Çухату йӳççипе ӳсĕртес пек
Самана курмăшне ĕçтерет.
Хăнăхса. Тăнăма тивеймест тек —
Ӳпĕнтернĕ черкке — кур — ĕрет!
Черкке мар — этемех — пушă-пушă —
Тумламшар сыпайсан çеç, ами.
Катăкрах иккени пит хăрушă —
Нихăçан тулаймасть шăлами.
Çурăкран юхтарать... Сапламалăх
Шет, ăстай та мехелĕм пурах.
Ĕлĕк чух хупласа — асăнмалăх
Тăмхаларĕç "ухмах" сăмахпах.
Хĕрхенсен те мĕскер халь тăвайăп?
Хитрипе улталанăр апла.
Эп катман. Умăрта та пĕр айăп —
Асăрхарăм темме кăлтăка...
Шарламасăр тухатăп — утатăп,
Ларса юрлăр, эппин, çакăнта.
Суеçпе хăраканăн пĕр калăп —
Маларах пуçласси чăнклатма.
Чăнкăлтатчăр ара вăхăт-вăхăт —
Черккесемшĕн паха кĕреке.
Самана улшăнсан эп те пăхăп —
Кам валли тултарать ирĕке.