Ылтăн кĕркунне! Пăхса ытарма çук сана. Кăмăллă эсĕ, илемлĕ, ăшă, асамлă. Илĕртетĕн ăшă уяр хĕвеллĕ кунсенче, çуллахи тума ылтăн тумпа улăштарсан. Ылтăн пĕрчи пек çуталать тĕнче! Симĕссĕн, кăваккăн, саррăн, хăмăррăн, вут пек хĕрлĕн çунатăн, çапах та туртатăн хăв патна. Чупнă чух та, утнă чух та килленетĕп эп санпа.
Илемлĕ ылтăн кавир сартăн ман ура айне. Утатăп акă халĕ эпĕ кавир тăрăх, хама мăнаçлăн туятăп. Шухăшсем чупаççĕ пуçра! Анчах чим-ха, мĕн çине пусрăм эпĕ? Мĕн япала ку, ăçта çаклантăм эпĕ? Чим-ха, космос ракети ăшĕ пулас. Хама хам ĕненместĕп. Вĕçетĕп эпĕ, тĕнче уçлăхне вĕçетĕп пулас, илĕртӳллĕ çăлтăрсем патне, çут хĕвел ытамне! Тен, эпĕ хамăн каçхи тусăма, Алтăр çăлтăра, тĕл пулăп!
Эпĕ кантăкран пăхатăп. Кăпăшка пĕлĕтсенчен те вĕçсе иртрĕм акă. Уйăх хăйĕн чипер шурă тутăрĕпе капăрланса тăрать, куçĕнче ырă кăмăл çиçет. Хĕвелĕ вара илемлĕ ылтăн юпăнчă тата ылтăн кăшăл тăхăннă. Эпĕ асамлă тĕнче уçлăхне çитрĕм пулас. «Ылтăн кăшăллă хĕвел тĕнче уçлăхĕнчи планетăсен патши пулас», — вĕçрĕç пуçра шухăшсем.
Акă манăн ракета хĕвел планетине анса ларчĕ. Çут çăлтăрсем манăн карап умне килсе чарăнчĕç. Тĕлĕнмелле, пăхса ытарма май çук вĕсем çине. Темĕн тĕрли те пур-çке вĕсем хушшинче: шурри те, çутти те, йĕкĕреш çăлтăрсем те. Манăн карап алăкĕ уçăлчĕ. Эпĕ васкамасăр шикленсе карапран тухрăм. Мана кĕтсе илекен çăлтăрсем кăмăллăн пуç тайрĕç, ăшшăн йăл кулса ман ума роза чечекĕн çеçкисене сапрĕç. Манăн шикленни иртсе кайрĕ. Акă Хĕвел патша та курăнса кайрĕ. Васкамасăр эпĕ Хĕвеле хирĕç утрăм, кăмăллăн пуç тайрăм.
— Сывлăх сунатăп сире, Хĕвел патша. Сирĕн планетăна анса ларнишĕн каçарăр мана. Анчах та мĕн-ха ку, мĕншĕн мана çапла ытарлă кĕтсе илетĕр? — хăюллăх çитерсе сăмах илтĕм эпĕ.
— Сывлăх пултăр сана та. Эсĕ пирĕн савăнăç, кĕтнĕ хăна. Эпĕ нумай пулмасть сирĕн планетăна асамлă карап ятăм. Çак карап камăн телейĕ пулĕ-ши тесе шутланăччĕ. Телее эсĕ çаклантăн, тĕлĕнтермĕш çул çӳреве килтĕн. Эпир сана валли парне хатĕрлерĕмĕр, — ыррăн хуравларĕ Хĕвел.
— Тĕлĕнмелле! Тĕнче уçлăхĕнче пурин те пулса курас ĕмĕт пур. Кашни каç çӳл тӳпене пăхса асамлă тĕнче çинчен сахал мар ĕмĕтленнĕ. Халĕ ĕненессĕм килмест, эпĕ çак тĕнчере! Хама тĕлĕкри пек туятăп! Тен, эпĕ чăн та çывăратăп?
— Тĕлĕк мар ку, тĕлĕк мар, тусăм Света. Эсĕ кашни каçах пирĕн çине пăхатăн, ĕмĕтленетĕн çӳлелле хăпарма. Ялан пирĕнпе калаçатăн, ăш сăмахсем калатăн, пысăк тав сана уншăн. Санăн пысăк ĕмĕт, шанчăк, туслăх илсе çитерчĕ те ĕнтĕ сана пирĕн планетăна, — кĕтмен çĕртен чупса тухрĕç ман ума Алтăр çăлтăрсем.
Алтăр çăлтăр çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр! Вĕсем мана хăйсен ытамне хупрĕç. Алтăр çăлтăрсене хам куçпа курма тӳр килнишĕн эпĕ питĕ савăнтăм. Вĕсем мана хăйсен тĕнчипе, пĕр йышши çăлтăрсен пурнăçĕпе те паллаштарчĕç. Тĕленмелле, пысăк çăлтăрсен системи. Унти çăлтăрсем пĕр пĕрне магнит пек туртаççĕ, уйрăм утрав пек курăнаççĕ. Çăлтăрсен пурнăçĕ питĕ кăткăс: вĕсем улшăнаççĕ, куçаççĕ, ватăлаççĕ, çутатма та пăрахаççĕ (виллеççĕ), çĕнĕ çăлтăрсен ăрăвĕ те çуралать.
Планетăсемпе паллаштарчĕç. Пур планета та Хĕвел тавра çаврăнать. Эпĕ шутласа пытăм. Пурĕ вунă планета. Мĕнле-ха апла? Эпĕ шкулта вĕреннине питĕ лайăх астăватăп, пурĕ тăхăр планета пулмалла-çке? Çавăнпа та эпĕ Хĕвелтен ыйтма шутларăм:
— Мĕншĕн кунта вунă планета?
— Хĕрĕм, чăннипе тăхăр планета, анчах эпир тепĕр планета турăмăр, «Савăнăç» планети тетпĕр эпир ăна.
— Хĕвел патша, манăн кайса курма юрать-и унта?
— Çав планетăра савăнăçлă самантсем ирттерессишĕн илсе килнĕ те ĕнтĕ эпир сана. Куçна хуп çеç, эсĕ «Савăнăç» планетăна куçатăн та, санпа пĕрле санăн тусусем те пулĕç.
Эпĕ куç хупрăм, уçма хăраса тăратăп. Çепĕç кайăк юрри хăлхана кĕрет. Хăранине сирсе вăрахăн куç уçрăм. Эпир тĕлĕнмелле хитре сад варринче тăратпăр: илемлĕ кайăксем йывăç çичен йывăç çине вĕçсе хитре юрă шăрантараççĕ, чечекĕсем ырă шăршă сараççĕ, йывăçĕсем асамлă, техĕмлĕ çимĕç параççĕ. Пĕри те тепри пылак çимĕçне мана сĕнсе турачĕсене усаççĕ. Пĕрне те кӳрентерес мар тесе эпĕ виçĕ Йывăçĕнчи çимĕçне тутанса пăхрăм та ыттисене ăшшăн тав турăм. Акă тата сад варринче кӳлĕ те пур, пĕрре кăна мар иккен, инçех те мар тата та тепĕр икĕ кӳлĕ. Кӳлĕри шывпа уçăлса илес терĕм, анчах та кӳлĕ çырла шывĕнчен тăнине асăрхарăм. Ытти кӳллисемпе те паллашас тесе шутларăм. Ку кӳлĕсенчен пĕри - шоколадран, тепри вара пирĕн кӳлĕри шыв пекех тăварсăр шыв.
Мана кичем ан пултăр тесе Алтăр çăлтăрсем юнашар вĕçсе çӳрерĕç. Акă ман ума çуртсем тухса ларчĕç, пĕчĕк хула пулса тăчĕ. Эпĕ тĕлĕннипе хытса тăтăм. Ай, мĕн тата ку? Ачасен хули пулчĕ пулас. Вĕсем пурте мана питĕ хавас кĕтсе илчĕç. Хăйсемпе паллаштарса вăйă пуçарчĕç. Çак планетăра мана питĕ хавас пулчĕ, çапах та манăн тăван тавралăха, тăван кĕтесе таврăнас туйăм вăранчĕ. Атте-анне, юлташсем аса килчĕç. Эпĕ салхулланнине çăлтăрсем сисрĕç:
— Тусăм, Света, ан кичемлен. Куç хупса та ĕлкĕреймĕн, часах каялла та таврăнăпăр.
Чăннипе те, «Савăнăç» планетăра пурăнакан туссене хаваслă самант парнеленĕшĕн тав туса куç хупрăм çеç, эпир Хĕвел умĕнче тăратпăр. Эпĕ Хĕвеле хама «Савăнăç» планетинче çул çӳреве чĕннишĕн пысăк тав турăм, киле таврăнма вăхăт çитни çинчен систертĕм. Ăшшăн йăл кулса Хĕвел патша мана космос корабльне чĕнчĕ.
— Сывă пул, çĕр çинчи тусăм. Эпир санпа сывпуллашмăпăр, мĕншĕн тесен кашни каç тĕл пулатпăр санпа. Эппин, тепре тĕл пуличчен, — сывпуллашрĕç манпа Алтăр çăлтăрсем.
Пуринпе те сыв пуллашсан манăн ракета тапранчĕ. Мĕн пулса иртрĕ çул çинче, нимĕн те сисеймерĕм. Эпĕ кĕркунне илемĕпе киленсе утнă вырăнта тăратăп. Тата та илемлĕнрех, ăшшăнрах туйăнчĕ мана тăван тавралăх. Пирĕн тăван кĕтесре кӳлĕ çырла шывĕнчен те, шоколадран та мар, йывăçсем çинче пылак çимĕç çитĕнмест, анчах та тăван кӳлĕ, тăван йывăç-чечек пин хут илемлĕрех те савăкрах.
Халĕ эпĕ чăтăмсăррăн каç пуласса кĕтетĕп. Çӳл тӳпери Алтăр çăлтăрсене çул çӳреврен чипер таврăннине пĕлтерсе сывлăх сунасшăн...
Юрататăп эпĕ сана, тăван çĕрĕм шывăм, саватăп чунтан, кăмăлтан. Санăн ытарлă кĕвĕ, шăплăх, ытарайми çанталăк илĕртет мана. Эсĕ ялан çав тери хитре те çирĕп. Санран хакли çук!