Тĕлĕкпе витĕнсе выртакан Тăл-пăва1 —
Силлесех — ыйхăран тăратать çĕр хута
Курпунланнă Ыйту — тупăнман Хурава
Шыраса памасан евитлет шур Хута.
...Тахçанах çапăнса çӳрекен Ыйтăва
Йышăнать пĕтĕмпех чăтакан шурă Хут;
Чĕнтерет те хушать пăхăнуллă Сăвва:
Кĕр çăка2, хунтăла3, çĕнсе ил тепĕр хут!
Тăл-пура пурнакан Чĕрепе Ăс-тăнран —
Сăвăри йĕркесем пуçарсассăн чĕр сут —
Пăвăрланнă Хурав пуç кăтартрĕ аран...
Тек Ыйту силлемест, ун пачах урăх шут...