Ман çула мăн кăткă тĕмĕ,
Тен, картларĕ пуль юри:
Шартарать куçа вут-хĕмĕн
Ялкăшса хăмла çырли.
Тутанмасăр епле чăтăн?
Çырла мар, чăн-чăн шерпет,
Чĕлхене пĕр шелсĕр çăтăн,
Май пулсассăн, шеремет.
Темĕн тăршшĕ вăрăм кун та
Хăвăрт иртĕ вăрманта.
Çырлапа йăлт тулчĕ кунтăк,
Тулчĕ манăн кăмăл та.
Тусăмсем, халь хăвăр шутлăр:
Ма çырла шултра та тутлă
Пирĕн хыр вăрманĕнче,
Кăткă тĕмĕ патĕнче?