Ĕнер ăсатса ятăмăр «хĕл кунне»
Юрăпа йыхăртăмăр — кил çуркунне
Ташласа — юрласа иртрĕ çăварни
Тутлă сăра ĕçмелли уяв эрни.
Кашни килте пиçнĕ тутлă икерчи
Купăсне хитре калать кӳршĕ ачи
Ял тăрăх ярăнтăмăр лаша кӳлсе
«Ача купи» пултăмăр çуна тӳнсе
Кĕмĕл саслă шăнкăрав пĕкĕ çинче
Вĕлкĕшет ал шăлли турта пуçĕнче
Юр чăмăркки вĕçет лаша уринчен
Хитре хăюсем çитленĕ çилхинчен
Ял халăхĕ пуçтарăннă урама
Карталанса хитре юрă юрлама
Çыхнă улăмран «çăварни карчăкне»
Тăхăнтартнă кивĕ кĕпе çĕтĕкне
Шурă тутăр çыхтарнă «кĕлте – пуçне»
Çил вĕçтерет сарă улăмлă çӳçне
Аслă урам варринче тăрать çĕтсе
Хитре хĕрсем юрă пуçласса кĕтсе
Пĕр-пĕринпе алла — алăран тытса
«Карчăк» мĕлки йĕри — тавра саврăнса
Пĕтĕм йышпа хитре юрă шăратса
Ăсатрăмăр хĕле «вутпа ăшăтса»
Çумăрпа хутăш юр вĕçтерет тӳпе
Çие тăхăннă тумтирсем йĕп-йĕпе
Сивĕ хĕлĕн парăнас килмест тӳрех
Тумламĕсем юхаççĕ куççуль пекех…
Паян ирех килсе çитнĕ çуркунне
Юр ирĕлсе шыв кӳленнĕ çул çине
Селтешлĕ юрпа хупласа юхăмне
Ача-пăча пĕвелессе шыв çулне.