Ан хăра, чун савни, ан хăра.
Ан хăра чĕрӳне вăратма!
Туйăмсем çуралас вăхăтра
Ан хăра эс мана юратма!
Ан вăтан, савнă тус, ан вăтан
Юрататăп тесе калама!
Çак сăмах тухайсан кăмăлтан —
Кирлĕ мар пуль унран вăтанма!
Ан кулян! Ан хумхан нихăçан...
Ман пирки кулянма кирлĕ мар!
Санăн çеç эпĕ пулăп ялан,
Сӳнес çук чунăмри шĕл-кăвар!
Ан хăра, чун савни, ан хăра!
Ан вăтан эс мана юратма.
Çунайсан ик чĕре пĕр вутра —
Вăтанма-хăрама кирлĕ мар!