Аран-аран сывлать Вучах...
Халь-халь вилес пекех... Анчах
«Пурнас килет татах! татах!
Тĕнчем, тархасшăн, ан пăрах», —
Пуплерĕ шăппăн йăлăнсах...
... Хускатрĕ кĕлĕ Сывлăша —
Пăтранчĕç Савнăçпа Нуша —
Вылянчĕ куç витмен ăрша.
«Пурнах, пĕр ăстрăм, апăрша —
Качча паратăп Варкăша...
Ăшшу — пахха, çутту — таса,
Хальччен пайтах пайта1 курса,
Витместĕп кĕлпеле тусан
Ман хĕр хуçу пулсассăн сан».
— Курса, туйсаччĕ — ытарман...
Хуçам е тарçăм — пултăр ман,
Вĕçертмĕп урăх ытамран,
Сиксе ташлатăр паянтан —
Вăй патăр çеç — хыпса çунам.
Тĕнче пилленĕ витĕме
Ĕненнĕ чух пулмасть вилме.
Ик вăй-хăват пулсан пĕрле
Ăшах — хĕлле, çутах — çĕрле:
Вучах вĕçертмĕ Варкăшне.