Куçунти ешĕлте — пурăнас туртăму —
Шанăçпа ялкăшса çунакан çулăму
Астарса çатăрлать кĕттермесĕр вăрах...
Ăнланса иличчен вут тивет хăвăртрах:
Теприне çăтмасан — сӳнессе ăнлансах.
Куçунти ешĕлте — пурăнас антăху —
Асампа вĕресе тăракан шурлăху
Тухатса илĕртет теветкеллĕн чăмма...
Теприсем ыткăнса кĕрекен ытама
Хальхинче йыхăратăн мана. Ма мана?!
Куçунти ешĕлте — ĕрчекен тарăху....
Кампала сан кавар1?! Хуравла хăвна ху.
Çулăмра çуннăран çирĕпрех, -теç, — тăхлан,
Шыв-шурта пăтрансан кĕрешрех, — теç, — юман,
Çăт, эппин. Çăрăлса тухайсан — мана ман.
Тайăнсем2, ахăртнех, раснарах санпа ман.