Хам хама кĕтсе илетĕп
Тупăк умĕнче:
Мĕн тери хитреччĕ эпĕ!..
Кур та — юл тĕнче!
Çук, ӳпке-сапка таврашĕ
Юлмĕ ман хыçран:
Эп пуçланă пурнăç маршĕ
Тăсăлать ыран.
Ал çупсах мана ăсатĕç
Уйăх леш енне:
Хăпăтса хăварăп — ят çеç —
Теприне чĕнме.