Хута кĕрет шап-шурă хут
Анне пекех: ӳпкевсĕр, тимлĕ.
Ӳпне1 ӳкетĕп тепĕр хут
Темле: ни чĕрĕ мар, ни вилĕ...
Хĕрхеннĕрен каллех чĕркет:
Аманнă ăсăм, чĕмĕм2 чирлĕ.
Чĕлхем вĕçне тумлать шерпет
Такам. Пĕрех. Мана çак кирлĕ.
Куççуль юхмасть — хӳхлет калем3
Тăшман, тăван, çулташ4 юлманшăн.
Кунта юлать манран валем5:
Хамах, хамах суйларăм ашăм6.
Ăшра — суран, сăнра — пĕрме7 —
Тахçан йĕрленнĕ хурлăх, савнăç.
Сутмастăпах нихçан пĕрне —
Мана вĕсем парнелĕç канăç.
Тĕке'р вырне — шап-шурă хут —
Çунман, çĕрмен яланлăх тынă8.
Путармĕ шыв, витермĕ вут —
Юнпа тарпа Ăстаçă çырнă.