(Лука, II, 14)
Пĕлĕт çилпе тасалчĕ,
Çĕр-аннемĕр уярчĕ,
Çил те иртсе лăпланчĕ,
Çĕр илемĕ палăрчĕ.
Çӳлти-çӳлти çăлтăрсем
Вут пек çунса тăраççĕ,
Вĕсен хушшинче хăватсем
Çиçĕм пек иртсе çӳреççĕ.
Нумай çăлтăр хушшинче
Çĕнĕ çăлтăр çутăлчĕ,
Тĕттĕм халăх хушшинче
Турă ачан курăнчĕ.
Çуралнă ачана мухтаса
Çӳлте ангелсем юрлаççĕ,
Çынсене ырлăх пуласса
Юрă сăввине калаççĕ:
«Пĕлĕтпелен çĕр хушши
Илемлĕ сасăпа янăрать —
Ача шуйттана çĕнесси
Пур тĕлтен те палăрать.
Чĕрĕлĕх хĕвелĕ çутăлса
Тĕнче çине сарăлчĕ,
Тĕттĕм унтан хăраса
Тамăк тĕпне пытанчĕ.
Хирте кĕтӳçĕсем кĕтӳпе
Çурăм пуç кĕтсе тăратчĕç,
Ангел çиçсе пынине
Сасартăк х(ă)раса чĕтрерĕç;
Ангел вĕсе(не) пусарса
Йăвашшăн, лăпкă каларĕ:
«Кайăр пуç çапма васкаса —
Витере Христос çуралчĕ!»
Кĕтӳçĕсем хытă савăнса
Ырă хыпара ĕненчĕç,
Çамрăк ачана мухтаса
Витене пырса пуç çапрĕç.
Паянтан вара этемшĕн
Çăлăнăç ĕмĕчĕ тупăнчĕ,
Ирсĕр тĕттĕм шуйттаншăн
Пысăк хурлăх тупăнчĕ.