I
Ача-пăча шавĕпе кĕрлесе тăракан урам хиртен таврăнакан выльăх-чĕрлĕхĕн çĕр тĕрлĕ сассипе тулса ларчĕ. Унта та кунта сурăхсем макăрни, ĕнесем кахаллăн ĕнĕрлени уйрăмах темĕнле чĕрене çывăх, ырă туйăм çуратать, пурнăç юхăмне малалла тăсма хистет.
Пахчаран помидор калчисене шăварса кĕнĕ Лена хăйсен сурăхĕсене кĕтӳрен уйăрса килкартине кĕртрĕ те пусма картлашки çине ларчĕ. Хĕрĕн хуп-хура куçĕсем вăхăтăн-вăхăтăн савăнăçпа çиçсе илеççĕ, вăхăт-вăхăтпа вĕсенче темĕнле тунсăх палăрать.
Лена кăçал вăтам шкул пĕтерчĕ. Вăл çитĕнсе çитнĕ хĕр ĕнтĕ. Ыран вĕсен пĕр класс хĕрачипе — Зинăпа хулана тухса каймалла. Анчах чĕрере темĕншĕн канлĕ мар. Сăлтавне те чухлать Лена: унăн амăшĕ чирлекелет. Хăй чирлени çинчен Лена амăшĕ шарласах каймасть, вăйсăртарах пулсан та, ура çинче кăштăртаткаласа çӳрет, фермăри ĕçрен те юласшăн мар.
Чĕпĕсем пăхнă çĕрте ĕçлет Ленăсен амăшĕ — Таиç аппа. Кĕçĕр ак вăл ĕçрен килнĕ-килменех вырăнĕ çине кĕрсе выртрĕ. Ытти чухне шӳтлекелеме юратаканскер, хĕрĕпе те калаçмарĕ. Лена та амăшне канма чăрмантарас мар терĕ, сас-чӳ тумасăр ерипен пускаласа урама тухрĕ.
— Лена! Вăт лайăх, хирĕçех тухрăн. Тавай, ташласа кăтарт, унсăрăн çыру памастăп, — арçынăнни пек хулăн сассипе янăратса каларĕ хаçат-журнал салатакан хĕрарăм, хĕре асăрханăскер.
— Мĕнле çыру? — пуçне ялтах çĕклесе пăхрĕ Лена çыру валеçекен çине.
— Мĕнле çыру… тăваткал, кăвак конвертлă салтак çырăвĕ, вăт мĕнле çыру, — кулса ячĕ хĕрарăм.
— Пиччерен пулĕ…
— Вăт, ăна пĕлместĕп вара, тем пиччӳ алли пек туйăнмасть-ха.
Хĕрача çырăва илчĕ те хĕрарăма тав туса килкартине чупса кĕчĕ. Унăн чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ, пичĕ пĕçерме тытăнчĕ. Хăйĕн ячĕпе килнĕ пĕрремĕш çырăва унăн никам курман çĕрте вуласси килчĕ.
Пахчари çĕмĕрт айĕнче Ленăн юратнă вырăнĕ пур, экзаменсем вăхăтĕнче те йывăр темăсемпе çакăнта хатĕрленчĕ вăл. Çак çĕмĕрт айĕнчи сиплĕ сывлăш ăна темĕнле вăй кĕртнĕ пек туйăнать. Кунта никам та чăрмантармасть, никам курмасть. Лена сак çине ларчĕ, конверта уçмасăрах, унта мĕн çырнине пĕлесшĕн пек, ăна ун-кун çавăркаларĕ, куçĕ тĕлне тытса, хĕрелсе анакан хĕвеле хирĕç пăхрĕ.
Тӳлек çанталăк… Ытти чухне, шухă çил йывăçсем тăрринче аташса çӳренĕ вăхăтсенче, Ленăсен пахчинче çулçăсем вăрманта евĕр шăпăлтататчĕç, йывăç тăррисем хумханатчĕç. Кĕçĕр кунта кайăксем хуçаланаççĕ.
— Ку-ку, ку-ку, — илтĕнсе кайрĕ куккук сасси. Вăл вăрмантан вĕçсе килнĕ пулас, куккуклатни ытла та çывăххăн илтĕнет. Хĕрача, вăрман кайăкне курас тенĕн, йĕри-тавра пăхкаларĕ, анчах, пуçри шухăшĕсем çыру çинче пулнăран-ши, нимĕн те асăрхамарĕ.
Çыру… Ытла та хумхантарать иккен хăвăн пурнăçунта пĕрремĕш çырăва алла илсе вуласси. Çырăвĕ вара Лена пурнăçĕнче чăннипех те пĕрремĕш. Пĕрремĕш çыру, салтак çырăвĕ. Кам çырнине те чухлать Лена, ăна чĕрипе туять.
Хĕр конверта питĕ асăрханса уçрĕ. Çапла, хĕр чĕри улталамарĕ, çыру Ванюкран.
«Лена! Вăтам шкул пĕтернĕ ятпа саламлатăп сана, пуласлăхра телей сунатăп. Кĕçех эпĕ те яла вĕçтерсе çитетĕп ĕнтĕ. Салтакла хĕрӳллĕ салампа Ваня».
Виç-тăват йĕркерен тăракан салтак çырăвĕ, салтак саламĕ. Нимĕн те çырман пултăр унта, çавах та вăл çамрăк хĕрĕн чĕрине ăшăтса, хумхантарса ячĕ. Куçĕ умне сап-сарă çӳçлĕ, илемлĕ пит-куçлă Ванюк тухса тăчĕ.
Кайăксен сасси ерипен-ерипен лăпланса пырать. Çĕмĕрт айĕнчи сак çинче ларакан Лена уçă сывлăша тепĕр хут тарăннăн сывласа илчĕ те телейлĕ кулăпа çиçсе пӳрте чупса кĕчĕ. Çывăракан амăшне вăратасран асăрханса вăл тĕпелелле иртрĕ, çутă çутса ячĕ.
— Ку эсĕ-и, Лена?
— Эпĕ, анне. Эсĕ çывăрмастăн-им? — амăшĕ патне пырса ларчĕ хĕрача.
— Çывăрасси… тем аптăранă пек пултăм пуль-и. Чей килсе пар-ха, хĕрĕм, ăш хыпрĕ.
Хĕрача çавăнтах чейникрен кружка çине чей тултарчĕ, ăна амăшне тыттарчĕ.
— Анне! Мĕн ыратать сан? Чим-ха, вĕри те пур вĕт, аллусем вут пекех пĕçереççĕ. Анне! Эпĕ тухтăр патне кайса килетĕп, юрĕ-и, анне? — амăшĕн аллисене хăйĕн тути патне илсе пычĕ Лена.
— Çук, çук, хĕрĕм, чăрмантарма кирлĕ мар. Часах иртет ак вăл, пĕрре кăна пулман ĕнтĕ ун пекки, пĕр хушă пĕçертсе пăрахать те кăштахран иртсе те каять. Çавăнта, сĕтел сунтăхĕнче, пĕчĕк кĕленчепе эмел пурччĕ, кӳр-ха, ĕçсе пăхам.
— Аннеçĕм! Ираида Васильевнăна çавах та илсе килмеллех.
— Кирлĕ мар, Лена. Выртса çывăрах ĕнтĕ эсĕ те. Ыран сирĕн хулана каймалла. Чăматанна пуçтартăн-и?
— Аха.
— Вăт, аван. Халĕ выртах ĕнтĕ.
Амăшĕ çине тăрсах хистенине пула Лена çутта сӳнтерчĕ те çывăрма кĕрсе выртрĕ. Хăй хăш вăхăтра тĕлĕрсе кайнине те сисмерĕ хĕр, нумай çывăрчĕ-ши е сахал, анчах амăшĕ ахлатса янă сасăпа шартах вăранса кайрĕ.
Вăл йăпăр-япăр сиксе тăрса амăшĕ патне чупса пычĕ. Амăшĕн пичĕ палламалла мар шуралса-кăвакарса кайнă, куçĕсем унталла-кунталла тĕлсĕррĕн чупкалаççĕ. Хăраса кайнă хĕрача нимĕн тума та пĕлмесĕр койка йĕри-тавра çаврăнкаларĕ, анчах мĕнпе пулăшмаллине пĕлеймерĕ.
— Анне, аннеçĕм, мĕн пулчĕ сана? Кала-ха мĕн те пулин? Анне, тетĕп, анне…
Çук, хĕрачи темĕн пек йăлăнса ыйтсан та, амăшĕ чĕнмерĕ.
— Аннеçĕм, анне, кăштах чăт ĕнтĕ, аннеçĕм, эпĕ часах, часах…
Куççулĕ витĕр амăшĕпе калаçакан Лена урине çăмăл пушмак тăхăнчĕ те Ираида Васильевна патне тухса чупрĕ. Çула май кӳршĕре пурăнакан Лисук кинемее чĕнсе хăварчĕ.
Ираида Васильевна район больницинче ĕçлет. Ялти çынсем чирлесе ӳксен пулăшу ыйтма тӳрех ун патне пыраççĕ. Ывăнма пĕлмен çамрăк тухтăр вара, çĕрлехи çил-тăмана та, çуркуннехи шыв-шура та пăхмасăр, йывăр выртакан çын патне васкать.
Лена Ираида Васильевнăсен тĕлне мĕнле чупса çитнине те сисмерĕ. Хапха умне пырса тăрсан кăштах сывлăш çавăрса ячĕ те чӳречерен хăюсăррăн шаккарĕ. Кĕçех пӳртре çутă ялкăшса кайрĕ, чӳрече умĕнче Ираида Васильевна амăшĕ курăнчĕ.
— Кинемей! Çĕрле чăрмантарса çӳренишĕн каçарăр та-ха, мана Ираида Васильевна кирлĕччĕ…
— Палласа илеймерĕм-ха сана, хĕрĕм, куç витĕрех мар та…
— Ку эпĕ-ха, кинемей. Микула арăмĕн хĕрĕ, Лена.
— Э-э, Таиç хĕрĕ-и?
— Аха.
— Тата тем сиксе тухмарĕ пулĕ те?
— Анне чирлесе ӳкрĕ, ăна питĕ йывăр, сăмах та чĕнмест.
— Ак тата, эх, çав чире, кĕтмен çĕртенех пырса çапать-çке. Юрĕ, ачам, Ирăна кайса вăратам-ха, кĕçĕр клубра лекци ирттерчĕ те, хальтерех кăна çывăрма выртнăччĕ.
— Вăратма кирлĕ мар, анне, эпĕ пĕтĕмпех илтрĕм. Эсĕ, Лена, кăштах кĕт, эпĕ часах тухатăп.
Тухтăр нумай кĕттермерĕ, пĕчĕк чăматанне çĕклесе хыпалансах тухрĕ.
— Атя, Лена, васкар.
Ленăпа Ираида Васильевна ытлашши сас-чӳ тумасăр пӳлĕме кĕрсе тăчĕç. Чирлĕ хĕрарăм умĕнче сакăрвуннăран иртнĕ кӳрши — Лисук кинемей тăрать.
Тухтăр васкасах Таиç аппа патне пычĕ. Унăн куçĕсем хупă, тута хĕрри кĕл тĕслĕ кăвакарса кайнă, питĕнче те пĕр кĕрен тĕс çук.
Ираида Васильевна чирлĕ çыннăн ал тымарне тытса тĕрĕслерĕ, чăматанне уçса, унтан укол тумалли хатĕрсем кăларчĕ.
Укол хыççăн Таиç аппа хупă куçĕсене ерипен уçрĕ, ăнланаймасăр йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ. Койка пуçĕнче хĕрĕ кĕç-вĕç йĕрсе ярасла тăнине курсан тин мĕн пулнине аса илчĕ. Вăл, хĕрне лăплантарасшăн пулса, вăйсăррăн кулма пăхрĕ, анчах кулли тухмарĕ.
— Анне! Аннеçĕм! — кăшкăрса ячĕ Лена, хăй çавăнтах амăшĕ патне ыткăнса ăна ыталарĕ. Хĕрачана йĕрсе яма тухтăр чарчĕ, вăл ăна çĕклесе тăратрĕ те унăн хăранипе чарăлса кайнă хуп-хура куçĕнчен тинкерсе лăпкăн çеç каласа хучĕ:
— Лена, лăплан. Эсĕ аннӳне сиен кăна тума пултаратăн.
Таиç аппа кăшт лăплансан, Ираида Васильевна ăна калаçтарма пикенчĕ.
— Ну, Таиç .аппа, мĕнлерех туятăн хăвна? Мĕн кансĕрлет сана, каласа пар.
— Çакăнтан… кăкăр патĕнче темĕнскер хĕсет.
Тухтăр хĕрарăма питĕ тĕплĕн итлерĕ, юн таппине тепĕр хут шутларĕ, ун пусăмне виçрĕ.
— Таиç аппа, — терĕ вăл, итлесе пĕтернĕ хыççăн, — сире больницăна леçес пулать, халех, ним тăхтаса тăмасăр. Лена, эсĕ вара шофер патне кай. Чуп часрах, хăвăртрах машинипе кунта çиттĕр.
Пĕр вунă-вунпилĕк минутран машина алăк умне çитсе те чарăнчĕ. Вĕсем шофер пулăшнипе амăшне çăмăл машина ăшне вырнаçтарчĕç те район енне çил пек вĕçтерчĕç.
Çĕрĕпех чирлисене йышăнакан пӳлĕмре ирттерчĕ Лена, амăшĕшĕн ниçта кайса кĕрейми çунчĕ. Ираида Васильевна пырса лăплантарсан тин вăл килне кайма тухрĕ. Урамра çап-çутă ĕнтĕ. Унта та кунта çывăрма пĕлмен ĕçчен кайăксем, çĕнĕ ир пуçланни çинчен тĕнчене пĕлтерсе, мухтав юрри шăрантараççĕ.
Мĕн илсе килĕ-ши Лена валли мухтавлă та аслă тĕнчери çĕнĕрен çуралнă кун?
II
Амăшне больницăна ăсатса таврăннă хыççăн Лена пушанса юлнă пӳлĕмре хайне ытла та телейсĕррĕн туйрĕ. Паян вĕсен Зинăпа иккĕшĕн хулана вĕренме каймаллаччĕ, халĕ вăл шухăша вăхăтлăха пăрахăçлама тиврĕ. «Юрĕ, вĕренме пичче Совет Çарĕнчен таврăнсан та ĕлкĕрĕп, анне сывалтăр кăна, — анчах халĕ мĕн тумалла манăн?» — вĕçĕмсĕр пăтранчĕ канăçсăр шухăш Лена пуçĕнче. Ăшĕ çуннине мĕнле пусармаллине пĕлмен хĕрача икĕ чӳрече хушшине вырнаçнă мăн тĕкĕр умне пырса тăчĕ. Акă ун çине пĕчĕк те тӳрĕ сăмсаллă, мăкăнь çеçки евĕр мăкăрларах тăракан ачаш туталлă хĕр салхуллăн пăхать. Хулăн та çырă çӳçне варринчен уйăрса иккĕлле çивĕтленĕ. Вĕсем, ал туни пекех тачкаскерсем, хĕрĕн чăп-чăмăр кăкăрĕсем çинче йывăррăн усăнса тăраççĕ. Лена, пĕчĕк ачанни пек тап-таса та черченкĕ шурă питне тĕкĕр умнех илсе пырса, хăй çеç илтмелле пăшăлтатса калаçма пуçларĕ:
— Эх, хура куç, хура куç, мĕн тăвăпăр-ха эпир санпа, камран канаш ыйтăпăр? Вунсаккăра кайрăн пулсан та, хăвна тĕллĕн нимĕн те шутлама пĕлместĕн иккен эсĕ, хура куç…
Хĕр урăх тĕкĕр умĕнче тытăнса тăмарĕ. Вăхăта епле те пулин ирттерес шутпа ахаль те тирпейлĕ пӳлĕме тепĕр хут тирпейлеме пуçларĕ. Нӳрлĕ çĕтĕк татки илсе чӳречесене, тĕкĕре, стена çине пысăклатса çакнă сăнсене тусанран тасатрĕ. Çывăрмалли вырăн патĕнчи стена çинче ашшĕпе амăшĕн пысăклатнă сăнӳкерчĕкĕсем. Лена малтан ашшĕн, унтан амăшĕн сăнĕсене ерипен шăлчĕ. Ашшĕн сăнне тасатнă чухне хĕр çине пысăк та кăмăллă куçсем тӳп-тӳррĕн пăхрĕç. Вĕсем хĕрачана: «Ну, мĕн эсĕ, хĕрĕм, пуçна уснă-ха, килĕшмест, килĕшмест сана кун пек салхуллăн çӳрени. Эсĕ текех пĕчĕк мар ĕнтĕ, ăна-кăна хăвăнах шутлама пĕлес пулать», — тенĕн туйăнчĕ.
— Эх, атте, атте! Пĕлместĕп çав, нимĕн те пĕлместĕп. Мĕн тумалла, ăçта ĕçлемелле?
Лена ашшĕне астумасть. Вăл, ачисем пĕчĕккĕ чухнех, сасартăк шалкăм çапнипе вилнĕ. Амăшĕ вара пĕчченех ачисене ӳстерчĕ. Виталипе Лена тĕрекленсе çитсен, амăшĕ ял çумĕнче вырнаçнă фермăра чăх-чĕпсем пăхма пуçларĕ. Вăл вăхăта вĕçĕмех фермăра ирттернĕ пирки, килти ĕçсене ачасем хăйсемех пуçтарса тăчĕç. Пĕлтĕр, Лена 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне, пиччĕшне, Виталие, Совет Çарне илсе кайрĕç. Çавăнтанпа вĕсем амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ.
Тасатмаллисене тасатнă ĕнтĕ. Тĕкĕрĕ те, чӳречесем те çап-çутах, тата мĕн тумалла-ха? Хĕр аптранă енне кĕнеке тытса ларчĕ çеç — пӳлĕме кӳршĕ касра пурăнакан Зина кĕрсе тăчĕ. Аллинче вĕр-çĕнĕ пысăк чăматан.
— Ырă кун пултăр сана, Ленукăм! Ну, мĕнле, эсĕ хатĕр-и?
Лена Зина çине хурлăхлă куçĕсемпе пăхса илчĕ.
— Каçар та мана, Зина, анчах эпĕ хулана каяс мар тетĕп. Пирĕн анне чирлесе ӳкрĕ, халĕ кăна ăна больницăна ăсатса хăвартăмăр.
— Ой, Лена! Мĕнле-ха вара пирĕн ĕмĕтсем?..
— Пĕлместĕп, Зина.
— Тен… тен, çавах та пыратăн? Ну мĕн тума пултарăн-ха эсĕ, вăл çавах больницăра вĕт. Тата пирĕн, çамрăксен, ваттисене пăхса тăмалли çук ĕнтĕ.
— Çук, Зина, эпĕ ялах юлатăп.
— Ну, хăвăнне ху пĕл, анчах кайран ӳкĕнмелле ан пултăр, Лена.
Кăмăлсăрланнă Зина, мăн чăматанне йăтса, алăка хыттăн шалтлаттарсах тухса кайрĕ.
Зина тухса кайсан, Лена чăтса тăраймарĕ, сарса хунă вырăн çине выртрĕ те чылайччен чарăнмасăр ĕсĕклерĕ. Кĕçĕр çĕрĕпех çывăрман хĕрача макăрнипе вăйĕ пĕтсе килнине сисрĕ, вара мĕнле выртнă, çаплипех ним туйми çывăрса кайрĕ.
Хĕр вăраннă çĕре вăхăт каç еннелле сулăннăччĕ ĕнтĕ. Лена хыпалансах вырăн çинчен сиксе тăчĕ те килкартине чупса тухрĕ. Ăна кăшăлах какалакан чăхăсем, выçса кайнă икĕ сысна çури сырса илчĕç. Лена аванмарланса кайрĕ. Вăл, хăвăртрах пӳлĕме кĕрсе, сысна çурисем валли хатĕрленĕ апата валашкана пушатрĕ, чăххисене сарайĕнчи михĕрен тулă илсе çĕре сапса пачĕ.
Сысна çурисем нăриклете-нăриклете валашкари апата пĕр-пĕринпе ăмăртсах чаплаттарма пуçларĕç, чăххисем те хыпалансах пĕсехисене тултарчĕç.
— Сыснасене çитеретĕн-и-ха, хĕрĕм?
Лена шартах сикрĕ, вăл сасă еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Ой, Лисук кинемей, эсир килнĕ тем?
— Эпе-ха, хĕрĕм. Таиç кине пульницăна чиперех илсе çитертĕр-и?
— Чиперехчĕ-ха.. Илсе юлчĕç.
Лена вăрăммăн хашлатса сывласа илчĕ.
— Питех ан хуçăл-ха, хĕрĕм, кин сывалатех ак, сывалма кирлех. Пĕлтĕр çапла эпĕ хам, эсĕ хăв та астăватăн пулĕ-ха, вилес пек чирлерĕм вĕт. Текех кун çути куратăп тесе шутламанччĕ, сыватрĕç вĕт тухтăрсем, вилĕм аллинчен тенĕ пек туртса илчĕç те халĕ ак чип-чиперех таплаттарса çӳретĕп. Кун пекех пулсан, тепĕр çирĕм çул ним мар ирттеретĕп.
— Пурăнмалла çав, кинемей. Çирĕм, вăтăр çул пурăнмалла.
— Тавтапуçах çав тухтăрсене, — Ленăна илтмесĕр малалла калаçрĕ кинемей, — ĕлĕкхи вăхăтра пулсан, тахçанах урасене тăсса хумалла.
Ырă кăмăллă кинемей тем вăхăтчен шăкăлтатса тăчĕ, унтан ерипен килĕ еннелле тухса лăкăштатрĕ.
* * *
Пĕр тĕллевсĕр виçĕ кун иртсе кайрĕ. Çак кунсенче Лена район больницине темиçе те çитрĕ, анчах амăшне кураймарĕ. Ним тума пĕлмесĕр, кунĕн-çĕрĕн илемлĕ литература кĕнекисене вуласа вăхăта ирттерчĕ. Ираида Васильевна пырса кĕнĕ чухне те вăл кĕнеке умĕнче ларатчĕ.
— Сывă-и, Лена?
— Тавтапуç, чиперех-ха, Ираида Васильевна. Малалла иртсе ларăр.
Ираида Васильевна Ленăпа юнашар тенкел çине пырса ларчĕ.
— Ираида Васильевна! Анне мĕнле?
— Аннӳне эпир Шупашкарти больницăна леçрĕмĕр. Сываласса шансах тăратпăр, çавăнпа та, Лена, питех пăшăрханма кирлĕ мар.
— Тавтапуçах сире, Ираида Васильевна.
Ленăн çак ырă кăмăллă та ăслă çынпа чĕрине уçса калаçасси килчĕ. Вăл хăй умĕнче ларакан тĕксĕм кăвак куçлă, вырăссенни евĕр вăрăмрах сăмсаллă, илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм çине пăхса илчĕ. Ираида Васильевна Лена хăйĕнпе калаçасшăн пулнине сисрĕ курăнать, вăл аллине хĕрача хулпуççийĕ çине ачашшăн хучĕ те унпа тăван йăмăкĕ пек çепĕççĕн калаçма пуçларĕ.
— Ну, каласа кăтарт, мĕнле пурăнатăн?
— Хăвăрах куратăр, Ираида Васильевна, ак çапла ирттеретĕп вăхăта. Кил-çурт тирпейлетĕп, выльăх-чĕрлĕх пăхатăп. Анчах ак çакăнта, чĕрере, вырăнлă мар. Тем кăшлать, тем çиет унта, тупсăмне пĕлейместĕп. Анне чирлени те, тантăшран юлни те — пурте, пурте пĕрле пухăнчĕç пулмалла. Калăр-ха, Ираида Васильевна, мĕн тумалла? Камран канаш ыйтмалла?
— Лăплан-ха эсĕ, лăплан, — хĕре çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ тухтăр, — чĕре хусканăвĕ кашниннех пулать вăл, Лена. Эпĕ хам ун пек чухне халăх хушшинче пулма тăрăшатăп. Пĕлетĕн-и, çывăх çынсем çумра чухне темĕнле йывăрлăх та, темĕнле хуйхă та çăмăлланнă пек туйăнать, пурнăç тĕллевне те ытларах ăнланатăн. Çапла, Лена. Аннӳ сирĕн фермăра ĕçленĕччĕ-и-ха?
— Фермăра, чĕпĕсем патĕнче, — хаш-ш сывласа илчĕ хĕрача.
— Санăн та, Лена, халăх хушшине тухмалла. Вĕренме кĕриччен, тен, ĕçе те пуçăнмалла пулĕ. Вĕренесех тесен, экзаменсем пуçланиччен аннӳ те сывалĕ-ха.
Нумайччен калаçса ларнă Ираида Васильевна вырăнĕнчен çĕкленчĕ.
— Тĕттĕмленсе те çитрĕ, каймалла пулĕ. Çапла, Лена, шухăшласа пăх. Аннӳшĕн вара ан кулян, вăл сывалатех.
— Тавтапуç сире, Ираида Васильевна. Татах килсе çӳрĕр. Çĕрĕпе çывăраймасăр асапланчĕ Лена. Пуçĕнче унăн вĕçĕмсĕр пĕр шухăш пăтранчĕ: «Пурнăç тĕллевĕ… пурнăç тĕллевĕ… Мĕн-ха вăл пурнăç тĕллевĕ? Мĕншĕн эпĕ çак тарана çитсе те ăна пĕлместĕп? Эх, анне, анне! Мĕнле-ши вăл халĕ? Аннене инкубатор чĕпписене панăччĕ, халĕ кам пăхать-ши вĕсене? Тен, ман анне вырăнне фермăна каймалла? Чăнах та, мĕнле аса илмен-ха эпĕ ăна, манăн ыранах ним тăхтаса тăмасăр фермăна каймалла. Анчах та мĕнле пăхма пĕлес-ха ман чĕпĕсене? Ытла та пĕчĕккĕ-çке вĕсем».
Хĕвел, вăтанчăклăн шăвăнса тухса, çут тĕнчене çуллахи кĕске çĕрлĕ каçран вăратнă-вăратман Лена, вырăн çинчен сиксе тăрса, фермăна кайма пуçтарăнчĕ. Иккĕлле çивĕтленĕ çӳçне пĕр çивĕт туса хыçалалла пуçтарчĕ, çийĕнчен виç кĕтеслĕ пĕчĕк шурă тутăр çыхрĕ. Кĕрен чечеклĕ кĕпи çийĕн хура сатин чĕрçитти çакса, тин кăна ыйхăран вăранакан выльăх-чĕрлĕх сассипе тулса ларнă урама тухрĕ.
«Лисук кинемее кĕрсе пĕлтерес», — шутларĕ кӳршисен умне çитнĕ май. Вăл хапха алăкне уçма тăчĕ çеç, ун умне ватă çын тухса та тăчĕ.
— И-и, хĕрĕм, эсĕ тем?! Атя, атя, пӳрте кĕрер.
— Çук, кинемей, эпĕ пӳрте кĕрсе тăмастăп. Фермăна анне вырăнне ĕçлеме каяс тетĕп, эсĕ пирĕн патра кăшт-кашт пăхкалаймăн-ши?
— Каях, хĕрĕм, кай. Килтишĕн эсĕ пĕрре те ан кулян, эпĕ унта кăштăртаткаласа çӳрĕп.
— Ой, тем пекех тав тунă пулăттăм.
— Ну, эсĕ вĕçтерех, вĕçтер.
Кинемей, витĕрех курман куçĕ тĕлне аллине тытса, çурхи лĕпĕш пек вĕлтĕртетсе пыракан хĕр хыççăн чылайччен тĕмсĕлсе пăхса юлчĕ.
— Ха, апăрша ачи, тин кăна пĕчĕкскер чупса çӳретчĕ, халĕ ĕçе каякан пулчĕ пулать. Таиç кин хăвăртрах сывалса тухтăр, эх-х савăнать ĕнтĕ çаван пек хĕр пăхса ӳстернĕшĕн! — те хăйĕнпе, те ури çумĕнче ачашланакан кушаккипе калаçрĕ кинемей.
Ферма ялтан пĕр çухрăм пек аякра, уйра вырнаçнă. Вырăнĕ унта аван. Вăрман та, пĕве те çывăхрах. Фермăн общежитийĕ те, карти-хури те çĕннипех, анчах çитĕннĕ чăхсем усрамалли сарай-вите япăхланнă, çавăнпа та кăçал чăх-чĕп валли ятарласа пысăк та çутă çурт купалама пуçланă.
Лена фермăна пырса кĕнĕ чухне шап-шурă халат тăхăннă хĕрсем пĕчĕк чĕпĕсем валли апат хатĕрлетчĕç. Вĕсем вир кĕрпипе вĕтетсе туранă çăмартана пĕрле хутăштарса уйрăм витресене тултараççĕ.
Лена амăшĕ патне килкелесе кайнă-ха, анчах та, Таиç аппа малтан пысăк чăхсем патĕнче ĕçленĕ пирки, чĕпĕсем патĕнче пĕрре те пулса курман. Ку чĕпписене вара пĕр эрне каялла çеç инкубатортан илсе килнĕ. Ленăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç, вăл пĕр хушă темиçе пин сасăпа шиплетекен чĕпĕсем çине тинкерсе, вĕсен янăраса тăракан кĕввине итлесе тăчĕ. Унтан ерипен пускаласа хĕрсем ĕçленĕ çĕре çывхарчĕ.
— Ой, пăхăр-ха, хĕрсем, кам килнĕ пирĕн пата? — терĕ Ленăна чи малтан асăрханă Зоя.
Хĕрсем, йăпăртлăха ĕçĕсене пăрахсах, вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă Ленăна сырса илчĕç. Вĕсем тӳрех Таиç аппа сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлме пуçларĕç. Лена хĕрсене амăшне Шупашкарти больницăна куçарнине пĕлтерчĕ.
— Шел, мĕн тери лайăх çын чирлесе ӳкрĕ. Эпир Таиç аппа чĕпписене халлĕхе хамăрах пăхатпăр-ха, вăл хăвăртрах сывалса тухасса шанатпăр, — терĕ Галя, Ленăран икĕ çул кăна аслăрахскер.
Лена калас тенĕ сăмахне ниепле те çавăраймарĕ, куç умне пулнă хăлăпсăр витрене тинкерчĕ, унтан, пĕтĕм хăюлăхне пухса, хăй фермăна мĕн шутпа килнине пĕлтерчĕ.
— Эпĕ анне вырăнне ĕçлеме килтĕм, енчен те эсир мана хăвăр йыша йышăнсан, паянах ĕçе пуçăнас тетĕп.
— Мĕн калаçса тăмалли пур, айта, ним шутласа тăмасăр ĕçлеме пуçла, çапла вĕт, хĕрсем? — терĕ хĕп-хĕрлĕ çӳçлĕ Зоя, вичкĕн куçĕсемпе тантăшĕсене çунтарса пăхса.
— Çапла, çапла, ак Тамара сана зоотехник киличчен чĕпĕсене кăтартса çӳрĕ.
— Тамара! Василий Петрович киличчен Ленăна хамăрăн ĕç вырăнĕсене кăтартса çӳре, — терĕ Зоя аякра вăтанчăклăн пуçне чиксе тăракан Тамарăна.
Тамарăсен кил-йышĕ урăх ялтан куçса килнĕ. Çавăнпа-ши Тамара çынсенчен çав тери ютшăнать. Хĕрсем кулса вылянă чухне те вĕсемпе нихăçан хутшăнмасть. Хăш-пĕр чухне Тамарăн кампа та пулин чĕрине уçсах калаçас килет, анчах темĕншĕн никампа та çывăхланман. Паян ак, Ленăна курсан, унăн çак хĕрачапа питĕ туслăн калаçасси килчĕ, анчах, яланах чĕнмесĕр çӳренĕскер, сăмаха мĕнрен пуçармаллине пĕлмерĕ.
— Сана кунти ĕç килĕшет-и, Тамара?
— Питĕ. Эсĕ ан хăра, Лена, сана та килĕшет ак, — терĕ Тамара, Лена хăех сăмах пуçарнипе савăннăскер. Вăл Ленăна аллинчен тытрĕ те чĕпĕсем вырнаçтарнă клеткăсене кăтартса çӳреме пуçларĕ. Кашни клеткăна çирĕм пилĕкшер чĕпĕ янă. Вĕсен алăкĕсем веçех çаврака шăтăклă. Çак шăтăксенчен пĕчĕк чĕпĕсем пуçĕсене кăлараççĕ те умĕнче ларакан апата çиеççĕ. Апатпа юнашарах шыв ĕçмелли валашкасем вырнаçтарнă. Çисе тăраннă чĕпĕсем вара шыв пырса ĕçеççĕ.
Кĕçех чĕпĕсем усракан пӳлĕме зоотехник кĕрсе тăчĕ. Василий Петрович, çамрăках мар пулин те, авланма ĕлкĕреймен-ха. Унпа пĕр çулхи юлташĕсем тахçанах авланса ача-пăчаллă пулса тăнă, анчах ун чĕри темшĕн çаплах вăранмарĕ.
Зоотехник кĕнине асăрханă Ленăпа Тамара каччă умне хăюсăррăн утса пычĕç.
— Ырă кун пултăр сире, хĕрсем!
— Сире те çавăн пекех пултăр, Василий Петрович!
— Лена пирĕн пата Таиç аппа вырăнне ĕçлеме килесшĕн, — терĕ Тамара, Василий Петровичăн куçĕнчен вăтанчăклăн пăхса илсе.
— Да-а-а, аннӳне Шупашкарти больницăна леçнине пĕлтĕм-ха эпĕ. Вĕренӳ енчен мĕнле вара?
— Кайран, анне сывалсан тата пичче Совет Çарĕнчен таврăнсан.
Василий Петрович пĕр хушă темĕн çинчен шухăшласа тăчĕ, унтан вăл Лена çине пăхрĕ те:
— Мĕнех, апла пулсан, сана эпĕ пĕрремĕш ĕç кунĕ пуçланнă ятпа саламлатăп çеç. Хĕрсем пирĕн лайăх, малтанхи вăхăтра ак Тамара пулăшкаласа пырĕ, — терĕ.
— Тавтапуç сире, Василий Петрович.
Ленăн çак юлашки кунсенче канăçсăрланнă чĕри пĕрремĕш хут çăмăллăн та пĕр тикĕссĕн тапма пуçларĕ.
III
Вăрнар станцине çитсе чарăннă пуйăс çинчен пĕр çирĕм-çирĕм икĕ çулсенчи сап-сарă çӳçлĕ те кăн-кăвак куçлă, патвар хул-çурăмлă çамрăк сиксе анчĕ. Çине вăл вĕр-çĕнĕ салтак тумĕ, урине йăлтăртатакан пуличчен çутатса лартнă сăран атă тăхăннă. Çурăм хыçĕнче пысăк мар кутамкка. Çамрăк çине пăхсан, вăл темшĕн питĕ савăнни, унпа пĕрлех кăшт хумханни те палăрать. Акă вăл хăйне илсе çитернĕ пуйăс çине тепĕр хут пăхса илчĕ те Калинино еннелле каякан çулпа çăмăллăн, чупнă пекех утса кайрĕ. Çамрăк мĕнле хыпаланса, пилĕк таран пулнă ыраш пуссипе выртакан сукмак тăрăх малалла чĕререн ăнтăлса утнине курсан, ку каччă тăван вырăнсене тунсăхланине, ачаран чĕрене çывăх та хаклă тавралăха хăвăртрах курасшăн çуннине чухлама пулать.
Ку вăл Ленăсен ялĕнче пурăнакан Ваня, ялти пек каласан, Сахар Матвин ывăлĕ Ванюк пулчĕ. Вăл паян Совет Çарĕнчен киле, тăван ялне таврăнать.
Каччă çепĕç çил вĕрнипе кăшт çеç палăрмалла хумханса илекен ыраш уйĕ çине ытарайми куçсемпе пăхса илчĕ те, ачаранпах паллă, шерпетлĕ сывлăша кăкăр туллин сывласа, малтанхинчен те хытăрах утма пуçларĕ.
Тăван ялĕнче Ваня икĕ çул пулман. Икĕ çул… «Мĕнле пурăнаççĕ-ши аттепе анне?..»
Яла Ваня кăнтăрла иртсен çитсе кĕчĕ. Килкартине кĕрес чух ăна шăпах амăшĕ, Униç инке, тĕл пулчĕ.
— Аннеçĕм! Анне!
Ваня амăшĕ патне чупса пырса ăна ыталаса илчĕ, пĕркелене пуçланă типшĕм питĕнчен виçĕ хут чуптурĕ.
— Сывă-и, аннеçĕм? Мĕнле пурăнатăр?
Униç инке тăруках чĕлхесĕр пулса ларчĕ, вăл, ывăлĕ çак çитес эрнесенче таврăнмалла пулнине пĕлсех тăратчĕ пулин те, ăна курнипе çухалсах кайрĕ. Ывăлĕ ыталаса илсен тин тăна кĕнĕ пек пулчĕ.
— Ай-й, ывăлăм, тинех çитрĕн пулать. — Униç ывăлне хăй çумне пăчăртарĕ, юхса аннă савăнăç куççульне пытармасăр ачине çупăрларĕ. — Каласа кăтарт ĕнтĕ, ывăлăм, мĕнле пурăнкаларăн?
— Манăн нимĕн каламалли те çук, анне, ак хăвах куратăн, сывă та тĕреклĕ. Эсĕ пĕрех хут ялти улшăнусем, хăвăр пурнăçăрсем çинчен каласа пар.
— Пирĕн мĕн улшăнăвĕсем пур-ши? Эпĕ халăхпа пĕрле уй-хир бригадинче ĕçлетĕп. Кашни уйăхрах укçа илетпĕр. Халлĕхе сывлăхăм чиперех те шалăвĕ те самаях пысăк, Аçу, ачам, ĕмĕрне çурт-йĕр тусах ирттерет ĕнтĕ. Халĕ тата çĕнĕ ферма купалама пуçланă та, унта бригадирта ĕçлет. Хамăрăн та çĕнĕрен пӳрт лартмалла та-ха, халĕ эсĕ таврăнтăн ĕнтĕ, ачам, тепрер çултан хăпартса лартăпăр-и, тен.
— Ĕçлеме пуçлам, анне, пӳртне ăна кирпĕчренех купалăпăр.
— Халĕ нумайăшĕ кирпĕчрен купалаççĕ-ха. Эх-х, ватсупнă, ара, ачана хамăн кирлĕ-кирлĕ мар калаçупа йăлăхтартăм пулĕ.
Эсĕ, ывăлăм, çул хыççăн çăвăнас тетĕн пулĕ, мунча хутса ярам-ха.
— Ун пекех ан ăшталан, анне, эпĕ сивĕ шывпах çăвăнкаласа илем-ха, шăмшак уçăлтăр. Халĕ çу варринче кам ăшă шывпа çăвăнать?
— Ну, хăвăнне хăв пĕл апла. Шывĕ çенĕкре, питшăлли те унтах çакăнса тăрать. Эпĕ апат хатĕрлем-ха.
Пилĕк таран сивĕ шывпа çăвăнса уçăлнă Ванюк амăшĕ хистенипе сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Униç инке ывăлĕ умне ешĕл симĕс суханпа хутăштарнă хăйма, шуратса пĕçернĕ чăмăрла çĕрулми лартса пачĕ.
Апатланнă хыççăн Ваня пахчана тухса кĕчĕ, килкартине пăхса çаврăнчĕ. Халлĕхе вăл хăйне валли нимĕнле ĕç те тупаймарĕ, çавăнпа та ашшĕ ĕçлекен стройкăна, çывăхри вăрмана çитсе килме шутларĕ.
— Анне! Эпĕ уй-хир, вăрман курса çӳреме тухам-ха.
— Каях, каях, ачам, уçăлкаласа çӳре.
Каччă малтанах вăрмана çитме шут турĕ. Вăрманĕ вĕсен ялтан инçех мар. Калăпăшĕпе вăл пысăках мар, çавах та çуркуннепе тĕрлĕрен чечексенчен, çулла çырларан, кĕркунне вара мăйăр-кăмпа енĕпе пуян. Ваня вăрмана килĕштерет, шкулта вĕреннĕ чухне вĕсем кашни кун тенĕ пекех унта çӳренĕ. Çуркунне чăрăшсем, юмансем куçарса лартнă. Кĕркунне выльăхсене валли çулçă хатĕрлене тата йĕкел пуçтарнă. Хăш-пĕр пушă вăхăтсенче ачасемпе пĕрле уçăлмалла кăна çӳренĕ.
Салтак вăрмана мăн çулпа мар, ял çумĕпе пуçланакан улăх тăрăх кайма шутларĕ. Вăл, çултан пăрăнса, тӳрех çулса ĕлкĕреймен улăха тухрĕ. Тĕнчери пур сăрсенчен пухса тĕртнĕ çемçе кавир пек пĕтĕм илемлĕхĕпе, уяври капăрлăхĕпе кĕтсе илчĕ çамрăк çынна тулăх çаран. Каччăн куçĕсем чарăлса кайрĕç. Акă ăçта иккен вăл чăн-чăн юмахри тĕнче. Нимĕнпе те улăштарма пултараймалла мар, хаклăран та хаклă пурнăçăн çак аслă тĕнчери чĕрене çывăх та тăван пĕр пĕчĕкçеç кĕтесĕ, куç умĕнче чăннипех те юмахри çĕршыв пек чуна ыррăн çĕклентерсе, хăпартлантарса тăрать. Çак улăх тăрăх Ваня миçе хутчен утса-чупса тухман пулĕ, анчах та паянхи пек чĕрене хускатакан илеме вуçех те асăрхаман. Тен, ку пĕтĕмпех тăван вырăнсене тунсăхланăран пулĕ? Чăнах, хăш-пĕр чухне этем йĕри-таврари илеме сăнаса пăхмасть, унăн ытармалла мар пархатарлă сăн-сăпатне асăрхамасăр, чунсăр çыннăн пурнăçĕпе пурăнать. Темĕнле сăлтавсене пула кайран çав этемĕнех хупăнса ларнă куçĕ ăнсăртран уçăлать, пĕр туйăмсăр тапнă чĕри читлĕхрен хăтăлса тухнă кайăк евĕр вĕçсе тухать, иртсе кайнă пĕр евĕрлĕ хура, тĕттĕм кунсенчи илемсĕр пурнăçа çутатса ярса, чĕрĕ вăй, пурнăç вăйĕ парнелет. Ку вăл этемшĕн чăн-чăн пысăк телей.
Каччă, пĕчĕк ача пек савăнса кайнăскер, пĕр чечек патĕнчен теприн патне чупрĕ, вĕсен ешерекен пурнăçне вăхăтсăр татма хăяймасăр, пĕшкĕне-пĕшкĕне сăнарĕ, таврана сарăлакан ырă шăршипе киленчĕ. Аякран пăхсан, çак çитĕнсе çитнĕ каччă пĕчĕк ача пек савăнса чупни, чечексене пĕшкĕне-пĕшкĕне пăхни кулăшла пек те туйăнĕ, ытла та ăссăрла, ĕçсĕр сулланса çӳрĕнĕн курăнĕ, анчах та çак мар-ши чăн-чăн çыннăн ырă та пархатарлă чĕри?
Хĕвелĕн юлашки пайăркисем, çитес çĕнĕ кун пуçланиччен тавралăхпа сывпуллашса, ăшă çил вĕрнипе кăшт çеç палăрмалла хумханса ларакан уйсемпе хирсене, йывăç-курăксене çепĕççĕн ачашла-ачашла тухрĕç ĕнтĕ. Ерипен-ерипен лăпкă каç шăвăнса пычĕ. Çутçанталăк илемне парăннипе вăхăт иртнине те сисмерĕ каччă, анăçлăх пушар чухнехи пек хĕрелсе кăварлансан тин вăрмана çитме пулнине аса илчĕ.
Тĕттĕм пуличчен çаврăнса килес тесе, Ваня хытăрах утма пуçларĕ. Кĕçех вăл вăрмана çитсе кĕчĕ. Вăрман шăпланман-ха. Кун каçипе ĕçлесе ывăннă ĕçчен кайăксем, канма лариччен савăнса юлас тенĕ пек, пĕр-пĕринпе ăмăртмаллах юрлаççĕ.
Хăйсем вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă чух лартса хăварнă чăрăшсене, юмансене пăхса çӳренĕ хыççăн чунĕ киленнĕ каччă каялла çул тытрĕ. Хальхинче вăл улăхпа мар, мăн çулпа утрĕ. Вăрманпа ял хушшинче, çултан сулахай енче, колхозăн чăх-чĕп ферми вырнаçнă. Унтан инçех те мар купалама пуçланă çурт курăнса ларать. «Атте çавăнта ĕçлет пулĕ ĕнтĕ, шел, çитсе кураймарăм, ну, юрĕ, ыран кайса куратăпах», — татăклăн шутларĕ салтак, утăмсене хăвăртлатса.
Çав вăхăтра фермăран икĕ хĕрарăм тухрĕ. Вĕсем васкасах ял еннелле утрĕç. Ванюкăн чĕри кăртах турĕ. Камсем-ши вĕсем? Ĕçрен таврăнаççĕ ĕнтĕ. Киле килнĕренпе ялти пĕр çынпа та калаçма ĕлкĕреймерĕ-ха Ваня, çавăнпа та хĕрарăмсемпе пĕрлешекен çул патне çывхарнăçем вăл кăштах хумханчĕ.
Хĕрарăмсем тенĕ çынсем çап-çамрăк хĕрсем пулчĕç. Ленăпа Тамара. Хуп-хура куçлă Лена. Çапла, çапла… Лена, унăн савнийĕ… Çак икĕ çул хушшинче Ванюкăн ăна аса илмен кунĕ пулмарĕ, сехечĕ иртмерĕ. Хĕрача ун çинчен пачах та аса илес çуккине пĕлсех, пĕр Ленăна кăна асĕнче усрарĕ.
Çул юппинче вĕсем — хĕрсем те, Ванюк та пач чарăнса тăчĕç. Пĕр хушă нимĕн чĕнмесĕр хире-хирĕç пăхса тăчĕç, унтан пĕр-пĕрин патне çывхарчĕç.
— Салам, хĕрсем! Ĕçрен таврăнатăр-и? — хĕрсен аллине тытса чăмăртарĕ каччă.
— Ырă кун, Ванюк. Эсĕ хăçан таврăннă вара? — терĕ Лена, хĕрелсе кайса!
— Паян, кăнтăрла иртсен çитрĕм. Мĕнле пурăнатăр? Качча тухса тармарăр-и-ха? — кулса ячĕ Ванюк.
— Эпир тухман-ха, хăв унтан пĕр-пĕр чиперкке çавăтса килмерĕн-и? — çавăн пекех кулса илчĕç хĕрсем.
— Чиперккисем хамăр ялтах ӳсеççĕ вĕт, мĕншĕн аякрине хапсăнас? Ак, эсирех мĕнлерех ӳссе, илемленсе кайнă. Йăлт улшăннă, тата та ытларах чиперленнĕ.
Ванюк пĕр хушă шăпланчĕ, икĕ хĕр хушшинче утса пыраканскер, тем шухăша кайрĕ. Виçĕмçул вĕсем Ленăпа иккĕшĕ çак çул тăрăх ярмаркăран таврăнчĕç. Ун чухне ача пек кăначчĕ-ха Лена, Ванюкран та вăтанмастчĕ, вĕçĕмсĕр калаçатчĕ, кулатчĕ. Çумри каччă хăйĕн çине юратса та вăтанса пăхнине сисместчĕ. Халĕ ак Лена çитĕннĕ.
— Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕр, хĕрсем? Каласа кăтартăр мĕн те пулин? Мĕнле пурăнатăр?
— Аванах пурăнатпăр. Эпĕ ак фермăра ĕçлеме пуçларăм, чĕпĕсем патĕнче. — Лена йăпăртлăха каччă çине пăхса илчĕ, анчах Ванюкăн куçĕсемпе тĕл пулсанах, пуçне урăх еннелле çавăрчĕ. — Эсĕ тата мĕнле пурăнатăн? Яла пуçĕпех килтĕн пулĕ?
— Чаçри ачасем нумайăшĕ БАМ тунă çĕре кайрĕç, эпĕ вара ак ялах таврăнтăм. Ыран — ĕçе.
Ял пуçĕнче вĕсем уйрăлчĕç. Ленăпа Тамара — пĕр еннелле, Ванюк — тепĕр еннелле. Вăл килне пахча витĕр кĕчĕ.
Ашшĕ, халĕ кăна ĕçрен çитнĕскер, алăк сасси илтĕнсенех ывăлне хирĕç утса пычĕ.
— Атте!
— Çитрĕн-и, салтак? Ай-яй, мĕнлерех тĕрекленсе кайнă эсĕ, çар пăтти килĕшнĕ пулас сана, ачам. Ашшĕпе ывăлĕ ыталанса илчĕç.
Матвей Захарч йĕрлĕ-йĕрлĕ çӳхе кĕпепе, хура хăмăр пусмаран çĕленĕ шăлаварпа. Урине çамрăксем спорт ăмăртăвĕсенче тăхăнакан кеда тăхăннă.
— Кунпа утма çăмăл, урана ыраттармасть, — ывăлĕ куларах пăхнине сиссе калаçма пуçларĕ ашшĕ.
— Ну, ывăлăм, вăрмана çитсе куртăн-и?
— Çапла, атте. Сирĕн стройкăна çитесшĕнччĕ те, ĕлкĕреймерĕм.
— Чипер туса пĕтерсен, ай-яй лайăх вите пулать вăл, таврара пĕрремĕш ферма, анчах ĕçлекен алăсем сахалтарах. Хĕле кĕриччен мĕнле пулсан та вĕçлес пулать пирĕн унти ĕçсене, çавăнпа та çак эрнере çĕрлехи смена йĕркелерĕмĕр. Çапла, ывăлăм. Ну, эпĕ çăвăнам-ха, савăннипе пит-куçа чӳхеме те мантăм.
Çăвăннă хыççăн Матвей Захарч кĕпине улăштарчĕ, çап-çаврака кастарнă хĕрлĕрех мăйăхне, пуç тӳпинчи темиçе пĕрчĕ çӳçне пĕчĕк турапа якатрĕ. Ванюк ашшĕ утмăлсенчен иртнĕ старик. Анчах унăн вăтам пӳллĕ кĕлетки вăр-вар, ывăлĕн пекех кăн-кăвак куçĕсем çав тери чĕррĕн пăхнăран ăна никам та хăй çулне памасть. Ĕçре вăл çамрăксемпе тан, хăш-пĕр чухне ытларах та ирттерет.
Алăкăн-тĕпелĕн хыпаланса çӳрекен Униç инке сĕтел çине хатĕрлерĕ. Упăшкипе ывăлĕ умне пăсланакан вĕри чăх шӳрпи лартрĕ, çĕрулмипе пĕçернĕ кукăль вакласа хучĕ. Пĕчĕк çемье сĕтел хушшине пуçтарăнчĕ.
— Амăшĕ, яшкана тем тăвар çитмест пек. Илсе кил-ха тăварлантармалли, ывăл таврăннă ятпа пĕрер черкке ĕçер, — терĕ ватти, арăмĕ çине ăшшăн пăхса.
— Сăра та пур-ха, нӳхрепрен илсе тухрăм та, сивви тартăр тесе, плита çине лартрăм, — телейлĕн калаçрĕ Униç инке, буфетран пĕр кĕленче эрехпе черккесем лартса парса. — Эсир çийĕр-ха, çийĕр, унсăрăн яшки сивĕнет тата.
Пĕр хушă нихăшĕ те ним чĕнмесĕр яшка сыпма пикенчĕç, анчах Матвей Захарч кун пек нумаях лараймарĕ, вăл кашăкне аяккалла хучĕ те ывăлĕ çине тӳррĕн пăхрĕ.
— Ну, ывăлăм, эсĕ ялтах юлма шутлатăн пулĕ?
— Çапла, атте. Эпĕ ыран правление кайса председательтен ĕç ыйтасшăн.
— Вăт аван. Эсĕ пирĕн пата яма ыйт, стройкăра çын çитмест.
— Ăçта кирлĕрех, çавăнта яччăр, эпĕ хирĕç мар.
— Ку та тĕрĕс, çапах та сана пирĕн патах яраççĕ пулĕ, те-тĕп. Мĕншĕн тесен пирĕн шоферсем сахал.
Нумайччен калаçса ларчĕ пĕчĕк çемье. Юлашкинчен Матвей Захарч хаçатсем пăхкаларĕ те çывăрма кĕрсе выртрĕ. Ванюк та амăшĕ хатĕрленĕ шап-шурă çивиттиллĕ çемçе вырăн çине пĕчĕк ача пек чăмрĕ.
Хăнăхнă йăлапа Ванюк ирех ыйхăран вăранчĕ. Пӳртре никам та çук.
Каччă йăпăр-япăр сиксе тăрса вырăнне тирпейлерĕ те кил-картине тухрĕ. Амăшĕ лаçра апат пĕçерет, ашшĕ халĕ кăна тăнă пулас, çемçе алшăллипе тăрăшсах мăйне, хул-çурăмне шăлать.
— Ну, салтак, мĕнле çывăртăн? — утнă çĕртех кĕпине тăхăнса ывăлĕ умне пырса тăчĕ старик.
— Питех те аван, атте. Ытла та çемçерен пулас, сирĕнтен те çывăрса юлнă ак.
— Ну, мĕнле калас, халлĕхе эсĕ хăна кăна-ха, хăнан вара çывăрмалла, — кулкаласа калаçрĕ ашшĕ. — Мĕнле, шăмшака уçăлтармалла шыва кайса кĕрер мар-и?
— Эпĕ хаваспах, атя, каяр, — çийĕнчех килĕшрĕ каччă.
Апат пĕçерекен амăшĕ, çакна илтсен, лаçран хыпаланса тухрĕ.
— Ах, тур, çак Матви ватăла киле ухмахах ерсе пырать пуль ĕнтĕ. Ара, ирхине кам этемми шыва кĕтĕр? Пĕрре-пĕрре чирлесе ӳкетĕн те-ха, ара, çаплах çамрăк мар ĕнтĕ, хăвна хăв тытма пĕлмелле мар-и?
Матвей Захарч çамрăк чухнехи пек алли-урисемпе хуçкаланса илчĕ те карчăкĕ патне пырса ăна çепĕççĕн çупăрларĕ.
— Эсĕ, карчăкăм, маншăн ан хăра. Старикку халлĕхе санăн çирĕп-ха, эсĕ лучшĕ эпир килнĕ çĕре тутлăрах яшка пĕçерсе хатĕрле, юрĕ-и? Эпир вара — часах, çапла вĕт, ывăлăм?
Ванюк кăмăллăн кулса ячĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕ çине юратса, хисеплесе пăхрĕ. Яланах пĕр-пĕриншĕн тăрăшаççĕ вĕсем, халиччен пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа курман.
— Анне, ан хăра, эпир аттепе хăвăртах кайса килетпĕр. Кăшт чӳхенетпĕр те каялла тухатпăр.
— Мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ сирĕнпе, кайăрах эппин. Анчах астăвăр, шывĕ сивĕ пулсан ан кĕрĕр. Чирлесе ӳкĕр тата. Матви, эсĕ мĕн… путса ан вил тата.
— Юрать, юрать, Униçĕм, ытти чухне путманнине халĕ ывăлпа пĕрле путас çук ĕнтĕ.
— Ытти чухне… ах, тур, тур, ку ватсупнăпа, ара, ытти чухне те шыва кĕнĕ-и эсĕ вара?
— Çуллахи вăхăтра — кашни кунах, савнă карчăкăм. Ватăлăхпа кĕрешетĕп эпĕ, ватлăхран таратăп, çакăн пек вăхăтра ватăлассăм килмест вĕт.
Ирхи апат хыççăн пĕчĕк çемье саланчĕ. Матви мучи хыпалансах стройкăна тухса утрĕ, Униç инке ытти хĕрарăмсемпе пĕрле уй-хир ĕçне васкарĕ.
Ванюк та хăйĕн çи-пуçне тирпейлесе колхоз правленине кайма тухрĕ.
Колхоз правленийĕ икĕ урам хĕресленсе пĕрлешнĕ çĕрте, тарăнах мар çырма леш енчи тӳрем вырăнта ларать. Унтах клубпа библиотека та. Çак пысăк та илемлĕ çурта Ванюк çиччĕмĕш класа кайнă чухне туса лартнăччĕ. Правление Ванюк пăлханнă чĕрепе кĕчĕ, хăй çара кайса килнĕ пулсан та, аслă çынсемпе калаçма вăл кăшт именерех парать.
Ванюк телейне, председатель кунтах пулчĕ. Вăл, таçта кайма хатĕрленнĕскер, çамрăк кĕрсе тăрсан, аллинчи хучĕсене сĕтел çине хучĕ те каччă еннелле çаврăнчĕ.
— Ырă кун пултăр, Ефим Егорович!
— А-а, Ваня, Ванюк! Хăçан таврăнтăн?
— Ĕнер çитрĕм, Ефим Егорович!
— Аван, аван. Ну, атя лар, каласа кăтарт, мĕнле служить турăн?
— Тавтапуç, Ефим Егорович, чиперех темелле. Венгри çĕр-шывĕнче пултăм.
— Аван, аван.
Ванюк çак вăтам пӳллĕ, типшĕмрех пит-куçлă çын çине тĕсесе пăхрĕ. Председателĕн тĕксĕм сарă çӳçĕ хушăран кĕмĕл тĕспе витĕннĕ, анчах та çӳçĕ хулăн пирки, сăнаса пăхмасан, вăл питех курăнмасть те. Хăмăр куçĕсем çын çине тӳррĕн, кăмăллăн пăхаççĕ.
Председатель Ванюк хăйне сăнанине сисрĕ пулас, хăмăр куçĕсене хĕстерсе лартрĕ те каччă çине пăхса çăвар туллин кулса ячĕ.
— Мĕн, Ванюк, питех ватăлса кайнă-и? — терĕ вăл, çаплах йăл-йăл çиçсе.
Çак ватă енне сулăннă çын çапла пĕчĕк ача пек хаваслăн та уççăн кулса янипе Ванюка пӳлĕм стенисем те çуталса кайнă пек туйăнчĕç.
— Аптрамалла мар, Ефим Егорович, ватăлни сисĕнмест-ха, — терĕ вăл та ăшшăн йăлкăшса.
— Эсĕ çитĕнсе сарăлнă вара. Нимĕн те калаймăн, чăн-чăн ăмăрткайăк, — Ванюк çурăмĕнчен лăп-лăп тутарса илчĕ колхоз пуçлăхĕ, унтан, халĕ кăна шӳтлесе калаçнине манса кайса, каччă çине шăтарас пек тӳп-тӳррĕн пăхрĕ. — Ну, каччă, мĕн шутлă эсĕ, ирĕкелле таптарас тетĕн е кунтах, хамăр пата юласшăн?
— Эпĕ, Ефим Егорович, кунтах юлатăп. Пĕр-пĕр ĕç парăр мана.
— Ĕçĕ çителĕклех-ха пирĕн, кăçал чăх-чĕп ферми тума пуçларăмăр. Унта шăпах шоферсем çитмеççĕ. Стройкăна вара хĕле кĕриччен мĕнле пулсан та вĕçлес пулать. Эсĕ халлĕхе канса вăй ил те, сана машина парăпăр.
— Ефим Егорович, эпĕ паянах ĕçе тытăнасшăн.
— Паянах?
— Çапла.
— Паянах-тăк паянах пултăр, ку тата лайăхрах. Ĕçре ăнăçу сунатăп.
Чăх-чĕп вити тунă çĕре те вĕсем пĕрлех кайрĕç.
IV
Лена фермăра ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт самаях иртрĕ. Çак хушăра хĕр чĕпĕсем пăхас ĕçе пуçĕпех вĕренсе çитрĕ. Фермăна киличчен ĕç пирки иккĕленчĕ пулсан, халĕ Ленăшăн чĕпĕсем пăхасси савăнăç кăна пулса тăчĕ. Вăл çав пĕчĕкçеç шиплетекен чăмăрккасене чун-чĕререн килĕштерсе пăрахрĕ.
Паллах, ĕçе хăнăхиччен йывăрлăхсем те сахалах мар пулчĕç. Пĕчĕк чĕпĕсене апат çитерсе шыв ĕçтерни кăна çителĕксĕр иккен, вĕсене чăн-чăн çепĕçлĕх, ачашлăх кирлĕ. Вĕсем, чеченскерсем, кăшт сивве те, ытлашши вĕрие те, нӳрĕке те чăтаймаççĕ. Çавăнпа та вăй илсе тĕреклениччен Лена чĕпĕсем патĕнчен уйрăлмарĕ те темелле. Пĕлмен вăхăтсенче ăна хĕрсем пулăшрĕç.
Пурте йĕркеллĕ пек ĕнтĕ, çапах та кашни ирех чĕпĕсен клеткисем патне пынă чухне хĕрĕн чунĕ шикленчĕ. Мĕнле çĕр каçнă-ши вĕсем? Вилнисем çук-ши? Клеткăсене кашнине тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă хыççăн тин унăн чĕри савăнăçпа тулчĕ, кăмăлĕ çĕкленчĕ. Хĕрача вара юрла-юрла ĕçе пуçăнчĕ. Апат валашкисене тасатрĕ, таса шыв улăштарса ĕçтерчĕ. Çĕр каçипе пĕчĕкскерсен хырăмĕсем выçнă пулас, вĕсем çирĕпленсех çитмен сарă сăмсисемпе тимлесех апат валашкине таклаттараççĕ.
— Часах çитеретĕп ак, часах. Тасатса пĕтерем кăна, кăштах кĕтĕр. Таса çĕрте апачĕ те тутлăрах пулĕ, — чĕпĕсем хăйне ăнланас пек, вĕçĕмсĕр чĕвĕлтетрĕ хĕр.
Акă ĕнтĕ пур çĕрте те таса, пур çĕрте те йĕрке. Ирхи апат çитерме те юрать. Лена пулă çăвĕпе люцерна хутăштарнă комбикорма витресемпе çĕклесе валашкасем çине хура-хура тухрĕ. Чĕпĕсем кăшăлах апат çине тăрăнчĕç. Тепĕр самантран валашкасем пуш-пушах.
— Вăт маттур эсир паян, ак татах хушса парам. Çийĕр, хăвăртрах çитĕнĕр, — амăшĕ ачисемпе калаçнă пек калаçрĕ вăл.
Хĕрача кăмăллă. Çав тери кăмăллă. Унăн хăйĕн пĕчĕк чĕпписем çине пăхса вĕçĕмсĕр савăнасси, ахăлтатса куласси килчĕ. Çамрăк чĕрери вĕри юн пусăмĕ ырă туйăмсемпе туллин вăй илнĕрен хĕрĕн чечекленекен пурнăç тапхăрĕ малалла çунатланса хăпарчĕ, таврари мĕнпур çынна пултарнă таран ырă ĕçсем парнелеме хистерĕ. Унăн аллинче кирек епле ĕç те вĕресе кăна тăракан пулчĕ. Çавăнпа та хĕрсем Ленăна хисеплеме пуçларĕç, час-часах ун участокĕнчи йĕркелĕхе пăхса савăнчĕç, хăйсем те ĕçри тасалăха ӳстерчĕç. Амăшĕн сывлăхĕ çеç канăçсăрлантарчĕ хĕре, çывăрма выртсан час-часах минтер питне йĕпетрĕ Лена, анчах ĕçре ун кăмăлĕ каллех уçăлчĕ. Вăл хаваслăрах пулма тăрăшрĕ. Ĕнер тата Ираида Васильевна та савăнтарчĕ ăна.
Амăшĕ сывалса пырать иккен.
Ĕçчен хĕре зоотехник та часах асăрхарĕ, ун çине кăмăллăн пăхрĕ. Ĕç ĕçех ĕнтĕ, унта савăнмаллипе пĕрле кулянмалли те харкашса илмелли те тупăнать.
Пĕр ирхине Лена, яланхи пекех ĕçĕсене вĕçлесен, тем пирки фермăна кая юлса килнĕ Варвари ятлă ватăрах хĕрарăма пулăшма пычĕ.
— Варвари инки! Ман ирхи ĕçсем пĕтрĕç, çавăнпа та сана пулăшма килтĕм, — терĕ вăл, тулли кĕлеткеллĕ хĕрарăм умне пырса.
— Пулăшма? Вăт лайăх, лайăх. Апла пулсан, ак витресем ил те комбикорм çăрса нӳрет.
Лена шурă халат çаннисене тирпейлĕн тавăрчĕ, умне вараланасран çакнă саппунне тӳрлетсе çыхрĕ те михĕри комбикорма сарлака валашка çине ярса шывпа хутăштарчĕ, ăна тĕплĕн пăтратса нӳретрĕ.
— Варвари инки! Кунта симĕс курăк ямаллаччĕ. Пĕрреллĕхе пырĕ. Кăнтăрлахи апатпа парăп. Атя хăвăртрах витресем çине тултар та, чĕпĕсене çитерĕпĕр.
Хĕрача хĕрарăм каланине итлерĕ. Вăл комбикорма витресем çине тăп-тулли тӳпелерĕ те клеткăсем патне çĕклесе пычĕ.
— Ак çак йĕркерен пуçла çитерме, — Лена еннелле пăхмасăрах хушрĕ вăл, чĕпĕсене шыв ярса параканскер.
Çамрăк хĕр валашкасем çине апат ярса парас тесе пычĕ те тăпах чарăнса тăчĕ. Вĕсем пĕри те таса мар. Шывне те савăчĕсене çумасăрах ярса панă иккен Варвари.
— Инки! Валашкисене малтан çăвас пулатчĕ, унта апат юлашкисем пур, — тен, лешĕ хыпаланнипе тасатасси çинчен манса кайнă пулĕ тесе, аса илтересшĕн пулчĕ Лена.
— Юрать, юрать. Килти чĕпĕсем пăхмасăрах çитĕнеççĕ, кунта ачаша вĕрентсе янă вĕсене эсир. Мĕн чухлĕ ачаш пăхатăн, çавăн чухлĕ ытларах вилеççĕ.
— Çук, Варвари инки, апат валашкисене çумасăр комбикорм ярса памастăп эпĕ. Чĕпĕсем варвиттине ереççĕ. Малтан çуса тухăпăр, кайран çитерĕпĕр. Шыв савăчĕсене те çумалла пулнă, пăх-ха, шывĕ мĕнле пăтранчăк. Çаплипех ĕçеççĕ вĕт-ха пĕчĕкскерсем, чирлессе те пĕлмеççĕ.
Варвари Лена енне çилĕллĕн çаврăнса пăхрĕ. Вăл тутăрĕ айĕнчен тухса кайнă тĕксĕмрех хура çӳçне таса мар аллисемпех каялла пĕтĕркелесе чикрĕ те, хĕрача умнех утса пырса, мăнаçлăн каçăрăлса тăчĕ.
— Эсĕ мĕн, мана пулăшма килтĕн е ăс пама? Ăс пама пулсан, вĕçтер кунтан хăвăртрах. Эпĕ çын ăсĕпе пурăнма хăнăхман.
— Çук, Варвари инки, вĕрентсе каламастăп, çынна ăс памалăх пурăнман-ха эпĕ, çапах та чĕпĕсене таса мар савăтсенче апат çитерме юрамасть. Вĕсем чире ереççĕ.
— Вăт мĕн, ачамкка, малтан эсĕ пĕрер çулталăк ĕçлесе пăх, пурнăçăн тути-масине астивсе кур, кайран вара, пошалстă, ман пата килсе чĕпĕсене апат мĕнле çитересси çинчен лекци вуласа кăтартма пултаратăн. Халлĕхе вара сан кăтартусемсĕрех пурăннă. Ăнланмалла-и? Апла пулсан, тасал ман умран, ĕçлеме чăрмантарса ан тăр.
Тарăхса кайнă хĕрарăм Лена аллинчи витрене картах туртса илчĕ.
— Мĕнле шăв-шав пырать кунта? — Ленăпа Варвари патне утса пычĕ зоотехник шăп çак вăхăтра.
— Эй, мĕн шăв-шавĕ пултăр, ак Ленăпа чĕпĕсем çинчен калаçса тăратпăр. Çапла вĕт, Лена? — нимĕн пулман пек йăл та ял кулса илчĕ Варвари.
Хĕрача нимĕн калама та аптăрарĕ. Халĕ кăна вут-хĕм кăларса пăхакан çилĕллĕ куçсем тăруках улшăнчĕç, тинтерех сиввĕн калаçнă инке Ленăна тăван ачине çупăрланă пек çурăмĕнчен лăпкаса илчĕ.
Зоотехник нимĕн те шарламарĕ. Вăл Варвари чĕпписен клеткисене пăхма пуçларĕ.
— Ай-яй, таса мар сан кунта, çав тери таса мар, Миронова! Миçе хут асăрхаттартăм эпĕ сана, пурпĕр усси çук. Атя-ха, сана Лена ĕçлекен участока кайса кăтартам. Мĕн тери йĕркелĕх унта, чун савăнать, кăмăл çĕкленет.
— Ара, çав ĕнтĕ. Çамрăк çын патĕнче камăн чунĕ ан çĕклентĕр. Пирешкел ватă енне сулăннисен таçта кайса кĕмелле ĕнтĕ. Пур çĕрте те тиркеççĕ, пур çĕрте те юратмаççĕ. Тем пек тăрăшсан та юрама çук вĕт.
— Тăрăшни курăнмасть çав сан. Хисепе тивĕçлисен йĕркине ниепле те тăраймастăн эсĕ, Варвари, çавăнпа та тиркеççĕ. Ну-ка, тавай витресемпе вĕри шыв илсе кил те хлораминпа хутăштарса клеткăсене, валашкасене дезинфекци ту. Асту, тепре килсе пăхнă çĕре йĕрке пулнă пултăр.
Зоотехник Лена умĕнче чарăнса тăчĕ.
— Сан тата ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ? Кунта ĕçе килсе кĕнишĕн ӳкĕнместĕн-и?
— Çук, Василий Петрович. Мана кунти ĕç çав тери килĕшет.
Каччăн куçĕсем çуталчĕç. Вăл хĕрача çине ăшшăн пăхса илчĕ те малалла утса кайрĕ.
Зоотехник пăрăнса утсанах, Варвари Лена патне тулхăрса пычĕ.
— Сана пула тем сăмах илтмелле пулĕ. Çӳрен çав чăрмантарса… Тупăннă пулăшуçă! Юриех Василий Петрович умĕнче ырă ят илесшĕн хăтланатăн пулĕ-ха. Лешĕ те, майлă мар, пуçне каçăртса хунă. Эпĕ-и, эпĕ мар-и тесе çӳрет. Тьфу, тепĕр тесен, ват хусах, ват хур аçи пекех каркаланса çӳрет.
— Варвари инки! Епле намăс мар сана çын çинчен апла калаçма? Василий Петрович сана тĕрĕс каларĕ вĕт, уншăн мĕн кӳренмелли пур?
Варвари Лена çине кăн пăхрĕ, анчах урăх шарламарĕ, аллипе сулчĕ те ирĕксĕр тенĕ пекех вĕри шыв патне таплаттарчĕ.
— Лена, атя люцерна çулма кайăпăр! — кăшкăрчĕ çав вăхăтра Тамара.
— Тамара! Кил-ха самантлăха.
Тамара витрисене кĕтесе лартса хăварчĕ те юлташĕ патне васкаса пычĕ.
— Тамара, эсĕ халĕ пушă-и?
— Пушантăм. Кăнтăрлахи апата валли тесе люцерна çулма каяс теттĕмччĕ.
— Тамара! Пĕлетĕн-и, люцернине кайран çулăпăр, халĕ ак Варвари чĕпписен клеткисене, валашкисене дезинфекци тăвас пулать.
— Варвари инкенне-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ вăл. — Мĕн, вăл хăй тасатма пултараймасть-им? Ĕçрен ӳркенсе каламастăп эпĕ, анчах та… килĕштерместĕп эпĕ ăна.
— Варваришĕн мар, Тамара, чĕпписене шел. Вĕсем халĕ те ирхи апат çимен. Куратăн-и, валашкисем таса мар. Василий Петрович пулчĕ кунта, дезинфекци тума хушрĕ. Паянлăха пулăшар ăна, кайран, тен, кун пекех япăхтарса ямĕ. Асăрхаттарсах тăрас пулать ăна.
— Эх-х, Лена, Лена. Çын сăмахне хăлхана чикесшĕнех мар çав вăл. Ну юрĕ, тасатар эппин, чĕпписене хĕрхеннипе кăна тулькĕш.
Хĕрсем часах витрисемпе вĕри шыв илсе килчĕç те хĕрсех ĕçе пуçăнчĕç.
Кĕçĕр Ленăн каçхи сменăна юлас пулать. Вăл, ĕçри юлташĕсене килĕсене ăсатса ярсан, чĕпĕсен клеткисене тепĕр хут тĕрĕслесе çаврăнчĕ. Кун каçипе чарăна пĕлми вĕçĕмсĕр шиплетекен чĕпĕсем ерипен шăпланса пычĕç те, пĕр-пĕрин çумне пăчăртанса, пуçĕсене минтер çине хунă пек мăйĕсем хушшине пытарчĕç. Пӳлĕмре шăпах пулса тăчĕ. Тахăш кĕтесри шăрчăк кăна шăплăха сирсе хăйĕн чăрăлти сассипе тавралăха хускатрĕ. Хĕрача пĕр хушă каçхи шăплăха тăнласа итлерĕ, унтан сĕтел хушшине ларса кĕнеке вулама пуçларĕ.
Çуллахи çĕр кĕске. Шуçăм çути сисĕнмесĕрех каç сĕмлĕхне сирсе тавралăха ерипен çутатса пычĕ. Малтанах хĕрачан ыйхă пачах та килмерĕ, анчах халĕ ак куç хăрпăкĕсем тăтăшах хупăна-хупăна илеççĕ. Йывăрланнă пуç çине-çинех аялалла усăнчĕ.
Тарăхтармăш ыйăха уçăлтарас тесе, Лена уçă сывлăша тухрĕ, ферма çăлĕнчен сивĕ шыв ăсса килсе питне уçăлтарма шутларĕ. Чĕпĕсен çуртне хирĕçех çĕнĕрен пысăк ферма купалаççĕ. Хĕле кĕреспе çав пулас çурта кивĕ фермăри чăхсене те, Ленăсем пăхакан чĕпĕсене те куçармалла, çавăнпа та стройкăна хăвăртрах вĕçлес тесе унта çĕрле те ĕçлеççĕ. Акă пĕр машина темĕнле стройматериал илсе килчĕ пулас, тавралăха çынсем кăшкăрса калаçни, ахăлтатса кулни хупласа хучĕ.
Лена çăмăллăн чупса çăл умне пырса тăчĕ. Таврари сиплĕ сывлăша, лăпкăн-лăпкăн вĕрекен уçă варкăша кăкăр туллин сывласа илчĕ хĕр.
Асамлă сывлăш… Асамлă çутçанталăк… Юрататăп сана, савнă çĕршывăм, юрататăп сана, ытарайми пурнăç. Мĕн тери аван, мĕн тери лайăх вăл, çутçанталăкăн чĕрĕлĕх парнисене чĕрепе туйса илсе йышăнасси, ăна куç туллин ытамласа нихăçан манăçми асăмра упрасси.
Шăппăн-шăппăн вăранать тăван тавралăх, хăйĕн асамлă çутипе ерипен, çав тери çепĕççĕн сĕртĕнсе ыйхă пирĕштийĕсене вĕçтерсе ярать.
— Мĕнле ирхи кайăк çывăрма пĕлмесĕр чупса çӳрет тетĕп, Лена иккен, Салам, Лена.
Хĕр шартах сикрĕ. Шухăша кайнипе хăй хыçне Ванюк хăш вăхăтра пырса тăнине те сисмерĕ вăл.
— Ой, хăратсах пăрахрăн. Салам, Ваня.
— Эпĕ те юрататăп çапла ирхи шурăмпуçне сăнама. Ларар-и? Эпĕ эсĕ тăнине курса каçрăм кунта.
— Ларар, эппин.
Ванюк кăвак комбинезонпа. Сап-сарă çӳçĕ çинче хура карттус. Пĕр хушă вĕсем нимĕн чĕнмесĕр шурăмпуçĕ еннелле тинкерсе ларчĕç.
— Мĕншĕн калаçмастăн, Лена?
— Ху кĕтмен çĕртен килсе хăратрăн та, чĕлхесĕр те пулса ларăн кунта! — кулса ячĕ хĕр.
— Эсĕ мана нихăçан та кĕтес çук та. Çыру çине те хурав памарăн, — Лена пекех йăл кулчĕ каччă.
Ленăн пичĕ темĕншĕн вут пек пĕçерсе кайрĕ.
— Ну, кала-ха тĕрĕссипе, пĕр пытармасăр, хăçан та пулин аса илнĕ-и эсĕ мана?
— Ай-яй, ытла та хыпаланчăк вара, тӳрех тĕрĕсне пĕлтер сана. Ну, аса илнĕ пултăр, вара? — пуçне аялалла пĕкрĕ хĕр.
— Вара… вара ним те мар. Эпĕ сана кашни кун аса илнĕ, çав кăна. Тĕлĕкре те вĕçĕмех санпа ярмаркăран таврăннине кураттăм. Айванла вĕт?
— Вăл куна эпĕ те час-часах аса илетĕп. Чăннипех те айванла çав. Мороженăй çисе кĕçех чирлесе ӳкеттĕм вĕт ун чухне. Унччен çисе курманскер çав тери тутлăн туйăннăччĕ. Кайран тата вăрман хĕррине ларса кантăмăр. Эпĕ пуç кăшăлĕ çыхма чечексем татнăччĕ, эсĕ ху курнă кино çинчен каласа кăтартрăн. Интереслĕ, мĕнле хăвăрт шăвать вăхăт. Халĕ ак эпĕ те шкул ачи çулĕнчен тухрăм, ĕçлеме пуçларăм.
— Çапла, Лена. Вăхăт чăннипех те çав тери хăвăрт иртет. Ну, ĕçсем мĕнле пыраççĕ? Хăнăхатăн-и?
— Хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Пĕлетĕн-и, мĕнлерех çитĕнсе кайрĕç пирĕн чĕпĕсем. Сехетпе мар, минутпа çитĕнеççĕ пулĕ. Кĕçех çуллахи лагере кăларатпăр.
Ванюк хăй çумĕнчи хĕре пĕчĕк аллисенчен çатăрласа тытрĕ.
— Лена! — терĕ вăл шăппăн. — Ман чĕрере вут çунать, эсĕ вара нимĕн те сисместĕн, нимĕн те туймастăн. Çав çӳл тӳпери çутă çăлтăр евĕр йăлтăр çуталса илетĕн те каллех куç умĕнчен çухалатăн. Клубра та курма çук-çке сана.
— Кирлĕ мар, Ванюк, — каччă тутине вĕриленсе кайнă аллипе хупларĕ хĕр.
Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç.
— Лена! Ман сана каламаллисем пур, ман…
— Ванюк! Ăçта çĕтрĕн эсĕ? Кил хăвăртрах, — илтĕнсе кайрĕ çав вăхăтра стройка енчен.
— Мана шыраççĕ. Хăçан тĕл пулăпăр, Лена? — тилмĕрсе пăхрĕ каччă хĕр куçĕнчен.
— Пĕр ялта пурăнатпăр вĕт, юнашар ĕçлетпĕр, — Ванюк пекех шăппăн хуравларĕ хĕрача.
Каччă хĕрĕн аллине тепре тытса чăмăртарĕ те стройка еннелле чупсах кайрĕ.
Хĕр каччăн сарлака ал тупанĕн ăшшине нумайччен туйса тăчĕ, унăн пичĕ пĕçерсе килчĕ, чĕри хытăран та хытăрах тапрĕ.
Ирхине ирех фермăна Василий Петрович çитрĕ. Вăл яланхи пекех чи малтан чĕпĕсене тĕрĕслесе çаврăнчĕ, унтан тин люцерна тураса ларакан Лена патне пычĕ.
— Дежурство мĕнле иртрĕ, Лена? Çывăрас килмерĕ-и? — терĕ вăл, хĕрачана сывлăх сунма манса кайсах.
— Ир еннелле кăштах çывăрас килчĕ, кайран уçăлтăм. Эсир хĕрсенчен те иртерех çитрĕр-çке, Василий Петрович.
Зоотехник кăкăр умĕнчи кĕсйинчен пĕчĕк блокнот кăларчĕ те унта кăранташĕпе темĕн паллă турĕ.
— Васкас пулать, Лена. Тепĕр эрнерен чĕпĕсене çуллахи лагере кăлармалла, унччен пĕтĕмпех хатĕр пултăр, ак кунта эпĕ йăлт паллă тунă, — хăмăр хуплашкаллă блокнотне пӳрнисемпе шаккаса илчĕ вăл. — Çапла, Лена. Тата мана килте тытса тăраканни те çук. Арăм çук, ача-пăча çук, — кулса ячĕ зоотехник.
Вăл карçинккари çемçе люцернăна аллине илчĕ те Ленăпа юнашар ларчĕ. — Ферма маншăн кил пекех ĕнтĕ, чĕрем çакăнталлах туртать.
Лена çак лутрарах кĕлеткеллĕ, çутă сăнлă, йăваш пит-куçлă каччă çине кăшт шелленĕ пекрех пăхса илчĕ.
— Авланас пулать сирĕн, Василий Петрович.
— Тĕрĕс, Лена. Авланмалла. Кăçал çирĕм çичче çитрĕм ĕнтĕ, çемьеллĕ пурнăç тума вăхăт. Вăт сан пек…
Чанкăр-р турĕ çав самантра витре сасси алăк хыçĕнче, кăштахран кĕрен тутăр çыхнă Варвари инкен пуçĕ курăнчĕ.
— Ай-уй, камсем кун пекех шăкăл-шăкăл калаçаççĕ тетĕп, кусем пирĕн Василий Петровичпа Лена пулчĕç иккен.
— Çавăнпа алăк хыçĕнче итлесе тăрас терĕн пулĕ-иç? Çапла-и, Миронова?
— Ара, Василий Петрович, хăвăр çав тери… хм-м, эх-х анчах, чăрмантартăм пулĕ, каçарăрах! — темĕнле мăшкăлланă пекрех кулса илчĕ те Варвари малалла йăпăртатса утса кайрĕ.
«Акă мĕн иккен, мĕншĕн пирĕн зоотехник вĕçĕмех Ленăна мухтать тетĕп. Пăх-ха эсĕ ăна, кĕçĕр кунта иккĕшĕ пĕрлех çĕр каçнă пулĕ-ха. Эх, эсремет, витрине пула мĕн калаçнине илтеймесĕрех юлтăм. Ну, юрĕ, çĕр çывăрмастăп та, пурĕпĕр сыхласа тытатăп», — çирĕппĕн палăртса хучĕ вăл.
V
Хĕрӳ ĕçре чун килениччен ĕçлесе ывăннă хыççăн канмалли кун пĕр-пĕр уяв пекех, çав тери савăнăçлăн туйăнать. Çак кун эсĕ пуш-пушă, темĕн тума та пултаратăн: кăмăл туличчен çемçе вырăн çинче йăпанса выртма та; кирек ăçта тухса çӳреме те.
Ленăн паян канмалли кун, çавăнпа та вăл амăшĕ патне Шупашкар больницине кайса курма шутларĕ. Хĕрача кăвак шуçăмпах тăрса пӳрт-çурт тирпейлерĕ, кăмака хутса кукăль-икерчĕ пĕçерчĕ. Сурăхсене кĕтĕве ăсатнă хыççăн Лисук кинемейпе канашлакаларĕ те района кайма тухрĕ. Районтан Шупашкара автобуссем çӳреççĕ. Кунне темиçе те хутлаççĕ вĕсем, хулана ир кайса каç таврăнма та пулать. Лена та хулара нумайччен тытăнса тăраяс çук, вăл, пĕрремĕш автобуспа кайса, юлашкипе каялла килме шутласа хучĕ. Пĕрремĕш рейс çиччĕ çурăра пулать, унччен вăхăт ытлашшипех-ха, çапах та хĕр хыпалансах утрĕ. Çăп-çăмăл кĕлеткеллĕскер, вăл вырăнĕ-вырăнĕпе чупса та илчĕ, хăй çитĕннĕ хĕр иккенне манса кайса, пĕчĕк чухнехи пек сиккелесе те пăхрĕ. Ыраш пуссипе выртакан мăн çул çинче пĕр çын та курăнмасть, кайăксен илемлĕ сасси те илтĕнмест. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, кашнин хăйĕн хуйхи-савăнăçĕ. Кайăксем те хăйсен пулас ăрăвне аталантарасси пирки хыпаланаççĕ пулас, савăнма манса кайсах ырми-канми апат çĕклеççĕ. Тӳлек çанталăк, хĕрӳллĕ вăхăт. Ленăн сăнĕ çуталчĕ. Кĕçех вăл хулана çитĕ, кĕçех амăшне курĕ…
— Ту-тут! — кăшкăрса ячĕ çав вăхăтра пĕр машина. Хĕрача машинăна ирттерсе ярас тесе çултан аяккалла пăрăнса тăчĕ, анчах грузовик, Лена умне çитсен, тăпах чарăнчĕ. Кабинăран Ваня курăнчĕ.
— Салам, Лена! Атя, лар кабинăна. Эсĕ Шупашкара каятăн вĕт?
— Ырă кун пултăр. Эп Шупашкара каясси ăçтан паллă сана? — пичĕ хĕрелсе-пĕçерсе кайнине сисрĕ хĕр.
Ванюк сап-сарă çӳçне аллипе сăтăрса илчĕ, кăн-кăвак куçĕсем савăнăçлăн йăлкăшса илчĕç.
— Пĕлетĕп. Атя, кĕрсе лар, эпĕ те хулана каятăп.
Лена пĕр хушă иккĕленсе тăчĕ, унтан каччăпа юнашар кабинăна кĕрсе ларчĕ.
— Килнĕ чухне Лисук кинемее куртăм. Эсĕ аннӳ патне кайма тухни çинчен вăл пĕлтерчĕ, — терĕ Ванюк кăштахран.
— Эсĕ тата мĕн ĕçпе хулана?
— Вырмана тухиччен комбайн валли запас пайсем илсе килмелле, тата çула май стройка валли тĕрлĕрен хатĕрсем. Санпа пĕрле ларса пырасси маншăн чăн-чăн телеех, Лена, çул çинче те кичем пулмĕ, — хĕр çумне кăшт сĕртĕнсе илчĕ Ваня.
— Мĕншĕн пĕччен? Çул çинче яланах юлташ тупăнать. Эсир, шоферсем, уйрăмах… нихăçан та пĕччен ларса çӳреместĕр вĕт, — çумри каччă çине пăхмасăр каларĕ те Лена, хăй каланă сăмаххинчен хăй вăтанса кайрĕ.
— Юлташ тĕрлĕрен пулать, Лена, чун туртни вара пĕрре кăна, — хаш-ш! сывласа илчĕ каччă.
Лена шарламарĕ, вăл вĕлтлетсе юлакан уй-хире сăнаса пыма пуçларĕ. Машина Калининăран тухса Шупашкар еннелле çил пек вĕçтерчĕ. Кĕçех вăл хула вокзалĕ умне çитсе те чарăнчĕ.
— Лена, эсĕ паянах таврăнатăн пулĕ?
— Паян таврăнмаллах.
— Апла эсĕ çак вырăна кил. Эпĕ хамăн ĕçсене вĕçлесен сана çакăнта кĕтсе тăрăп.
— Тавтапуç, Ваня.
— Аннӳне манран салам кала.
Лена хулара иккĕмĕш хут кăна. Пĕрремĕшĕнче пĕр-икĕ эрне каялла килнĕччĕ, анчах амăшне кураймарĕ ун чухне: операцие тинтерех тунипе ăна палатăна кĕртмерĕç. Сестра урлă кăна амăш сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ вăл. Халĕ хула урамĕсем хĕре кăштах палланă пек те туйăнаççĕ.
Лена амăшне валли кучченеçсем илес шутпа пасара анчĕ. Мĕн-мĕн кăна сутмаççĕ-ши кунта? Хĕп-хĕрлĕ помидорсем те, илĕртӳллĕ купаласа хунă хăярсем те, пĕчĕкрех улма пысăкăш тĕлĕнтермĕш виктори те — пĕтĕмпех куç умĕнче. Хăй килĕштернĕ çимĕçсене илсе çитерсен, вăл йĕркипех тăсăлакан ларексене пăхса çаврăнчĕ. Лисук кинемейпе амăшĕ валли тесе ятарласах пĕр пек çăм тутăрсем туянчĕ. Хĕр автобус чарăнакан вырăна утма тăнăччĕ ĕнтĕ, сасартăк хăйне такам ятран чĕннине илтрĕ:
— Лена!
Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ те васкаса пыракан Зинăна курчĕ.
— Лена! Пĕлетĕн-и, эпĕ сана аякранах палласа илтĕм вĕт, нимĕн чухлĕ те улшăнман эсĕ, Лена. Шкулта вĕреннĕ чухнехи пекех.
— Ой, Зина, салам! Сана вара паллама та йывăр. Никам та чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ хĕрача тес çук. Чăнах калатăп, ху сăмах хушман пулсан, паллас та çукчĕ-и, тен. Тĕлĕнмелле, ман пекех хуп-хура çӳçлĕччĕ вĕт эсĕ, халĕ вара сап-сарă.
— Эй, мĕн вăл çӳç. Паян сарă, ыран хура, тепĕр кун вара хĕп-хĕрлĕ. Питех ун пек те килĕшмесен, парикмахерскинче темĕн тĕрлĕ париксем те сутаççĕ, хăшне ытларах килĕштерен, çавна туян. Çапла, Лена, космос ĕмĕрĕ халь, сан пек вăрăм çивĕтсем модăра мар. Атя-ха пĕрре хулана килнĕ пек чухне парикмахерскине кĕрер, сана кăтра çӳç çав тери килĕшмелле.
— Çук ĕнтĕ, Зина, тивес мар, хамăнниех пултăр, кăтра çӳçпе чĕпĕсем паллаймĕç тата, — кулса ячĕ Лена. — Ну, мĕнле пурăнатăн? Вĕренӳ еплерех пырать?
— Вĕренӳ… çук, Лена, эпĕ вĕренместĕп. Тĕрĕссипе, эпĕ унта конкурспа лекеймерĕм. Халĕ ĕçлетĕп, кинотеатрта билет сутнă çĕрте. Ĕç хыççăн кашни каç ташă, кино, кимĕсемпе Атăл леш енне каятпăр. Вообщем, Лена, ман пурнăç лайăх. Эх-х, каччисем тата, каччисем, ну, чисти сывлама памаççĕ вĕт, хăш-пĕр чухне çапăçсах каяççĕ маншăн, кулсах вилес килет. Эсĕ тата, Лена, епле пурăнатăн? Халĕ те фермăрах-и?
— Çапла, фермăрах. Мана унти ĕç питĕ килĕшет, Зина. Тĕлĕнмелле, темĕнле куçа курăнман сăнчăрпа хăйсен çумне кăкарса хучĕç пулмалла вĕсем, хамăн чĕппĕмсене пĕр кун курмасанах тунсăхласа çитетĕп.
— Интереслĕ çын эсĕ, Лена, эпĕ пулсан фермăра пĕр эрне те чăтаяс çук. Кил хулана, пĕрле çӳрĕпĕр. Ах, Лена, мансах кайнă, эпĕ качча каятăп пулмалла пĕр инженера.
— Качча?! Ан тĕлĕнтер-ха, халĕ пит çамрăк вĕт-ха эпир.
— Лайăххăнах шутламан-ха, пĕрре шутлатăп та каяс пуль тетĕп, çавах та икĕ пӳлĕмлĕ хваттер. Ун пек çын часах тупăнас çук. Хăй мана юрататăп тет.
— Йăнăш туса хурас марччĕ, Зина. Эпĕ сана халех кун çинчен шутлама сĕнмĕттĕм, кайран ӳкĕнмелле пулса ан тухтăр.
— Мĕнле пулать-ха… Эсĕ халĕ васкатăн-и? Атя хам пата илсе кайса кăтартап. Каçхине пĕр юлташăнне çуралнă кунне паллă тăватпăр. Хула каччипе паллаштарам сана.
— Тавтапуç, Зина. Ман паян яла çитес пулать. Халĕ васкатăп. Каччисем вара… Хамăр ялтах пур.
Кĕтмелли уйрăм пӳлĕмре чирлисем патне пынă тăванĕсем туп-туллиех. Вĕсем пурте хăйсен çывăх çыннисене сестра урлă тĕрлĕрен çимĕçсем пама тăрăшаççĕ. Лена та шурă халатлă çамрăк мар хĕрарăм патне пырса амăшĕ çинчен ыйтрĕ. Ăна кăштах кĕтсе ларма хушрĕç.
Пăртак вăхăт иртсен, паçăрхи сестра Ленăна шурă халат пырса пачĕ те хăйĕнпе пĕрле иккĕмĕш хута хăпарма чĕнчĕ. Сестра хыççăн утнă май, хĕрачан чĕри хытăран та хытăрах тапма пуçларĕ. Кĕçех, кĕçех вăл юратнă амăшне курĕ! Мĕнле-ши вăл? Мĕн чухлĕ тунсăхламан, кулянман пулĕ Лена, халĕ ак вăл ăна курать.
Сестра, пĕр палата умне çитсен, тăпах чарăнса тăчĕ.
— Вăт çак палатăра выртать аннӳ. Анчах, асăрхаттаратăп, ăна нумай калаçма юрамасть, эсĕ çитĕннĕ хĕр ĕнтĕ, çавăнпа та ăнлантарма кирлех те мар пулĕ тетĕп, хăвах тавçăрма пултаратăн.
— Тавтапуç сире. Эпĕ ăна нумай калаçтармăп.
Лена ерипен палата алăкне уçса ячĕ те унта шăппăн çеç кĕрсе тăчĕ. Палатăра виçĕ койка вырнаçтарнă. Чӳрече умĕнчи койка çинче амăшĕ выртать. Хăйне чупса пырасран аран-аран чарса, Лена амăшĕ патне тĕлĕкри пек пырса тăчĕ.
— Анне! Аннеçĕм!
Таиç аппа та хĕрĕ кĕрсе тăнине тӳрех асăрхарĕ. Унăн шуралса кайнă пичĕ çинче кăшт çеç палăракан ăшă кулă выляса илчĕ.
— Хĕрĕм! Мĕнле килме пĕлтĕн, ачам?
— Аннеçĕм! Анне!
Лена амăшĕн аллине, хăйĕн пичĕ патне илсе пырса, ăна çепĕççĕн ачашларĕ, пĕр авăк калаçайми пулса ларчĕ.
— Çитĕ ĕнтĕ, хĕрĕм, мĕн эсĕ? Халĕ эпĕ сывалнăпа пĕрех, пĕтĕм хăрушлăх хыçра. Эсĕ тата, хĕрĕм, мĕнле пурăнатăн?
Кун пек ларни амăшне те хурлантарма пултарнине Лена çийĕнчех ăнланса илчĕ, çавăнпа та вăл хăйне алла илчĕ.
— Сана калаçни сиенлĕ пулĕ, аннеçĕм. Эпĕ сана пĕтĕмпех, пĕтĕмпех каласа кăтартăп, эсĕ итлесе вырт, юрĕ-и, аннеçĕм?
Амăшĕ хăй килĕшнине систерсе пуçĕпе сĕлтсе илчĕ, хăй кĕрсех çитмен хыткан аллипе хĕрĕн малалла усăнса аннă çӳçне шăлса якатрĕ.
Лена, хăйĕн юратнă амăшне куçĕнчен пăхса, фермăри ĕçсем çинчен питĕ тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Ираида Васильевнăпа час-часах тĕл пулса калаçнине те, ырă кăмăллă Лисук кинемей çинчен те каламасăр хăвармарĕ.
— Ой, аннеçĕм, мансах кайнă, эпĕ сана валли кучченеçсем илсе килнĕччĕ.
Лена сумкинчен çимĕçсем кăларса тумбочкăна вырнаçтарчĕ. Стакана шыв ярса, çул çинче татнă чечек çыххине амăшĕ умĕнчи пукан çине лартрĕ.
— Ку чечеккисене хамăр уйра татрăм.
— Тавтапуç, хĕрĕм. Анчах кун чухлĕ çимĕçе эпĕ çисе яраяс çук. Пире кунта та çав тери аван пăхаççĕ.
— Эсир пĕрле çийĕр, аннеçĕм.
Ленăн татах та амăшĕпе юнашар ларас килчĕ, анчах паçăрхи сестра хĕрачана тухма ыйтрĕ.
— Паянлăха çитĕ. Аннӳн канас пулать, тепĕр чухне килĕн.
Хĕрача ирĕксĕрех пукан çинчен тăчĕ.
— Хăвăртрах сывалма тăрăш, аннеçĕм. Эпĕ сана çав тери кĕтетĕп. Тепре пушă вăхăт пулсан килсе каятăп. Сывă пул.
Лена пĕшкĕнсе амăшне питĕнчен чуптуса илчĕ, юхса аннă куççульне кăтартас мар тесе, алăк патне хăвăрт утса кайрĕ.
— Урăх чăрманса ан çӳре, хăвна чипер тыт, хĕрĕм. Сысна çурисем пурăнаççĕ-и? Сурăххисем мĕнле?
— Пурте йĕркеллех, анне, пурте.
Коридора тухсан, Лена хăйне тытса чараймарĕ. Капланса килнĕ куççулĕ шăпăртатсах юхма пуçларĕ. Çакна асăрханă сестра кăшт кăмăлсăрланнă пек те пулчĕ.
— Аннӳшĕн халь йĕмелле мар ĕнтĕ. Урăхларах та пулма пултарнă.
— Эсир уншăн ан кӳренĕр, тархасшăн, — куççулĕ витĕр аран-аран каларĕ хĕр, — ку вăл тунсăхланă пирки çеç.
— Ăна-кăна ăнланатăп-ха эпĕ, анчах та нумайăшĕ тав туса хăварас вырăнне йĕрсе е тата та урăхларах, вăрçса хăвараççĕ. Час кăлармастпăр имĕш. Ăнланаççĕ-ши вĕсем пĕр çын пурнăçне çăлса хăварассишĕн те мĕн чухлĕ вăхăт, мĕн чухлĕ вăй кирлине? Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр, çынна вилĕм аллинчен туртса илес тесе, унăн кашни хусканăвне куç пек сыхласа ларнине? Çирĕм пилĕк çул чирлĕ çынсене пăхатăп, ачам. Тем тĕрлине те курнă, илтнĕ. Ну, чипер кай, аннӳне тата килсе курма тăрăш.
— Тавтапуç сире, пĕтĕм чун-чĕререн калатăп, тавтапуç.
— Ну, мĕн эсĕ, хĕрĕм, пирĕн ĕçĕ çав.
Лена сестрапа сывпуллашрĕ те, урама тухса, халĕ кăна çитсе чарăннă автобус çине кĕрсе ларчĕ. Вĕлт те вĕлт иртсе юлаççĕ хула урамĕсем. Кĕçех автобус Атăл хĕрринчи чарăну патне çитсе тăчĕ. Вăхăт каç еннелле сулăннă пулин те, Ленăн Атăла курмасăр килне каясси килмерĕ. Вăл автобус çинчен хăвăрт анса юлчĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр хĕвĕшекен халăх хушшипе карлăк умне пырса майлашăнса тăчĕ те тĕлĕнсе кайса ун çине пăхма пуçларĕ.
Ака вăл — мăнаçлă Атăл, куç тулли сарăлса выртать. Мĕнле танлăн, туллин юхать мăн Атăл. Вăл, нихăçан та ывăнма пĕлменскер, хăйĕн яланхи çулĕпе вĕçĕмсĕр васкать, васкать. Телейлĕ, çав тери телейлĕ эсĕ, ытарайми Атăл, эсĕ, пин-пин çул пурăнса, таçти инçетри çĕрсенче те пулса куратăн. Санра, мăнаçлă Атăл, пурнăç хăвачĕ вĕресе тăрать. Çав вăйлă хăват пĕр минутлăха та, пĕр çеккунтлăха та чарăнса тăмасть. Эсĕ, ĕмĕр-ĕмĕр пурăнса, хăватлă Атăл, этемлĕхĕн иксĕлми пурнăçне тулли, савăнăçлă шанчăк кӳрсе тăратăн. Ăмсанатăп сана, мăн кăмăллă, хăватлă Атăл, эсĕ ĕмĕр тăршшĕпех этемлĕхĕн чи çывăх, шанчăклă тусĕ пулнăшăн, темиçе пин çул пурăнса вăл вăхăтри пурнăçа курма пултарнăшăн. Чыс та мухтав пултăр сана, куçпа пăхса тăранайми илемлĕ Атăл.
Нумайччен пăхса киленчĕ Лена Атăла, пĕчĕк кимĕсемпе пысăк пăрахутсене курса чĕререн савăнчĕ.
Хĕрача, вокзала çитсен, тӳрех Ваньăпа калаçса татăлнă вырăна утрĕ. Каччă ăна кĕтет иккен.
— Каçар мана, Ваня, нумай кĕттертĕм пулас. Атăла курсах каяс терĕм те.
— Мĕн эсĕ, Лена. Пĕрре килнĕ пек чухне курасах пулать çав. Эпĕ хам та хальтерех кăна çитрĕм-ха, — хăй паçăртанпах Ленăна кĕтнине пытарчĕ Ваня. — Ну, мĕнле, Атăл килĕшрĕ-и сана?
— Килĕшрĕ. Ăна пăхса тăрса яла таврăнасси çинчен те манса кайнă. — Ванюк çумне кĕрсе ларнă май ун çине вăтанчăклăн пăхрĕ хĕр.
Шупашкартан Калининăна каякан çул çине тухсан, хĕрпе каччă кăшт-кашт калаçкаласа илчĕç те шăпăртах пулса кашни хăйĕн шухăшĕсемпе ирĕккĕн хуçаланса пычĕç. Ваня вĕçĕмсĕр Лена çинчен, çак ăшçунтармăш хура куç пирки шутларĕ. Яла таврăнни те чылай пулать ĕнтĕ, анчах хĕрпе ниепле те йĕркеллĕн сăмах хушса калаçаймарĕ-ха вăл. Тĕл пулсан та темĕнле айван калаçусем çеç пулчĕç.
Паян Лена Шупашкара пĕрле ларса пырсан, каччă çав тери савăнчĕ. Килĕшнĕ хĕрĕ çумра ларни уншăн телей пекех туйăнчĕ.
Лена вара, пĕр кунтах çавăн чухлĕ тĕлĕнтермĕш курнăскер, хăйĕн тĕлпулăвĕсем çинчен шутласа пычĕ. Малтанах вăл ăнсăртран тĕл пулнă Зина çинчен шутларĕ. Улшăннă, çав тери улшăннă Зина.
Ленăн шухăшĕсем майĕпен амăшĕ, Ираида Васильевна, сестра çине куçрĕç. Мĕн тери пархатарлă ĕç тăваççĕ вĕсем, пирĕн мухтава тивĕçлĕ совет тухтăрĕсем. Çынсем чирлемесĕр, çутă та таса ĕмĕтсемпе пурăнччăр тесе, ырми-канми тăрăшаççĕ, хăйсен пурнăçĕ çине çаврăнса пăхмасăр, халăх кун-çулне сыхлаççĕ.
Пĕр тикĕссĕн ĕçлет машина моторĕ. Хĕрпе каччă çаплах чĕнмесĕр пыраççĕ. Çул çинче шăтăклă-путăклă вырăнсем те пур, вĕсем урлă каçнă чухне машинăн малти кустăрмисем сиксе илеççĕ те хĕрпе каччăна ирĕксĕрех пĕр-пĕрин çумне тĕршĕнтереççĕ. Ленăн шухăшĕсем хăй сисмесĕрех Ваня çине куçаççĕ. Ăна çак каччăпа юнашар ларса пыма ытла та лайăх пек туйăнчĕ.
Хĕвел пайăркисем сисĕнмеллех çĕр çумнелле тĕршĕнеççĕ. Вĕсем кун каçипе çĕр питне ăшăтса тăрса ывăнмаллипех ывăннă, çавăнпа та, çитес кун пуçланиччен ытларах вăй илсе, ырана валли тата та вĕрирех хĕрӳлĕх парнелеме ĕмĕтленеççĕ.
Çил пек вĕçтерет машина малалла. Çул çинче хирĕç пулакан ытти машинăсенчен вăшт та вăшт тутарса иртсе каять. Вăрăм çул та ерипен кĕскелсех пычĕ, кĕçех вĕсем Калинино урлă каçса тăван тавралăха çитсе те кĕчĕç.
Яла çитсен Лена Ваньăпа сывпуллашрĕ те кабинăран çăмăллăн сиксе анчĕ.
— Тавтапуç сана, Ваня!
Каччă хĕре хирĕç кăмăллăн çеç кулса илчĕ.
— Хăвна тавтапуç вăрăм çула кĕскетнĕшĕн.
Килĕнче Лисук кинемей сурăхсене шăваратчĕ. Лена ун патне чупса пырса ăна ыталаса илчĕ.
— Ай-уй, Лена çитрĕ тем. Ну, мĕнле, Таиç кине курса калаçрăн-и? Сывлăхĕ еплерех унăн? — хăвăртрах пĕлесшĕн çунчĕ кинемей.
— Куртăм, кинемей, куртăм. Халĕ сывалса пырать ĕнтĕ.
— Тем пекехчĕ, ачам, тем пекехчĕ.
— Эсĕ, кинемей, ларса кан-ха, ывăнтăн пулĕ кун каçипе, — терĕ Лена ватă çынна пӳрт умĕнчи сак çине лартса, хăй сумкине уçса, унтан çемçе çимĕçсемпе пĕрле пасарти ларекра туяннă çăм тутăра кăларчĕ. — Ку сана валли, кинемей, манран пĕрремĕш ĕç укçи илнĕ ятпа пĕр пĕчĕк парне пултăр. — Тутăра вăл карчăк пуçне çыхсах ячĕ.
— Ай-уй, ачам, маншăн, ват çыншăн, мĕн ун пекех тăккаланатăн? Куна, хĕрĕм, Таиç кине çыхтарах.
— Эпĕ, кинемей, аннепе иксĕре валли пĕр пек тутăрсем илтĕм. Ак, кур-ха, санăнни пекех. Ку тутăрне эсех çыхса çӳре.
— Ах, тур-тур, апăрша ачи, пăх-ха эсĕ ăна, мана, ват çынна та парне парать. Ну, тавтапуçах ĕнтĕ, хĕрĕм. Эх, апăрша, эх, апăрша, ара халĕ кăна пĕчĕккĕччĕ вĕт. Ак, халь кур-ха, ĕç укçи илекен пулчĕ.
Лена хуларан илсе килнĕ çемçе çимĕçсене кинемейпе пĕрле тутанса пăхрĕ те хăй паян фермăна кайса килмесĕр чăтаяс çуккине туйрĕ.
— Кинемей! Ман фермăна кайса килмелле. Мĕнле пурăнчĕç-ши манăн чĕпĕсем?
— Каймалла пулсан, каях ĕнтĕ.
— Тавтапуç, апла эпĕ вĕçтертĕм, кинемей.
* * *
Варвари фермăра каçхи сменăна юлмалла пирки ытти кунсенчи пек ĕçне вăр-вар пуçтармарĕ, выçса кайнă чĕпсене майĕпен кăна çитеркелерĕ. Хĕрсем килĕсене салансан вара сĕтел çине хаçатпа чĕркенĕ сетка пырса хучĕ те, пукан çине вырнаçса, хăйпе чиксе тухнă сысна какайĕпе апатланчĕ. Апачĕ темшĕн ытти чухнехи пек анмарĕ: те пуçра тĕрлĕрен шухăшсем çаврăннăран, те тата ытти сăлтавсене пула. Вăл аллинчи татăкне çисе яраймасăрах каялла сеткăна чĕркесе хучĕ те пуçне усса шухăша кайса ларчĕ.
— Эх, Варвари, Варвари, — пĕчченех мăкăртатрĕ хĕрарăм, йывăррăн сĕтел хушшинчен çĕкленсе, — ĕçсем чаплах мар-ха санăн, чаплах мар. Ыран чĕпĕсен шутне тĕрĕслеççĕ, манăн вара… пĕтрĕмĕр, çурри ытла вилсе пĕтрĕç. Кун пек пулсан, ĕçрен кăларса сирпĕтесси те куç умĕнчех. Мĕнле хăтăлса юлмалла-ши ку хутĕнче? Чăнахах та, мĕншĕн-ха манăн чĕпĕсем çав тери имшер ӳсеççĕ? Эпĕ те чиперех пăхатăп пек вĕт-ха, апат çитеретĕп, шыв ĕçтеретĕп. Килти чĕпĕсене нихăçан та ун пек пăхман, çавах ӳсеççĕ. Ытти хĕрсен, ав, чип-чиперех. Çав Таиç хĕрĕн Ленăн та пулин урăхла. Ун чĕпписем уйрăмах шап-шурă та пӳске пек чăмăркка-ха. Тĕлĕнмелле. Василий Петрович: «Эсĕ ĕçе юратса тумастăн, чĕпĕсене вара çепĕç те ăшă чун, çемçе алăллă çын кирлĕ. Эсĕ, Варвари, ĕç хăвăртрах алăран кайтăр тесе çеç çиелтен ĕçлетĕн. Çавăнпа та санăн чĕппӳсем имшер», — тени тĕрĕсех-ши?
Чăн та, ăш çунтармăш, мĕнле хăтăлса юлас пулать ку инкекрен? Ы-ых, мăн кăмăллă Таиç хĕрĕ ыран пĕтерет ĕнтĕ мана: «Мĕншĕн санăн чĕппӳсем çурри ытла вилсе пĕтнĕ, мĕншĕн эсĕ çак çула çитсе те йĕркеллĕ ĕçлеме вĕренейместĕн, мĕншĕн…» — теме пуçлĕ акă. Ой, ой, вăл, пĕрре калама пуçласан, тӳрĕренех кастарать. Ют çын пуррине те пăхса тăмасть, председатель-и унта е зоотехник, уншăн пурпĕрех. Лешсем тата, Тамарипе Зойки, ку мана вĕтелентернĕ чухне ун çине ăшшăн пăхса тăрĕç ĕнтĕ. Тьфу, шутласан пуç çаврăнсах каять. Ăçтан килсе кĕчĕ пирĕн фермăна çав путсĕр хĕр, амăшĕ те усалччĕ те, ку вара унран та ирттерет, сăмсине чиксе пăхман шăтăк хăвармасть вĕт.
Тарăхнипе хĕремесленсе кайнă Варвари хăй пăхакан чĕпĕсем патĕнчен Лена ĕçлекен участока пырса тухрĕ. Тап-тап утса пыраканскер, Лена чĕпписен клеткисем патне çитсен, хăйăрпах çуса тасатнă шап-шурă урайне пусма хăяймасăр пĕр хушă тăпах чарăнса тăчĕ, унтан хĕрĕн ĕçĕнче мĕнле те пулин кăлтăк шыраса тупас шутпа патваррăн малалла таплаттарса кĕрсе кайрĕ. Инке, хĕре тем пек тиркеме хăтланчĕ пулин те, ăна хурлама сăлтав тупаймарĕ. Пур çĕрте те ĕçе юратса туни сисĕнет. Апат памалли савăтсем те, хĕррипе танах тăрă шыв тултарнă валашкасем те тап-таса. Варвари аптăранипе клетка айĕсене чĕркуççи çине тăрсах пăхрĕ, анчах кăлăхах тирпейсĕрлĕх шырарĕ вăл, унта та пĕр тусан таврашĕ çук. Ленăн чĕпписенче те темĕнле мăнкăмăллăх палăрса тăрать. Вĕсем Варвари чĕпписем пек кăмăлсăр хăйăлти сасăпа шиплетмеççĕ, лăпкăн кăна валашкари апата сăхаççĕ те сăмсисемпе пĕсехисене тăрăшсах тасатаççĕ. Хĕрарăм чăтаймасăр клетка алăкне уçсах чĕпĕсене тыта-тыта пăхрĕ.
«Тен, пĕрер-икшер чĕппине илсе хам пата куçарас? — вĕлтлетсе иртрĕ унăн пуçĕнче шухăш. — Вара çав пулас инкекрен те хăтăлса юлăп. Чăнах, чĕпписене паллă туман, кам сисĕ?..» Хăйĕн шухăшĕпе хавасланса кайнă Варвари хăраса çуйхашакан чĕпĕсене хурчка пек тытса саппунĕ çине тултарма пуçларĕ.
Кун каçипе хăйĕн чĕпписемшĕн, çак кĕске вăхăт хушшинчех тăван кил пек хаклă пулса тăнă фермăшăн тунсăхланă хĕр каç сĕмлĕхне пăхмасăр ĕçне çитсе килме васкарĕ. Пĕтĕм чĕрипе малалла талпăнса, хăвăртрах хăйĕн чĕпписене курас ĕмĕтпе Лена сукмак тăрăх малалла чупнă пекех ыткăнчĕ. Çулăн пĕр енче шăркана ларнă парка ыраш ăшă çил вĕрнипе варкăш парса ларать, тепĕр енче çулса типĕтнĕ люцерна шăрши сăмсана ыррăн кăтăклантарса татах та малалла чупма хавхалантарать. Çăмăл шăмшаклă хĕр тем хушăра ферма картишне çитсе те кĕчĕ. Общежити умĕнче Лена сасартăк зоотехника, Василий Петровича курчĕ.
— Лена?! — терĕ зоотехник тĕлĕнерех, хĕр хăйне хăваласа çитсен. — Санăн паян канмалли кунччĕ вĕт?
— Кунччĕ, халĕ çĕр… апла ман канмалли вăхăт та иртрĕ, — кулса ячĕ Лена. — Анне патне кайса килтĕм, чĕппĕмсемшĕн вара… ой, тунсăхларăм, çур ĕмĕр курман пекех. Мĕнле пурăнчĕç-ши?
— Аванах, Лена. Кĕçĕр килмесен те юратчĕ. А вопшĕм… кунта нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Ĕçе чăн-чăн юратакан çын çапла пулмалла та. Айта, апла пулсан, пĕрле кайса курар, Варвари мĕнлерех ĕçлет унта, эпĕ хам ятарласах çав шутпа килнĕччĕ-ха. Ну, аннӳн сывлăхĕсем мĕнлерех? Каласа кăтарт.
— Сире пурне те салам каласа ячĕ, тепрер уйăхсенчен тухать те пулĕ ĕнтĕ.
— Саламшăн тавтапуç.
Зоотехникпа хĕрача пĕр хушă шăпланчĕç.
— Эй! Кам килет унта? — илтĕнсе кайрĕ çав вăхăтра умра. Комбикормсем усракан склад хыçĕнчен Çемен хуралçă тухрĕ. — Ырă каç пултăр, Василий Петрович. Эпĕ ют çынсем çӳреççĕ тесе.
— Эпир-ха, эпир!
— Çĕрле те канма пĕлместĕр-çке эсир, Василий Петрович.
— Каçĕ ырă, Çемен пичче. Тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, чĕрере юн чупать. Çакăн пек ырă вăхăтра кам канать?
— Каçĕ аван ĕнтĕ, тĕрĕсех. Шухăшласа çӳреме лайăх çакăн пек вăхăтра, анчах мана, хуралçа, шухăша путма юрамасть. Тем пулас-килес пур, çуллахи шăрăх кунсенче вут-кăвар енчен те сыхă тăрас пулать. Ну, эпĕ кайтарам-ха, çаврăнса килем тепре.
Фермăра çап-çутах. Василий Петровичпа Лена урисене шăлкаласа ăшă сывлăш çапакан витене кĕрсе тăчĕç те хăйсене хирĕçех пĕр чĕрçитти хăраса шиплетекен чĕпĕсем çĕклесе тăракан Варварие курчĕç. Ку ытла та кĕтмен çĕртен пулнипе хĕрарăм самантлăха çухалса кайрĕ, çĕкленĕ чĕпписене ниçта хума пĕлмесĕр тĕлсĕррĕн унта-кунта пăхкаларĕ. Варвари мĕнле шухăш тытнине зоотехникпа Лена çийĕнчех ăнланса илчĕç. Халĕ кăна ырă кăмăлпа калаçса пынă Василий Петровичăн сăнĕ хĕрелсе кайрĕ, аллисем сисмеллех чĕтреве ерчĕç.
— Мĕн тăватăн эсĕ, Варвари, кама улталатăн? — хĕрарăм çине çисе ярасла пăхса, кăшкăрнă пекех каласа хучĕ вăл.
Лена хупма ĕлкĕреймен клетка алăкĕсенчен чĕпĕсем çĕре сикме пуçласан тин тăна кĕчĕ. Хăвăрттăн чупса пырса урайне ӳкнĕ чĕпĕсене аллине илчĕ те вĕсене ачашла-ачашла каялла клеткăна ячĕ.
— Мĕнле намăс мар сана, килсе яр чĕпписене, вĕлерсе пĕтеретĕн вĕт! — чунтан ыратса тухакан сасăпа кăшкăрса ячĕ хĕрача.
— Эсир мĕн ман çине тăрăнтăр, чĕпписем çĕре ӳкнĕ, эпĕ вĕсене пуçтарса вырăнĕсене ярас терĕм, çав кăна, — чĕрçиттинчи чĕпписене çĕре яма хăтланчĕ Варвари, анчах Лена ăна вăхăтра тытрĕ.
— Чим, инке, эсĕ хăш клеткăран илнĕ, çавăнтах кайса яр, илтрĕн-и?
— Мейĕр, ара, илĕр, питех кирлĕ пулĕ мана сан чĕппӳсем, — вăл пат-пат утса пычĕ те чĕпĕсене Ленăн клеткине çилĕллĕн вăркăнтарчĕ.
— Ну, ну, хуллентерех эсĕ, — аран-аран çиллине чарса шăл витĕр каларĕ зоотехник.
— Ах, тур-тур, ара эсир мана иккĕн тан тапăнтăр тем, пăхăр-ха, мĕнлерех кăшкăраççĕ. Ман çине кăшкăрма мĕн турăм эпĕ сире? Сан чĕппӳсем кирлĕ мар мана. Пăхăр-ха вĕсене, мана сыхлама килнĕ вĕсем. Мана сыхлама мар, улах ларма килнĕ эсир кунта. Халĕ эпĕ сире ăнсăртран куртăм та, айăпăрсене сиресшĕн ман çине тăрăнтăр. Тьфу, намăссăрсем, мĕншĕн пирĕн зоотехник вĕçĕмех Ленăна ырлать тетĕп, акă мĕн пулнă иккен сирĕн.
Тĕлĕннипе куçне чарса пăрахнă хĕр Варварие алăран çавăрса тытрĕ.
— Инке! Мĕн сӳпĕлтететĕн эсĕ? — аран-аран илтĕнчĕç унăн сăмаххисем.
— Пăрăн-ха ман умран, аскăнчăк. Çĕрлехи вăхăтра арçынпа ыр хĕр çӳремест, эсĕ пур… тьфу, çăварлăхлакан çук сана: акă мĕн.
Кĕтмен сăмахсемпе анăраса кайнă Василий Петрович Варварие кăкăртан çавăрса тытрĕ.
— М-мĕн терĕн эсĕ? Мĕнле хăйрăн эсĕ таса хĕрачана кӳрентерме?
— Ой! Ой! Кăравул! Вĕлерет пулĕ ку мана. Пĕтрĕмĕр, халăх, пулăшăр! — кăшкăрса ячĕ инке.
Çĕрлехи сасă уçă алăкран вĕçсе тухса таврана саланчĕ. Хĕрарăм çаплах кăшкăрашма чарăнмарĕ.
— Халăх, халăх, пулăшăр мана!
Сасса илтсе, стройкăри ик-виçĕ хĕр тата Ваня чĕпĕсен çуртне чупса çитрĕç.
— Мĕн пулнă кунта, мĕншĕн кăшкăрашатăр? — терĕç хĕрсем, пăштик-пăштик сывласа.
— Ой, ой, вĕлереççĕ вĕт. Юрать-ха, эсир çитсе килтĕр, унсăрăн çут тĕнчепе сывпуллашма тиветчĕ.
— Миронова, пăрах камитленме! Мĕн халăха тĕлĕнтерсе тăратăн?
— А-а, тĕлĕнтерме-и, — сиксе ӳкрĕ Варвари, зоотехника каласа пĕтерме памасăр, — илтчĕр, пурте илтчĕр.
Ваня чăтаймасăр Варвари умнех çитсе тăчĕ.
— Мĕн пулнă кунта?
— Ак, пĕтĕмпех çак аскăнчăксене пула пулчĕ ку, — Василий Петровичпа Лена çинелле кăтартрĕ инке, — çаксене чăрмантартăм эпĕ…
Килсе кĕнĕ хĕрсем нимĕн тума аптăрарĕç. Вĕсем пĕрре сăнран улшăннă зоотехник çине, тепре хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă Лена çине пăхрĕç.
— Василий Петрович! Варвари калани тĕрĕсех-и вара? — чĕтрекен сасăпа ыйтрĕ Ваня, зоотехника куçран пăхса.
— Мĕн тери ирсĕрлĕх… мĕн тери намăссăр çын иккен эсĕ, Миронова.
— Эп мар, эсир намăссăр, эсир тĕттĕм кĕтес шыраса çӳретĕр.
Ку вăл тин çеç вĕçме вĕреннĕ кайăк чĕппине чулпа персе амантнă пекех пулчĕ. Халиччен илтмен хăрушă сăмахсемпе анăраса кайнă Лена питне аллисемпе хупласа лартрĕ. Намăсланнипе ахаль те пĕçерсе тăракан питçăмартисене таса чĕрери вĕри юн пусăмĕ татах та ытларах çунтарса, вĕтелесе ячĕ, ал-ура вăйне туйми туса, пĕтĕм кĕлеткипе сарăлчĕ. Малалла мĕн пулнине Лена курмарĕ те, илтмерĕ те. Хĕрача хăлхинче вĕçĕмсĕр Варварин хăрушă сăмахĕсем янăраса тăчĕç. Лена пӳлĕмрен мĕнле сирпĕнсе тухнине те туймарĕ.
— Эх, мĕн тери намăс, мĕн тери намăс. Хăвăртрах, хăвăртрах тарас ăçта та пулин. — Хĕрача çулсăр-мĕнсĕрех ял еннелле чупрĕ.
«Часрах, часрах, тек нихăçан та курас марччĕ вăл йӳçĕ наркăмăш сирпĕтекен Варварие. Апла манăн фермăна тек таврăнма юрамасть. Çапла, çапла, эпĕ унта урăх каймастăп, халĕ маншăн пурпĕрех, ăçта та пулин аяккарах тарасчĕ кăна, — ниçта кайса кĕрейми йăшталанчĕ шухăш Лена пуçĕнче. — Кĕçĕрех, халех ăçта та пулин ялтан тухса тарас».
Килĕ умне çитсе чарăннă хĕрача хăйне хăрушă тĕлĕкри пек туйрĕ, çав тĕлĕкрен вăранса чăн-чăн илемлĕ те çутă пурнăçа таврăнасса шанчĕ, анчах кăкăрта чĕре сиксе тухас пек тапнинчен, аллипе час-часах ăна тытса пăхнинчен хăй çывăрманнине ĕненчĕ.
Хĕрача, хăйĕн ăстăнне пăхăнмасăр, темĕнле куçа курăнман вăй вĕçĕмсĕр хĕтĕртсе тăнине пула, хыпалансах тĕттĕм чăлана кĕрсе пур-çук япалисене чăматана персе чикрĕ те, ытлашши сас-чĕв тăвасран шикленсе, урама вăрă пек йăпшăнса тухрĕ. Ăна çĕрлехи хуп-хура каç та хăратмарĕ (каçĕ паçăр фермăна кайнă чух çав тери илемлĕччĕ пулсан, халĕ вара чăннипех те сăнсăррăн, сиввĕн курăнчĕ), хăй ăçта тата мĕн тума каясси те пăшăрхантармарĕ. Те ытлашши йывăр сăмах илтсе чунĕ аманнăран, хĕр тăван килĕпе те сывпуллашма асне илмерĕ, каçхи пушă урам тăрăх тăвалла васкарĕ.
Урамăн леш касĕнчен çамрăксен савăнăçлă вăйă-кулă сасси илтĕнет. Вĕсем, ыран ирех тăрса уй-хир ĕçне каясса пăхмасăр, вăйă картинчен кĕме васкамаççĕ. Ахăлтатса кулни, пĕр-пĕрне ятран чĕнсе ташă картине кăларни каçхи урам тăрăх ян та ян каять. Çывăрма вăхăт çитнĕ пулсан та, пур çĕрте те пурнăç вĕресе тăни сисĕнет. Кĕçех тата, çамрăксене ытларах хăпартлантарса, купăсçă аллинчен чуна пырса тивекен илемлĕ кĕвĕ шăранса тухрĕ. Савăнăçлă кĕвĕ Ленăн кăмăлне уçмарĕ, пачах та урăхла, вăл чĕрене пырса тивсе, ăна татах та ытларах ыраттарса ячĕ, йывăр шухăша путарчĕ. Çавăнпах та-и тен, хĕрача хăй умне Ираида Васильевна пырса тухнине те асăрхамарĕ, лешĕ сăмах хушсан тин шартах сиксе аяккалла пăрăнма тăчĕ, анчах ĕлкĕреймерĕ.
— Ку мĕне пĕлтерет тата, çĕрлехи вăхăтра чăматанпа ăçта кайма тухнă эсĕ?
Хĕрача мăк-мак тукаласа илчĕ, аллинчи чăматанне пытарма тăчĕ, унтан çĕре лартрĕ, каллех илчĕ, анчах ăна та, кăна та йĕркеллĕн тăваймарĕ.
— Эпĕ… мĕн… эпĕ васкатăп-ха, — аранах персе ячĕ юлашкинчен Лена, çĕрлехи вăхăтра та тухтăрăн куçĕнчен пăхма именсе. Хăй çавăнтах Ираида Васильевна умĕнчен пăрăнса иртме тăчĕ.
Çынна витĕрех курма хăнăхнă тухтăр хĕрачапа темĕн ырă мар пулнине тӳрех ăнланчĕ, вăл ăна утма тăнă çĕртенех каялла çавăрчĕ.
— Лена, тăхта-ха, пирĕн анне кĕçĕр йăмăкĕ патне кӳршĕ яла хăнана кайнă, эпĕ пĕчченех. Айта ман пата, калаçкаласа ларăпăр, çĕнĕ кĕнекесем кăтартăп. Унсăрăн мана пĕччен кичем пулать. Кӳр, чăматанне хам çĕклем.
— Кирлĕ мар, Ираида Васильевна, эпĕ хамах.
— Ну, юрĕ, юрĕ. Атя, утар апла.
Лена ним шарламасăр тухтăр хыççăн кĕтӳрен аташса юлнă сурăх путекки пек утрĕ, çине-çинех чĕререн тухакан вĕри сывлăша йывăррăн сывла-сывла кăларчĕ.
Килне çитсен, Чернова Ленăна диван çине лартрĕ, хăй, тепĕр пӳлĕме кĕрсе, тумне улăштарса тăхăнчĕ.
— Ну, Лена, каласа кăтарт, мĕнлерех пурăнатăн? Сана эпĕ ку эрнере курманччĕ те пулас. Фермăра ĕçсем мĕнле, чĕпĕсем чиперех ӳсеççĕ пулĕ? — терĕ Ираида Васильевна, Ленăпа юнашар диван çине вырнаçса.
Чĕпĕсем çинчен асăнни хĕрача чĕрине тепĕр хут хумхантарса ячĕ, вăл капланса килнĕ куççулĕ витĕр кăшкăрнă пекех калаçма пуçларĕ.
— Ан ыйтăр, тархасшăн, ан ыйтăр манран ферма пирки. Кураймастăп фермăна… çынсене… пĕтĕм тĕнчене. Текех эпĕ унта ура та ярса пусмастăп, тухса таратăп ăçта та пулин, ан чарăр мана, Ираида Васильевна, тархасшăн, ан чарăр, эпĕ пурпĕрех каятăп.
— Чим, Лена, мĕншĕн эпĕ сана чаратăп тесе шутлатăн эсĕ? Эпĕ сана чармастăп, тархасшăн… ыран ирпе кайма пултаратăн. Çавах та, Лена, тен, мĕн пулнине йĕркипе каласа кăтартăн, унсăрăн пирĕн калаçу тем ăнсах каймарĕ-ха. Эсĕ лăплан, лăплан. Эпĕ сана валли вĕри кофе хатĕрлем.
Хĕрарăм хĕрачана хулпиççинчен çупăрласа илчĕ.
— Юрĕ, юрĕ, лăплан.
Ираида Васильевнăн çепĕç алли хăй çумне сĕртĕнсен, Лена чăтса тăраймарĕ, йӳçе куççульне ирĕке ячĕ.
— Каçарăр мана, Ираида Васильевна, — улшăннă сассипе ерипен каларĕ вăл, кăштах лăпланнă хыççăн.
— Лăплан, Лена, лăплан. Акă, ме, питне шăлса типĕт те каласа кăтарт, тен, мĕнпе те пулин пулăшма пултарăп. Калаçсан çăмăлтарах.
Тухтăр хĕрачаран тепĕр хут мĕн пулса иртнине каласа пама ыйтсан, Лена паянхи кун мĕн-мĕн курнине пĕр сиктермесĕр, тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
— Пĕтмен-ха, пирĕн хушăра та пур çавăн пек çынсем, — терĕ вăл, Лена сăмахне вĕçлесен, чылайран тин. — Анчах та уншăн хуçăлма кирлĕ мар. Унăн ирсĕр сăмахне никам та ĕненес çук. Куна шантарсах калатăп сана. Чĕпĕсем патне вара санăн, Лена… таврăнасах пулать. Çурма çулта чарăнса тăма юрамасть. Эсĕ комсомолка, комсомолкăна чакни килĕшӳсĕр. Эсĕ, Лена, хăвах шутла-ха, кашни çын çавăн пек пăтăрмах хыççăн ĕç пăрахса кайсан мĕн пулать? Производствăра вара ĕçлекен те тăрса юлмĕ. Тата эсĕ фермăран хăравçă куян пек тухса тарсан, Варвари татах та ытларах иртĕхме пуçлĕ. Çавăнпа та унăн тӳнтерле ĕçĕсене тăрă шыв çине кăлармалла, ăна пулăшмалла.
Ираида Васильевна хĕрачана куçĕнчен пăхрĕ.
— Сан шутпа мĕнле пек: тĕрĕс калатăп-и эпĕ е çук?
— Ираида Васильевна, каçарăр та айванла ыйтушăн, анчах та эсир мĕншĕн пĕччен пурăнатăр?
Çамрăк хĕрарăм пачах кĕтмен ыйтăва пула самантлăха шăпланса тăчĕ, хăйĕн кăн-кăвак тӳпе тĕслĕ таса та тарăн куçĕсемпе Лена çине кăшт тĕлĕнерех тĕллесе пăхрĕ.
— Мĕншĕн ун пек калатăн? — терĕ вăл ерипен, асăрханса.
— Мĕнле калас… сирĕн пек хитре те ырă кăмăллă çын… пĕччен. Эсир çамрăк вĕт, мĕншĕн качча каймастăр?
— Ах, Лена, Лена…
Ираида Васильевнăн куçĕсем виçĕ пайлă мăн тĕкĕрĕн тумбочки çинче ларакан пысăклатнă сăн çине куçрĕç.
Унта тинĕс хумĕ пек авăнса тăракан хуп-хура çӳçлĕ, савăнăçпа çиçекен ăшă кăмăллă каччăпа юнашар çап-çамрăк Ира ларать. Çамрăкчĕ çав ун чухне Ираида Васильевна. Çак Ленăран кăшт çеç аслăрах пулнă. Пермь хулинче медицина институчĕн иккĕмĕш курсĕнче вĕренетчĕ. Вăл вара, — Михаил Чернов, — институт пĕтернĕскер, стационарта чирлисемпе ĕçлетчĕ. Малтанах вĕсем юлташла кăна çӳрерĕç. Киносене, театрсене кайкаларĕç. Анчах туслăх хыççăн юрату çӳрет, теççĕ. Кĕçех вĕсем пĕр-пĕрне ĕмĕрлĕхех юратса пăрахрĕç те Ира институт пĕтерессе кĕтмесĕрех мăшăрланчĕç. Юрату хăвачĕпе хĕмленсе тăракан чĕре Ирăна вĕренӳре пачах та чăрмантармарĕ, малалла тата та ытларах, лайăхрах вĕренме хистерĕ кăна. Анчах ытла та кĕске пулчĕç çав вĕсен телейлĕ кунĕсем: шыва кĕнĕ чух унăн упăшки сарăмсăррăн путса вилчĕ…
Ираида Васильевна çаплах пĕр чĕнмесĕр шухăша кайса ларчĕ, вăл хăй çумĕнчи Лена мĕн каланине те илтмерĕ, хĕрача унăн аллине тытсан кăна ыйхăран вăраннă пек пулчĕ.
— Ираида Васильевна! Ираида Васильевна! Тархасшăн, каçарăр, сире кӳрентерес теменччĕ эпĕ, ытла та тӳрккесле пулса тухрĕ…
— Ах, Лена, Лена. Аван хĕрача эсĕ. Пĕлетĕн-и, Лена… чăн-чăн юрату вăл пĕрре кăна пулать. Эпĕ вара… урăх çынна юратма пултараймастăп.
— Эсир, чăнах та, çав тери ырă, Ираида Васильевна. Тавтапуç сире мана вăхăтра асăрхаттарнишĕн. Чĕпĕсем патне вара эпĕ… каятăп. Ку манăн комсомолла сăмах.
VI
Кĕтӳ кĕртсе выльăхсене картана хупса вырнаçтарсан, Инкас клубне халăх пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнма пуçларĕ. Паян кунта Миронова Варвари чĕпĕ пăхаканăн киревсĕр ĕçне юлташла судра пăхса тухаççĕ.
Кăшт вăхăт иртсенех, клубра пушă вырăн та юлмарĕ. Каярах килнисем хыçалта ура çинчех майлашăнса тăчĕç, итлеме лайăхрах пултăр тесе, кӳршисене шăпланма ыйтрĕç.
Сцена çине юлташла судăн председателĕ Владимир Сергеевич хăпарчĕ. Шкулта вăл истори вĕрентет. Ун хыççăн ятарласах чĕннĕ Матвей Захарч, Ираида Васильевна, Ефим Егорович вырăнсем йышăнчĕç. Владимир Сергеевич вырăнĕнчен çĕкленчĕ те чи малтанах кун йĕркине вуласа пачĕ.
— Паянхи ыйту вăл пирĕн, юлташсем, Варвари ĕçĕпе паллашасси. Миронова! Айăпланаканнисен тенкелĕ çине ларма ыйтатпăр.
Часах мар пулин те, Варвари инке халăх умне тухса тăчĕ, лармалла пулсан ларам, эппин, текелесе, тенкел çине вырнаçрĕ. Хăйне çĕршер куç витерсе пăхнине чăтаймасăр, халăха хирĕç мар, шап-шурă стена çинчи плакатсене тĕлсĕррĕн пăхкаларĕ.
— Пĕрремĕш сăмах колхоз председательне Ефим Егоровича паратпăр. Тархасшăн, Ефим Егорович!
Патвар хул-çурăмлă, лутакарах кĕлеткеллĕ председатель трибуна умне тухса тăчĕ. Вăл ӳсĕркелесе пырне тасатрĕ те колхозникăн паянхи пурнăçĕ, унăн тивĕçĕ çинчен витĕмлĕн калама пуçларĕ. Клубри халăх ун сăмахне сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕ.
— Çапла, — терĕ малалла Ефим Егорович, — пирĕн пурнăç кунран-кун илемленсе, пуянланса пырать. Колхозниксем хулари пекех чаплă та пысăк çуртсенче пурăнаççĕ. Кашни килте пекех телевизор, радио. Нумайăшĕн çăмăл машина, мотоцикл. Пирĕн пурнăç татах та ытларах илемлентĕр тесе, эпир ырми-канми ĕçлетпĕр. Анчах та пирĕн хушăра кивĕ самана юлашкисем те пĕтсе çитмен. Вĕсем хăйсен сăтăрла ĕçĕсемпе пĕтĕм колхоз çине вараланчăк ят сараççĕ. Пирĕн, юлташсем, çавăн пек çӳп-çапа çине тăрсах шăлса тасатмалла. Элекçĕсен, вăрăсен таса чун-чĕреллĕ ĕççыннисем хушшинче вырăн çук. Тĕрĕс калатăп-и эпĕ, юлташсем?
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — илтĕнчĕç сасăсем унтан та кунтан.
— Апла вĕсене тивĕçлипе явап тыттарар.
Ефим Егорович хыççăн юлташла суд председателĕ Владимир Сергеевич ял хăлăхне Варвари ĕçĕпе паллаштарчĕ. Çавна май зоотехникран ĕç мĕнле пулса иртнине каласа кăтартма ыйтрĕ.
Чăх пăхакан хĕрсем хушшинче ларакан Василий Петрович вырăнтан çĕкленчĕ те трибуна умне тухрĕ.
— Миронова пирĕн коллективра иккĕмĕш çул ĕçлет, — пуçларĕ сăмахне зоотехник. — Çак вăхăт хушшинче вăл хăйне лайăх енĕпе пачах та кăтартман тесен те йăнăш пулмĕ тесе шутлатăп эпĕ. Нумай чухне ĕçе пачах та тухмасть е тата ӳсĕр пуçпа пыни те пулнă. Ун вырăнне вара хĕрсен ĕçлеме тиветчĕ. Асăрхаттарнине йышăнмасть.
— Хĕрсем хăçан ĕçленĕ ман вырăна? Мĕн пустуй ял халăхне тĕлĕнтерсе тăратăн! — кăшкăрса ячĕ Варвари, хăй вырăнĕнчен сиксе тăрса.
— Миронова! Сире сăмах паман. Ларăр хăвăрăн вырăна.
— Мĕн тата, тупăннă мана вĕрентекенсем. Çав ĕнтĕ пĕччен хĕрарăмăн, кашни иртен-çӳрен кулма пăхать.
Владимир Сергеевич сĕтеле кăранташпа шаккаса илчĕ.
— Тепĕр хут асăрхаттаратăп: сана сăмах паман.
— Юрĕ ĕнтĕ, юрĕ. Кăшт калама та юрамасть.
Варвари шăпланса ларчĕ те çап-çаврака шыçмак питĕнче пытанса ларнă пĕчĕк куçĕсемпе ял халăхĕ çине пăхса çаврăнчĕ, анчах та хăйне тарăхса е йĕрĕнсе пăхса ларакан çынсене хирĕç нумайччен пăхма хевти çитмерĕ, хăвăртрах çав куçсенчен тарса хăтăлас тенĕ пек, тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ.
— Коллективпа килĕштерет-и вăл? — ыйтрĕ юлташла суд председателĕ.
— Мĕн килĕштерни, вăл çынпа йĕркеллĕн калаçма те пĕлмест вĕт, ирсĕр сăмахсем сарма кăна ăста, — халăх хушшинчен кăшкăрчĕ Зоя.
— Чĕпписене те йĕркеллĕ пăхмасть, çурри ытла вилсе пĕтнĕ, тахçанах кăларса çапмалла ăна фермăран. — Зойăпа килĕшсе кăшкăрчĕ Галя та.
— Майне тупнă-ха вăл, хĕрсен чĕпписене вăрласа айăпне пытарасшăн пулнă, намăссăр, — унтан та кунтан илтĕнме пуçларĕç сасăсем.
Владимир Сергеевич халăха шăпланма ыйтрĕ, анчах халăх татах та ытларах кĕрлесе кайрĕ.
— Тахçанах суд тенкелĕ çине лартмалла ăна, услапа, ял халăхĕн ятне çĕртсе пурăнать, — чунтанах вăрçса каларĕç хĕрарăмсем.
Çынсем кăшт лăплансан, Варвари ура çине сиксе тăчĕ.
— Вăрламан эпĕ нимĕн те, усал сăмах та каламан. Хăйсен чысне упраса хăварассишĕн манăн таса ята варалаççĕ вĕсем. Ванюк! Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн? Эсĕ Василий Петрович мана çапма тăнине хăв куртăн вĕт?
— Ванюк мар, тĕрĕссине эпĕ пĕлтеретĕп.
Залра ларакансем пурте тенĕ пекех сасă илтĕннĕ çĕрелле çаврăнса пăхрĕç. Чи хыçалти ретрен Çемен хуралçă курăнчĕ.
— Владимир Сергеевич! Мана пĕр-икĕ сăмах калама ирĕк парăр-ха.
— Тархасшăн, тархасшăн. Михайлов, иртĕр малалла, халăх умне тухăр.
— Кунтан та пырĕччĕ те-ха мана, юрĕ, эппин, малах тухам.
Çемен çирĕп утăмсемпе халăх умне тухса тăчĕ.
— Итлерĕм, итлерĕм те эпĕ паян Варвари сăмаххисене, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм. Мĕнле-ха эсĕ, Варвари, çав териех пуçсăрланма пултаратăн? Е этем чысĕ пĕр чĕптĕм те тăрса юлман санра? Халиччен никама та шарламанччĕ, хăв панă сăмаха пурнăçласса шаннăччĕ эпĕ. Халĕ, ак, куратăп, пĕтнĕ çын эсĕ, Варвари, чунупа нишлĕ, ирсĕр çын. Ял-йыш! Çак сăмаха ман тахçанах каламалла пулнă, уншăн эпĕ айăплă. Ĕçĕ ак мĕнле пулса иртрĕ. Ун чухне эпĕ яланхи пекех хуралра тăраттăм. Каçĕ лăпкăччĕ, нимĕнле шăв-шав та илтĕнместчĕ, çавăнпа та эпĕ, уçăлмалла тесе, хирелле тухсаттăм. Утса пыраттăм çапла лăпкăн çеç, сасартăк пĕр хĕрарăм фермăран тухса, ял еннелле утнине куртăм. Çурăмĕ хыçĕнче темĕнле япала пур. Те кутамкка, те михĕ, малтанах уйăраймарăм. Хыпаланать хăй, васкать, эпĕ пурпĕрех хăваласа çитрĕм çакна. Çав çын хайхи Варвари пулчĕ тăчĕ. Çурăм хыçĕнчи миххинче — комбикорм. Ну, пăскăртрăм эпĕ ăна ун чухне, ял Советне илсе каятăп, терĕм. Хăй çав тери тархасласа йăлăнчĕ те, пĕррелĕхе каçарам терĕм, никама та шарламарăм. Халĕ ак куратăп, сана ун чухнех тĕрмене хупса лартмалла пулнă, Варвари, пурпĕрех санран йĕркеллĕ çын пулмасть.
Тĕрме çинчен асăнни Варварин паттăрлăхне йăлт çапса хуçрĕ. Вăл чарăлса кайнă куçĕсемпе халăхран пулăшу ыйтнă евĕр йăлăнса пăхса çаврăнчĕ, унтан икĕ аллипе питне хупласа лартса кăшкăрсах йĕрсе ячĕ.
— Каçарăр мана, ял-йыш, ан ярăр тĕрмене. Эпĕ йăнăшнă, эпĕ урăх никамăнне те пĕр пĕрчĕ те илмен, леш комбикормне те каялла кайса лартнă. Чĕпписене вара… чĕпписене эпĕ киле валли мар вĕт, чĕпписем вĕсем унтах юлатчĕç. Хама ĕçрен кăларассинчен хăраса çеç çапла хăтлантăм. Василий Петровичпа Лена çинчен те пустуй çеç каларăм. Вĕсем çамрăккишĕн, хитришĕн, пĕр-пĕрне юратнишĕн ăмсантăм-ши? Каçарăр мана, ял-йыш, каçарăр, Василий Петрович, Лена.
— Да-а, акă мĕнлерех çын иккен эсĕ, Варвари. Ну, мĕнле ĕненмелле-ха ĕнтĕ сана çакăн хыççăн, мĕнле? Паян сăмах паратăн эсĕ, ыран манатăн, çапла-и?
— Ефим Егорович, эпĕ…
— Ну, мĕн эпĕ, мĕн? Халăх ырă, халăх каçарать тетĕн-и? Халăх вăл пĕрре каçарать, тепре, виççĕмĕшĕнче вара каçару пулмасть, асту çавна.
Председатель ывăннăн хашлатса сывласа илчĕ, пĕчĕк тутăрĕпе пит-куçне шăлса тасатрĕ.
— Ну, ял-йыш, мĕн тăвăпăр Мироновăпа? Тепре тĕрĕслемелле шанса пăхар-и е унăн ĕçне тӳрех районти халăх судне ямалла тăвар-и?
Клубри халăх тепĕр хут кĕрлесе, шавласа кайрĕ. Пĕрисем Варварин ĕçне тӳрех милици аллине памалла терĕç, теприсем юлашки хут каçармалла терĕç. Тавлашсан-тавлашсан, юлташла суд председателĕ халăх йышăнăвне протокол çине çырса хучĕ:
«Миронова чĕп пăхакана суя сăмах сарнишĕн тата колхоз пурлăхне вăрлама пăхнишĕн штраф тӳллеттерес, тепре кампа та пулин вырăнсăр хирĕçсен е алă кукăрри сисĕнсен, унăн ĕçне тӳрех районти милици аллине ярса памалла. Хăйĕн йăнăшĕсене йышăннă май, Мироновăна юлашки хут асăрхаттарса çав ĕçрех хăварас, ĕç дисциплинине тепре пăссанах, ĕçрен хăтармалла тăвас».
Кунпа пурте килĕшрĕç.
VII
Чĕпĕсем тĕрекленсе çитрĕç ĕнтĕ. Клеткăсенчи вырăн аталанса пыракан чĕпĕсемшĕн тăвăрланса юлчĕ, çавăнпа та пĕр ăшă кунхине вĕсене çуллахи лагере кăларма шутларĕç. Василий Петрович хĕрсем хушшинче вĕткеленсе кăна çӳрерĕ, чĕпĕсен сывлăхне тĕрĕслерĕ. Имшертереххисене халлĕхе уйрăм изолятора куçарттарчĕ, пенициллинпа хутăштарнă апат çитерме хушрĕ. Пурне те йĕркене кĕртсе пĕтерсен, хĕрсем клеткăри чĕпĕсене, ятарласа тунă сеткăллă наçилккасем çине шутласа ярса, çеремлĕхе илсе тухрĕç. Вырăнĕ вара çамрăк чĕпĕсем валли чăнахах та питĕ лайăх. Самаях пысăк çеремлĕ лаптăка йĕри-тавра сеткăллă тимĕр карта тытса çавăрнă. Варрине хӳтĕлĕхшĕн вăрăм сарай туса янтăланă. Çак лагерьте чĕпĕсен кĕркуннечченех, пĕрремĕш юр ӳкичченех пурăнас пулать. Кайран, пĕрремĕш юр ӳксен, çăвăр автансене чĕпĕсенчен уйăраççĕ те хăшне ăçта ямаллине палăртаççĕ.
Çемçе те симĕс курăк çине ярса хăварнă чĕпĕсем малтанах хăраса çĕр çумне лăпчăна-лăпчăна ларчĕç. Хăйсем ăçта лекнине ăнкарса илеймесĕр, йĕри-тавра сехĕрленсе пăхса çаврăнчĕç, анчах та вĕсене никам та тивменнине, хăйсем ирĕкрине сиссе часах урисем çине çĕкленчĕç, шит тăршшĕ çитĕннĕ çемçе курăк тăрăх чăл-пар саланчĕç. Ку таранччен чĕпĕсемшĕн çут тĕнче клетка шăтăкĕнчен кăна курăннă пулсан, халĕ вĕсемшĕн ытармалла мар юмахри пурнăç тухса тăчĕ. Вĕсем, савăнса кайнăскерсем, пĕр-пĕрин патне чупса пырса хăйсен чĕлхипе темĕн çинчен шиплетме пуçларĕç. Малтантарах тухнă чĕпписем кайран илсе пынисем çине мăнкăмăллăн, пуçĕсене каçăртса пăхса çаврăнчĕç, эсир тата ăçтан сиксе тухрăр тенĕ пек, хулăнлана пуçланă сассисемпе кăмăлсăррăн кăкăлатса илчĕç. Харсăртараххисем хăйсен кӳршисемпе çапăçса илме те ĕлкĕрчĕç, хăравçăраххисем кăна шăпăртах, кирек мĕн пулса тухсан, аяккалла тапса сикме хатĕр тăчĕç.
Канăçсăрланса кĕтрĕ Лена паянхи куна. Пăшăрханчĕ, пăлханчĕ. Тем тесен те паянхи кун хĕрĕн ĕçĕнчи пĕрремĕш тĕрĕслев-çке. Халĕ, ак, зоотехник вĕсен ятне ырăпа асăнсан, Ленăн чĕри лăштах пулчĕ, апла вăл ĕçри юлташĕсем çине хăюллăнах пăхма пултарать. Лена Тамара енне çаврăнчĕ. Унăн юлташĕ те пăлханать пулас, сăлтавсăрах хĕреле-хĕреле каять, Василий Петрович çине именчĕклĕн пăхать.
— Тамара! Тусăм! Паянхи кун манăн асăмра яланлăхах юлать пулĕ. Пĕлесчĕ сан, мĕн тери хăрарăм эпĕ ĕçри юлташсем умĕнче намăс курасран. Халĕ акă… Ой, Тамара, пăх-ха, еплерех чупаççĕ вĕсем. Çав пĕчĕкскерсем те савăннă вĕт-ха, чисти пĕчĕк ачасем пекех.
— Эсĕ ху та пĕчĕк ача пекех паян, Лена, — кулса ячĕ Тамара.
— Чăнах-и? Пултăрах. Телейлĕ эпĕ паян, телейлĕ. Айта хĕрсем патне, унта Василий Петрович темĕн калать пулас.
— Эсĕ ăна юрататăн-и, Лена?
— Кама?
— Мĕн… ну, чĕпĕсене тетĕп, — Лена куçĕнчен пăхмасăр, темĕнле тытăнчăклăн, аран-аран каларĕ Тамара.
— Çав тери, Тамара, айта.
Чĕпĕсене çеремлĕхе илсе тухнине стройкăри çамрăксем те часах асăрхарĕç.
— Чăх-чĕп ăстисене хĕрӳллĕ салам! — кăшкăрчĕç вĕсем аллисемпе сулкаласа.
— Галя! Кур-ха, Толя сан çине мĕнлерех пăхса тăрать. У-ух, кĕç-вĕç çăтса ярас пек вĕт, тупата. Асту, çĕрелле персе ан антăр, — хăй çумĕнче тăракан Гальăна çурăмĕнчен тĕксе илчĕ Зоя.
— Мухтавлă çурт-йĕр бригадине те салам! Эй, каччăсем, эсир унта хăвăртрах çаврăнкалăр, кĕркуннеччен пирĕн чĕпĕсем валли кермен пек çурт хатĕр пултăр! — кăшкăрчĕç хĕрсем.
— Чаплăран та чаплă пикесем, сирĕн ыйтăва пурнăçлама тăрăшăпăр, кĕркуннеччен кермене вĕçл… вĕç… ой, ой, ӳкетĕп, тытăр, тытăр мана…
Пурте ахăлтатса кулса ячĕç.
— Ну, чунсăрсем эсир, хĕрсем, сире пула эпĕ çавăн пек вĕçев турăм. Шеллес вырăнне эсир шăл йĕрсе тăратăр, тен, ман ал-ура хуçăлнă, тен, кĕлетке-çурăм аманнă, — алли-урине вăльть-вальть выляткаласа илчĕ Толя. — Ну, астăвăр, хĕрсем, кĕркуннеччен фермăра пĕр хĕр те хăвармастпăр, пĕрерĕн-пĕрерĕн вăрласа пĕтеретпĕр.
— Курăпăр-ха, пирĕн хĕрсене тивĕç-и эсир? — парăнмарĕ Зоя.
Зоя пĕр ачаллă çамрăк хĕрарăм. Вăл нихăçан тунсăхлама, кулянса çӳреме юратмасть, кирек мĕнле йывăр самантсенче те шӳтлеме, путишле халапсем яма пултарать. Çавăнпа та хĕрсем ăна юратаççĕ, ун çумĕнче пулма тăрăшаççĕ.
— Василий Петрович! Илтетĕн-и, каччăсем мĕн калаççĕ? Асту, зоотехник юлташ, çакăн чухлĕ хĕр çинче пĕринсĕр тăрса юлатăн ак. Э-эх, хам каччă пулсан… — куçĕсене чеен вылятса илчĕ Зоя.
— Мĕн тăвасшăн-ха эсĕ каччă пулсан? — хĕрарăм шӳтленине хăнăхса çитнĕскер, Василий Петрович хаваслансах калаçма пуçларĕ.
— Каччă пулсан-и? Каччă пулсан, эпĕ паянах авланса янă пулăттăм. Хĕрсем! Айтăр Василий Петровича авлантарса ярар.
— Хаваспах килĕшетĕп, анчах хăшне илмелле-ши? Пурте хитре, пурте çамрăк, пуç çаврăнса каймалла, — уçă сассипе кулса ячĕ зоотехник. — Эсĕ те пулин качча тухса тартăн. Упăшку тата çав тери кĕвĕçскер.
— Эсĕ нумайрах çывăр.
Пурте кулма, шӳтлеме пуçларĕç. Василий Петрович Зоя сăмаххи айне пулас мар терĕ пулмалла, çаплах шăл йĕрсе тăракан хĕрарăма хăйне хăвалама пуçларĕ.
— Ну, Зойка, асту, хăваласа çитсен, упăшку куриччен пĕрре чуптуса илетĕпех.
— Ак тĕнче, Василий Петрович, ара, эсĕ хĕрсемпе карчăксене пăтраштарса ятăн мар-и?
— Мана, ват хусаха, карчăксем те юрĕç ĕнтĕ.
— Эх, каччă, каччă.
Зоя, ахăлтата-ахăлтатах чăхлатса тăракан хĕрсем хушшине кĕрсе кайса, Ленăна аллинчен çавăрса тытрĕ те хăйĕн хыççăн вирхĕнсе пыракан зоотехника хирĕç çепĕççĕн тĕртсе ячĕ. Лена хăй сисмесĕрех каччă ытамне кĕрсе ӳкрĕ.
— Ай-ай, пăх-ха эсĕ ăна, ват хусах темерĕн, мĕнлерех çавăрттарать вăл хĕрсене.
Пурте, тăруках шăпланса, калаçакан еннелле çаврăнчĕç. Колхоз председателĕпе Ванюк иккен. Выляса кулнă хĕрсем Ефим Егорович хăш вăхăтра пырса тăнине сисмесĕрех юлчĕç.
— Выльăрах, выльăр. Выляса куласси вăл, ачасем, çамрăк чух кăна. Савăнăçлă вăйă-кулă этемĕн ĕмĕрне вăрăмлатать, теççĕ. Ну, каччă, кăтартса çӳре, ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ, — терĕ председатель, аванмарланса кайнă зоотехник патне пырса.
Ефим Егоровичпа Василий Петрович тин çеç кăларса янă чĕпĕсене курса çӳреме утрĕç. Ванюк вырăнĕнчех тăрса юлчĕ-ха. Вăл тӳп-тӳррĕн, куç сиктермесĕр. Лена çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те стройка еннелле çаврăнса утрĕ. Лена тем каласшăн пулса çăварне уçнăччĕ, анчах пĕр сăмах та шарламарĕ, хĕрсем хыççăн зоотехникпа председатель калаçнă çĕрелле çаврăнчĕ.
— Пăх-ха, шельмасем, мĕнлерех чупаççĕ симĕс курăк çинче, чăн-чăн курортри евĕр, — пĕчĕк ача пекех савăнса кайнă Ефим Егорович пĕр чĕппи патĕнчен теприн патне пĕшкĕнчĕ, вĕсене аллипе тытса пăхма хăтланчĕ, анчах лешсем ниепле те тыттарасшăн мар, вĕлт кăна курăк ăшнелле чăмаççĕ.
— Комбикорм пĕтмен-и-ха? — сăмах май ыйтрĕ вăл, чĕпĕсем шыв ĕçнĕ чухне пĕсехисене ан йĕпетчĕр тесе ăсталаса тунă валашкасене çавăркаласа пăхса.
— Тепĕр эрнене çитет пулĕ.
— Апла Вăрнара кайса комбикорм турттарса килес пулать.
— Мĕнле, çамрăк чĕпĕсене пулă çăвĕ çитеретĕр-и эсир? — пурне те пĕлме тăрăшрĕ председатель.
— Çапла, Ефим Егорович. Кашни апатрах комбикормпа хутăштарса паратпăр.
— Аван, аван апла пулсан. Эсир тата, хĕрсем, мĕнлерех пурăнатăр, кичем мар-и сире кунта?
— Ой, мĕн эсир, Ефим Егорович, мĕншĕн кичем пултăр пире?
— Ну, юрĕ, юрĕ. Сăмах май тата мансах кайнă, паян пирĕн клуба артистсем килнĕ. Питĕ чаплă концерт пулать, теççĕ. Пырса курма ан манăр.
— Тавтапуç, Ефим Егорович. Паллах, пырса куратпăр.
Председатель хĕрсемпе калаçкаласа илнĕ хыççăн, тата кайса çӳремеллисем пур тесе, фермăран стройка еннелле çул тытрĕ.
Хĕвел анма пуçласан, хĕрсем чĕпĕсене сарайне кĕртме пуçларĕç. Сапаланса кайнă чĕпĕсене пĕр çĕре пуçтарса сарайне хăваласа кĕртесси çав тери йывăр пулчĕ. Вĕсем ют сарая кĕресшĕн пулмарĕç, ăçта та пулин тарса пытанма тăрăшрĕç. Сарайне кĕрсен те мĕн тумаллине пĕлменскерсем хăраса çуйхашрĕç, пĕр кĕтесе купаланчĕç. Хĕрсем чĕпĕсене пĕрерĕн-пĕрерĕн кашта çине тытса лартрĕç, анчах вĕсем каяллах çĕре татăла-татăла анчĕç.
Икĕ-виçĕ хутчен ӳксен тин кăштах лăпланчĕç, кашта çинчен урăх персе анас марччĕ тесе пулас, ун çумне лăпчăнчĕç. Тĕттĕмленичченех тăрмашрĕç хĕрсем сарайĕнче, пур чĕппе те вырнаçтарса лартса пĕтерсен кăна, алăка тĕплĕн хупса, килĕсене кайма тухрĕç.
Каçхине Ленăпа Тамара клуба кайма хатĕрленчĕç. Лена çине кăвак пурçăнтан çĕлетнĕ шурă çухаллă кĕпе, урине хура лакпа сăрланă пушмак тăхăнчĕ. Çӳçне икĕ çивĕтрен пĕрре туса малалла усса ячĕ. Хĕрĕн çĕмĕрт пек хуп-хура куçĕсем шурă çухаллă кĕпе çинче уйрăмах темĕнле илĕртӳллĕн çутăлса тăраççĕ. Пĕчĕк ачанни пек черченкĕ шурă питне çепĕç кĕрен тĕс çапнă. Çавна пула Лена юмахри пике евĕрех курăнать. Юлташĕ тăхăннине пăхса тăракан Тамара чăтаймарĕ, Ленăна ыталаса илчĕ.
— Илемлĕ çав эсĕ, Лена, питĕ илемлĕ. Çавăнпа та пурте сана килĕштереççĕ.
— Ан кул-ха, Тамара, такама кирлĕ пулĕ эп.
— Ан пытар, тусăм, эпĕ куратăп вĕт, чĕрепе те туятăп. Телейлĕ эсĕ, Лена.
— Тамара! — тусĕн куçĕнчен тĕпчевлĕн пăхрĕ Лена. — Мĕн пулчĕ сана юлашки вăхăтра, тем ăнланаймарăм-ха эпĕ.
Тамара ассăн сывласа ячĕ.
— Эсĕ мар, эпĕ хам та хама ăнланаймастăп. Тем пулчĕ мана, Лена. Чĕре çунать, кăшкăрса йĕрес килет. Юратса пăрахрăм эпĕ, Лена, тахçантанпах ĕнтĕ. Вăл вара… вăл урăххине юратать пулас.
— Тамара, тусăм, эпĕ чухлатăп пулмалла кăштах. Эсĕ ăна, Василий Петровича, юрататăн вĕт?
Тамара пуçне пĕкрĕ.
— Çавна, — шăппăн пăшăлтатрĕ вăл.
— Ой, Тамара, апла Василий Петровичăн кăçал авланма тиветех. Курăпăр ак, телейлĕ пулатăр эсир, тусăм. Эсĕ вара пуçна уснă. Юратакансене çапла виле çинчи пек салху çӳреме юрать-и вара. Вĕсем телейлĕ вĕт, телейлĕ. Вĕсем юратаççĕ, вĕсен чĕри çав ырă, çепĕç туйăмпа тулнă. Ку вăл телей вĕт, тусăм. Ну, айта клуба каяр, концерт пуçланчĕ те пулĕ тата.
Хĕрсем клуба пырса кĕнĕ чухне унта концерт пуçланнăччĕ ĕнтĕ. Вĕсем пушă вырăн шыраса унта-кунта пăхрĕç. Залра халăх туп-туллиех. Хĕрринчи пукан çинче ларакан Ваня Ленăпа Тамара кĕнине тӳрех асăрхарĕ, вăл, хĕрсене хăй çумне чĕнес тесе, ури çине те çĕкленчĕ, анчах хыçалти ретри Василий Петрович вĕсене пушă вырăн тупса пачĕ. Хĕрсем зоотехник çумне кĕрсе ларчĕç.
Сцена çинче чăваш ташши ташлаççĕ. Пурте хĕрсех ташлакан килĕшӳллĕ мăшăрсене куç туллин пăхса лараççĕ. Чăваш халăх ташшин çепĕç кĕвви куракансене чунтанах хавхалантарса, хăпартлантарса ячĕ. Вĕсем кĕвĕ чарăнсан та нумайччен алă çупрĕç. Ташлакансене тепĕр хут чĕнсе ăшшăн тав турĕç.
Концертăн программи чăнахах та пуян вара. Темĕн тĕрлĕ ташă та, юрă та пулчĕ. Пушкинăн илемлĕ сăввисемпе хальхи çамрăк поэтсен çĕнĕ сăввисене те тулли кăмăлпа вуларĕç. Мыскараçăн тĕрлĕрен номерĕсене те кăтартса халăха култарчĕç.
Концерт çур çĕр çитеспе кăна вĕçленчĕ. Клубри халăх, артистсене чĕререн тав туса, ерипен саланма пуçларĕ.
Çĕрлехи вăрттăн сасăсемпе тулса ларнă каçхи урам çамрăксене çӳлти çутатса пăхакан уйăхăн илĕртӳлĕхĕпе кĕтсе илчĕ. Хĕрсемпе каччăсем, мăшăрăн-мăшăрăн тăрса, ерипен, васкамасăр малалла утрĕç. Пĕр ушкăн хĕр юрă пуçласа ячĕ:
Чупрăм тухрăм эпĕ кӳле хĕррине,
Çамрăк сăнăм ӳкрĕ шыв çине.
Çулăм хыпрĕ манăн çамрăк чĕрене
Эп çухатрăм, эп çухатрăм чунăм савнине.
Ленăпа Тамара пĕрле утрĕç. Вĕсем хыçĕнче Василий Петровичпа Ванюк.
— Хĕрсем! Айтăр çакăнта ларса канар кăштах, çакăн пек ырă каçăн илемлĕ вăхăтне çывăрса ирттерер мар ĕнтĕ, — юрлакансене чарсах ума тухса тăчĕç каччăсем, ытти чухне вăййа пухăннă вырăна çитсен.
— Чăнах та, ларса канар мар-и? Манăн хуть пĕр чĕптĕм те çывăрас килмест, — терĕ пĕр хĕрĕ.
— Каçĕ ырă, ларар, — килĕшрĕç ыттисем.
Шултăра пĕренесем çине пурте йĕркипе ларса тухрĕç.
— Толя! Илсе тух-ха купăсна, эсĕ çывăхрах пурăнатăн.
Толя нумай кĕттермерĕ, йăпăртах чупса кайса хуткупăсне çĕклесе те таврăнчĕ.
— Ну, хĕрсем, ташлаттаратăп та ĕнтĕ пĕрре, — купăсне тăсса ячĕ те хĕрсем еннелле пăхса куç хĕссе илчĕ Толя. Анчах каччин сылтăм алли ыратать иккен, кăшт вылясанах ывăнчĕ.
— Эх, хĕрсем, хĕрсем, ташлаттараймастăп пулмалла эпĕ кĕçĕр сире. Алă ыратать.
— Хе-е, хăй выляма пултараймасть те алă çине ярать тата. Кала пĕрех хут, выляма пĕлейместĕп тесе, — вут-хĕм сирпĕтсе пăхса илчĕ Галя Толя çине, унтан каччă умĕнче вăр-р çаврăнчĕ те юлташĕсем патне пĕшкĕнсе темĕн пăшăлтатрĕ. Хĕрсем чăхлатса кулса ячĕç.
Гармонист, гармонист,
Ытла хитре вылятăн,
Ытла хитре вылянипе
Хăвна юраттаратăн, —
çавăнтах такмакласа илчĕç вĕсем. Тăпăртăк, тăпăртăк тăпăртатса та илчĕç хăшĕсем.
— Кӳр-ха купăсна, Толя, каласа пăхам, манса кайман-и?
Ванюк Ленăпа Тамара çумне пĕрене çине ларчĕ те купăсне çав тери çăмăллăн тăсса ячĕ.
Халĕ кăна каччăсенчен тăрăхласа тăракан хĕрсем шăпăртах пулчĕç, пурте купăсçă умне пуçтарăнчĕç. Ванюк савăнăçлă кĕвĕ каларĕ. Çамрăксем çавăнтах алă çупма, ташлама пуçларĕç. Ытла та ăста калать иккен Ванюк купăсне, урасем хăйсемех ташă картине илсе тухаççĕ, темĕнле ташлама пĕлмен çын та сисмесĕрех тапăртатма пуçламалла.
Унтан вальс пуçланчĕ. Каччăсем хĕрсем умне пыра-пыра пуç тайрĕç, ташă картине çавăтса тухса çăмăллăн çаврăнма пуçларĕç.
Лена умне Василий Петрович пырса тăчĕ.
— Ташлар-и, Лена?
Хирĕçлеме темĕнле аван мар пек туйăнчĕ, çавăнпа та Лена килĕшрĕ.
— Ташлар, эппин, — терĕ вăл.
Вăр та вăр çаврăнаççĕ мăшăрсем, вăльт та вăльт тăваççĕ хĕрсемпе каччăсен савăнăçлă пит-куçĕсем.
— Чипер ташлатăн эсĕ, Лена, çăмăллăн çаврăнатăн. Эпĕ ак ташăсене питех çӳреместĕп те, урасем итлесшĕнех мар пулмалла.
— Эсир те аванах ташлатăр, Василий Петрович.
Зоотехник темле салхуллăн кулса илчĕ.
— Темĕн… аванах-ши? Тен, çынни пĕрремĕш хут хĕрпе ташлать. Юрать-ха, эсĕ манпа ташлама килĕшрĕн, унсăрăн чиперрĕнех намăс кураттăм вĕт.
— Эпĕ килĕшмен пулсан, урăххине чĕнеттĕн. Василий Петрович, сире пĕр сăмах пĕлтерем-и? Анчах ку хамăр хушăра пултăр, юрать-и?
— Мĕнле сăмах?
Лена каччă хăлхинчен темĕн пăшăлтатрĕ. Чип-чипер ташлакан зоотехник, Лена сăмаххине илтсен, темĕншĕн такăнма пуçларĕ, ташă çеммине пăсса кăшт çеç хĕр урине лапчăтмарĕ.
— Каçар, Лена. Айта-ха, пăрăнар пĕрех хут, вăн çавăнта кайса тăрар.
Василий Петровичпа Лена çамрăксенчен кăштах пăрăнса аяккарах кайса тăчĕç.
— Лена, эсĕ шӳтлетĕн…
— Çук, Василий Петрович, пĕрре те шӳтлеместĕп. Ытла та суккăр эсир, каччăсем, нимĕн те курмастăр. Ну, юрĕ, кун пек уйрăммăн тăма аван мар, айта, хĕрсем те темĕнле пăхкалама пуçларĕç, авă, пирĕн çине, хамăн каччă та çилленĕ тата, — кулса ячĕ Лена.
— Тавтапуç, Лена. Айта тепĕртак ташлар, эппин. Ан хăра, Ванюк çилленекен каччă мар.
Нумайччен ташларĕç çамрăксем, нумайччен савăнчĕç. Пĕр Ванюкăн чĕринче çеç савăнăç йĕрри пулмарĕ. Ун куçĕ умĕнче Ленăпа Василий Петрович кăна вĕлтлетрĕç.
«Юратаççĕ вĕсем пĕр-пĕрне, юратаççĕ. Вăн еплерех пĕр-пĕрин çине пăхса кулаççĕ. Эх, Лена, Лена», — асаплăн шутларĕ каччă.
Ташласа ывăннă çамрăксем купăсçа тав турĕç те килĕсене саланма пуçларĕç.
Ленăпа Тамара тата Василий Петрович юнашар утрĕç. Вĕсем хыççăн Ванюк шухăша кайса пычĕ.
— Ванюк! Эсĕ хăш вăхăтра мăнкăмăлланма пуçларăн вара? — терĕ Василий Петрович хыçалта утса пыракан Ванюка.
Ванюк, зоотехник сăмахĕсене илтмĕш пулса, хирĕç нимĕн те чĕнмерĕ, кăштахран вăл вĕсене хуса çитсе Ленăна хулĕнчен çепĕççĕн тытса чарчĕ. Тамарăпа зоотехник пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса кулса малалла утрĕç.
— Лена, ман санпа калаçмалли пур, — терĕ Ваня хумхануллă сассипе.
— Эпĕ итлетĕп, — терĕ хĕр каччă куçĕнчен пăхса.
— Хăçанччен çӳрĕпĕр эпир çапла?
— Мĕнле çапла?
— Ну… çапла, ют çынсем пек. Тен, эсĕ урăххине килĕштеретĕн, апла пулсан, эпĕ чăрмантармăп сана, анчах та, Лена, пĕл: юрататăп эпĕ сана, юрататăп.
— Юратсан çавăн пек пăрăнса çӳреççĕ-и вара? Ытла та кулăшла çĕр кĕçĕр. Пĕри пĕрне юратать, тепри кĕвĕçет, тепри каллех… чăнах питĕ кулăшла.
— Кулăшла? Пулĕ те çав. Манăн чĕре чул татки мар вĕт, куç умĕнчех савнă çынпа урăххи ташлать, урăххи ăна ыталать пулсан, такам та чăтса тăраяс çук.
— Урăххи мар вăл, Ванюк, вăл — ман юлташăн савнă каччи.
Ванюк тăпах чарăнса тăчĕ. Вăл, халĕ кăна малта Василий Петровичпа Тамара утса пынине асăрханă пек, пĕрре вĕсем çине, тепре Лена çине пăхса илчĕ.
— Лена…
Каччă çавăнтах хĕре икĕ аллинчен çавăрса тытрĕ те, хăй çумне хыттăн ыталаса илсе, ăна пĕчĕк тутинченех чуптуса илчĕ.
Халиччен чуптуса курман Ленăн пит-куçĕ çунса тухас пек пĕçерсе кайрĕ, пуçĕ çаврăннă пек пулчĕ. Вăл каччă аллисене хăй çумĕнчен вĕçертрĕ те çемçен тĕртсе ярса пĕтĕм вăйран килĕ еннелле чупрĕ. Ванюк мĕн каланине те илтмерĕ хĕр. Хыçалалла çаврăнса пăхмасăр пӳрте кĕрсе çухалчĕ.
* * *
Çу каçипех больницăра выртнă Таиç аппа ĕнер сывалса киле таврăнчĕ. Ленăшăн вара ку уяв пекех туйăнчĕ. Вăл ирех тăрса кукăльсем пĕçерчĕ, мунча хутса хатĕрлерĕ. Амăшĕшĕн тунсăхласа çитнĕ хĕрача кашни пушă самантрах ун патне чупса пычĕ, хăйĕн пурнăçĕ çинчен, фермăри ĕçсем пирки каласа кăтартрĕ. Таиç аппа мĕнле те пулин ĕç патне пырсан, Лена ăна çепĕççĕн ыталаса илсе хăйне упрама ыйтрĕ.
Мунча кĕме кайиччен тесе, Лена Лисук кинемее вĕри кукăль çиме илсе каçрĕ.
— Кинемей, анне! Эсир кукăльне сивĕнсе кайиччен çийĕр. Ак кунта çĕрулми кукăлĕ, ак ку тата симĕс суханпа тунăскер. Ларăр, ларăр эсир. Кинемей, эсĕ мĕншĕн алăк патĕнчех тăратăн, сĕтел хушшине килсе лар, — çепĕççĕн калаçрĕ Лена, ватăсене сĕтел умне лартса.
— Эсĕ, хĕрĕм, кĕçĕр çĕрĕпех çывăрман пулĕ? Хĕвел те халĕ кăна тухать-ха, санăн вара кукăльсем те пиçсе тухнă, — терĕ Лисук кинемей, сĕтел хушшине вырнаçса ларнă май.
— Хам та çакна калатăп мар-и, халех ан тăр тетĕп, вăл пур мана та итлемерĕ, кăвак шуçăмлах мунча хутса хатĕрлерĕ, кукăльсем унаса пĕçерсе кăларчĕ, — ăшшăн калаçрĕ Таиç аппа, кукăль касакан хĕрĕ çине куç туллин пăхса. Кинемейпе Лена амăшĕ пĕрер татăк кукăль тытрĕç кăна, пӳрт алăкне шаккани илтĕнчĕ, унтан пӳлĕме Матвей Захарчпа унăн арăмĕ кĕрсе тăчĕç.
— Кĕме юрать-и?
— Килĕрех, килĕр, малалла иртĕр.
— Таиç килнĕ терĕç те, ĕçе кайиччен кĕрсе тухар терĕмĕр, — терĕ Униç инке, вăтанса кайнă хĕрачана пыл тирĕкĕ тыттарса.
— Тавтапуç, чăрманма кирлĕ марччĕ.
— Эй, мĕн чăрманни, пыл вăл питĕ сиплĕ япала, эмел пекех.
Таиç аппа килнĕ хăнасене сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ.
— Хĕрĕм кукăль пĕçернĕ те, пĕрер татăк астивсе пăхăр-ха.
— Ак тата, апат тĕлнех пултăмăр тем. Ун пек чухне мĕнле калатчĕç-ха, хунеме савать тетчĕç-и çак? — кулкаласа калаçрĕ Ванюк ашшĕ.
— Эй, санăн, ватсупнăн, хунеме вăхăчĕ иртсе кайнă ĕнтĕ, хамăрăн кин кĕртсе хунеме-хунеçе пулас пулать, — упăшки пекех шӳтлесе илчĕ Униç инке, сĕтел хушшине Лисук кинемейпе юнашар вырнаçса.
Ватăсене кукăль çав тери килĕшрĕ, уйрăммăнах ăна Униç инке мухта-мухта çирĕ. Хăй хушăран Лена çине вăрттăн пăхкаларĕ, вăр-вар çаврăнакан хĕре ăшĕнче ăмсанса илчĕ.
Лена çинçе пилĕкне çăт тытса тăракан кĕрен тĕслĕ кĕпе тăхăннă, умне, ĕçленĕ чухне вараланасран сыхланса, чечеклĕ саппун çакнă. Вăрăм çырă çӳçне хыçалалла пуçтарса шурă тутăр айне тирпейлесе чикнĕ, тутăрне каялла çавăрса çыхнă. Унăн сĕт пек таса пичĕ, кăмака умĕнче хĕрелсе кайнă пирки, ытармалла мар асамлă чечек пек курăнать. Çывăхран паян кăна çăвăн пекех сăнанăран-ши е тата урăх сăлтава пула, Униç инкене хĕр çав тери чипер пек курăнчĕ. Вăл хăй шухăшне пытараймасăр хавхалансах калаçма пуçларĕ.
— Хăш вăхăтра çакăн пек маттур хĕр ӳстерме ĕлкĕртĕн эсĕ, Таиç?
— Çамрăксем малаллах çав, сисĕнмесĕрех хĕр пӳне кĕчĕ ак.
— Вăхăчĕ шăвать çав ĕнтĕ, хăвна ватлăхра савăнмалăх чипер хĕр ӳстернĕ эсĕ, Таиç.
— Чиперĕ-мĕнĕ, курак хура пулсан та хамăнах тенĕ пек, темле пулсан та хамăнах ĕнтĕ.
Хăй çинчен калаçнипе именсе кайнă хĕр ваттисен сăмахне урăх итлесе тăмарĕ, сăлтав тупса, килкартине пушă витресем çĕклесе тухрĕ. Кăшт вăхăт иртсен, Матвей Захарч çенĕке хурса хăварнă ĕç хатĕрĕсене çĕклесе тухрĕ.
— Мĕншĕн лармарăр тата, Матвей Захарч, лармаллаччĕ-ха кăштах калаçкаласа, — терĕ урамран шыв ăсса кĕрекен хĕр, витрисене килкартине лартса.
— Вăхăт васкать, хĕрĕм, вăхăт. Эпир ĕçе каймалла тухнă вĕт, çула май Таиçе кĕрсе курас терĕмĕр. Çапла, хĕрĕм, кĕçех çумăрлă кунсем пуçланĕç, эпир вара стройкăна çаплах вĕçлеймерĕмĕр-ха, ненай, кăçалах пĕтересси те пулмасть пулĕ. Çĕрлехи смена та йĕркелерĕмĕр, çапах та ĕç питĕ вăраххăн шăвать, ĕçлекен алăсем çитменни пĕтерет. Çуркунне валли пĕтересчĕ хуть.
— Çуркунне?! Ой, мĕн эсир, Матвей Захарч, пирĕн чĕпĕсем мĕнле хĕл каçĕç вара?
— Чăхсен сарайĕ пур вĕт, ирĕксĕрех çавăнта хĕл каçарма тивет. Кивви кивĕ те ĕнтĕ, пĕр хĕллĕхе юрĕ. Çăмарта тăвакан чăхсем патĕнче вырăн çук, терĕ председатель.
— Эсир шӳтлетĕр пулĕ, Матвей Захарч? Çамрăк чĕпĕсене вăл сарайĕнче мĕнле усрамалла? Тата вăл витĕр çил вĕрекен хăрăк-харăк сарайне кĕме те хăрамалла пулĕ?
— Çавăнпа тăрăшатпăр та çав…
Лена пĕр хушă нимĕн шарламасăр шухăша кайса тăчĕ, унтан темĕн аса илсе утма пуçланă мучи умнех пырса тăчĕ.
— Матвей Захарч! Енчен те эпир кашни ĕç хыççăнах пĕрер-икшер сехет пырса ĕçлесен?
— Эсир?!. Камсемпе?
— Ну, эпир, çамрăксем. Пирĕн хамăрăнах фермăра комсомолецсем нумай. Пионерсем те пулăшма пултараççĕ, кăтартса пыракан кăна пултăр. Ăна вара эсир те пултаратăр, çапла-и, Матвей Захарч?
— Пулăшакансем пулсан, пирĕн те ĕç тăмĕ-ха вăл, хĕрĕм анчах килĕшĕç-ши çамрăксем?
— Килĕшеççех, килĕшме кирлĕ, хамăр колхозăнах вĕт.
— Ку питĕ ырă шухăш-ха, хĕрĕм, тен, чăнах та пĕр-пĕр субботник йĕркелеме çамрăксемпе калаçса пăхмалла.
— Пирĕн паян комсомолецсен черетлĕ пухăвĕ пулать, эпĕ ку ыйту пирки пухури коллективпа канашласа пăхатăп.
— Ну, мĕнех, сана эпĕ юлташусемпе пĕр чĕлхе тупма сĕнетĕп кăна.
Мучипе калаçнă хыççăн Ленăн килĕнче пĕр минут та тăрасси килмерĕ, вăл мунча кĕрсе тăмасăрах фермăна хĕрсем патне кайма васкарĕ. Хĕрача амăшне хăй фермăна каяссине кĕрсе пĕлтерчĕ те пахча хыçĕнчи çул тăрăх хире тухрĕ.
Хĕвел тин кăна ял пуçĕнчен çĕкленсе çӳлелле улăхать-ха, курăк çинчи сывлăм та типсе çитмен. Вĕсем хĕвелĕн пайăркисем ӳкнĕ пирки хаклă йышши ахах пĕрчисем пек ялтăртатса выртаççĕ. Уйра унта та кунта тракторăн кĕрлесе тăракан янравлă сасси илтĕнет, вăл кĕрхи çĕртмене тухнă. Халĕ кăна çуркуннеччĕ-ха, халĕ кăна Лена фермăра ĕçлеме пуçларĕ, ак сисмесĕрех кĕр кунĕсем çывхарчĕç.
Лена уйри уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илчĕ, çавна май унăн чĕрине çак тăван тавралăх хăйне кунсерен ытларах та ытларах хаклă пулнишĕн, унăн ытармалла мар илемĕпе ирĕккĕн сывлама пултарнăран мăнаçлă туйăм ытти кунсенхинчен те ытларах çавăрса илчĕ.
Лена, фермăна кĕрсе тăнине малтан Василий Петрович асăрхарĕ.
— Ырă кун пултăр, Лена. Канмалли кунра та чăтаймастăн иккен чĕпĕсем патне килмесĕр? — терĕ вăл пушă михĕсене çăл умĕнче тăракан машина кузовĕ çине тиесе.
— Тунсăхласа çитрĕм, — Лена шап-шурă тикĕс шăлĕсене илемлĕн çутăлтарса, янравлă сасăпа кулса илчĕ. — Эсир Вăрнара каятăр-и?
— Çапла, Лена, комбикорм тиеме каятпăр.
— Апла эпĕ чĕпĕсем патне юлатăп.
Кĕçех хĕрсем витресем çĕклесе тухрĕç те машина çине хăпарса ларчĕç. Лена стройкăри ĕç пирки Василий Петровичпа çак самантрах калаçса пăхас тенĕччĕ, анчах çула кайма хыпалансах пуçтарăнакан хĕрсене чăрмантарма хăймарĕ. «Юрĕ, кайран пухура та калаçма ĕлкерĕп», — шутларĕ вăл.
Комбикорм тиеме Тамара та каять. Лена хистесех чĕпĕсемпе юлма ыйтнăран вĕсене Зойăпа иккĕшне фермăра хăварчĕç.
Хĕрсем тухса кайнă хыççăн Зойăпа Лена люцерна çулса килчĕç. Ăна кăнтăрлахи апат валли тураса вĕтетрĕç. Пĕр самант та шăп тăма пултарайман Зоя Ленăна темĕнле кулăшсем те каласа култарчĕ. Вĕсем кула-кулах çăлтан шыв çĕклесе тултарчĕç, комбикорма нӳретсе хатĕрлерĕç. Зоя тата темĕнле истори калама пуçларĕ кăна, вĕсем патне Зойăсен кӳршĕ ачи пырса тăчĕ. Вăл хыпаланса килнĕ пулас, çап-çаврака пичĕ кĕрхи панулми пек хĕрелсе кайнă, хăй йывăррăн сывлать.
— Зоя инке теп, Зоя инке! — хыпалансах калаçма пуçларĕ вăл. — Сирĕн асаннене темĕн пулнă, тутинчен кăпăк кăларать. Ой, Зоя инке, эпĕ питĕ хытă хăрарăм, пĕчĕк Витя вара йĕрет те йĕрет. Эпĕ ăна канфет та патăм, вăл çаплах чарăнмасть. Зоя инке, эпĕ хăратăп, айта часрах киле.
Халĕ кăна кулкаласа калаçакан хĕрарăм тăруках шăпланса тăчĕ, унăн куçĕсенчи выляса тăракан кулă таçта кайса çухалчĕ.
— Маттурскер эсĕ, мĕнле ман пата чупса килме пĕлтĕн? — пăлханса тухакан сассине палăртас мар тесе, ачана çурăмĕнчен çупăрласа илчĕ вăл. — Мĕн пулчĕ-ши вара? Хунеме чирлекелетчĕ-ха, каллех аптăраса ӳкмерĕ пулĕ те? Эсĕ, Лена, кăштах мансăрах ĕçлекеле-ха, эпĕ киле кайса килем.
— Каях, Зоя, кай. Халĕ ĕнтĕ нимĕнех те тумалла мар. Хам та ĕлкĕрĕп.
Зоя ачана çавăтса килне тухса чупрĕ.
Вăхăт сисĕнмесĕрех иртет. Кăнтăрлахи апат та çитерчĕ Лена чĕпĕсене, каçхи валли те хатĕрлерĕ, хĕрсем çаплах çитеймерĕç. Зоя та урăх килмерĕ. Тин çеç уяр тăнă çанталăк сасартăк талккăшĕпех хуралса килчĕ. Унта та кунта çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçме пуçларĕ. Хăватлă çил тапранчĕ. Йывăç тăррисем хуçăлса каяс пек силленме, чĕтреме, ăйăк-хайăк сасă кăларса урса кайнă çиле май çавăрăнма тытăнчĕç. Хĕвел те, аслатирен хăранă пек, сăнсăр пĕлĕтсем айне кĕрсе пытанчĕ. Питĕ вăйлă çумăр хăвăрттăн çывхарса çитрĕ. Лена хыпалансах чĕпĕсене сарайне хăваласа кĕртме пуçларĕ, анчах темиçе пин чĕппе пĕччен хăваласа кĕртесси пĕрре те ансат япала мар. Чĕпĕсем, хăйсене сарайне хăваланине пĕлмесĕр, тĕлсĕррĕн тĕпĕртетсе çӳрерĕç, çумăрăн пĕрремĕш тумламĕсем ӳккелеме пуçласан кăна хăш-пĕр чĕпписем хӳшĕ айнелле чавтарчĕç. Вĕсене кура ирĕкри ытти чĕпписем те сарай ăшне чăмрĕç. Çумăр айĕнче пĕр чĕпĕ те юлманнине курсан, Лена сарайне кĕрсе тăчĕ. Кĕчĕ те… хăранипе шарнех çухăрса ячĕ. Кашта çине ларма хăнăхсах çитеймен чĕпĕсем пĕтĕмпех пĕр-пĕрин çине купаланса ларнă. Хĕрача хăвăртрах купаланнă чĕпĕсене уйăрма пуçларĕ. Анчах та пĕр çĕрте сапалатса янă чĕпĕсем тепĕр çĕре пырса каллех пĕр-пĕрин çине хăпарса каяççĕ. Иккĕмĕш купине сирнĕ чухне ун айĕнчен сивĕнме ĕлкĕреймен пăчăхса вилнĕ чĕпĕсем тухрĕç. Вĕсен çемçелсе кайнă кĕлеткисем çине Ленăн вĕри куççулĕ юхса анчĕ, чĕри çĕçĕпе чикнĕ пек ыратса кайрĕ. Вĕлерсе пĕтеретĕп вĕт, пĕтĕмпех пĕтеретĕп, эх, мĕн тумалла-ши? Пĕр купа патĕнчен тепĕр купа патне пырса сапалать чĕпĕсене Лена, анчах усси сахал.
«Чӳречесене картламалла», — шутласа илчĕ хĕр, хăй çавăнтах сарайăн чӳречисене кармалли брезента антарса ячĕ. Юлашки чӳречине хупласа хурсан, сарайĕнче лăпах тĕттĕм пулса тăчĕ. Хĕрача, чĕпĕсем çине пусасран асăрханса, кĕтесри купаланнă вырăна çитрĕ те васкасах чĕпĕсене сирсе уйăрчĕ. Чӳречесене картлани пулăшрĕ, чĕпĕсем купаланма пăрахрĕç, вĕсем майĕпен çĕре, пĕр-пĕрин çумне вырнаçса ларчĕç. Ленăн чĕри лăштах пулчĕ, вăл çĕрти чĕпĕсене каштасем çине лартма пуçларĕ. Çав вăхăтра урамра машина сасси илтĕнчĕ, кĕçех çумăрпа йĕп-йĕпе пулнă хĕрсем пĕрин хыççăн тепри сарайне кĕрсе тăчĕç.
— Лена! Зоя! Эсир чĕпĕсене лартса пĕтертĕр-и? — терĕç вĕсем харăссăн тенĕ пекех, тĕттĕм сăрайĕнче хăнăхман куçĕсемпе унталла-кунталла пăхса.
Лена хĕрсене кĕскен кăна хăй пĕччен юлнине, чĕпĕсене хăвăртрах каштасем çине лартмаллине пĕлтерчĕ.
Çумăр мĕнле хăвăрт килсе çапрĕ, çавăн пекех хăвăрттăн иртсе кайрĕ. Чĕпĕсене вырнаçтарса пĕтернĕ хĕрсем, сарайĕнчен тухса, карта çумĕнчи сак çине ларчĕç. Пурин те сăнĕсем тĕксĕм. Кашниех шăппăн, темĕн çинчен пуçĕсене усса шухăшларĕ. Пуринчен ытла Лена хăйне айăпларĕ, пăчăхса вилнĕ чĕпписемшĕн чĕри çурăлса каяс пек ыратрĕ.
— Юрĕ ĕнтĕ, Лена, ун пекех ан хуçăл, санăн айăпупа вилмен вĕт-ха вĕсем. Шел ĕнтĕ, анчах нимĕн тума та çук. Ытларах та вилме пултарнă, юрать-ха, ху çаврăнăçуллă пулнă, — терĕ юлашкинчен Галя, кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек ларакан Ленăна лăплантарса.
— Зойки мĕншĕн ĕç пăрахсах килне кайнă-ши? — тарăхса каларĕ Нина, хĕрсем çине пăхса.
— Кунта Зоя айăплă мар, унăн хунемĕшĕ чирленĕ, кунта эпĕ… пĕтĕмпех эпĕ айăплă. Манăн малтанах чӳречисене хупламалла пулнă, эпĕ вара… кайран тин аса илтĕм.
Тамара тепĕр хут йĕме пуçланă Ленăна лăплантарма пикенчĕ, анчах хĕрача татах та ытларах ĕсĕклеме тытăнчĕ. Ним тăвайман енне Тамара алăк патĕнче выртакан чĕпĕсем патне пычĕ.
— Ой, хĕрсем, килĕр-ха часрах кунта! — кăшкăрса ячĕ сасартăк Тамара темĕнле савăнăçлă сасăпа. — Чĕпĕсем вилмен, вĕсем сывлаççĕ!
Хĕрсем харăссăн сиксе тăрса Тамара патне тем хушăра çитсе тăчĕç. Вĕсем ĕненмесĕр пĕр-пĕрин çине кăн-н пăхса илчĕç. Паçăр вилнĕ тенĕ чĕпĕсем чип-чиперех сывлаççĕ, акă пĕри хăрах куçне уçрĕ, унтан теприне, вара ури çине çĕкленчĕ те нимĕн пулман пекех кӳлленчĕкри шыва ĕçме пикенчĕ. Ытти чĕпписем те хускалкаласа илчĕç, хăшĕсем ура çине те çĕкленчĕç, иккĕшĕ кăна йăшăлт тумасăр лăпкăнах выртрĕç.
— Кусем тăраяс çук ĕнтĕ, — терĕ Галя, сивĕнсе кайнă чĕпĕсене уйăрса хурса.
Хĕрсен сăнĕсем сисĕнмеллех çуталчĕç, вĕсем кулкаласа та илчĕç, çĕрти чĕпĕсене тытса изолятора илсе кайрĕç.
Чĕпĕсем чиперех утса çӳренине курсан тин Ленăн чĕри чул илсе пăрахнă пекех çăмăлланса кайрĕ.
Чĕпĕсене изоляторта апат парса пушансан, хĕрсем пĕр-пĕрин çине пăхрĕç те ирĕксĕрех кулса ячĕç. Çумăрпа йĕпеннĕ пирки пурте вараланса-хуралса пĕтнĕ, тутăр айĕнчен арпашăннă çӳç пайăркисем тухса тăраççĕ, пичĕсем вара пурин те ăшша пиçнипе хĕрелнĕ. Хĕрсем кула-кулах общежитие чупрĕç. Общежити фермăпа юнашарах. Ку вăл икĕ çул каялла кăна туса пĕтернĕ сап-сарă та шултăра пĕренесенчен хăпартнă илемлĕ çурт. Çуллахи каçсенче хĕрсем нумайăшĕ яла çӳреççĕ, анчах хĕрупраç тенин унта та, кунта та çи-пуç таврашĕ пур. Ĕçре вĕсем халат айĕнчен кивĕрех кĕпесем тăхăнаççĕ пулсан, яла кайма е клуба тухма та запас çи-пуç тытаççĕ. Тумтир таврашĕсене усрама хĕрсене ятарласах икĕ шкаф-шифоньер илсе панă. Кичем пуласран тата тĕнчери лару-тăрăва кашни кунах пĕлсе тăма телевизор парнеленĕ.
Пӳлĕмре таса, çутă. Чӳречисене икĕ еннелле уçăлса тăракан илемлĕ каркăçсем çакнă, пӳлĕм варринчи çавра сĕтеле юр пек чăлт-шурă çитĕпе витнĕ. Койкăсем çине пăхсан, чăваш хĕрĕн ĕçченлĕхне, ăсталăхне курма пулать. Вĕсене темĕн тĕрлĕ тĕрĕпе, чĕнтĕрпе илемлетсе пĕтернĕ.
Кĕçех хĕрсем çăвăнса тасалчĕç, тумĕсене улăштарчĕç.
Сасартăк алăка шаккани илтĕнчĕ.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, — терĕ Галя.
Пӳлĕме Василий Петровичпа Ваня тата стройкăри ик-виçĕ çамрăк кĕрсе тăчĕç.
— Сывă-и, хĕрсем?
Ванюк шурă нейлон кĕпепе, йăм-хура шăлаварпа. Сап-сарă çӳçĕ, йĕпеннипе пулас, ытти чухнехинчен кăшт тĕксĕмреххĕн курăнать, акă вăл, патвар та яштака кĕлеткеллĕскер, хĕрсем патне пырса вĕсене алă тытса тухрĕ.
— Сире курманни нумай пулать, кун пекех пытанса пурăнсан, сирĕн ятăрсене те манса кайăн, — шӳтлесе илчĕ вăл. Ваня чи юлашкинчен кăна Лена патне пычĕ. Вĕсен куçĕсем тĕл пулчĕç. Мĕн тери тунсăхласа çитнĕччĕ каччă çак хура куçа, халĕ ак, те çынсенчен аванмарланса, савнă хĕрне пĕр сăмах та калаймарĕ, унăн çемçе те пĕчĕк аллине кăна çепĕççĕн ачашласа илчĕ.
— Мĕншĕн пирĕн ялта хĕрсем сахалланса юлчĕç тетпĕр, ак ăçта иккен вĕсен патшалăхĕ, ай-яй-яй, юрамасть, юрамасть ун пек, хĕрсем, сире каччăсем куç пек кĕтсе пурăнаççĕ, эсир пур хăнк та тумасăр ват çынсем пек пӳлĕмре пăчăхса ларатăр, — чĕлхе-çăвара вылянтарма пуçларĕ пĕр каччи, таçтан татса килнĕ чечеке сĕтел çинчи вазăна вырнаçтарса.
— Ну, ну, эсир хурчкасем пек тӳрех хĕрсем çине ан тăрăнăр, çакăн пек хĕрӳ ĕç вăхăтĕнче, пурте юратса пăрахсан, ĕçлекенсем те юлмĕç, — йăл та ял тутарса хĕрсем çине чеен пăхса çаврăнчĕ Толя ятли, стройккăра каменщикра ĕçлекенскер.
— Акă мĕн иккен, çавăнпа Толикăн куçĕсем ферма çинчен кайма пĕлмеççĕ, эпир пур пуçа вататпăр, мĕншĕн пирĕн Толя ӳрĕк-сӳрĕк ĕçлеме пуçларĕ тетпĕр, вăл пур юратса пăрахнă, сăлтавне хăех тупса пачĕ хайхи, — шӳте шӳтпе тавăрчĕ малтан калаçнă каччи.
— А мĕн, кунта, ферма çумĕнче, хĕрсем нумай, ĕçле те ĕçле. Тепрер çул ĕçлеме те хатĕр эпĕ.
— Сан телейӳ пурах та пулĕ апла, Толя, эпир кăçалах ку çурта купаласа пĕтереес çук.
— Мĕнле пĕтереес çук? — журнала шалт хупса хучĕ Галя, хăй чакăр куçĕсемпе Толя çине шăтарас пек пăхса илчĕ, унтан зоотехник еннелле çаврăнчĕ те:
— Василий Петрович! Хĕле валли ферма хатĕр пулать-и е çук?
— Ăна манран мар, ак çак каччăсенчен ыйтăр.
— Коллектив пирĕн лайăх, çине тăрсах тăрăшать, анчах кăçала валли пĕтерессе шантарма пултараймастпăр, ĕçлекен алăсем çитмеççĕ, — куçĕсене хĕрсенчен тартса каларĕ Толя, хăй, Галя шăтарас пек пăхнинчен именсе, хĕр пек хĕрелсе кайрĕ.
— Мĕнле-ха апла, чĕпĕсен ăçта хĕл каçмалла вара, хĕлĕпех çуллахи лагерьте усраяс çук вĕт вĕсене. Кивĕ фермăри чăхсем патĕнче вырăн çук, тата çав лапчăнса ларнă çуртран кăçал чăхсене çĕнĕ çĕре куçарасах пулать.
— Чимĕр-ха, хĕрсем, эпĕ паян Матвей Захарчпа калаçрăм. Тĕрĕссипе стройкăра чăннипех те ĕçлекен алăсем çителĕксĕр, çавăнпа бригадир та стройкăна хĕле кĕнĕ çĕре вĕçлессе шантараймасть. Мĕнле-ши, хĕрсем, тен пирĕн вĕсене пулăшмалла?
— Мĕнле пулăшмалла? — ăнланмарĕ Нина.
— Ну, хĕрлĕ шăматкун йĕркелĕпĕр. Ялта çамрăксем нумай. Ун пек тусан, эпир строительсене самаях пысăк пулăшу панă пулăттăмăр.
— Ой, ку интереслĕ, Василий Петрович, айтăр чăнах та субботник йĕркелер, — пĕчĕк ача пекех савăнса кайрĕ Галя.
Зоотехник каччăсем çине пăхса илчĕ.
— Эсир мĕн шутлатăр, йĕкĕтсем?
— Ку питĕ ырă шухăш, эпир кĕçĕрех субботник пирки комсомолецсемпе калаçса татăлатпăр, çапла-и, Толя? — каменщика аллинчен тытрĕ Ванюк.
Хĕрсем хăйсен шухăшĕсене каласа пĕтерсен, Василий Петрович тенкел çинчен çĕкленчĕ.
— Пирĕн çакăн пек маттур хĕрсем пурри мана çав тери савăнтарать, эпĕ хаваслансах сирĕнпе пĕрле ĕçлеме пыратăп.
— Апла айтăр комсомолецсен пуххине каяр, — шавларĕç çамрăксем.
Хĕрсемпе каччăсем клуба тухса утрĕç, вĕсем хăйсем сисмесĕрех мăшăрăн-мăшăрăн тăрса çумăр хыççăнхи уçă сывлăша пĕрле сывларĕç.
IX
Субботник кунĕ ялти пур халăх та урама тĕрлĕрен ĕç хатĕрĕсем çĕклесе тухрĕ. Çумăр пĕрĕхкеленине пăхмасăр, çынсем çав тери хаваслă. Вĕсем пилĕкшерĕн-пилĕкшерĕн йĕркеленсе тăчĕç те урам тăрăх купăс каласа утрĕç. Аякран пăхсан, ку халăх ĕçе мар, пĕр-пĕр уява кайма тухнă тейĕн çав. Чи малта икĕ шкул ачи хĕрлĕ хăмач çине çырнă лозунг çĕклесе пыраççĕ. «Юлташ! Эсĕ субботника тухма манмарăн-и?» — тенĕ унта. Ачасем хыççăн Ленăпа Ваня, Василий Петровичпа Тамара, стройкăри каччăсемпе фермăри хĕрсем юнашаррăн утрĕç. Комсомол секретарĕпе парторг кунтах. Çавăнтах савăнăçлă юрă янăраса çĕкленчĕ. Субботника çамрăксем кăна мар, ваттисем те тухнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе шăкăлтатса утрĕç, хаваслă хĕрсемпе каччăсем çине кăмăллăн пăхрĕç. Чи аяккинче кăна çынсемпе хутăшма хăяймасăр Варвари тăлăххăн, çав тери кичеммĕн утрĕ. Çакна Ираида Васильевна асăрханă та, ăна вăл çийĕнчех халăх хушшине илсе кĕчĕ. Юлташла суд хыççăн Варвари кăмăлĕпе пачах улшăнчĕ. Халиччен çынсемпе йĕркеллĕн калаçса та курманскер, паян хăйне именчĕклĕн тытрĕ.
Хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Тавралăх савăнăçлă çамрăксен сассипе тулса ларчĕ. Ĕç кунта кашнин валлиех çитрĕ. Каскалама пĕлекен арçынсем пуртăсем çĕклесе рамăсем ăсталама пуçларĕç, маччапа урай хăмисене майлаштарчĕç. Хĕрсемпе шкул ачисем йĕри-таврари кирпĕч ванчăкĕсемпе цемент юлашкисене çырмана çĕклерĕç.
Тӳпере малтанах йывăр хура пĕлĕтсем шуçкаласа çӳрерĕç, хĕвел те, кĕркунне çитнине систерес тенĕ пек, кăшт çеç пуçне кăларса пăхрĕ те каяллах тĕттĕм каркăç айне пытанчĕ. Анчах ку нумая тăсăлмарĕ; сивлек çанталăка пăхмасăрах çамрăксем çĕкленӳллĕн юрласа кулнине илтсе-ши, вăл чăтса тăраймарĕ, ерипен-ерипен çăра пĕлĕте йывăррăн шăтарса тухрĕ те çĕр çине пĕтĕм кăмăлтан хавхаланса пăхма пуçларĕ.
Ленăпа Тамара пĕрле ĕçлерĕç. Лена хура трикопа, çара пуçăн, çӳçне иккĕлле çивĕтлесе шкул ачи пек хĕрлĕ хăюпа çыхса лартнă. Тамара кĕрен тутăрпа, кăвак кĕпи çийĕн кофта тăхăннă. Вăл паян хаваслă, хăмăр куçĕсем савăнăçлăн çиçеççĕ. Наçилкка çине тултарнă çӳп-çапа тăкма çырма хĕррине илсе пырсан, Тамара самантлăха чарăнса тăчĕ, тантăшĕ куçĕнчен темĕн калас пек пăхрĕ.
— Лена! Айăплă эпĕ сан умра, каçар мана ухмаха, — терĕ вăл кăштахран.
— Мĕн пирки эсĕ, Тамара?
— Калама та аван мар, ну… тĕрĕссипе каласан, эпĕ Варвари сăмаххине кăштах ĕненнĕччĕ ун чухне, эсĕ Василий Петровича юрататăнах пулĕ тесе шутланăччĕ. Пĕррехинче ун çинчен Ванюка та каларăм. Каçар мана.
Лена савăнăçлăн кулса ячĕ, тантăшне çурăмĕнчен тĕксе илчĕ.
— Эх, юрату, юрату. Çавăнпа Ванюк пĕр хушă манпа калаçмасăр пурăнчĕ. Ну, халĕ мĕнле?
— Василий Петрович пычĕ ĕнер пирĕн пата. Урамра уçăлса çӳрерĕмĕр. Виçĕмкун та пынăччĕ.
— Хĕрсем! Эсир мĕн, унта çывăрса кайрăр-им, килĕр часрах, — илтĕнчĕç сасăсем.
— Ой, Лена, айта часрах, пире кăшкăраççĕ.
— Айта.
— Ну, хĕрсем, сире текех пĕрле ямастпăр, пар-ха, Тамара, наçилккуна, Ленăпа пĕрле çĕклер, — терĕ Василий Петрович, Тамарăран наçилкка илсе.
— Çĕклесси çĕкле те, анчах асту, кайран çупкă çимелле ан пултăрччĕ, куратăн-и, Ванюк мĕнлерех пăхса тăрать, — ахăрса кулса ячĕç хĕрсем, наçилкка çине чул ванчăкĕсем тиесе.
— Эй, кам çупкă çиесси паллă мар-ха, хĕрсем кам аллинче тетĕр, апла çупкине манăн мар, унăн çимелле, çапла-и, Лена? — терĕ Василий Петрович йăл та ял кулкаласа.
— Ха-ха-ха, ытла та чее эсир, Василий Петрович, фермăри пур хĕрсене те çавăрасшăн, — терĕ пĕр пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ хĕрача, наçилкка çине юриех йывăртарах тиеме тăрăшса, — вĕсен унта ахаль те пурин те каччăсем пур ĕнтĕ, эсĕ, Василий Петрович, пирĕн çине те çаврăнса пăхкала.
— Аяк пĕрчи хуçăласран хăрамалла мар-и, чиперккеçĕм?
— Ан хăра, ман каччă çук.
Хĕрсем харăссăн кулса ячĕç.
Çурт йĕри-таврари кирпĕчсене, çӳп-çапсене шăлса тасатсан, çамрăксем йăпăртлăха пĕр çĕре пуçтарăнчĕç.
— Ираида Васильевна! — терĕ Лена, хĕрсемпе канашласа илсен. — Эпир çакăнта, ну, ферма йĕри-тавра эппин, йывăçсем лартса хăварасшăн.
— Чăнах та, Ираида Васильевна, аван пулать вĕт, эпир йывăçĕсене хатĕрлесе те хунă ĕнтĕ, — унтан та кунтан илтĕнчĕç сасăсем.
— Йывăçсем?.. Питĕ аван. Эпир вĕсене ак çапла, икĕ йĕркепе лартса тухăпăр, варринче çул, аяккисемпе саксем. Чӳречесем умне чечексем валли вырăн хатĕрлесе хăварăпăр, пырать пек-и?
— Ой, Ираида Васильевна, мĕнле лайăх пулать, хулари фабрик-заводсем умĕнчи пекех.
— Чимĕр-ха, тусăмсем, — илтĕнчĕ çав вăхăтра пĕр ватăрах хĕрарăм сасси, — эпĕ, ачасем, сире хирĕç пырас теместĕп-ха, çавах та ку пĕр-пĕр клуб е шкул мар вĕт, ку — ферма, апла чечексем лартса аппаланни вырăнлах-ши? Эпĕ ĕнтĕ миçе çул фермăра ĕçлетĕп те, унта чечек мар, йывăç та ӳсес çук.
— Çук, Маруç, эпĕ санпа килĕшместĕп, — калаçăва хутшăнчĕ Ванюк амăшĕ Униç инке, — йывăçсем те ӳсмĕç тетĕн, паллах ӳсмеççĕ, фермăна çавăн пек япăхлатса ярсан. Малалла ĕнтĕ пирĕн пуянлăхшăн кăна мар, илемлĕхшĕн те, тирпейлĕхшĕн те кĕрешес пулать, фермăсемпе фабрик-заводсем хушшинче мĕн уйрăмлăхĕ пултăр? Ман шутпа, çамрăксем тĕрĕс калаççĕ, чечекĕсене те, йывăççисене те ӳстермелле.
— Эпĕ мĕн-ха, ара, халиччен ферма йĕри-тавра чечексем ӳстерни пулман та, çавăнпа кăна, — шăпах пулчĕ паçăрхи хĕрарăм.
Ваттисемпе çамрăксем пĕр чĕлхе тупни пурне те савăнтарса ячĕ, вĕсем харăссăн тăрса кĕрхи нӳрĕ çĕре чавса çемçетме пуçларĕç.
Çав вăхăтра стройка патне председатель машини çитсе чарăнчĕ. Ун ăшĕнчен Ефим Егоровичпа икĕ хĕрарăм тухрĕç.
Ефим Егорович халăх умне хаваслăн кулкаласа пырса тăчĕ, чи малта çĕр чавакан кăтра çӳçлĕ хĕрачана çурăмĕнчен ачашларĕ те пуçĕнчи карттусĕпе питне шăлса илсе хыттăн калаçма пуçларĕ.
— Ну-ка, арçынсем, ак çак уçă вырăна сĕтел хатĕрлĕр-ха эсир те, хĕрарăмсем, вĕсене пулăшăр. Анчах сĕтелĕ вăрăмрах пултăр.
— Мĕн пулнă, Ефим Егорович?
— Мĕн пулнă, апатланас пулать, акă мĕн, — савăнăçлăн кулса илчĕ председатель.
Сĕтел тума нумай вăхăт кирлĕ-и, тăватă хăмана касса пăсмасăрах пĕр-пĕрин çумне çапса лартрĕç те юпасем çине вырнаçтарчĕç, хĕррисене çавăн пек хăмасенченех саксем хурса майлаштарчĕç. Вăхăтлăха сĕтел хатĕр те.
Председательпе килнĕ икĕ хĕрарăм машина ăшĕнчен фляга, кашăк-çăпаласем кăларчĕç. Сĕтеле ятарласа чиксе килнĕ çитĕсемпе витрĕç.
Таврана тутлă шӳрпе шăрши сарăлчĕ.
— Ну, хаклă ял-йышсем, пурте сĕтел хушшине, — вашаватлăн чĕнчĕ Ефим Егорович.
— Халăхпа пĕрле апат тутлă пулаканччĕ-ха, айтăр ларар, — текелесе, çынсем пĕрин хыççăн тепри сĕтел хушшине вырнаçрĕç.
— Ха, паян ку çамрăксемпе пĕрле ерсе килни пит те шеп пулчĕ-иç, кĕркунне шӳрпе пит техĕмлĕ пулаканччĕ-ха, — терĕ пĕр утмăлтан иртнĕ мучи, пурттине сĕтел айне пăрахса.
— Ай-яй, тутлă, хăш вăхăтра пĕçерме ĕлкĕрнĕ вара ку шӳрпене?
Председатель чеен кулса илчĕ. Пурте Ефим Егорович паçăр ăçта кайса çухалнине чухласа илчĕç.
— Çийĕр, çийĕр, шӳрпе вăл часах сивĕнет, — пĕчĕк ачасене хистенĕ пек калаçрĕ пуçлăх.
— Хăв мĕншĕн лармастăн, Ефим Егорович?
— Чимĕр-ха, чимĕр, сире вырнаçтарам. Эсир, хĕрсем, тата мĕншĕн вăтанса ларатăр? Э-э, сирĕн кунта ларманнисем те пур тем. Тамара! Лена! Вырнаçăр. — Ефим Егорович хĕрсене сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ, унтан кил хуçи ачисене тĕрĕсленĕ пек йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ те аяккинче çаплипех тăракан Варварие асăрхарĕ.
— Ман сире кашнинех тытса лартмалла-им? Варвари! Эсĕ тата мĕншĕн лармастăн, аякра тăратăн?
— Юрĕ-çке, эпĕ…
— Лар, лар, кунта хăнара мар, кунта хамăр килте, туслă çемьере. Çитĕ сана хӳрешкере çапкаланса çӳреме, çын шутне кĕрес пулать.
Варварин çак таранчченех пăчăртанса ларнă чĕрине темĕнле асамлă ăшă çил сĕртĕнсе илнĕ пекех туйăнчĕ. Çав ăшă, пĕтĕм кĕлеткипе сарăлса кайса, ахаль те йăшма пуçланă усал кӳлешĕвĕсене пуçĕпех вĕçтерсе кăларса ячĕ. Вăл Ираида Васильевна темĕн каланине те, çынсем вырăн тупса панине те ăнланаймарĕ, хăйне тĕлĕкри пек çеç туйрĕ. Унăн пуçĕнче пĕр савăнăçлă шухăш çеç çуталса, пысăкланса пычĕ: «Вĕсем мана каçарчĕç, вĕсем мана каçарчĕç… мана… мана пĕрле сĕтел хушшине, хăйсемпе пĕрле чĕнчĕç. Эпĕ телейлĕ, эпĕ халĕ нихçанхинчен те телейлĕрех…»
Варвари куçĕсенчен йăпăртатса куççулĕ юхса анчĕ.
X
Юратăва çуркуннепе танлаштараççĕ. Сип-симĕс ешерекен улăх, çепĕççĕн савса пăхакан хĕвел, мăшăрăн-мăшăрăн вĕçекен тĕрлĕрен кайăксем — кусем пурте юратупа çыхăннă ĕнтĕ, çапах та Ленăшăн кăçалхи кĕркунне ытти иртсе кайнă вăхăтсенчен чи илемли, чи çывăххи пулчĕ. Юрату, пĕрремĕш юрату!.. Вăхăта пăхса килмест иккен çав çĕр тĕпĕнчен тапса тухакан тăп-тăрă шыв пек тасаран та таса пĕрремĕш юрату. Çуркунне-и е хĕлле, кĕркунне-и е çулла, пĕр-пĕр асамлă кун е каç хĕрĕн е каччăн чĕрине шăппăн çеç пырса шаккать те хуçийĕ те сиссе иличчен чĕре çумне йăпшăнса кĕрет, ăна пĕтĕмпех çавăрса илсе тыткăнласа лартать, çепĕç туйăмсем çуратать.
Хăш вăхăтра çуралчĕ-ши юрату Лена чĕринче? Кăна вăл хăй те татăклăн калаймасть. Те амăшĕ патне Шупашкара кайнă чухне кабинăра юнашар ларса пынă чух, те клубран киле ăсатса янă каçсенче, те тата пĕркунне концертран таврăннă чухне каччă унăн пĕчĕк тутинчен чăпăрт çеç чуптуса илнĕ хыççăн. Çакна кăна пĕлет Лена, çак паянхи кĕрхи кунсенче унăн чĕринче чăн-чăн çуркунне хуçаланчĕ, пĕтĕм тĕнче телейлĕн çуталчĕ, юрату юрри юрларĕ. Çамрăк хĕр чĕри кашни çĕнĕ тĕлпулăва хумханса кĕтрĕ, савнă тусĕн сассине, çепĕç куллине асĕнче тытрĕ.
Стройкăра ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, çавăнпа та унти шоферсем пурте тенĕ пекех çĕрулми турттарнă çĕрте ĕçлеççĕ. Ванюк та уйра çĕрулми турттарчĕ. Кăçалхи кĕр уяр пулчĕ. Çанталăк уйрăмах уйра ĕçлекенсене савăнтарчĕ. Фермăри хĕрсем те кăмăллă пулчĕç.
Чĕпĕсем çитĕнсе çитрĕç. Вĕсене ĕнтĕ малтанхи пек сарайне хăваласа кĕртсе кашта çине лартма çын кирлĕ пулмарĕ. Каç пулсан, хăйсемех пусмасем тăрăх пĕрин хыççăн тепри йĕркипе ларса тухрĕç. Ак халĕ те чĕпĕсем çывăрма хатĕрленчĕç.
Ленăпа Тамара, Зойăпа Галя пушанса юлнă площадкăна шăпăрсемпе шăлса тасатрĕç, ыран ире валли комбикорм нӳретсе лартрĕç.
— Хĕрсем! Сире тĕлĕк каласа кăтартас-и? — ĕçленĕ май калаçрĕ Зоя, темшĕн Тамара çине чеен пăхса илсе.
— Мĕнле тĕлĕк? Кала, кала, Зоя, — терĕç пурте харăссăн.
Зоя чăрсăр куçĕсемпе тӳпенелле пăхса илчĕ те ват çын евĕр шăнăр аври çине таянса тăчĕ, унтан тем аса илнĕ пек хĕрсем енне тăруккăн çаврăнса харсăррăн калаçма пуçларĕ.
— Вăт кĕçĕр эпĕ питĕ интереслĕ тĕлĕк курнă. Пирĕн Василий Петрович кӳлнĕ лашапа пырать пек. Лашине те, кӳмине те пĕтĕмпех тĕрлĕрен чечексемпе, лентăсемпе илемлетсе пĕтернĕ пек. Çав хайхискер пирĕн пата çитрĕ те, урапи çинчен сиксе анса, тӳрех Тамарăна ыталаса илчĕ пек. Тамари шап-шурă вăрăм кĕпепе, пуçĕнче пĕркенчĕк. Хăй кулать, Василий Петровича тĕкет пек. Çапла ыталаннипех çав илемлетсе пĕтернĕ кӳме çине хăпарса ларчĕç те ял Совет еннелле сиккипех вĕçтерчĕç пек. Мĕне пĕлтерет-ши çак тĕлĕк, ачасем, э?
Лена çумĕнче тăракан Тамара хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайрĕ. Зоя çаплипех чарăнмарĕ-ха.
— Тем тесен те, хĕрсем, çак тĕлĕк чăна пулать. Курăпăр, ак, Василий Петровичпа Тамара çавăн пек илемлетнĕ урапапа ял Советне вĕçтереççех.
— Халь, космос ĕмĕрĕнче, урапапа туя çӳремеççĕ пулĕ ĕнтĕ, пăхсан сăн курăнакан йăлтăр-йăлтăр «Волгăпа» хĕрсене ларта-ларта тараççĕ, — сайрарах шурă шăлĕсене илемлĕн кăтартса кулса ячĕ Галя.
— Эй, пурпĕрех мар-и, пирĕншĕн пулсан, туй пултăр, çапла вĕт, хĕрсем? — тутăрĕ айĕнчен тухса кайнă хĕп-хĕрлĕ çӳçне лăстăр каялла çавăрса хучĕ çамрăк хĕрарăм.
— Чăнахах пулсан, пире туя чĕнмесĕр ан хăварăр вара, — Тамарăна кăлт тĕксе илчĕ Галя.
Хĕрсен шӳтне ăнланать Тамара, хăй те вăл малтанхи пек юлташĕсенчен ютшăнса çӳремест, çавах ăна Василий Петрович çинчен сăмах пуçарни çав тери вăтантарать. Вăл шăпăртах тăракан тусĕ еннелле пăхрĕ. Ленăн куçĕсем шухăшлă. Акă вăл Тамарăна аллинчен çавăрса тытрĕ те ăна куçĕнченех тинкерсе лăпкăн çеç каласа хучĕ.
— Таса юратуран вăтанма кирлĕ мар, тусăм. Ман шутпа, юратма пултаракан çын чи телейли пек туйăнать.
Хĕрсем кăштах канса илнĕ хыççăн шăкăл-шăкăл калаçса каллех ĕçе пуçăнчĕç. Çав вăхăтра вĕсем патне Василий Петрович пырса тухрĕ.
— Ну çылăхсăр та иккен эсĕ, Василий Петрович, сăмах çинех çитрĕн, халĕ кăна эпир хĕрсемпе сана шĕкĕлчеме пуçланăччĕ-ха, — хĕрсем еннелле пăхса, сулахай куçне мăч хупса илчĕ Зоя.
Зоотехник çара пуçăн, кăвак халатпа, атăпа.
— Мĕн айăпа кĕтĕм-ши ĕнтĕ эпĕ сирĕн умăрта? Çавăнпа манăн тем пилĕк-çурам ыратнă пек, эсир калаçнăран ĕнтĕ ку, — икĕ аллипе пилĕкне тытса хуçкаланса илчĕ каччă.
— Эх-ха-хăй, каччă, каччă. Авланмалла санăн, Василий Петрович, эп ак кĕçĕр тĕлĕк куртăм, шăпах сан çинчен, — тĕлĕкне калама пуçларĕ Зоя, анчах Тамара каллех хĕрелсе кайнине асăрхарĕ те тăруках шăпланса тăчĕ.
— Мĕнле тĕлĕк куртăн-ха эсĕ ман çинчен?
— Э-э, ара, эсĕ авланнă пек.
— Çав кăна-и? Апла сире чăннипех те туя чĕнмелле пулать пулĕ. Ак чĕпĕсене çĕнĕ çурта вырнаçтарса çитерсен, уйри ĕç-пуçсене пуçтарса кĕртсен, пĕтĕм ял халăхĕпе пĕрле чаплă кăна туй тăвăпăр.
— Вăт ку урăх калаçу. Ну, хĕрсем, ташлатпăр та ĕнтĕ пĕрре Василий Петрович туйĕнче, пушмак кĕли хăйпăнса кайиччен сикетпĕр.
Василий Петрович кулса ячĕ, йăпăрт çеç Тамара çине пăхса илчĕ те чĕпĕсем мĕнле ларнине тĕрĕслеме кайрĕ.
Каçхи ĕçсене пуçтарнă Ленăпа Тамара киле пĕрле таврăнчĕç.
— Пĕлетĕн-и, Лена, — терĕ Тамара çул çинче, — Василий Петрович… Вася манпа пĕрлешесшĕн. Тем тумалла ĕнтĕ, питĕ хăратăп.
— Эсĕ юрататăн вĕт-ха ăна, мĕншĕн хăратăн?
— Юратнăран хăратăп çав, ытла та чикĕсĕр юрататăп эпĕ ăна. — Хăй çавăнтах юлташне ыталаса илчĕ.
— Телейлĕ пулатăр эсир, Тамара, телейлĕ. Хăвăн телейӳнтен вара ан хăра.
Ленăсен килĕнче шăп. Амăшĕ кӳрше каçнă пулас, алăкне çаклатмасăрах хăварнă. Вăл, пĕтĕмпех сывалса çитеймен пулсан та, килти ĕçсене майĕпе хăех пуçтаркалать. Лена ăна тем пек хăйне сыхлама хушать, ирсерен тăрса май килнĕ таран ăна-кăна тăвать, çавах амăшĕ пач ĕçсĕр ларма пултараймасть. Халĕ те ав кăмака хутса кăларнă, вучахра яшка пăсланса ларать. Хĕрача пĕччен апатланса тăмарĕ, амăшĕ килессе кĕтсе, тĕрлеме пуçланă минтер питне тытрĕ. Хальхи пӳртсенче чăваш тĕррисем курăнсах каймаççĕ. Хĕрсем те ĕнтĕ тĕрĕпе питех интересленмеççĕ, нумайăшĕ тытмаççĕ те ăна, Лена вара тĕрлеме юратать. Шкулта вĕреннĕ чухне те тĕрĕ кружокне çӳрерĕ. Унăн тĕррисем район выставкинче те сахал мар пулчĕç. Халĕ те вырăн таврашĕсене чĕнтĕрпе те тĕрĕпе илемлетсе пĕтернĕ простыньпе витнĕ.
Нумай та лараймарĕ Лена тĕрĕ умĕнче, унăн амăшĕ килсе çитрĕ.
— Лисук кинеми патĕнче пултăм, тем йывăрланнă пек пулнă-ха вăл, паян кунĕпех вырăн çинче, — çийĕнчи пиншакне пăтана хывса çакнă май калаçрĕ амăшĕ. Вăл уринчи чусăнккине хывса лартрĕ те, çăм тапочка тăхăнса, хĕрĕ умне пырса тăчĕ.
— Каллех тĕрлетĕн-им, хĕрĕм?
— Аха. Лисук кинемее мĕн пулнă вара? Ĕнер ирпе кăна курнăччĕ эпĕ ăна, чиперехчĕ ун чухне.
Яланах тирпейлĕ те тăп-тап çӳрекен Таиç аппа халат çийĕн çакса янă саппун кĕсйинчен шурă тутăр кăларса куçĕ хĕррисене, шуранка питне сăтăрса илчĕ те ахлата-ахлата калаçма пуçларĕ.
— Ах, хĕрĕм, çав ĕнтĕ пирĕн, ват çынсен, сывлăхĕ, улшăнса тăракан кĕрхи çанталăк пекех, ирпе лайăх та, каçчен тем пулать:
— Анне, ун пек ан кала-ха, эсĕ ватă мар вĕт.
Таиç аппа шăппăн кулса илчĕ.
— Çамрăк та мар ĕнтĕ, хĕрĕм, кĕçех алла çитетĕп пулать те. Çавах та эпĕ хамшăн кулянмастăп-ха, ман хуть ачасем пур, йывăр вăхăтра мана пăрахмастăрах пулĕ тетĕп. Лисук кинемей вара пач пĕччен. Юрать-ха, эсĕ кайкаласах таратăн. Питĕ савăнать вара вăл эсĕ пырсан. Паян та кайса кил-ха ун патне, мĕнле те пулин пулăшкала.
— Аннеçĕм, мĕн тери аван çын эсĕ. Çын хуйхине ăнланма пултаратăн. Эпĕ халех каятăп, анне.
Лена пăлтăра тухса хитререх панулмисем суйласа илчĕ те Лисук кинемей патне чупрĕ.
Тулта тĕттĕмленсех çитмен пулин те, кинемей пӳртĕнче тĕттĕм:
— Лена, эсĕ-и ку? — илтĕнчĕ кинемейĕн вăйсăр сасси.
— Эпĕ, кинемей. Çутă çутам-и, кинемей?
— Çутах, хĕрĕм, çут.
Кĕçех пӳртре çутă çуталса кайрĕ.
Кинемей койки умĕнче пукан ларать, унта стаканпа чей, пыл савăчĕ пур. Пĕчĕкçеç тăваткал сĕтелĕ çинче пуçламан çăкăр, пĕр турилкке тăварланă хăяр. Лена ку пӳрте кун сиктерсе çӳрет, ăна кунти кашни япала паллă, ачаран чĕрене çывăх. Пӳрт пĕренисене кăвак сăрпа сăрланă, çавăнпа та пӳрт ăшчикки тĕксĕммĕн курăнать. Пӳлĕмĕ пысăк мар, пĕччен çынна пысăк пӳлĕм мĕн тума кирлĕ ĕнтĕ.
— Кинемей, мĕн пулнă сана? — ват çын умне пырса тăчĕ хĕрача.
— Ара, чип-чиперех утса çӳреттĕмччĕ-ха, çĕркаç тем мурĕ пулчĕ, пуç ыратать, çакăнтан, кăкăр тĕлĕнчен, пăталаса лартрĕ. Вилме патне çитнĕ те-ха, çавах кун çутинчен уйрăлас килмест мар-и, ара.
— Пурăнмалла çав, кинемей, пурăнас пулать. Акă, ме-ха, панулми çи, питĕ тутлă, шăпах сана валли шăл çемми, çемçе. Эпĕ кăмака хутса çунтарам, тем сивĕрех пек сан кунта, кайран вара Ираида Васильевнăна чĕнсе килĕп.
— Ах, ачам, сана чăрмантарасси те-ха ĕнтĕ. Эс килсен, пӳрт тулсах каять-çке. Ара, паçăр кăмакине Таиç кин хутасшăнчĕ те, хам чартăм, хăй те арантарах та. Апла эсĕ, хĕрĕм, вутти тĕлне пĕлен, хăвах илсе кĕретĕн пулĕ.
— Пĕлетĕп, пĕлетĕп, кинемей, эсĕ выртах.
Хĕрачан алли вăр-вар. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кăмакара вут çатăртатса çунма пуçларĕ. Лена вучах умĕнче шыв ăшăтрĕ те чашки-çăпалисене çуса тасатрĕ, чӳречери тусана пуçтарчĕ, урайне те супăнь шывĕпе сĕрсе тухрĕ. Вучĕ çунса пĕтнĕ çĕре яшка та пиçсе çитрĕ.
— Ну, вăт, кинемей, халĕ майĕпе тăрса лар-ха, сана вĕри апат çитерем, — терĕ Лена, пуканĕ çине тирĕкпе вĕри яшка пырса лартса.
Кинемей хăйĕн çумĕнче выртакан ватă кушакне утиялпа витрĕ те майĕпе вырăнĕ çине тăрса ларчĕ.
— Ах, анчах, чăрмантаратăп эпĕ сана, хĕрĕм, хăвăн та ĕçсем пурччĕ пулĕ те-ха.
Лена ват çынна хулпуççийĕнчен пырса çупăрларĕ, çийĕнчи кĕпин çухине майласа ячĕ.
— Лайăх çын эсĕ, кинемей, çавăнпа килетĕп эпĕ сан патна. Халĕ яшка çи ĕнтĕ, унсăрăн сивĕнсе каять тата.
Кинемейĕн аллисем чĕтреççĕ, çавăнпа та Лена пĕр аллипе турилккине тытрĕ, тепринпе кинемее яшка сыптарчĕ. Шăп çак вăхăтра çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ. Пӳрте Ираида Васильевна кĕрсе тăчĕ.
— Ырă каç пултăр сире! Лисук кинемей чирленĕ терĕç те, кĕрсе курам терĕм. Лена та кунта тем.
— Здравствуйте, Ираида Васильевна. Эпĕ… Лисук кинемей патне каçрăм та.
— Лайăх, лайăх. Ват çынна пăхас пулать, Лена.
Тухтăр çийĕнчи плащне хывса çакрĕ, аттине шăлса типĕтрĕ те кинемей патне пуканпа пырса ларчĕ.
— Ну, кинемей, каласа кăтарт, мĕн ыратать?
Чирлĕ çын тухтăра хăй хăçан тата мĕнле аптăраса ӳкни çинчен пĕлтерчĕ.
Ираида Васильевна кинемее тĕплĕн итлерĕ, пĕчĕк кашăкпа çăварне уçса пăхрĕ.
— Шăннă эсĕ, кинемей. Ак эпĕ сана эмелсем парса хăваратăп та, тепĕр пĕр-икĕ кунтан ура çине тăратăн. Анчах халлĕхе вырт, эмелĕсене вăхăтра ĕçсе пыр. Каçхине çывăрас умĕн горчичник лартмалла та пылпа вĕри чей ĕçмелле.
— Спаççипах сана, хĕрĕм. Эмелĕсене ĕçетĕпех ĕнтĕ, эсĕ каланă пекех ĕçетĕп. Хăвăртрах юсанасчĕ.
— Юсанатăн, кинемей, юсанатăн. Халĕ кĕркунне, çанталăк улшăнăвне пула вăл чирпе нумайăшĕ чирлеççĕ. Ну эсĕ тата, Лена, мĕнле пурăнатăн? Чĕпĕсем çитĕнсе çитрĕç пулĕ ĕнтĕ?
Ленăн хуп-хура куçĕсем савăнăçлăн çуталса илчĕç.
— Тавтапуç, Ираида Васильевна. Чиперех пурăнатпăр-ха. Чĕпĕсем вара, ой, пĕлетĕр-и, мĕнлерех çитĕнсе кайрĕç вĕсем. Кĕçех çĕнĕ çурта куçаратпăр вĕсене, — хăвăртрах пĕлтерме васкарĕ хĕр.
— Аван, Лена, аван.
Тухтăр нумаях лармарĕ, хăш эмелне мĕнле ĕçмеллине кăтартрĕ те васкасах тухса кайрĕ.
Ираида Васильевна кайнă хыççăн хĕрача чашăк-тирĕксене пуçтарчĕ, турилкке çине вĕри шыв ярса горчичнике йĕпетрĕ те кинемей çурăмĕ çине çыпăçтарса хучĕ. Пĕр çирĕм минут пек иртсен, горчичнике хăйпăтса илсе, чирлĕ çынна пылпа вĕри чей ĕçтерчĕ.
— Вăт халĕ утиялпа лайăххăн витĕнсе вырт ĕнтĕ, — терĕ Лена, кинемей чейне ĕçсе пĕтерсен.
— Ай-ай, тарласах кайрăм, выртам-ха, апла, чирĕ ирттĕр, эсĕ те кан ĕнтĕ, хĕрĕм.
Кинемей утиялпа чĕркенсе выртрĕ. Лена ăна ырă каç сунса килнелле чупрĕ.
— Лена! — илтĕнчĕ хыçалта сасартăк.
Алăк хăлăпне тытнă хĕр каялла çаврăнса пăхрĕ. Ун хыçĕнче Ваня тăрать.
— Шартах сиктертĕн, мĕн туса çӳретĕн çĕрлехи вăхăтра? — чĕри кăлт-кăлт сикме пуçланине сиссе ыйтрĕ хĕр.
— Вăхăт нумай мар-ха, вунă сехет çеç вĕт. Мĕнле пурăнатăн, Лена? Ĕнертенпе те курман сана, — хĕр аллинчен тытрĕ каччă.
Лена хăй умĕнчи каччăна тинкерсе пăхрĕ. Вăл çӳллĕ пальтопа, шурă карттуспа. Çутăра карттусĕ айĕнчен кăтраланса тăракан сарă çӳç курăнать.
— Каçĕ кĕçĕр питĕ ырă, тӳпере çăлтăрсем выляççĕ, атя кăштах сак çине кайса ларар.
Лена хирĕçлемерĕ. Вĕсем алăран алă тытăннипех вĕрене айĕнчи сак çине пырса лараççĕ.
— Тунсăхларăм эпĕ, Лена. Сана курас килекен пулчĕ. Ĕнерпе паян уйра çĕрулми кăларнă çĕрте ĕçлерĕмĕр те, килме вăхăт пулмарĕ. Мĕншĕн нимĕн те чĕнместĕн, Лена?
Хĕрача пуçне çĕклерĕ те каччă куçĕнчен тӳп-тӳррĕн тинкерчĕ.
— Кала-ха, Ванюк, мĕн вăл юрату?
— Пĕлместĕп, Лена, анчах ман яланах санпа пĕрле пулас килет. Çывăрма выртсан та, ирхине тăрсан та, сан ятна аса илетĕп, сăнна куç умĕнче тытатăп.
— Пĕлетĕн-и, — каччă сăмахне илтмен пекех шухăшлăн каларĕ Лена. — Манăн Ираида Васильевна пек пулас килет. Мĕнле чипер, çамрăк хĕрарăм, никам юратăвне йышăнмасăр, пĕччен пурăнать. Пĕрремĕш юратăвне упрать вăл, вилнĕ упăшкин чысне хаклать… Ăмсанатăп эпĕ унăн çирĕплĕхне, Ваня. Эпĕ те хамăн пĕрремĕш юратăва никампа та улăштарас çук… нихăçан та, темле пулсан та…
— Тусăм, ман телейĕм, — савнă хĕрне ыталаса илчĕ Ванюк. — Эпĕ те сана нихăçан та никампа та улăштарас çук.
Тӳпери уйăх хĕрпе каччăн савăнăçне, юратăвне çынсенчен пытарас тенĕн пĕлĕт айне кĕрсе çухалчĕ.
XI
Тул çутăлсах çитмен-ха. Йĕри-таврах хупăрласа илнĕ çăра тĕтре çĕр çумĕнчен хăпса майĕпен тӳпенелле улăхать. Паспа нӳрелнĕ сап-сарă йывăç çулçисем çинчи сывлăм тумламĕсем пĕр çĕре чăмăртанса пысăк çаврашка пулаççĕ те, йывăрăшне чăтаймасăр, аялалла тачлаттарса ӳкеççĕ. Анчахрах çумăр çуса кайнă тейĕн çав.
Салхуллăрах та, çав вăхăтрах темĕнле шухăша яракан кĕркуннехи çĕнĕрен çуралнă ир. Çуркуннехи пек кайăксен савăнăçлă сасси чĕрене çĕклентермест ĕнтĕ, унта-кунта кăвакалсем нарт! нарт! тесе кăшкăрнипе кураксем инçе çула хатĕрленме йыхравласа чĕнни кăна илтĕнет. Пĕр хĕрлĕ киккириклĕ чăпар автан кăна, çутçанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те хăйне мăн кăмăллă тытма юратаканскер, Ванюк çывăракан чӳрече çумĕнчи карта çине вĕçсе улăхрĕ те пĕтĕм вăйĕпе ку-ку-ре-ку-ук! тесе кăшкăрса ячĕ. Çак сасăпа вăранса кайрĕ те ĕнтĕ ир еннелле кăна çывăрса кайнă Ванюк.
Каччă тутлăн анасласа илчĕ, халĕ кăна курнă тĕлĕкне астуса телейлĕн ялкăшрĕ. Тĕлĕкĕнче вăл Ленăна курчĕ. Хăйĕн ăшçунтармăшне, асран кайми савнă тусне. Кĕçĕр пĕрле клуба кайма калаçса татăлнине аса илсен, каччăн чĕри татах та ытларах хăпартланчĕ. Вăл пĕчĕк ача пек вырăнĕ çинчех хуçкаланса, авкаланса илчĕ те урайне çăмăллăн сиксе анчĕ, анчах кăвак чечекле каркăçпа карнă чăланта ашшĕпе амăшĕ çурма сасăпа темĕн çинчен. хĕрсех калаçнине илтсен, ваттисене чăрмантарас темерĕ, шăпланчĕ, çĕнĕрен çемçе утиял айне кĕрсе выртрĕ.
— Эх, амăш, ара хальхи ача-пăча ашшĕ-амăшĕ хушнипе авланас çук ĕнтĕ, вăхăчĕ çитсен, хăех калаçу пуçарĕ ак. Мĕн тĕнче пĕтсе килес пек анраса çӳретĕн çак? — илтĕнет ашшĕн хулăнрах уçă сасси.
— Çапла ĕнтĕ, саншăн пулсан ик айкки те тăвайкки. Пĕр хĕррипе тĕнче ишĕлме пуçласан та, хăнк та тăвас çук. Эпĕ вара… ман — амăш чĕри, ăнланатăн-и çавна е çук? Хам ватăлсах кайиччен ывăлпа кин çине пăхса савăнас килет, вĕсен ачи-пăчисене сиктерме ĕмĕтленетĕп.
— Ох, Униç, ватăлатпăр пулас эпир санпа, çамрăк чухнехине манăçа кăларма пуçларăмăр, асту-ха… хамăр мĕнле пĕрлешнине? Тĕнче хĕрри ишĕлесрен вара, савнă карчăкăм, хăрама кирлĕ мар. Пырса кур-ха фермăна, мĕнлерех çирĕп çурт купаласа лартрăмăр. Пин çул ларсан та ишĕлес çук, эсĕ вара… хăнк та тумастăн, тен.
— Старикки, ара, эсĕ тата уншăнах кăмăлна йывăра ан ил, вăл ман юратнă сăмах çаврăнăшĕ кăна. Пулас кин пирки, ара… Таиç хĕрне, Ленăна, чун килĕштернĕрен кăна сăмах пуçартăм. Тĕрĕсси тĕрĕсех, хальхи вăхăтра ачасене ашшĕ-амăшĕсем мăшăрлантармаççĕ çав ĕнтĕ.
— Ну вăт, калаçса килĕшрĕмĕр-и ĕнтĕ, карчăкăм?
Униç инке шăппăн кулса илчĕ.
Çакăнпа ваттисен калаçăвĕ вĕçленчĕ пулас, амăшĕ чашăк-тирĕкпе чăнкăртатма пуçларĕ, ашшĕ килкартине тухрĕ, пӳрт алăкĕ шалтлатса хупăнчĕ.
Каччă телейлĕн кулса илчĕ. Апла Лена ашшĕпе амăшне те килĕшет.
Чăх-чĕп фермине туса пĕтернĕпе пĕрех ĕнтĕ. Матвей Захарч бригади тăрăшсах унти вак-тĕвек юлашки ĕçсене вĕçлесе пырать. Тепрер эрнерен çитĕнсе тĕрекленнĕ чăхсене çĕнĕ çурта куçарма та юрать. Çавăнпа та хĕрсем паян çăвăр автансене чĕпĕсенчен уйăраççĕ. Ванюкпа тепĕр шоферăн вĕсене Вăрнарти аш-пăш комбинатне леçмелле. Ванюк паян савăнăçлă. Çӳхе пиншак айĕнчен салтак гимнастерки курăнать, çавăнпа та вăл халĕ кăна çартан таврăннă салтака аса илтерет. Каччă тĕреклĕ аллисемпе тулли ещĕксене машина çине çĕклет, кăн-кăвак куçĕсемпе савнине вăрттăн сăнать. Лена та хăйĕн çине Ванюк пăхкаласа илнине сисет, çавăнпа та унăн алли-ури çыхланать, çап-çаврака пичĕ пĕçере-пĕçере каять. Пур çĕре те ĕлкĕрекен Зоя Ванюкпа шӳтлекелеме пуçласан тин Лена лăпланчĕ. Вĕсем автансене тытса ещĕке яма пуçларĕç.
— Шел мана вĕсене, пăхрăмăр-пăхрăмăр та, халĕ ак вĕсене аш-пăш комбинатне ăсатаççĕ, — хаш! сывларĕ Тамара, Ленăна сурăмĕнчен ыталаса.
— Мана та çав тери шел, — тусĕпе килĕшрĕ Лена, ещĕкри автансем çине салхуллăн пăхса.
— Пуçсене усма кирлĕ мар, хĕрсем, мĕн тăвас тетĕн, çутçанталăк саккунĕ. Эсир ак чăхсем çине пăхса савăнăр, пăхăр-ха, мĕнлерех вĕсем. Çаран çинчи шурă пуçлă чечексем пек, куçпа пăхса ытармалла мар, — чупса çӳрекен чĕпĕсем çине куç туллин савса пăхрĕ Зоя.
Мăнкăмăллăн утса çӳрекен шап-шурă мăнтăр чĕпĕсем çине пăхсан, салхулланнă хĕрсен кăмăлĕсем уçăлчĕç.
Автансем тултарнă ещĕксене икĕ машина çине вырнаçтарчĕç. Зоотехник малти машинăн кабинине шоферпа юнашар кĕрсе ларчĕ те, вĕсем çула тухрĕç. Тепĕр вунă-вуникĕ минутран ещĕксене майлаштарса çитернĕ Ванюк та руль умĕнче пулчĕ.
— Каçчен, савниçĕм! Каçхине клуба кайăпăр, юрать-и? — терĕ Ванюк Ленăна, ыттисем аяккалла пăрăннă самантпа уса курса.
Хĕрĕн хуп-хура куçĕсем йăл-л çиçсе илчĕç.
— Хăвăртрах таврăн, — пăшăлтатрĕ те вăл, юлташĕсем патне чупрĕ.
Кăçалхи кĕр типĕ килчĕ, çавăнпа та мăн çул çинче те, ялпа яла çыхăнтаракан пĕчĕк сукмаксем те тап-такăр, пĕр тумхахсăр. Уйра ĕç вĕçленмен-ха, унта çĕрулми кăларса пуçтараççĕ. Районпа район хушшинчи çул вăрăм. Куç умĕнчех пĕр уйпа тепĕр уй ылмашăнса пырать. Пĕрре — кĕрхи çĕртме тунă хуп-хура ана, тепре — симĕс калчапа витĕннĕ анлă уй. Вырăнăн-вырăнăн сухаласа ĕлкĕреймен лаптăксем те курăнкалаççĕ, — унта колхоз сурăхĕсемпе ĕнисем çӳреççĕ. Шоссе çинче куçса çӳрекен машинăсем те сахал мар. Туллисем те, пушшисем те, çăмăл «Волгăсемпе» йывăр грузовиксем те вашлаттарса ирте-ирте каяççĕ. Акă леш енчи тăвайккинчен кĕпер çинелле тăп-тулли тиенĕ прицеплă «Беларусь» трактор хăлтăртатса анать, Ванюкăн та машини кĕпер çинелле çывхарса пырать. Анаталла пысăк хăвăртлăхпа каймасть вăл, çапах та машина кустăрмисем аялалла тытса чармалла мар вĕлтĕртетеççĕ. Шăп çак вăхăтра ытла та кĕтмен çĕртен трактор хыçĕнчен çӳрен лаша кӳлнĕ урапа сиксе тухрĕ те тракторпа танлашрĕ. Ванюкăн куçĕсем чарăлсах кайрĕç. Урапа çинче ларса пыракан хĕрарăм та, мĕнле хăрушлăха лекнине халĕ тин ăнкарса илнĕскер, çухалса кайрĕ, лашине чарма та, аяккалла пăрма та пултараймарĕ. Тепĕр пилĕк-ултă метртан нихăçан тавăрайми хăрушă авари, йывăр трагеди пуласси куç умĕнчех. Мĕн тумалла? Сулахая пăрас — тракторпа çапăнмалла, умра — урапа. Шухăшлама вăхăт çук. Çул кĕскелнĕçемĕн кĕскелет. Ванюк хытса ларнă шăнăрлă аллисемпе руле сылтăмалла пăрчĕ те… машина тарăн канава чăмрĕ. Урапа çинчи хĕрарăм, хăранипе кăн-кăваках кăвакарса кайнăскер, шари-и! çухăрса ячĕ те питне аллипе хупласа лартрĕ. Çӳрен лаши тăпах чарăнса тăрсан тин, тăна кĕрсе, аллисене куçĕ умĕнчен хăра-хăра илчĕ. Анчах мĕн ку? Тĕлĕкре-и е чăнах? Машина тарăн канав ăшĕнче чип-чиперех ларать. Акă кабинăран тин кăна утма вĕреннĕ ача пек тайкаланса Ванюк тухрĕ. Вăл аяккипе тыткаласа машина йĕри-тавра çаврăнчĕ те, автансене нимĕнле сиен пулманнине хăй куçĕпе курса ĕненсе, çĕре тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ.
XII
Ноябрь уйăхĕн пĕрремĕш кунĕсенче хĕрсем чĕпĕсене çĕнĕ фермăна куçарчĕç. Чи пысăк уяв пекех пулчĕ ку ферма çыннисемшĕн. Василий Петрович ывăннине пĕлмесĕр чĕпĕсем патĕнчен татăлмарĕ, çĕнĕ условие лекнĕ кайăксен сывлăхĕсене тĕрĕслерĕ. Малтанхи кунсенче ирĕке вĕреннĕ чĕпĕсем хăйсене йăвашраххăн тытрĕç, апат та витĕрех çими пулчĕç. Пĕрер эрнерен тин çĕнĕ вырăна хăнăхса çитрĕç.
Декабрь уйăхĕн варринче вара пĕтĕм ферма хĕрĕсене савăнтарса, вĕсен çамрăк чăххисем пĕрремĕш çăмарта пуçларĕç. Чĕререн савăнчĕ куншăн Лена. Ку вĕт хĕрача пурнăçĕнчи чи пысăк çĕнтерӳ, пĕрремĕш утăм пулчĕ. Вăл хăйĕн чĕпписем патĕнчен уйрăлма та пĕлмерĕ, кашни çĕнĕ çăмартана халиччен курман япалана пăхнă пек тинкерчĕ. Çамрăк чăхсен çăмартисем çепĕç, çемçе те çӳхе хупăллă, çавăнпа та зоотехник хĕрсене вĕрентсех тăчĕ, апат рационне тĕрлĕрен тĕрлĕ витаминлă çимĕçсемпе пуянлатма тăрăшрĕ. Шапа хуранĕпе шурă тăм чăхсене питĕ кирлине пĕлсен, вĕсене ятарласа вĕтетсе уйрăм валашкасемпе лартса пачĕç. Шăмă, симĕс курăк çăнăхĕпе усă курчĕç. Ăшăра нӳретсе шăтарнă ыраша та чăхăсем юратса çирĕç. Тăрăшни сая каймарĕ, çăмарта хупписем майĕпе хулăнланчĕç.
Чăхăсене апат çитернĕ, каçхи ĕçсене вĕçленĕ хĕрсем пĕрин хыççăн тепри общежити пӳлĕмне пуçтарăнчĕç. Вĕсем çи-пуçĕсене улăштарчĕç те клуба кайма тухрĕç. Кĕçĕр клубра Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленмелле. Ыран декабрĕн вăтăр пĕрремĕшĕ. Çĕркаç çамрăксем чăрăш илемлетме пуçланăччĕ, анчах пĕтереймерĕç. Паян унти ĕçе вĕçлес пулать.
Çул çинче хĕрсем Василий Петровичпа Тамарăна хуса çитрĕç. Çамрăк мăшăр Зойăн «тĕлĕкĕ» чăна тухрĕ, Тамарăпа Василий Петрович икĕ эрне каялла туй тӳрĕç, алла-аллăн тытăннă та шăкăл-шăкăл калаçса пырать. Хĕрсем çамрăк мăшăртан шӳтле-шӳтле иртсе кайрĕç, клуба кĕпĕртеттерсе пырса кĕчĕç.
Ытти çамрăксем пухăнма та ĕлкернĕ ĕнтĕ. Кĕçех клуб яшсемпе хĕрсен сассисемпе тулса ларчĕ. Кашни валлиех ĕç тупăнчĕ кунта. Пĕрисем çĕнĕ çулхи стена хаçачĕ валли статьясем çырчĕç, теприсем ӳкерчĕксем турĕç. Хĕрачасем вара чăрăш умĕнче вĕткеленчĕç. Лена юр пек шап-шурă çĕрмамăкне, çип çине тире-тире лартса, мачча çинчен аялалла усăнтара-усăнтара ячĕ. Кун пек лапка-лапка кăпăшка юр çĕр çине майĕпе вĕлтĕртетсе аннă пек пулать. Нинăпа Галя тĕрлĕрен теттесене чăрăш çине майлаштарса çакрĕç. Чăрăш куç умĕнчех улшăнса, çĕнелсе пычĕ.
Чăрăша илемлетсе пĕтерсен, хĕрсем тепĕр пӳлĕме кĕрсе ачасем валли кучченеçсем хатĕрлерĕç. Тĕрлĕрен тĕрлĕ конфет-премĕксене профсоюз укçипе эрне каяллах илсе хунăччĕ. Халĕ çавсене çутă пакетсем çине пĕрпекшеррĕн уйăра-уйăра хучĕç.
Клубран Лена пĕчченех тухрĕ. Ыттисем çĕнĕ ташă вĕренетпĕр тесе унтах юлчĕç.
Хĕрача алăри сехечĕ çине пăхса илчĕ. Вунă сехет çитсе пырать. Ача-пăчасене çывăрма вăхăт ĕнтĕ, апла пулин те клубран иртсенех пуçланакан сĕвек тăвайкки çинче вĕсен хаваслă шавĕ янăраса тăрать. Лена пĕр хушă хыпалансах кĕшĕлтетекен пĕчĕк халăх çине пăхса тăчĕ. Вĕсем, пĕтĕм тĕнчене манса кайса, хĕл кунĕн ытарайми саманчĕпе ыр кураççĕ. Пĕрисем çунашкасемпе, теприсем йĕлтĕрсемпе ярăнаççĕ. Хăшĕсем тата конькисемпе ăмăртса пĕр-пĕрне çĕнтерессишĕн тăрăшса чупаççĕ. Ленăн çак вăхăтра темшĕн тепĕр хут ача пуласси килчĕ. Эх, ачалăх, ачалăх! Миçе хутчен çак тăвайкки тăрăх анаталла-тăвалла çунашка сĕтĕрмен-ши? Миçе хутчен пуçхĕрлĕ тăрăнса сăмсаран юн кăларман-ши тата? Хăй сисмесĕрех хаш-ш сывласа илчĕ хĕрача, хĕп-хĕрлĕ сăмсисене нăшăклаттарса пыракан савăнăçлă ачасем çине ăмсанса пăхса. Паянхи пекех астăвать-ха, вăл кун çанталăкĕ сивĕ тăратчĕ. Пĕчĕк Лена, виççĕмĕш класра вĕренекенскер, уроксем хыççăн шартлама сивве те пăхмасăр, амăшĕ чарнине те итлемесĕр, тăвайккине йĕлтĕрпе ярăнма тухрĕ. Йĕлтĕрĕ çĕнĕччĕ çав унăн, çавăн пек ӳкерчĕкри евĕр йĕлтĕр куç умĕнче тăнă чухне камăн чĕри чăтса тăтăр? Йĕлтĕрпе ачасем умĕнче те кăштах мухтанасси килчĕ-тĕр унăн, анчах та, те сивĕрен хăранипе-ши, тăвайккинче пĕр чун та курăнмарĕ. Ăна-кăна пăхмасăр хĕрача сăртран ярăнма пуçларĕ. Кăчăрт-кăчăрт тăвакан юр çинче вĕр-çĕнĕ, сап-сарă йĕлтĕр питĕ çăмăллăн шăвать. Виçĕ хутчен чиперех ярăнса анчĕ Лена, анчах ку тăвайкки ăна ытлă та сĕвеккĕн курăнчĕ. Паттăрланса кайнă хĕрача арçын ачасем те ярăнман чăнкă çыран умне пырса тăчĕ. Пĕр хушă иккĕленсе пăхрĕ вăл йăнках анса каякан сăрт çине, унтан, мĕн пулать те мĕн килет тесе (тата вăл хăйĕн çĕнĕ йĕлтĕрне çав тери шанчĕ), аялалла вирхĕнчĕ. Çур тăвайккине чиперех çитрĕ пулас вăл, унтан вара чикĕленсе кайса лапама çитичченех йĕлтĕрĕ-мĕнĕпе кустарса янă тулли михĕ пек йăваланса анчĕ. Çак вăхăтра леш касра пурăнакан Ванюк чупса çитрĕ, юрпа-юнпа хутăш вараланса пĕтнĕ хĕрачана çĕклесе тăратрĕ. Малтанах Лена арçын ача çине тĕлĕнсе кăна пăхрĕ. Ванюк хуçăлса кайнă йĕлтĕр юлашкине çĕклесе пынине курсан тин хăйĕн вĕр-çĕнĕ, ӳкерчĕкри пек илемлĕ япали никама кăтартичченех юрăхсăра тухнишĕн кӳренсе сасăпах йĕрсе ячĕ.
— Аннене мĕн-н калас? — пăшăлтатрĕ вăл аран-аран, Ванюк аллинчи хуçăк йĕлтĕрĕ çине сехĕрленсе пăхса.
— Аллусем чиперех-и сан? Урусем хуçăлман-и? — Лена йĕнине пăхмасăр ăна уттарса пăхрĕ арçын ача. Питĕнчи, сăмсари юнне юрпа шăлса тасатрĕ, унтан, хĕрача уринчи йĕлтĕрне салтса илсе, ăна киле çитичченех аллинчен çавăтса пычĕ. Миçе çул иртрĕ ĕнтĕ унтанпа, анчах çав кун йĕлтĕрпе ярăнни халĕ те куç умĕнче.
Ванюк… Мĕнле-ши вăл халь? Çĕн çула валли сывалса тухайĕ-ши? Мĕн чухлĕ кулянмарĕ пулĕ Лена, тăн çухатнă Ванюка больницăна леçнине пĕлсен, мĕн чухлĕ куççулĕ тăкмарĕ пулĕ. Икĕ талăк пурнăçпа вилĕм хушшинче ăшталанчĕ Ванюк, виççĕмĕш кунне тин çамрăк ӳт-пӳ хăрушă вилĕме çĕнтерчĕ. Каччă тăна кĕчĕ. Ванюк пурăнать, ку ĕнтĕ паллă. Анчах тухтăрсене тата тепĕр япала пăшăрхантарчĕ. Каччăн сылтăм куçĕ аманнă. Куракан пулĕ-ши вăл е ĕмĕрлĕхе айăпланса юлĕ?
Лена больницăра темиçе хутчен те пулчĕ. Икĕ эрне каялла вара тухтăр Ленăна савăнтарчĕ. «Пурте йĕркеллех. Кун пекех пулсан, сирĕн каччăна Çĕнĕ çул валли кăларатпăрах», — терĕ вал кăмăллăн кулкаласа.
Çĕнĕ çул çитрĕ те ĕнтĕ. Ыран кивĕ çулăн юлашки кунĕ. Ванюк вара халĕ те çук-ха. Питĕ тунсăхласа çитрĕ Лена хăйĕн тусĕшĕн.
Ачасем çаплипех ярăнаççĕ-ха. Вĕсен çак асамлă çанталăкран уйрăлса пӳрте кĕрес килмест ĕнтĕ. Вăхăчĕ вара малаллах шăвать. Акă, тăвайкки умне пĕр хĕрарăм пырса тăчĕ.
— Эх, ачам, Миша! Миша! Ăçта çӳретĕн эсĕ çак таранччен? Ну-ка марш килелле, çывăрас пулать, — ярăнакансем çине пăхса кăшкăрчĕ вăл.
Ушкăнран пĕри кăшкăракан еннелле çаврăнчĕ. Унăн тантăшĕсенчен уйрăлас килменни паллă, анчах ним тума та çук.
— Анне! Ачасем ярăнаççĕ вĕт, манăн та ярăнас килет, — сăмсине нăшăк-нăшăк туртрĕ вăл. Ку Зойăсен кӳршĕ ачи, леш çулла хĕрсем комбикорм илме кайсан Зоя патне пырса хунямăшĕ чирлени çинчен пĕлтерекенни пулчĕ.
— Çитет, çитет, ачам. Ыран та кун пур, юлташусене те кăшкăр, вĕсен те çывăрма вăхăт.
Лена урăх ачасем калаçнине итлесе тăмарĕ. Вăл хăйсен урамне парăнакан тăкăрлăка кĕрсе çухалчĕ.
— Çитрĕн-и, хĕрĕм? Сан пата хăна килнĕ-ха, ав, — терĕ амăшĕ, Лена алăк урлă каçнă-каçманах.
Пӳртре Зина ларать иккен. Вăл шурă çухаллă тĕксĕмрех хĕрлĕ тĕслĕ пальтоне вĕçертсе янă, аллинче сăнӳкерчĕксен альбомĕ.
— Сывă-и, Зина?
— Чиперех-ха, хăвăр мĕнле? — терĕ вăл, темĕнле вăтанарах. — Вăт, килсе курас терĕм.
— Паллах… паллах… эпир ак клубра Çĕнĕ çула хатĕрлентĕмĕр, чăрăш илемлетрĕмĕр. Астăватăн-и, шкулта уроксем хыççăн ачасемпе çĕнĕ чăрăш валли хутсенчен касса тĕрлĕрен теттесем тăваттăмăрччĕ. Интереслĕ… Халĕ ак эпир çитĕннĕ çынсем, çавах ăна илемлетнĕ чухне темĕнле тунсăх çуралчĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтсем аса килчĕç. Санпа, Зина, çавăн пек пулман-и?
— Тем… эпĕ ун çинчен шутламан.
Зина малтанхи пек хастаррăн калаçмасть. Сăнĕ те унăн темĕнле хуралса тĕксĕмленнĕ.
— Ну, эсир калаçкаласа ларăр-ха. Эпĕ Лисук кинемей патне каçам, унăн сурăхĕ пăранланă. Иккĕ таранах тата. Кăмакара шаркку пур, кăларса çийĕр, — терĕ те Таиç аппа фуфайкине тăхăнса тухса кайрĕ.
— Чăнах та, Зина, шаркку çиер, ман питĕ хырăм выçрĕ. Кил, кил, лар сĕтел хушшине. Пальтоне хывса çак пăтана.
Лена икĕ турилккепе пăсланакан шаркку пырса лартрĕ. Зина пĕр хушă иккĕленсе тăчĕ, унтан пальтоне хывса хучĕ, кĕске кĕпине мелсĕррĕн турткаларĕ. Лена халĕ кăна асăрхарĕ: Зина йывăр çын иккен.
— Вăт, Лена, кĕçех ача амăшĕ пулатăп. Мĕнле, килĕшет-и мана кун пек?
Зина Лена умĕнче вăр! çаврăнса илчĕ те икĕ аллипе те питне хупласа йĕрсе ячĕ.
Лена нимĕн тума та пĕлмерĕ. Вăл хăйне яланах мăнна хума юратакан Зинăна курма хăнăхнă. Халĕ вара вăл йĕрет.
— Ну, юрĕ ĕнтĕ, Зина, çитет, ан йĕр, — терĕ юлашкинчен, хăй те пăлханма пуçланине сиссе.
— Çапла, Лена, халĕ тин йĕни усăсăр ĕнтĕ. Пĕтрĕ ман çамрăк ĕмĕрĕм, Лена. Эх-х, анчах çакăн пек пурнăçа ĕмĕтленнĕ-и эпĕ? Ырă çынсем ăс панине хăлхана та чикмерĕм, вăт халĕ… хăвах куран.
— Зина, ыйтнишĕн каçар-ха мана, анчах ăçта вăл?
— Кам? Упăшка-и? Ăçта пултăр, килĕнче. Хирĕçсе кайрăмăр эпир унпа.
— Мĕнле-ха ун пек, Зина?
Зина хулпуççине сиктерсе илчĕ.
— Пĕлместĕп, Лена. Кашни пусне шутлать вăл, тек таврăнмастăп унта. ĕнтĕ завода ĕçе кĕтĕм. Общежити пама пулчĕç, тунтикунран ĕçлеме пуçларăм. Тĕрĕссипе эпĕ, Лена, санран кивçен укçа ыйтма кĕтĕм.
— Укçине парăп-ха ăна, анчах сана йывăр пулать вĕт, таврăн яла.
— Çук, çук, Лена, ял-йышран, атте-аннерен намăс. Ман хамăнах… ну, урăх юлташсем, урăх коллектив тупмалла. Пĕчĕкки пулсан, яслине вырнаçтаратăп, нимех те мар, пурнатпăр.
— Ним калама та пĕлместĕп, тен, тĕрĕсех те тăватăн-и.
— Тавтапуç, Лена. Апла эпĕ каятăп.
Лена чăматанĕнчен укçа кăларса Зинăна пачĕ.
— Ак кунта çĕр çирĕм тенкĕ. Йĕркеллĕ тыткаласан, малтанхи вăхăта çитет.
— Тавтапуç, Лена. Укçине эпĕ май пулсанах почтăпа ярса паратăп.
— Юрĕ-çке, Зина. Кайран… май пулсан.
— Ну, сывă пул, Лена, эпĕ кайрăм.
— Чипер кай, Зина. Тен, упăшкупах пурнăç туса яратăр, çавах та пулас ача ашшĕ вĕт.
— Çук, Лена, ăна татăклăнах шутланă, таврăнмастăп унта. Чипер юл.
Зина тухса кайсан та Лена чылайччен лăпланаймасăр ун çинчен шутларĕ. Амăшĕ пырса кĕнĕ чухне те вăл пуçне чиксех ларатчĕ.
— Эсĕ мĕн пĕчченех сĕтел хушшинче тĕлĕрсе ларатăн, хĕрĕм?
— Эсĕ-çке, анне. Тем шухăша кайрăм та. Путекĕсем мĕнле, анне?
— Эй, амăшне ăмăртмалла ĕмеççĕ. Кинемей çав тери савăннă, айтурлатса кăна ларать. Ай, хĕрĕм, ара, санăн шарккăвĕ сивĕнсех кайнă-иç? Вĕрине антарса килем-ха.
— Зина упăшкинчен уйрăлтăм, тет. Анне, мĕнле-ха апла, çынна чун-чĕререн юрататăн пулсан, ăна чĕре çумĕнчен хăйпăтса кăларма çăмăл-ши вара?
Лена амăшĕ пĕр хушă ним чĕнмесĕр, мĕн каласан лайăхрах-ши тенĕ пек шутласа ларчĕ. Унтан хĕрĕ еннелле çаврăнчĕ те, унăн хуп-хура куçĕсенчен тӳп-тӳррĕн пăхса, пачах та улшăннă сасăпа хыттăн çеç каласа хучĕ:
— Çук, хĕрĕм, ку юратни мар, ку юратăвăн астаракан вăйĕпе теттепе вылянă пек выляни çеç. Юратакансем пĕр-пĕрне нихăçан та çапла çăмăллăн тĕксе ямаççĕ. Темĕнле йывăрлăхра та пĕр-пĕрне манмаççĕ, виçĕ çул… вунă çул… ĕмĕр-ĕмĕр тап-таса чĕрепе пурăнаççĕ. Çапла, хĕрĕм, эсĕ ĕнтĕ çитĕнсе хĕр пултăн, санран пытарма кирлĕ мар. Ултавлă юрату хыççăн кайса пуçăрсене çухатмалла ан пултăрччĕ, ачам! Чăн-чăн юрату вăл, ачам, çӳхе пăр пек чечен, ирхи сывлăм пек таса пултăр. Вăт çапла, хĕрĕм. Мана, ват çынна та, юрату çинчен калаçтартăн. Ну, юрĕ, çывăрас пулать, эсĕ татах ларатăн-и-ха?
— Ыран бал-маскарад пулать. Хĕрсем Юрпике тумне çĕлеме ыйтрĕç, çавна пĕтермелле-ха мăнăн.
— Ну, юрĕ, хăвăнне хăв пĕл. Лармалла пулсан, ларах эппин.
Таиç аппа арлама пуçланă кĕнчелине пуçтарса хучĕ те чăланти çутине сӳнтерсе çывăрма кĕрсе выртрĕ.
* * *
Çĕнĕ çул каçĕ… Асамлă, ачалăха аса илтерекен, çамрăклăха чĕнекен, илĕртӳллĕ, юмахри каç. Çак каç кашни çыннăн чĕри ырă-ырă туйăмсемпе тулать, тĕрлĕрен ĕмĕтсемпе çунатланать.
Радиопа концерт пырать. Хĕрарăм-юрăçăн уçă сасси тунсăхланă чĕрене шăвăнса кĕрсе пĕр хĕрхенӳсĕр тăпăлтарать, пăчăртать, ыратмаллах чĕпĕте-чĕпĕте илет. Ленăн хуп-хура куçĕсем хăй сисмесĕрех кĕмĕл мерчен пек куççулĕпе тулчĕç.
— Ванюк, — пăшăлтатрĕ унăн тути, — мĕншĕн халĕ те çук эсĕ, е каллех йывăр-ши сана, тусăм?
Вăл бал-маскарадра тăхăнма хатĕрленĕ костюмне тирпейлĕн чĕркерĕ те чăматанне уçса хучĕ.
— Лена! Эсĕ хатĕр-и, айта хăвăртрах клуба. Пирĕн хĕрсем пурте унта кайрĕç ĕнтĕ, — алăка яри уçса ячĕ те пӳлĕме фермăра пĕрле ĕçлекен Галя кĕрсе тăчĕ.
— Ой, Галя, атя ирт малалла.
— Эсĕ хăвăртрах çаврăнкала, Лена, эпĕ нумай кĕтместĕп.
— Галя! Эпĕ клуба пыраймастăп пуль.
— Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ, Лена?
— Нимĕнех те пулман-ха, тем пуç ыратнă пек те.
— Пӳртре ларса пуç ыратни иртсе каймасть, атя, тăхăн хăвăртрах, унсăр Ванюк мана клуба та кĕртмест.
— Ванюк? Вăл больницăран тухнă-и вара?
— Паян кăларнă ăна. Халĕ клуба каятпăр терĕç. Сан пата килесшĕнччĕ те, ытти каччăсем ямарĕç ăна, темĕнле репетици ирттеретпĕр терĕç.
Ленăн тĕксĕмленнĕ сăнĕ çийĕнчех çуталчĕ. Вăл хăйĕн савăнăçне пытараймасăр йăл-л кулса илчĕ, сапаланнă çӳçне тирпейлеме пуçларĕ.
— Клубне пымаллах-ши вара? Пуçне сĕрĕм тивнĕ пуль-и, халĕ ыратма та пăрахрĕ-ха.
— Паллах пымалла, çакăн пек уявра пĕччен пӳртре мĕнле хупăнса лармалла вăл? Ман Толя кĕтсе те ывăнчĕ пулĕ, атя часрах.
* * *
Ленăпа Галя клуба пырса кĕнĕ чухне унта çынсем пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ. Вăхăт çитмесĕр халăха пысăк зала, чăрăш патне кĕртес мар тесе канашланăччĕ çамрăксем, çавăнпа та пуху кĕçĕн залра пуçтарăннă. Хĕрлĕ пуставпа сарнă вăрăм сĕтел хушшинче колхоз председателĕ Ефим Егорович сăмах калать. Унпа юнашар президиумра Матвей Захарч, парторг тата виçĕ колхозник вырнаçнă. Ленăпа Галя çынсене чăрмантарасран асăрханса пĕр пушă вырăна майлашăнса ларчĕç.
Ефим Егорович ĕçре лайăх енĕпе палăрнă колхозниксен ячĕсене ырăпа асăнать иккен.
— Правлени ларăвĕнче пăхса тухнă хыççăн эпир, ял-йыш, çак çак çынсене Хисеп грамотисемпе парнесем парас терĕмĕр. Иванова Мария, сурăх пăхакана…
— Лена! Арçын ачасем темĕнле сюрприз тăвасшăн пулмалла, — пăшăлтатрĕ çумри Галя. — Ман Толя Хĕл Мучи пулма хатĕрленнĕччĕ, халĕ вара…
— Халĕ ун çинчен калаçар мар-ха, Галя. Вăн, председатель сăмахне итле.
Хĕрсем шăпланса ларчĕç.
— Захаров Матвей Захарч! Çурт-йĕр бригадин бригадирĕ. Хисеп грамоти тата сĕтел çине лартмалли сехет паратпăр, — илтĕнчĕ председателĕн уçă сасси.
— Миронова Варвара…
Ленăсен умĕнче Çимун хуралçăпа юнашар ларакан Варвари хăйĕн ятне илтсен шартах сикрĕ. Йăнăш илтмерĕм-ши тесе, пĕрре председатель çине, тепре каялла çаврăнса Ленăпа Галя куçĕнчен тилмĕрсе пăхрĕ. — Миронова! Сĕтел умне тухма ыйтатпăр…
— Варвари инки! Тух, тух, сана чĕнеççĕ, — терĕç ăна Ленăпа Галя харăссăн.
— Ну, Варвара Ивановна! Юлашки вăхăтра эсĕ хăвна питĕ йĕркеллĕ тытрăн. Кăмăлупа та пачах улшăнтăн. Ĕçре тăрăшатăн. Куншăн сана мухтатпăр эпир. Малалла тата тăрăшуллăрах пул. Халĕ Çĕнĕ çул парни йышăнма ыйтатпăр.
Варвари председатель аллинчен çутă хутпа чĕркенĕ çыхă илчĕ, хăй тем каласшăн пулнă пек тутине хускаткаларĕ, анчах «тавтапуç сире… тавтапуç…» тенисĕр пуçне урăх сăмахсем çавăраймарĕ-ха. Клубра шăп пулса ларчĕ. Пурте Варвари мĕн каласса кĕтрĕç.
— Хаклă ял-йышăм! Мĕн тери телей иккен вăл туслă çемьере пурăнма. Тавтапуç сире, ял-йышăм, мана çавăн пек телей тупма пулăшнăшăн.
Акă ферма хĕрĕсем алă çупса ячĕç, вĕсем хыççăн ыттисем те хутшăнчĕç. Темиçе уйăх каялла çеç çак залра Варвари çине çынсем йĕрĕнсе те тарăхса пăхса ларатчĕç пулсан, паянхи Варварие алă çупса хисеплерĕç.
Варвари хыççăн Зойăн, Ванюкăн, Тамарăн ячĕсене асăнчĕç.
Ленăна та сĕтел умне чĕнчĕç. Куна кĕтмен Лена тăруках именсе кайрĕ, унăн чĕри хыттăн сиксе тапма пуçларĕ.
— Яланах çакăн пек тӳрĕ кăмăллă, хастар пул. Çамрăккисемшĕн те, ваттисемшĕн те лайăх тĕслĕх пул, — терĕ Ефим Егорович, хĕрача аллине чăмăртаса.
— Тавтапуç…
Хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе кайнă Лена тăрăшсах алă çупакансем çине именчĕклĕн пăхса илчĕ те хăйĕн вырăнне пырса ларчĕ.
— Парне илнĕ ятпа саламлатăп сана, Лена. — Гальăпа юнашар Ираида Васильевна ларать.
— Ой, Ираида Васильевна…
— Тс-с, — пӳрнине тути патне илсе пычĕ тухтăр, — кайран, Лена, унсăрăн кӳршĕсене чăрмантаратпăр.
Вăл халĕ кăна çитнĕ пулас, çырă çӳçĕ çинче ирĕлнĕ юр тумламĕсем йăлтăртатаççĕ.
Председатель тата нумай-нумай çыннăн ятне ырăпа асăнчĕ, парнесем пачĕ.
Юлашкинчен Ефим Егорович ял-йышсене ырлăх-сывлăх сунчĕ, Çĕнĕ çулта тата пысăкрах çитĕнӳсем тума сĕнчĕ.
Вуникĕ сехет çитиччен кăшт маларах председатель халăха шăпланма ыйтрĕ.
— Юлташсем! Çĕнĕ çул çывхарса çитет, чăрăша «чĕртме» вăхăт мар-ши?
— Вăхăт, вăхăт, — харăссăн кăшкăрчĕç çынсем, хăйсем çавăнтах вырăнĕсенчен çĕкленсе пысăк зала кĕме хатĕрленчĕç.
Çамрăксемпе темĕн çинчен пăшăлтатса илнĕ комсомол секретарĕ, хуп-хура çӳçлĕ пĕчĕкрех каччă, халăх умне тухса тăчĕ.
— Тархасшăн, юлташсем, пысăк зала сире хисеплесе чĕнетпĕр.
Çавăнтах пысăк зал алăкĕ уçăлса кайрĕ. Пальтовĕсене хывса çакнă çынсем пĕрин хыççăн тепри зала кĕме пуçларĕç. Малтанах хатĕрлесе хунă магнитофон илемлĕ кĕвĕ шăрантарса ячĕ. Кĕрсе тăнă çынсем, малалла иртме хăяймасăр, тăпах чарăнса тăчĕç.
— Иртĕр, иртĕр, юлташсем, малалла иртĕр, — çаплах тараватлăн чĕнчĕ комсомол секретарĕ.
— Пĕтремĕр! Мĕн тери хитре кунта, чăн-чăн юмахри тĕнче тейĕн çав, — илтĕнчĕç унтан та кунтан.
— Ай, турух, мĕн-мĕн кăна çук пулĕ пӳлĕмĕнче, ăçтан пурне те ăсталама пĕлнĕ-ши? — хĕрсем тăрăшса илемлетнĕ тĕрлĕрен теттесене тыта-тытах пăхрĕ Лисук кинемей.
— Ну, юлташсем! Ефим Егорович! Чăрăша «чĕртме» кама хушăпăр кăçал? Кам çак хисепе тивĕç? — пĕрре халăх çине, тепре председатель енне çаврăнса ыйтрĕ çамрăксен пуçлăхĕ.
Председатель халăх куçĕнчен пăхрĕ.
— Суйлăр, юлташсем, хăвăр суйлăр, — терĕ вăл сăпайлăн.
— Пирĕн хисеплĕ çынсем нумай, анчах та, ман шутпа, чи хисеплисенчен те хисепли вăл — пирĕн Ираида Васильевна. Çапла-и, ял-йышăм? — тухтăр еннелле кăмăллăн çаврăнса тăчĕ Матвей Захарч, тĕрĕллĕ кĕпине хăрах аллипе кăшт-кашт турткаласа.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, Ираида Васильевна, чăрăша чĕртĕр, — çавăнтах харăссăн алă çупса ячĕç çамрăксем.
— Пирĕн чăрăш яланах кивелми, ĕмĕр-ĕмĕр сӳнми çуталса лартăр, — терĕç ваттисем.
Ираида Васильевна пĕр хушă аптăраса тăчĕ, унтан çаплах алă çупакан халăх умне тухса пуç тайса тав турĕ те чăрăша çутатса ячĕ.
Капăрлатнă чăрăш тĕрлĕрен тĕслĕ çутăсемпе ялкăшма пуçларĕ.
— Ур-ра! Урра! Сывă пултăр Çĕнĕ çул! Сывă пултăр пирĕн ёлка! — кăшкăрса ячĕ ватти-вĕтти харăссăн.
— Йăпăртлăха шăпланăр-ха, юлташсем! Шампанскисĕр мĕнле Çĕнĕ çул пултăр вăл? Илсе килĕр-ха кунта шампански эрехне, — такама систерчĕ председатель.
Çавăнтах кĕçĕн залран столовăйĕнче тĕксе çӳрекен урапаллă сĕтел кустарса тухрĕç. Ун çинче — хатĕрленĕ бокалсем, çутă пуçлă шампански эрехĕсем.
— Вăт халĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Пурте бокалсене çĕклĕр те шăп пулăр.
Председатель каласа пĕтерчĕ кăна, залра Мускав сасси янăраса кайрĕ. Совет Союзĕн нихăçан кивелми, мăнаçлă гимнĕ. Вуникĕ сехет çитни çинчен Кремль сехечĕ пĕлтерчĕ.
Хурçă пек çирĕп вăй-хал, çĕнĕ çитĕнӳсем тума ырлăх-сывлăх! — илтĕнчĕç унтан та кунтан савăнăçлă сасăсем.
Хĕрарăмсемпе арçынсем, хĕрсемпе каччăсем алла-аллăн тытăнса чăрăш çинчен хывнă юрра харăссăн юрласа ячĕç. Тĕрлĕрен сасă тĕрлĕ тĕслĕн янăрарĕ, анчах халăх ăна пăхмарĕ, чăрăш йĕри-тавра шкула кайман ачасем пек савăнса кайса телейлĕн утрĕ.
— Чимĕр-ха, юлташсем! Пирĕн такам çитмест пек çакăнта, — юрлакан халăха чарса ыйтрĕ Ираида Васильевна.
— Хĕл Мучи çитмест, Хĕл Мучи! — каллех ачасем пек савăнăçлăн кăшкăрчĕç çынсем.
— Хĕл Мучи! Хĕл Мучи! Эпир пурте сана кĕтетпĕр, — алă çупса чĕнме пуçларĕç çынсем.
Çавăнтах алăка шаккани илтĕнчĕ, унтан кĕçĕн залри алăкран шап-шурă сухаллă Хĕл Мучи кĕрсе тăчĕ. Вăл çурăм хыçĕнчи хĕрлĕ кутамкка çыххине пушаткаласа майларĕ те вăрăм туйипе шаклаттарса халăх умне пырса тăчĕ.
— Сывлăх сунатăп, юлташсем! Кая юлса килнĕшĕн каçару ыйтатăп, çулĕ çав тери инçе пулчĕ, тата сирĕн ятпа янă телеграммăсем, парнесемпе кучченеçсем те çав тери сулмаклă. Аран-аран йăтса килтĕм. Халĕ ĕнтĕ сире, юлташсем, Çĕнĕ çул саламĕ йышăнма ыйтатăп.
Пĕр вăхăта шăп пулса тăнă çынсем тем аса илнĕн ăмăртмаллах алă çупса ячĕç.
Хĕрсем ку вăхăтра пĕр пĕчĕк пӳлĕмре çи-пуçĕсене улăштарчĕç. Темĕн тĕрлĕ тум та пур кунта. Пĕрисем чăваш, вырăс, теприсем украина, мордва халăх çи-пуçне тăхăнчĕç. Нумайăшĕ, юр пĕрчи пек пулса, шап-шурă та вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнакан илемлĕ сарафансемпе. Лена çĕркаç çĕлесе пĕтернĕ Юрпике тумне тăхăнчĕ.
— Юрпикеçĕм, Юрпике! Хĕл Мучи чăрăш умĕнче ĕнтĕ, хăвăртрах тухăр, — алăка уçса хуллен кăшкăрчĕç арçын ачасем.
— Ну, юрĕ, хĕрсем. Айтăр тухар, — терĕ Лена, тантăшĕсен çи-пуçĕсене пăхса илнĕ хыççăн.
— Айтăр, айтăр.
Юрпике, ун хыççăн Юр пĕрчссемпе ытти хĕрсем ерипен утса чăрăш умне тухса тăчĕç.
— Вăт, ман мăнукăм та çитрĕ, — терĕ Хĕл Мучи, Юрпикене аллинчен пырса тытса. — Праçнике малалла тăсар пулĕ. Инçетре-инçетре шур упасемпе юнашар пурăнса, эпĕ ташă пирки тунсăхласа çитрĕм. Мĕнле, ташласа илер-и пĕрре? — туйипе шак-шак тутарса халăхран ыйтрĕ вăл.
— Паллах, ташлатпăр. Ташлар, — çавăнтах килĕшрĕç çынсем.
— Куçăмлă вальс, — чылайăшĕ пĕлекен ташă ятне каларĕ те Хĕл Мучи, çавăнтах ташă кĕвви янăраса кайрĕ.
Ватти-вĕтти, çамрăкки чăрăш йĕри-тавра карталанса тăнипех çемĕ майăн ташлама пуçларĕç. Юрпикепе Хĕл Мучи юнашар тăчĕç.
— Çĕнĕ çул саламĕ сана, тусăм! — Лена хăлхи патне пĕшкĕнсе пăшăлтатрĕ Хĕл Мучи.
— Ваня… Ванюк? Толя ăçта вара?
— Ку пирĕн вăрттăнлăх, — çемçен кулса илчĕ каччă. — Вăн куратăн-и, упапа тилĕ ташлаççĕ. Галяпа Толя вĕсем. Толя хăй…
Ваня каласа пĕтереймерĕ, мăшăрсене улăштармалли самант çитрĕ. Темиçе çаврăм çаврăнсан, Хĕл Мучипе Юрпике каллех юнашар ташларĕç.
— Лена… мĕн тери тунсăхласа çитрĕм эпĕ.
— Эпĕ те тунсăхларăм, Ванюк.
Кĕçех ташă çемми «Амурские волны» кĕвĕпе улшăнчĕ.
Лена ташлакансем çине пăхса илчĕ. Пурте телейлĕ иккен кĕçĕр, пурин питĕнче те савăнăç выляса тăрать. Акă, Ленăпа Ванюк умĕнчен Варварипе Çемен хуралçă çаврăнса иртрĕç. Питĕ пултаруллă ташлама пултараççĕ иккен вĕсем. Вăт шутламанччĕ Çемен пичче çакăн пек вăр-вар çаврăнасса.
Акă Матвей Захарчпа Униç инке Хĕл Мучипе Юрпике çине ăшшăн пăха-пăха иртрĕç. Униç инке вальс ташлама ăстах мар пулас, урисене час-часах пăтраштарса ярать, анчах вăл ăна-кăна пăхмасть, упăшкипе танах çаврăнма тăрăшать.
Ташламаннисем те пур. Вĕсем, ватăраххисем, пукансем çине вырнаçнă та ташлакансене курса лараççĕ. Лисук кинемейпе Таиç аппа юнашар. Лисук кинемей аллинче Хĕл Мучи кучченеçĕ.
— Итле-ха, кин, çав Ленăпа ташлаканни кам пулчĕ-ши?
— Хĕл Мучине ыйтатăн-и эсĕ?
— Ара çав, ара…
— Сахар Матвин Ванюкĕ, тет, пулас.
— Чаплă мăшăр çав, иçмасса, çав тери паха мăшăр. Тем, ман чун сиснĕ тăрăх, вĕсем пĕр-пĕрне килĕштернĕ пек туйăнать, кин.
— Çамрăк чухне ĕнтĕ…
— Эй, кин, Сахар таврашĕнче ратнипе те япăх çын пулман-ха, Ванюк та Ленăшăн лайăх мăшăр пулĕ.
— Ай, инки, халех ун çинчен калаçма иртерех-ха.
Лисук кинемейпе Таиç аппа шăпланса ташлакансем çине пăхма пуçларĕç. Вăр та вăр çаврăнаççĕ çамрăксем. Аслăраххисем сумлăн, хыпаланмасăр çаврăнаççĕ. Халиччен ташăсене çӳремен Тамара та упăшкипе ташлать.
Çур çĕр иртни виçĕ сехетченех савăнчĕ халăх клубра. Ир еннелле кăна ташласа ăшша пиçнĕ çамрăксем килĕсене саланма пуçларĕç.
Ленăпа Ваня, Тамарăпа Василий Петрович клубран пĕрле тухрĕç. Вĕсем хыççăнах Зойăпа упăшки.
— Ну, çамрăксем, халĕ айтăр пирĕн пата каяр. Çĕнĕ çул сăрине астивсе пăхăпăр, йӳçсе-кашласа кăна ларатчĕ-ха, — терĕ Зоя, Ленăпа Тамарăна аллисенчен тытса.
— Тавтапуç, Зоя. Кĕçĕрлĕхе çитет, тепĕр чухне. Тул çутăласси те инçе мар, кăштах канас пулать, — терĕ Василий Петрович.
— Чăнах, Зоя, тепĕр чухне, — упăшкипе çийĕнчех килĕшрĕ Тамара.
— Ну, апла — ыранччен…
Çĕнĕ çул каçĕ… Çулталăкра пĕрре пулакан асамлă Çĕнĕ çул каçĕ, чăн-чăн юмахри тĕнче. Тӳпере çăлтăрсем курăнмаççĕ, ун вырăнне лăпсăркка тăман ерипен çĕр çине вĕлтĕртетсе анать. Йывăç тăррисем, тарăн шухăша путнă пек, шăп, пĕр чӳхенмесĕр лараççĕ. Тен, вĕсем хăйсем çинчи илеме пăсма, çĕмĕрме хăраççĕ? Чăннипех те илем çав. Тимлĕрех пăхăр-ха эсир пăспа витĕннĕ йывăç çине. Мĕнлерех илем, чуна тыткăнлакан çепĕçлĕх палăрать унта. Этем алли тума пултарайман пуян ăсталăх. Ирĕксĕрех, ху çитĕннĕ, вĕренсе ăс пухнă çын пулнине те, çутçанталăкăн куçа курăнман пулăмĕсене асра тытнисене те пăхмасăр, юмах тĕнчине лекетĕн.
Ленăпа Ваня алăран алла тытăнса хăйсем сисмесĕрех ферма еннелле утрĕç. Акă кĕркунне лартса хăварнă йывăçсем. Халлĕхе вĕсем тымар ярса вăй илеймен-ха, тураттисем те пĕрре е иккĕ, малтан куçариччен ӳснисем кăна, çавах та вĕсем вĕресе тăракан пурнăç ытамне лекнĕ. Апла çак çамрăк хунавсем çуркуннепе чĕрĕлсе ешерме, тăван тавралăха илем кӳме пуçлаççĕ. Акă чăрăш. Чăн-чăн симĕс чăрăш. Вăл та, пĕчĕкскер, Çĕнĕ çул тумĕ тăхăннă. Шап-шурă, йăлтăр-йăлтăр çăлтăрлă тум.
— Ваня! Кур-ха, ку пирĕн чăрăш вĕт? Мĕнлерех илемлĕ вăл.
— Çапла, Лена, ку пирĕн чăрăш. Сисмĕпĕр те, ак тем пысăкăш çитĕнсе кайĕ вăл. Пуринчен хитри, илемли пулĕ вăл пирĕн, мĕншĕн тесен ăна эпир лартнă. Иксĕмĕр пĕрле.
— Мана кĕçĕр çав тери лайăх, Ваня. Вĕçĕмсĕр кулас килет, шӳтлес килет. Эпĕ телейлĕ, Ваня. Эпĕ фермăна, чĕпĕсене, унти коллектива юратса пăрахрăм. Айванла калаçатăп-и?
— Çук, пĕрре те айванла мар. Эпĕ те телейлĕ, Лена. Эпĕ каллех руль умне ларма пултаратăп, каллех хамăн юратнă хĕрпе юнашар…
— Ваня! Лайăхрах тăнла-ха, мĕн те пулин илтетĕн-и эсĕ? Качча шăп пулса йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
— Юр çăвать, йывăçсем ассăн сывлаççĕ.
— Эпĕ вара автансем авăтнине илтрĕм. Чăнах, чăнах, пирĕн ферма автанĕсем вĕсем. Манăн чĕпĕсем çитĕнсе çитрĕç ĕнтĕ. Эпĕ хам та кăштах çитĕнтĕм пулмалла. Халлĕхе хам тĕллĕн пĕр ĕç те пуçарса туман, аслисем кăтартса пыракан çулпа кăна утса пынă пулин те, хама кăштах ӳснĕ пек туятăп.
— Чим, Лена, илтрĕм, эпĕ те илтрĕм.
— Мĕн илтрĕн, Ваня?
— Лена, Ленукăм, эпĕ сан чĕрери, сан ĕмĕтри сасăсене илтрĕм, манăн телейĕм, манăн тусăм…
Хĕрпе каччă пĕр-пĕрин çумне йăпшăнчĕç те, пулас кунсен илемлĕхĕ çинчен шутласа, телейлĕн, ерипен-ерипен шăвăнса килекен ире хирĕç çĕнĕ ĕмĕтсемпе ĕмĕтленсе утрĕç.