Сĕмлĕхре хывăнать йăрăс пӳллĕ Çурта...
Ăнсăртран чĕм кĕрет тусан витнĕ Çурта.
Халиччен шăплăхпа пуплесе ларнăран
Кунсемпе каçсене сыпăнтарнă аран...
Паянтан урăхла, урăхла паянтан.
Тап-таса, çап-çара — анраса каймалла
Кам валли шăратса янтăланă ăна?
Çурт та тупрĕ хевте çилсене шăнарма1,
Хыпăнсах çунмалла тупрĕ йӳтĕм2 Çурта.
Паянтан пуçласа, пуçласа паянтан.