Паянхи сукмакна çĕнетесшĕн пулсан —
Ун çинчен тухайма пĕлмелле.
Çĕннине йĕрлеме кăмăлу пухăнсан
Çичĕ хут шутласа илмелле!
Чарăнса, лăпланса çаврăнса пăхмалла,
Кам юлать, мĕн юлать аякра.
Тен, кирли, тен, санпа вăл паян пулмалла.
Чĕнсе ил, пуçтарсам вăхăтра!
Нумай чух киввине çитеймест пуль çĕнни!
Çĕн кĕпе те малтан хĕстерет.
Тĕрĕс мар пуль — «кĕçех улăштарăп» тени.
Вĕр çĕнни, вăл, паллах илĕртет.
Çĕн сукмак йĕрлеме кăмăлу пухăнсан
Çичĕ хут шутлама эс пĕлсем!
Паянхи çул çинчен тухас терĕн пулсан
Кирлине киввинчен илейсем!