Сăпкана тупăкпа улăштарĕ Элчел1.
Несĕлсен2 Сăмахне ĕлкĕресчĕ унччен
Самана йыттисем çыртайман сăввăмра
Тăхăмсем3 пĕлмелле чĕркесе хăварма.
Каламастăп паян: ушкăнпа-и? пĕччен?
Тайăна4 сĕтĕрме вăй парать çут тĕнче.
Ĕлкĕресчĕ кăна — пурăнни тарама —
Ĕмĕрсен чиккинчен ывăтса каçарма.