Хĕвел анчĕ, уйăх тухрĕ
Янкăр тăрă тӳпене.
Клуб патне хут купăс пухрĕ
Колхозри çамрăксене,
Янкăс юрă уççăн юхрĕ
Укăлча хапхи енне.
Лăпкă çилĕ лăштăр-лăштăр
Хускатать йăмрасене.
Икĕ çамрăк, ик юлташ-тăр,
Тухрĕç укăлча патне,
Именсе тăмарĕç кăшт та —
Алă пачĕç пĕр-пĕрне.
Тулăх тырă кассăн-кассăн
Хумханать çил вĕрнипе.
Пит аван-çке каç пулсассăн,
Тĕл пулмашкăн савнипе,
Пит аван пĕрле утсассăн
Хамăр акнă уй-хирпе.
Уйăх анчĕ. Ташă-юрă
Янрамасть текех клубра.
Шурăмпуç килсен чуптурĕç
Икĕ тус укăлчара, —
Ирхине каллех саттуррăн
Вĕсем ĕçлĕç колхозра!