вăхăта кĕтсе икĕ çул хушши выртнă тутлă шăршăллă супăнь татăкне хĕрхенмерĕ. Биденко Ахунбаев капитанăн батальонĕнчи юлташĕсенчен чăпта тупса пырса, унтан çăвăнмалли пит те лайăх мунчала турĕ.
Тĕплĕ Горбуновăн хурăн милĕксем те тупăнчĕç, кунтан вара Ваня калама та çук тĕлĕнчĕ.
Мунчара «летучая мышь» текен хунар çуннă. Шӳсе кайнă хурăн çулçи шăршипе тулнă вĕри, пăслă сывлăшра разведчиксем ачана çав тери тăрăшса çурĕç. Вĕсем хăйсем иккĕшĕ те пĕшкĕнсе ларчĕç мĕншĕн тесен пуçпа мачча пĕренисене çапăнма пултарнă.
Вĕсен паттăр кĕлеткисем пăс витĕр юпасем пек курăнса тăчĕç.
Пĕр çур сехет хушшинчех вĕсем Ваньăна çав тери лайăх çуса тап-таса, хĕп-хĕрлĕ туса лартрĕç, вăл хĕрнĕ тимĕр кăмака пекех витĕр курăнакан пулчĕ.
Анчах та паллах ĕнтĕ, ăна кун пек тума çăмăл пулман. Ача çинчен виçĕ çул хушши пухăннă пылчăка çуса яма Биденкопа Горбунов хăйсен пĕтĕм паттăр вăйне хучĕç. Вĕсем черетлĕн унăн çурăмне мунчалапа сăтăрчĕç, унăн пĕтĕм ӳт-пӳне тутлă супăнь кăпăкĕпе кăпăкларĕç, вĕсем ун çине темĕн пысăкĕш консерва банкинчен вĕри шыв ячĕç, унтан яка тенкел çине выртарса икĕ милĕкпе пĕр харăс çапрĕç, — çакăн чухне вĕсем йывăçран тунă вылямалли «мужикпе упа» текен япала пек курăнчĕç, уйрăмах çарамас Горбунов çăкаран касса тунă упа евĕрле курăнчĕ.
Ваньăна пилĕк шывпа çумалла пулчĕ, кашни шывпа çумассеренех ăна çĕнĕрен кăпăкларĕç.
Пирвайхи шывĕ çав тери хура пулнă, вăл чернил пекех кăваккăн курăннă. Иккĕмĕш шывĕ ахаль хура пулнă. Виççĕмĕш шыв хăмăр пулнă. Тăваттăмĕш шывĕ — сенкертерех. Пиллĕкĕмĕш шыв кăна тап-таса ӳт тăрăх çап-çуттăн юхса аннă.
— Ну, тăванăм, асапланса пĕтрĕмĕр эпир санпа, пĕр вăй та юлмарĕ, — тере Горбунов, пичĕ çинчи тарне шăлса. — Пĕлетĕн-и, тăванăм, сана мунчалапа мар, наждак хучĕпе хырмаллаччĕ.
— Атту рашпильпе хырнă пулсан та юратчĕ, — хушса хучĕ Биденко, «пĕчĕк кĕтӳçĕн» начарккарах, анчах çапах та хитре те вăйлă ураллă çирĕп кĕлетки çине кăмăллăн пăхса.
Пуринчен ытла разведчиксене Ваньăн таса çурăмĕ çинче пĕчĕк пуртăсем пек палăрса тăракан хул лапаткисем кăмăла кайрĕç.
Ваня хăйĕн алшăллийĕпе шăлăнса, мунча умĕнче хăйĕн кĕпи-йĕмне, тăхлан тӳмелле кĕпипе аялти йĕмне тăхăнчĕ.
Халĕ вара паллă самант çитрĕ: Ваня тинех хăй çине обмундировани тăхăнчĕ. Вăл çухи айне шурă пир çĕлесе хунă пустав гимнастерка тăхăнчĕ те, хайĕн хулпуççийĕсем çинче погонсен хытă картонкисене тата çав погонсене гимнастерка çумне юри тунă шăтăксем витĕр çыхса лартнă кантăрасене туйрĕ.
Погонсем пуррине туйсан, вăл çавăнпа пĕрлех хăй çак самантран пуçласа ахаль ача мар, Хĕрле Çар салтакĕ пулнине мăнкăмăллăн туйса илчĕ.
Вăл, йĕпе çӳçлĕскер, мунча умĕнче, кĕтмĕл сарнă урайĕнче çара уран тăчĕ. Вăл хăйне вĕрентекенсем çине: «Ну, епле? Тĕрĕс тумланатăп-и эпĕ?» тесе ыйтнă пек пăхса тăчĕ.
Анчах та вĕсем, Ваня мĕнле тумланнине сăнаса, нимĕн те чĕнмерĕç. Паттăрсем çине чалăшшăн пăха-пăха, Ваня хăйĕн таса, шывпа пĕркеленнĕ шурă пӳрнисемпе хулăн çухине тата тăвăр çаннисене тӳмелеме тытăнчĕ.
Хăнăхмасăр ку ĕçе тума самаях йывăр пулнă. Çирĕп çĕлесе лартнă çăлтăрлă пăхăр тӳмесем тăвăр шăтăксенчен аран-аран кĕнĕ. Шăтăкĕсем алăран вĕçерĕнсе кайнă. Анчах та ача, тутисене çыртсах, юлашкинчен пурĕпĕр тӳмелесе çитерчĕ.
Халĕ ĕнтĕ унăн алтунисене çанăсем çирĕппĕн тытса лартрĕç. Тӳмеленĕ çухи мăя хĕсерех тăрса тӳрĕ туса хучĕ.
Пиçиххи çыхса урана атă тăхăнасси çеç юлчĕ.
Ача шухăша кайрĕ. Вăл пĕлмен: малтан пиçиххи çыхмалла-и, е атă тăхăнмалла? Вăл Биденкопа Горбунов çине ыйтас тенĕ пек пăхса илчĕ. Лешсем чĕнмереç. Кăштах шухăшласа тăрсан, Ваня аттине алла тытрĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Биденко.
Ваня çипрен çыхнă шурă чăлха тăхăнчĕ те иккĕленерех тăрса, аллине пуртенкке тытрĕ. Вăл ку таранччен нихçан та пуртенкке сырса курман, ăна епле чĕркемеллине те пĕлмен.
Горбунов хуллен кăна Биденкона чавсипе тĕртсе илчĕ. Ваня çиленнĕ пек пулса хĕрелсе кайрĕ. Вăл хăвăртрах ури çине пуртенкке чĕркерĕ. Горбуновпа Биденко чĕнмерĕç. Ваня аттине илчĕ те, пуртенкке чĕркенĕ урине атă ăшне чикрĕ, анчах та ури атă кунчинче хĕсĕнсе ларчĕ. Ваня урине каялла туртма тытăнчĕ, анчах аран-аран туртса кăларчĕ.
— Кĕмест, — терĕ вăл, хашкаса илсе.
Разведчиксем чĕнмерĕç. Ваня тата ытларах хĕрелсе кайрĕ.
— А, шуйттан! — терĕ те Ваня тарăхса, урине каллех атă ăшнелле чикме пуçларĕ.
— Кĕмест-и? — терĕ Биденко, шелленĕ пек пулса.
— Кĕмест, — терĕ Ваня.
— Ансăр эппин, — терĕ Горбунов.
— Çапла ĕнтĕ, — терĕ те Биденко, тарăнăн сывласа ячĕ. — Атă нимĕне те юрăхсăр. Пăсса панă шуйттан сапожникĕ. Кăларса пăрахмалла анчах. Çапла-и, Чалдон?
— Урăх мĕн тăвăн ĕнтĕ. Кӳр кунта аттусене, Ваня. Эпĕ вĕсене халех кăларса ывăтатăп.
Ваня Горбунов çине хăраса пăхрĕ.
— Кăларса ывăтас мар, пичче. Эпĕ пуртенккесĕр тăхăнса пăхăп. Тен, кĕрет пулĕ.
— Пуртенккесĕр юрамасть. Йĕрки çапла.
«Юрамасть» тени ачана хăратсах пăрахрĕ. Вăл атта тытрĕ те, каллех туртса тăхăнма пуçларĕ. Ăна вăл çурри таран туртса кĕртрĕ. Анчах унтан шалалла ура нимĕн тусан та кĕмерĕ. Вара Ваня атине хывма пикенчĕ. Анчах капла та ĕç тухмарĕ. Ура атă ăшне çирĕп кĕрсе ларнă. Ни унталла, ни кунталла каймасть.
— Ĕç начар, — терĕ Биденко лăпкăн.
— Чим-ха, — терĕ Горбунов. — Тен атти ансăр кăна мар, пуртенкки те ытла хулăнни лекнĕ пулĕ?
— А-ха! Ытла хулăн çав, — терĕ Ваня иккĕленерех. Вăл ĕç кунта атăра та, пуртенккере те пулманнине, кунта салтаксен темĕнле вăрттăнлăхĕ пуррине, Горбуновпа Биденко ăна лайăх пĕлнине, анчах Ваньăна тĕрĕслес шутпа юри каламаннине туйрĕ.
Ача хăйĕн учителĕсем çине хурлăхлăн пăхса илчĕ те, лешсем вара ăна ытла нумай вăхăт асаплантармарĕç.
— Акă мĕн, пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ Биденко çирĕппĕн, ăс памалла сасăпа, — санран чăн-чăн салтак, пуринчен ытла артиллерист пулаймарĕ эппин. Пуртенккене те кирлĕ пек чĕркеме пултараймастăн пулсан, мĕнле батареец-ха эсĕ? Нимĕнле батареец та мар, савнă тусăм. Çавăнпа та, çапла çеç тумалла: сана каллех хăвăн тумтирне тăхăнтартмалла та, тыла ăсатмалла. Çапла-и?
Ваня нимĕн те чĕнмерĕ. Каллех обмундированисĕр тăрса юласси тата тыла каясси ăна путарсах лартрĕ.
— Ĕçсем çавăн пек, Ванюша, — терĕ Биденко малалла. — Анчах кăна ахаль çеç, тĕрĕслесшĕн каларăм. Паллах, эпир сана тыла ямастпăр, мĕншĕн тесен сан пирки приказ та панă, тата эпир сана питĕ хăнăхса çитрĕмĕр ĕнтĕ. Эппин çакăн пек. Санăн кашни культурăллă воин пек пуртенкке чĕркеме вĕренмелле пулать. Ку санăн пирвайхи салтак науки. Кур акă.
Çак сăмахсемпе Биденко хăй пуртенккине урайне сарса хучĕ те, ун çине çара урипе çирĕппĕн пусрĕ. Урине вăл кăшт чалăшрах, пуртенкке хĕрринерех лартрĕ, виçкĕтеслĕ вĕçне пӳрнесем айне чиксе хучĕ. Унтан вăл пуртенккен вăрăм енне хыттăн туртса, пĕр хутлам та юлми туса чĕркерĕ. Хытă туртса лартнă пуртенкке çине пĕр хушă кăмăллăн пăхса тăнă хыççăн вăл урине сасартăк питĕ хăвăрт çавăрса илчĕ, ура кĕлине чĕркерĕ, пушă аллипе кĕтес турĕ те, пуртенкке юлашкипе ури тунине икĕ хут яваласа илчĕ.
Халĕ унăн ури пĕр хутламсăр кипкепе чĕркенĕ ача пек пулса тăчĕ.
— Пукане! — терĕ те Биденко, аттине тăхăнчĕ.
Аттине тăхăнсан вăл кăшт мухтанарах атă кĕлипе шаклаттарса илчĕ.
— Пит аван, — терĕ Горбунов. — Çакăн пек тума пултаратăн-и?
Биденко мĕнле-мĕнле тунине Ваня тĕлĕнсе, куç илмесĕр пăхса тăчĕ, нимĕне те асăрхамасăр ирттерсе ямарĕ. Ăна халĕ çаксене хăй пĕтĕмпех тĕп-тĕрĕс тума пултарассăн туйăнчĕ. Анчах та, салтăксемпе пĕрле пурăнса, вăл салтакла асăрханма вĕреннĕ. Унăн намăс курас килмерĕ.
— Ну-ка, Биденко пичче, мана тата тепĕр хут кăтарт-ха.
— Юрĕ, тăванăм, — терĕ Биденко.
Вăл вара тепĕр урине пуртенкке чĕркесе аттине тăхăнчĕ, урипе тата хăвăртрах шаклаттарса пусса илчĕ.
— Асăрхаса юлтăн-и?
— Асăрхарăм, — терĕ Ваня, чăн-чăн çитĕнсе çитнĕ çын пек.
Вăл хăйĕн пуртенккине тенкел çине Биденко пекех сарса хучĕ. Урине пуртенкке çине хуриччен нумайччен куçĕпе виçсе тăчĕ. Вăл кăштах именнĕ, иккĕленнĕ пек пулчĕ. Анчах та кăна вăл юри турĕ. Унăн аялалла пăхакан куçĕсенче вăхăчĕ-вăхăчĕпе алхасакан хĕм ялкăшса илчĕ.
Хăй кулнине палăртас мар тесе, вăл мунча хыççăн кăвакарарах панă тутисене çыртса лартрĕ.
Унтан сасартăк, пĕр самант хушшинчех урине кирлĕ пек — пĕр хутламсăрах хыттăн чĕркесе лартрĕ.
— Пукане! — тесе кăшкăрса ячĕ те аттине тăхăнса кĕлипе шаклаттарса илчĕ.
— Вăйлă! — терĕ Горбунов. Вĕсем Биденкопа иккĕшĕ пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхса илчĕç.
Ача вĕсене куллен кунах ытларах та ытларах кăмăла кайрĕ. Ун пирки вĕсем йăнăшман. Вăл чăнах та ăслă, пултаруллă ача пулнă, хуть епле япалана та хăвăртах тавçăрса илнĕ. Халĕ ĕнтĕ унтан питĕ лайăх салтак пуласси пирки иккĕленмелле пулман.
Ваня аттине тăхăнсан, вĕр-çĕнĕ, нăтăртатакан пиçиххи çыхсан, разведчиксем иккĕшĕ те кăмăлĕсем тулнипе ахăлтатса кулса ячĕç — вĕсен умĕнче çав тери тирпейлĕ, илемлĕ ача тӳп-тӳрĕ тăсăлса, куçĕсене ялкăштарса тăнă. Çуса тасатнă сăмси çинче палăракан пулнă шатрасем те ялтăртатрĕç унăн.
— Аван, — терĕ Биденко. — Маттур, пĕчĕк кĕтӳçĕ. Акă халĕ ĕнтĕ эсĕ чăн-чăн салтак пултăн.
Анчах Горбунов, ачана пур енчен те пăхса çаврăнсан, кăмăллă пулмарĕ.
— Ну, кил-ха, кунта. Икĕ утăм малалла! — команда пачĕ вăл.
Ваня Горбунов патне пырсан, вăл унăн пиçиххийĕ хушшине аллине чиксе ячĕ.
— Нимĕне те юрăхсăр ку, тăванăм. Санăн пиçиххи ĕне çинчи йĕнер пек сулланкалать. Пĕтĕм алă кĕрсе кайрĕ, анчах йĕрке тăрăх икĕ пӳрне çеç кĕмелле. Çĕнĕрен çых, — терĕ вăл.
Ваня пиçиххие пĕрре туртсах хытарса лартрĕ, анчах та çаклатаймарĕ, мĕншĕн тесен унта урăх шăтăк, пулман. Вара Биденко хăйĕн шалаварĕн тĕпсĕр кĕсьинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ те, Ваньăн пиçиххине çинче тата тепĕр шăтăк турĕ. Вара пиçиххи Ваньăна кирлĕ пекех туртса çыхмалла пулчĕ.
Хăй çине тата пăхасса кĕтмесĕрех, ача гимнастеркине аялалла çирĕппĕн туртса, пур хутламĕсене те каялла туса ячĕ.
— Тĕрĕс, — терĕ Горбунов. — Халĕ маттур.
Обмундировани тăхăннă Ваня разведчиксен блиндажне пырса кĕрсен, пурте хавасланса, уншăн хĕпĕртесе кайрĕç. Анчах разведчиксем хăйсен ывăлĕ çине пăхса киленсе те çитеймерĕç — землянкăна сержант Егоров пырса кĕчĕ.
Вăл ача çине хăвăрттăн, тинкерсе пăхса илчĕ. Унăн сăн-пуçĕ,тумĕ ăна та кăмăла кайрĕ пулмалла, мĕншĕн тесен вăл нимĕн те шарламарĕ.
— Пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ вăл, — халех пуçтарăн. Батарея командирĕ патне каймалла.
Вăрçăра пурте хăвăрт пулса иртет. Салтаксен пурнăçĕ кĕтмен çĕртен улшăнать. Куçа хупса илме те ĕлкерейместĕн.
Икĕ минутран Ваня çĕнĕ шинель, яка пуçĕ çине тиртен çĕленĕ çĕнĕ çĕлĕк тăхăнса батарея еннелле, командир блиндажне шыраса утрĕ.
19
Капитан Енакиев каннă. Унăн час-час канмалла пулман. Анчах çав каннă телейлĕ кунсене е сехетсенче те капитан Енакиев службашăн епле пулсан та ытларах усă кӳрес тесе тăрăшнă.
Нумай ĕçсене çапăçу кунĕсенче тума вăхăт пулман. Пуринчен ытларах вăл ĕçсем, çав тери васкавлă пулман пулин те, питĕ кирлĕ ĕçсем пулнă. Капитан Енакиев вĕсем çинчен манман. Вĕсене вăл пушăрах вăхăтра тума хăварнă çеç.
Хăйне çеç тивекен ĕçсене илсен, ун пек ĕçсем унăн пулманпа пĕрех. Çемьи пĕтнĕ хыççăн унăн никамран та çыру илмелли, урăх никам патне çыру çырмалли те пулман. Унăн тăванĕсем-хурăнташĕсем пулман. Вăл тăр пĕччен юлнă. Анчах та вăл хăйĕн шухăшĕ-кăмăлĕсене палăртмасăр пурăнакан çын пулнă: унăн хуйхи çинчен, вăл пĕр пĕччен пулни çинчен полкра никам та пĕлмен, темелле, — хăш-пĕрисем ăна сиснĕ çеç.
Батарея капитан Енакиевăн çемьи пулса тăнă. Анчах та кашни çемьен хăйĕн шалти, çемье ĕçĕсем пур. Батарейăн çав çемье ĕçĕсене вара капитан Енакиев хăй каннă кунсенче туса пынă.
Çав ĕçсем шутĕнче — Ваня Солнцева малашне епле пăхса ӳстерес ыйту та пулнă.
Капитан Енакиев ачана пĕрре кăна курса калаçнă. Анчах Ваньăн çынсен куçĕ умне пĕрре курăнсанах кăмăла каймалла телей пулнă. Çав çĕтĕк-çатăк тумланнă, пир хутаç çакнă ялти «кĕтӳçĕре», унăн улăм витнĕ пӳрт тăрри евĕрлĕ çӳçлĕ пуçĕнче, унăн кăвак та çутă куçĕсенче темĕнле хăй патнелле туртакан вăй, кăмăла каймалли пахалăх пулнă.
Капитан Енакиев, хăйĕн сăлтакĕсем пекех, çав ача çине пĕрре пăхсанах, ăна юратнă.
Анчах разведчиксем Ваньăна темĕнле савăнăçлăн, тен кăштах çăмăлтараххăн юратнă. Вĕсем шӳт туса ăна хăйсен ывăлĕ тесе чĕннĕ. Анчах, тĕрессипе каласан, вĕсемшĕн вăл ывăл пулман, кĕçĕн шăлне, ашкăнма юратман, кулăшла, хăйсен кичемрех боевой пурнăçне нумай интерессем илсе кĕртнĕ ача пулнă.
Капитан Енакиева илсен, ача унăн чунĕнче нумай пысăкрах туйăмсем çуратнă. Ваня унăн чунĕнчи тӳрленсе çитмен сурана çĕнĕрен ыраттарнă.
Разведчиксене Ваньăна хăйсем патĕнче хăварма ирĕк парсан, капитан Енакиев ун çинчен манса кайман. Лейтенант Седых управлени взвочĕн ĕçĕсем çинчен пĕлтернĕ чух, капитан Енакиев кашнинчех çав ача çинчен ыйтмасăр ирттерсе яман.
Вăл ун çинчен час-часах шухăшланă. Ун çинчен шухăшланă чух вара ăна халĕ çичĕ çул тултармалли, анчах вилнĕ, çут тĕнчере нихçан та урăх пулас çук пĕчĕк арçын ача — матрос картусĕ тăхăннă ача асне килнĕ.
Ваня унăн вилнĕ ывăлĕ евĕрлĕ пулнă-и-ха? Çук. Вăл пĕртте ун евĕрлĕ пулман — сăн-пит енчен те, çулсем тĕлĕшĕнчен те, пуринчен ытла — характер енĕпе. Ун ачин çирĕпленнĕ характер пулма вăл ытла та пĕчĕккĕ пулнă-ха, анчах Ваня ӳссе çитĕннĕ çын евĕрлех пулнă ĕнтĕ. Çук, ĕçĕ, паллах, урăххинче пулнă. Ĕçĕ — капитан Енакиев хăйĕн вилнĕ ывăл ачине çав тери хĕрӳллĕн, чĕререн, чунтан юратнинче пулнă.
Ачи çĕр çинче тахçанах пулман ĕнтĕ, анчах та юрату çаплах вилмен.
Капитан Енакиева Ваня разведкăна кайни çинчен пĕлтерсен, «штаб вăрманĕнче» мĕн-мĕн пулса иртни çинчен пĕлсен, вăл пит те çиленнĕ. Çавăн чух кăна вăл çав хăйĕншĕн ют ача, уншăн мĕн тери хаклине ăнланса илнĕ. Вăл Ваньăна разведчиксем патĕнче хăварма ирĕк панă, анчах ачана разведкăна ярасси çинчен нимĕн те каламан. Ĕç лайăх мар пĕтнĕ пулсан — лейтенант Седыха аванах пулмастчĕ.
Капитан Енакиев май килсенех Ваня Солнцев пирки ĕçе татасси çинчен ун чухнех шут туса хунă.
Командир хваттерĕ вырăнаçнă тĕле пĕлме пулакан нумай паллăсем тăрăх, разведчиксен йăлипе никамран ыйтмасăрах Ваня Солнцев капитан Енакиевăн блиндажне хăех хăвăрт шыраса тупрĕ.
Яка, кăштах мăкăрлса тăракан атă тĕпĕсемпе пусма картлашкисем тăрăх шаклаттарса, Ваня командир блиндажнĕ анчĕ.
Вăл хăй тирпейлине, çивĕччине, кунпа пĕрлех кăшт хăранине туйса пычĕ. Командир чĕннипе ун патне каякан салтак яланах кăшт çӳçенет ĕнтĕ.
Капитан Енакиев килти пек ларнă. Аттине хывнă, кительне вĕçертсе янă, ун айĕнчен сенкер байковай фуфайка курăнса тăнă. Вăл лаша çине витмелли попона сарнă койка çинче ларнă.
Унăн койки ытти хуть те хăш разведчикăн койкинчен çакăнпа çеç уйăрăлса тăнă: ун çинче халĕ çеç якатнă таса пит тăхăнтартнă минтер выртнă.
Шинельсĕр, картуссăр, кителĕ çине тĕсĕ кайма пуçланă темиçе орден ленти çакнă, тĕксем тăнлавĕсем патĕнче кăвакарма пуçланă çӳçлĕ батарея командирĕ Ваньăна пирвайхи хут курнинчен ватăрах пек туйăнчĕ.
Ваня пуçĕ çинчи çĕлĕкне икĕ аллипе тытса хыврĕ те: — Аван-и, пичче! — терĕ.
Капитан Енакиев ун çине сиввĕнрех, йĕри-тавра пĕркеленчĕксем палăракан хура куçĕсемпе хуллен кăна хĕссе пăхрĕ. Малтанхи минутрах вăл çак хитре, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, артиллери погонĕсемпе петлицăсем çакнă çĕнĕ шинелĕн сарлака çухинчен тухса тăракан çаврака çирĕп пуçлă, чылаях çӳлĕ салтак «пĕчек кĕтӳçĕ» Ваня пулнине палласа та илеймерĕ. Атă тăхăннипе унăн пĕвĕ çӳллерех пулнă.
— Аван-и пичче, — терĕ Ваня тепĕр хут, телейлĕ куçĕсене ялкăштарса тата çав вăхăтрах батарея командирне хăйĕн тумтирĕ çине пăхма сĕннĕ пек пулса.
Анчах та капитан Енакиев çаплах нимĕн те чĕнмен пирки Ваня алăк патĕнчи ещĕк çине ларчĕ, атти кунçисене çӳлелле туртрĕ те — çĕлĕк тытнă аллисене чĕркуççийĕ çине хучĕ.
— Кам вара эсĕ? — терĕ юлашкинчен капитан сиввĕн пăхса.
Урăхла ниепле ыйту та Ваньăн кăмăлне çак ыйту пек кайман пулĕччĕ.
— Ара ку эпĕ вĕт, Ваня, пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ ача йăл кулса. — Палламарăр-и вара мана?
Анчах та капитан Ваня кĕтнĕ пек кулса ямарĕ. Кулма мар — унăн сăнĕ тата ытларах тĕксĕмленчĕ.
— Ваня? — терĕ вăл куçĕсене хĕссе. — Пĕчĕк кĕтӳçĕ?
— А-ха.
— Мĕн тăхăнса лартнă вара эсĕ? Хулпуççисем çинче мĕнле япаласем вĕсем санăн?
Ваня кăштах аптăрарĕ.
— Вĕсем — погонсем, — терĕ вăл иккĕленерех.
— Мĕн тума?
— Йĕрки çапла.
— Ах, йĕрки çапла-и! Мĕне пĕлтерет-ха вăл йĕрке?
— Пур салтаксен те погонсем пулмалла вĕт, — терĕ Ваня капитан çавна та пĕлменнинчен тĕлĕнсе.
— Ара, вăл салтаксен-çке-ха. Эс салтак-и мĕн?
— Тата епле пултăр-ха! — терĕ Ваня мăнкăмăллăн. — Приказ та панă ман пирки. Паян япала довольствийĕ илтĕм. Вĕр-çĕнĕ. Пăхма та илемлĕ.
— Курмастăп.
— Мĕн курмастăр эсир, пичче? Ара, акă вĕт обмундировани. Атă, шинель, погонсем. Пăхăр-ха, погонсем çинче епле тупăсем. Куратăр-и?
— Погонсем çинчи тупăсене куратăп, анчах салтака курмастăп.
— Ара салтакĕ эпĕ вĕт, — тесе пăшăлтатса илчĕ капитан сиввĕн калаçнипе ăнран тухса кайнă Ваня.
— Çук, тусăм, эсĕ салтак мар.
Капитан Енакиев тарăнăн сывласа ячĕ те, сасартăк унăн сăнĕ хаярланса кайрĕ. Вăл истори журналĕ хушшине карандаш хурса ăна сĕтел çине ывăтрĕ те, хыттăн кăшкăрнă пекех каларĕ:
— Салтак хăйĕн батарея командирĕ патне апла килмест. Тăр!
Ваня сиксе тăчĕ, пĕтĕм кĕлеткипе тăсăлчĕ те хытнă пек пулчĕ.
— Отставить. Тепĕр хут килсе кĕр.
Халĕ тин ăнланса илчĕ Ваня: хăйĕн обмундированийĕ çинчен çеç шухăшласа, пĕр ун пирки çеç тăрăшса, вăл тĕнчере пурне те манса кайнă иккен — хăй камне те, хăй ăçтине те, чĕннипе кам патне килнине те.
Вăл çĕлĕкне васкаса тăхăнчĕ те алăкран сиксе тухрĕ, хлястик хыçĕнчи пиçиххине тӳрлетрĕ те — каллех блиндажа кĕчĕ, анчах вăл халĕ хăйне-хăй пачах урăхла тыткаларĕ.
Вăл строевой утăмпа утса кĕчĕ, атă кĕлисене шаклаттарса илчĕ, аллине çĕлĕк патне тытрĕ те хăвăрттăн аялалла антарчĕ.
— Кĕме ирĕк парар? — тесе кăшкăрчĕ вăл ачалла çинçе сасăпа, анчах та ăна хăйне паттăр та çивĕч сасă пек туйăнчĕ.
— Кĕрĕр.
— Капитан юлташ, эсир хушнă тăрăх красноармеец Солнцев килчĕ.
— Ку вара урăхла ĕç, — куçĕсемпе кăна кулса каларĕ капитан Енакиев. — Сывлăх сунатăп, красноармеец Солнцев!
— Сывлăх сунатăп, капитан юлташ! — çивĕччĕн ответ пачĕ Ваня.
Халĕ ĕнтĕ капитан Енакиев хăй хавассăн, кăмăллăн кулнине пытараймарĕ.
— Вăйлă! — терĕ вăл фронтра пит те сарăлнă сăмаха. Ку сăмаха Ваня хăйĕн пирки Горбуновран та, Биденкоран та, ытти разведчиксенчен те нумай хут илтнĕ. — Халĕ эпĕ, Ванюша, эсĕ чăнах та салтак пулнине куратăп. Тавай, лар. Калаçăпăр. Соболев, чей вĕрерĕ-и? — тесе кăшкăрчĕ капитан Енакиев.
— Çапла, вĕрерĕ, — терĕ Соболев, пăсланакан пысăк чейник çĕклесе тухса.
— Ярса пар. Икĕ стакан. Мана валли тата красноармеец Солнцев валли. Атту вăл эпир санпа унăн разведчикĕсенчен начартарах пурăнатпăр тесе шутлама пултарать. Çапла-и, Соболев?
— Вăл çаплах ĕнтĕ, — терĕ Соболев. Ку сăмахсене вăл юри чееленерех, капитанăн шухăшĕсене çирĕплетмелле каларĕ: разведчиксем лайăх та йĕркеллĕ пурăнакан çынсем, анчах вĕсем çынсене хăналанипе ытлашши тĕлĕнтерме юратаççĕ.
Соболев сĕтел çине стакан лартмалли кĕмĕл айсемпе икĕ стакан пырса лартрĕ те — çăра чей ячĕ, чейрен тĕлĕнмелле лайăх шăршă сарăлчĕ.
Çакăнта тин вара Ваня чăн-чăн пуянлăх мĕн иккенне ăнланса илчĕ.
Чăн та, сахăрĕ катăклă сахăр мар, песок пулнă, анчах ун вырăнне Соболев ăна кĕленче ваза ăшне хурса пачĕ. Сысна какайĕнчен тунă консервăпа çĕрулми те пулман кунта. Анчах ун вырăнне капитан Енакиев сĕтел çине «Красный Октябрь» текен печени коробкине тата «Спорт» текен шоколад плиткине кăларса хучĕ. Çаксене курсан «пĕчĕк кĕтӳçĕ» тĕлĕнсе чĕлхесĕр пекех пулчĕ.
Капитан Енакиев Ваня çине савăнăçлă пăхрĕ.
— Ну, пĕчĕк кĕтӳçĕ, кала ĕнтĕ: ăçта лайăхрах — пирĕн патăрта-и, е разведчиксем патĕнче-и?
Ваня кунта лайăхраххине туйрĕ. Анчах унăн разведчиксене кӳрентерес, вĕсем çинчен — пуринчен ытла куç хыçĕнче — аван мар калас килмерĕ.
Вăл кăшт шухăшларĕ те сăмаха пăрарах ответ пачĕ:
— Сирĕн патăрта пуянтарах, капитан юлташ, — терĕ.
— Эс чее иккен, Ванюша. Хăвăрăннисене кӳрентерместĕн. Çапла-и Соболев? Хăйсенне кӳрентерме памасть вĕт?
— Тĕрĕс. Салтак хăйсенне кӳрентерме парать-и вара?
— Ну, юрĕ, Соболев. Халлĕхе эсĕ ирĕкре пулма пултаратăн. Эпир кунта красноармеец Солнцевпа иксĕмĕр чĕререн калаçар-ха. Çавăн пек ĕнтĕ ĕçсем, Ванюша, — тесе пуçларĕ капитан Енакиев, Соболев хăйĕн пӳлĕмнелле кĕрсе кайсан. — Мĕн тăвас-ха манăн санпа малашне? Çакăн пек ыйту тăрать.
Ванюша хăйне каллех тыла ăсатасшăн пулĕ, тесе хăраса кайрĕ. Вăл ещĕк çинчен сиксе тăчĕ те, хăйĕн командирĕ умне тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăчĕ.
— Айăплă, капитан юлташ. Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăп — урăх нихçан та кун пек пулмасть.
— Мĕн кун пек пулмасть?
— Йĕркене пăсса килсе кĕресси.
— Тĕрĕс, тăванăм. Тӳрех калас пулать — эсĕ мухтамалла мар килсе кĕтĕн. Пит начар килсе кĕтен. Анчах ку ĕçе тӳрлетме пулать-ха. Вĕренетĕн. Эсĕ ăслă ача. Мĕн ура çинче тăратăн-ха? Лар. Эпĕ санпа халĕ служба йĕркипе калаçмастăп, килти пек калаçатăп.
Ваня ларчĕ.
— Çапла ĕнте манăн сăмах: мĕн тăвас санпа? Эсĕ çынни пысăках мар пулсан та, çапах та çын. Чĕрĕ чун. Саншăн пурнăç халĕ çеç пуçланать. Кунта йăнăшма юрамасть. Çапла-и?
Капитан Енакиев ача çине хыттăн, çав вăхăтрах ачашшăн, пĕрре пăхнипех унăн пĕтĕм чунне кĕрсе кайма тăрăшнă пек пăхрĕ.
Çак пĕчĕкçеç, шинелĕн хытă çухи тăп тытса тăракан, хĕрача мăйĕ пек хитре мăйлă, тӳп-тӳрĕ кĕлеткеллĕ салтак пĕртте пĕркун унпа полк штабĕ патĕнче калаçнă вăрăм çӳçлĕ, çара ураллă «пĕчĕк кĕтӳçĕ» тĕслĕ пулман. Епле палламалла мар улшăннă вăл çак кĕске вăхăтрах! Унăн чунĕ те çавнашкалах улшăннă-ши? Çавăнтанпа унăн чунĕ ӳснĕ-ши, çирĕпленнĕ-ши, тĕрекленнĕ-ши?
Ваня лайăхах туйрĕ: шăп та ĕнтĕ халĕ, çак самантра унăн малашнехи пурнăçĕ мĕнле пулас ыйту татăлать. Вăл çав тери шухăша кайрĕ. Шухăша кайнипе унăн ачалла çаврака çамки çитĕннĕ салтак çамки пек пĕркеленчĕ.
Ăна çак самантра разведчиксем курнă пулсан, ку ача вĕсен ашкăнма юратакан, хаваслă «пĕчĕк кĕтӳçи» пулнине ĕненмен те пулĕччĕç. Вăл кун пек пулнине вĕсем нихçан та курман. Пурнăçра, тен, пĕрремĕш хут çакăн пек пулнă-и вăл.
Ку — капитан Енакиев пурнăç çинчен ăнланмалла, ăслă сăмахсем каланă пирки те мар, вăл хăйĕн каштах ывăннă куçĕсемпе хыттăн та мар, ачашшăн пăхнă пирки те мар. Ку вăл — Ваня хăйĕн пĕччен, тĕрессипе каласан — пушанса юлнă чунĕпе капитан Енакиев хăйне епле чĕререн, чунтан, ашшĕ пек юратнине туйнă пирки пулнă. Анчах та Ваньăн чунне ун пек юрату çав тери кирлĕ пулнă, унăн чунĕ хăй сисмесĕрех, çавăн пек юратăва çав тери ыйтнă!
Вĕсем иккĕшĕ те — батарея командирĕ те, Ваня та — пĕр вăйлă туйăмпа пĕрлешсе, нумайччен шарламасăр ларчĕç.
— Ну, епле-хе ĕнтĕ, Ваня, э? — терĕ юлашкинчен капитан.
— Хăвăр мĕнле хушатăр, — терĕ те Ваня хуллен, çĕрелле пăхрĕ.
— Мана хушма нумай вăхăт кирлĕ мар. Анчах та манăн эсĕ ху мĕнле шухăшланине пĕлес килет.
— Мĕн шут тумалли пултăр? Эпĕ шут тунă ĕнтĕ.
— Мĕн шут турăн вара эсĕ?
— Сирĕн патăрта артиллерист пулатăп.
— Ку пысăк ыйту. Санăн аçу-аннӳрен ыйтсан аван пулĕччĕ. Анчах та санăн никам та юлман пулас вĕт?
— Çапла çав. Тăлăх эпĕ. Тăвансене пурне те нимĕçсем вĕлерсе пĕтерчĕç. Урăх никам та çук.
— Эппин, хăвăншăн ху пуçлăх?
— Хамшăн хам пуçлăх, капитан юлташ.
— Акă, эпĕ те хамшăн хам пуçлăх, — хăй кĕтмен çĕртенех хурланарах каласа хучĕ капитан Енакиев, анчах çав самантрах хăйне алла илчĕ те, куларах хушса хучĕ: — Пĕр пуç лайăх, анчах икĕ пуç тата лайăхрах. Çапла-и, пĕчĕк кĕтӳçĕ?
Капитан Енакиев кăштах салхуланнă пек пулчĕ, пĕр хушă шĕвĕр пӳрнипе щетка пек кĕске мăйăхĕсене шăлкаласа ларчĕ. Пĕр-пĕр ĕç пирки татăклă шут тытнă чух вăл яланах çавăн пек тунă.
— Юрĕ, — терĕ те вăл çирĕппĕн, ывçă тупанĕпе сĕтел çине хуллентерех çапса илчĕ. — Сана разведкăна çӳреме ир-ха. Эсĕ манăн связной пулатăн. Соболев! — кăшкăрса ячĕ вăл савăнăçлăн та татăклăн. — Разведчиксем патне кай та, красноармеец Солнцевăн койкипе япалисене ман блиндажа илсе кил.
Вăрçăра çынăн пурнăçĕ яланах епле хăвăрт улшăнать, Ваньăн пурнăçĕ те каллех çавăн пек хăвăрт улшăнчĕ.
20
Çак кунтан пуçласа Ваня пуринчен ытларах капитан Енакиев патĕнче пурăнма тытăнчĕ.
Анчах капитан Енакиев ăна хăй патне ачаран чăнах та связной тăвас тесе илмен. Унăн шухăшĕсемпе ĕмĕчĕсем пысăкрах пулнă. Вăл Ваньăна хăй пăхса вĕрентсе ӳстерме шутланă.
Яланах, пур ĕçре те тĕплĕ çын пулнăскер капитан Енакиев ачана вĕрентсе ӳстермелли план тунă. Хăйĕн батарейине панă боевой задачăна пурнăçа мĕнле кӳртессине пур енчен те шутласа хунă пекех, вăл ачана вĕрентсе ӳстермелли плана та пур енчен те тĕплĕн шухăшласа тунă. Анчах плана васкамасăр, пур енчен те шухăшласа хунă хыççăн, ăна вăл хăвăрт та татăклăн пурнăçа кӳртме тытăннă.
Пуринчен малтан, çав план тăрăх, Ваньăн оруди расчетĕнчи пур номерсен ĕçне те тума вĕренмелле пулнă.
Çак шутпа, хăйсен старшинипе канашланă хыççăн, капитан Енакиев Ваньăна пĕрремĕш взводри пĕрремĕш оруди çумне, запаслă номер туса çирĕплетнĕ.
Пирвайхи кунсенче ача хăйĕн тусĕсемшĕн-разведчиксемшĕн питĕ тунсăхланă. Малтанах ăна вăл хăйĕн тăван çемьине çухатнă пекех туйăннă. Анчах часах вăл унăн çĕнĕ çемьи кивĕ çемьинчен нихăш енчен те кая маррине курнă. Ку çемье ăна тӳрех тăвана йышăннă пек йышăннă.
Салтаксем пек пурне те пĕлсе таракан çынсем урăх çуккине Ваня пĕлмен пулнă-ха. Салтаксем яланах пурне те пĕлсе тăнă. Пур çĕнĕ хыпарсене те вĕсем çав самантрах, фронтра каланă пек «салтак телеграфĕ тăрăх» пĕлнĕ.
Ваня пĕрремĕш оруди патне пынă çĕре, ун çинчен унта пĕтĕмпех пĕлсе тăнă. Ваньăна ку пит те тĕлĕнтернĕ. Оруди расчечĕ ачан историне питĕ лайăх пĕлнĕ. Ăна разведчиксем вăрманта мĕнле тупнине те, вăл Биденкоран епле тарнине те, суккăр лашана çавăтса разведкăна епле кайнине те, нимĕçсем патне епле лекнине те, унтан епле хăтăлнине те, пурне те, пĕтĕмпех, компас тата «Чурасем эпир мар, эпир чурасем мар» тесе çырнă букварь çинчен те пĕлнĕ.
Пуринчен ытла оруди расчетне Биденкопа пулса иртнĕ ĕç пит те кăмăла кайнă.
Вĕсем Ваньăна ку историе пĕрмаях чи пуçламĕшĕнченех калаттарнă. Ваня кантăрапа пулнă ĕç тĕлне каласа çитсен, вĕсем ачасем пекех кулнă. Вĕсем пуçĕсемпе пĕр-пĕрин хулпуççисем çине йăваннă, пĕр-пĕрне çурăмĕсенчен чышкисемпе çапнă, çаннисемпе куççулĕсене шăлнă. Антăхса кайиччен кулнипе, вĕсем аран-аран калаçма пултарнă.
— Итле-ха, Никита, вăл ăна кантăраран туртать, ку çывăрнă пек пулса выртать. Сисетĕн-и?
— Ах, çĕр çăттăр сана!
— Хай каларĕш, шуйттан пĕчĕк ачапа çыхăннă пек.
— Тĕрĕс. Чăн та çыхăннă çав. Леш ăна туртать, а ку харлаттарса çывăрать. Унтан лешĕ каллех туртать, анчах кунăн ури йĕрĕ те çук. Шыра вара хирте çиле.
— Ай, пĕчĕк кĕтӳçĕ! Ай, савнă тусăм! Мĕнешкел чаплă разведчика ухмаха тăратса хăварнă. Пĕлес пулать вĕт ун пек тума.
— Чăн та çав. Ним каламалли те çук. Вăйлă!
Разведчиксем батарейăри аристократи шутĕнче пулнă. Сăмах та çук ĕнтĕ ун пирки — вĕсем пуян, хуçалăх тĕлĕшĕнчен тĕплĕ пурăннă. Вĕсен пĕр чаплă чейникех мĕне тăнă! Анчах оруди расчечĕ те начар пурăнман. Чăн та, вĕсен çавăн пек чаплă чейник пулман, трофейăсем тĕлĕшĕпе те ĕçсем разведчиксеннинчен нумай начартарах пулнă, мĕншĕн тесен разведчиксем яланах малта пынă.
Анчах ун вырăнне вĕсен темĕн пысăкăш эмалированнăй кастрюль пулнă, унпа вĕсем тĕлĕнмелле тутлă каçхи апат пĕçернĕ. Вĕсем кăнтăрлахи апатран какай татăкĕсем хăварнă та, ăна хуратул пăттипе, ĕне çăвĕпе ăшаланă.
Орудиецсем питĕ туслă çемьепе, килĕштерсе пурăннă. Вĕсем, тен, разведчиксенчен те туслăрах пурнăçпа пурăннă пулĕ. Ку мĕнрен килнине ăнланса илме йывăр мар. Разведчиксем пурте пĕрле сайра пуçтарăннă, орудиецсем яланах пурте пĕрле, хăйсен туппи патĕнче пулнă. Вĕсем унтах çапăçнă, унтах каннă, унтах апат çинĕ, сăмах майĕн каласан — унтах юрăсем юрланă.
Юрласса вĕсем чăнах та çав тери лайăх юрланă вара, мĕншĕн тесен пурте лайăх сасăллăскерсем пухăннă, — ун пекки сайра пулать.
Кунсăр пуçне, разведчиксемпе танлаштарсан, вĕсен тата тепĕр паха ен пулнă. Унта калама çук лайăх, питĕ хаклă баян пулнă — ăна вĕсене батареецсем патне 1942 çулта Уралтан хăнана пынă шефсем парнелесе хăварнă. Тата унсăр пуçне вĕсен пĕтĕм дивизипе чапа тухнă баянист — оруди командирĕ сержант Сеня Матвеев пулнă.
Çавăнпа та, наступлени вăхăтĕнче батарея позици улăштарнă чух, пĕрремĕш оруди музыкăпа малалла пынă. Оруди расчечĕ грузовик çинче ларса хорпа юрланă. Сеня Матвеев вара, хуп-хура мăйăхлăскер, картусне куç харшисем çинех пусса лартнă, шинельне йӳле ярса, парнелесе панă баянне тытнă та кăштах сарса пуснă урисем çинче çирĕппĕн тăрса çав тери хытă янтратса пынă. Çакна кура пехота ирĕксĕрех çул çинчен пăрăнса чарăннă, хыçалтан пĕчĕк тупă кăкарса янă грузовик çине хаваслă пăхса савăнса кăшкăрнă:
— Салам, вăрçă турри! Пурнăç пар-ха эс ăна унта. Хĕмне хушарах пар.
— Халех паратпăр, — тенĕ çакна хирĕç Сеня Матвеев хăйĕн баянне тата ытларах туртса. — Тапакĕ пирĕн, вучĕ сирĕн. Сывă пул, уй-хир патши. Çапăçу хирĕсенче часах тĕл пуличчен!
Анчах та чи чапли ку мар пулнă-ха. Чи чапли акă мĕн пулнă: капитан Енакиев батарейинчи пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудин расчечĕ хăй ĕçĕпе разведчиксен команди пекех пит мухтава тухнă. Пĕрремĕш оруди пит те тĕл тата тĕлĕнмелле хăвăрт пенипе чаплă пулнă. Ытти орудисем — вăл шутрах чи лайăххисем те — икĕ снаряд кăларса яма ĕлкĕрнĕ çĕрте пĕрремĕш оруди виçĕ снаряд кăларса янă. Ку вара орудин пĕтĕм расчечĕ килĕшӳллĕ тата кашни номер уйрăмăн пит те лайăх ĕçленине кăтартнă.
Пуринчен ытла чапли кунта Ковалев, фронтри чи лайăх наводчик, Совет Союзĕн Геройĕ пулнă.
Апла пулсан, Ваньăна йышăннă çĕнĕ çемье пит те паллă та пит те хисеплĕ пулнă. Орудиецсем лăпкă, мухтанма юратман, хăйсен боевой ĕçĕсем çинчен сахал калаçакан çынсем пулнă пулин те Ваня вĕсем чаплă пулнине тӳрех туйса илнĕ.
Ваня вара пĕрремĕш орудипе, малтантарах разведчиксен командипе мухтаннă пекех, мухтаннă. Ку вара унăн чунĕ чăн-чăн салтак чунĕ пулнине пуринчен те лайăхрах кăтартса панă, мĕншĕн тесен епле лайăх салтак хăйĕн подразделенипе мухтанмасть-ха?
Анчах ăна нимĕнрен те ытла тĕлĕнтерекенни, разведчиксемпе уйăрлнине самаях çăмăллăн тӳссе ирттерме май параканни вăл — оруди пулнă.
Оруди тенĕ сăмах Ваньăшăн яланах темĕнле илĕртмелле те хаяррăн янăраса тăнă. Ваня вăрçăра илтекен сăмахĕсенчен чи вăйлă сăмах вăл — оруди тенĕ сăмах пулнă.
Вăрçăри сăмахсем нумай пулнă: блиндаж, пулемёт, атака, разведка, азимут, авиаци, винтовка, дзот — сахал пулнă-и вĕсем! Анчах çав сăмахсенчен пĕринче те çапăçу кĕрлевĕ, снаряд ӳлени, хурçă янăрани «оруди» тенĕ сăмахри пек уççăн илтĕнсе тăман. Артиллерие «вăрçă турри» тенине Ваня пĕлнĕ. Вара çак хăватлă, темĕн пысăкăш турра хăй шухăшĕнче тĕтре витĕр курнă пек туйса, Ваня çав турă калакан пĕртен-пĕр сăмаха илтсе тăнă, вăл сăмах — оруди пулнă.
«Оруди» сăмаха Ваня час-часах илтнĕ, анчах ăна орудие çывăхран курма, уйрăмах алăпа тытса пăхма май килмен. Орудире уншăн, пуринчен ытла вăл çапăçу хирĕнче пулнă чухне, темĕнле пĕлмелле мар, тавçăрса илмелле мар япала пулнă. Таврара çĕршер, пиншер орудисем кĕрленĕ. Орудисем пенипе, пĕр минутлăха та сӳнмесĕр, пĕтĕм пĕлет çунса тăнă. Пĕр-пĕрне илтес тесе, çынсен хăлхаран кăшкăрса калаçмалла пулнă. Снарядсем пуç çийĕпе татти-сыпписĕр ӳлесе иртсе кайнă. Вĕсем ӳксе çурăлсан тонни-тоннипе хура çĕр çӳлелле сирпĕннĕ. Анчах çак ĕçе тăвакан орудисем хăйсем курăнман. Вĕсем пур çĕрте те пулнă, çав вăхăтрах ниçта та пулман.
Халĕ ĕнтĕ Ваня орудие çывăхранах курчĕ çеç те мар, ăна алăпа тытса пăхма пултарчĕ çеç те мар, унăн халĕ çав орудирен пеме батареецсене пулăшмалла та пулчĕ.
Ку вăл — пĕрремĕш взводăн пĕрремĕш орудийĕ пулнă, апла пулсан — кăштах Ваньăн орудийĕ те пулнă.
Оруди патне пĕрремĕш хут пынă, нихăш кунпа та танлаштарма çук телейлĕ куна «пĕчĕк кĕтӳçĕ» ĕмĕрлĕхех астуса юлчĕ.
Капитан Енакиевăн батарейинче пурĕ тăватă оруди пулнă. Вĕсем пурте пĕр ĕретпе, пĕр-пĕринчен хĕрĕхшер метрта тăнă. Вĕсем пурте пĕр пекех пулнă. Анчах çапах та Ваня хăюсăр пырса тăнă оруди пачах урăхла, тĕнчере урăх çук, ытти пĕр оруди пек те мар пулнă. Вăл «хăйсен» пулнă.
Тупă çурри таран пысăках мар çаврака окопра, кĕпçипе хĕвеланăçнелле пăхса, сошникĕсемпе кăштах алтса илнĕ çĕр çинче çирĕппĕн тĕренсе тăнă. Телейлĕ куçĕсене тупă çинчен пĕр самантлăха та илмесĕр, Ваня ун тавра утса çаврăнчĕ. Кĕпçен вĕçне брезентран çĕленĕ калпак пек пĕчĕкçеç чехол тăхăнтартнă пулин те, Ваня ун тĕлĕпе иртнĕ чух уттине хăвăртлатса пĕшкĕнчĕ, — вăл оруди ăнсăртран персе ярасран хăрарĕ.
Анчах та, тĕрĕссипе, туппăн сăн-сăпачĕ пит те лăпкă, питĕ тирпейлĕ пулнă. Ăна хуçисем юратни, лайăх пăхни тӳрех курăнса тăнă. Ăна тап-таса шăлса тасатса çиелтен çупа сĕрнĕ. Унăн пур пайĕсене те питĕ килĕшӳллĕ, çыпăçуллă вырнаçтарса лартнă — тирпейлĕ салтак тумланнă пекех. Хăшпĕр çĕрте осколоксем тивнипе шăтăксем, чĕркеленисем пулнă пулсан та, вĕсене ним палăрми туса сăрласа лартнă.
Тупă кĕпçин вĕçне тăхăнтартнă чехолсăр пуçне, тупă çинче брезентран тунă тата икĕ чехол пулнă. Пĕри замока витсе тăнă, тепри тата шит çумĕпе çӳлелле çĕкленсе тăракан темĕнле питĕ тĕлĕнмелле япалана витсе тăнă.
Тупă çинче тата темĕнле пĕчĕк маховиксем, кустăрмасем, ещĕксем пулнă. Лафет çумне кĕреçесем, кирка, пуртă çыхса хунă. Йĕрке тăрăх тупă çумĕнче тĕрлĕрен кирлĕ япаласем пулмалла пулнă курăнать.
Анчах ку пĕтĕмпех пулман-ха.
Лайăх, йĕркеллĕ колхоз хуçалăхĕнчи тĕп çурт тавра тĕрлĕ çуртсем вырнаçнă пек, тупă тавра пит те йĕркеллĕн тĕрлĕрен службăсем, пĕчĕк çурт пеккисем вырăнаçса тухнă. Тупăпа юнашар унăн кустăрми тукăнĕ таранах çĕре алтса лартнă заряднăй ещĕк Ваньăна тĕп кантур пек туйăннă; пăхăр гильзăллă тата снарячĕсем çине тĕрлĕ тĕслĕ йĕрсем тунă, йĕркипе хурсă тухнă патронсем курăнакан тăваткал йывăç ещĕкĕсем, паллах, пушар сарайĕ пулнă; телефонистăн пĕчĕк окопĕ мунча пек туйăннă; номерсене валли тунă пĕчĕк тăрăхла шăтăксем — анкарти йĕри-тавра тăвакан канавсем пек пулнă; аякра йăванса выртакан хăрăмланнă снаряд гильзисем — юсама пухнă ялхуçалăх хатĕрĕсем пек туйăннă; маскировка тума тирсе тултарнă чăрăшсем пӳрт умĕнчи пахчана аса илтернĕ.
Çакăнпа пĕрлех çак пĕтĕм мирлĕ те лăпкă картинăра темĕскерле хăрушă, хăратакан япала пурри сисĕнсе тăнă.
Малтанах çав хăратаканни мĕн пулнине, вăл ăçтине ача ниепле те ăнланса илеймен. Анчах кайран ăнланнă. Вĕсем пысăк шăтăксем — воронкăсем пулнă иккен. Оруди тавра, тĕрлĕ вырăнсенче, вĕсем çирĕмрен е вăтăртан та ытла шутланнă.
Кусем çĕнĕ, нумай пулмасть тунă воронкăсем пулнă. Вĕсенчен кăларса пăрахнă çĕрпе тăм хуралса кайнă курăк çинче пусăрăнма та ĕлкереймен, вăл кăпăшка пулнă-ха, ăшă пек туйăннă. Эппин нимĕç снарячĕсем кунта килсе ӳкни нумай та пулмасть, тен паян ирхине кăна килсе ӳкнĕ-и вĕсем. Паллах, вĕсем туппа тивертесшĕн пулнă.
Унччен малтан Ваня хăй çулĕ çинче тĕл пулакан воронкăсем çине çавăрăнса та пăхман. Ăна вĕсем пĕртте тивмен, вĕсем тĕлĕпе Ваня хăрамасăрах иртсе кайнă; вăл «çак ĕç» пулса иртнине, снарядсем хăйсен ĕçне тунине, хăрушăлăх иртсе кайнине пĕлнĕ.
Анчах халĕ вăл вĕсене курчĕ те, пачах урăхла, çĕнĕлле туйрĕ. Нимĕç снарячĕсем батарея çине халĕ кăна вĕçсе килнĕ. Вĕсем тупă çывăхĕнче çурăлса хăрушă йĕрсем хăварнă. Анчах та батарея вырăнтан кайман вĕт-ха. Тупă малтанхи вырăнтах тăнă. Фронтра нимĕн те улшăнман. Эппин, нимĕç снарячĕсем хуть хăш самантра та каллех вĕçсе килсе, хальхинче вилĕм илсе килме пултарнă.
Таврари сывлăш та — сивĕ, кĕрхи вилĕм сывлăшĕпе сывланă пек туйăннă. Пĕлĕтсем çинче, çамрăк чăрăшсем çинче, çĕр çинче вилĕм мĕлки выртнă. Анчах çав вăхăтрах оруди расчечĕ çаксене пĕртте асăрхаман пекех пулнă.
Хăйсен туппи тавра вырăнаçнă салтаксем кашни хăйĕн ĕçне тунă. Хăшĕ, снарядсем тултарнă хыр ещĕк çумне вырнаçнă та, шлемне енсе çинелле лартса, химически карандаша йĕпете-йĕпете çыру çырнă; хăшĕ лафет çинче ларса шинель тӳмине лартнă; хăшĕ артиллеристсен пĕчĕк хаçатне вуланă; хăшĕ, чĕлĕм чĕркесе, вутчулне çапса ăвă тивертнĕ, ăвăран шурă тĕтĕм мăкăрланса тăнă.
Разведчиксемпе пурăннă чух çапăçу хирне пур енчен те сăнаса, Ваня вăрçа анлăн, нумай тĕслĕн курма хăнăхнă. Вăл çулсене, вăрмансене, шурлăхсене, кĕперсене, шăвакан танксене, чупакан пехотăна, мина лартакансене, çырмасенче пухăнса тăракан утлă çара курма хăнăхнă.
Кунта, батареяра, çавăн пекех вăрçă пулнă, анчах вăл вăрçă пĕр пĕчĕк çĕр лаптăкĕ çинче кăна пулса иртнĕ. Кунтан оруди хуçалăхĕсĕр, маскировка тума лартнă чăрăшсемсĕр, кĕрхи тĕксĕм пĕлĕт касса татнă çывăхри сăрт хĕррисĕр пуçне нимĕн те курăнман. Кӳршĕри тупăсем те çав сăрт хыçĕнчех ларнă пулсан та, шăп та çавăнтан вăхăтран вăхăта перкелешнĕ сасă илтĕннĕ пулсан та, Ваня унта мĕн пулнине пĕртте пĕлмен.
Ваня хăй çӳллĕш туппăн кустăрми çумĕнче, унăн чалăш щичĕ çине çыпăçтарнă хут çине пăхса тăчĕ. Çав хут çине хура сăрпа, шултран, темĕнле номерсемпе цифрăсем çырнă, анчах Ваня вĕсене вуласа ăнланма чунтанах тăрăшнă пулсан та нимĕн те ăнланаймарĕ.
— Ну, Ванюша, пирĕн оруди килĕшет-и сана? — илтрĕ вăл хăйĕн хыçĕнче хулăн та кăмăллă сасăпа каланине.
Ваня каялла çавăрăнса пăхрĕ те наводчик Ковалева курчĕ.
— Тĕп-тĕрĕс, Ковалев юлташ, питĕ килĕшет, — терĕ те вăл хăвăрттăн тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăрса честь пачĕ.
Капитан Енакиев вĕрентни ахалех иртмен пулмалла. Халĕ, аслисемпе калаçнă чух, Ваня яланах туп-тӳрĕ тăсăлса тăнă та хуть мĕн тума та хатĕр пулса, мĕн ыйтнисене хирĕç хавассăн каланă. Наводчик Ковалев умĕнче вăл ытлашши те тăрăшрĕ. Аллине çĕлĕкĕ патне çĕклесе тытрĕ те антарма та манчĕ.
— Юрĕ, антар аллуна. Вольно, — терĕ Ковалев, пĕчĕк салтакăн типшĕмрех кĕлетки çине кăмăллăн пăхса.
Сан-сăпатран пăхсан Ковалева çав тери паттăр салтак, Совет Союзĕн Геройĕ, фронтри чи лайăх наводчик теме те пулман.
Чи малтан, вăл çамрăк пулман. Ачашăн вăл «пичче» мар, «асатте» пулнă ĕнтĕ. Вăрçăччен кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен пысăк фермăн заведуюшийĕ пулса ĕçленĕ. Вăл фронта каймасан та пултарнă, анчах вăрçăн пирвайхи кунĕнчех хăйĕн ирĕкĕпе кайма çырăннă.
Тĕнчери пĕрремĕш вăрçă вăхăтĕнче вăл артиллеринче служить тунă, ун чухнех паллă наводчик тесе шутланнă. Акă мĕншĕн ку вăрçăра та хăйне артиллерие наводчик туса яма ыйтнă. Малтанах батарейăра ун çине шанмасăртарах пăхнă, — ытла та лăпкă, килти пек сăн-сăпатлă пулнă вăл. Анчах пĕрремĕш çапăçурах вăл хăйĕн ĕçне çав тери лайăх пĕлнине, çав тери ăста наводчик пулнине кăтартнă та, ăна шанманни яланлăхах пĕтсе ларнă.
Тупă патĕнчи ĕçе вăл калама çук лайăх туса пынă. Калăпăр çарта лайăх, пултаруллă наводчиксем пулаççĕ. Уйрăмах паллă наводчиксем пулаççĕ. Анчах ку гениллĕ наводчик пулнă. Пуринчен ытла çакăнтан тĕлĕнмелле пулнă: чĕрĕк ĕмĕр хушшинче вăл хăйĕн ăсталăхне манман çеç мар, ăна тата ытларах, çирĕпрех пĕлĕкен пулса тăнă. Çĕнĕ вăрçă артиллери умне нумай çĕнĕ задачăсем кăларса тăратнă. Çав задачăсем Ковалевăн иртнĕ вăрçăра туллин палăрма пултарайман пултарулăхĕн çĕнĕ енĕсене уçса палăртнă.
Тӳрĕ наводкăпа перес ĕçре унпа никам та танлашма пултарайман. Хăйĕн расчечĕпе пĕрле вăл туппа нимĕнпе хӳтĕлемен уçă çĕре тĕксе тухнă та, пульăсем çумăр пек çунине пăхмасăрах лăпкăн, тĕп-тĕрĕссĕн, çав вăхăтрах тĕлĕнмелле хăвăрттăн нимĕçсен цепĕсене картечьпе, е нимĕç танкĕсене бронебойнăй снарядсемпе пенĕ.
Ăсталăх тем пек пысăк пулсан та, кунта пĕр ăсталăх кăна çителĕклĕ пулман. Кунта çав тери пысăк хăюлăх тата хастарлăх кирлĕ пулнă. Ковалевăн вăл пулнă. Сăн-сăпат енчен вăл нимпе те паллă мар, килти çын евĕрлĕ пулнă та, Ковалев юмахри пек нимĕнрен хăраман паттăр пулнă.
Хăрушлăх самантсенче вăл пĕтĕмпех улшăннă. Унăн ăшĕнче хаярлăх вучĕ çунма тытăннă. Вăл пĕр утăм та каялла чакман, юлашки патрон юлмиччен пенĕ. Юлашки патронне персе ярсан, вара вăл хăйĕн орудийĕпе юнашар выртнă та, автоматран пеме тытăннă. Пур дисксене те персе пĕтерсен вăл, ручной гранатăсем тултарнă ещĕксене хăй патне лăпкăн кăна сĕтĕрсе пынă, куçĕсене хĕссе, вĕсене пĕрин хыççăн теприне нимĕçсем çинелле, вĕсем чакса кайичченех пенĕ.
Çынсем хушшинче хастарлă та паттăрисем час-часах тĕл пулаççĕ. Анчах та Тăван çĕршыва ăнлануллăн та хĕрӳллĕн юратни çеç паттăр çынтан герой тума пултарать. Ковалев чăн-чăн герой пулнă.
Вăл Тăван çĕршыва пĕтĕм чĕререн, хĕрӳллĕн, анчах лăпкăн юратнă, унăн мĕнпур тăшманĕсене çав тери хытă курайман. Нимĕçсене унăн хăйĕн тавăрмаллисем пулнă. Вунулттăмĕш çулта вĕсем ăна чыхăнтаракан газсемпе асаплантарнă. Ковалев çавăнтанпа яланах ӳсĕркеленĕ. Нимĕçсем пирки вăл кĕскен:
— Эпĕ вĕсене лайăх пĕлетĕп. Ирсĕрсем вĕсем. Вĕсемпе пирĕн пĕр калаçу кăна пулма пултарать — тупăран тăтăшах пемелле, — тенĕ.
Унăн виçĕ ывăлĕ çарта пулнă. Вĕсенчен пĕрне вĕлернĕ те ĕнтĕ. Унăн арăмĕ, врач, çавăн пекех çарта пулнă. Килĕнче никам та юлман. Унăн килĕ — çар пулнă.
Командовани Ковалева темиçе хутчен те пысăкрах ĕçе ярасшăн пулнă, анчах Ковалев кашнинчех хăйне наводчикрах хăварма ыйтнă, тупăран ан уйăрăр мана, тенĕ.
— Наводчик пуласси — манăн чăн-чăн ĕç вăл, — тенĕ Ковалев, — ытти ĕçе эпĕ кун пек лайăх тăваймастăп. Эсир ĕненĕр ĕнтĕ мана. Чинсем хыççăн хăваламастăп эпĕ. Ун чухне те наводчик пулнă, халĕ те вăрçă пĕтичченех наводчик пулас тетĕп. Командир пулма юрăхлă мар ĕнтĕ эпĕ. Ватă. Çамрăккисене çул парас пулать. Чунтан ыйтатăп сиртен.
Юлашкинчен вара командовани ăна тек аптратман. Тепĕр тесен, Ковалев тĕрĕс те каланă пулĕ. Кашни çын хăй вырăнĕнче лайăх вăл. Тата, çитменнине, ĕçе ытла лайăхах пĕлмен взвод командирĕ вырăнне ĕçе пит лайăх пĕлекен наводчик пулни службăшăн усă нумайтарах пулать.
Ваня çаксене пĕтĕмпех пĕлсе тăнă, çавăнпа та вăл чаплă та паллă Ковалев çине кăшт хăюсăртарах, тата хисеплесе пăхса тăчĕ.
Ковалев çӳллĕ те хыткантарах çын пулнă, хулпуççийĕ çине анчах тупă сĕрмелли çупа вараланнă фуфайка уртса янă. Вăл килти пек çара пуçăн пулнă. Пуçне яп-яка, кукшаланма пуçланă арçын пекрех хыртарнă. Унăн мăйĕ хĕрлĕ пулнă, çилпе пиçсе ларнă, шултăра пĕркеленчĕксемпе витĕннĕ, анчах сарă мăйăхĕсемпе тата тап-таса хырнă янахĕ чăн-чăн салтакăнни пек пулнă.
Пĕтĕмĕшпе илсен, унăн сăн-сăпачĕ, тумтирĕ пур енчен те çыпăçуллă, чăн-чăн артиллеристсен пек тирпейлĕ пулнă пулсан та, вăл авалхи пекрех, «леш вăрçăран» юлнă пекрех курăннă: хăй килĕнченех илсе килнĕ хура пустав шалаварĕ те, тĕтĕмпе хуралса ларнă шăвăç хупăллă чĕлĕмĕ те, ытти те.
Ваньăн Ковалевран нумай-нумай япаласем çинчен ыйтса пĕлесси килнĕ, сăмахран: тупăпа епле тĕллеççĕ, унтан епле переççĕ, çак авăрлă пĕчĕк кустăрма мĕн вăл, чехолсем айне мĕн пытарнă, шит çумне çыпăçтарнă хут çине мĕн çырнă, орудирен час пеме пуçлаççĕ-и, тата ытти нумай-нумай ыйтусем пулнă унăн.
Анчах та ăна çар дисциплини тăрах аслипе малтан сăмах пуçласа яма юраманни чарнă.
21
— Пирĕн оруди сана кăмăла кайни аван вăл, — терĕ наводчик Ковалев. — Лайăх тупă. Ăнланакан çыншăн ку туппăн хакĕ те çук. Ĕçчен тупă.
Хăй умĕнче тупă мар, лаша тăнă пек, вăл ăна кĕпçинчен çапкаласа илчĕ, унтан хăйĕн ывçи вараланнине асăрхарĕ те, кĕсьинчен типĕ чупĕк татăкĕ кăларса, туппа юратса сăтăркаласа тухрĕ.
— Манăн вăл тасалăха юратать, — терĕ Ковалев, хăй çакăн пек вак-тĕвекшĕн пăшăрханнинчен вăтаннă пек пулса. — Эппин, батарея командирĕ сана пирĕн пата вĕренме ячĕ пулать?
— Тĕп-тĕрĕс, сержант юлташ.
— Пĕрмай честь парса ан тăр. Кирлĕ мар. Ан тăсăлса тăр. Ну, мĕнех ĕнтĕ. Тĕрĕс ку. Лайăх артиллерист пулас тетĕн пулсан — мĕн пĕчĕкренпех тупă таврашĕнче ĕçлеме вĕрен, хăнăхса çитсен вара — хăш ĕçе мĕнле тумаллине çӳç шураличченех пурăнсан та манмастăн.
Вăл лафет çине ларчĕ те, аллине хыпкăч тытса хăйĕн куçлăхне тӳрлетме пуçларĕ. Çав хушăрах хăйĕн пит те инçене куракан çыннăн витĕр шăтаракан çивĕч, кунпа пĕрлех тĕлĕнмелле ăшă кăмăллă куçĕсемпе Ваня çине пăха-пăха илчĕ.
— Çапла вăл, ăмăрткайăк. Туппа ăна çамрăкранпах юратас пулать. Эсĕ халĕ батарейăна килсе кĕнĕ пекех килсе кĕнĕччĕ эпĕ те. Ку вăл, тăванăм, вăтăр çул ĕлĕкрех пулнă. Сахал мар вăхăт. Анчах эпĕ ăна хальхи пекех астăватăп. Паллах, эпĕ ун чух санран аслăрах пулнă. Вунтăххăра кайнăччĕ. Вăрçа эпĕ хам ирĕкпе лекрĕм. Анчах пурĕпĕрех ача пулнă. Ак халĕ çакăн пек тĕлĕнмелле япала пулса тухрĕ: пирĕн батарея ун чухне шăпах çак вырăнсенче тăратчĕ. Куратăн-и, манăн пурнăç епле çавăрăнса килчĕ? Паллах, халĕ пурте палламалла мар пулса тăнă.
Вăл йĕри-тавралла пăхса илчĕ те, аллипе сулчĕ.
— Унтанпа çĕр нумай улшăннă. Вăрмансем пулнă çĕрте хирсем пулса тăнă. Хирсем пулнă çĕрте вăрмансем ӳссе ларнă. Анчах çапах та эпир таçта çакăнтах пулнă. Германи чиккинче. Ун чухне каялла чакса килеттĕмĕр. Халĕ малалла кайса пыратпăр. Пĕтĕм ĕçĕ те çав кăна.
Ку сăмахсем Ваньăна çав тери тĕлĕнтерсе ячĕç. Вăл, паллах, çар Хĕвелтухăçĕнчи Прусси çине наступлени туса пыни çинчен, Хĕвелтухăç Прусси вăл — Германи пулни çинчен, совет çарĕсем часах нимĕç çĕрĕ çине пырса кĕресси çинчен нумай хутчен илтнĕ.
Çарти ытти çынсем пекех, Ваня ĕçсем юлашкинчен шăпах çавăн пек пулассине çирĕп ĕненнĕ. Анчах та халĕ, çав тахçантанпах кĕтнĕ сăмахсене, «Германи чикки» тенине илтсен, вăл Ковалев мĕн çинчен каланине ăнлансах та çитеймерĕ. Вăл çав тери хумханса кайрĕ те тӳсеймесĕр Ковалевран:
— Ăçта-ха вăл Германи, пичче? Ăçта чикĕ? — тесе ыйтрĕ.
— Ара акă вĕт вăл. Ак çакăнта, — терĕ Ковалев, хулпуççи урлă тĕллесе кăтартса. Ку сăмахсене вăл çав тери лăпкăн, иртен-çӳрене лăйăх хăй пĕлнĕ тăкăрлăка кăтартнă пек кăна каларĕ.
— Ак çак сăрт хыçĕнче. Кунтан пĕр пилĕк километр пулать. Унтан ытла мар.
— Чăнах-и, пичче? Эсир мана улталамастăр-и? — терĕ ача хурланарах, мĕншĕн тесен вăл хăшпĕр салтаксем унтан кăштах кулма юратнине пĕлнĕ.
Анчах Ковалевăн куçĕсем пĕртте кулман.
— Тĕрĕсне калатăп, — терĕ вăл. — Унта юханшыв пур, унăн леш енче вара шăп та çав Германи пуçланса каять.
— Батареецăн чăн-чăн сăмахне паратăн-и? — хăвăрт ыйтрĕ Ваня.
— Мĕн тума кирлĕ сана батареецăн чăн-чăн сăмахĕ? Эпир халĕ кăна унта персе пăхрăмăр. Куратăн-и, миçе тĕле пенĕ?
Çак сăмахсемпе Ковалев аллинчи хыпкăчĕпе оруди щичĕ çинче номерсем çырнă хута тĕллесе кăтартрĕ.
Анчах Ваня çапах та иккĕленчĕ-ха. Çакăнтах, çывăхрах, пĕр пилĕк километрта хăрушă, юнлă, йĕрĕнмелле çĕршыв — Германи пулнине ĕненме пите йывăр пулнă ăна.
— Пичче, ан улталăр мана! — макăрса ярас пекех каларĕ Ваня.
— Эккей, тĕлĕнтермĕш ача, — кулса ячĕ Ковалев. — Ĕненмест тата. Мĕн тĕлĕнмелли пур-ха унта? Пирĕн разведчиксем вăл Германие ĕнерех кайса курнă ĕнтĕ, паян ирхине тавăрăнчĕç. Нимĕçсем ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ тет унта, ăнран тухсах кайнă, тет. ,
— Епле! Разведчиксем Германире пулнă-и?
Ковалев хăйĕн çăмахĕсемпе ачан чĕрине епле ыраттарни çинчен шухăшлама та пултарайман. Разведчиксем Германире пулнă иккен. Тен, Германире Биденкопа Горбунов та пулнă? Сержант Егоров епле пулсан та пулнах ĕнтĕ. Эппин, Ваньăна огневой взвода куçарман пулсан, вăл та хальччен Германире пулса курма пултарнă. Вăл разведчиксенчен ыйтнă пӳлĕччĕ. Вĕсем ăна хăйсемпе пĕрле илсе каятчĕçех. Кăна çирĕппĕнех калама пулать. Çакăн пирки Ваня çав тери кӳренчĕ. Хай чунĕпе вăл халĕ те разведчик пулнă-ха. Çавăнпа та ку унăн чĕрине питĕ хытă ыраттарчĕ.
Паллах ĕнтĕ! Пур разведчиксем те Германире пулнă, анчах та вăл пулайман-ха. Вăл кăмăлсăрланчĕ, хĕрелсе кайрĕ, тутисене çырткаласа, шывланнă куçĕсемпе çĕрелле пăхрĕ.
— Эпĕ вĕсене унта, Германире, пите лайăх панă пулăттăм, — терĕ те вăл кĕтмен çĕртен хытă çиленнипе, унăн куçĕсем йăлтăртатса илчĕç.
Ковалев ача çине тĕлĕнерех пăхрĕ, анчах кулмарĕ. Тепĕр салтак кунта епле пулсан та: «Эсĕ, тăванăм, пĕчĕк кĕтӳçĕ, хаяр иккен», тенĕ пулĕччĕ, анчах Ковалев нимĕн те каламарĕ. Вăл çак самантра Ваньăн чĕринче мĕн пулса иртнине ăнланчĕ. Вăл хăйĕн чĕлĕмне кăларса ун ăшне махорка тултарчĕ, чĕртсе ячĕ, хупăлчине хупрĕ те мăйăхĕсем витĕр тутлă шăршăллă шурă тĕтĕм кăларса, пит те тарăн шухăшпа:
— Тӳс, пĕчĕк кĕтӳçĕ. Çар службинче пăхăнма пĕлес пулать. Санăн вырăну халĕ тупă çумĕнче. Тупăпа пĕрлех Германие пырса кĕретĕн акă, — терĕ.
Хăйĕн сăмахĕсем ачана ытлашши типĕ, ытлашши вĕрентекен сăмахсем пек ан туйăнччăр тесе, вăл кула-кула:
— Музыкăпа пырса кĕретĕн! — тесе хушса хучĕ.
Шăпах çав самантра маскировка валли лартнă чăрăшсем хыçĕнче хыттăн кăшкăрса панă команда илтĕнсе кайрĕ:
— Батарея, çапăçăва! Пĕрремĕш оруди пемелле.
Телефонист окопĕнчен сержант Сеня Матвеев сиксе тухрĕ те, хура петлицăллă лутăрканса пĕтнĕ шинельне утнă халлĕнех тӳмелесе, якаткаласа чупрĕ. Хăйĕн çамрăк та хумханакан сассипе, уйрăмăнах «р» саспаллине тăсса каласа, пур вăйран кăшкăрчĕ:
— Пĕрремĕш оруди, çапăçăва! Вунтăваттăмĕш номерлĕ тĕл çине. Гранатăпа. Взрыватель осколкăлли. Сылтăмарах саккăр ноль-ноль. Прицел çĕр те вуннă.
Ваньăна тĕлĕнтернĕ çак сăмахсене каласа пĕтериччен, таврара пĕр самантрах пĕтĕмпех улшăнчĕ — çынсем те, оруди хăй те, ун таврашĕнчи япаласем те, çывăхри пĕлĕт те, — пурте темĕнле хаяр сăнлă пулса кайрĕç, лайăх якатнă тата çу сĕрнĕ хурçă пек курăнакан пулчĕç.
Пуринчен малтан наводчик Ковалев улшăнчĕ.
Ваня аяккалла пăрăнма та, «акă вăл, пуçланчĕ!» тесе шухăшлама та ĕлкĕреймерĕ — çав хушăрах Ковалев тупă станĕ урлă сиксе каçрĕ, пĕр аллипе таçтан тăруках тупăннă шлемне тăхăнчĕ, теприпе Ваня паçăр асăрханă щит çумĕнчи çӳлĕ япала çинчен брезентран тунă чехола хывса илчĕ.
Халĕ, ун çинчен чехола хывса илсен, вăл япала тата ытларах хитре те тĕлĕнмелле пек туйăнчĕ. Ку вăл бинокль пек те, стереотруба пек те пулнă. Ваня вĕсене нумай хут курнă ĕнтĕ, — кунпа пĕрлех вăл нихçан курман, хурçă ункăсемпе пĕчĕк барабансем çине питĕ нумай вĕтĕ тата шултăра цифрăсем çырнă темĕнле машинка пек пулнă. Çак машинка çине пăхсанах ачан пуçĕнче «арифметика» сăмах çуралчĕ. Кунсăр пуçне тата — хура яка хурçăран туна, мăкăрăлчăк кĕленчеллĕ, чалăш тĕкĕрлĕ, вăрăм йĕрле, лаптак хура коробка пек япала пулнă. Ку япала — «фотоаппарат» тенине аса илтерчĕ.
Хура трубка витĕр питех те тинкерсе пăхса, наводчик Ковалев хăйĕн тĕреклĕ урисене кăшт сарса, ним хускалмасăр çирĕппĕн тăчĕ. Çав вăхăтрах унăн аллисем, вăрăм пӳрнисене вылятса прибор тăрăх çӳлелле те аялалла шукаларĕ.
Хăш чухне Ковалев сасартăк темĕскерле кустăрмана çавăрма тытăнчĕ, çав вăхăтра вара тупă кĕпçи çеç пăркаланчĕ, туппи хăй пĕр вырăнтах тăчĕ. Анчах, кунсăр пуçне, тата нумай улшăнусем пулчĕç.
Ачанăн куçĕсем алчăраса кайрĕç. Вăл мĕн çине пăхма та пĕлмерĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, тахăшĕ самантрах тупă çинчен иккĕмĕш чехола хывса илчĕ те, Ваня оруди затворне курчĕ. Вăл тĕреклĕ, йывăр, аллюминирен тунă авăрла тата янах шăмми пек чалăш та çирĕп хурçă рычаклăскер пулнă. Вăл çупа лайăх сĕрсе лартнăран йăлтăртатса тăнă.
Пуринчен те ытла — Ваня спусковой шнура курчĕ. Вăл çиелтен кăштах кивелнĕ сăранпа çĕленĕ хурçă вăлчăра пулнă. Ку мĕн иккенне Ваня тӳрех ăнланса илчĕ. Çав сăрантан тытса турт та — тупă персе ярать.
Замковăй — ку салтак замковăй пулнине Ваня тӳрех тавçăрса илчĕ, — çав замковăй авăртан тытса туртнипе пĕр пăт таякан замок çăмăллăн, пĕр шавсăр уçăлса, хăйĕн хурçăран тунă йĕрле-йĕрлĕ цилиндрне, шăп варрине вырнаçтарнă боекне тата тупă кĕпçин винт пек тунă çап-çутă пушă ăшчиккине кăтартрĕ çеç, ачан куçĕсем тӳрех патронсем çине куçрĕç.
Вĕсене ĕнтĕ хăйсен ещĕкĕсенчен кăларнă, вĕсем çĕр çинче тимĕр каскăсем тăхăннă салтаксем пек йĕркеллĕн тăнă. Вĕсене хăйсем çинчи йĕрĕсен тĕсесем тăрăх уйăра-уйăра тăратнă: хурисем хурисемпе, хĕрлисем хĕрлисемпе. Пĕр патронĕ сылтăм чĕркуççи çине тăнă салтакăн сулахай чĕркуççийĕ çинче выртнă, çав çалтак вара — ящичнăй текенскер — снарядпа темĕскер тунă. Çав вăхăтрах тепĕр салтакĕ хатĕрленĕ тепĕр патрона тупă патне çĕклесе пырса ăна тупă кĕпçи ăшне хăвăрт чикрĕ те ывçипе шалалла тĕртрĕ. Патрон каялла тухма ĕлкĕреймерĕ, ăна замковай затворпа хупса та лартрĕ!
Затвор чанклатса илчĕ. Ковалев, куçне хура трубкăран уйăрмасăрах, хăрах аллипе спусковой шнурока тытрĕ, теприне çӳлелле çĕклерĕ те:
— Хатĕр, — терĕ.
— Огонь! — тесе кăшкăрчĕ сержант Матвеев, аллипе вăйлăн сулса. Ваня шухăшлама та, мĕн пулса иртнине тавçăрса илме те ĕлкереймерĕ — хаярланса кайнă наводчик Ковалев сăрăнтан тытса кĕскен кăна туртрĕ те, замок каялла кайнă чухне хăйне алăран çапасран, аллине каялла ывăтса ячĕ.
Тупă ытла хытă кĕрслетмерĕ, анчах унăн пенĕ вăйĕ ачана тупăран пур еннелле те хĕрлĕ ункăсем ярăнса, янăраса кайнă пек туйăнчĕ. Ваня хăйĕн çăварне тар тĕтĕме кĕнине туйрĕ.
Германие вĕçсе каякан снарядăн вăйлах мар шавне илтсе, пĕр самантлăха пурте хытнă пек пулса тăчĕç. Унтан Ковалев каллех панорама çумне йăпшăнса пӳрнисемпе пĕчĕк барабансене çавăркалама тытăнчĕ, замковăй затвора туртрĕ, ун ăшĕнчен тĕтĕмпе йăсăрланакан пăхăр гильза сиксе тухрĕ те, çĕре ӳксе пĕр-икĕ хутчен çаврăнкаласа илчĕ.
Ваня хăй халĕ çеç курнинчен — тупă персе янинчен тĕлĕнсе, пĕр вăхăтлăха ăнран кайнă пек пулса тăчĕ. Унтан ăна ĕçлекен çынсем хушшинче нимĕн тумасăр тăма аван мар пулчĕ. Вăл кăштах хуралнă тата ăшăнса кайнă пушă снаряд гильзине тытрĕ, ăна аяккалла илсе кайса ытти пушă гильзăсен купи çине хучĕ. Питĕ çӳхе те пите çăмăл, анчах хулăм та йывăр тĕплĕ гильза вылямалли Ванька-Встанька пек пулнă, вăл алă вĕççĕн çĕклесе пынă вăхăтра та пенĕ хыççăн янăраса тăнă пекех туйăннă.
— Тĕрĕс тăватăн, Солнцев, — терĕ сержант Матвеев, çĕтĕлсе пĕтнĕ кĕнеке çине карандашпа темĕскер çырса. Хăй çав вăхăтрах телефонистăн пĕчĕк окопĕ çине пăха-пăха илчĕ. Вăл унтан çĕнĕ команда парассине кĕтрĕ. — Халĕ пенĕ гильзăсене пуçтар-ха, ура айĕнче кансĕрлесе ан выртчĕр вĕсем.
— Итлетĕп, — терĕ те Ваня савăнăçлăн, тӳп-тӳрĕ тăсăлса тăчĕ. Вăл ĕнтĕ халĕ хăй те питех те кирлĕ, питех те хисеплĕ ĕçе хутшăннине туйрĕ. Ку ĕçе фронтра яланах ытла та хисеплесе «арт-огонь», теççĕ.
— Пенĕ хыççăн вĕсене шутласа пушă лотока тултарăн, — тесе хушса хучĕ Матвеев.
— Итлетĕп, — терĕ Ваня тата савăнăçлăрах, «лоток» тенĕ япала мĕн иккенне хăй лайăхах пĕлмен пулин те.
Пенĕ гильзăсене Ваня пурне те юнашар тăратрĕ, вĕсене тикĕслерĕ, пĕр хушă хăйĕн ĕçĕ çине пăхса савăнса тăчĕ, унтан, халлĕхе урăх ĕç çуккипе, вăл Ковалев патне пычĕ.
— Пичче, — терĕ вăл. Анчах хăй боевой заданине пурнăçа кӳртнĕ çĕрте пулнине аса илсе, хăвăрт тӳрленчĕ те: — Сержант юлташ, ыйтма ирĕк парăр-ха, — терĕ.
— Ыйтса пăх, — терĕ Ковалев.
— Эпĕ сиртен акă мĕн ыйтса пĕлесшĕнччĕ: халĕ кăна эсир ăçта петĕр-ха? Германи çинелле-и?
— Германи çинелле.
— Малтан тĕллерĕр-и?
— Малтан тĕллерĕм.
— Эсир куçпа пăхса тĕллерĕр-и? Çак хура трубка витĕр-и?
— Чăнах çавăн пек.
Ваня пĕр хушă ним те чĕнмерĕ. Вăл малалла калаçма хăяймасăр тăчĕ. Хăй ыйтса пĕлме шухăшлани ытла та чăрсăр пек пулассăн туйăнчĕ. Ăна кун пек ыйтнăшăн тен унăн обмундированине туртса илсе тыла та яма пултарĕç. Çапах та пĕлес килни асăрханнине çĕнтерчĕ.
— Пичче, — терĕ Ваня, сассине çав тери ĕнентерӳллĕ, çав тери йăваш пек кăтартасшăн тăрăшса, — пичче, эсир ман çине ан кăшкăрăр-ха. Юрамасть пулсан — кирлĕ те мар. Эпĕ пĕртте хирĕçместĕп. Анчах та мана эсир халĕ çеç пăхса тĕлленĕ трубка витĕр пĕрре кăна пăхтарăр-ха, — пĕрре кăна, пичче!
— Мĕншĕн пăхтарас мар? Пăхтарма пулать. Пăх. Анчах асăрханарах пăх. Ман наводкăна пăсса ан пăрах.
Сывлама та хăяймасăр, Ваня чĕрне вĕççĕн утса пычĕ те, Ковалев аяккалла пăрăнса панă вырăна тăчĕ. Ăнсăртран наводкăна пăсасран сыхланса Ваня аллисене ик еннелле саркаларĕ те, куçне Ковалев хыççăн сивĕнме те ĕлкĕреймен окуляр çумне хучĕ; Вăл тӳрех уççăн палăрса тăракан çаврашкана курчĕ, ун ăшĕнче шурлăхлă вырăн, кăвакрах вăрман çуттăн палăрса тăрать. Çӳлтен аялалла анса тата сылтăмран сулахаялла каçса çаврашкана хĕресле пайлакан икĕ çинçе йĕр çав вырăнсене нумай йышши сăрсемпе ӳкернĕ картина пекех туса кăтартнă. Шăпах йĕрсем хĕресленнĕ тĕлте Ваня вăрмантан çӳлерех тухса тăнă уйрăм хыр тăррине курчĕ.
— Ну, епле? Куратăн-и мĕн те пулин? — тесе ыйтрĕ Ковалев.
— Куратăп.
— Мĕн куратăн-ха эс?
— Çĕр куратăп, вăрман куратăп. Çав тери хитре!
— Хĕресленнĕ йĕрсене куратăн-и тата?
— Ара. Куратăп.
— Уйрăм тăракан йывăçа асăрхатăн-и? Шăпах йĕрсем ун çийĕпе каçса каяççĕ.
— Куратăп.
— Эпĕ шăпах çав хыр çине тĕл турăм.
— Пичче, — пăшăлтатса илчĕ Ваня, çавă вара Германи пулать-и ĕнте?
— Ăçта?
— Эпĕ пăхнă çĕрте.
— Çук, тăванăм. Ку вăл пĕртте Германи мар. Германи кунтан курăнмасть. Германи лере вăл, малта. Эсĕ халĕ хыçалта мĕн пуррине куратăн.
— Епле — хыçалта? Ара эсир, пичче, çавăнта тĕл тунă-çке? .
— Çавăнта.
— Апла пулсан, вăл Германи пулать те ĕнтĕ.
— Пĕртте пĕлеймерĕн çав. Эпĕ çакăнта тĕл турăм, вăл тĕрĕс. Хыр тăррине паллă турăм. Анчах перессе пачах та тепĕр еннелле петĕм.
Ваня, Ковалев шуть туса-и е чăнласах калать-и, тесе ăнланаймасăр, ун çине куçĕсене чарсах пăхрĕ. Епле-ха апла вăл: каялла тĕл тунă, анчах малалла пенĕ? Темĕнле, тĕлĕнмелле пулса тухать. Вăл Ковалев çине пит те тинкерсе пăхрĕ, Ковалев вăрттăн кулнине асăрхаман пек пулма тăрăшрĕ. Анчах та Ковалев пĕртте кулман.
Ваня, ку юмахăн тупкăчне пĕлейменнипе салхулланса, пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пускаласа илчĕ.
— Ковалев пичче, — терĕ Ваня юлашкинчен, хăйĕн пĕчĕк çамкине мĕн пур вăйран пĕркелентерсе. — Çапах та, снарячĕ Германие вĕçсе кайрĕ вĕт-ха?
— Германие вĕçсе кайрĕ.
— Унта ахлатрĕ-и вара?
— Унта ахлатрĕ.
— Эсир вара трубка витĕр вăл ахлатнине куртăр-и? ;
— Çук. Курмарăм.
— Э! — терĕ Ваня кăмăлсăрланса. — Апла пулсан, эсир снарядсемпе ахаль кăна, ним чухламасăр перкелешетĕр, атте-турă ăçта илсе каять!
— Мĕншĕн ун пек каларăн, — терĕ Ковалев çемçен кулкаласа тата ӳсĕркелесе илсе. — Эпир ним чухламасăр пеместпĕр. Лере, наблюдательнăй пунктра, эпир епле ахлаттарнине çынсем пăхса сăнаса лараççĕ. Пирĕн мĕн те пулин апла мар пулса тухсан, вĕсем пире тӳрех телефонпа пĕлтереççĕ. Эпир вара тӳрлететпĕр.
— Кам ларать-ха вара унта?
— Наблюдательсем, аслă офицерсем. Хăш чухне взводнăй офицерсем лараççĕ. Хăçан кам пулать. Сăмахран, паян капитан Енакиев сăнать.
— Капитан Енакиева унтан Германи курăнать-и?
— Епле пултăр-ха тата!
— Эпир епле ахлаттарни те курăнать-и?
— Паллах, курăнать. Чим-ха акă. Вăл пирĕн ĕç унта мĕнле пулни çинчен халех пĕлтерет.
Ваня чĕнмерĕ. Унăн шухăшĕсем тĕрле çĕрелле сапаланса кайма тытăнчĕç. Вăл ниепле те хăйĕн шухăшĕсене пĕр çĕре пухса ăнланса илме пултараймарĕ: епле пулса тухать-ха капла? Каялла тĕллеççĕ, малалла переççĕ, анчах капитан Енакиев пĕчченех пурне те курать, пурне те пĕлет.
— Сулахаярах ноль-ноль виççĕ! — кăшкăрса ячĕ сержант Матвеев.
— Осколкăллă гранатăпа. Прицел çĕр те вунçаккăр.
Тĕреклĕ алăсем Ваньăна çĕклесе тупă кустарми урлă каçарчĕç те аяккалла илсе тăратрĕç, Ваня вырăнне, панорама патне, халĕ ĕнте каллех Ковалев тăчĕ. Вăл куçне каллех хура трубка çумне хучĕ.
Халĕ ĕçсем малтанхинчен те хăвăртрах пулчĕç. Анчах çапах та çав тĕлĕнмелле хăвăртлăх çине пăхмасăрах, Ковалев ача еннелле çавăрăнса калама ĕлкĕрчĕ:
— Куратăн-и? Кăштах аяккалла пăрăннă эпир. Анчах халĕ пит те аван пулать.
— Огонь! — кăшкăрса ячĕ те Матвеев, аллипе паçăрхинчен те хытăрах сулчĕ.
Тупă ахлатрĕ. Анчах халь пени ачана паçăрхи пекех ăнран ямарĕ. Хăйĕн боевой задачине çирĕп пĕлсе тăрса, вăл оруди тавра хăвăрт чупса çавăрăнчĕ. Оруди кĕпçи персен каялла кайнă хыççăн халĕ çемçен, тикĕссĕн малалла, хăйĕн яланхи вырăнне шуса кайрĕ. Ваня персе янă пушă гильзăна шăпах тупă ăшĕнчен сиксе тухнă самантра тытма ĕлкерчĕ.
— Маттур, Солнцев, — терĕ Матвеев, куклетнĕ чĕркуççийĕ çине хунă пĕчĕк кĕнеки çине каллех темĕскер васкавлăн çырса. — Патронсем мĕн чухлĕ расходланă?
— Осколкăллă икĕ граната! — çивĕччĕн кăшкăрчĕ Ваня.
— Маттур! — терĕ Матвеев.
Ваня ăна хирĕç «Служу Советскому Союзу» тесе каласшăнччĕ, анчах çакăн пек пĕчĕк ĕçшĕнех ун пек сăмахсем калама аван мар пек туйăнчĕ.
— Ним те мар, — мăкăртатса илчĕ вăл вăтанарах.
— Тӳсĕмлĕ пул, пĕчĕк кĕтӳçĕ! — хавассăн кăшкăрчĕ Ковалев, куçлăхне тӳрлетсе. — Халĕ ĕнтĕ пуçтарма ĕлкĕрсе кăна пыр. Эпир вĕсене сана сăрт пекех купаласа парăпăр.
Чăнах иккен. Тепĕр самантрах пĕчĕк окопран телефонистăн симĕс шлемĕ курăнчĕ те, сержант Матвеев хулăн та хаваслă янăракан сассипе кăшкăрса ячĕ: — Умлă-хыçлă тăватă патрон! Нимĕçсен ирсĕр çĕрĕ çинелле. Огонь!
Тăватă хут пени умлăн-хыçлăнах кĕрслетрĕ, сиксе тухнă тăватă гильзăна Ваня аран тытма ĕлкĕрчĕ. Анчах çапах та вĕсене тытса йĕркеллĕн лартрĕ çеç мар, тикĕслесе те хучĕ.
Çак вăхăтран пуçласа тупа минутлăха та чарăнмасăр, юмахри пек хăвăртлăхпа печĕ.
Ывăнма пĕлмесĕр чупкаласа, гильзăсене пухса Ваня тинкеререх итлерĕ те, халĕ пĕрремĕш оруди çеç мар пенине анланчĕ. Пур енчен те командăсем парса хыттăн кăшкăрни илтĕнчĕ, затворсем чанклатрĕç, тупăсем кĕрслетрĕç. Халĕ ĕнтĕ Енакиев капитанăн пĕтĕм батарейи пенĕ.
Татти-сыпписĕр, пĕрин хыççăн тепри, е икшерĕн те виçшерĕн пĕр харăс снарядсем сăртăн леш еннелле, Германие, пĕлĕчĕ те вырăссенни пек мар, темĕнле йĕрĕнмелле, тĕксĕм тимĕр евĕрлĕ, уйрăмах нимĕçсен пĕлĕчĕ пек курăннă çĕрелле вĕçсе кайрĕç.
Оруди çумĕнчи номерсем черетлĕн Ковалев патне чупса пычĕç, вăл кашнинех пĕрер е икшер хут шнуртан туртса Германи çинелле пеме пачĕ. Пенĕ чух вĕсем кашниех кăшкăрчĕç:
— Ылханлă нимĕç çĕрĕ çине! Огонь!
— Тӳссе тăр, Германи! Огонь!
— Тăван çĕршывшăн, Сталиншăн! Огонь!
— Вилĕм Гитлера! Огонь!
— Епле, çĕнтертĕр-и пире, ирсĕрсем? Огонь!
Ковалев патне чупса пырса, Ваня ăна хыçалтан, ваткăллă фуфайкинчен тытса туртрĕ.
— Ковалев пичче, парăр-ха, эпĕ те пĕрре Германи çинелле кĕрĕслеттерем.
Ковалев пеме памасран вăл çав тери хăрарĕ. Çавна пула вăл кăвакарсах кайрĕ, çаврака сăмси шăтăкĕсемпе хăвăрт-хăвăрт сывларĕ. Анчах Ковалев ăна асăрхамарĕ. Вара ача сасартăк хăмач пек хĕрелчĕ те, унтан урипе хаяррăн тапса илсе, тупăсем кĕрленĕ пулсан та хăйне илттересшĕн пулса, чĕтрекен, анчах та хыттăн ыйтакан сасăпа кăшкăрчĕ:
— Сержант юлташ! Ыйтма ирĕк парăр. Германи çинелле пертерĕр мана. Эпĕ те пеме тивĕçлĕ. Куратăр-и, манăн персе пушатнă пĕр гильза та йăваланса выртмасть.
Ковалев ăна тин асăрхарĕ.
— Юрать, пĕчĕк кĕтӳçĕ, юрать. Кĕрĕслеттер. Анчах аллăна хăвăртрах каялла ил, затвор çитсе ан çаптăр.
— Эпĕ пĕлетĕп, — терĕ те Ваня, спусковой шнура Ковалев аллинчен хăвăрттăн туртса илчĕ.
Ăна вăл çав тери хытă чăмăртаса лартрĕ, — чышки çинчи шăммисем те шуралса кайрĕç. Халĕ, çак вĕçне ункă çакнă сăран япалана унăн аллинчен тĕнчери нимĕнле вăй та туртса илме пултарас çук пек туйăннă. Анчах чĕри сиксе тапнă. Унăн чĕрине халĕ пĕр туйăм çеç çавăрса илнĕ, — вăл осечка парасран хăранă.
— Огонь! — кăшкăрчĕ Матвеев.
— Турт, — терĕ шăппăн Ковалев.
Анчах вăл çакна тума каламасан та пултарнă.
— Ме ирсĕр! Туян! — тесе кăшкăрса ячĕ те ача, сăран япалана çав тери хаяррăн, мĕн пур вăйĕпе туртрĕ.
Вăл хăй çумĕнчи тупă пĕр самантрах чĕрчун пек картах сиксе илсе кĕрслетнине туйрĕ. Кĕпçинчен пайăрка çулăм тухса вăркăнчĕ. Ачан пуçĕ янăраса илчĕ.
Вара Ваньăн Германие вĕçсе каякан снарячĕн шавĕ инçетри вăрман тăрăх чашласа иртрĕ.
22
Капитан Енакиев сивĕ пулнипе хулпуççисене хускаткаларĕ те хуллен анасласа илчĕ.
— Çапах та паян час çутăлмасть-çке!
— Мĕн тăвас тетĕр эсир, — кĕркунне вĕт, — терĕ Ахунбаев.
— Хура кĕркунне, кураксем вĕçсе кайрĕç, вăрман çаралчĕ, хирсем пушанса юлчĕç, — терĕ Енакиев, тата тепĕр хут анасласа.
— Питĕ хитре çырнă ăна, — терĕ Ахунбаев. — Кĕркуннене çав тери илемлĕн кăтартса панă.
Капитан Ахунбаев ку сăмахсене чĕлĕм тĕтĕмне икĕ тапхăр çăтнă хушăра каларĕ. Вăл нимĕçсен лутăрканса пĕтнĕ сигаретине васкаса туртнă, тĕтĕмĕ окоп çинче ытлашши ан палăртăр тесе, ăна аллипе сулкаласа сирнĕ. Тĕрĕссипе каласан, кун пек асăрханни ытлашши пулнă. Тул халĕ кăна çутăлма пуçланă, йĕри-тавра тĕксĕм пулнă, тĕтре мăкăрланнă.
Капитан Ахунбаевăн команднăй пункчĕ нимĕçсен кивĕ окопĕнче, çĕрулми уйĕн хĕрринче вырăнаçнă. Хуралнă çĕрулми тунисем çинче питĕ вĕтĕ шыв тумламĕсем палăрнă. Сылтăмра икĕ енĕпе хурамасем — лартса тухнă куçа курăнман шоссе тăсăлнă. Хулăн йывăçсемпе çара туратсем ир умĕнхи шурă пĕлет çинче хăмăр кĕленче çинчи пек палăрса тăнă. Сулахай енче çĕмĕрĕлнĕ, шĕвĕр те çӳллĕ çурт тăрри çавăн пекех тĕтреллĕн курăнса ларнă.
Малта хура та йĕпе çĕрулми анисем пулнă, вĕсем кăвакрах тĕтрепе витĕннĕ лапамалла тăсăлса аннă. Унтан леререх, лапам хыçĕнче, каллех сăртлă вырăн пуçланнă, анчах та халĕ вăл курăнман. Ун çине нимĕçсен позицийĕсем вырăнаçнă. Тул çутăлсан капитан Енакиевăн батарейи пулăшса пынипе вĕсене капитан Ахунбаев батальонĕ атакăласа йышăнмалла.
Атака планĕ, Ахунбаев яланхи пекех хăвăрт та хĕрӳлленсе тунăскер, пĕтĕмĕшпе илсен, çакăн пек пулнă: икĕ ротăн тул çутăличчен нимĕçсене сылтăмран çавăрса илсе, вĕсен коммуникацийĕсене пемесĕр, епле пулсан та хăйсем мĕн чухлĕн пулнине палăртмасăр татмалла пулнă. Унтан пĕр ротăн, пĕтĕм артиллери пулăшса пынипе, нимĕçсен позицийĕсене тӳррĕмех уççăн атакăламалла пулнă. Пĕр ротăн резервра юлмалла пулнă. Капитан Ахунбаев çапла шутланă: тăшманăн позицийĕсене пĕр ротăпа атакăласа (разведка пĕлтернĕ тăрăх тăшман батальона яхăн пулнă), вăл нимĕçсене окопсенчен тухса контратака тума хистет. Шăп та çав контратака вăхăтĕнче хайхи тавраран янă икĕ рота флангсенчен, тен тылран та-и, пырса çапмалла пулать. Çапла майпа вара нимĕçсене икĕ енчен те хĕссе лартмалла. Кун пек пулсан, флангсенчен вăйлăн персе тăнă вăхăтрах нимĕçсен хăйсен боевой йĕркисене улăштармалла пулать. Анчах кун пек чухне яланах пысăк çухатусем пулаççĕ, юлашкинчен вара йышăнса тăракан позицисене хăварса чакмалла пулать, е, ун пек пулмасан, кайра тăракан резерв çине шанса, малтанхи еннеллех çапăçмалла пулать. Кун пек тусан капитан Ахунбаев хăйĕн резервра тăракан ротине тăшманăн тылĕнче çапăçакан икĕ ротăна вăйлатма ярать, кунта унăн салтакĕсен йышĕ тăшманĕнчен ытларах пулать, вара вăл нимĕçсене миххе кӳртсе лартса вĕсен позицийĕсене тылран йышăнать.
Ку план аван пулнă, тăшман çарĕн салтакĕсен шухăш-кăмăлĕ çирĕп мар пулнине шута илсен, тата Ахунбаевăн стрелокĕсем çав тери паттăр та хăюллă пулнине шута илсен, ăна пурнăçа кĕртме май килнĕ.
Анчах та кашни вак япаланах тĕплĕн шута илсе виçме вĕреннĕ капитан Енакиевшăн кунта пĕр питех паллă мар енĕ пулнă. Нимĕçсен резервисем мĕн чухлĕ пулнине тĕплĕн пĕлмен вăл. Разведка пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен резервĕсем пысăк пулман. Анчах çĕр каçа вĕсем кунта пысăк пулăшу илсе килмен тесе кам шантарма пултарнă-ха? Тен халĕ, шăп çак минутра, Ахунбаев атакăлама хатĕрленекен сăрт хыçĕнче ăçта та пулин, нимĕçсен пехоти транспортерсем çинчен анать? Вара резервра хăварнă пĕр рота сахал пулать те пĕтем ĕç капитан Ахунбаевшăн пит те начар пулса тухма пултарать.
Анчах капитан Енакиев çапла иккĕленни тĕрес пĕлсе тăракан фактсенчен килмен, вĕсем çинчен вăл шухăшланă кăна, çавăнпа та вăл плана итленĕ тата боевой задани илнĕ хыççăн кĕскен кăна:
— Итлетĕп, — тесе хучĕ.
Тепĕр тесен, тинех ним тума та пулман. Ахунбаевăн ротисем çапăçу пуçламалли вырăнсене йышăнса тăнă ĕнтĕ, атака машинĕ — ытла палăрмаллах мар пулин те — хусканма тытăннă; тата пĕрре йышăннă решенирен нихăçан каялла чакма юраманнине капитан Енакиев çирĕппĕн пĕлсе тăнă. Анчах вăл çакна лайăх ăнланчĕ: ку çапăçу питĕ хĕрӳ пулать, нимĕçсен çĕнĕ резервисем палăрсан, пĕтĕм шанчăк унăн тупписем хăвăрт тата пит те тĕл персе тăнинче пулать.
Вăл хăйĕн пĕчĕк кĕнеки çине пăхса илчĕ, пĕтĕмпе миçе патрон пуррине шутларĕ те сасартăк темшĕн кăмăлсăрланнă пек пулчĕ. Çавăнтах вăл телефон тăрăх огневой позицине епле пулсан та хăвăртрах тепĕр боевой комплект илсе пыма приказ пачĕ.
Халĕ пĕтĕмпех пулса çитрĕ. Кĕтмелли кăна юлчĕ.
— Ну, капитан, — терĕ Енакиев, çӳхе сăран перчетке тăхăннă аллине Ахунбаева тăсса парса, — сывпуллашар ĕнтĕ.
— Эсир ăçта пулатăр?
— Хамăн наблюдательнăй пунктра. Эсир ăçта?
— Резерв ротипе пĕрле.
— Вĕсем пĕр-пĕрин аллине хытă чăмăртарĕç. Унтан, яланхи пекех, уйрăлас умĕн сехечĕсем çине пăхрĕç. Капитан Ахунбаевăн ултă сехет те вуникĕ минут, капитан Енакиевăн ултă сехет те тăхăр минут пулнă.
— Кая юлатăр, — терĕ капитан Ахунбаев.
— Васкатăр, — терĕ капитан Енакиев, сăмаха юриех палăртса.
Вĕсем хăшин сехечĕ тĕрĕсси çинчен кăшт кăна тавлашса илчĕç. Анчах ку ахальрен çеç, пуринчен ытла — авалхи йăлапа пулса иртрĕ. Енакиевăн сехечĕ тĕп-тĕрес çӳренине Ахунбаев пĕлнĕ.
— Ӳкĕтлесе хăвна майлă çавăртăн ĕнтĕ, — терĕ те Ахунбаев хăйĕн хуп-хура куçĕсемпе савăнăçлăн пăхса, сехетне виçĕ минут каялла куçарчĕ. — Эппин, сирĕн çине чул ту çине шаннă пекех шанса тăратăп.
— Шанăр.
— Вутне ан хĕрхенĕр вара.
— Парăпăр. Табакĕ сирĕн, вучĕ пирĕн, — терĕ Енакиев салхуллăн, салтаксен яланхи сăмахне кирлĕ мар çĕртенех аса илсе.
— Пуринчен ытла — кая ан юлăр.
— Юлмăп.
— Эппин, нимĕçсен оборона линийĕ çинче тĕл пуличчен сывă пулăр.
— Тен, унтан та маларах тĕл пулăпăр-ха.
— Ну, телей пултăр эппин, — татăклăн, командирла каларĕ Ахунбаев. — Каланă пек тăвăр.
— Итлетĕп.
Вĕсем пĕр-пĕрин аллине тата тепĕр хут чăмăртарĕç те — уйрăлчĕç. Окопран чи малтан капитан Енакиев тухрĕ; хăйĕн телефонистне провода командирăн наблюдательнай пунктне çити тăсма хушрĕ те, батарейăра мĕн тунине пăхма кайрĕ.
Вăл вăхăтра тул çутăлас умĕнхи сивĕрех çил вĕрнĕ, ура пуснипе унта та кунта çӳхе пăр шатăртаткаланă. Таврара шăпах пулнă, сайра хутран çеç хĕвеланăç енче — пĕрре лере, тепре кунта — нимĕç ракетисен çуттисем силленкелесе тăнă. Шуралма пуçланă пĕлĕт çинче вĕсем халĕ питех те шупкан курăннă.
Капитан Енакиевпа ун хыççăн мăйĕнчен автомат çакса пĕр утăм юлмасăр пыракан Соболев, батальона çитсен хĕвелтухăçĕ енче тĕтре кăштах кĕрен тĕсленнĕ, çилĕ тата ытларах хаярланнă.
Батарейăн огневой позицийĕ темĕн пысăкăш улмуççи садĕнче, кăвак чултан купаласа тунă питĕ вăрăм та тĕксĕм хӳме хыçĕнче пулнă. Стенана темиçе çĕрте снарядсем лексе ишĕлтернĕ. Çавăн пек шăтăксенчен пĕрин витĕр капитан Енакиев сада пырса кĕнĕ.
Йĕркен-йĕркен лартса тухнă ватă улмуççисем хушшине, çĕр ăшне тарăн алтса вырнаçтарнă тупăсем пĕр-пĕринчен инçетре тăнă, çиелтен вĕсене маскировка тумалли сеткăсемпе карнă. Вĕсене çывăхран та асăрхама хĕн пулнă. Анчах инçетре, улмуççисен çара тураттисем витĕр, сад хыçĕнче çĕмрĕк чӳречеллĕ кăвак тĕслĕ кичем çуртăн черепицăпа витнĕ тăрри курăннă, çав çурт тăрри айĕнче халĕ сӳнтермен фонарь кăшт çуталса тăнă, вăл — çĕрле наводка тумалли «точка отметки» пулнă. Вăл батарея кунта пулнине кăтартнă.
Автоматне çĕкленĕ каçхи тĕксĕм сăнлă часовой капитан Енакиевăн çулне пӳлчĕ, анчах хăйсен батарейин командирне палласан каялла чакса хытса тăчĕ.
Капитан пĕрремĕш оруди патне пычĕ.
Номерсем кунта пур те çапăçăва хатĕр пулнă. Пуçĕсене шлемсем тăхăнса, хĕçпăшала хăйсем çумĕнчех тытса, кашни хăй вырăнĕнчех пулса, çĕр çинчех çывăрнă. Хăшĕ пуç айне пушă гильза хунă, хăшĕ пушă снаряд ещĕкĕ, хашĕ котелок, хăшĕ тата аллине кăна хурса çывăрнă.
Çывăракансем хушшинче капитан Енакиев Ваньăн пĕчĕк кĕлеткине асăрхарĕ. Ача лафет çинче выртса, урисене куклетсе, шлем тăхăннă пуçĕ айне аллине хурса çывăрнă. Вăл дистанци лартмалли уçăна çирĕппĕн чăмăртаса тытнă. Ирхи сивĕпе унăн тутисем кăштах кăвакарнă, анчах темĕнле ырă этем ун çине çуланса пĕтнĕ ваткăллă фуфайка пăрахнă та, ача тĕлĕкре тĕлĕнмелле ырă кулкаласа выртнă.
Вăл кулнине курсан капитан Енакиев хăй те кулса илчĕ, анчах та рапорт пама пыракан сержант Матвеева асăрхасан самантрах кулма чарăнса юриех хаярланнă пек пулчĕ.
— Ну, ача епле? — тесе ыйтрĕ вăл рапорта итленĕ тата оруди командирне саламланă хыççăн. Оруди командирĕ вăл кун батарейăра дежурнăй пулнă.
— Ача аптрамасть, капитан юлташ, — тесе пĕлтерчĕ сержант, хăйĕн «севастополле» каснă хура мăйăхĕсемпе хура çӳç пайăркисене пӳрнисемпе кăшт мухтанарах якаткаласа.
— Ĕçлет-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Оруди патĕнче мĕнле ĕçсем тăвать?
— Паянхи кунччен вăл манăн персе пушаннă гильзăсене пуçтарса вырнаçтарчĕ. Анчах паян — тĕрĕсрех каласан ĕнер каç — эпĕ ăна улттăмĕш номер помощникĕ туса хутăм.
— Ну, епле вара? Хăй ĕçне тума пултарчĕ-и?
— Аптăрамасть. Снаряд калпакĕсене аванах хывса илет. Тытăнса тăмасть. Оруди расчётне вăратма хушатăр-и?
— Кирлĕ мар. Канччĕрех. Паян ĕç нумай. Патронсем илсе килчĕç-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Аван. Кунта хăшпĕр вырăнсенчен хӳмене ишĕлтернĕ. Тĕрĕслесе пăхмарăр-и эсир — çав ишĕлнĕ тĕлтен, кирлĕ пулсан, тупăсене кăларса кайма пулать-ши?
— Тĕп-тĕрĕс. Эп ăна тĕрĕслесе пăхрăм. Тупăсем шăтăксем витер тухаççĕ.
— Аван. Çавна шута илĕр эсир. Наблюдательнăй пунктсемпе çыхăну лайăх ĕçлет-и?
— Лайăх ĕçлет.
— Сылтăм айккинче кам дежурнăй?
— Пĕлме пултараймастăп.
— Кайса пĕлĕр те мана пĕлтерĕр. Тата мана кунта машина паччăр.
— Итлетĕп.
Сержант Матвеевпа телефонистсăр пуçне пĕрремĕш оруди расчётĕнче тата тепĕр çын — наводчик Ковалев çывăрман. Капитан Енакиев батарейăра пĕр унпа кăна хăйĕн шухăшĕсене уçса калаçнă, урăх никампа та ун пек çывăх пулман.
— Ну, ĕçсем мĕнле, Василий Иванович? — терĕ капитан Енакиев, Ковалевпа юнашар оруди площадкин хĕррине ларса.
— Ман шутпа — начар мар, Дмитрий Петрович. Акă, эпир ĕнтĕ Хĕвелтухăç Пруссире.
— Çапла çав, Германире, — терĕ капитан Енакиев салхуллăрах сасăпа, çав темĕн пысăкăш кичем сада куçĕпе пăхса çавăрăнса. Кунта пур йывăçсене те шуратса лартнă иккен. Пур çĕрте те йывăçсене хĕлле валли чĕркеме хатĕрленĕ улăм куписем выртаççĕ.
Тĕрĕссипе каласан, капитан Енакиевăн батарейăра нимĕнле ĕç те пулман. Анчах çапăçу умĕн яланах хăйĕн хуçалăхĕнче темиçе минут та пулин пулса, çынсемпе тупăсем çапăçăва пĕтĕмпех хатĕрленсе çитнине хăйĕн пĕлсе тĕрĕслесси килнĕ. Унсăрăн вăл ниепле те лăпланма пултарайман.
Пĕр оруди çине кăна çиелтен пăхса илсенех вăл пĕтĕм батарея мĕнле пулнине пĕлме пултарнă. Халĕ те вăл батарея мĕнле пулнине тӳрех пĕлчĕ. Батарейăра ĕçсем пите лайăх пулнă. Ăна капитан пур енчен те курнă: унăн тумланнă тата хĕçпăшаланнă çыннисем кашни хăй вырăнĕнче епле лăпкăн çывăрнинчен те, кирлĕ пулсан пытанмалли шăтăксене епле алтнинчен те, пеме патронсем хатĕрленинчен те, оруди çине маскировка тумалли сетка епле тирпейлĕн карса хунинчен те, юлашкинчен — инçетри çуртăн маччинче каçхи наводка валли çакнă фонарь епле лайăх çуннинчен те курнă. Сăмах майĕн каласан, фонаре вăл халех сӳнтерме хушрĕ, мĕншĕн тесен халĕ тул çутăлнă ĕнтĕ, ирхи çутă витĕрех курăнакан çара сад çине ӳксе, шăннă çулçăсемпе витĕннĕ çĕре шĕвекрех ылттăн тĕслĕ туса хунă.
Халĕ кăна шуса тухнă хĕвел тĕтре витĕр пĕр минутлăха кана курăнчĕ, унтан вăл кун каçмалăхах пĕлĕтсем ăшне кĕрсе кайрĕ.
Капитан Енакиев сехет çине пăхса илчĕ. Наблюдательнай пункта кайма та вăхăт çитме ĕнтĕ. Анчах паян ăна темĕншĕн хăйĕн хуçалăхĕпе уйрăлма шел пек туйăнчĕ. Унăн тепĕр пилĕк минут та пулин тупă умĕнче Ковалевпа пĕрле ларасси килчĕ, Ковалева вăл юратнă та, хисепленĕ те. Вăл паян ăна хăйĕн пĕтĕм ӳчĕпе, чун-чĕрин пур вăйĕсемпе те кирлĕ пулассине туйнă пек пулчĕ, çавăнпа та вăл, юлашки минутсемпе усă курса, çав вăйсене пухрĕ.
— Капитан юлташ, пĕлтерме ирĕк парăр. Сылтăмри наблюдательнăй пунктра дежурнăй аслă сержант Алейников, — терĕ хăвăрт Матвеев. — Машина килсе çитрĕ.
— Аван. Кĕтсе тăтăр. Кайăр.
23
Капитан Енакиев сăран портсигарĕнчен икĕ пирус кăларчĕ те, пĕрне Ковалева пачĕ. Вĕсем туртма пуçларĕç.
— Епле-ха ĕнтĕ? Ача аптăрасах каймасть-ха эппин? — терĕ капитан Енакиев.
— Лайăх ача, ăслă, — терĕ Ковалев çирĕппĕн, хăй сăмахне ĕненсе.
— Эсир ана чăнах ăслă тесе шутлатăр-и? — терĕ те Енакиев хăй вăрттăн, куçĕсене хĕссе Ковалев çине пăхрĕ.
— Ман шутпа ăслă.
— Усси пулать-и унтан?
— Тем тесен те пулать.
— Мана хама та çавăн пек туйăнчĕ çав.
— Эпĕ паçăр ăна панорама патĕнче вĕренткелерĕм. Шухăшлăр-ха эсир, — пĕтĕмпех ăнланать. Тĕлĕнсех каймалла. Наводчик пулмах çуралнă вăл.
Капитан Енакиев кулса ячĕ.
— Разведчиксем ăна — разведчик пулмах çуралнă, — теççĕ. Анланса çит ĕнтĕ сире. Пĕр сăмахпа, вăл сирĕн çуралассах çавăн пек çуралнă. Çапла-и?
— Артиллерист пулма çуралнă.
— Çапăçу çынни пулма çуралнă, тейĕпĕр.
— Апла та начар мар.
— Анчах эсир пĕлетĕр-и, Василий Иванович, — терĕ сасартăк капитан Енакиев, Ковалев çине ачалла ĕненекен куçĕсемпе тинкерсе пăхса, — эпĕ ăна хамăн ывăл тума шутлатăп. Сире мĕнле пек туйăнать çакă?
— Лайăх ĕç вăл, Дмитрий Петрович, — ку ыйтăва кĕтсе тăнă пекех, тӳрех ответ пачĕ наводчик.
— Шухăшласа пăхсассăн, эпĕ пур енчен те пĕччен çын. Çемье çук манăн, ывăл пурччĕ ĕнтĕ, тăватă çула кайнăскер... Эсир пĕлетĕр вĕт?
Ковалев тăруках пуçне усрĕ. Вăл пĕлнĕ. Ăна пĕлекенни батареăра вăл пĕртен пĕр çын пулнă. Капитан Енакиев пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ. Вăл таçта инçетре матроссен кăвак картусне тăхăннă, пĕчĕк ачана, халĕ çичĕ çул тултармаллискере, курнă пек кăшт хĕсĕкрех куçĕсемпе аяккалла пăхса ларчĕ.
— Вăл маншăн хамăн ывăлăм вырăнне пулаймасть ĕнтĕ, ун çинчен калаçмалли те çук, — терĕ вăл, тарăнăн сывласа ярса, тата хăй тарăнăн сывласа янине Ковалевран пытарма та тăрăшмасăр, — анчах... анчах... çыннăн икĕ ывăл та пулать вĕт-ха, Василий Иванович? Çапла-и?
— Виçĕ ывăл та пулать, — терĕ те ăна хирĕç Ковалев, хăй те тарăнăн сывласа илчĕ. Вăл та хăй тарăнăн сывланине пытармарĕ.
— Ну, эсир мана кун пек канаш панăшăн эпĕ питĕ савăнатăп. Тĕрĕссипе каласан, ачана хам çине çыртарасси çинчен эпĕ дивизири командирне рапорт та патăм ĕнтĕ. Ан тив, манăн лайăх, ăслă ывăл пултăр. Çапла-и?
Капитан Енакиев пирус тĕтĕмне шалалла туртса илчĕ те, тĕтĕме çăварĕнчен ерипен кăларма пуçларĕ, хăй тарăн шухăша кайса çав тĕтĕм витĕр пăхса ларчĕ. Сасартăк унăн сăнĕ улшăнчĕ. Вăл хăлхине кăштах малти лини еннелле çавăрчĕ те — салхуланнă пек пулчĕ. Ăна сылтăм флангра, инçетре, нимĕçсен оборони ăшĕнче, пăшалсемпе пулемётсенчен вăйлăн пеме тытăннă пек туйăнчĕ. Капитан Енакиев Ковалев çине темĕн çинчен ыйтнă пек пăхрĕ.
— Тĕрĕс. Переççĕ. Хытах переççĕ тата, — терĕ Ковалев кĕсьинчен ватка кăларса.
Капитан Енакиев каллех тинкерсе итлерĕ. Анчах халĕ тинкерсе итлемесен те юранă. Пăшалсемпе миномётсен сасси çумне артиллери кĕрлевĕ хутшăнчĕ. Вăл кĕрлев çав тери вăйлă пулнипе хăшпĕр салтаксене те вăратрĕ. Вĕсем хăвăрт тăрса ларса шлемĕсене тӳрлетме тытăнчĕç.
Капитан Енакиев сылтăм флангра сасартăк çав тери вăйлăн пеме пуçлани мĕне пĕлтернине тӳрех ăнланса илчĕ. Унта вăл малтанах шухăшлăнă пек начар япала пулнă. Нимĕçсем унта вăйлă резервсем илсе пыма ĕлкĕрнĕ те, халĕ çав резервсем Ахунбаевăн тавраран янă икĕ ротине аркатма тытăннă.
Капитан Енакиев часрах капитан Ахунбаевпа çыхăнма телефон тăракан пĕчĕк окоп патнелле ыткăнчĕ. Анчах çав вăхăтра окопран сержант Матвеев кăшкăрса сиксе тухрĕ:
— Батарея, çапăçăва!
Капитан ăна çавăнтах аллипе аяккалла сирсе окопа сиксе анчĕ.
— Командирăн наблюдательнăй пунктне парăр, — терĕ вăл хăвăрт.
— Провод çинче, — терĕ те телефонист, трубкăна малтан çаннипе шăлса илсе ăна тыттарчĕ.
— Телефон патĕнче улттăмĕш, — терĕ капитан Енакиев, лăпкăрах калаçма тăрăшса, — мĕскер пулса иртет унта сирĕн?
— Саккăрмĕш номерлă тĕлĕн районĕнче тăшман вăйлăн хусканни курăнать. Атака тума хатĕрленет пулмалла. Пухăнать.
— Мĕнле вăйпа?
— Пĕр батальона яхăн.
— Аван. Халех пыратăп, — терĕ те капитан Енакиев, трубкине ывăтса яма тăчĕ, анчах хăйне вăхăтра алла илсе, трубкăна васкамасăр телефониста тыттарчĕ.
Саккăрмĕш номерлă тĕл шăпах капитан Ахунбаев тӳррĕн пырса атакăлама хатĕрленнĕ сăрт çинче пулнă. Халĕ ĕнтĕ пĕтĕм картина уççăн паллă пулса тăнă. Пулма пултарнă ĕçсенчен чи йывăрри пулса тухнă. Нимĕçсем Ахунбаевăн планне шутласа пĕлнĕ те, унтан малтан ĕçе тытăннă.
Капитан Енакиев «виллис» çине ларса — малти линире вăл лашăпа сайра усă курнă — канавсемпе пахчасем урлă наблюдательнăй пункт патнелле тӳрех ыткăнса пынă чух хыçалтан хайĕн батареи умлă-хыçлă пенине, пуç çийĕпе унăн снарячĕсем аялтанах шăхăрса иртнине, малта пехота çапăçăвĕ пуçланнине илтрĕ.
24
Командирăн наблюдательнăй пунктне çав тери мала кайса тунă пирки çапăçу хирĕ унтан ахаль куçпах лайăх курăнса тăнă.
Капитан Енакиев амбразура витĕр пăхса илсенех лару-тăру мĕнлине ăнланса илчĕ. Нимĕçсен пехота батальонĕ çӳллĕ вырăнтан шăпах Ахунбаевăн тӳррĕмех атакăламалли роти çинелле аннă. Ку рота çапăçу валли йĕркеленсе те тăман пулнă-ха.
Халĕ капитан Ахунбаев лару-тăрăва шута илсе, икĕ япала çеç тума пултарнă. Е унăн кăштах каялла чакса нимĕçсен кивĕ окопĕсенче, айлăмăн ку енче, лайăхрах оборона йышăнмалла, — пек кун туни ăслăрах пулнă пулĕччĕ, — е хăйĕнчен вăйлăрах тăшманпа хирĕçле çапăçăва кĕрсе хăйĕн резервра тăракан пĕртен-пĕр ротине те çапăçăва кĕртмелле. Ку ĕнтĕ çав тери хăюллă утăм тунă пулнă пулĕччĕ.
Капитан Енакиев хăйĕн тусне, Ахунбаева лайăх пĕлнĕ. Ахунбаев хирĕçле çапăçу пуçласси пирки иккĕленмелли пулман. Чăн та, капитан Енакиев çакăн çинчен шухăшласа илме те ĕлкĕреймерĕ, телефонист аялтан, хайĕн шăтăкĕнчен, ăна телефон трубкине тăсса пачĕ. Тупăсем тăтăшах персе тăни калама ан кансĕрлетĕр тесе Енакиев окоп тĕпне кукленсе ларчĕ те, Ахунбаевăн хумханакан хаваслă сассине илтрĕ.
— Кампа калаçатăп? Улттăмĕшĕ — эсир-и ку?
— Улттăмĕшĕ итлет.
— Мана сасăран паллатăр-и?
— Паллатăп.
— Питĕ аван. Сирĕншĕн лару-тăру паллă-и?
— Пĕтĕмпех паллă.
— Резервсене ĕçе кĕртетĕп. Атакăлатăп. Пулăшăр.
— Итлетĕп.
— Тата мĕн вăхăт кĕтес?
— Вунпилĕк минутран.
— Вăрах.
— Унтан хăвăртрах пултараймастăп.
— Кая юлатăр, ачам, — шӳт туса илчĕ Ахунбаев.
Лару-тăру питех те йывăр пулнă пулсан та, Енакиев вăл шӳт тунине йышăнчĕ.
— Эпир кая юлмастпăр, эсир вăл, яланхи пекех, васкатăр, — тесе шӳт туса илчĕ Енакиев хăй савăнăçлă мар пулнă пулин те. — Эсир халĕ хăш тĕлте?
— Сирĕн картă çинче кăвак ункăпа тата стрелкăпа паллă тунă тĕлте.
— Ăнланатăп. Апла пулсан, эсир — кӳршĕсем.
— Чунтанах кĕтетпĕр.
— Халех пĕрле пулатпăр.
— Яланах хавас.
— Тепре куриччен.
— Сире тата сирĕн пĕтĕм хуçалăха чуптăватăп, ыталатăп.
Телефонпа çакăн пек çăмăллăн савăнăçлăн та калаçни, аякран итлесе тăрсан, нимĕне те кирлĕ мар пушă калаçу пек туйăнма пултарнă, анчах тĕрĕссипе каласан вăл пит те кирлĕ, тарăн шухăшлă калаçу пулнă. Вăл Ахунбаев хăйĕн пехотине тупăсемпе пулăшса пыма ыйтнине, Енакиев çав ыйтупа килĕшнине пĕлтернĕ. Вăл Ахунбаев: «Анчах эсĕ, савнă тусăм, татăклă самантра мана кирлĕ пек пулăшма пăрахмăн-и?» — тесе ыйтнине тата Енакиев ăна хирĕç: «Ан пăшăрхан. Ман çине шан. Çапăçура эпир ялăнах пĕрле пулăпăр. Эпир пĕрле çĕнтерĕпĕр, вилмелле пулсан та пĕрле вилĕпĕр», — тесе ответ панине пĕлтернĕ.
Çакăн хыççăн капитан Енакиев телефонпа хăйĕн батарейин пĕрремĕш взводне позицирен халех тапранса, пĕр секунда кĕтсе тăмасăрах малалла кайма, тупăсене май килнĕ таран грузовиксемпе туртарса, унтан алăсемпе туртса, ротăсем тăракан çĕрех пыма хушрĕ. Иккĕмĕш ротăна вăл пĕрмаях персе тăма, капитан Ахунбаевăн ударнăй ротин уçа флангĕсене хӳтĕлеме хушрĕ.
Анчах çав вăхăтрах вăл Ваня пĕрремĕш взводра пулнине аса илчĕ. Малтанхи самантра вăл хăйĕн приказне пăрахăçа кăларса иккĕмĕш взвода мала кăларма, пĕрремĕшне вырăнтах, флангсене хӳтĕлеме хăварма шутларĕ. Вăл ĕнтĕ аллине телефон трубки патнелле тăсрĕ, анчах сасартăк каялла çаврăнчĕ те, тупăсемпе пеме аслă офицера хушса, икĕ телефонистпа тата икĕ разведчикпа пĕрле Ахунбаевăн команднăй пунктне кайма тухрĕ.
Çулăн пĕр пайне вĕсем пĕшкĕнсе утса иртрĕç, анчах тепĕр пайне хырăмпа шуса каймалла пулчĕ, мĕншĕн тесен вырăнĕ тикĕс пулнă пирки вĕсене темиçе хутчен те пулеметран пеме тытăнчĕç.
Ахунбаевăн команднăй пункчĕ çĕрулми анисен пушă уйĕнче, çумăрсене пула хуралса кайнă çĕрулми тунисен икĕ купи хыçĕнче вырнаçнă. Кунта пур çĕрте те çĕрулми уйĕсем пулнă.
Анчах капитан Ахунбаев кунта пулман ĕнтĕ. Вăл çак вырăнта связнойпа телефониста хăварнă та, хăй резерври ротăпа мала кайнă.
Ахунбаев ĕçсене епле хăвăрт туса пынинчен Енакиев питех те тĕлĕннĕ. Халĕ ăна лару-тăру ытлашши йывăрах та мар пек туйăннă. Паллах, икĕ ротăпа кăна тăшманăн батальонне хирĕç тӳрех çапăçма çăмăл пулман. Анчах Ахунбаев пек хĕрӳллĕ, хастарлă, паттăр офицер пурĕпĕр çĕнтерме пултарнă. Кунсăр пуçне, флангран кайнă икĕ рота çинчен нимĕн те паллă пулман. Чи юлашкинчен вĕсене тăшман çавăрса илнĕ, текен хыпар çитнĕ. Унтан çыхăну татăлнă. Анчах вĕсем унка татса тухса нимĕçсене хыçалтан, тылран çапма пултараççĕ. Çакă вара çапăçу ĕçне татса пама пултарать.
Взвода кĕтсе илме тата тупăсене чи кĕске, чи вăрттăн çулсемпе пехота патне илсе çитерме разведчиксене ярса, капитан Енакиев çĕрулми купи хыçне выртрĕ те, хăй умне картта сарса хурса, капитан Ахунбаева кĕтме тытăнчĕ. Ахунбаевпа пĕрле вĕсен ĕçсене малалла мĕнле туса пырасси çинчен калаçса татăлмалла пулнă.
Çав вăхăтра Ваня хăйĕн расчёчĕпе пĕрле грузовик çине ларса капитан Енакиев кăтартса панă вырăн патнелле ыткăннă. Ун хыççăн иккĕмĕш оруди грузовикĕ аран-аран ĕлкĕрсе пынă. Икĕ грузовикĕ те калама çук хăвăрт ыткăннă. Анчах çапах та сержант Матвеев, яланхи пекех ура çине тăрса, автомат приклачĕпе шофер кабининчен пĕрмаях шаккаса кăшкăрнă:
— Ну, мĕн тата эсĕ, Костя! Хытăрах хăвала! Хытăрах, хытăрах, хытăрах!
Грузовикрен кăкарнă оруди вылямалли япала пекех сулкаланса, сиккелесе пынă. Çул пăрăннă вырăнсенче салтаксем ӳкес пекех тайăннă. Вĕсем пĕр-пĕринпе шлемĕсемпе çапăннă, пĕр-пĕринчен аллисемпе тытнă. Анчах кун пек чухне никам та кулман. Яланхи пек шӳт тунисем те илтĕнмен.
Сăнĕсем пурин те хытса ларнă пек, йывăçран касса тунă пек курăннă, пĕртте хускалман. Куç çинех антарса лартнă симĕс шлемĕсем ирхи тĕксĕмре хура пекех курăннă.
Ваня хăйсене ăçта илсе кайнине пĕлмен. Вĕсем вырăнтан çав тери хăвăрт хускалса тухнă та, ача ун çинчен никамран та ыйтса пĕлме ĕлкереймен. Вăл хăйсене тӳрех халь пуçланнă çапăçăва илсе кĕртессине, çав çапăçура вĕсен ытти чухнехинчен пачах урăхла çапăçмаллине çеç ăнланнă.
Малашне мĕн пулассине ыттисем пекех çилленсе тӳсĕмсĕр кĕтсе, Ваня пĕр аллипе сакран çирĕппĕн тытса, теприпе пĕрмаях кĕсьинчи дистанци уççине хыпашласа пынă.
Çăварне вăл çыртсах хупнă, унăн куçĕсем пур еннелле те пăхкаланă, пысăк шлем айĕнче тата пĕчĕкрех те çинçерех курăнакан пит-куçĕ ытти салтаксенни пекех йывăçран касса тунă евĕрлĕ пулнă.
Çулсăр-йĕрсĕрех, сухаланă уйсемпе пахчасем урлă пĕр-икĕ километр кайсан, машина айлăмалла анчĕ; кунта вĕсене хирĕç çӳллĕ салтак чупса тухрĕ те аллисемпе инçетренех темĕнле паллăсем туса кăтартрĕ.
Малти грузовик хăйĕн хăвăртлăхне кăшт чакарсан, салтак машинăн çунатти çине сиксе хăпарчĕ.
— Хытăрах, хытăрах, — терĕ вăл шофера темĕн пысăкăш хура аллипе ăçталла каймаллине хăвăрт кăтартса. — Пĕтĕм вăйпа, ан чарăн. Ав çав сăрт урлă хăвăртрах каçса каяс пулать. Куратăн-и? Унта вăл миномётран персе çитерет.
Шофер рычагсене тăрук туртса куçарчĕ, радиатор пăспа хупланчĕ те — машина йынăшнă пек ӳлесе сăрталла хăпарма тытăнчĕ.
— Ну, ĕçсем мĕнле унта? — тесе ыйтрĕ сержант Матвеев халĕ те машина çунатти çинчех тăрса çул кăтартса пыракан салтакран.
— Унăн унта пирĕн икĕ ротăна хирĕç пĕр батальон. Питĕ хĕрӳ. Пехота вут ыйтать.
— Пехоти камăн?
— Ахунбаевăн.
Сержант Матвеев, кăмăлĕ тулнипе, пуçне çулса илчĕ.
— Халех паратпăр.
Ваня салтак çине пăхрĕ те, Биденкона палларĕ.
— Биденко пичче! — савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ вăл. — Пăхăр-ха, эпĕ те кунта. Улттăмĕш номер пулса тăратăп. Манăн трубкăсене лартмалли уйрăм уçă та пур. Акă вăл, уçă!
Ача кĕсьинчен дистанци уççине туртса кăларчĕ. Анчах Биденко Вяньăна асăрхамарĕ. Шăпах çав вăхăтра грузовик хăрушă сăрт çине хăпарчĕ. Халĕ вăл чи пысăк хăвăртлăхпа ыткăнса пычĕ. Шоферĕ машинăна хытă хăваларĕ, шăл витĕр ятлаçса, рычагсенчен хаяррăн турткаласа пычĕ.
Грузовик тавра пĕр вăхăтрах тăватă мина ӳксе çурăлчĕç. Патрон ещĕкĕсем хăнтăртатнипе, мотор ĕçленипе, хыçалта оруди шăтăк-путăксем çийĕпе сиккелесе кĕмсĕртетнипе, Ваня çав минăсем епле вĕçсе килнине те, вĕсем епле çурăлнине те илтмерĕ. Вăл сасартăк çĕрулми йăранĕ çинчен çӳлелле кĕлте пек хура тăпра çĕкленнине çеç курчĕ. Тата хăйне сывлăш чĕтретсе илнине туйрĕ.
Тăватă мина çывăхрах çурăлчĕç, çапах та нимĕнле сиен те кӳмерĕç. Тепĕр минутран грузовик хăрушă вырăнтан иртсе кайрĕ. Халĕ вăл сăртран хăвăрт анса пычĕ, çав вăхăтрах сăрт çинче вĕçĕмсĕр взрывсем курăнса тăчĕç.
— Ну, халĕ ĕнтĕ вăл çав пушă вырăна каçченех ывăтать, — терĕ те Матвеев йĕрĕнсе, хăйĕн капăр мăйăхĕсене якаткаласа пăхрĕ. Кăна вăл мăйăхĕ вырăнтах-ши, тăшман пенĕ вăхăтра ăна нимĕн те пулман-ши, тесе тĕрĕслене пекех турĕ.
— Чарăн, — терĕ Биденко.
Машина хăвăрт çавăрăнчĕ те, оруди кĕпçи тăшман еннелле пулсан — чарăнса тăчĕ. Номерсем сиксе анса туппа передок çинчен антарма пикенчĕç. Вара çакăнта Биденко Ваньăна асăрхарĕ.
— Э, пĕчĕк кĕтӳçĕ! Савнă тусăм! Эсĕ те кунта-и?
Вăл ачана хăйĕн тĕреклĕ аллисемпе тытрĕ те, çӳллĕ грузовик çинчен çĕре антарса тăратрĕ.
— Акă, Биденко пичче, пăхăр, — терĕ Ваня разведчика дистанци уççине кăмăллăн кăтартса.
— Пăх-ха эсĕ, чăн-чăн орудиецах пулса тăна!
Биденко ача çине савăнăçлăн, çав хушăрах кăшт кĕвĕçсе пăхрĕ, малтан хăй пăхса усранă ачана орудиецсем сăн-сăпат енчен мĕнле улăштарса лайăхлатнине курма тăрăшрĕ. Лайăхлатни пĕрре кăна пулнă, — орудиецсем ачана шлем тăхăнтартнă. Ку вара Ваньăна тата ытларах фронтра нумай вăхăт пулнă салтак тĕслĕ тунă. Ытти енчен вăл ĕлĕкхи пекех пулнă. Чăн та, Ваньăн обмундированийĕ пĕркунхи пек таса пулман. Вăл лутăрканнă, якалнă, аттисем çинче хутламсем пулса тăнă, кунçисем анса кайнă, шинелĕн çанни пĕр вырăнта тупă çăвĕпе вараланнă.
Биденкона ку хăй ăшĕнче кăмăла та кайрĕ. Кун пек пулни вăл хăй юратнă ачана татах та боевой сăнлăрах тунă. Анчах çапах та вăл кăмăлсăр пулнă пек сăмах тĕртсе илмесĕр ирттерсе ямарĕ.
— Тирпейсĕрленсе кайнă-çке эсĕ çапах та, йăваланса пĕтнĕ. Пахма намăс.
— Эпĕ айăплă мар, пичче. Тепĕр чух оруди патĕнче хывăнмасăрах, çĕр çинчех çывăрма килет.
— Оруди патĕнче... — терĕ Биденко салхуллăн. — Асту-ха, пирĕн патăрта тасарах çӳреттĕн. Епле пулсан та, хысна обмундированине тирпейлĕрех тăхăнса çӳрес пулать.
Биденко ку сăмахсене ахальрен кăна, кăмăлсăр пулнă пек мăкăртатса илесшĕн çеç каланине Ваня лайăх ăнланчĕ. Вăл Биденко ăна малтанхи пекех юратнине туйса тăчĕ. Унăн чĕри тӳрех вĕриленсе кайрĕ, çавăнпа та унăн Биденкона юлашки вăхăтра хăйĕн пурнăçĕнче пулса иртнĕ пăлларах çĕнĕ хыпарсене пĕтĕмпех каласа парасси килчĕ. Вăл ĕнтĕ пĕрре хăех тупăран пенине те, ĕнер ăна улттăмĕш номер туса хунине те, капитан Енакиев ăна хăйĕн ывăлĕ вырăнне йышăнни, ун çинчен вăл дивизион командирне рапорт çырса пани çинчен те каларĕ.
Унăн разведчикран Горбунов çинчен, вĕсем мĕнле лайăх çĕнĕ хыпарсем илтни çинчен, епле çĕнĕ трофейсем пурри çинчен ыйтса пĕлесси килчĕ.
Анчах вăл çаксене пĕрне те ыйтма ĕлкĕреймерĕ. Таврара çапăçу пынă. Кашни секунда ылтăн пек хаклă пулнă. Нумай калаçса тăма май пулман.
Тупăсене передоксем çинчен антарса патрон ещĕкĕсене пушатса çитерсенех — ку ĕçе пĕр минут çурăран та ытла мар турĕç, — сержант Матвеев Ваня халиччен пĕрре те итлемен çĕнĕ команда пачĕ:
— Кустăрмасем çине!
25
Номерсем çав самантрах тупă тавра тăчĕç, унăн хоботне çĕклерĕç, кашни кустăрми çине икшерĕн уртăнчĕç, кустăрмасен калпакĕсенчен вĕренсем çаклатрĕç, унтан хашкаса илчĕç, ухлатрĕç те орудие малта чупса пыракан Биденко кăтартнă çĕрелле çăмăллăнах туртса кайрĕç.
Ытти салтаксем патрон тултарнă ещĕксене тытса, вĕсене тупă хыççăн сĕтĕрсе кайрĕç.
Ачана никам та нимĕн те каламарĕ. Унăн мĕн тумаллине вăл хăех ăнланса илчĕ. Вăл ещĕкĕн çаккинчен тытса ăна вырăнтан хускатма пикенчĕ. Анчах ещĕкĕ ытла йывăр пулнă. Вара Ваня нумай шухăшласа тăмасăрах, дистанци уççипе çапса ещĕкĕн çӳлти хăмине уçрĕ те, хулпуççийĕ çине пĕрер вăрăм, çăра çупа хулăн сĕрсе лартнă патрон хурса, вĕсен йывăрăшĕпе авăна-авăна, ыттисем хыççăн чупрĕ.
Вăл чупса çитнĕ çĕре оруди çĕрулми тунисен пысăк купи патĕнче тăнă, вăл ĕнтĕ çапăçăва хатĕр пулнă. Инçех те мар тепĕр оруди тăнă.
Капитан Енакиев та кунта пулнă.
Ваня ăна кун пек пулнине нихăçан та курман. Вăл шлем тăхăннă, ахаль салтак пекех çĕр çинче, урисене сарса, çирĕп аллисемпе чавсаланса выртнă. Вăл бинокльпе пăхнă.
Унпа юнашар, автомат çине чавсаланса, капитан Ахунбаев хăяккăнтарах выртнă; ун çинче ула-чăла плащ-палатка пулнă, плаш- палаткин кантрисене вăл мăйĕ тавра хытă çыхса лартнă. Ун патĕнче тутăр пек хутласа хунă картта выртнă. Картта çинче Ваня хулăн çырнă икĕ хĕрлĕ сăнă курчĕ, — сăннисем иккĕшĕ те пĕр çĕрелле кайнă. Кунтах тата икĕ çын выртнă — наводчик Ковалев тата иккĕмĕш оруди наводчикĕ; ку наводчикăн хушаматне Ваня пĕлмен-ха. Вĕсем иккĕшĕ те батарея командирĕ пекех пĕр еннелле пăхнă.
— Лайăх куратăр-и? — тесе ыйтрĕ капитан Енакиев.
— Куратпăр, — терĕç наводчиксем иккĕшĕ те.
— Сирĕн шутпа, кунтан тĕл патне çитме миçе метр?
— Пер çичçĕр метр пулать.
— Тĕрĕс. Çичçĕр вăтăр метр. Çавăнта перĕр те ĕнтĕ.
— Итлетпĕр.
— Наводкăна тĕрĕс тумалла. Перессе хăвăрт пемелле. Хăвăртлăха чакармалла мар. Пехотăран кая юлмалла мар. Уйрăм команда пулмасть.
Капитан Енакиев хыттăн, кĕскен, кашни сăмаха уйăрса, уççăн ăнланмалла каларĕ. Ахунбаев унăн кашни сăмахне ырласа пуçĕпе сулкаларĕ те — темĕнле салхуллăн, тĕлĕнмеллерех, шикленерех чарăнса, хăйĕн сайра та йăлтăртатакан шăлĕсене кăтартса кулчĕ.
— Перессе пуриншĕн те панă сигнал тăрăх харăс пеме тытăнмалла, — терĕ капитан Енакиев.
— Сигнал — пĕр хĕрле ракета, — терĕ Ахунбаев карттине васкасах полевой сумкине лутăркаса чиксе. — Ракетине эпĕ хам яратăп. Сăнаса тăрăр.
— Итлетĕп.
Ахунбаев полевой сумкин чĕнне тимĕр тăха ăшне кĕртрĕ те ăна вăйпа туртрĕ.
— Кайрăм! — терĕ те вăл татăклăн, сывпуллашмасăрах, вăйланса пыракан пăшал сассисем илтĕннĕ çĕре васкасах чупса кайрĕ.
— Ыйтусем çук-и? — терĕ капитан Енакиев наводчиксене.
— Çук, — терĕç вĕсем.
— Орудисем патне!
Наводчиксем иккĕшĕ те кашни хăйĕн орудийĕ патнелле упаленсе кайрĕç. Çакăнта тин Ваня таврари пур çынсем те: батареецсем те, пехотинецсем те, хăйсен сумкисене çакнă икĕ хĕр санитарка та, сăран ещĕксемпе тимĕр катушкăсем çакнă темиçе телефонист та, аллине тата пуçне бинтпа çыхнă пĕр аманнă салтак та — çаксем пурте çĕр çинче выртнине, тепĕр çĕре куçса каймалла пулсан — вĕсем упаленсе кайнине асăрхарĕ.
Кунсăр пуçне, Ваня хăшпĕр чухне сывлăшра темĕнле кайăк чĕриклетсе илнĕ пек янăракан сасă илтĕннине асăрхарĕ. Халĕ уншăн паллă пулчĕ ĕнтĕ: ку — ăнсăртран вĕçсе килнĕ пульăсем шăхăраççĕ иккен. Вара вăл хăй пехота цепĕнчен инçетре те мар пулнине ăнланса илчĕ. Унтан тепĕр самантранах вăл çав пехота цепьне курчĕ. Вăл юнашарах пулнă.
Ваня малта, çĕрулми уйĕн варринче, паçăрах темĕнле тĕмескесем курчĕ, вĕсем ăна çĕрулми тунисен куписем пек туйăннă. Анчах халĕ вăл çав тĕмескесем — пехота цепĕ пулнине уççăнах курчĕ: çав цепьрен леререх хамăрăннисем никам та çук ĕнтĕ, унта нимĕçсем кăна.
Вара вăл, асăрханса пĕшкĕнсе, хайĕн орудийĕ патне пычĕ те снарядсене çĕре лартрĕ, унтан ещĕк патне, хăйĕн улттăмĕш номер вырăнне выртрĕ.
Ваньăна çав кунхи ĕçсем калама çук вăраххăн пулса иртнĕ пек туйăнчĕ. Анчах тĕрĕссипе пур ĕçсем те юмахри пек хăвăртлăхпа пулса пынă.
Ваня капитан Енакиева епле те пулин хăй çине çавăрăнтарса пăхтарсан, вăл пăхсан вара ăна дистанци уççине кăтартса: «Сывлăх сунатăп, капитан юлташ», — тесе каласан, пĕр сăмахпа, вăл та хăйсен орудийĕпе кунта пулнине, вăл та, ытти салтаксем пекех, çапăçнине систерсен питĕ аван пуласси çинчен шухăшласа çитерме те ĕлкĕреймерĕ — çав самантрах малта вăйсăр пăшал сасси шаплатрĕ те, хĕрле ракета çӳлелле вĕçсе хăпарчĕ.
— Тапăнса килекен нимĕçсем çине. Тӳрĕ наводкăпа. Огонь! — кĕскен, хыттăн, витĕмлĕн кăшкăрчĕ капитан Енакиев, пĕтĕм кĕлеткипе сиксе тăрса.
— Огонь! — кăшкăрса ячĕ сержант Матвеев.
Вара çав самантрах — тен, унтан та маларах-и, — икĕ тупă кĕрĕслетрĕç. Унтан вĕсем татах печĕç, татах, татах. Вĕсем пĕр чарăнмасăр, татти-сыпписĕр печĕç. Пенĕ сасăсем снарядсем çурăлнă сасăсемпе хутăшса кайрĕç. Пĕр чарăнмасăр кĕрлесе янăранă сасă орудисем тавра стена пек капланса тăчĕ. Тар газĕсен йӳçĕ, пыра пăвакан шăрши куçсене горчица сĕрнĕ пĕк шывлантарчĕ. Ваня хăйĕн çăварне йӳçĕ тимĕр тути кĕнине те туйрĕ.
Тĕтĕмпе, йăсăрланакан гильзăсем пĕрин хыççăн тепри тупă кĕпçинчен каялла тухса вăркăнчĕç, çĕре çапăнса, сиккелесе çавăрăна-çавăрăна ӳкрĕç. Анчах вĕсене халĕ никам та пуçтармарĕ ĕнтĕ. Вĕсене урасемпе кăна тапса аяккалла ывăтрĕç.
Ваня снарядсене ещĕксенчен кăларса вĕсен калпакĕсене сĕвсе пăрахма та ĕлкĕреймерĕ.
Ковалев яланах хăвăрт ĕçленĕ, анчах халĕ унăн кашни хусканăвĕ çиçĕм пек пулнă, ăна асăрхаса юлма та май килмен. Ковалев панорамăран пĕртте уйăрăлмасăр, çĕклемелли тата пăрмалли механизмсене пĕр вăхăтрах икĕ аллипе те çав тери хăвăрт çавăрнă. Хăйранса пĕтнĕ шăлĕсемпе мăйăхĕсене çыртса, вăл текех спусковой шнуртан хаяррăн туртнă. Вара тупă каллех пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илсе, витĕр курăнакан тар тĕтĕмĕпе хупланнă.
Капитан Енакиев Ковалевпа юнашар, оруди кустăрмин тепĕр енче тăрса, бинокль витĕр хăйĕн снарячĕсем епле çурăлнине сăнанă. Хăш чухне, лайăхрах курас тесе, вăл аяккалла пăрăннă, хăш чухне малалла чупса кайса, çĕр çине выртнă. Пĕринче тата вăл çĕрулми тунисен купи çине тĕлĕнмелле çăмăллăн сиксе хăпарчĕ те, çывăхрах темиçе мина ӳксе çурăлнă пулин те ним пĕшкĕнмесĕрех тăчĕ. Ваня ун чухне пĕр осколокĕ тупăн щитне çапăнса чанклатнине те илтрĕ.
— Çапла, çапла. Аван. Тата тепре кĕрлеттер-ха, — терĕ капитан Енакиев, тӳсеймесĕр каллех тупă патне таврăнса тата Ковалев аллипе темĕскер кăтартса. — Халĕ икĕ делени сылтăмарах ил. Куратăн-и, унта вĕсен миномет тăрать. Пер çавăнта. Яр виçĕ снаряд. Огонь!
Тупă каллех пĕтĕм кĕлеткипе чĕтренсе илчĕ. Капитан Енакиев, бинокльне куçĕ патĕнчен илмесĕр, хăвăрттăн каласа тăчĕ:
— Çапла, çапла. Маттур, Василий Иванович, шăтăкнех лектертĕн. Шарлами пулчĕ, путсĕр. Халĕ ĕнтĕ, тархасшăн, каллех пехота çинелле кĕрĕслеттер. Аха, шуйттансем! Çĕр çумне лăпчăнса выртрĕç, пуçĕсене çĕклеме те пултараймаççĕ. Туянтар-ха вĕсене тата, Василий Иванович.
Пĕринче, уйрăмах тĕл тивертсен, капитан Енакиев ахăлтатсах кулса ячĕ, бинокльне пăрахса аллисене çупса илчĕ.
Хăйсен капитанĕ çакăн пек вашават, хаваслă, çамрăк пулинне Ваня нихçан та курман. Салтак хайĕн командирĕпе мухтаннă пек, вăл та унпа яланах мухтаннă. Анчах халĕ салтакăн мухтанакан кăмăлĕ çумне тата тепĕр мухтану — ывăлĕ хăйĕн ашшĕпе мухтанни хутшăннă.
Сасартăк капитан Енакиев аллине çĕклерĕ те, икĕ туппи те шăпах пулчĕç. Вара Ваня пĕр çĕре пухнă сахалтан та вунă пулемёт антăхса кайсах пенине илтрĕ. Ку сасса илтсен ачан ӳт-тирĕ сăрăлтатса илчĕ. Вăл ăнланаймарĕ. Лайăх япала-и ку, начар-и. Анчах та вăл капитан Енакиев çине пăхса илсен, ку пит те аван пулнине ăнланчĕ.
Кайрантарах Ваня салтаксенчен çакна пĕлчĕ. Вăл — Ахунбаевăн вуникĕ пулемёчĕ пулнă. Вĕсене пытарса лартнă та, вĕсем нимĕçсем çывăхах пыриччен шарламасăр тăнă. Вара вĕсем пурте пĕр харăс, кĕтмен çĕртен пеме тытăннă.
— Аха, тараççĕ, — терĕ капитан Енакиев. — Чакакан нимĕç цепĕсем çине тата шрапнельпе сапăр-ха. Прицел вăтăр пилĕк, трубка вăтăр пилĕк. Огонь! — тесе кăшкăрчĕ те вăл, тупăсем вара ултă хут печĕç. Унтан вăл каллех аллине çĕклесе паллă турĕ те тупăсем пеме чарăнчĕç.
Пулеметсем малтанхи пекех пĕр чарăнмасăр печĕç; анчах халĕ вĕсен пĕр-пĕрне хуса çитсе иртсе каякан машина пек сассисемсĕр пуçне, уйăн тĕрлĕ кĕтессисенче кăшкăракан нумай çынсен пурте палланă сасси илтĕнче: «урра-а-а-а!..»
— Малалла! — терĕ те капитан Енакиев, çаврăнса пăхмасăрах малалла чупрĕ.
— Кустăрмасем çине! — кăшкăрса ячĕ сержант Матвеев. Хăйĕн пичĕ тăрăх юн юхать иккен.
Вара тупăсем каллех малалла куçса кайрĕç. Халĕ вĕсем тата хăвăртрах куçрĕç. Вĕсем патне çапăçура хĕрсе кайнă пехотинецсем чупса тухса, хыттăн кăшкăрашса, артиллеристсене тупăсен кустăрмисене çавăрма пулăшрĕç. Ыттисем патрон ещĕкĕсене çĕклесе е сĕтĕрсе пычĕç.
Çав вăхăтра капитан Ахунбаев нимĕçсене çаплах хăваланă, вĕсене чарăнса окопсем алтма паман. Ахунбаевăн нимĕçсем валли хатĕрленĕ вуникĕ пулемет кăна пулман-ха. Унăн тата миномёт батарейи те пулнă, ăна та вăл тĕплĕн пытарса лартнă. Ку батарея çав таранччен пĕрре те пемен.
Халĕ, тупăсем урăх вырăна кайма хусканнипе переймен пирки, миномет батарейине черет çитрĕ. Вăл таракан нимĕçсем çине пĕр харăссăн минăсене йĕркипе хурса пеме тытăннă. Нимĕçсем çав тери хытă тарчĕç, çавна пула вĕсене хыçалтан хăвалакан пехота та, унпа пĕрле тупăсем те, нумайччен чарăнса тăмарĕç.
Енакиевăн тупписем пĕрре чарăнмасăрах сăртăн çуррине çитрĕç; нимĕçсен тĕп позицийĕсем кунтан питĕ çывăх пулнă ĕнтĕ. Ку тĕлте нимĕçсем пахча çумĕнчи пысăк канавра тытăнса тăма пултарнă. Вĕсем окопсем алтма пуçланă. Анчах çак вăхăтра тупăсем пырса çитрĕç. Çапăçу çĕнĕ вăйпа тапранса кайрĕ.
Халĕ ĕнтĕ тупăсем стрелковăй ячейкăсем хушшинчех тăнă. Ваня сылтăмра та, сулахайра та çĕр çинче выртакан стрелоксем пенине курчĕ. Çавăнтах вăл патронсем валеçекенсене те курчĕ, — вĕсем хăйсем хыççăн цинкран тунă ешĕксене сĕтĕрсе хăвăрт чупаççĕ, стрелоксем хыçне пыра-пыра выртаççĕ. Ваня залппа пеме команда паракан офицерсем кăшкăрнисене илтрĕ.
Таврари çĕре пĕтĕмпех алтса шăтарса пĕтернĕ, ăçта ан пăх — унта тĕтĕм мăкăрланакан воронкăсем курăннă. Пур çĕрте те пенĕ гильзăллă пулемет лентисем, нимĕçсен лапчăнса лутăрканнă фляжкисем, цинкран тунă йывăр тăхаллă сăран снаряжени татăкĕсем, çурăлман минăсем, татăкăн-татăкăн çурса пĕтернĕ нимĕç плащ-палаткисем, юнланнă пир татăкĕсем, фотокарточкăсем, открыткăсем, нумай пулмасть çапăçу пулса иртнĕ хирте яланах тĕл пулакан ытти çӳп-çап йăваланса выртнă.
Тупăсенчен инçе те мар хурарах симĕс мундирсем, тата пысăк кăвак резина атăсем тăхăннă темиçе нимĕç вилли йăваланса выртнă.
Малтанах Ваньăна вĕсем кунта нумай вăхăт тăрас пек туйăнчĕ.
Анчах та, атака ăнăçлах пулманнине кура, капитан Ахунбаев хăйĕн виççĕмĕш, юлашки шанчăкне кăларса тăратрĕ. Ку вăл — çапăçăва кĕмен взвод пулнă, капитан Ахунбаев ăна чи йывăр самант валли упранă. Халĕ вăл ăна вăрттăн илсе пычĕ те, çапăçу валли тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа тата ăсталăхпа йĕркелесе тăратса, Енакиев орудийĕсем тĕлĕпе окопĕсене лайăхах алтса çитереймен нимĕçсем çинелле тӳрех атакăна илсе кайрĕ.
Ку — пысăк савăнăçлă минута пулчĕ. Анчах вăл та çак ирхине Ваня тавра пулса пынă ытти ĕçсем пекех, çав тери хăвăрт иртсе кайрĕ.
Çĕнĕ позицире часрах çирĕпленсе тăрас шутпа оруди расчечĕ кĕреçесем тытнăччĕ çеç — Ваня таврари ĕçсем сасартăк начар еннелле улшăннине асăрхарĕ. Çапăçу кĕрлесе иртнĕ хыççăн тăруках шăп пулса тăчĕ, ачана çав шăплăхра темĕнле питĕ хăрушă, ытла та ырă мар япала пур пек туйăнчĕ.
Капитан Енакиев оруди щичĕ çумне тайăнса, куçĕсене хĕссе, инçетелле пăхса тăнă. Унăн сăнĕ çакăн пек салху пулнине Ваня нихçан та курманччĕ-ха.
Ковалев унпа юнашар тăрса, аллипе малалла тĕллесе кăтартнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе хуллен калаçнă. Ваня вĕсем мĕн калаçнине тинкеререх итлесе тăнă. Вĕсем калаçни Ваньăна темĕнле вăйă выляни пек туйăннă.
— Пĕрре, иккĕ, виççĕ, — терĕ Ковалев.
— Тăваттă, пиллĕк, — терĕ малалла Енакиев.
— Улттă, — терĕ Ковалев.
Ваня командирпа наводчик пăхса тăнă çĕрелле пăхрĕ. Вăл тĕксĕм те хăрушă горизонт çинче темиçе çӳллĕ шĕвĕр çурт тăррисене, темиçе ватă йывăç тата чугун çул çинчи водокачка мĕлкине курчĕ.
Урăх вăл нимĕн те кураймарĕ.
Анчах çав вăхăтра капитан Ахунбаев пырса тăчĕ. Унăн сăн-пичĕ вĕри, хĕп-хĕрлĕ пулнă. Пичĕ-куçĕ яланхинчен сарлакарах пек курăннă. Хăрăмпа хуралса ларнă тар унăн пит çăмартийĕсем тăрăх юхса, çутăлса тăракан янахĕ çинчен тумласа тăнă. Ăна вăл плащ-палатка хĕррипе шăлса илчĕ.
— Пилĕк танк, — терĕ вăл, сывлăш çавăрса илсе. — Водокачка çинелле пыраççĕ. Кунтан виçĕ пин метр пулать.
— Улттă, — терĕ капитан Енакиев, — кунтан — икĕ пин те сакăрçĕр метрта.
— Пулма пултарать, — терĕ Ахун6аев.
Капитан Енакиев бинокльпе пăхрĕ те:
— Пехотăпа пĕрле килеççĕ, — терĕ.
Капитан Ахун6аев унăн аллинчен бинокле васкасах илсе пăхма тытăнчĕ. Бинокле горизонт тăрăх шутарса, вăл чылайччен пăхрĕ. Унтан бинокле каялла тавăрса пачĕ.
— Икĕ рота яхăн пехота килет, — терĕ Ахунбаев.
— Çавăн чухлĕ пулать çав, — терĕ капитан Енакиев. — Сирĕн миçе штык юлчĕ?
Ку ыйтăва хирĕç Ахунбаев тӳрех ответ памарĕ.
— Çухатусем пысăк, — терĕ те вăл юлашкинчен тарăхса, мăйĕ çинчи плащ-палатка кантăрисене салтса çыхрĕ, анса ларнă атă кунçисене туртса хăпартрĕ, унтан, автомачĕпе сулкаласа, сарлака утăмсемпе малалла чупса кайрĕ.
Ку калаçу ытла хуллен пулса иртнĕ пулин те, «танксем» тенĕ сăмах çав самантрах икĕ оруди патне те вĕçсе çитрĕç.
Салтаксем пĕр-пĕринпе калаçмасăрах тата хытăрах алтма тытăнчĕç, пиллĕкмĕшпе улттăмĕш номерсем ещĕкĕсенчен бронебойнăй патронсене кăларса уйрăм купаласа хума пуçларĕç. Çапăçура хăйĕн вырăнĕ ăçта пулмаллине çирĕп астуса, Ваня патронсем патне чупса кайрĕ.
Çав вăхăтра ăна капитан Енакиев асăрхаса илчĕ.
— Епле! Эсĕ кунта-и? — терĕ вăл. — Эсĕ мĕн тăватăн кунта?
Ваня çав самантрах чарăнса тăсăлса тăчĕ.
— Эпĕ пĕрремĕш оруди çумĕнче улттăмĕш номер, капитан юлташ, — терĕ вăл васкаса, аллине шлемĕ çумне тытса. Сăмах майĕн каласан, шлемĕн чĕнĕ унăн янахĕ айĕнче ниепле те хытă çыхăнман, пушă пирки сулланса тăнă.
Тӳррипех калас пулать, ача кунта кăшт суйрĕ. Вăл улттăмĕш номер пулман. Вăл улттăмĕш номер çумĕнче запасной çеç пулнă. Анчах та унăн çав тери улттăмĕш номер пулас килнĕ, хăйĕн капитанĕ тата хăйне усрама йышăннă ашшĕ умĕнче çав тери аван курăнасси килнĕ, çавăнпа та вăл ирĕксĕрех кăшт суйса илнĕ.
Вăл Енакиев умĕнче тӳп-тӳрĕ тăсăлса, ун çине пысăк кăвак куçĕсемпе пăхса тăчĕ. Батарея командирĕ ăна тин асăрханă пулин те питĕ савăнчĕ.
Вăл капитана хăй тупă хыççăн патронсем епле çĕклесе пыни çинчен, снарядсен колпачокĕсене епле хывни, çывăхрах мина ӳкнĕ пулсан та хăраманни çинчен каласа кăтартасшăн пулчĕ. Унăн пурин çинчен те каласа парса, хăйне салтакла хавассăн: «вăйлă!» тесе мухтанине илтесси килчĕ.
Анчах çак минутăра капитан Енакиевăн унпа калаçу пуçласа ярас кăмăл пулман.
— Эсĕ мĕн — ухмаха еретĕн-и? — терĕ капитан Енакиев хăраса.
Унăн çак самантра: «Эсĕ мĕн — ăнланмастăн-и? Пирĕн çине танксем килеççĕ. Ухмах ача, сана кунта вĕлереççĕ вĕт. Чуп кунтан!» — тесе кăшкăрасси килчĕ, анчах та вăл тытăнса тăчĕ. Вăл хаярланнă пек пулчĕ те татăклăн:
— Халех кай кунтан, — тесе каласа хучĕ.
— Ăçта? — терĕ Ваня.
— Каялла. Батарейăна. Иккĕмĕш взвода. Разведчиксем патне. Хуть те ăçта кай. Куçăм ан куртăр сана кунта!
Ваня капитан Енакиевăн куçĕсенчен пăхрĕ те, пĕтĕмпех ăнланчĕ. Унăн тутисем сиккелесе илчĕç. Вăл тата хытăрах тăсăлса тăчĕ.
— Çук, кайма пултараймастăп, — терĕ вăл.
— Мĕн? — тĕлĕннипе тепĕр хут ыйтрĕ капитан Енакиев.
— Çук, — терĕ те ача тепĕр хут çирĕппĕн, куçĕсемпе çĕрелле пăхрĕ.
— Эпĕ сана приказ паратăп, илтетĕн-и? — терĕ капитан шăппăн.
— Çук, кайма пултараймастăп, — терĕ Ваня каллех. Ку сăмахсене вăл сассине çав тери хытарса каланипе унăн куççуллисем тухрĕç.
Çав самантра капитан Енакиев çак пĕчĕк çыннăн, хăйĕн салтакĕн, хăйĕн ывăлĕн чĕринче мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех ăнланса илчĕ. Вăл ачапа тавлашма кирлĕ те маррине, ку усăсăр пулнине ăнланса илчĕ, пуринчен ытла халĕ кайма вăхăт та юлман ĕнтĕ.
Капитанăн тутисем çамрăк çыннăнни пек чăрсăртарах, чеерех кулса илчĕç. Вăл полевой сумкинчен донесенисем çырмалли кăвак хут татки туртса кăларчĕ те, ăна оруди щичĕ çумне хурса химически карандашпа темиçе сăмах çырчĕ. Унтан вăл хут татăкне пысăках мар кăвак конверт ăшне чиксе çыпăçтарса лартрĕ.
— Красноармеец Солнцев! — терĕ вăл хыттăн, юриех пурне те илтĕнмелле.
Ваня строевой утăмпа пырса тăчĕ те атă кĕлисемпе шаклаттарса илчĕ.
— Эпĕ, капитан юлташ.
— Боевой задани. Çак пакета халех дивизионăн команднăй пунктне, штаб начальникне çитерсе парăр. Ăнлантăр-и?
— Тĕп-тĕрĕс.
— Тепĕр хут калăр.
— Пакета дивизионăн команднăй пунктне, штаб начальникне çитерсе пама хушнă, — терĕ Ваня пĕртте тытăнса тăмасăр.
— Тĕрĕс.
Капитан Енакиев конверта тăсса пачĕ. Ваня хута çаплах хăвăрт илчĕ те шинель тӳмисене вĕçертсе, ăна гимнастеркин тарăн кĕсьине чиксе хучĕ.
— Кайма ирĕк парăр!
Капитан Енакиев нимĕн те чĕнмесĕр инçетре моторсем шавланине итлесе ларчĕ. Сасартăк вăл хăвăрт çавăрăнчĕ те, кĕскен кăна каларĕ:
— Ну? Мĕн тата? Кайăр, — терĕ.
Анчах Ваня, хăйĕн ялкăшакан куçĕсене капитан çинчен илеймесĕр, малтанхи пекех тӳп-тӳрĕ тăчĕ.
— Мĕн тата эсĕ? Ну? — терĕ капитан Енакиев ачашшăн.
Вăл ачана хăй патнелле тăрук туртса илчĕ те, хăйĕн кăкăрĕ çумне пăчăртарĕ.
— Хушнине ту, ывăлăм, — терĕ те вăл, Ваньăна кивĕрех çӳхе сăран перчетке тăхăннă пысăках мар аллипе хăй патĕнчен хуллен тĕртсе ячĕ.
Ваня сулахай хулпуççи урлă çавăрăнчĕ, шлемне тӳрлетрĕ те, каялла пăхмасăрах чупрĕ. Вăл çĕр метр та чупса каяймарĕ пулĕ — хăй хыçĕнче орудисем пенине илтрĕ. Ку — капитан Енакиевăн тупписем танксене пенĕ.
26
Ваня йывăррăн сывласа, йĕп-йĕпе тарласа артиллери позицийĕсем патне чупса çитсе тата дивизионăн команднăй пунктне шыраса тупнă вăхăтра — капитан Енакиев юлнă сăрт çинче ĕнтĕ тахçантанпах çапăçу кĕрленĕ.
Пĕтĕм сăрт пĕр-пĕринпе хутăшса кайнă шурă, хура тата кăвак тĕслĕ, çăра та кăтра тĕтĕмпе хупланнă.
Тĕтĕм ăшĕнче взрывсем çиçĕм пек çутăла-çутăла илнĕ. Çĕр чĕтресе тăнă. Хирти сывлăш, таçта пĕрмаях темĕн пысăкăш хапхана уçса хупса тăнă пек, каллĕ-маллĕ çӳренĕ.
Пирĕн çывăхри тата инçетри батарейăсен вуншар снарячĕсем кашни самантрах пуç çийĕпе çав сăрт еннелле вĕçсе иртнĕ.
Штаб начальникĕ пакета Ваня çине пăхмасăрах илсе вуларĕ те тĕксĕмленсе:
— Çапла. Эп ăна пĕлетĕп ĕнтĕ, — терĕ.
Çавăнтах пакета боевой донесенисен папки ăшне хучĕ.
— Кайăр!
Ваня штаб блиндажĕнчен тухса каялла чупрĕ. Анчах халĕ вăл çапăçу капитан Енакиев пулнă сăрт çинче кăна мар, пур çĕрте те пынине асăрхарĕ. Халĕ çапăçу пĕтĕм фрончĕпех, хĕвеланăçнелле майĕпен куçса пырса, кĕрлесе тăнă.
Ваня пĕр чарăнмасăр чупрĕ, ăна хăваласа çитсе мотомеханизированнăй пехотăн грузовикĕсем ыткăнса иртрĕç; танксем тарăн канав урлă кăвакалсем пек чалăшшăн йăванса каçрĕç; хăй тĕллен çӳрекен тупăсем гусеницисемпе чанкăртаттарса пычĕç, — ахаль пăхсан вĕсем майĕпен кайнă пек туйăннă, анчах тĕрĕссипе вĕсем пите хăвăрт пынă; телефонистсем хăйсен катушкисене тата пралук кармалли шалçисене çĕклесе, лини тăсса чупрĕç; сиккелекен «виллиспа» хĕрлĕ тăрăллă кăвакрах çĕлĕк тăхăннă генерал, куçĕ умне хаçат пек сарнă картта тытса, иртсе кайрĕ.
Пĕр сăмахпа каласан, таврара пурте вырăнтан вырăна куçнă, пурте хусканнă, пурте малалла васканă.
Ваня хăй пĕлнĕ вырăна аран палланă, халĕ ĕнтĕ кунта пурте улшăннă пек, темĕнле ют, тĕлĕнмелле пулса тăнă пек туйăннă. Ваня хăйĕн орудийĕ патĕнчен кайнăранпа вăхăт мĕн чухлĕ иртнине те пĕлмен. Ăна темиçе минут кăна иртнĕ пек туйăннă. Анчах тĕрĕссипе — темиçе сехетех иртнĕ иккен. Вăл сăрт çинче халĕ те çапăçу пырать пулĕ тесе шутланă, çавăнпа та питĕ васканă.
Вăл унта пĕтĕм ĕç тахçанах пĕтнине пĕлмен: танксене аркатса тăкнă, атакăна сирсе янă, çапăçса илнĕ сăрта хамăр алăра çирĕплетсе хăварнă, тупăсем тăнă вырăн халĕ — кая юлнă ĕнтĕ. Çак ĕçсем мĕнле пулса иртнине Ваня пĕртте пĕлмен. Вăл капитан Енакиевăн икĕ туппи тата Ахунбаев батальонĕн юлашкийĕсем, пур патронсене те персе пĕтерсе, хăйсене пур енчен те хупăрласа илнĕ нимĕçсене хирĕç хĕрĕх минута хушши ручной гранатăсемпе çапăçнине, гранатăсем пĕтсен вĕсем штыксемпе, кĕреçесемпе, алла мĕн лекнĕ — çавăнпа çапăçнине пĕлмен. Анчах та нимĕçсем çаплах хĕссе пынă, çавăнпа та капитан Енакиев дивизиона телефонпа шăнкăртаттарса, дивизион батарейисене хăй çине пеме хушнă.
Çаксене Ваня нимĕн те пĕлмен. Анчах вăл пĕлнĕ вырăн патне çывхарнăçемĕн унăн чĕри темшĕн ытла та пăшăрханма пуçланă.
Ку вырăнта халĕ темĕнле палламалла мар пулнă. Ваня ăна аран-аран палласа илнĕ.
Акă вĕсем пĕрремĕш хут тӳрĕ наводкăпа пенĕ позици. Ваня ăна çĕрулми тунисен купинчен çеç палласа илчĕ. Капитан Енакиев хăпарса кайнă чухне вăл купа чалăшса юлнăччĕ. Çав купа патĕнче малтан çĕмрĕк пушă патрон ещĕкĕ выртатчĕ. Вăл хăлĕ те çавăнтах выртнă. Анчах халĕ такам тата темшĕн патронсем хумалли уйрăм хăмасене кăларса, вĕсене çавăнтах, шăннă çĕр çине пăрахнă.
Урăх кунта пĕр палланă япала та пулман.
Пуринчен ытла — кунта çавăн чух пулнă палланă çынсем курăнман.
Ача малалла кайрĕ.
Малтан Ахунбаевăн пехоти цепьре выртнă çĕрте халĕ кăмрăкланса кайнă грузовик йăсăрланнă, ун тавра пур енче те çурăлса сирпĕннĕ снарядсем сапаланса выртнă. Ку капитан Енакиев валли патронсем илсе пыма пикеннĕ грузовик пулнине Ваня ăнланса илчĕ ĕнтĕ.
Унтан леререх Ваня нимĕçсен икĕ çĕмĕрĕлнĕ танкне курчĕ, — вĕсем кунта паçăр пулман. Пĕр çĕмрĕк танкĕнчен çунса кайнă кăвак обмотка чĕркенĕ тата якалнă тимер пăтасем çапнă хулăн тĕплĕ пушмак тăхăннă ура курăнса тăнă. Оруди кĕпçи çурăлса кайнă тепĕр танкĕ патĕнче, воронкăра, электричество лампочки евĕрлĕ темĕнле пĕчĕк кĕленче выртнă. Çав кĕленчерен витĕр курăнакан çăрарах шĕвек юхса — фосфор пек сарăрах, çутах мар çулăмпа çунса тăнă.
Кунтан мал еннелле пĕтĕм уя воронкăсемпе шăтарса пĕтернĕ. Пысăк воронкăсемпе пĕчĕк воронкăсем пĕр-пĕринпе çав тери çывăх пулнă, вĕсем хушшинче ура пусмалăх та тикĕс вырăн пулман. Пĕрмаях аялалла анса çӳлелле хăпармалла пулнă. Ваня çак уй тăрăх пĕр вăтăр утăм кайрĕ те — ывăнсах çитрĕ.
Унан йывăр шлемĕ айĕнчен вĕри тар юхрĕ. Йывăр шинелĕ хулпуççисем çине пусрĕ.
Ваня тĕлĕнчен темиçе палламан артиллерист иртсе кайрĕç; вĕсенчен пĕрин çурăмĕ çинче виçĕ ансăр çулçăллă хăмăш пек симĕс антеннăллă ещĕк пулнă.
Çавăнтах пысăк хура кĕсре çине утланнă палламан капитан-артиллерист, ун хыççăн мăйĕнчен автомат çакнă палламан разведчик иртсе кайрĕç.
Таврара, çак аялтанах шăвакан тĕксĕм пĕлĕт айĕнче пурте темĕнле палламалла мар, ют пулнă. Пĕлĕтрен малтанхи юр пĕрчисем вĕçсе аннă.
Сасартăк Ваня хăйсен туппине курчĕ. Вăл пĕр еннелле кăшт кăна чалăшса тăнă, унăн пĕр кустарми вырăнне пĕр-пĕрин çине лартнă темиçе патрон ещĕкĕ тăратнă.
Тупăран инçе те мар бортне уçса янă грузовик тăнă, ун çине темиçе çын майĕпен темскер тиенĕ.
Ваньăн чĕри тапма чарăннă пекех пулса çитрĕ, шăнса ларнă пекех пулса тăчĕ. Вăл грузовик патнерех утса пычĕ. Тупă умĕнче пур çĕрте те нимĕç виллисем нумай йăваланса выртнă. Пур çĕрте те персе пушатнă гильзăсем, пулемёт лентисем, таптаса лапчăтнă взрывательсем, юнланнă кĕреçесем, япала хутаççисем, çурса пăрахнă çырусем, документсем выртнă.
Ыттисемпе танлаштарсан ытлах çĕмĕрĕлмен пек курăнакан туппăн лафечĕ çинче капитан Енакиев ларнă. Вăл пуçне те, аллисене те усса янă, пĕтем кĕлеткипе уçă затвор çине хăяккăн тайăннă.
Ваньăна капитан Енакиев çывăрнă пек туйăнчĕ. Ача тӳрех ун патне чупса пырасшăн пулчĕ, анчах темĕнле хăватлă, тăшманла вăй ăна чарса чул пек хытарса тăратрĕ.
Вăл капитан Енакиев çине ним хускалмасăр пăхса тăчĕ. Ун çине пăхнăçемĕн вăл хăй курнинчен ытларах та ытларах хăрама тытăнчĕ.
Капитан Енакиевăн, тирпейлĕ, çав тери лайăх шинелĕ пĕтĕмпех çурăлса, юнланса пĕтнĕ, ăна йытăсем тулланă пекех пулнă. Шлемĕ çĕрте йăваланса выртнă. Унăн пуçĕ çинчи кăвак çӳçĕсене çил хуллен кăна хускатнă, — çӳçĕсем çине кăшт юр ларма та ĕлкĕрнĕ.
Капитан Енакиевăн пичĕ курăнман, мĕншĕн тесен унăн пуçĕ ытла та аялалла, усăннă. Пуçĕнчен пĕрмаях юн тумласа, лафет айне ĕнтĕ питĕ нумай юхса тулнă.
Капитан Енакиевăн аллисем темĕншĕн перчеткесĕр пулнă. Пер алли уйрăмах лайăх курăнса тăнă. Вăл шап-шурах пулнă. Унăн пӳрнисем те шурă, чĕрнисем сенкертерех — кăвак пулнă.
Унăн çӳхе, кивĕ, анчах лайăх, тасатнă атă тăхăннă урисем, килĕшӳсĕр тăсăлнă, вĕсем халех, çĕре атă кĕлисемпе чавса малалла шуса каяссăн туйăннă.
Ваня ун çине пăхса тăчĕ, ку чăн та капитан Енакиев пулнине вăл тĕрĕссипех пĕлчĕ, анчах та ку вăлах пулнине ĕненмерĕ, ĕненме те пултараймарĕ. Çук, ку урăх çын пулнă — пĕртте хускалман, анланмалла мар, тĕлĕнмеллескер. Нимĕнрен ытла вăл — çак самантра ача тавра тĕнчере пурте ют пулнă пекех, ют пулнă.
Сасартăк такам хăйĕн йывăр аллине Ваня погонĕ çине ачашшăн хучĕ. Ваня пуçне çĕклерĕ те — Биденкона курчĕ. Разведчик — çӳллĕ, ырă кăмăллă, тăван çын — ун умĕнче тăрса кăмăллăн кулнă.
Унăн пĕр тĕреклĕ алли Ваньăн хулпуççийĕ çинче выртнă, çиелтен юнланнă тутăр татăкĕпе çыхнă тепĕр аллине вăл кăкăрĕ çумне ачана пăчăртанă пек пăчăртаса тăнă.
Ваньăн чĕринче сасартăк темĕскер çавăрăннă пек, уçăлса кайнă пек пулчĕ. Вăл Биденко патнелле ыткăнчĕ, ăна аллисемпе пилĕкĕнчен ыталаса илчĕ, пичĕпе унăн тĕтĕм шăрши кĕрекен хытă шинелĕ çумне йăпшăнчĕ те — куçĕсенчен куççулĕсем юхма тапратрĕç.
— Биденко пичче... Биденко пичче... — терĕ вăл пĕтĕм кĕлеткипе чĕтрене-чĕтрене, куççулĕсемпе антăхса.
Биденко ун çинчен йывăр шлемне хывса илсе, хăйĕн çыхнă аллипе унăн ăшă та яка пуçĕнчен шăла-шăла, хурланнă кăмăлпа:
— Ку вал нимĕнех те мар, пĕчĕк кĕтӳçĕ. Ку юрать. Тепĕр чух салтак та йĕрет. Анчах та мĕн тăвăн ĕнтĕ! Çавăнпа вăрçă та вăл, — терĕ.
27
Вĕлернĕ капитан Енакиевăн кĕсьинче çыру тупнă. Ăна вăл дивизион батарейисене хăй çине пеме хушиччен çырнă. Çырăва васкавлăн çырнă пулин те, ăна Капитан Енакиев хăйĕн блиндажĕнче, лăпкă çĕрте çырнă тесе шутлама пулнă. Вăл çыру çав тери тирпейлĕ, таса, пĕр вараланчăксăр пулнă.
Анчах та вăл çав çырăва çырнă хăрушă юлашки самантра ун тавра никам та юлман темелле.
Капитан Ахунбаев çĕр çинче тăсăлса, аллисене плащ-палатка айĕнче сарса пăрахса выртнă. Пуля унăн сарлака та илемлĕ çамкине шăп варринчен тивсе шăтарнă. Ковалев халĕ кăна хăйĕн аттине хывса пуртенккине тепĕр майлă чĕркесшĕн пулнă пек ларнă, анчах сасартăк хăяккăн йăванса кайнă та — урăх пĕрре те хускалман.
Çапах та капитан Енакиев хăйĕн çырăвĕнче ăна хăш числара, хăш уйăхра, çулта тата хăш сехетре çырнине палăртма манман. Вăл вырăнне те кăтартса панă: «Саккăрмĕш номерлĕ тĕл районĕнче», тенĕ. Хăйĕн хушаматне çырсан хыçне пăнчă лартма та манман.
Çырăва виç кĕтеслĕ хутлатса гимнастеркăн тул енчи кĕсьине хунă. Кăна вăл юриех, çырăва тупма çăмăлтарах пултăр, тесе çапла тунă.
Çав çырура капитан Енакиев хăйĕн батарейипе сывпуллашнă, хăйĕн боевой юлташĕсене пурне те салам янă тата командованирен хăйне юлашки çар чысне тума — ӳтне Германире мар, тăван совет çĕрĕ çинче пытарма ыйтнă.
Кунсăр пуçне, вăл хăйĕн усрав ывăлĕ Ваня Солнцев пирки тăрăшма, унран лайăх салтак, кайран тивĕçлĕ офицер тума ыйтнă. Капитан Енакиевăн юлашки кăмăлне пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнĕ. Ăна совет çĕрĕ çинче пытарнă.
Капитанăн масарне çил-тăман пирвайхи юрпа шăлса лартсан, Ваня Солнцева полкăн команднăй пунктне, командир патне чĕнтерчĕç. Вара Ваня каллех салтакăн пурнăçĕ улшăнассине пĕлтерекен сăмаха илтрĕ.
Артиллери полкĕн командирĕ Ваньăна Суворовски училищăна ямалла туни çинчен пĕлтерчĕ те:
— Пуçтарăн, — терĕ.
Тăватă кун иртсен вокзалтан авалхи вырăс хулин варринелле илсе пыракан сарлака та шăтăклă-путăклă урам тăрăх Ваня Солнцев ефрейтор Биденкопа юнашар утса пынă.
Вĕсем васкамасăр, хăйсем чапсăр çынсем маррине палăртса, тата кăштах кăмăлсăрланнă пек пулса утрĕç. Фронтовиксем тылри хуласенче яланах çавăн пек — хулари шăплăхран тата унăн пурнăçĕнче тивĕçлĕ йĕрке çукран тĕлĕнсе çӳреççĕ.
Биденко çыхнă аллине тытса çăмăлах утса пынă. Ачан çурăмĕ хыçĕнче япаласем чикнĕ симĕс хутаç пулнă.
Çав хутаçра Ваньăна разведчиксемпе орудиецсем парнелесе панă темĕн чухлĕ кирлĕ тата кирлĕ мар япаласем пулнă. Вĕсем хăйсен ывăлне вăрăм çула пуçтарса ăсатнă-çке.
Хутаçра хайхи чаплă кĕтӳç хутаççи, букварьпе компас пулнă. Унтах кĕрен тĕслĕ целлюлоидран тунă коробка ăшне хунă тутлă шăршăллă супăньпе симĕс целлюлоидран тунă шăтăк-шăтăклă футляр ăшне хунă шăл тасатмалли щетка пулнă. Шăл порошокĕ, йĕпсем, çипсем, атă тасатмалли щетка, вакса пулнă. Сысна какайĕнчен тунă консерва банки, пĕр пĕчĕк хутаç сахăр, тăвар тултарнă шăрпăк коробки тата чей тултарнă коробка пулнă. Кружка, тутапа каламалли купăс, трофейлă зажигалка, темиçе шăллă-шăллă осколок тата нимĕçсен шултăра калибрлă пулемечĕн икĕ патронĕ — пĕри сарă снарядлă, тепри хура. снарядлăскерсем пулнă. Пĕр çăкăр тата çĕр тенкĕ укçа пулнă.
Анчах пуринчен те хакли — унта Енакиев капитанăн погонĕсем пулнă, ăна «Суворовский натиск» хаçатпа тата çиелтен тутăрпа чĕркесе хунă. Вăл погонсене Ваньăна ăсатса сывпуллашнă чух полк командирĕ: капитан Енакиева асăн тесе панă та, вĕсене куç пекех упраса, Ваня хăй те çав погонсене хăйĕн хулпуççийĕсем çине тăхăнма тивĕçлĕ пулмалли кунчченех усрама хушнă.
Капитан Енакиевăн погонĕсене панă чух, полковник ачана çапла каланă:
— Эсĕ хăван тăван аçупа аннӳн лайăх ывăлĕ пулнă. Эсĕ разведчиксемпе орудиецсен лайăх ывăлĕ пултăн. Эсĕ капитан Енакиевăн тивĕçлĕ ывăлĕ — лайăх, паттăр, тума хушнине итлекен ывăлĕ пултан. Халĕ ĕнтĕ пирĕн пĕтĕм артиллери полкĕ сана хайĕн ывăлĕ тесе шутлать. Асту çавна. Халĕ эсĕ вĕренме каятăн. Эпĕ шансах тăратăп — эсĕ хăвăн тăван полкăн ятне ямăн. Эсĕ пит те лайăх воспитанник, унтан пит те лайăх офицер пулассине эпĕ шансах тăратăп. Анчах эсĕ çакна асту: яланах тата пур çĕрте те, чан малтан та, чăн кайран та, эсĕ хăвăн аннӳн — Тăван Çĕршывăн шанчăклă ывăлĕ тата çав Тăван Çĕршывăн чи лайăх ывĕлĕн, аслă çын Сталинăн шанчăклă ывăлĕ пулмалла. Сывă пул, Ваня Солнцев, — эсĕ офицер пулсассăн хăвăн полкна тавăрăн. Эпир сана кĕтĕпĕр, вара сана тăван ывăла йышăннă пекех йышăнса илĕпĕр. Халĕ ĕнтĕ çула кайма пуçтарăн.
Ваньăпа Биденко юр кĕрчĕсем хӳсе тултарнă хула витĕр тухрĕç те, Екатерина патша вăхăтĕнчех тунă, колоннăсемпе, аркăсемпе эрешленĕ пысăк çурт умĕнче чарăнчĕç.
Хĕрĕх иккĕмĕш çулта ку хула пĕр хушă нимĕçсен аллинче пулнă, çавăнпа та çуртăн хăшпĕр вырăнĕсенче пушар йĕрĕсем юлнă-ха.
Чугун решетке хыçĕнче пăспа витĕнсе, сахăртан тунă пекех йăлтăртатса тăнă çурт тавра темиçе çĕр çулхи хурăнсем ӳснĕ. Хура çĕлĕксем пек курăнакан курак йăвисем вырăнаçнă çӳлĕ туратсем те паспа витĕннĕ, вĕсем кĕрентерех çемçе сывлăшра татăлса анас пекех çакăнса тăнă.
Аялтах тăракан хĕвел, пĕр ăшă та парайманскер, тĕтреллĕ сивĕ сывлăшра çăмарта сарри пек курăннă. Çунса кайнă стеналлă кивĕ пушар каланчи çииĕнче чанасем вĕçсе çӳренĕ.
Биденкопа Ваня контрольнăй будка витĕр тухрĕç, унтан темĕн пысăкăш, авăнчăк маччаллă пӳлĕмре Биденко Ваньăна тата документсем чикнĕ пакета дежурнăй офицера пачĕ те, хăй авалхи йывăç арча çине ларса кĕтме тытăнчĕ.
Вăл нумайччен кĕтрĕ. Темиçе хут та пусма айĕнчен çамрăк трубач тухса сехет çине пăхрĕ, унтан трубипе кăшкăртрĕ. Трубан сывлăша çуракан сасси çак чултан тунă хулăн стеналлă тата чул плитасем сарнă урайлă сарлака пӳлĕмре хăлхана хуплас пекех янăрарĕ. Вăл пăхăр карлăклă темĕн пысăкăш чул пусма тăрăх çӳлелле хăпарса хуллен шăпланчĕ, вăйсăр сасă кăна çурт ăшĕнче коридорсем, классемпе залсем тăрăх нумайччен илтĕнсе тăчĕ.
Кунта пурте труба сасси тăрах пулса пынă. Труба çак çуртăн пĕтĕм куçа курăнми пурнăçне тытса тăнă. Труба кăшкăртнипе сасартăк çĕршер сасăсемпе çĕршер урасем кăштăртатни илтĕннĕ. Вăлах сасартăк пĕтĕм çуртра шăплăх туса хунă, — пит çумалли пӳлĕмри шыв тумласа тăнисĕр тата пусма айĕнче сехет шакканисĕр пуçне урăх нимĕн те илтĕнмен. Пĕринче труба куçа курăнман ротăна йĕркеленсе тăма хушрĕ, вара Биденко таçта шăплăхра çав рота пĕрремĕш, иккĕмĕш тесе шутласа йĕркеленсе тăнине, икĕ ĕрет пулнине, çавăрăннине, унтан çĕршер çирĕп пушмаксемпе пĕр харăс пусса хăвăрт утса кайнине илтрĕ: «Ать-два, ать-два, ать-два… левой, левой!»
Пĕринче тата пусман иккĕмĕш площадки çинче хура мундир, хĕрлĕ лампаслă вăрăм брюки тăхăннă, хĕрлĕ çӳçлĕ пĕчĕк арçын ача курăнчĕ. Вăл ача епле асăрханса, никам илтмелле мар утса пынине кура, ăна труба çак вăхăтра тухма хушманнине, кăна вăл хаех, никамран ыйтмасăр тунине тавçăрса илме пулнă.
Хăй пĕчченех пӳлĕ тесе шутласа, ача хырăмĕпе карлăк çине выртса аялалла шуса анса кайрĕ, — каçăр сăмсаллă тата шатраллă пичĕ çав вăхăтра питех те кăмăллă пулни палăрчĕ. Анчах Биденкона курсан вăл ытла та вăтанчĕ, мундирне хăвăрт турткаласа тӳрлетрĕ те, якалнă чул плитасем тăрăх строевой утăмпа кайса айăкри алăкран кĕрсе çухалчĕ.
Биденко салхулланса, хăйĕн суранланнă аллине хуллен шăлкаласа ларчĕ, — каçалапа унăн алли кăшт ыратма пуçларĕ. Ăна Ваньăпа уйăрăлма шел пулчĕ, мĕншĕн тесен вăл халĕ ĕнтĕ унран яланлăхах уйăрăлнине туйрĕ.
Пусман пĕрремĕш плошадки çинче пĕтĕм стенана хуплакан пысăк картина çакăнса тăнă. Картина çине çак çурта пекех шурă пусмана ӳкерсе кăтартнă. Ӳкернĕ пусма чăн-чăн пусман пĕр пайĕ пекех туйăннă. Ӳкерчĕк çинчи пусман икĕ енĕпе те авалхи тупăсем, параппансем, ялавсемпе трубасем пулнă. Картлашкасем тăрăх хура мундир тăхăннă, хулпуççисем çине хĕрлĕ погонсем çакса пĕчĕк арçын ача хăпарнă, çӳлтен ун патнелле Суворов аллине тăсса тăнă, — вăл хулпуççийĕ урлă кăвак плащ уртса янă, урисене шпорлă, çӳллĕ кунçаллă атă тăхăннă, кăкăрĕ çинче ахах çăлтăр ялтăртатнă, çӳллĕ те типшĕм çамки çинче, кăвак çӳç пайăрки мăкăрăлса тăнă.
Биденкона çав ача Ваня, хăйĕн «пĕчĕк кĕтӳçи» пулнă пек, вăл трубасемпе ялавсем хушшинче пусма тăрăх çӳлелле утса хăпарнă пек, Суворов хăй аллине ăна тăсса панă пек туйăннă. Анчах çав вăхăтра айăккинчи алăк уçăлчĕ те пӳлĕме дежурнăй офицерпа Ваня кĕчĕç. Биденко арча çинчен сиксе анса тӳп-турĕ тăсăлса тăчĕ. Вăл Ваня Суворовски училище тумне тăхăнса тухассине курма ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах ача хăйĕн çарти обмундированипех пулнă-ха, ун, çинче шинель çеç пулман тата унăн çӳçне касса якатнă.
— Воспитанник Солнцев, хăвăра ăсатаканпа сывпуллашма пултаратăр, — терĕ те дежурнăй офицер, аяккалла кайса тăчĕ.
Ваня Биденко патне пычĕ. Ним тума пĕлменнипе, вĕсем пĕр вăхăт хушши нимĕн те чĕнмесĕр тăчĕç.
Çак самантра ача хăйĕн пĕтĕм пурнăçне аса илчĕ. Вăл çав пурнăç яланлăхах пĕтнине, халĕ ĕнтĕ уншăн пачах урăхла, пĕртте ĕлĕкхи пек мар пурнăç пуçланнине ăнланчĕ.
— Сывпул, пĕчĕк кĕтӳçĕ, — терĕ юлашкинчен Биденко.
— Çулăр телейлĕ пултăр, — терĕ Ваня.
Унăн Биденкона пĕркун, саккăрмĕш номерле тĕл районĕнче, ванчăк оруди патĕнче ыталанă пек ыталаса, пичĕпе унăн ĕнсе пĕтнĕ шинелĕ çумне йăпшăнса йĕрсе ярас килчĕ. Анчах унăн пурнăçне тахçантанпах тытса пынă ăнланмалла мар хăватлă вăй ăна чарса тăчĕ.
Биденко ним чĕнмесĕрех ăна хăйĕн аллине тăсса пачĕ. Ача пĕрремĕш хут çак темĕн пысăкăш хытă алла чăмăртарĕ те унăн çирĕп вăйне тата унăн пĕтĕм ачашлăхне туйрĕ. Çак вăхăтра Биденко тӳссе тăраймарĕ, саккăрмĕш номерлĕ тĕл районĕнчи пек каллех Ваньăн яка пуçĕнчен хăйĕн тутăр çыхнă аллипе ачашласа çупăрларĕ.
— Биденко пичче, сывпулăр! — сасартăк мĕнпур вăйĕпе кăшкарчĕ Ваня, Биденко пăхăр пружинăллă йывăр алăка уçма пикенсен.
Анчах разведчик каялла çавăрăнса пăхмасăрах урама тухрĕ.
28
Темиçе сехетрен, каптенармусран формăллă тумтир илсе, ăна пĕр кунне ирхине тăхăнма виçсе пăхнă хыççăн, Ваня, труба хушине итлесе, ытти воспитанниксемпе пĕрле пысăк та ăшă пӳлĕмре, уйрăм кровать çинче, çĕнĕ байковăй одеяло айĕнче çывăрнă.
Унăн минтерĕ айĕнче Енакиев капитанăн погонĕсем выртнă.
Тул çутăлнă чух, подьёмччен кăшт маларах, ватă генерал, училище начальникĕ, яланах ыттисенчен малтан вăранаканскер, хайĕн кулленхи йăлипе, хăйĕн ачисем мĕнле çывăрнине пăхма спальнăсем тăрăх çӳренĕ.
Вăл Ваньăн койки умĕнче чарăнса ача çине нумайччен пăхса тăчĕ. Ваня питĕ тутлă, анчах ытла лăпках мар ыйхăпа çывăрнă, вăл хăйĕн çинчен одеялне сирсе пăрахса, алли-уррисене саркаласа çывăрнă. Унăн пичĕ çинче тĕлĕк курнисем палăрнă. Вăл кашни минутрах улшăннă.
Тĕлĕксен тĕнчинче ярăнса çӳрекен ача чӳнĕ халĕ унăн ӳт-пĕвĕнчен çав тери инçетре пулнă, çавăнпа та ача ăна генерал одеялпа витнине те, минтерне тӳрлетнине те сисмерĕ.
Генерал ачан пĕрмай хускалакан пичĕ-куçĕ çине пахса тăчĕ те унăн çак пĕчĕк салтак чунĕн тĕпнех кĕрес, унăн чĕри патĕнчи шухăшĕсене пĕлес килчĕ.
Генерал Ваньăн историне пĕтĕмпех, пур енчен те пĕлнĕ. Паллах, вăл çак ачана батарейăра «пĕчĕк кĕтӳçĕ» текен ят панине те пĕлнĕ. Ку вара генерала пуринчен те ытларах килĕшнĕ. Вăл хăй те ахаль хресчен çемьинче çуралса ӳснĕ çын пулнă. Вăл хăшпĕр вăхăтра хăйĕн ача чухнехи пурнăçне аса илме юратнă.
Халĕ те, çывăракан «пĕчĕк кĕтӳçĕ» çине пăхса, генерал пĕрре — ефрейтор Биденко пекех — хăйĕн ача чухнехи пурнăçне аса илчĕ: ялти çуллахи ире, ĕнесене, ешĕл симĕс улăх тăрăх сарăлнă сĕт пек шурă тĕтрене, тĕрлĕ тĕслĕ çутăлакан сывлăм тумламĕсене — çутăрах кăваккисене, ахаль кăваккисене, хĕрлисене, саррисене. Çăвантах тата хăй аллине тытнă йывăç шăхличе те аса илчĕ, — ăна вĕрсе вăл çав тери çинçе, çав тери ачаш, çепĕç те савăнăçлă сасăсем кăларнă.
Вăл ирĕксĕрех ачан одеялĕ айĕнчен курăнакан алли çине пăхрĕ. Унăн пĕчĕк пӳрнисем тĕлĕкре шăхлич шăтăкĕсем тăрах чупкаланă пекех выляса тăнă.
Вара ватă боевой генерал, граждан вăрçи геройĕ, аслă Сталин ялавĕсем айĕнче тăрса Царицын патĕнче, Кронштадт патĕнче, Орел пăтĕнче çапăçнăскер, Отечественнăй аслă вăрçă вăхăтĕнче çав ялавсем айĕнчех тăрса çав Орел патĕнчех, халĕ Сталинград пулса тăнă çав Царицын патĕнчех çапăçнăскер, — çак паттăр, хăюллă, шуралнă пуçлă, пĕркеленнĕ сăн-питлĕ, нимĕнрен те хăраман çын — сасартăк пуçне усса хайĕн кăвак мăйăхĕсене шăлкаларĕ те, ачашшăн кулса илчĕ.
Çав вăхăтра пусма çинчен коридорсемпе залсем тăрах подъём вылякан труба сасси янăраса кайрĕ.
Ваня трубан çирĕп те хытă, хушса калакан сассине илтрĕ, анчах тăруках вăранмарĕ-ха. Вăл, тĕлĕк тыткăнĕнчен вĕçерĕнеймесĕр, пĕр хушă куçĕсене хупса выртрĕ.
Вара генерал пĕшкенчĕ те ачана аллинчен майĕпен кăна туртрĕ.
Шăп çав вăхăтра Ваня ир умĕнхи юлашки тĕлĕкне курнă. Ăна хăйĕнпе нумаях пулмасть пурнăçра пулса иртни курăннă.
Ваньăна тĕлĕкре капитан Енакиевăн ӳтне илсе каякан шурă грузовик вăрăм шурă çулпа пыни курăннă. Таврара вырăссен çав тери пысăк сĕм вăрманĕ пулнă. Хăйĕн хĕллехи тумĕпе юмахри пекех илемлĕ курăнса тăнă. Полк ялавĕпе витнĕ тупăкăн кĕтессисенче хулпуççисем çине автоматсем çакнă тăватă боец тăрса пынă, Ваня пиллĕкмĕш пулнă, вăл пуç вĕçĕнче тăнă.
Çĕрле пулнă. Вăрманта сивĕпе йывăçсем шартлатса çурăлнă. Çăлтăрсен çуттипе çуталнă чăрăш тăррисем фосфорпа сĕрнĕ пекех ялтăртатса йăсăрланнă пекех курăннă.
Тарăн юр ăшĕнче тăракан чăрăшсем калама та çук çӳллĕ пулнă. Вĕсемпе танлаштарсан, телеграф юписем шăрпăксем пекех пĕчĕк туйăннă. Анчах хĕллехи çăлтăрсемпе йăлтăртатакан пĕлĕт чăрăшсенчен те çӳллерех пулнă. Пуринчен ытла малалла чупакан çулпа пĕрлешсе тăракан пĕлĕтĕн хура бархат пек курăнакан татăкĕ çинчи çăлтăрсем илемлен çуталса тăнă. Унта çăлтăрсен çав тери шултăра та çав тери çутă ярăмĕсем чĕтренсе тăнă, вĕсене тĕнчери чи лайăх та чи шултăра ахахсенчен якатса тунă пекех туйăннă.
Хăш чух çăлтăрсем çийĕпе прожектор çутти пир тăрăхĕ пек шуса иртнĕ. Анчах вăл çăлтăрсен çуттине сӳнтерме те, вĕсем ялкăшнине тĕксĕмлетме те пултарайман. Вĕсем тата хытăрах, тата илемлĕрех çуталнă.
Таврара пит шăп пулнă, вăл шăплăх чăрăшсенчен те, çăлтăрсенчен те çӳллĕрех, тĕпсĕр хура пĕлĕтрен хăйĕнчен те çӳллерех пулнă пек туйăннă.
Теттĕм вăрман ăшĕнчен сасартăк темĕнле инçетри сасă илтĕннĕ. Ваня ăна тӳрех палласа илнĕ. Ку вăл трубан хытă хушса калакан сасси пулнă. Труба ăна чĕннĕ. Вара çав самантра пĕтĕмпех юмахри пек улшăннă. Çулăн икĕ енчи чăрăшсем генералсем тăхăнакан кăвак плащсем тата çăмлă буркăсем пулса тăнă. Вăрман — ялтăртатса çутăлса таракан зал пулнă. Çул — пур енчен те тупăсемпе, параппансемпе тата трубасемпе илемлетнĕ мрамортан туна темĕн пысăкăш пусма пулса тăнă.
Вара Ваня çав пусма тăрăх чупса кайнă.
Чупма ăна йывăр пулнă. Анчах çӳлтен ăна хулпуççи урлă кăвак плащ уртса янă, урисене шпорлă, çӳллĕ кунчаллă атă тăхăннă, кăкăрĕ çинче ахахран тунă çăлтăр ялкăшса тăракан, çав тери паха, типшĕм, çамки çинче кăвак çӳç пайăркиллĕ старик аллине тăсса тăнă.
Вăл Ваньăна аллинчен тытса ăна пусма картлашкисем тăрăх тата çӳлĕрех, лере, чăн çӳлте, çĕнтерӳллĕ тăватă вăрçăн боевой ялавĕсем айĕнче Сталин тăнă çĕре илсе кайнă. Сталин шинелĕн çухи çинче бриллиантран тунă маршал çăлтăрĕ тĕрлĕ тĕслĕн ялкăшса çуталнă.-
Картусăн тӳрĕ сăмси айĕнчен Ваня çине кăштах хĕснĕ вичкĕн куçсем пăхнă. Анчах Ваня хурарах мăйăхсем витĕр Сталин хăйĕн тăван ашшĕ пек кăмăллăн йăл кулнине курнă та, ăна вăл:
— Утах, пĕчĕк кĕтӳçĕ... Ут хăюллăрах! — тенĕ пек туйăннă.