Вăхăта шаккасах катакан Сехетрен
Тĕлĕнсе пурăна(тă)п чăнласах пĕчĕкрен:
Кавсăлса çитнипе е ахаль нехекрен1
Тĕлĕксем кӳрекен ытарми пехетрен2
Сĕтĕрсех кăларать хуп туртман канăçа...
Касăва кăларма ĕмĕтсен кĕтĕвне
Шурăмпуç хапхине уçса хунă тĕле
Ăмăртатпăр Унпа ывăнмасăр çĕрле —
Иртнĕ кун хуппине шурататпăр пĕрле
Тĕшшине шӳтерсе пăрахма паяна...