Туслăхпа витĕнсе кĕрекен Ăмсану,
Хăрамастăп санран — ирт çумма, хăна пул!
Хăнăхса çитнĕрен сан кашни хускану —
Йăпанмалăх тетте; йăлăхсан — çĕнĕ çул
Шырама хистекен, хусканмалăх сăлтав...
Çийĕмре — Çитĕнӳ: хыпашласшăн аллу,
Хăрамастăп унран — пул çумра, юкăс ту1;
Ăтса ил2 кирлине — ĕмĕрхи сан йăлу.
Ĕлкĕмрен3 ӳкерсе илнипех хăв, ăсту
Çĕлетсе тăхнас çук ăшăнмалăх мухтав...
Кĕвĕçӳ çинĕрен сӳтĕлет чăтăму...
Юлташла çавăтса кăларать Тарăху,
Леш енче кĕтекен Тавăру-тăвану
Тухсанах тыттарать ман ятпа çĕн чуху4...
Тĕл пулатпăр, эппин. Хисепленешĕн тав!