Вак-тĕвексем эпир — паянхисем,
Пиçмен пашалусем те меммесем!
Чи ачашшисем те наяннисем,
Кипкесенчех кучан пек шăннисем!
Ӳпре çыртнипелех йĕрекенсем,
Шур кулачпа канфет ĕмекенсем!
Улах «теплицăра» ӳсекенсем,
Сив çил вĕрсессĕнех ӳкекенсем!
Пирте çук халь мала чĕнекенсем,
«Малашлăх» вăл мĕнне пĕлекенсем.
Çунакансем те мар — сӳнекенсем.
Кирлех те мар пире кĕнекесем.
Ĕнерхине паян тиркекенсем,
Сăра-эрех, шашлăк савакансем.
Курман-илтмен чирпе чирлекенсем,
Ют чĕлхепех ăста юрлакансем.
Эпир паян, тен, чĕмсĕр кроликсем?!
Чăтатпăр-и эпохăн опытне?
Ниме тăман пуш-пушă нуликсем —
Шăватпăр-ши çĕр пĕтмĕшĕ патне?..
Камсем эпир паян? Камсем? Камсем?
Ăрусăр, килсĕр-çуртсăр такамсем?
Тăван чĕлхе илтеймĕ САЛАМСЕМ...
Ăçта кайса çухалчĕç ТАЛАНТСЕМ?
Чĕре сиксе тухать пуль — шутласан,
Хисепсĕр паттăр пирĕн — чăвашсен!
Хисепсĕр ăшă юрă — юрласан,
Сахал-и вутлă сăвă сăвăçсен!..
Нивушлĕ пулĕ пĕтĕмпех?
Е тĕнчипех-и лартăмăр канма?
Çитет пуль ĕнтĕ вăхăт вăтанма!
Ăçта çити пултарăпăр анма?!
Каллех тăрар-ха урасем çине
Тĕнче асилтĕр хăйĕн хуçине.
Кăтарттăр ÇЫН телейшĕн выççине!
Ылхантăр вăл хаярлăх вăрçине!
Çитет пире пулма вак-тĕвексем!
Аттила пек пулар-и, йĕкĕтсем?!