1
Çак таврари ял ячĕсене кунтан пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм аякра В. — касси, Й. — касси тесе асăнсан — нумайăшĕ пĕлмест те. «В — касси Сурăм, Й — касси Сурăм…» тесен вара — кунтан хĕрĕх-аллă çухрăм йĕри-тавраллисем те «А-а, пĕлетĕп» тесе пуçĕсене сĕлтеççĕ. Мĕншĕн тесен ку ялсем Сурăм шывĕ тăрăх ларса тухнă.
Шывĕ пĕчĕкскер çеç вăл. Вăйлă çăлкуçлă сулхăн вар хушшинчен тухакан юпсем Сурăм шывĕн таппи пулса тăраççĕ. Ялĕсем кунта нумайăшĕ çавăн пек вар пуçĕсене вырнаçнă.
Сурăмпуç ялĕ те пĕр пысăк вар пуçĕнче ларать. Сурăм шывĕ çак ял патне çитнĕ çĕре шыв арманĕн çуначĕсене çавăрмалăхах вăй илет. Сурăмпуç ялĕнчен тепĕр çухрăм анатарахри ял ГЭСĕ — Сурăм таппинчи пĕрремĕш ГЭС.
Çак таврари ялсенчен Сурăмпуçĕ уйрăмах илемлĕ. Ялĕнче çирĕм ултă кил çеç пулин те, таврари хĕрсем «Сурăмпуçне» тесен, ĕлĕкренех хапăл тусах качча пынă, теççĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçиччен çак ял варринчи çырма икĕ енĕпе улма пахчисем тăсăлнă. Улăхсенче тăршшĕпех çирĕклĕх ӳснĕ. Халĕ улма пахчисемпе çирĕклĕх çук пулин те, Сурăмпуçĕ хăйĕн илемлĕхне çухатман.
Çурçĕр-хĕвеланăç еннелле пăхакан хăрах енлĕ урамĕн пахчисенех кĕрсе тăракан пĕчĕк хутăш вăрман пур, ун варринче икĕ-виçĕ тĕлте — пĕчĕк пĕвесем. Çак пĕчĕк вăрман хыçĕнчех, тепĕр ярăм уй урлă, — Куканар вăрманĕ. Тепĕр пысăк вăрманĕ вара ялăн мал енĕпе çурçĕр еннелле кайса çухалать.
Ялтан çав вăрмансен тăррисем сулланни те курăнать, кайăксем юрлани те лайăх илтĕнет.
Кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăхакан тепĕр хăрах енлĕ урамри пахчасен хыçĕнче Каçликка варĕпе касăлнă сĕвеклĕх Сурăм улăхне çитиех тăсăлать.
Сурăм ку тĕлтен кăнтăралла юхать.
Çак Сурăмпуç ялĕнче çыннисем те хăйне евĕрлĕ, теççĕ. «Илемлĕ вырăн» тесе качча килекенсем чылаях пулнăран-ши — кунта çутçанталăка юратса унпа киленме пĕлекенсем, тарăн туйăм-сисĕмлĕ, ырă та çемçе чунлă çынсем, хитре хĕрсем чылай, теççĕ.
Тĕрĕсех-и ку, çук-и?.. Анчах пĕчĕк Сурăмпуç ялĕ çулсеренех ку таврари хăйĕнчен улт-çич хут пысăк ялсенчен те ытларах хĕр парать. Епле хĕр ӳстерсе çитерет çеç!.. Çак ял яш-кĕрĕмĕ те ялта çичĕ туратран иртмен хурăнташлă хĕрсемсĕр пуçне урăх тупăнмасан çеç ют ялтан хĕр илет-мĕн.
Чăнах та ĕнтĕ, кунта пĕтĕм ял пĕр-пĕринпе тăванлă-хурăнташлă. Ялта пĕр кил ĕçкĕ тусан — пĕтĕм ял унта пухăнать.
Çамрăксем çулсеренех пухха каяççĕ.
Кунта пухăсем Йӳçкассинче, Уйчӳккассинче, Шурчара, Ишекре, Чăваш Сурăмĕнче пулаççĕ. Çав пухăсем ĕлĕкренех пыраççĕ, вĕсем ĕлĕк чиркӳ хĕресне «светить» тунă кунпа çыхăннă-мĕн. Асăннă ялсенче ĕлĕк кашнинчех чиркӳ пулнă. Халĕ чиркӳсем çук пулин те, пухăсем пурпĕрех çулсеренех тата кашни çулах пĕр вăхăтра пулаççĕ. Анчах нумайăшĕ халь çав пухăсем мĕнрен пуçланса кайнине пĕлмеççĕ те, пĕлесшĕн те мар.
Пухă та пухă — çамрăксемшĕн уяв!
Çак таврашра туй йăли-йĕрки те ĕлĕкхиех сыхланса юлнă. Халăх ăна, чăнах та, нумай çĕнетнĕ ĕнтĕ. Чиркӳпе «асамлă вăйсене» ĕненнипе çыхăнни йăлтах тухса ӳкнĕ вĕсенчен.
Çак таврари яш-кĕрĕм ялан тенĕ пекех Чăваш Сурăм пуххи тĕлĕнче авланать. Пуххи вăл яланах утă çинче, июлĕн 12-мĕшĕнче пулать. Кун умĕнхи пухăсенче каччă «хĕр пăхать». Сурăм пуххинче вара — «хĕр вăрлать». Халь ку «хĕр вăрлани» тĕлĕнмеллерех пулин те — кунта чăнах та, халĕ те çапла.
Паллах, пĕлмен-курман-калаçман хĕре «вăрламаççĕ» ĕнтĕ: хĕрпе килĕшсе-калаçсах татăлаççĕ. Хăйне «вăрласса» та вăл пĕлет. «Вăрланипе» хăй те килĕшет. Мĕншĕн тесен «хĕр вăрласан», каччă туй йăли-йĕркине пысăк тăкаксăрах — пĕчĕк ĕçкĕпех (хĕр çураçса, хăтана кайса, таврăна хăта халăхĕ кĕртсе) ирттерсе ярать. Пысăк туй тăвас текенсем хĕре «вăрламаççĕ», евчĕсем ярса, ашшĕ-амăшĕпе килĕшсех тăваççĕ.
Пĕлтĕрхи Сурăм пуххинче Сурăмпуçĕн пурлă-çуклă хĕрĕсенчен иккĕшне вăрланă. Апла пулин те, Сурăмпуçĕнчен кăçалхи Сурăм пуххинче те кама та пулин вăрласса, пурпĕрех туй пуласса шансах тăраççĕ.
Сурăм пуххиччен эрне ытла пулин те — пĕтĕм ялĕ ĕнтĕ яланхи пекех сăра тума хатĕрленет. Килĕренех така пусасси çинчен калаçаççĕ, килтен киле хăмла, çĕпре, кăвас тĕпĕ, энĕç вăрри ыйтса чупаççĕ. Хунькассисене хăнана чĕнме каяççĕ, хăшĕсем тата «туй курма» та теççĕ. «Кам кама илет?» — тесен — пурте, кăнтăралла пăхакан урам варринчи хĕвеле тӳртĕн шатрун çурт еннелле пăхса, куçĕсене хĕссе илеççĕ.
Ку çуртра Пăрасук инке хăйĕн виçĕмçул авланнă ывăлĕпе тата Сухви ятлă хĕрĕпе пурăнать.
Сухви çинçе пилĕклĕ, теветкел сăн-питлĕ, вăтам пӳллĕ хӳхĕм хĕр. Сăн-пичĕпе вăл хĕвелтухăç халăхĕсен хӳхĕм хĕрне асилтерет. Çӳçĕ те, хулăн куç харшисем те, пăт хура куçĕ те, кăшт тĕксĕмрех сăнĕ те — ăна калама çук хăйпе евĕр илем кӳреççĕ.
Амăшĕ унăн, Пăрасук, çак ялти ватă хусаха — каччине хăйне юратса мар — çак тавралăха юратса килнĕ, теççĕ. Пăрасук пит хуйхă тытакан хĕр пулнă. Аякран çаврăнса тивнĕ сăмаха та вăл йывăра илнĕ. Анчах ун пĕр çитменлĕх пур имĕш: тĕшмĕшрех çын-мĕн.
Сухвие ялта амăшĕ пекех туйăмлă хĕр, теççĕ. Кăçал вăл вунсаккăра пуснă.
«Питĕ юсу хĕр вара» теççĕ ун пирки ялта. Сĕт пек шурă куç шурри çинче пиçсех çитмен çĕмĕрт тĕслĕ хăмăр куç шăрçи, ун ăшĕнче тепĕр хуп-хура пĕчĕк пухра пек пăнчă ларать. Тутине вăл чăпăрт тытса çӳрет. Сăмси пĕчĕк те тӳрĕ, пичĕ пиçнĕ пĕрлĕхен тĕслĕ, тути тăсăк йĕкĕр чие пек.
Кăçалхи Сурăм пуххи тĕлĕнче çак хĕре вăрласса кĕтсе ĕçкĕ ĕçме шак хунă ĕнтĕ ял-йыш.
Анчах кам вăрлать-ха ăна?
Кун пирки никам та пăт татса калайман.
Сухвие амăшĕ питĕ çирĕп тытнă. Ку таранччен никам та Сухви каччăпа тăрса сăмах хушнине те, вăйă картинчен тарса юлнине те курман. Анчах кăçалхи пухăсенче ăна нумай каччă куç хывнă имĕш.
«Кам илсе, кам ыр курĕ-ши?», «Кама кайса савăнтарĕ-ши?» текенсем те пулнă.
Хăшĕ-пĕри: «Кăçал Сухви качча каймасть, вăл питĕ каччă тиркет», — тенĕ; теприсем: «Чун патĕнчи пур: Хĕветли инкен ывăлне кĕтсе пурăнать», — тенĕ. Виççĕмĕшсем: «Хĕветли инкен ывăлĕ, вунвиçĕ-вунтăватă çул таран вĕреннĕ те, ялта икĕ çул пулман та — çав сурăх кĕтĕвĕ пăхакан çичĕ çул çеç вĕреннĕ ял хĕрĕшĕн питех хыпать пулĕ…» — тенĕ.
Ку сăмахсем Хĕветли инкен хăлхине те кĕнĕ. «Çынпа çын пĕрех пуль, — тенĕ вăл юриех сăмаха çемçетсе. — Халĕ сахал-и нумай вĕреннĕ çынпа ахаль çын мăшăрланни…»
Хĕветли инке ял-йышпа пĕлĕш-хурăнташлă пулас пирки сахал мар шухăшланă. Пĕтĕм ял ĕçкĕ-çикĕре чух вăл кăна вĕсемпе хутшăнайман: никампа та тăван-пĕтенлĕ мар… Сухвие кин тăвас пулсан — Хĕветли инке те халăха еретчĕ, пĕтĕм ялпа хурăнташ-пĕлĕшлĕ пулатчĕ. Вĕсемпе уявра-мĕнре савăнатчĕ.
Сухви Хĕветли инкепе питĕ килĕшнĕ. «Эх, çав Сухви ман кин пулас пулсан…» тесе пĕрре çеç мар сăмах вăлтса илнĕ Хĕветли инке хăй ăссĕн те, çын умĕнче те, Сухви амăшĕ умĕнче те. Пăрасук инке ним те калайман. «Тем, пĕрне-пери вĕсем тĕс мар пуль. — тенĕ вăл. — Унăн, хулара пурăнаканскерĕн, унтах темĕн чухлĕ пулĕ — мăйран çакăнакансемех…»
Хĕветли инке юлашки вăхăтра час-часах Сухви пирки шухăша кайнă.
«Сăмаха пуç тавра шухăшламасăр пат персе ямасть, çиччĕ виçсе калаçать; ватăпа — ватă пек, яшăпа — яшă пек. Çын ачисем пек вĕçкĕн мар, шулака мар. Кăмăллă, çăпанлă, хитре… Тăван-пĕтенĕсем хушшинче те апла-капла çын пулман, нихăшне те усалпа, ырă маррипе асăнмаççĕ…»
Мĕн кирлĕ тата?..
Ун начар-им ывăл?..
Юратнă ывăл кун-çулне мĕншĕн таçти çĕрти-шыври пĕлмен-курман çын шăпипе çыхас-ха? Шет, темле Хĕр çакланать-ха, ача-пăча — ватти ăс памасан — «ватти çук та, латти çук» тенĕ пек — мĕн пĕлет?.. Аслă ывăлĕсем, ав, хулара авланчĕç те — килсе те курмаççĕ, пĕрле ĕçсе-çиесси çинчен çăвара та ан ил. Кĕçĕннине те пулин — Санькăна — ялтах мăшăр тупса парасчĕ. Хĕветли инке мĕн чухлĕ хут çырмарĕ пуль ĕнтĕ ывăлĕ патне яла килсе курма чĕнсе. «Вăхăт çук» та «вăхăт çук» тесе хуравлать ывăлĕ.
Пĕр-икĕ кунлăха та вăхăт тулма çук-ши вара тăван амăшне килсе курма? Хăй тимлемест пулĕ çав. Тăван яла манса кайрĕ пуль.
2
Чăваш Сурăм пуххиччен шăп та шай пĕр эрне юлчĕ.
Кунсем хĕвеллĕ те шăрăх тăраççĕ. Çемçерех йывăç çулçисем: çăка, шĕшкĕ, çул хĕрринчи хурама çулçисем — кăнтăрла тĕлнелле шăрăхпа ĕнтĕркесе шансах каяççĕ те ерипен сулланкаласа тăраççĕ, йывăçĕ те сĕнксе çеç ларать. Ир еннелле çеç каçхи сулхăнпа, пӳрĕ сывлăшпа вăй илсе чĕрĕлеççĕ.
Паян кăнтăрлапа Сурăмпуç еннелле чăматан йăтнă пĕр яш ача утса килни курăнчĕ. Вăл кӳршĕ ялтан тухсанах хăйсен улăхне пăрăнса кĕчĕ те çыр хĕррипе утрĕ.
Вăл, ахăртнех, кунта час-час пулмасть-тĕр, анчах çак тавралăх унăн тăван кĕтесĕ пулни, çак яш ачана вăл чунтанах килентерни сисĕнсех тăрать. Каччă, пуçне енчен енне пăркаласа, пĕрре сулахай енчи сийлĕн-сийлĕн тăсăлакан вăрман тăрри çине, тепре ун çумĕнчи пиçе пуçланă вăрăм ыраш уйĕ çине, сылтăмра улăх варрипе хуçкаланса тăсăлакан Сурăм çине пăха-пăха илет.
Улăхра пĕр ушкăн хур сапаланнă, тепĕр ушкăнĕ умлăн-хыçлăн, тем тăршшĕ тăсăлса, çыраналла хăпарать.
Каччă улăх лапине çерем ватса акнă кантăр ани хĕррипе иртрĕ. Сăмсана, техĕмлĕн кăтăкласа, симĕс каптăр тусанĕн шăрши çапрĕ. Кантăрĕ кунта çын пĕвĕнчен те çӳллĕ ӳснĕ: пуçĕсем, тукмак пек çĕкленсе, аран-аран çеç сулмаклăн сулланкалаççĕ. Вĕсем хушшинче тин çеç уйрăла пуçланă пусасем кăштăртаткалаççĕ.
Каччă кĕлеткерен вăтам та яштак, пӳ-сирен килĕшӳллĕ. Вăл кĕске хуллă пурçăн кĕпепе, шурă шăлаварпа тата шăтăклă-шăтăклă питлĕ шурă пушмакпа. Хăрах хулĕнчен кăвак плащ хуçлатса уртнă.
Ку — Хĕветли инкен кĕçĕн ывăлĕ Санька…
Акă ĕнтĕ çулталăк çурă çитрĕ вăл çуралнă ялта пулманни. Инçетрен килсен, улшăну тӳрех сисĕнет çав. Авă кунта улăхра — Сурăмпуçне Панкли хушшинче — пысăк пĕве тунă. Ялĕсен хушши те кĕскелнĕ пек. Вĕсем пĕр-пĕрин патнелле çывхарнă пек. Ку вăл икĕ ял пуçне те çĕнĕ çуртсем хутшăннипе ĕнтĕ. Улăх лапине те сухаламанччĕ. Кунта пĕчĕк чух кăшкарути пуçтарма пĕрре мар килнĕ Санька…
Пĕлтĕрех сухаланă-ши ăна?
Пĕлтĕр çулла яла килме май килмерĕ ун. Музыка училищинчен вĕренсе тухсан, ăна пĕр колхоза пултарулăх кружокне ертсе пыма ячĕç. Малтанах унта юрă праçникне хатĕрленмелле пулчĕ, кайран тĕрлĕ вак-тĕвек ĕçсем… Халĕ ав Шупашкара Халăх пултарулăх çуртне куçарчĕç…
Яла çапах та чун туртать. Кирек ăçта кайсан та, кирек мĕнле çынсемпе пулсан та — тăван ялах, тăван ял çыннисемех аса килеççĕ. Кирек мĕнле хулара пулсан та, Санька пурпĕрех — ял ачи. Ял чунĕ, ял кăмăлĕ ун.
Санька, чăнкă çырантан хăпарса, урисене çут хĕрринчен усса ларчĕ. Çумри пăри тунисем, кушак сухалĕ пек вăрăм хăлчăкĕсене хускаткаласа, пуçĕсене пăркалаççĕ.
Аякра Сурăм хĕрринчех сурăх кĕтĕвĕ çӳрет. Унта пĕр хĕр кĕлетки куçкалани курăнать.
Санька тек-текех сурăх кĕтĕвĕ еннелле пăха-пăха илчĕ. Кам кĕтет-ши халь çав сурăх кĕтĕвне? Кунтан кĕтӳçĕн тумне те уйăрса илме çук.
Тепĕр самантран сурăх кĕтĕвĕ енчен юрлани илтĕнчĕ:
Çĕн калуша хĕрхенсе,
Вĕттĕн пусма вĕрентĕм.
Çын куласран именсе,
Пуçа чикме вĕрентĕм.
Сухвиех мар-ши?
Сухвие аса илсен, çак тавралăх татах та илемленсе каять… Кунта темĕнле питĕ илемлĕ, тарăн шухăшлă, кăшт хурлăрах кĕвĕ илтĕнме тытăнать. Кашни кĕтесĕн, кашни тавралăхăн хăйĕн кĕвви пур иккен… Ăна сăмахпа калама çук, ăна чун сисĕмĕ çеç туять… Çавна сасăсемпе çеç тытма пулать… Çакна Санька ача чухнех асăрханă, анчах ун чухне вăл ăс-тăна сĕртĕнмесĕрех иртнĕ…
Çак вырăнта ларсан, Санькăпа мĕн ачаранпах темĕнле хурлă аваллăхăн астаракан мерченлĕхĕ чуна пырса сĕртĕнет… Хăйĕн темĕнле хурлăх йĕррин, хурлăх туйăмĕн уçăмлăхĕпе…
Вара сак вырăнта ĕлĕк питĕ чуна хумхантаракан пĕр-пĕр япала — пĕр-пĕр паттăрла ĕç-и е пысăк юрату-и — пулнă пек, анчах ăна халĕ никам та астуман пек, çав ĕç чăнахах пулнине çакăнта ларнăçем ăшра хускалса илекен туйăм çеç систерсе тăрать пек…
Пысăк юрату пулнă пулсассăн… Хĕрĕ вара çак улăхра сурăх кĕтĕвĕ кĕтекен Сухви пек… Ку, паллах, йăпануллă шухăш-ĕмĕт юххи… Пĕр-пĕр опера е симфони пуçламăшĕ…
Шăпах çавăн пек япала çырасшăнчĕ ĕнтĕ Саня. Вăл япала çак вырăнта ларнă чух çуралакан туйăмран тухса тăмалла… Хĕр сăнарĕ те çавах пулмалла… Сухвиех…
Сăнĕ-пичĕ унăн кăшт хурлăрах. Анчах кăмăла тытса илекен, чĕрене çемçетсе ярса, ирĕксĕрех хăй патнелле туртакан хурлăх, туйăмсемпе пуян хурлăх… Чĕрери туйăм-ĕмĕт пуянлăхĕ пурнăçра пур чухне те хăйне килĕшӳлли те тивĕçӳлли тупайманнипе ăвăнса асапланни ун пит-куçĕнче çапла хурлăн йĕрленнĕ пек туйăнать.
Кун пек сăн-пит, чăнах та, туйăмсемпе пуян çыннăн нумай ĕмĕтленнĕ те сахал тупнă, ырлăха ĕмĕтленнĕ те шырлăха ытларах курнă çыннăн, ку мĕншĕн çапла пулнине ăнлансах пĕтереймесен, анчах халĕ хăй мĕн тупнипех ĕмĕрлĕх çырлахсан пулать.
Ун çине пăхсан, хăвна та хурлă пулса каять. Ăна, темшĕн шеллесе, хӳтлĕхе илес килет.
Санька куçĕ умĕнче акă темиçе çул хушши ĕнтĕ çаван пек хĕр тăрать… Ку вăл, паллах, пĕр-пĕр пулас симфони сăнарĕ… Ăс-тăнри, ĕмĕтри сăнар… Санька ăна пурнăçра шырасан — Сухви куç умне тухать…
Сухвин сăн-питĕнче чăвашăн тĕлĕнмелле хăйне евĕр çемçелĕхĕ, мĕнпур чунтан юратма та хурланма, кирлĕ пулсан тарăхма та, кирлĕ пулсан — виçесĕр савăнма та кулма никамран ытла пултаракан темĕнле йĕрĕ, питĕ сисĕмлĕ, пысăк, тарăн чун, çĕр çине тепĕр хут нихçан та çуралма пултарайман хăйне евĕр илемлĕх сисĕнет.
Аякран-аякран шутарса каланă сăмаха та вăл хăй çине илсе пăшăрханассăн, унăн сăнĕ тата хурлăрах пулса каяссăн туйăннипе ун умĕнче ахаль сăмах каласа яма та иккĕлентерет, шухăшлаттарать. Вăл хаваслă чух вара — хавасланмасăр, кулмасăр тӳсме те çук.
Виçĕмçул Санька ялти вăйăсене тухса çамрăксене пĕрре мар купăс каласа сиктернĕ, юрлаттарнă, выляттарнă.
Унта Сухви те пулкаланă.
Вăл кĕскен çеç кулса илнине сӳтсе-тăсса нотăсемпе çырса хурас пулсан, хăех пĕр юрă — таçта кайăк тĕнчине вĕçтерсе каякан хурлăрах юрă кĕвви пулса тăрать. Вăл кĕвĕре вара чăвашăн пĕрчĕн-пĕрчĕн пĕр çĕре пуçтарăнса чăмăртаннă мерченлĕхĕ сиккелет.
Санька чунтан кулакан çынсене курнă пулин те, кулăра çавăн пек илемлĕ сасă ылмашăвĕсен мерченлĕхне никамăнне те асăрхаман. Ку вăл хăйне çеç пӳрнĕ пултарулăн пулĕ Сухвин?.. Ăна вăл хăй асăрхамасть те пулĕ. Тен, Санькăна çеç, музыка çыннине, çапла туйăнать?
Тен, вăл Санька ĕмĕт-шухăшĕнче çеç çавăн пек ӳссе кайнă? Тен, Сухви хăй (чăн-чăн пурнăçрн Сухви) апла мар?
Сухви вăйă картинче юрланине те илткеленĕ Санька. Анчах вăл нихçан та хăйĕн сассине çеç уйăрса илмелле пĕччен юрламан. Юрă пуçламăшĕнче те, юрă вĕçĕнче те унăн сасси илтĕнмен: вăл — хăй сассинчен çын умĕнче вăтанса — чи кайран юрлама пуçланă та чи малтан чарăннă. Юрă варринче хăйĕн сасси çынпа илтĕнмест тенĕ пулас вăл. Ун сасси, чăнах та, ахаль çынна илтĕнсех илтĕнмен. Анчах ахаль çынна илтĕнмен сасă музыка çыннине темĕнле хуллен юрласан та илтĕннине Сухви пĕлмен.
Санька унăн сассине аванах илтнĕ.
Вăйă карти юрланă чух çав ушкăн сассине тутлă яшканах тăвар çитеймен пек туйăнса тăнă пулсан, Сухви юрла пуçласан вара — çав ушкăн сассипех пачах урăх тутă парса — чуна кăмăллăн сăркăлтаракан янрав хутшăннă.
Кунсăр пуçне Санька Сухвие улăхра час-часах курнă. Санька, вăлтасем йăтса, Сурăм шывĕ хĕррине, Каçликка варĕ тĕпĕнчи шыв кукăрне, пулă тытма аннă. Йăпăлтакпа кутан çеç кĕнĕ пулин те, унта ларма кăмăллă пулнă.
…Вăлта хулккине шурă кăпăк карталаса илет, çыран леш енне ларса лиç кайăк юрлать. Хыçра сурăхсем мăштăртаткаласа çыран хăйăрне юхтараççĕ. Хушăран-хушă вĕсене пăхакан кĕтӳçĕн сасси те — Сухви сасси илтĕнкелет. Сухви хăй пĕрре те çыран хĕррине пымасть. Вăл темшĕн Санькăна курсанах аяккалла тарать. Ача ĕнтĕ! Мĕнех калăн? Кĕтĕвне вара вĕсем (Сухви тепĕр карчăкпа пĕрле кĕтнĕ) темшĕн Санька пулă тытма тухсанах ун çывăхнелле хăваланă…
«Каçликка варĕ тĕлнерех хăпарас…» тесе Сухви кăшкăрнине Санька аякранах илтетчĕ. Унăн карчăк-юлташĕ «Унăн курăкĕ çук-иç» текелесе ӳпкелешетчĕ пулин те, кĕтӳ пурпĕрех Санька авăрĕ патнех пыратчĕ…
Санька амăшĕ Сухви пирки пĕрре çеç мар шӳт тукаласа илетчĕ.
«Качча илсе парас мар-и сана çавна? Питĕ юсу вĕт», — тетчĕ вăл хăш чухне, Сухви пĕве пуçĕпе çăл патнелле утнине курсан.
Хăйĕн çырăвĕсенче те вăл ним йӳн-йӳтĕмсĕрех Сухви пирки асăнса илет. «Ӳсрĕ, хĕр пулчĕ, хитреленсе кайрĕ», — тесе çырчĕ вăл хĕлле пĕррехинче.
«Ĕç вăл ĕмĕрне те пĕтмест: эс вилсен сан вырăнна тепĕр çын лармалăх та, вăл вилсен урăххине ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлеме те çитет. Пурпĕрех пĕтмест. Килсе кур-ха пĕрре пĕр-ик кунлăха та пулин. Сухвие кăçал Сурăм пуххи тĕлĕнче вăрласа та каяççĕ пулĕ». Çапла çырнăччĕ амăшĕ юлашки эрнери çырăвĕнче. Сурăм пуххиччен шăп пĕр эрне юлчĕ?
Акă ĕнтĕ Санька халĕ тăван улăхра ларать. Киле таврăнать. Килтех-ши унăн амăшĕ?
Сухви мĕнле-ши халĕ?
Санька аякра, Сурăм хĕрринче, кăшт çеç йăсăрланакан тусан ăшĕнчи сурăх кĕтĕвĕ еннелле пăхрĕ.
Çак вăхăтра Сурăм леш енчи ял кĕтĕвĕ патĕнчен виçĕ хутчен умлăн-хыçлăн пушă шартлатни илтĕнчĕ. Çыранăн ку енчи сурăх кĕтĕвĕ патĕнчен те, ăна хурав панă пек, пушă сасси шартлатрĕ. Çыран леш енчи кĕтӳç — те ача, те яш çын, те ватă çын — ывăç тупанне куç харши тĕлне тытса Санька çинелле тинкерчĕ.
Кĕтмен пушă сасси Санькăн пур илĕм-тилĕм шухăшĕсене салатса ячĕ.
Санька темшĕн-çке шартах сиксе илчĕ те ура çине тăчĕ, вара, чăматанне йăтса, хуллен ял еннелле утрĕ.
3
Санька киле анкарти витĕр никама систермесĕрех пырса кĕчĕ.
Амăшĕ кил хушшинче тĕк тататчĕ. Вăл сайхалăх алăкĕ уçăлнине те илтмерĕ. Яри уçăлнă алăкран çил вăркăнса кĕрсе таканари тĕке вĕçтерсе çĕклесен тин, аллисемпе хăлаçланса илчĕ те сайхалăх еннелле пăха пачĕ…
— Уй!.. Санька тем… — терĕ вăл, тӳрех ывăлне хирĕç утса. — Мĕнле килме пĕлтĕнех, ачам…
Санька хăй астăвасса малтанхи хут амăшне ыталаса чуптурĕ. Амăшĕ ватăлсах кайнă. Вăл ĕнтĕ килте çеç кăштăртаткаласа çӳрет.
Йăмăкĕ килте çук, вăл улăха утă пуçтарма кайнă.
Амăшĕ Санькăпа, çăмарта ăшаличчен тесе, пысăк хурантан икĕ хут ăшăтнипе чĕмленсе-тĕнсех ларнă çĕрулмиллĕ шӳрпе антарса пачĕ. Çĕпре тăррине сăрăхтарса, пĕр курка сĕвĕрĕлсе кайнă, пăркаланнă сăра тултарчĕ. Сăринчен пыра тăкăскă ларчĕ.
Санька сĕтел çине тĕтĕмпе вĕтеленĕ ылтăн тĕслĕ пулă çыххи кăларса хурсан, амăшĕ, хăйĕн чи юратнă çимĕçне курса, хĕпĕртесех кайрĕ.
— Ай-у-уй, ывăлăм… Епле илме пĕлтĕнех, — терĕ вăл, савăнннипе хурланса.
Санька чунĕ те çемçелчĕ. Нумай та кирлĕ мар-çке амăшне савăнма. Çав ним мар япалах ăна савăнтарса хурлантарчĕ. «Эх, анне кăмăлĕ! Анчах ăна хуçма та нумай кирлĕ мар. Епле-ха хуçăн ăна?..»
* * *
Каç еннелле, сулхăн ансан, Санька улăхсем тăрăх курса çаврăнчĕ. Вăл яла кĕнĕ чухне килĕренех картлам кĕвентеллĕ хĕрсем, хĕрарăмсем купăста-хаяр шăварма пĕве хĕррине шыва аннине курчĕ. Килĕренех тутлă яшка шăршипе хутăшнă шĕвĕ тĕтĕм йăсăрланать. Каçхи апат туса хăй çутнă хыççăн амăшĕ Санькана хуллен çапла каларĕ:
— Урамалла тухса курмастăн-и? Вăйă вăхăчĕ халь .. Сухви те тухать пулĕ…
Ывăлĕ мĕн те пулин каласса кĕтсе Хĕветли инке пĕр вăхăт чĕнмесĕр ĕçлерĕ. Кăвас çăрса пĕтерчĕ те сылтăм ал тунине, пӳрне хушшисене çĕçĕ тӳрчĕпе хырса чустаран тасатрĕ. Кăвас чĕрес анине хĕрлĕ кĕрмепе çыхрĕ.
— Сана качча илсе парас мар-и ăна? — терĕ вăл малалла, кăвас чĕресне кăмака çине кайса лартнă май. — Мĕнле хитре вăл. Алли-ури çавăрса тунă пек… Ĕçчен… Çавна ту тессе кĕтсе тăмасть… Халиччен çынна пĕр урлă сăмах, пĕр сив сăмах каласа курман пулĕ… Вĕреннĕ çынна кайрăм тесе, хăй те юратса, хисеплесе пурăнĕ…
Хĕветли инке самантран каллех сăмахне малалла тăсрĕ:
— Сана ыр тума ман çитет… Сăра тăватăп… Така пусатăп…
Саня нимĕн те чĕнмерĕ. Пӳртрен тухрĕ те амăшĕ ун валли чăлана сарса хунă вырăнĕ çине çывăрма кĕрсе выртрĕ.
Йăмăкĕ — Енюк — ун хыççăн ăшшăн кулкаласа пăхса юлчĕ.
Санька чылайччен чăлан маччи çинелле пăхса выртрĕ. Хĕçтимĕр хушăкĕнчен пĕчĕк ярăм çутă кĕрет. Хушăк, ун çине пăхсан-пăхсан, çап-çавра пулать, вăл пĕрре çуталса, тепре тĕксĕмленсе килет — ун тĕлĕпе йывăç тăрри сулланать иккен, йывăç тăрри хушăран хушă хĕçтимĕре перĕнсе чăнкăртаттарать.
Кунĕпе утнипе ура тупанĕсем çурăлас пек тĕлкĕшсе пĕçереççĕ, тапхăр-тапхăр çеç лăш пулать.
Амăшĕн сăмахĕсем Санькăна вăтантараççĕ пулин те, вăл Сухви çинчен калаçа пуçласанах чĕрере тем ăшăскер ирĕлсе сарăлать. Куç умне сар хĕвел пăхнипех куçăхакан чечек пек ачаш хĕр сăн-пуçĕ, кĕлетки тухса тăрать. Вăл халĕ те куç умĕнчен кая пĕлмест.
Саня, минтере çатăрласа тытса, куçне хупса выртрĕ. Чылайччен выртрĕ вăл çапла. Куç умне татах та уççăнрах тухса тăчĕ кăвакарчăн пĕсехи пек тăпăл-тăпăл кăкăрлă; йĕкĕр ывăçа кĕмелле пилĕклĕ хĕр кĕлетки. Вăл халь нихçанхинчен те чиперленсе, ĕлккенленсе кайнă иккен. Çакна Саня паçăр улăха кайнă чухне асăрхарĕ. Хĕр аякран — тутăр хĕррипе вăрттăн Саня çине пăхкаласа — кĕтӳ хăваласа утатчĕ…
…Саня улăхалла анчĕ. Улăхра ут кĕтĕвĕ çеç çӳрет. Саня Сурăм шывĕн хĕррипе утрĕ. Таçта тăрлинк-тăрлинк тутарса тăрна кăшкăрчĕ.
Ак каллех тăрна кăшкăрать. Саня халĕ те улăхрах иккен. Мĕн тума килнĕччĕ-ха вăл кунта? Тăхта-ха! Питĕ-питĕ кирлĕ ĕç тума килнĕччĕ. А-а! Ут тытма! Унăн пăвăр кĕсре тытса утланмалла. Авă вăл, кĕвен ут, çĕре çитиех вăрăм пурçăн çилхеллĕскер. Ма тарать-ха вăл? Аякран пынă чух чиперех тăрать-çке, авă, вăл куçранах пăхать, алла çеç тăсмалла. Шыва кĕрсе кайрĕ? Апла ун хыççăн шыва кĕмелле? Сивĕ иккен шывĕ. Юрать-ха, тĕпĕ хытă, тарăнăшĕ те пырать — пилĕкрен иртмерĕ. «Пах-пах! Тăхта, мăй айĕнчи антăрлăхне çеç çыхам». Ма лăпкă тăмасть-ха вăл? «Ну, ну, чипер тăр!» У-у! Мĕн ку? Лаша тапса сикрĕ? Мĕнрен хăрарĕ-ха? Кĕтӳç? Вăл-çке пушăпа шартлаттарчĕ. Çавăнтан хăрарĕ ĕнтĕ. Тăхта-ха? Ăна чиперех тыттарчĕ-çке ут. Ав, кĕтӳç ун çине утланса та ларчĕ? Кам вăл? Çамрăкскер пулас? Ав, вăл каллех пушăпа сулать…
…Саня шарт сиксе вăранса кайрĕ. Ăна чăпăркка сасси вăратрĕ. Чăпăркка сасси хальхинче шартлатса мар — чанклатса илтĕнчĕ.
Саня йăмăкĕ сĕт витрипе чăнкăртатса ĕне сума тухрĕ иккен.
— И-и, ис-пăс, — илтĕнчĕ амăшĕн сасси. — Хуллентерех хупма юрамасть-и алăка? Пиччӳпе çывăрма памастăн ĕнтĕ.
Саня арпашăннă çиттие туртса майларĕ те каллех чăмăртанса выртрĕ.
* * *
Йăмăкне Саня кĕпе якаттарчĕ, хăй ботинкипе çутатрĕ. Тумлансан, чылайччен çӳçне турарĕ, вара ботинкисемпе чăкăртаттарса алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çаврăнчĕ те каллех тĕкĕр умĕнче чарăнчĕ.
— Çарамасах каятăн-и? Каç енне сулхăн пулĕ, ачам, — терĕ амăшĕ, ывăлне ытараймасăр сăнаса ларнă май.
Ывăлĕ унăн, ашшĕ пекех, яштак, тăпăл-тăпăл та кĕрнек кĕлеткеллĕ, сарлака хул-çурăмлă. Куçĕ те ашшĕн пекех хура, пăхнă чухне кăшт хĕсĕнет.
Шурă пурçăн кĕпе ăна питĕ килĕшет: сăн-пичĕ çутăрах курăнать, питри кашни шухăш йĕрĕ палăрнă пек
— Леш енне те кĕрсе тух. Сухвисем патне, — терĕ амăшĕ, ывăлĕ алăкалла утнă чух.
— Килте çук пуль халь вĕсен никам та. Мĕн тăвас ман унта кĕрсе?
— Сухвийĕ килтехчĕ-ха паян. Çĕпре илсе килтĕм, — терĕ амăшĕ, çав-çавах ывăлĕнчен куç илмесĕр. — Эсĕ именчĕк темшĕн. Хула çыннисем хăюллăрах пулаканччĕ. Кĕр, калаç… Мĕнле пурăнатăр, те. Мĕн ĕçлетĕр… Амăшĕ те сана питĕ килĕштерет…
Саня алăк патĕнчен каялла çаврăнса кантăк умне пырса тăчĕ те чĕмсĕррĕн чӳречерен пăхрĕ, унтан тепĕр чӳрече патне пырса тăчĕ.
— Эпĕ Меркурие ярам-и санпа пĕрле? — терĕ амăшĕ асăрхануллăн.
— Мĕн тума? — хăвăрт ыйтрĕ Саня.
— Иккĕн сăмах тума авантарах, — терĕ амăшĕ кăмăллăн. — Пĕрин сăмах пĕтсен, тепри хушса хурать.
Саня хăй ăшĕнче кулса илчĕ те, амăшĕн кăмăлне хуçасран нимĕн те шарламасăр, пӳртрен тухрĕ.
Хĕвел ĕнтĕ кăнтăрла хыçнелле сулăнать. Вĕри сывлăшра пӳрт çийĕсемпе, юпасен çумĕпе, йывăç тăррисенче ăшă шевли чĕлтĕртетсе тăни курăнать. Нӳрĕрех вырăнсенче çул çинче шăнасем нăйлатаççĕ.
Саня хăйсен тĕлĕнчи çавра пĕве хĕрринче чарăнса тăчĕ. Пĕви ăшăхланнă, хăрах енĕпе, куç хăрпăкĕсем пек, калта калчи ӳссе ларнă. Сĕвек çыранта сарă супăнь курăкĕсем саркаланса çĕр çумне çыпçăннă.
Саня, пĕве пуçĕпе иртме хăймасăр, пĕр ăстрăм çырма леш енчи шатрун çурт еннелле именчĕклĕн пăха-пăха илчĕ.
Мĕнле кĕрес-ха унта? Сухви патне килтĕм тес-и? Ним йӳтĕмсĕр кĕрсен, амăшĕ мĕн калĕ?
Сухви амăшĕ тĕшмĕшлĕрех, ĕлĕкхи йăла-йĕркене çирĕп тытса пырать тенине Саня илтнĕ. Пĕр-пĕр халиччен вĕсем патне пыман çын ним сăлтавсăр пырсан вăл леш кайсанах ун хыççăн тухса, «мĕн шутпа килтĕн — пуçпах пултăр» тесе, куркапа «хăна» кайнă еннелле шыв сапать имĕш. Юнкун йывăр кун тесе, çăкăр та пуçламасть, тет — пуçламан çăкăр килте тăнă çĕртех кивçен кайса илет. «Кăвас йуçмест» тесе, уйăх çаврăнмасăр кăвас хумасть, сăра йӳçĕтме лартмасть. Малашне мĕнле çанталăк пулассине те уйăх хăçан çаврăнни тăрăх тĕп-тĕрĕс каласа парать-мĕн.
Халĕ Саня унта кайсан, мĕн тейĕ-ши ĕнтĕ вăл?
Тепĕр тесен, мĕнех вăл мĕн калани? Çĕнĕ самана çыннин ват карчăк мĕнле хак пани пирки пăшăрханмалла-и?
Саня аллинчи чул катăкне çилĕллĕн сулса çыран хĕррине печĕ. Вăл пăрахнă чул тĕлĕнчен çырантан пĕр шапа чăмрĕ, тăрă шыв тĕпĕнчен пăтранчăк йĕр çаврăнса çĕкленчĕ. Шапа тепĕр çĕртен шыв çине пуçне кăларчĕ те пăнк! пăнк! терĕ.
Саня, пĕве пуçĕнчен хăвăрт иртсе, хăюллăн шатрун çурт еннелле утрĕ…
* * *
…Саня вĕрлĕк алăка хурлăн кăшкăртса уçрĕ.
Крыльца картлашки çинче ларакан çарран хĕр çӳç уçатчĕ. Вăл çĕрех перĕнсе тăракан йĕс тĕслĕ çăра çӳçĕн хăрах енчи сĕвемне сирсе, хăрах куçĕпе килкарта алăкĕ еннелле пăхса илчĕ те ура çине сиксе тăчĕ. Анчах чул çине такăнса кукленсе анчĕ. Вара кăшт уксахларах пахча алăкнелле вĕçтерчĕ. Сӳтсе сапаланă çӳçĕ айĕнче унăн çурăмĕ те, кĕлетки те курăнмарĕ. Хĕр хыçалта çыртăнса ларнă йӳле пилĕклĕ кĕске пӳс кĕпине хăвăрт туртса юсарĕ те, пахча алăкне шалтлаттарса, пахчара çухалчĕ. Çатан карта хушăкĕнчен пĕр самант шап-шурă чĕркуççи кукрашкисем вĕлтлетсе тăчĕç.
Саня ăна çăвар уçса сывлăх сунма та ĕлкĕреймерĕ.
Вăл çӳллĕ картлашкапа хăпарчĕ те пăлтăра выльăх-качка кĕрсе каясран алăка хăяккăн хунă пĕчĕк сак урлă каçрĕ. Уçă пăлтăр умĕнче пӳртре çын пур-и, çук-и тесе пĕр самант тытăнса тăчĕ; шалтан пĕчĕк ача сасси илтĕнсен, хăюллăнах урата урлă ярса пусрĕ.
— Ман килес, — терĕ вăл, тӳрех малалла иртсе. Сухви инкĕшĕ, чĕрçинчи ачине сак çине лартса, килнĕ хăнашăн хыпкаланнă пекех тур кĕтессинчи ăпăр-тапăра пуçтара пуçларĕ.
— Килех, — терĕ вăл тĕпелелле утса; тепĕр самантран вăл тĕпелтен мăшкăлтăк шыв витрипе йăтса тухса кайрĕ.
— Çтаппанĕ ăçта кайрĕ, ара? — тесе хăварчĕ вăл кайнă чух.
— Пускилте пуль, — илтĕнчĕ тĕпелтен. — Те тăвар шывĕ сапнă унта ун валли…
Ку — Сухви амăшĕ пулчĕ. Вăл, кăмака умĕнче чарăнса, аллипе тем хыпаларĕ те, сак çинчи ача патне пырса, ăна çамкинчен хăрăмпа сĕрсе ячĕ. Кĕпе тӳми пысăкăш хура çавра пăнчă, Инди хĕрĕсен пек, икĕ куç хушши тĕлне ларчĕ.
— Ан куçăхтăр-ха, — терĕ карчăк, куна мĕн пирки тупине ăнлантарса.
Кунта тĕшмĕшлĕх мар, халăх медицинин темĕнле ăслăлăхĕ, авалтанах юлнăскер, пулнă пулас. Ют çын, ачан çамкинчи пăнчă çинче чарăнса, ăна тӳрех куçран пăхса куçăхтарасран çав чăнахах та сыхлать, тенипе илткеленĕ Саня.
Часах, карăнкаласа, куçĕсене ыйхăланă ача пек сăтăркаласа, пĕр вăтăралла пуснă сарă çӳçлĕ, хĕрлĕ сăнлă лутрарах çамрăк кĕчĕ. Ку — Сухви пиччĕшĕ.
— Хăна пур-çке! — терĕ вăл, пырса Санькăна ал тытса, унтан сĕтел умне пукан çине ларчĕ те ыйхăллă сасăпа арăмне чĕнсе илчĕ. — Анукка! Çавăнта юлчĕ-и кăштах? Ăш хыпрĕ ман.
Сĕтел çине сăра кăкшăмĕ, пĕр тулли пулштух тухса ларчĕ, вучахра «ятлаçа-ятлаçа», çатăртатса-сурса йăмра çатраки çуна пуçларĕ.
Кĕçех çӳçне пуçтарса çыхма ĕлкĕрнĕ Сухви пĕр çĕклем тип шанкă йăтса кĕчĕ те, Саня çине куç уçса пăхмасăрах, именчĕклĕн пуçне чиксе, хăвăрт тĕпеле иртрĕ. Чăланта амăшĕпе тем пăшăлтатса илнĕ хыççăн каллех пӳртрен чупса тухрĕ.
Кăшт тăрсан вăл чăлт шурă та йĕпеннĕ шур çеçке пек витĕр курăнакан кĕпепе, аркине икĕ рет кăвак, хĕрлĕ хăю тыттарнă симĕс пурçăн саппунпа, шăлан çеçки тĕслĕ патис тутăрпа кĕчĕ. Хыçалта — ал лаппи сарлакăш пилĕк хуçламĕ, вăл çинçе пилĕке тирпейлĕн çупăрласа тăрать. Кĕпе аркинче икĕ рет чĕнтĕр тата виçĕ мăшăр ансăррăн хуçлатса çĕленĕ йăртăк çума-çум тăсăлать. Пылаклантарнă сăра часах пуç патне пычĕ. Çтаппан кăçал малтанхи аслати сасси анăçалла авăтса кайни çинчен, çавăнпа, вăл шутланă тăрăх, Микул кунĕ иртмесĕр çумăр çăвас çукки тĕрĕс пулни çинчен каларĕ. «Кăçал якуричченех ăшă анчĕ, чĕкеçсем килчĕç. Сурăм пуххи хыççăнхи кунсем сивĕрех пулаççĕ», — терĕ.
Саня итлесе çеç ларчĕ: халăхăн çанталăк паллисене вăл пĕлмест.
Сухви кантăк умĕнче, хăнапа тӳртĕнрех ларса, те тĕрĕ тĕрлет, те сăмса тутри хĕрри пӳклет.
Вăл Саня килнĕренпе те çăвар уçмарĕ-ха. Саня унăн сассине те илтмерĕ. Тутине чăпăрт тытса ларакан хĕр Саня хăй çинелле пăхман чух ун еннелле хăвăрт куç ывăта-ывăта илет. Саня, хĕре хирĕçех ларать пулин те, ун çинелле ăнсăртран пек çеç пуçне çĕклекелет.
Тутăр кĕтесси хĕррипе Саньăпа тăп ларакан лĕпĕш çунатти пек вăрăм куç хăрпăкĕсем курăнаççĕ. Вĕсем, Саня хĕр çине пăхсанах, такам кĕтмен çĕртен пырса перĕннĕ пек, канăçсăррăн мăчлатма тытăнаççĕ.
Çтаппанпа Саня икшер черкке сыпнă тĕле алăк яриех уçăлчĕ те, пӳрте хашкине ернĕ Меркури, пĕр вăтăр пиллĕксенелле çывхарнă çинçешке те типшĕм арçын кĕрсе тăчĕ. «Улакурак какай шăршине вуникĕ çухрăмран сиснĕ пек, Меркури те сăра-эрех шăршине таçтанах сисет», — теççĕ ун пирки ялта. Меркури, черкке тĕлнех çакланнă пирки «хуняма савать иккен мана» текелесе, пурне те ал тытса тухрĕ те сĕтел пуçне ларчĕ. Çтаппан ăна çине-çинех темиçе черкке эрех тултарса пачĕ.
Çук сăмахранах калаçу тума ăста Меркури хăй калас сăмахне шутарса пыма кам та пулин çăвар уçасса çеç кĕтрĕ.
— Тем шăмшак сурать-ха паян… Те ыран-паян çумăр пуласса, — терĕ карчăк, ăна сăра курки тыттарнă май.
— Çумăрĕ-мĕнĕ, — терĕ Меркури, — ватăлатăн пулĕ ĕнтĕ, кинеми. Туйи кĕскелсех пырать пуль. Хĕрӳсене качча парса та пĕтереймĕн ак.
— Хĕрĕсем кайĕç-ха вĕсем. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртман.
— Выртĕç те, кинеми. Хĕрне хăвăнах качча памалла. Вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Акă каччă ларать. Мĕнрен начар? Тавай туй тăвар…
Меркури те шӳт тăвать, те чăнласах калать — ун сăн-питĕнчен ку пачах палăрмасть. Сухви Меркури сăмаххисене илтсен хăвăрт пӳртрен тухса кайрĕ.
Санькăна та ăшă пулчĕ. Вăл, уçăлма тесе, тулалла тухасшăнччĕ çеç — ун çумне Меркури куçса ларчĕ те ăна мăнкăмăллăн çурăмĕнчен çапса илчĕ.
— Ĕç тухать, — терĕ вăл, унтан Саня хăлхи патнех тем пăшăлтатса вăрттăн сăмах калас пек пĕшкĕнчĕ те: — Ĕç тухать! — терĕ хыттăнах.
Саньăна Сухви амăшĕпе унăн ывăлĕ умĕнче аван мар пулса кайрĕ, Меркури мыскарисем чуна вĕчĕрхентерчĕç. Мĕн кирлĕ мар сăмах лĕпĕртетет вăл?.. Вырăнлă-юравлă пуплинччĕ. Саня шăлне çыртрĕ те — хĕрелсе кайрĕ.
— Эпĕ кăшт туртма тухса кĕрем-ха, — терĕ вăл, ура çине тăрса.
— Кунтах турт, ара, — терĕ Сухви амăшĕ.
— Тухтăр ĕнтĕ, — терĕ Меркури. — Çăтса лар-ха кунта ун тĕтĕмне…
Саня хăвăрт пӳртрен тухрĕ.
4
Çенĕкре, пите уçăлтарса, тӳрех уçă сывлăш çапăнчĕ.
Саня крыльца çине тухрĕ. Сухви крыльца картлашкин карлăкĕ çине таянса тăрать. Саня тухсан, вăл, канăçсăррăн пăркаланса, хăй сисмесĕрех хăрах урипе çĕре тапса илчĕ.
Саня та чарăнчĕ. Вăл та нимрен сăмах пуçарма аптраса шăпах тăчĕ.
— Кайрăн-и-мĕн? — терĕ хĕр, именчĕклĕн ун енне пăхса илсе.
— Каймалла та пулĕ…
— Нумайлăха килтĕн-и? — каллех ыйтрĕ Сухви.
— Икĕ кунлăха çеç. Ыран каймалла пуль, — терĕ Саня хуллен, унтан вăл тахçанхи тусĕпе калаçнă пекех кăмăл-шухăшне уçса парса калаçма тытăнчĕ: — Тахçанах килес килет — ниепле те хăпса тухма çук хуларан. Унта халь сывлăш пăчă, тусан. Ялта, ак, питĕ аван иккен. Пачах урăх тĕнче. Çутçанталăкпа киленсе тăранма çук. Пĕр кун пурăнма — пĕр ĕмĕр…
Хĕрача картлашка çинчен чупса анчĕ те урамран килкартине кĕресшĕн нăйкăшса алăка тĕрткелекен сысна çурине уçса кĕртрĕ.
— Чие çырли çиес килет-и? — терĕ вăл именчĕклĕн, хăй пахча еннелле утнă май.
Вĕсем сайхалăх витĕр пахчана тухрĕç. Улăм витнĕ лупас аркине йĕри-тавраллах çерçисем йăва туса тултарнă. Вĕсем йăвисене тĕкĕнесрен хăранипе ниçта кайса кĕреймесĕр чав-чавлатса пуç тавра вĕçрĕç.
Вăрăм хăмла шăччисен сулхăнĕнчи чие тĕмисене те хăмла пултăранкисем яваласа илнĕ. Унта кролик куçĕ пек чие çырлисем хĕп-хĕрлĕ курăнаççĕ, вĕсем шалтан хĕрлĕ вутпа çутăлса тăнăн туйăнать, хĕвел ӳкнĕ тĕлте йăлтăртатать.
Сухви, асăрхануллăн пускаласа, чие тĕми хушшине кĕрсе кайрĕ.
— Ку вăл макăра чие, — терĕ Сухви тĕмĕ ăшĕнчен. — Кур, вĕсем куççуль тумламĕсем пек усăнса тăраççĕ…
Саня виç-тăватă çулхи çамрăк улмуççи умĕнче чарăнчĕ.
Сухвирен инçех те мар чие кайăкĕ «чи-е», «чи-е» текелесе илчĕ. Сăмсана сулхăнри вĕлтĕренпе чĕрĕ хăмла шăрши кăтăкларĕ.
Сухви пĕр йĕкер ывăç чие татса тухрĕ.
— Кĕрсе тат, — терĕ вăл хăюсăррăн та ютшăнчăклăн. Саня хĕр енне çаврăнчĕ те хăрах аллине хуллен çамрăк улмуççин пысăк улми патне тăсрĕ.
— Эс мана çакна çитер-ха? — терĕ вăл ыйтуллăн.
Сухви сасартăк шарт сикрĕ.
— Çук, çук!.. — терĕ вăл, Саня патнелле ыткăнса. — Ан тив… Юрамасть…
Сухви каччă аллине сирчĕ те ун çулне пӳлсе хучĕ.
— Мĕншĕн? — кăмăллăн кулса илчĕ Саня.
— Ку вăл ман вăрттăнлăх. Ав, ват улмуççисенне тат, — хĕр пуçĕпе тепĕр пысăк улмуççи еннелле сулчĕ.
— Шел ĕнтĕ… Иккĕ çеç те, — Саня таса та йăрăмлăн-йăрăмлăн хĕрлĕ панулми çине ăшшăн пăхрĕ.
— Шел, — терĕ Сухви, унтан ывăçне тăсрĕ. — Акă, чие çи…
— Çук. Чие мар, ман çĕмĕрт çиес килет.
— Ав çĕмĕрт.
— Ку тутлă мар, — терĕ Саня, пĕр сапакине тутанса пăхса. — Атя, тутли тĕлне илсе каям.
— Ăçта?
— Вăрмана… Унти питĕ тутлă… Шултра та мăнтăр.. Сухви каччă çине, куçне чарса, шиклĕн пăхса илчĕ.
— Каяр-и? — Саня хĕре аллинчен туртрĕ.
— Уй, — терĕ хĕр, самантрах вĕçерĕнсе. — Мĕн питпе çын умне курăнас вара ман? Мĕн калĕç?
— Мĕнех-ха иккĕн вăрмана кайнăшăн? Çынсем каяççĕ-çке.
— Çын сиккине сиксе çитереймĕн…
— Ман пирки те тем калама пултараççĕ. Эпĕ хăрамастăп-çке.
Хĕр çаплах пуçне чиксе тăчĕ.
— Хăвна манпа шай ан ту, — сăмах тавăрчĕ вăл. — Сан уру йĕрне пусса çитереймĕн ĕнтĕ. Хĕр çине кантăк витĕр уйăх пăхсан та ят сарăлать те… Унта чакаксем нумай…
Хĕр пĕр ăстрăм витĕр курăнакан симĕс шăрçа ярăмĕ пек йĕплĕхен çырли çупкăмĕсене суйлакаласа тăчĕ.
— Атя, — терĕ Саня, ăна каллех аллинчен туртса, вара хăй çĕрулми кассисем хушшипе утрĕ.
— Унтан мар… Шăлаварна варалатăн, — терĕ Сухви. Вăл, каччă хыçĕнчен кăштах пăхса тăрсан, сукмак çине тухрĕ.
Вĕсем ним чĕнмесĕрех пахча карти урлă каçрĕç те йывăррăн кăштăртатакан симĕс шерепеллĕ, тĕл-тĕл çил хуçкаласа çатралатнă хăмăллă сĕлĕ ани урлă выртакан сукмакпа вăрманалла утрĕç. Сухви тек-текех ял еннелле пăха-пăха, хăра-хăра утрĕ, таçта васкарĕ.
Саня вара юриех васкамасăр, хăй ăшĕнче кăмăллăн кулкаласа илсе, ним чĕнмесĕр пычĕ. Хир ирĕкĕ, уй анĕ, куç ытамĕнчи сенкер инçет — ун кăмăлне çĕклентерчĕ.
Сурăм улăхĕ хĕрринчи парлакра кĕтӳ çӳрет. Таçта пĕччен çава вăшкăнать. Хăмăл хушшинче уяр шăрчăкĕсем чăрăлтатаççĕ. Сĕлĕ ăшĕнче тĕл-тĕл, сухал кăпăкламалли сĕркĕч пек, хĕрлĕ авăрлă, шурă çемçе мамăклă уй пиçенĕн пуçĕсем сулланаççĕ, хушшăн-хушшăн ана çийĕн ир пулнă хурхухăн, пиçенĕн кĕлт çиппи пек мамăкĕсем вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Вăрман хĕрринчи телефон юпи тăрринче пĕр хăлат, уй хуралçи пек, тавралăха сăнаса ларать. Пĕтĕм çак тавралăха ылтăн ярăмлă хĕвел пайăркисем тăкăнаççĕ.
Сурăм леш енчи улăх çине пĕр лаптăк тĕксĕм мĕлке саркăмĕ ӳкнĕ те — пĕчĕк пĕлĕт куçнă май ерипен кунталла шăвать.
Сухви вăрман хĕррине çитсен куршанак тĕми патĕнче чарăнса тăчĕ.
— Малалла каймастăп эпĕ, — терĕ вăл.
Санька хаваслăн ахăлтатса кулса ячĕ:
— Мĕншĕн?
— Çитет кун чухлĕ килсе…
Хĕр куршанаксене тата-тата чăмăрта пуçларĕ. Санька йытă çĕмĕрчĕ умĕнче чарăнса тăчĕ. Йытă çĕмĕрт йывăççин хăш-пĕр çырлисем пиçме те тытăнман: сип-симĕс те, сулхăнтарахрисем — шурă. Пĕтĕм йывăçĕ вара — пĕр турат çинчех тăватă тĕслĕ çĕмĕрт ларнипе — хĕрлĕ, симĕс, хура, шурă шăрçасем çакса тултарнă пек курăнать.
Авăсăн сайра та хытă çулçисем шĕлтĕртетсе лараççĕ. Пĕчĕк юман тураттинчен шатрашкаллă калпак тăхăннă пӳнеслӳ пек пĕчĕк йĕкелсем пуçхĕрлĕ çакăннă.
Вăрман ирĕксĕрех хăй ытамне астарать…
Сухви те ирĕксĕрех тутăрне ĕнсе хыçнелле сирсе антарчĕ. Аллинчи куршанак чăмăрккине йăваланă май, вăрманăн кăчăк туртакан илемлĕхне парăнса, пуçне шухăшлăн çĕклесе тытрĕ те икĕ йывăç хушшипе курăнакан çамрăк хăртне çумĕнчи пĕчĕк уçланкалла пăхрĕ. Унта Паттиер ĕшнин хăрах сĕвеклĕхĕнче, выляса ларакан пĕчĕк ачасен кăтра пуçĕсем пек, хăлха çакки курăкĕсем чӳхенкелеççĕ. Шалта вĕт кайăксем савăшаççĕ.
Санька çав-çавах хĕре тепĕр хут чĕнме хăймарĕ.
Ун умĕнче пĕр вăхăт таçтан вĕçсе килнĕ вĕтĕ-вĕтĕ ӳпре тĕрки çаврăнса, пĕтĕрĕнсе, пăтранса тăчĕ, пысăкланчĕ-пĕчĕкленчĕ, саланчĕ-чăмăртанчĕ, пĕр евĕрлĕн нăйăлтатрĕ. Тепĕр самантран çил касси килсе ӳпре çăмхине вĕрсе салатрĕ, таçта ял еннелле вĕçтерсе кайрĕ.
— Кур-ха мĕнешкел илем!.. Шăрçа çакнă пек!.. — йытă çĕмĕрчĕ çине кăтартрĕ Саня.
Сухви сасартăк аллисене саркаларĕ те ансăр сукмакпа чупсах уçланкалла анса кайрĕ.
Тепĕр самантран Санька ăна уçланкă хĕррипе пĕшкĕне-пĕшкĕне çырла пуçтарнине курчĕ.
Хурăн çырли, çĕр çырли уçланкă варринче мар — йывăçсен сулхăнĕнче ӳссе ларнă. Вĕсем темшĕн Санькăран пытанаççĕ, те Санька вĕсене хăй шырама пĕлмест…
— Ак манăнне ил. — Хĕр хăрах ывăçне Саня еннелле тăсрĕ. Сухвин пичĕ малтанхинчен хĕрлĕрех. Тутăрĕ халь унăн пионер галстукĕ пек мăйĕнче çакăнса тăрать.
— Сурăм пуххиччен те пурăнмастăн, эппин? — сасартăк ыйтрĕ хĕр.
— Ун чухне, тен, килетĕп те.
Санька чĕринче — темĕнле виçесĕр хаваслăх еккипе хутăш — чĕлхе-çăвара çыхакан кансĕрлĕх, айванла именӳ, хĕре тӳррĕнех куç хăйса пăхма чараканскер, хускалчĕ.
Вăл тек-текех енчен енне пăхкаларĕ.
— Сана кăçал Сурăм пуххинче вăрласа каяççĕ тет-и? — терĕ Санька сарăмсăррăн, хĕр çинелле пуçне çĕклесе.
— Кам калать?.. — хĕр ăшшăн йăл кулчĕ.
— Ялта калаçаççĕ…
Сухви, эреветлĕн кулса ярса, аллинчи куршанак чăмăрккине Саня çинелле вăркăнтарчĕ. Куршанак чăмăркки, çӳхе кĕпе витĕр кăштах ыраттарса, сулахай кăкăр çине çакăнса ларчĕ. Сухви тата янравлăрах кулса ячĕ, вара çӳллĕ йывăçсем хушшипе каякан сукмак çине чупса кĕчĕ.
Санька ун хыççăн утрĕ.
Сухви хăйĕн ĕлккен уттипе вăйă картинчи пек кăшт ярăнарах утать. Вĕçне симĕс хăю янă вăрăм çивĕт тунисем çурăм хыçĕнче çапăнкаласа сулланаççĕ. Унăн кăпăшка çӳçлĕ пуçĕ çинче çулçă мĕлкисем вĕлтĕртетеççĕ. Çӳллĕ йывăçсем айĕнчи чĕрĕ сулхăна вăхăтăн-вăхăтăн чĕпĕтсе пĕçертекен вĕри сывлăш капламĕ килсе кĕрет.
Санька сукмак хĕрринчен шурă пĕчĕк шăрçа пек çеçкеллĕ чечек туни татса илчĕ.
— Лантăш мар-и çак? — терĕ вăл, Сухви хыçĕнчен пăхса.
Сухви каялла çаврăнса пăхрĕ те малаллах утрĕ.
— Камшăн мĕн, — терĕ хĕр. — Саншăн тутлă шăршăллă лантăш. Эпир ăна ниш курăкĕ тетпĕр. Хĕне кайнă çынна сиплĕ вăл.
Çӳллĕ йывăçсем айĕнчи сулхăнран тухсанах вĕсене ăшă сывлăш юхăмĕ çавăрса илчĕ. Кунта, çич-сакăр çул каялла каснă вăрманта, пĕр пысăк талккăш çамрăк юман, шĕшкĕ, улмуççи, çĕмĕрт ӳссе ларнă. Ку вырăнтан çак вар-çырсемпе касăлса пĕтнĕ вĕтлĕх хунав вăрман инçете те питĕ илемлĕн курăнать. Çĕмĕрт нумай.
Вĕтлĕхе тухсанах Сухви пĕчĕк лутра çĕмĕрт кутне чупса кайрĕ. Санька ун çумне пырсан, вăл тепĕр çĕмĕрт патне кайса тăчĕ. Çемĕрчĕсем кунта, чăнах та, шултрарах, шывакрах.
— Сана авланма килнĕ теççĕ-çке, — терĕ Сухви сасартăк çĕмĕрт хыçĕнчен, паçăр пуçланă калаçăва халĕ тин малалла тăснă май. — Ху ыран каясшăн…
— Кам калать?
— Ял çинче калаçаççĕ…
Сухви Санькăна хăрах куç кĕтессипе пăхса илчĕ. Санька каçăхса кайсах кула пуçларĕ. Хĕр ун çине пĕр самант кӳренчĕклĕн пăхса тăчĕ, унтан мăнкăмăллăн утса йывăç тĕмисем хушшинче çухалчĕ.
Санька тепĕр самантран ун хыççăн кĕрсен — Сухвие тупаймарĕ.
— Сухви!.. — чĕнчĕ вăл.
Хирĕç чĕв те пулмарĕ. Саня, çулçă чăштăртатнипе те пулин илтес тесе, пăшт пулса тăчĕ. Çĕрелле усăннă туратсем айĕпе пĕшкĕнсе пăхрĕ — çук…
Инçех те мар лутра йывăçсем хушшинче ĕне мăйĕнчи хăнкăрма сасси — е пĕр тикĕссĕн, е канăçсăррăн, е сасартăк татăлса — хыттăн хăнкăртатни илтĕнет. Çӳлте çунаттисене планер пек ним сулкаламасăр пĕр хĕрен хăнчăр-р! хăнчăр-р-р! текелесе ярăнса çаврăнать. Шăрăхпа шаннă шĕшкĕ çулçисем лăстăртатаççĕ. Ĕнтĕркеттерекен шăрăх, пуçа çавăрса яракан уçă сывлăш чуна илĕхтерсе ярать. Пĕтĕм тĕнче, пĕтĕм пурнăç, пĕтĕм çĕр çинчи илем, пĕтĕм телей çакă пек, çакăнта аташса кайса, тĕнче илемлĕхĕпе, телейпе ӳсĕрĕлсе çӳрес килет. Çутамка çĕмĕртсем те, хĕвел хĕртсе пăхнипе йывăçран сăмала пек шăранса тухса, тумламăн-тумламăн çакăннă пек туйăнать. Кашни çĕмĕрт, хĕвеле ӳкерсе, пĕчĕк хĕвел пек хĕм сапса йăлтăртатать.
Хĕвел пайăркисем çулçăсем хушшипе чĕлкĕмленсе кĕреççĕ те çипленсе-хĕлĕхленсе чӳхенеççĕ, пĕтĕм йывăçа яваланса каркаланаççĕ. Çил вĕрсе килет те, йывăç тăррисем хумханнă май вĕсем хушшине карăннă, ахаль чух çивĕч куçа та курăнман хурçă хĕлĕх пек эрешмен çипписем, мĕлке çинчен самантлăха тухса, йăлтăртатса илеççĕ, вара каллех пытанаççĕ.
Такам ятран чĕнсе кăшкăрчĕ.
Саня, пĕчĕк çырма урлă каçсан, пысăк çĕмĕрт кутĕнче ăшăрханипе хĕрелсех кайнă Сухви тăнине курчĕ те ун патнелле утрĕ.
— Акă пĕрлĕхен çи-ха, Сухви…
Хĕр ним сăмахсăрах каччă аллинчен темиçе сапака пĕрлĕхен илчĕ. Вĕсем пĕр хушă шăпăртах тăчĕç. Вĕри хулпа хул перĕнчĕ. Йăпăрка пурçăн йывăррăн йăшăртатса илчĕ.
— Ывăнмарăн-и?..
Хĕр, аллинчи пĕрлĕхенĕсене суйлакаланă май, пуçне сулларĕ.
Пĕр-икĕ самант каллех шăп тăчĕç. Унтан сисмесĕрех алăсем пĕрлешрĕç. Тепĕр самантран каччă хĕре хăй умне туртрĕ.
— Кан, ан тив, — терĕ Сухви шăппăн. Хăй вырăнтан та хускалмарĕ, çав-çавах пĕрлĕхен пĕрчисене хускаткаласа, пуçне чиксе тăчĕ.
Таçта улаппа уларĕ. Пĕр пĕчĕк кайăк тилĕр-р тесе вĕçсе иртрĕ.
Умри йывăç тĕмисем айĕнче шур чечеклĕ кĕпçесем, типсе саралнă, хур шăлĕ пек шăллă-шăллă çулçăллă сухăр вĕлтренсем сулланса лараççĕ. Аялта кутăн шăнкрав пек кăвак чечек, куршанак пуçлă туна, симĕс хутаç ăшне вырнаçнă мăкăнь пуçĕ пек курăк чăлханса ӳкнĕ. Çĕр çумне типсе хăмăрланнă имшеркке тăхран пуçĕсем лăпчăннă.
Пĕр кана çаплах иртрĕ.
Каллех кайăксем юрларĕç… Тĕрлĕ-тĕрлĕ кайăксем…
Сылтăмри шĕшкĕлĕхрен икĕ сасă — те пĕр-пĕрне чĕнсе, те такамран хăраса — канăçсăррăн вĕт-вĕт-вĕт тесе илчĕç. Сулахайран юманпăран кайăк пĕрре çирĕппĕн шăтă-ăр! шатă-ăр! тутарчĕ. Çывăхарах тепри вăйлă иксӳ тапăннă çын пек çинçе сасăпа и-июк! и-июк! теме тытăнчĕ.
Каччăпа хĕр çаплах ним чĕнмесĕр çума-çумăн тăчĕç.
5
Хĕвел ĕнтĕ каçа сулăнчĕ. Çур тӳпе — хĕвел енчи — çутă сенкер, тепĕр çурри — ешĕл шенкер чулĕ тĕслĕ курăна пуçларĕç.
— Сухви, — терĕ Саня сасартăк. — Эпĕ сана Сурăм пуххинче вăрлас пулсан… Мĕн калăттăн-ши?..
Саня ку сăмах çинче хăй те хĕрелсе кайрĕ. Хĕр, карт туртăнса, Саня çумĕнчен пăрăнчĕ.
— Эсĕ шӳт тăватăн, — терĕ вăл, кăшт кайсан. — Сан хуларах темĕн чухлĕ пулĕ.
— Сухви!.. Ĕненетĕн-и?.. Çук.
— Ан тун, — терĕ хĕр. Вăл Саня енне кӳренчĕклĕн çурăмĕпе çаврăнса тăчĕ.
— Сухви!..
— Эсĕ кулатăп манран. Эсĕ пысăк çын. Ман хам пек тепĕр ухмаха çеç тупмалла…
— Сухви, мĕн калаçатăн эсĕ?
— Ку ним те мар тесшĕн-и? Çук. Ан пупле кун пирки: пĕлетĕп. Эпĕ тата качча кайма шутламан та. Каймастăп та нихçан та…
— Нихçан та-и?
Хĕр каллех пуçне чиксе тăчĕ, таçта çĕрелле пăхрĕ.
— Ну, халех мар. Халь ман çи-пуç çук.
— Хăçан пулать вăл? Сухви! Çире пур, урăх мĕн кирлĕ сана? Пурăнсан пулать, пĕрле тума çăмăлтарах та пулĕ. Сухви, кала, пыратăн-и?
— Кур! Чĕппи те пур! — терĕ Сухви сасартăк, вутă шаршанĕ хушшине улаххăн йăва çавăрнă пилеш кайăкĕн йăви умĕнче чарăнса. — Шел мĕскĕне…
Саня нимĕн те чĕнмерĕ, таçта аяккалла пăхса тăчĕ. Сухви кайăк чĕппипе тем аппаланчĕ. Унтан сĕрĕмленекен вăрман тăрринелле хĕвеле хирĕç ал айĕн пăхрĕ те шартах сикрĕ.
— Ай!.. Ман киле каймалла! Хĕр сукмак çинелле вĕçтерчĕ.
Пĕчĕк тăвайккинчен хăпарнă чухне Саня ăна алран тытрĕ. Хĕр турткалашмарĕ. Вĕсем каллех паçăр килнĕ сĕлĕ ани урлă выртакан сукмакпа утрĕç. Хĕвел анса та ларчĕ. Шăмшака кăштах каçхи сулхăн çӳçентерчĕ. Улăхра таçта текерлĕк кăвиклетрĕ. Сурăм шывĕ çинчен çăра тĕтре йăсăрланса хăпарчĕ.
Вĕсем паçăрхи çулпах Сухвисен тĕкме карти урлă каçса пахчана кĕчĕç. Кăтра çӳçлĕ кишĕр ани çумĕпе иртрĕç.
Улма пахчине çитсен, Сухви сасартăк Саньăна çаннинчен тытса чарчĕ:
— Тăхта-ха кăштах…
Хĕр паçăр Саня чарăннă çамрăк улмуççи патне чупса кайрĕ…
Сухви пĕр самант тытăнса тăчĕ. Пĕрре хурлăн улмуççин икĕ кĕрен улми çине, унтан каллех, шиклĕн куç харшисене пĕрсе, Саня çине çаврăнса пăхрĕ, юлашкинчен сăн-питне кăмăллăн çемçетрĕ те татăклăнах улмуççи енне çаврăнса тăчĕ.
Саня хĕрĕн алли епле чĕтренсе улма патнелле çывхарнине, улми епле чуна ыраттармалла çатлатса татăлнине курмарĕ-илтмерĕ.
Хĕр пăчăр хĕрлĕ пысăк панулмине ним сăмахсăрах Саня еннелле тăсрĕ.
— Атя ларар, — терĕ хĕр.
Вĕсем çамрăк ăвăссем хушшинчи уçă вучах умне, çĕре ӳпĕнтерсе хунă кĕпе вăлашки çине, ларчĕç.
Саня шывакрах сĕтеклĕ панулмине ним чĕнмесĕрех çирĕ, хĕр хăйĕнне çав-çавах аллинче тытса ларчĕ. Кӳршĕ ял урамĕнчи репродуктортан каскăн çил тĕл-тĕл тулашакан, тĕл-тĕл тем ирĕлнĕ пек шăранса тăракан çемĕллĕ темĕнле кĕвве вĕçтерсе килсен, Саня сасартăк сывлама чарăнса тăнла пуçларĕ.
— Çав кĕвве кам çырнă, пĕлетĕн-и? — ыйтрĕ вăл самантран.
Хĕр сасартăк чĕтренсе çӳçенчĕ те каччă çине ăнланма çук асаплăн куç ывăтса илчĕ.
Саня куна асăрхамарĕ. Вăл панулмирен темĕнле майпа хăй аллинех тăрса юлнă йăпăлкка вăрра хыпаласа ларчĕ, ăна вăл икĕ пӳрне вĕçĕпе хĕстерсе тытрĕ те — пусрĕ, панулми вăрри, сиксе тухса кайса, хĕре питĕнчен тиврĕ. Саня хаваслăн кулса ячĕ.
— Сухви! — терĕ вăл, ăна аллинчен тытса. — Сухви… Пыратăн-и?.. Кала татăклă!..
Сухви туртăнчĕ те сиксе тăчĕ. Сулахай аллине пуç урлă сулса ячĕ. Аслăк хыçĕнчи сухăр вĕлтĕрен тĕми ăшĕнче чашлатни илтĕнчĕ — ку панулми пулчĕ…
Сухви сасартăк вырăнтан хускалчĕ те ăвăслăх айĕнчен чупса тухрĕ. Тепĕр самантран анкарти енчи çатан çатăртатрĕ, тата тепĕртакран çенĕк алăкĕ йывăррăн хĕсĕнсе хупăнни илтĕнчĕ.
Саня ним ăнланмасăр аптраса тăрса юлчĕ. Вăл Сухвисен килкарти витĕр урама тухрĕ. Сухвисен çутă курăнмарĕ.
Тӳпере пĕр кĕтесре çеç çăлтăрсем чĕлтĕртетеççĕ. Таçтан хуп-хура çумăр пĕлĕчĕсем тапса тухрĕç.
* * *
Кăвак çутăлла çанталăк чиперехчĕ. Ир енне урам еннелли кантăк умĕнчи çамрăк хурăн шăнăр туртнă пек шарт сиксе ыйхăран вăранчĕ те, шăмшакне çемçетнĕ пек, авкаланса, карăнса илчĕ, вара хуллен шĕпĕлтетме тытăнчĕ.
Самантран вара Саня пӳрт çине витнĕ хĕçтимĕр çинче ташлакан тумламсен сассипе вăранса кайрĕ.
Çумăр пĕрре чарăннă пек пулчĕ, унтан каллех капланса килчĕ.
Вара хĕвел мĕн каç еннелле сулăничченех юнтармăш ача пек кун тăчĕ.
Саня кайма хатĕрленсенех малтан пачах курăнман, таçта пытанса тăнă катрамлă пĕлĕтсем питĕ аялтан вирхĕнсе çитеççĕ. Саня каялла кĕрсенех çумăр витĕрех хĕвел пăхса кулса ярать. Вара, чăркăш çанталăк кăмăлне юрама тăрăшнă пек, Малтивар катинче кайăксем те юрла пуçлаççĕ. Çул та типшĕрсе кушăхать, курăк та типет…
Саня чăматан йăтса уй хапхине çитсен, каллех çумăр тăкса ярать. Каллех çул йăпăлкаланса каять, сăрхăнма ĕлкĕрнĕ лупашкасем çĕнĕрен тулса лараççĕ. Каллех ял кĕтĕвĕ, уя тухма çеç ĕлкĕрнĕскер, шăнса хутланнă сысна çурисем çĕхĕрнипе, амăшĕсене çухатнă путексем, путекĕсене çухатнă амăшĕсем макăрнипе янăрашса яла кĕрсе каять.
— Паян каяс шутпах кун кунларăн ĕнтĕ, — терĕ амăшĕ те юлашкинчен. — Ахалех кайма пуçтарăнтăн. Çак пылчăклă çул çинче паян эсĕ пурпĕрех пĕр машина та тĕл пулаймастăн… Элле, ĕçне туса та пăрахмаллаччĕ. Ахалех каяс шутпа кун кунларăн.
Саня кантăк витĕр пӳртçи хĕрринчен, пĕрре сӳтĕлсе, тепре явăнса, такам çӳлтен пăлхатса-вылятса тăнă пекех сулланса юхакан шыв кантри çине пăхса тăчĕ. Амăшĕ «ĕçне туса пăрахмаллаччĕ» тени мĕне пĕлтернине вăл тӳрех ăнланчĕ: Сухви пирки калать…
…Саня çĕркаç киле çитсенех Меркурие пырса çапăнчĕ.
— Амăшĕсем килĕшеççĕ, — терĕ вăл тӳрех.
— Кам? Мĕн килĕшет? — ăнланаймарĕ Саня.
— Ара, Сухвисен… Паянах çураçма каймалла… Халĕ кайни — хĕр пăхнă шутлă пулчĕ…
Саня пуçран çапнă пекех анраса кайрĕ.
— Эсĕ апла евчĕ пулса пынă?..
Саня тӳрех пӳрте вирхĕнсе кĕчĕ.
— Анне! — кăшкăрса ячĕ вăл тӳрех, унтан, амăшĕ хăраса кайнине курса, сасартăк шăпланчĕ. — Анне, — терĕ вăл лăпкăнрах. — Мĕн пулать ку?.. Эсĕ, анне, чăнласах-çке… Мĕне кирлĕ пулчĕ-ха Меркурие ман хыççăн ярса хĕр калаçтарма? Эпĕ хам пултараймастăм-и? Хĕрĕпе килĕшсе сăмах татман-çке. Мĕнле-ха тӳрех?
Саня урăх ним калама та пĕлмерĕ. Амăшĕ чĕнмерĕ, куçне çеç тутăр кĕтессипе шăлса илчĕ. Паян тин ак хуллен сăмах пуçларĕ:
— Хăвна лайăх пултăр тесе турăм та çав. Йывăра илсе кăмăла хуçмалли ним те çукчĕ унта. Йăли çапла ĕнтĕ ялта чăвашсен пирĕн. Эсĕ кунта та хулари пек шутлатăн пулĕ. Вĕреннĕ çынсем çапла ĕнтĕ вĕсем. Ку йăла-йĕркесенче турра, тĕшмĕше ĕненни, асамлă вăйсене ыр туни пĕрре те çук, ывăлăм. Кил-йыш çирĕп пултăр тесе çапла тăваççĕ ăна. Йĕрке туни пулать вăл. Халăх йĕркине туни. Ĕмĕртен çапла пырать. Пирĕн анчах мар — пĕтĕм тĕнчипех çапла. Ан тив, кăшт урăхларах пулсан та. Чăваш хĕрне чăваш йĕркипе çураçса туй тунăшăн кам мĕн калать сана? Начар-им пирĕн йĕрке? Пĕтĕм ял туя килет. Пĕтĕм ял кăна мар, пĕтĕм таврари ялсенчен туй арăмĕсем, туй ачисем, туй куракансем пухăнаççĕ. Халăх пухăнать. Çамрăк мăшăр халăх умĕнче пысăк парăмра тăтăр, уйрăлас-тăвассине пуçа ан илтĕр тесе çапла тăваççĕ ăна, ачам. Уйрăлса пăх-ха — çав халăх умне кайран пите кĕççе çĕлемесĕр епле курăнăн? Пур ав, хăшĕ-пĕри ирĕкре авланать. Никам та курман-илтмен — пăхăсăн: арлă-арăмлă, тепĕр кунне — никам та курман илтмен, — уйрăлнă хайхисем! Сухвие ăна амăшĕ те халăх йĕркисĕр килтен кăларса ямасть. Сухви хăй те куншăн пĕрре те аванмарланса именсе тăмасть. Ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухмасть вăл. Хĕрпе сахал пĕлетĕп тесе пăшăрханатăн-и? Сирĕн, вĕреннĕ çынсен, хĕрпе темиçе çул калаçса, туслă пулмалла та, пĕр-пĕрне йăпатса, тарăхтарса, çĕтĕлтерсе пăхмалла та — тин авланмалла. Пурин те ун пек пулмасть-çке вăл. Сана ют çынна вăйпа илсе панă пек туйăнать пулĕ? Хĕрне ху килĕштеретĕн-çке. Хĕрĕ те килĕштерет. Хĕрне пĕлетĕн. Эпир тата лайăхрах пĕлетпĕр. Ачаранах пĕлетпĕр. Пирĕн пек пĕчĕк ялта кашнин кăмăл-шухăшне, ăсне-пуçне ал çинчи пек куратăн. Ун пек хĕр кашни утăмрах тĕл пулмасть, ачам. Санра ун пекки…
— Çапах та евчĕсемех кирлĕ марччĕ пуль, эпир хамăрах калаçса татăлаттăмăр.
Саня майĕпен амăшĕ енне çаврăнсах пычĕ.
— Ай-уй, ачам, — терĕ амăшĕ. Евчĕ вăл ашшĕ-амăшне çырлахтарма кирлĕ. Хĕрпе каччă хушшинчи хирĕçĕве татма. Хăвăр эсир те виçĕ çултан хирĕçсе вĕçне тухса пĕтетĕр, те килĕшейместĕр. Евчĕ пĕр кунтах татса парать, ачам. Халăх йĕркине тумаллах пулĕ. Хĕре ялти йăла-йĕркене курса, хисеплесе ӳснĕ. Куншăн вăл кӳренмест. Кĕçĕр кайса çураçса пăрахмалла çеç…
Саня чĕнмерĕ.
— Ну, мĕнле? Саня? Каяр пулĕ?
Саня ура çине тăрса кил хушшинелле пăхрĕ.
Кил хушшинчи тулли лупашкасем çинче пĕчĕк тумламсем шапа пуçĕнчи çурхах пек хăмпăсем сиктере-сиктере кăларса ташларĕç. Пĕлĕт таткаланса саланчĕ. Çӳлте-çӳлте чĕкеçсем ярăнса вĕçе пуçларĕç. Аслăк айĕнчен чĕпсем, кĕпĕрленсе тухса, йĕпе курăк çийĕн асăрхануллăн утрĕç. Уçă кантăк умĕнченех пĕр пыл хурчĕ нăрласа иртрĕ…
Пур енчен те уяртса килчĕ.
6
Хĕвел анса тĕттĕмленсен, Сухвисем патне тăваттăн — Саня, Саня амăшĕ, Саня юлташĕ тата Меркури — пырса кĕчĕç.
Сухвисен ĕнтĕ çывăрма та выртнă.
— Кĕртеççĕ-и, çук-и? — терĕ Меркури, тĕттĕмре алăк сули çинче чарăнса.
Сухви амăшĕ хуллен кăштăртатса тăчĕ.
— Ăçта каякан халăх ку? — терĕ вăл, чăннипех те тĕлĕнсе, Меркури шăрпăк çутса янă хыççăн.
Вăл хĕрлĕ ултăллă та — пĕлмен алăпа çĕленĕрен-ши — икĕ шĕвĕр хакне айккисене мар, мала-хыçа хушнă йĕтĕн кĕпепе. Хул çине «кайăксиккипе» тĕрленĕ.
— Эсĕ хăй çут-ха часрах… Курăн унта, — хушрĕ Меркури. — Мĕн эсир, чăхсем пек, хĕвел анмасăрах çывăрма хăпарса кайнă?
— Краççынĕ те çук пуль-ха. Кăçал çулла çутман та. Труби те таçта.
Карчăк тур кĕтессинче чакаланчĕ, кайран таçтан краççын савăчĕ йăтса тухрĕ.
— Эпир хамăрах пултараканччĕ-ха, — терĕ Меркури. Вăл лампăна краççын ячĕ, кĕсйинчен чикарккă чĕркемелли хаçат кăларса лӳчĕркерĕ те, вăрăммăн хашлата-хашлата вĕрсе, труба тасатма тапратрĕ.
Хăнасем тăрăхла сак çине ларса тухрĕç.
— Ну, кинеми, йышăн хăнасене, — пуçларĕ Меркури, трубана майласа лартнă май.
— Ара, чĕннĕ хăна çукчĕ те тĕшмĕртеймерĕм-ха нимĕн те, — терĕ карчăк.
Карчăк çуталса кайнă пӳлĕмре сĕтел çине тухса ларнă çавра çăкăрпа чăкăта тата чӳхенсе йăлтăртатакан четвĕрт кĕленчине курах кайсан, урай варринче тăпах чарăнса тăчĕ те, чакса-чакса пырса, кăмака сакки çине кайса ларчĕ.
— Ара, Сухвииĕ ăçтаччĕ-ши? — илтĕнчĕ тĕпелтен Сухви инкĕшĕн сасси.
— Хĕрсемпе таçта тухса кайрĕç вĕсем, — терĕ Сухви пиччĕшĕ, пăлтăртан кĕрсе.
Меркури çак хушăра тек-текех хĕрпе каччă пирки сăмах вылятрĕ. Пуринчен ытла Саньăна ырласа калаçрĕ.
— Каччи маттур, — терĕ вăл. — Ăсĕ пур, пуçĕ пур. Хĕре шурă пӳртре усрĕ. Пĕр сăмахпа каласан, хăвăрах пĕлетĕр. Ют ялсем пулнă пулсан, суйăттăмăр, хамăр ялсемех те — хăвăрах каламасăрах пĕлетĕр, — терĕ вăл çине-çинех. — Сухвин те мăшăр тупма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ.
Сухви амăшĕ çак хушăра ним чĕнмесĕр аллисене кăкăр çине хĕреслесе тытса ларчĕ.
— Тем… — терĕ вăл, Меркури кăшт сывлăш çавăрма пек чарăнсан. — Халех парас теменччĕ… Çи-пуçĕ те çук та ачин… Çи-пуç умне тăратса çитереймерĕмĕр. Аппăшĕнне çеç им курса пурăнчĕ. Хăй ятне нимех те туман. Тем, ĕç тухĕ-и, ара? Ытла сарăмсăр пулать ку, выльăх сутса янă пек. Хуларах ун темĕн чухлĕ пулĕ… тен, арăмĕ те пулĕ, кам пĕлет унтине унăнне. Çавăн чухлĕ хитре майра сая кайнă чух ма манăн пĕртен-пĕр хĕре илес ун? Шупашкара та илсе çитермĕ… Ун валли вĕреннĕ çынсемех тем чухлĕ. — (Çак хушăра Сухви килсе кĕчĕ те тӳрех кăмака хыçне чăмрĕ.) Карчăк хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ: — Вăл ман рехетсĕр пурнăç тутлăхĕпе ӳçрĕ те, тем, хула çыннипе, вĕреннĕ çынпа пурăнма пĕлес çук. Тем, вĕсен пăрçа пиçет-и ара иккĕшĕн? Пиçӳ-каçу, килĕшӳ-çыпăçу пулас çук вĕсен хушшинче.
— Ытлашши асăрханатăн пулĕ, кинеми, — терĕ евчĕ те, сасартăках хăюсăрланса.
— И-и, ачам, халĕ шăши те туяпа çӳрет, — терĕ карчăк.
— Хăйсем пĕр-пĕрне килĕштерсен, пирĕн ĕçĕ — хут-купăс: туртать — калать, туртмасть — каламасть….
Сухви инкĕшĕ кăмака хыçне кĕрсе кайрĕ. Вăл пăшăлтатса тем каларĕ. Хĕр хирĕç тавăрса калани илтĕнмерĕ. Сухви çав-çавах пуçне кăмака çумне чиксе, питне аллисемпе хупласа тăчĕ.
— Ну, мĕнле, четвĕрт пуçлама юрать-и? — тет Меркури, сывлăш çавăрса илме памасăр.
— Эп пĕлместĕп, — терĕ хĕр амăшĕ. — Мĕнле-ха капла? Хамăр тавранах парас тенĕччĕ. Хĕре таçта кайса пĕтериччен… Чăнах та, мĕнле-ха капла? Ыранах хулана тухса каймалла тетĕр. Туйсăр епле килтен кăларса ярас-ха хĕре?
— Эс кунтарах тух-ха, Сухви, — терĕ Меркури. — Кала, юрать-и четвĕрт пуçлама? Тухах ĕнтĕ, Сухви.
Сухви вĕлт турĕ те çенĕкелле вирхĕнчĕ.
— Апла юрамасть-ха вăл. Хĕрĕн йĕрки тăрăх кунта пулмалла.
— Нимех те мар. Хĕрĕн йăли çапла. Акă каччи тухса илсе кĕрет. Кăшт тухса калаçкалаччăр.
…Саня çак вăхăтра йĕп çинчи пек ларчĕ. Ал-урана ниçта хума та, куçсене пĕр вырăнта чарса тăратма та пултараймарĕ. Пуç кашларĕ, шавларĕ.
Вăл карчăк сăмахĕсене те, Меркури сăмахĕсене те илтмерĕ. «Тухмалла» тесен вăл хăвăрт ура çине тăчĕ те пӳртрен тухрĕ.
Пĕр самант ун куçĕ те ним палăртмарĕ, пуç та чим шухăшлама пултараймарĕ. Ун асĕнче çакăн пек шухăшсем çеç çаврăнчĕç.
Мĕн тери ухмахла пулса тухрĕ! Мĕншĕн-ха малтан калаçса килĕшмелле марччĕ? А халĕ? Хĕрпе те калаçса татăлман? Пырать-и вăл, çук-и? Халĕ ĕнтĕ савман килĕштермен хĕре евчĕсемпе çураç? Халĕ Саньăн мĕскĕн янавар пек лар! Уншăн çынсем калаçаççĕ! Çак пĕтĕмпех, пĕтĕмпех амăшĕ пирки! Тухса каяс мар-и пĕрех хут?
Саня картлашка çинчен сикрĕ те пĕр самант чарăнса тăчĕ. Такам нăшăклатса хӳхлени илтĕнчĕ.
Крыльца карлăкĕ çине пуçне чиксе паçăртанпах Сухви тăнă иккен. Саня ăна икĕ-виçĕ минут пуль асăрхаман та.
— Сухви!
Каччă сылтăм аллине ерипен хĕр хулпуççийĕ çине хучĕ. Хĕр хускалмарĕ те. Саня ăна хулĕнчен тытса хăй еннелле çавăрчĕ те хăй çумнелле туртрĕ. Хĕр пĕр хусканупа та хирĕçлемерĕ, сăмах та чĕнмерĕ, питне икĕ аллипе хупласа, пуçне Саня кăкри çине чикрĕ.
Саня ăна тата хытăрах хăй çумне чăмăртарĕ. Унăн пуçне, икĕ алпа икĕ питрен тытса, çĕклеме хăтланчĕ, анчах хĕр, тата вăйлăрах тĕршĕнсе, пуçне каччăн кăкăрĕнчен уйăрмарĕ.
Пӳрт алăкĕ шалтлатсан, Сухви, картах туртăнса, Саньăран уйрăлчĕ те тӳрленсе тăчĕ.
— Атя… урамалла… Тухар, — терĕ Саня, тытăнчăклăн та аран-аран сывлăш çавăрса. Хĕр ним сăмахсăрах картлашка çинчен анчĕ, хапха патнелле утрĕ. Вĕсем пĕве хĕрринелле сулăнчĕç. Чылайччен чĕнмерĕç.
— Сухви…
— Кай… ан тив…
Каччă хĕре икĕ алăпах çупăрласа хăй çумне чăмăртарĕ.
Пĕвери уйăх чӳхеннĕ май — пĕр çĕре пуçтарăнчĕ, сарăлса кайса таткаланчĕ; акă, ун çути йывăç тăрри витĕр ӳкрĕ те, вĕтĕ хумсем шунă май, шыв çинче вакланчĕ, ванчăкĕсем, вуншар ылтăн пулă вылянă пек пĕрре чăма-чăма тухрĕç, тепре çиелтен ишсе çаврăнчĕç. Шыв пичĕ çине хĕрпе каччă мелки ӳкрĕ.
— Эсĕ чăнласах тытăннă иккен, — терĕ Сухви вăйсăррăн. — Ну, мĕн тăватăн эсĕ, Саня, кала-ха?
Саня чĕнмерĕ.
— Эпĕ куна пачах кĕтменччĕ. Тĕлĕкре те тĕлленмен. Тата евчĕсемпех-çке. Çитменнине, эпир пĕрне-пĕри пĕлместпĕрпе пĕрех-çке. Юрать-и вара çапла?
— Чăнах та… аванах мар ĕнтĕ… Мĕн тăвас-ха çапла килсе тухрĕ те. Евчи-йĕркишĕн, ваттисен кăмăлне.. эпĕ мар.
Саня хĕре каллех хăй çумне туртрĕ. Сухви турткалашмарĕ.
— Сухви, — терĕ Саня хыттăн. — Эпир ыранах хулана каятпăр. Ман юлташсем нумай, лайăх юлташсем. Малашне вĕсем сан юлташусем пулĕç. Вĕсемпе нихçан та кичем мар. Вĕсем сан хăнасем пулаççĕ. Сухви! Ну, мĕн эсĕ чĕнместĕн? Тен, эсĕ çапла питĕ хăвăрт пулса иртнĕшĕн çилленетĕн пулĕ? Эсĕ хирĕç мар вĕт, Сухви? Кала, çапла-и? Эпир телейлĕ пулăпăр.
Сухви чĕнмерĕ.
Пĕвере хурсем какăлтатрĕç. Хыçра йăмра тăрри кашăлтатса илчĕ. Сасартăк… Çывăхрах хыттăн шартлатни каччăпа хĕре картах сиктерчĕ.
Шыври сăрт мĕлки çинче çывхарсах килекен арçын кӳлепи, вăрăм пушă сĕтĕрнĕскер, курăнса кайрĕ.
— Çакăнта пушмак пăру курмарăр-и? — илтĕнчĕ хурлă та асаплă сасă. Арçын мĕлки фуфайкăпа, атăпа, çĕлĕкпе. Вăл, каччăпа хĕртен пĕр-ик пушă вăрăмăшĕнче чарăнса, пачах вĕсем çине мар, таçталла çырма урлă пăхрĕ.
— Кĕтӳрен тарнă, мур, — терĕ вăл, хĕрпе каччă хирĕç тавăрса каласса кĕтсе илеймесĕрех малалла утса.
— Кам вăл… ял çурать? — терĕ Саня.
— Кӳршĕ ял кĕтӳçĕ, — терĕ Сухви шăппăн. — Эпĕ ăна кашни кунах куратăп. Вăл — Сурăм шывĕн леш енчи улăхра, эпĕ — ку енче. Хăш чухне. выльăхсем пĕр-пĕрин енне каçсан, эпир пушăпа шартлаттарса сас парса илетпĕр.
…Çак вăхăтра каллех туран пушă шартлатрĕ. Вăйлă сасă, шăплăха çурса ярса, пĕрре туран, тепре анатран, унтан каллех туран илтĕнчĕ те çырма тăрăх анса кайрĕ.
Шĕвĕш çырминчен тепре шартлатрĕ, вара Сурăм леш енчи улăх сăртĕнче асаплăн ахлатса вĕçленчĕ. Сухви темшĕн чĕтренсе илчĕ.
— Атя, каяр, — терĕ вăл шиклĕ сасăпа. Вĕсем чупнă пекех каялла утрĕç. Пӳрте те васкаса кĕчĕç.
— Ну, Сухви, юрать-и четвĕрт пуçлама?.. — Меркури, урай варрине тухса, Сухви çине тӳррĕн пăхрĕ. Хĕр алăк патĕнче пуçне усса шăппăн тăчĕ. Вăл «юрать» тени пĕтĕм ĕçе самантрах татса парать.
Хĕр сывлăш çавăрса илеймен пек йывăррăн сывларĕ. Вăл халь-халь мĕн те пулин каласса пурте сывлама чарăнса кĕтсе тăчĕç.
Пӳлĕмре пĕр хушă стена сехечĕ уксаххăн шаккани çеç илтĕнсе тăчĕ.
7
Сурăхсем, шăрăхпа аптраса, тапăра тăчĕç. Кĕтӳçсем те шăрăхпа ĕнтĕркерĕç те, шăмшакĕсем лĕнчĕрех кайрĕç.
Хĕвел питĕнчи улăх сăртĕнче терпекленсе ларакан çил лăснă пĕкрĕç йăмра та, шăрăхпа имресе, лӳпперрĕн кашларĕ. Уçă çил килсе çапсан, унăн çулçисем канăçсăррăн талкăшма пуçларĕç. Вăхăтсăр саралнă çулçисем, суккăр кайăк пек, ӳпне-питне çаврăнкаласа татăла-татăла анчĕç.
Колхоз фермин сурăхĕсене виççĕн пăхаççĕ. Пĕри килте канать, иккĕн улăхра çӳреççĕ. Паян черет — Варвари инкепе Сухвин.
Сухви, кĕтӳрен татăлса юлнă путеке çĕклесе, Сурăм хĕррипе утрĕ. Хĕр час-часах чарăнкаласа тăчĕ, путек çурăмĕнчен шăлса илчĕ. Вăл, ăшăрханипе вăйран кайса, кĕлесĕр аслă пушмакĕ хывăнса ӳкесрен урине сĕтĕререх, вăраххăн утрĕ. Тек-текех салтăнса каякан патне тутрине юсарĕ.
Ун çийĕнче çӳлте-çӳлте — ним куçман пекех тăракан пĕлĕтпе туртăннă тӳпе. Ун витĕр — кăвак тӳпене шултра куçлă марлĕпе карса хунă пек — çумăр хĕвелĕн пайăркисем ним чăрмавсăрах кĕреççĕ те çав тери пĕçертеççĕ. Хĕвеланăç енчен шур сурăхăн тин каснă сухăрлă сарă çăмĕ пек пĕлĕт куписем йăваланаççĕ.
Улăх лапинче, пурçăн мурккаллă ука çӳçине кăшт çеç вĕçтеркелесе, кукуруза кăшăлтатать.
Сăртри парлакра çĕртме тăвакан трактор, хура кураксемпе çуйхашса, улăх сăрчĕ хĕррипе иртрĕ. Ун хыççăн касă тăршшĕпех хура кураксем акăнса юлчĕç.
Сухвие çак парлака сухалани кăшт пăшăрхантарать те. Миçе çул ĕнтĕ сурăх кĕтĕве çӳретнĕ вĕсем кунта.
Сухвин ăш хыпрĕ. Чĕрене тем пăчăхтарать… Те шыв ĕçес килнĕрен çапла, те ахаль.
Сухви Оккай çырми еннелле пăхса илчĕ. Унта сивĕ-сивĕ çăлкуç пур. Ун пек сивĕ çăлкуç урăх ниçта та çук, теççĕ. «Йывăр шыв» теççĕ ăна ялта.
Сухви çыран хĕррипе утрĕ.
Çыран кукринче аялта паян чарлан курăнмарĕ. Вăл кашни кунах çакăнта килкелекенччĕ. Шарласа юхакан шыв çинчи чул çине хăрах уран тăрать те ним хускалмасăр шывалла пăхать. Хутран-ситрен тем сăхса илсе çăтать: ахăртнех, пулă тытать пулас. Сухвирен хăрамасть вăл. Çывăхарах пырсан тин, вăрăм утăмсемпе ерипен малалла чупса кайса, хуллен сывлăша çĕкленет. Ăçта-ши вăл паян?
Шыв леш енчи чăнкă çыранта çĕр чĕкеçĕн йăви пур. Парлакра, çӳлте, пĕчĕкçеç уртăш йывăççи кутĕнче путене йăви пур. Ăна трактор сухаласа пăрахрĕ пулĕ.
Çак улăх, ирхине ирех хĕвел тухнă чух килсен, ĕнчĕ пĕрчисем сапса тухнă пек йăлтăртатать.
…Кăкăрта темшĕн, тем шыçса хăпарнă пек, тан тапнă пек тапса, ыратса килчĕ.
Мĕншĕн-ха паян ăна кунта çук япаласем шута яраççĕ? Мĕн пирки пăшăрханмалла-ха?
Тăван тавралăх… Çакăнтан ĕнтĕ унăн уйрăлса каймалла. Çак улăхран, çак Сурăм шывĕнчен, Варвари инкерен, çак путекрен…
Улăх сывлăмĕ ĕнчĕ пĕрчи пек йăлтăртатнине те кураймĕ вăл кунта тек… Чарлан хăрах уран тăнине те, текерлĕк хурлăн кăшкăрашса йăвине шыранине те…
«Эх, Саня, Саня!..
Эсĕ ĕнтĕ хулана илсе каясшăн. Мĕн тăвăп эпĕ унта? Сурăх кĕтĕвĕ çук-çке-ха унта?»
Сухви путеке хăй çумнех пăчăртарĕ те тутинченех чуптуса илчĕ, çыран хĕррине ларчĕ. Çырма леш енчен çирĕк хуппинчен тунă какăр сасси илтĕнчĕ. Куçма юрлать. Ăна та кичемрех пулĕ…
«Эх, Саня!.. Санпа телейлех пулăп-ши?»
Сухви каллех иртнĕ мăскаллă куна, манăçми каçа, панулмине аса илчĕ…
Çав улмуççие Сухви вăрăранах пăхса ӳстерчĕ унăн малтанхи улмине вăл хăйĕн чун савнине çитерме сăмах парса хунă. Кăçал çав улмуççи малтанхи хут икĕ улма турĕ. Эх, Саня!.. Вăл ăна кам ӳстернине те, мĕнле улма иккенне те пĕлмерĕ, ыйтмарĕ те. Çилпе килнĕ темĕнле кĕвĕ илтĕнсен вара тӳрех: «Кам хывнă?» — тесе ыйтрĕ Саня, Саня!..
Сухвие Варвари инке сасси тăна кĕртрĕ.
— Мĕн айланан, ара, çав усал путекпе. Апата килсем! — илтĕнчĕ йăмра айĕнчен.
Сухви Варвари инке çумне ларчĕ, чĕркуççисене кĕпе аркипе туртса витрĕ.
— Çук, çиес килмест, Варвари инке.
— Эсĕ хăвна çураçнăранпа тем çими пултăн-ха хĕрĕм, — терĕ Варвари инке. — Каймаллипех каятăн-и ĕнтĕ? Туйĕ хăçан, ара?
Сухви пĕр хушă пуçне чиксе ларчĕ.
— Виçмине, — тавăрчĕ вăл шăппăн.
— Э-э, апла Сурăм пуххи кунхине? Чалпаш сурăхлăх — хăвах сурăх пăхса ӳстертĕн ĕнтĕ. Хăвна килĕшнине пăхса хур-ха, эппин…
Сухви чĕнмерĕ. Ал айне çакланнă тăпăрчă чăмакки пек сыр кăмпине йăваласа ватрĕ.
Вăл сасартăк Варвари инкене пилĕкрен ыталаса илчĕ.
— Уйрăлас килмест ман çак çĕртен-шывран! Кĕтӳрен!..
Вĕсем пĕр ăстрăм хускалмасăр ларчĕç.
— Варвари инке, кала-ха, — терĕ Сухви. — Эсĕ юратнă-и кама та пулин? Телейлĕ пулнă-и эсĕ?
Карчăк малтанах ним калама аптраса ларчĕ.
— Кам юратман пулĕ çамрăк чух, — терĕ вăл юлашкинчен. — Анчах пирĕн юмахри пек юрату пулман çав. Сайра вăл, хĕрĕм. Пирĕн кулленхи ахаль юрату çеç пулнă. Кун пек чух телее савăшура мар, урăххинче тупатăн: кил-çурт тирпейĕнче, ача-пăчара, ĕçре…
Варвари инке Сухвирен уйрăлчĕ те, саппун аркине ая çавăрса хурса, тĕмеске çине ларчĕ.
— Телей пирки эп сана, хĕрĕм, пĕр юмах ярса парам… — терĕ вăл. — Ку вăл ĕлĕкех пулнă… Хуняшшĕ кинне — çĕнçынна улăха ут тытма ярать.
«Асту, аякран сас туса пыр. Патне çитсен — сăмах ан чĕн, вара пĕтеретĕн» — тет хуняшшĕ.
Кинĕ улăха лаша тытма тухса каять. Лаши курăк çинче выртнă. Çĕнçын, лаша тăрса тарасран хăраса, «кайран тытаймăп» тесе, ним сас тумасăрах пырать. Çитет те чĕлпĕртен туртать. Лаша тăмасть, каллех туртать — тăмасть. Вара çĕнçын: «Ну-у, тăрсам!» — тесе ярать.
Пăхать: лаша çавăнтах тӳнсе каять. Тытса пăхать те — лаша вилнĕ… Вăл лаша çунатлă пулнă иккен. Çĕн-çын ун çунатти çине пуснă пулнă…
Варвари инке пĕр кана чĕнмесĕр ларчĕ те тутăр вĕçĕпе куç кĕтессине шăлса илчĕ.
— Телейĕ ĕнтĕ ман, — терĕ малалла Варвари инке. — Çав юмахри пек пулчĕ пулмалла… Çав телей çунатти çине таптарăм пулмалла… Упăшкам пысăк çынччĕ. Авлансанах мана хулана илсе кайрĕ. Апат пĕçереттĕм, кĕпе çăваттăм. Урăх ĕç çукчĕ ман валли. Ун патне хăй пек çынсем — юлташĕсем пыратчĕç. Артистсем çинчен, кĕнекесем çинчен калаçатчĕç. Эпĕ вĕсем калаçнине чĕптĕм те ăнланмастăп. Лайăх пурăнтăмăр савăш уйăхне. Пĕрре упăшка юлташĕсем хам пирки калаçнине илтрĕм. «Çакăн пек лайăх çынсене яланах усал арăм çакланать. Мĕн тума илнĕ вăл ухмаха?» — терĕ пĕри. Çакăн хыççăн ман чĕре шар çурăлсах кайрĕ. Пăрахрăм та тухса тартăм. Акă ĕнтĕ халь çирĕм çул ытла хăраххăн пурăнатăп. Малтанах ялта мана илес текенсем те нумайччĕ те — кайран качча кайса килнĕ хĕрарăма кам пăхтăр? Унтанпах сурăх кĕтетĕп. Çапла вăл, хĕрĕм, телей тени. Телей çунатти çине пусма юрамасть. Сас туса пымалла. Эсĕ, хĕрĕм, ман пурнăçа чĕре патне ан хур, юмахне ăша ил.
Сухви сăн-пичĕ темшĕн асаплăн туртăнкаласа илчĕ. Вăл юмахăн тупсăмне ăнланса илеймесĕр асапланса ларнăн туйăнчĕ.
Самантран ăна каллех пушă сасси шарт сиктерчĕ. Çырма леш енчен виçĕ хутчен пушăпа шартлаттарчĕç — ку вăл кӳршĕ ял кĕтĕвне Сухвисен сурăхĕсем каçнине пĕлтерчĕ. Сухви ура çине сиксе тăчĕ те пушăпа сулса хурав пачĕ, вара чупсах шыв урлă Куçма кĕтӳç патнелле чупрĕ.
8
Хĕвел хĕртсе пăхать.
Çăка çулçисенчен пыл юхса ларать. Вĕсем йăлтăртатса çеç тăраççĕ. Вĕсен айĕпе иртсе пынă чухне пуç çине çулçă пылĕн тумламĕ татăлса анать.
Юмахри пек сарă кун тăрать.
Çакна май çын чун-чĕрине те çутă-çутă хаваслă туйăм ӳксе çутатать.
Паян кăнтăрла тĕлнелле Сурăм таврашĕнчи тĕрлĕ çулсем тăрăх шап-шурă халăх, капăр халăх, Чăваш Сурăмĕ еннелле куçа пуçларĕ. Часах темĕнле чăрмав-сăлтавпа каярах тăрса юлнисем çеç пĕччен-иккĕн питĕ васкаса утрĕç.
Шăп та шай кăнтăрла иртни виçĕ сехетре Куканар вăрманĕ пуçĕнче автобус чарăнчĕ те — çул çине Саня анса тăчĕ.
Вăл питĕ васкарĕ пулин те, Куканар вăрманĕ хĕрринчи çулпа хăй сисмесĕрех ерипен утрĕ. Ĕнтĕркенĕ йывăçсен сулхăнĕ айĕнчи симĕс курăк пусса илнĕ урапа çулĕ, кăшт нӳрĕ те пиçĕскер, урасене аялтан резина пек таптарса пычĕ.
Çакă сарă кун, вăрман уй-хир уçлăхĕ, хаваслантарса та çĕклентерсе, кирек кама та — ял çыннине — ачалăхри ырă тĕлĕке аса илтерет.
Каçăхтарсах, аташтарсах, ĕнтĕрккеттерсех яракан илемлĕх!
Хулари тĕтĕмлĕ, тусанлă сывлăш хыççăн çакăн пек илĕртекен вырăнпа — тăван кĕтеспе — утма мĕн тери аван!.. Уйрăмах тата тăван ялта, тăван килте кĕтекен пулсан! Кунсăр пуçне, савнă хĕр, сăмах татнă хĕр пулсан!
Кăкăра та, пит-куçа та, юрра та, çак уй-хире кăна мар — тĕнчене шăнăçайми телей те пулать!
Çакă вăл паян пулмалла.
Паян!
Хĕр «ĕçне» паяна хăварчĕ.
Саня нихçан та паянхи пек телейлĕ пулман пулĕ. Çук, паянхи пек мар — çак юлашки эрнери пек! Сухви пĕр самантлăха та куç умĕнчен каймарĕ.
Сухви!.. Сухви!..
Саня пĕлет. Телей валли хăй кăна телейлĕ пулни çитмест-ха, Сухви те телейлĕ пултăр. Сухви те хулара телей туптăр тесен, ăна кирек те ăçта — завода-и, стройкăна-и — ĕçе вырнаçтармалла е вĕрентмелле. Вăл сахал вĕреннĕ-çке. Вĕренсен вăл Санькăшăн кăна мар, нумай-нумай çыншăн пархатарлă, хаклă çын пулать. Саня пĕлет, Сухви унсăр Саньăпа телей тупаймĕ. Ытах апла май килмесен, Саня ăна ялтан та илсе каймĕ — ан тив, колхозрах пурăнтăр, сурăх кĕтĕвĕ кĕтсе… Хисеплĕ ĕç… Çук, Саня хăй халĕ ниепле те яла юлаймасть. Вăл хулара ĕçлет-çке. Мĕнле-ха апла иккĕн икĕ çĕрте пурăнсан? Саня чăматанне çăмăллăн вылятса пычĕ. …Амăшĕ туя хатĕрленсе çитни çинчен ĕнер çын урлă пĕлтернĕччĕ. Сухвисен те хатĕрленеççĕ иккен. Сухвие туй парнисем хатĕрлеме пĕтĕм хĕр-тантăшĕсем пулăшаççĕ-мĕн.
Саня юрласа ячĕ:
Ăш çунать хыпса телейшĕн, —
Ăнлансам, туйсам…
Пулас çук телейлĕ эпĕ
Сансăр нихăçан.
Уçă сасса вăрман шала йышăнмарĕ. Юрă, йывăçсен лутра вуллисенчен çĕреллех ăмăрса тăракан çулçăсене çапăнса, вăрман хĕррипе шуса каять те, вăрман кукринчен каялла таврăнса, Санькăна хăйнех илтĕнет. Унпа пĕрле вăрман юрлать. Вăл Саня юрринех, анчах сăмахĕсене пĕлменнипе кăшт каярах юлса юрланăн туйăнать… Юрă вăрман хĕрринчен сылтăмри пăрçа ани çинелле юхса саланать.
Пăрçа хутаççисем тĕл-тĕл тытăннă, тулнă, çав хушăрах хуртпуççи евĕрлĕ хĕрлĕ, шурă, кĕрен çеçкисем те курăнкалаççĕ.
Чĕрере ытарма çук ырлăх капланăвĕпе пĕрле темĕнле кăшт хурлăрах, пăшăрхануллăрах савăнăç амаланса пырса çан-çурăма лăштăрах ярать… Çак çул айккинчи киленчĕклĕ сулхăнĕпе илĕртекен тӳшек пек çемçе пăрçа ани çине тăсăлса выртса, юпах тиха пек йăваланас килет.
Акă тăван йĕтем, арман… ял…
Авăк çил, çанăсенчен, кăкăр умĕнчен вирхĕнсе кĕрсе, кĕпене çурăм çинче кутамкка пек вĕрсе карăнтарчĕ. Тапхăр-тапхăр, такам вĕрин сывланă пек, пăчă сывлăш сулăмĕ ирте-ирте кайрĕ.
Саня каллех юрă тăсса ячĕ:
Пулас çук телейлĕ эпĕ
Сансăр нихăçан…
:* * *
Саня хăйĕн чи юратнă чăваш тĕрриллĕ кĕпине, лайăх якатнă шурă шăлавар тăхăнчĕ.
— Нумаях ан çӳрĕр, — терĕ амăшĕ. — Халăх пухăран таврăннă çĕре хĕрĕ патне кайăпăр. Меркури ирех тăрантас шырама кайрĕ-ха, «Айгир» ăйăра паян никама та тытма хушман.
— Тарантасĕ те кирлех-ши?
— Эй, ачам, хĕре епле çуран илсе каçан? Халăх шутлах пултăр ĕнтĕ. Пĕтĕм ял хатĕрленет-çке. Шатах сăра турĕç-ха.
Саня тухса кайма тапрансан, амăшĕ ăна сăмса тутри тыттарчĕ.
— Ну, кайса çӳре-ха, эппин, — терĕ вăл, ывăлне пух-ха ăсатса. — Атту саланма та пуçлĕç тата. Сухвийĕ хăй паçăрах кайрĕ-ха хĕрсемпе. Эсир нумай ан çӳрĕр. Премĕк илсе пар, кăруççел çаврăнăр. Хĕрсем юратаççĕ ун пеккисене.
Урамра пĕр çын чунĕ те курăнмарĕ.
Кĕтӳ те паян кăнтăрлачченех яла кĕнĕ. Ăçта килчĕ унта: пӳрт çумĕнче, йывăç сулхăнĕсенче — сурăх, качака, ĕне хутăшах выртаççĕ.
Укăлчари картасем урлă çĕнĕ ратлă шур автанăн сарлака та пĕрчĕмлĕ-пĕрчĕмлĕ пысăк киккирикĕ пек чăх çырли сапакисем усăнаççĕ.
Саня ял вĕçĕнчи укăлча алăкĕ витĕр тухрĕ те васкасах улăхпа Чăваш Сурăмнелле утрĕ.
* * *
Сурăм пуххи нихçан та çумăрсăр иртмен пулĕ. Анчах малтанах çумăр çукчĕ-ха. Çанталăк та йĕркеллехчĕ. Кайран вара сасартăк çумăр йăтăнса анчĕ. Унтан сасартăк… чĕрене шар çурса яракан кĕтмен сехмет пуç çине анчĕ. Анчах ку кайрантарах пулчĕ-ха.
Саня Чăваш Сурăмнелле çитнĕ çĕре пĕлет хĕрри çеç йăсăрланатчĕ. Вăл пухха çитнĕ çĕре ĕнтĕ унта ниçта утма-тăма та вырăн çукчĕ. Хĕрсемпе-каччăсем ĕнтĕ виçшерĕн, тăватшарăн, пилĕкшерĕн çума-çум тăрса умлăн-хыçлăн утма тытăннăччĕ. Утакансем, пухă вырăнĕ тавра çаврăнса илсе, ял урамĕ тăршшĕпех каяççĕ, уя та тухаççĕ. Ӳссе-ӳссе пырса, темиçе çухрăма тăсăлакан çамрăксен карти пĕр шухăш-кăмăлпа пĕр вăйă выляса утса çаврăннăн туйăнать.
Вирьял хĕрĕсем пухăсене шап-шурă тумланса тухаççĕ, пурте пекех ярăнса утаççĕ. Тата… ăçта, хăш халăхăн пур-ши вирьялсем пек илемлĕн алă сулласа утакан?
Саня пухха çитсе кĕнĕ-кĕменех хăйĕн хулари икĕ юлташне — çамрăк юрăçсене тĕл пулчĕ. Унтан вĕсем утса çаврăнакан хĕрсен картинчи икĕ хĕр хушшинче пыракан Сухвие тĕл пулчĕç. Вара улттăн юнашар тăрса утма тытăнчĕç.
Сухви шурă пӳс кĕпе тăхăннă. Вĕтĕ пĕрмечеллĕ саппун çакнă, калакĕ çине чечек тирнĕ; вăрăм çӳçеллĕ çĕрçĕн тутăр хыçалалла çавăрса çыхнă, ун çинчи тĕррисем тăкăнас пек.
Хĕрсем хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе чĕнмесĕрех пычĕç. Саня юлташĕсем ытларах искусство çинчен калаçрĕç. Артистсен, кĕнекесен ячĕсене асăнчĕç. Хĕрсене те калаçтарма пăхрĕç. Саньăн пĕр юлташĕ тĕрлĕ ыйтусемпе тек-текех Сухвие тапăнчĕ: «Пĕлетĕн-и», «вуланă-и?» Сухви пуçĕпе çеç хирĕçлесе суллать. Саня та унпа яшсем умĕнче нимĕнле сăмах та пуçармарĕ. Саня юлташĕ пĕр çаврăм утса тухсан сасартăк Саня енне çаврăнчĕ:
— Профан камне пĕлетĕн-и эсĕ, Саня, — терĕ вăл. — Эсĕ ăна начар çын тетĕн пулĕ, е? Вăл калама çук пысăк çын пулнă…
Тепĕр çаврăм утса çаврăннă çĕре Саня аяккалла пăхрĕ те икĕ хĕр хушшинче Сухвие курмарĕ. Вăл хăçан хăш тĕлте пăрăнса юлнине те Саня асăрхаман.
Саня чылайччен пухă тăрăх Сухвие шыраса çӳрерĕ. Грузовиксем çинчи лавккасем умĕнче те, хĕвелçаврăнăш, мăйăр, çырла сутса ларакан хĕрарăмсем умĕн те иртрĕ, хăю, тутăр, тĕрĕ çиппи сутакан лавккасем умĕнче тĕркĕшекен хĕрсем хушшипе те кĕрсе пăхрĕ — Сухви ниçта та курăнмарĕ. Çак вăхăтра кашни Сурăм пуххинчех çăвакан çумăр йăтăнса анчĕ. Пухă халăхĕ, кĕпĕрленсе, çуртсем, лавккасем çумне хӳтте тара пуçларĕ. Хула хĕрĕсем пушмакĕсене хывса çарран чупрĕç. Часах пухă вырăнĕнче çумăртан хӳтĕленме пĕр пушă кĕтес те юлмарĕ.
Саня çывăхри лавкка кĕлечĕн картлашки çине хăпарса тăчĕ.
Кĕлет хĕрринчен сăрхăнакан кантра пек шыв юххи, урасем çине сирпĕнсе, хĕрсене тата шаларах хăваларĕ. Çӳхе тум витĕр пĕçертсе тăракан вĕри ӳтсем хĕстерсех пынине Саньăна пăчă пулса кайрĕ, вăл вара хĕрринерех тухса тăчĕ.
Çумăр вăраха пымарĕ. Кĕçех кĕлет çумĕнчи çамрăксем Сурăм çийĕнчен юлашки пĕлĕт хӳри шуса иртессе çеç кĕтрĕç. Витĕр курăнакан хĕрлĕ, кăвак плащлă хĕрсем ĕнтĕ уткалама та тытăнчĕç.
Саня та çĕре анасшăнччĕ çеç — кĕлет умнех пĕр тăрантас пырса тăчĕ. Чĕркуççи таран шур чăлха тăхăннă пек шурă сакăл ураллă тимер кăвак ăйăрăн утнă чухне те сули кăмп-кăмп! тутарса пырать.
Тăрантас çинчен виçĕ кĕреш çамрăк анса тем канашла пуçларĕç, тек-текех хĕрсем çинелле пăхкаласа илчĕç ямшăкĕпе пăшăлтатрĕç. Ямшăкĕ вара, çĕре аннăскер каллех ларкăч çине хăпарса ларса, тилхепипе кĕç-вĕç хускалса кайма хатĕр тытрĕ.
Саня умĕнчи хĕр темшĕн чĕтресе илчĕ те, каялла чакса, Саньăна та сулăнтарса ячĕ.
— Сухви!.. — тĕлĕнсех кайрĕ Саня ăна кĕтмен çĕртен тĕл пулнипе.
Сухви Саня çине кăн-н! пăхрĕ. Унăн пит-куçĕ, ахаль те салху сăнлăскер, тин кăна чунтан татăлса макăрнă хыççăнхи пек хурлăхлăн курăнчĕ; вăл пĕчĕк ачан халех иртекен таса тарăхăвĕпе хыпнă тейĕн. Куçĕсем шывланса йăлтăртатрĕç. Питçăмартисем çинче — те çумăр тумламĕсем, те куççуль — икĕ тумлам чĕтрет… Тути хĕррисем кăшт кăвакарнă.
…Сасартăк Сухви такам алран тытса вăйлăн туртнипе сулăнса кайрĕ те майсăррăн картлашка çинчен сикрĕ. Ăна ӳкме памарĕç. Хĕре тепĕр çамрăк пилĕкрен ярса илчĕ. Сасартăк хĕр çӳлелле çĕкленчĕ. Икĕ çамрăк ăна тăрантас çине пăрахрĕç. Хĕр кĕскен те çинçен «ай» тесе кăшкăрса ячĕ. Çак вăхăтра кĕлет хыçне халăх кĕпĕрленсе килчĕ.
Ăçтан килчĕ унтан: «Хĕр вăрлаççĕ!», «Хĕр вăрлаççĕ!» — тесе кăшкăрни илтĕнчĕ. Тăрантас тӳрех карт! хускалчĕ те сирĕлсе тăнă халăх хушшипе ыткăнчĕ…
Саня вăйлăн сулăнса картлашка çинчен сикрĕ. Такам ураран ӳкрĕ, тахăшĕ вăрçса илчĕ, пите тахăшĕн пуçĕ пырса çапăнчĕ. Саня мĕнпур вăйне пухса талпăнчĕ. Акă ĕнтĕ çывăхрах тăрантас кустăрми айĕнчен сирпĕнекен пылчăк чăмăрккисем вăркăнаççĕ. Акă вĕсем питрен те çапăнаççĕ.
Тăрантас кустăрми хула сĕртĕнсе шăнăрса илчĕ, анчах Саня куна туймарĕ. Алла хура костюм çухи кĕрсе кайрĕ. Тем çатăртатрĕ, лăчăртатрĕ… Саня сулăнса кайрĕ, анчах аллине вĕçертмерĕ. Унăн пуçĕ урлă пысăк, йывăр кĕлетке ывтăнса кайса пылчăк çине лаплатрĕ. Вĕсем иккĕшĕ те харăсах сиксе тăчĕç.
Кайран вĕсене халăх хупăрласа илчĕ. Такамсем, хыçалтан тытса, алăсене пăрса лартрĕç…
«Санăн ĕç çук!.. Хĕрĕпе сăмах татнă», — тенине çеç лайăх илтсе юлчĕ Саня.
Тăрантас ĕнтĕ, ялтан тухса, уйпа ĕрĕхтерчĕ.
Саня кĕпи-шăлаварĕ тăрăх пылчăк юхрĕ. Вăл, хăйне курма пырса тулнă ушкăн варринче тăрса, йывăррăн сывларĕ, катăлса каяслах шăлĕсене çыртрĕ…
9
…Унтан вара, Саньăшăн мĕн пулса иртнине палăртнă пекех, каçченех сивĕ çумăр çурĕ.
Çумăр тумламĕсем, кантăк тĕлĕнче пӳрт хĕрринчен татăлса анса, пусма вĕçнеллех вĕçе-вĕçе кайса ӳкрĕç, стенана çапăнчĕç, чул çине ӳксе саланчĕç. Амăшĕ вучах чĕртсен, тĕтĕме мăрьерен çил çана-çапа каялла пӳрте хăваларĕ.
Шултăрканă кантăк, ун çине такам пĕтĕм кӳлепипе тӳне-тӳне кайнă пек, пĕрре тулалла, тепре шалалла шалтлата-шалтлата илчĕ, кайран тин шăршăнса ларчĕ те шалтлатма пăрахрĕ.
Тепĕр кунне ирхине такамшăн кăвак хуппи уçăлнă пек илемлĕ ир килчĕ. Типсе кайнă çĕр шӳнĕ те, пĕтĕм уй-хир, çĕрулми анисем, çерем — вирт кайнă пек е тата мунчаран тин тухнă çын типшĕнсе ларнă пек пăсланса йăсăрланчĕç. Çил вĕсене вĕçĕмсĕр çĕр çумĕпе хăваларĕ.
Курăк çинчи çумăр тумламĕсем хĕвел çутинче пин-пин лампочка çуннă пек йăлтăртатрĕç.
Амăшĕпе ывăлĕ иртнĕ сехметлĕ ĕç пирки пĕр-пĕрине ӳпкелесе те, ӳкĕнсе те кунĕпех çăвар уçмарĕç.
…Кăнтăрла иртсен, ялта туй юррисем, параппан-шăнкăрав сассисем илтĕне пуçларĕç.
Ой, кĕрӳ Куçма пур,
Инке лайăх Сухви пур… —
илтĕнчĕ юрă аякранах. Пĕтĕм таврана саланчĕ. Кайран таçтан, улăхран, темĕн чухлĕ халăх хупă çăварпа ним сăмахсăр хурлă-хурлă юрă юрланă пек туйăнса тăчĕ. Куна никам та юрламарĕ. Чĕрере çеç çапла пĕтĕм тавралăх хурланнăн туйăнчĕ.
Саня урама тухса та курмарĕ, кантăк умне те пымарĕ. Чăматанне йăтса, пахча витĕрех хулана кайма тухрĕ.
Пахчара хуçăлса аннă çĕмĕрт патĕнче пĕр хушă чарăнса тăмасăр пултараймарĕ-пултараймарех… Çĕмĕрт туратти çине такам таптанă та, хуп-хура пиçнĕ çĕмĕрт сапакисем нимĕрленсе тăраççĕ, карта çумĕнчи шилĕк тума тесе каснă хурăн тункати хĕрлĕ нăймакапа елтĕрсе ларать, ун тавра пĕр симĕс шăна арăш-пирĕш çаврăнать. Çӳлтен — те хурăн тăрринчен — пĕр тумлам патлатса ӳкрĕ те çăкан çемçе çулçине шăтарсах пăрахрĕ.
Малтиварта пĕр кайăк хӳхлесе юрларĕ. Ял ĕçкĕре янкăшать.
Темĕнле хăлхана хупласан та, урамри юрă илтĕнчĕ-илтĕнчех:
Каччи пурччĕ кĕреш пек —
Çич çул хыççăн çӳрерĕ.
Пирĕн Сухви инкерен
Виç ăш сăмах илтмерĕ.
Ох, кĕрӳ Куçма пур —
Шет маттур мар, сатур мар:
Виçĕ сăмах хушмарĕ —
Ытам тулли хĕр тупрĕ…
…Саня ял çумĕнчи çул çине тухрĕ. Кушăхнă çулпа пĕр пушă урапа халтăртаттарса, хăй хыççăн тăсăлакан тусан хӳрипе пăрçа ани тăрăх сĕтĕрсе иртрĕ. Ун хыççăн пĕр пĕчĕк çавраçил пĕр хушă çул тăрăх пычĕ-пычĕ те ансăр вар хушшинелле пăрăнса юлчĕ.
Чĕрене çурса, асаплантарса, хыçра, аякра, параппан тӳнклетрĕ.
10
Август вĕçĕ. Улма праçникĕ иртнĕ ĕнтĕ. Шыв сивĕне пуçланă.
Çилпе кĕрхи калча лăпчăна-лăпчăна илет. Вăл хум ярсах хумханаймасть-ха. Пĕтĕм уçăм пĕр енчен пăхсан-хĕрхĕлтĕм тĕслĕ, тепĕр енчен пăхсан — çутăрах симĕс курăнать.
Улăх çыранĕпе темиçе утмаçул, тĕллĕн-тĕллĕн пĕр-пĕрин çине кĕрсе кайса — виçĕ сукмака пĕрлешсе, тĕл-тĕл уйăрăлса-тăхăр сукмака çитсе, çума-çумăн тăсăлаççĕ.
Саня ак каллех — виçĕ çул иртнĕ хыççăн — тăван улăх лапипе Сурăм шывĕ еннелле утать.
Сылтăмра улăп тăпри пек çĕкленсе тăракан сăрт, тӳпем. Çак тӳпемри курăк та типсе çунса кайнă. Вăл тĕл-тĕл çеç карталанса ӳснĕ çерем кăмпин çулĕ çинче тĕксĕм симĕссĕн курăнса выртать. Хăш-пĕр картасем çинче типсе пĕтĕрĕннĕ кăмписем те курăнкалаççĕ.
Хăнкăрма пек чăмăр та типсе хăмăрланнă сыр кăмписем, хулăн хупăллăскерсем, шăп тăрринчен шăтнă та, çав шăтăкран çил вĕрнĕ май, мăрьерен кăшт çеç йăсăрланакан сĕрĕмлĕ тĕтĕм пек, хăмăр тусан вĕçет.
Çак тӳпем Саньăна асамлă сăрт пек туйăнать. Халиччен никам та ӳкерсе паман, чуна хурлăн-эрлĕн хумхантаракан аваллăх илемĕ пытанса тăнă пек çакăнта. Çавă халь чунра хурлă туйăм вăратать. Ку вăл аваллăхпа çыхăннă, анчах халĕ пĕтнĕ илем-мĕн. Çавă ĕнтĕ хурлă туйăм вăратать чĕрере. Ку сăрт çине пăхсан, Сурăм тăрăхĕнче пулса иртнĕ хурлăхлă ĕçсем чуна хускатаççĕ.
Çакăнта пăхсан, теме сирме, теме тепĕр майлă çавăрса хума хистекен туйăм çĕкленет. Çак тавралăха хаваслăх, савăнăç сăнĕ кӳрес килет.
Саньăн хĕçпăшалĕ — туйăмсем. Сасăсемпе, кĕвĕçе-мĕне уçса панă туйăмсем, юрăсем. Çакăнти хурлăрах туйăма тытса илсе çын куçĕ умне кăларса тăратнипе çеç ăна улăштарма, çĕнетме чĕнме пултарать вăл.
Нумай пулать-и-ха Саня кунта хĕр çураçма хатĕрленни?.. Саньăна çакăнти авалтан юлнă шухăш-кăмăлăн, йăла-йĕркен юлашкисем — çакăнти хурлăх кĕвви — хур кăтартмарĕ-и-ха?
Çавăнпа пулĕ Саня кунта виçĕ çул килме пултараймарĕ. Чĕрене тата касăлтарасран хăрарĕ-и?.. Е вăл халь çав сурăх кĕтĕвĕ патĕнче тусан ăшĕнче чаваланакан пĕчĕк ачаран та хăрать?..
…Çут хуçса ларакан ача ют çын хăй патнелле çывхарнине курсан йĕрсе ячĕ.
— Анне, — нăйкăшрĕ вăл, куçĕсене çаннипе хупласа. Ача патне, вăрăм пушă сĕтĕрсе, туртăннă питлĕ, типшĕмрех çамрăк хĕрарăм чупса пычĕ. Вăл кăвакарса ларнă пир кĕпепе, кĕпи çурăмĕ çинчи аçлăк тĕлĕнче çеç тар çапманнипе шап-шурă. Урине вăл, хура çăм туна тăлипе чĕркесе, пĕчĕк пуçлă, урлавлă çăпата сырнă. Юхса пĕтнĕ çивĕт иккĕрен пĕррене тăрса юлнă.
— Ма макăратăн, Миккуль? — ыйтрĕ хĕрарăм Саня çине тĕлĕннĕ пек пăхса илнĕ хыççăн. — Ан макăр… Кам тивет сана? — терĕ вăл малалла, ача патне пĕшкĕнсе.
Хĕрарăм ачана алла тытрĕ.
— Мучукран хăрап, — терĕ ача, куçне аллипе сĕркелесе.
— Ма хăратăн мучукран? — терĕ хĕрарăм. — Мучук мар вăл — пичук те. Хăрамалли çук унран. Атя эпир ăна хĕнетпĕр — пире макăртнăшăн.
— Сухви!..
Саня хăй сисмесĕрех ахлатса илчĕ. Хĕрарăм, ачине йăтса, Саня патнех çывхарчĕ те пĕчĕк ачан сылтăм аллипе Саньăна хулĕнчен çапрĕ.
— Ак! Ак! Ак ăна! Пичук, эсĕ ма макăрмастăн?..
Саня юрнех макăрам пек турĕ. Пĕчĕк ача куçне-пуçне чалăртрĕ те савăнса кулса ячĕ.
— Ав, вăл макăрать. Халь юрат ăна, — терĕ Сухви. — Ытала мăйĕнчен. Акă эпĕ ыталатăп… Кур…
…Саня мăйне вĕри хул çавăрса илчĕ, пĕчĕк ачан ăвă пек çемçе алли пите сĕртĕнчĕ. Саня ачапа хĕрарăма хыттăн хăй çумне чăмăртарĕ, хĕрелсе кайрĕ.
— Питӳ хура сан, — терĕ вăл, вĕрин сывласа, шăппăн. — Сана эпĕ Шупашкара илсе каям-ха… Атăлта пит çума… Пыратăн-и, Миккуль?
— Пит-куçĕпе Куçманах пăхнă, — терĕ Сухви ачан кăвак куçĕ пирки пулас, унтан ачан сăмсине тытса силлерĕ: — Ку хамăн…
Саня кулам пек турĕ, хĕрарăмăн пысăк кăвак йĕрпе карталаннă шывлă куçĕсене курсан, ирĕксĕрех пуçне усрĕ. Сухви чĕтресе кайрĕ те, сӳлтен кайнă пек, вайсăрланса пырса авăнсах анчĕ, Саня çумне тĕршĕнчĕ.
Вĕсем çерем çине ларчĕç.
Саня вĕри кĕлеткене вăйранах хăй çумне чăмăртарĕ:
— Кай… Саня… ан… тĕкĕн…
— Сухви!.. Сухви!..
Саня хăй тĕллĕн калаçнă пек тек-текех çав ята асăнчĕ.
— Кала, Сухви. Телейлĕ-и эсĕ?
— Телейлĕ, Саня. Телейлĕ! Акă халь çак самантра çĕр çинче никамран та телейлĕрех!.. Урăх манран нимĕн те ан ыйт.
Вĕсем чĕнмесĕр ларчĕç. Вĕри тутасем пĕрлешрĕç.
— Çапах та ку пĕчĕк телей-çке-ха, Сухви.
— Çук, çук, Саня. Эпĕ пĕчĕк телейпех телейлĕ пулма пĕлетĕп. Курнă-ши эсĕ пĕр йĕтĕн тутри туяннăшăнах савăнса пасартан таврăнакан чăваш хĕрарăмне? Йăл кулă вылять-ши сан питӳнте, вăл çавăншăн телейлине курсан?
— Сухви! Кала эсĕ мана: юратнă-и эсĕ мана виçĕ çул каялла? Мĕншĕн качча тухрăн?
— Ан калаç ун çинчен, Саня. Ан калаç! Йывăр мана ăна аса илме! Мĕне кирлĕ халь ăна асăнма? Юратнă, юратнă! Мĕн кирлĕ тата сана урăх? Çапла кирлĕ те. Эп сана качча тухнă пулсан, акă халь эсĕ мана юратмастăн. Часах сивĕнеттĕн. Эпĕ те, тен, çаплах пулнă пулăттăм. А халĕ эп сана ĕмĕр тăршшĕпех, çĕр айне кĕричченех, асран ямăп, ăшра тытăп. Эсĕ яла виçĕ çулта пĕрре те пулин килкеле, Саня. Килкеле… Юрать-и?
— Сухви!.. Сухви!..
— Эх, Саня! — Сухви икĕ аллипе те Саньăн çӳçне якатрĕ. — Çĕр çинче эпĕ, тен, сана курнипе телейсĕр пултăм пулĕ. Астăватăн-и панулми çитернине? Эсĕ ыйтмарăн та ун чух ху мĕнле панулми çинине те. Астăватăн-и, мана çураçма пырсан, мĕн тери вĕтеленсе лартăн — евчĕсемпе çураçнăшăн-и, чăваш йĕркипе авланмалла пулнăшăн-и, кам пĕлет сана… Астăватăн-и Сурăм пуххинче юлташусем мĕн калаçнине? Çакăнта сан айăп çук-ши вара? Астăватăн-и: пĕве хĕрринче Куçма пăру шырарĕ? Эсĕ «çук» тесе те сăмах чĕнмерĕн. Манăн ун чух ăна шеллесе куççуль юхса тухатчĕ. Çакăн хыççăн вара эпĕ сана качча пыма, сан юлташусем хушшинче пурăнма пултарнă-и?
Саня пĕр сăмах та хирĕç тавăрса калаймарĕ.
— Манра та айăпĕ пур, — терĕ малалла Сухви. — Эпĕ ваттисен тыткăнĕнче пулнă пулас. Сана тахçанах килĕштернĕ, санпа калаçасшăн пулнă. Анчах анне ирĕк паман. Эпĕ анне ирĕкĕнчен тухайман. Ялти ватăсен умĕнче куçран ӳкесшĕн пулман. Эпĕ ăна малтан хам та сисмен. Халĕ тин туйма пуçларăм. Вĕренессе те мана анне вĕрентмен. Эсĕ те айăплă. Ытла хăвăрт пырса кĕтĕн. Пĕрер çул туслă пулнă пулсан — эпир пĕр-пĕрне ăнланса çитеттĕмĕр, тен? Пĕр-пĕрин йăнăшĕсене, çитменлĕхĕсене малтанах, юсама майĕ пур чух, асăрханă пулăттăмăр. Телей çинчен мана Варвари инке юмах ярса панăччĕ. Çавăн пек эпир те телей çунатти çине пусрăмăр. Халĕ ĕнтĕ эпĕ телее урăххинче тупнă: кил-йышра, ача-пăчара… Пĕр-пĕрне мăшăрла килĕштернинче… Хама хам тата эп ун çумĕнче ниме юрăхсăр çын вырăнĕнче туймастăп. Сана качча пынă пулсан, эпĕ хама шăпах çапла ниме кирлĕ мар çын вырăнĕнче туяттăм. Ĕмĕр тăршшĕпех сан юлташусем манран артистсен, кĕнекери геройсен ячĕсене пĕлменнишĕн кулнă, мана намăслантарнă пулĕччĕç. Эпĕ халĕ хама майлă телейлĕ, Саня…
Сухви пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕ.
— Куçма ыйтмасть, — терĕ вăл малалла. — Мĕншĕн тесен хăй те пĕлмест. Эпир унпа кил-çурт çинчен, выльăх-чĕрлĕх çинчен, ача-пăча ӳстересси çинчен калаçатпăр. Килĕштерсех пурăнма пулать. Эпир вăрçмастпăр. Вăл ал хума мар — мана пӳрнепе те тĕкĕнмен. Авă, вăл халь çӳрет. Сурăм леш енче. Ун чухнехи пекех кĕтӳ кĕтет. Эпĕ те — куратăн — сурăх кĕтĕвĕ кĕтетĕп. Телей тени вăл пурнăçра ăна кам мĕнле ăнланнинчен килет. Ăна пĕр виçепе виçме çук… Кашни çыннăн телейне хăйне уйрăм виçепе виçмелле… Сирĕншĕн пĕтĕм телей çамрăклăхра пулĕ… Эпир урăхларах шутлатпăр…
— Çапах та ма вăрлаттарса ятăн эсĕ хăвна пухăран Сухви?
— Эпĕ… сана тарăхса!.. Çилленсе!..
Çак хушăра Сурăм шывĕ леш енчен пĕр арçын ал айĕн Саньăпа Сухви еннелле пăхса тăни, унтан умлăн-хыçлăн виçĕ хутчен вăрăм пушăпа шартлаттарни илтĕнчĕ.
— Ой! — шартах сикрĕ Сухви. — Упăшка курчĕ… Ав… Мана чĕнет…
Сухви ура çине тăчĕ, пушăпа сулса хурав пачĕ. Пушă вĕçĕнчен йăс пĕрхĕнчĕ. Сухви ачана алла тытрĕ те хуллен Сурăм хĕрринелле утрĕ, часах вăл çырманалла анса çухалчĕ, тепĕр самантран леш енче курăнчĕ.
Часах хĕвел анса ларчĕ. Сухви колхоз фермин сурăхĕсене Сурăмăн хăрах енĕпе, Куçма ял кĕтĕвне Сурăмăн тепĕр енĕпе хăваласа — кӳршĕ ялĕ еннелле кайрĕç.
Саня, сăрт çине хăпарса, чылайччен ун хыççăн пăхса тăчĕ.
Çан-çурăма каçхи сивĕпе нӳрĕ сулхăн çапрĕ. Курăк çине сивĕ сывлăм ӳкрĕ. Сурăм çинчен шурă тĕтре, йăсăрланса хăпарса, улăх çине сарăла пуçларĕ. Çав тĕтре пĕтĕмпех Сухви сулса янă пушă вĕçĕнчен пĕрхĕнсе тухса тулнăн туйăнчĕ. Çăра тĕтре, майĕпен сарăлса-сарăлса пырса, аякра пушă сĕтĕрсе утакан Сухви кĕлеткине хупласа хучĕ.
Саня чĕринче хăватлă кĕвĕ, çак Сурăм тĕтрине сирме чĕнекенскер, амаланса-амалансах пырса янраса кайрĕ… Кунта Саньăна хăйпе ӳпкеленĕ сасăсем те илтĕнчĕç. Шавларĕç, кĕрлерĕç… Ку кĕвĕ телей тупма, уншăн кĕрешме йыхăрчĕ.