Хирте тырă акмашкăн
Ирех тухнă ватă çын...
Пĕрчĕн-пĕрчĕн сапмашкăн
Тыррине çакнă пуркипе.
Пурки çинчи тыррине
Ана çине сапалать.
Хĕн шухăшпа шухăшлать:
«Тăпри ырă ыррине...
Акассине акатăп,
Тырри-тулли пулĕ-ши?
Турра кĕлĕ тăватăп,
Турă мана памĕ-ши?!
Ай, пулинччĕ тырри-пулли,
Ачамсен телей пулинччĕ...
Ачи-пăчи пӳрт тулли,
Вĕтĕ-шакĕ-мекĕлче;
Хăçан ӳсĕç, çын пулĕç,
Хăçан çын ăшне кĕрĕçĕ,
Çын евĕрлĕ пулĕçĕ.
Çынтан хисеп те курĕç?!
Ах, пурнăçăн çитменни!
Турра пӳрни — çитерни!
Çынсем кулли пулмăп-ши?
Ачама хăрăк тумăп-ши?
Халăх чĕлхи пит усал,
Ашшин чунне пĕлмеççĕ...
Шап-шар-çке ман сухал!..
Вĕсем манах хурлĕçĕ:
Хăй çуратма пĕлчĕ те
Ачисе çука хăварчĕ,
Пурăнма пурăнчĕ те
Ачисе пайсăр тăвайчĕ...
Ах, турăçăм, турăçăм,
Хам ку таран пурăнтăм!
Ачасем хур ан курччăр:
Çынсен кулли ан пулччăр;
Ашшин ĕмĕтне çĕклем.
Вилес вăхăт çитсессĕн,
Вĕсем туттине курсассăн,
Вилме канлĕ вилĕттĕм...»
Çапла хирте ватă çын
Тырă акать, шухăшлать.
Хăй курăнать пит ыррăн,
Ачисемшĕн вăл çунать.