Сана курса паллашнă çуркунне
Пĕр уйăх çеç юрларĕç шăпчăксем.
Çимĕкченех-çке манчĕç юррине.
Тен, çавăрмарĕç йăвине вĕсем?
Санпа пĕрле çӳренĕ каçĕсем
Ытла та сулхăн пулчĕç-çке, савни!
Шур тутăрне çыхмарĕç çĕмĕртсем —
Пĕтерчĕ пулĕ сивĕ тăм тивни.
Çавна пулах, тен, пирĕн тĕлпулу
Телей кӳмерĕ çамрăк чунсене.
Юратăва пĕр шелсĕр уйрăлу
Çĕнме пултарчĕ сивĕ çуркунне.
Пĕр уйăх çеç юрларĕç шăпчăксем,
Çимĕкченех-çке манчĕç юррине!
Чĕртме пĕлмерĕç пирĕн чĕресем
Чăн юратун асамлă çулăмне!