Ашă çумăр кăшт çуса иртсен
Асамат çӳл тӳпене тĕрлет.
Асамат кĕперĕ айĕнчен
Савнипе тухассăм ман килет!
Сарă кун тĕнчи пире кĕтет
Асамат кĕперен леш енче.
Çав çĕршыв пурах, чĕре сисет:
Çăтмахри пек ытарми тĕнче!
Сарă кун çĕршывĕн алăкне
Савнипе уçасчĕ яриех!
Чунтанах савса-çке пĕр-пĕрне
Çавăнта пурнасчĕ ĕмĕрех!
Асамат кĕперĕ, тăхтасам
Çухалмашкăн янкăр тӳперен!
Савнă тусăм, ман пата тухсам
Асамат кĕперĕ сӳниччен!