...Кун каçа сăмахсен купине таптарсаччĕ;
Çылăхран сăвапа чаваларăм хамах.
Пур-пĕрех тем çитмерĕ, ларман кăмăл карчĕ1 —
Пыр тĕпне йĕклетет çĕхреленнĕ2 сăмах.
Шухăшсен çиппине хутăрлать халь Астăвăм —
Чыхланса ырана такăнса кĕресрен.
Шуçăмччен васкасах сĕвемлет-ха, кур, Сăввăм —
Йĕркешер пĕтĕрет пăтранса йӳтесрен.
Çĕрлехи улахра хуçаланĕ Ăстайăм3 —
Йĕкелле ухăнса таш ташлать, ав, Калем.
Сых ятне хуралта тăрать мар-и-ха Тайăн4 —
Ыйăхпа кахала хӳтермешкĕн каллех...
Паянхи кунăма çаврăмпа пӳклемесĕр
Эртелтен хăпаймастăп ирччен, ахăртнех.
Вĕçлесен: тишкерсе — тиркесе, татăр — тĕсĕр —
Çăмăлланă амашăн ун чух пур-пĕрех.