Иртнĕ çул Ваççана ик çĕр тенкĕ кивçен панăччĕ. Пилĕк кунран тавăрса пама пулчĕ. Анчах тавăрса парасси кашнинчех "тепре укçа иличчен" тăсăлса пычĕ. Вунă уйăх та иртрĕ. Халĕ хамах айăпласшăн.
— Мана укçа панă чух эпĕ ӳсĕр пулнă вĕт-ха, памалла пулман, ӳсĕр çын вăл ухмах çын пекех, хăйшĕн хăй явап тытмасть, — тет Ваççа. — Нимĕн те ас тумастăп, ун чухлех илмен пуль.
Аран-аран илтĕм вĕт. Хăй вара укçана тавăрса панă хыççăн тепĕр куннех кивçен ыйтма персе çитрĕ. Памарăм та — кӳренчĕ.
Кивçен пани хăвна валли нуша тупниех.
Тавăрса паманнисем татах пур. Илес шанчăк та юлмарĕ. "Парăп-ха, укçасăрах пурăнмастăн пуль-ха", — теççĕ çеç.