Айван чух шанăçпа çыпăçтарнă сăнна
Хăшкаса хăпăтатăп паян асăмран....
Тĕлĕкре сыпăнса çулăхсассăн тăна
Тăхтамасăр таратăп тухса ыйхăран.
Хăвалатăр — сиретĕп ĕçпе хулласа.
Чарăнма юрамасть çеç — лĕкетĕп вара...
Хуралта çӳреме çирĕплетĕп ăса —
Тимлĕхе çухатса ӳкесрен авăра.
Тăхтаса йăлăхсан шупкаланнă сăнар
Хăватран хавшаса çурхахланĕ, паллах.
Сас памастăп, уçмастăп самантлăх çăвар
Çак каçа куç хупмасăр чăтатсчĕ анчах.