Галстук çакнă та Кăркка
Пуçне çӳрет каçăртса.
Хырăм вырне кутамкка —
Утать çавна мăкăртса.
— Хырăм мар! Авторитет!
Ун пекки тупаймăн тек.
Кай, шыра, пăхатăп, — тет
Хăй хакне чухланă пек...
Тĕпсĕр, — тет, — çав пăтавкка...
Йывăр пуль ăна тултма.
Пашкать-хашкать мăнтăркка —
Йывăр пуль, чăнах, утма...
Чăтăр: лифт, чи çӳллĕ хут,
Хăй пекех капашлă çурт,
Кабинет тултармăш — хут
Чăтнă пек сире манкурт.
Вăрăм-вăрăм сăмсине
Хăй чикет пĕлмен çĕре;
Тĕк вĕçтерĕ... Уссине
Халиччен курман пĕрре:
Лăкăр-лăкăр калаçу...
Ни хурав çук, ни ыйту...
Ни тарçу вăл, ни хуçу...
Пĕр сăмах çеç: ту, ту, ту...
Пулĕ темĕн те тума:
Ĕç, апат, шайлав, хăна...
Ларт чипер тĕллев ума
Ăслă тетĕн-тĕк хăвна...
...Пит ансат-иç пурăнма:
Ăс та, тăн та кирлĕ мар!
Ăслă-тăнлă курăнма
Капăр галстук çак та яр!