Юрату
Ман чĕрере — виçесĕр юрату,
Çĕршывăм,
Санăн айлăму-сăрту,
Пучахсемпе хумханакан инçет,
Манăн куçра телей пулса çиçет.
Тăван çĕре манмастăп ĕмĕрне.
Эпир — туссем —
Саватпăр пĕр-пĕрне:
Эпĕ çĕре — вăл ман анне пулнишĕн,
Çĕрĕм мана — эп уншăн юн тăкнишĕн.
Пире тахçан хĕненĕ пĕр туя.
Ялти кулак тухсаччĕ çĕн уя,
Çĕре çапса ылханчĕ: «Хăрттăр çил...»
Унтан мана: «Çĕр кирлĕ-и? Ак, ил,
Камун чĕппи...»
Эп çыртрăм аллинчен.
Çак юрату пурнать хам виличчен.
Чее Еххĕм
Вилес теекен карчăк вилеймен, тет. Сарă Еххĕм карчăк мар, вилмелле ĕнтĕ, çапах та тем чул вилес тесен те хăй ĕмĕрĕ тăршшĕнче пĕрре те вилсе курман. Паян кунчченех чĕрĕ пурăнать. Хăшпĕр чухне, çынсем курман вăхăтра, чĕрĕскер, сухалĕсене каçăрткаласа та илкелет. Тата нумайрах каçăртмалла та вăл сухалне, анчах унăн ачи-пăчисем çук пулнă-çке, арăмĕ те тахçанах уйрăлса кайса тупăка кĕрсе выртнă.
Арăмĕ кайса выртнă çăва (масар) çине иртнĕ раштав хьгççăн Еххĕм хăй те кайса выртатчĕ пулĕ те, анчах чĕри, сыв мар пулсассăн та, тапма пăрахасшăн пулманни чарса тăнă.
Вилмех выртнăччĕ ĕнтĕ вăл ун чухне. Шурă кĕпе-йĕм тăхăннăччĕ. Çуралнăранпах ырхан пулнă икĕ пичĕ хушшинчи сăмсине, Хусан тутарĕсем тунă пашне пек, каçăртса выртнăччĕ.
— О-ох, вилетĕп!.. Çылăхăмсене кăçарăр. Ĕçпе те, сăмахпа та, алă-урампа та çылăха кĕтĕм пулĕ сирĕн умра, — тетчĕ вăл пухăннă кӳршĕ çыннисене.
— Ху каçар, — тетчĕç хĕрарăмсем шывланса тăракан куçĕсене чышкăпа шăлса.
Хĕрарăмсем çеç пухăннăччĕ. Арçынсем хысна валли вăрман касмашкăн хатĕрленетчĕç пурте пикенсе. Арçынсенчен, никам çукран, Упрампа Раман çеç кĕрсе курчĕç вилме хатĕрленнĕ Еххĕм вилнине пĕлме.
Уйăхпа Çĕр
Хĕвел анчĕ. Ӳкрĕ сывлăм, тусăм.
Лăпкă каç чечек шăрши сарать.
Вăтанса хĕрелчĕ каçхи шуçăм,
Ак пытанчĕ — Уйăх хăпарать.
Тӳперен сенкер те кĕмĕл çутă
Юмахри пек Çĕрелле юхать.
Йĕкĕт-Уйăх çавра сăнлă, тутă,
Пĕрмаях савни çине пăхать.
Пирĕн пек, пăхса тăранаймарĕ
Чунĕ савнă сар хĕр — Çĕр çине.
Ирхи çутă шуçăмччен сăнарĕ
Кун каçа çынсем мĕн тунине.
Санпалан эпир нумай чух уйрăм,
Савни маннă тесе ан йĕрех.
Уйăха пăхса, чĕкеçĕм, туйрăм:
Уйрăм чух та вăл савать... Çĕрех!
Пирĕн пек, вĕсем те сăмах татнă.
Уйăх аллинче сар хĕр çĕрри.
Çĕрпе Уйăх, эс те эп — тăваттăн
Уйрăлатпăр. Сас парать тăри.
Çĕнĕ çĕр
1.
Çĕнĕ çĕр мĕнле тесе ыйтатăн...
Чăннипе вăл — пирĕн çак çĕрех:
Çумăрта ăна ашса çăратăн,
Шăрăхра вăл шăвăçпа пĕрех.
Чăвашри пекех вăл — шарт тăварлă,
Типĕ чух — виç хут та хытăрах,
Йывăрлăх-асаплăхпа пĕр варлă,
Çавăнпа-и, тен, тупăшлăрах.
2.
Çĕнĕ çĕр юла юпасси мар вăл,
Çапăçу вăл, чăн та çапăçу!
Кашни кунĕ йывăр та кăварлă —
Çĕнĕ çĕрĕн йӳнĕ хакĕ çук.
Ĕççинче çĕрле те çывăрмаççĕ,
Вылятмаççĕ — унта шилĕк мар.
Çĕнĕ çĕр — çĕршывăн тырĕ лаçĕ,
Тăкăнать унта тарпа тăвар.
3.
Иртышçум вăрманĕ алă сулчĕ,
Пирĕншĕн сар явлăк йывăр мар,
Вĕлтĕртетрĕ кĕрен-тĕрлĕ çулçă,
Вăркăш хыççăн çаврăнчĕ вăр-вар.
Те çитсе хĕрӳллĕн чуптăвасшăн,
Те пĕлесшĕн пирĕн ят-шыва?
...Паттăрсем киле тухса кайсассăн
Иртышçум хитре тумне хывать.
1959, юпа, 10.
Павлодар, Казахстан.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...